Хуларинчен кая мар...
Утмăл çул пĕрле вĕсем, упăшкипе арăмĕ. Йÿç Шăхаль ялĕнче, Хулакасси тăкăрлăкĕнчи тăваттăмĕш çуртра, тĕпленнĕ Носковсем. "Мĕншĕн Хулакасси-ха? Урамĕ çеремлĕ, апла тăк ятне çут çанталăкпа та çыхăнтарма май килнĕ вĕт. Тĕслĕхрен, Пилешкасси, Йăмракасси..." - çакăн тупсăмне кил хуçи уçăмлатасса кĕтрĕм. Иван Егорович кун пирки хăй те аслисем каласа панинчен кăна тĕшмĕртет иккен. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - ку ĕç-пуç иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех пулнă-мĕн: хăнаран упăшкипе таврăнакан хĕрарăм хăйсен урамĕ пирки хăпартланса: "Хуларинчен кая мар", - тесе юрланă имĕш. Хулакасси урамĕ хушăннă вара Каçал тăрăхĕнчи ялта.
Кунти сакăр çуртран виççĕшĕн мăрйинчен халĕ тĕтĕм тухмасть...
Аслисем ăс панине ăша хывса
Мария Федотовнăпа Иван Егорович - ялти ятлă-сумлă мăшăртан пĕри. Утмăл çул каялла çемье çавăрнăскерсем паян кунчченех пĕрне пĕри хисеплесе, сума суса кун-çул сукмакне такăрлаççĕ, ĕмĕре малалла тăсаççĕ. Иккĕшĕ те сакăрвунă çул урлă каçнă.
Хăйсем çĕкленĕ çуртра, кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ вĕсем. Тĕрĕссипе, килти хуçалăх ватăсем çине тиеннĕ тесен те йăнăш пулас çук. Ывăлĕпе кинĕ куллен ĕçе çÿреççĕ, пĕри - вырăнти ял хуçалăх пĕрлешĕвне, тепри - шкул столовăйне, икĕ мăнукĕ - пĕлÿ çуртне ăс пухма. Çавна май кĕрĕк арки йăваласа лараймăн. Хуçалăхĕ пысăк вĕсен: картиш тулли выльăх усраççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Паллах, ерçÿллĕ самантра ывăлĕпе кинĕ, кĕçĕннисем пулăшаççĕ ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тухса хăйсем çемье çавăрнă ывăл-хĕрĕ те мăшăрĕсемпе, ачи-пăчипе пĕрле канмалли е уяв кунĕсенче тăван киле пуçтарăнать.
Мария Федотовнăпа Иван Егорович икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă /сăмах май, кил хуçи хĕрарăмĕ Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ/. Вĕсен куç тулли телейĕ - çичĕ мăнукĕ. Кĕçĕн мăнукĕсен йышĕ те хушăнсах пырать. Носковсен ăрăвне тăсакансем шанчăклă пулни ĕç ветеранĕсене чăннипех савăнтарать. Тĕрĕссипе, ачи-пăчи ашшĕ-амăшĕ ăс панине ăша хывса çитĕннĕ, ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ.
Ырлăх-пурлăх хуçисем - хăйсем
Мария Федотовна кун-çулне тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă, чылай çул дояркăра ĕçленĕ.
"Ун чухнехи условисене паянхипе танлаштарма çук, - тет вăл. - Сĕт халĕ пăрăх тăрăх юхать. Эпир ĕнесене алăпа сунă, сĕтне флягăсене тултарса, пăрлă шыва лартса сивĕтнĕ, унтан ятарлă цистерна вырнаçтарнă машина патне йăтнă. Паян фермăра сивĕтмĕшпе усă кураççĕ".
Хальхи саманапа кăмăллă хĕрарăм. Тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсен пурнăçне лайăхлатассишĕн куллен тăрăшнăшăн вăл патшалăх, республика ертÿçисене чĕререн тав тăвать.
Тăван хуçалăхра та манмаççĕ ăна. "Уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн пире, тивĕçлĕ канăва тухнисене, ватă çынсен кунĕ ячĕпе уяв туса пачĕç. 90 çултан иртнисене парнепе чысларĕç. Çак ÿсĕме çитиччен манăн тата 10 çул пурăнмалла-ха. Анчах пире те кăмăлсăр хăвармарĕç: тĕрлĕ çимĕçпе сăйларĕç, юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç", - сăмах çăмхине сÿтет Мария Федотовна. Мăшăрĕсĕрех кайнă иккен асăннă мероприятие вăл - Иван Егорович кÿршĕ районти Арапуçĕнчи крахмал заводĕнче 40 çул тăрăшнă, куллен унта 3-шер çухрăм çуран хутланă. Коллективра вăл ятлă-сумлă çын шутланнă, пултарулăхне, тăрăшулăхне кура тĕрлĕ чыслава, Хисеп хучĕсене пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та унта ирттерекен мероприятисене тăтăшах йыхравланă. Май пур таран кашнинчех пулма тăрăшнă, ĕçтешĕсемпе, тантăшĕсемпе чун каниччен калаçнă. Шел те, паян кун пирки аса илмелли кăна юлать: иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи самана йывăрлăхне чăтаймасăр завод тĕпренех арканнă. Çавна май тăван коллектив та тахçанах саланнă. "Ватă çынсен кунне халĕ çывăх çыннăмсемпе пĕрле килте паллă тăватпăр",- пĕлтерет çемье пуçĕ. Виçĕ ăру пĕр çемьере килĕштерсе пурăннине çирĕплетет ĕнтĕ çакă.
Ашшĕпе амăшĕн уйăхри пенсийĕ 20 пин тенкĕрен иртет. Çавна май хуçалăхри çĕнетÿ-юсав ĕçĕсене пурнăçламашкăн тĕпкĕче юлнă ывăлĕпе кинне самаях пулăшаççĕ вĕсем. "Пÿлĕмсен алăкĕсене улăштарчĕç авă, урайне хальхи йышши материал сарчĕç. Кун пек чухне пирĕн те тăккаланмаллах. Укçа этеме çамрăк чухне ытларах кирлĕ: тумланма-якалма, ача-пăча пăхса ÿстерме. Эпир вара мĕн пуррипе те çырлахатпăр", - тет хĕрарăм.
"Аслисен ырлăхĕпе кĕçĕн ывăлĕ кăна усă курни пĕр тăвансен кăмăлне хуçмасть-и?" - тесен Мария Федотовна çакна пĕлтерчĕ: хулара тĕпленнисем хăйсем те маттур-мĕн, тулăх пурăнаççĕ. "Кашнинех хваттер, дача пур. Асли нумаях пулмасть пĕр михĕ пан улми кÿрсе пачĕ. Кирлĕ тĕк хăйсем пулăшма хатĕр. Ватлăх кунĕсенче савăнса кăна пурăнмалла. Анчах сывлăх чакса пырать-çке", - калаçăва тăсрĕ вăл.
...Кун каç еннелле сулăннă май ывăлĕ Сергей ĕçрен таврăнчĕ. Мăнукĕсем шкултан кĕçех килмелле. Кинне Луизăна кĕтме иртерех - кÿршĕ ялта пурăнакан чирлĕ амăшĕ патне çитсе килме тĕв тунине вăл ирех пĕлтерчĕ.
Мария Федотовнăн вара каçхи апат хатĕр...
Валентина СМИРНОВА.
Комсомольски районĕ.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ