Комментировать

1 Ноя, 2014

Ĕçлевпе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕ - "пĕр чÿрече" мелĕпе

Халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе "пĕр чÿрече" мелĕпе мĕнле пулăшу илме пулать?

А.МОРОЗОВА, Шупашкар хули.

Хурав, 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе "Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр" АУ пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ çирĕплетнĕ. Ăна тĕпе хурса 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен республикăри патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ мĕнпур центр, çавăн пекех ку ĕçе хутшăнтаракан организацисен /ялти тĕслĕх вулавăшсен, информаципе культура центрĕсен/ никĕсĕ çинче Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки хыпарлас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Асăннă организацисенче ăна тивĕçмелли документсене "пĕр чÿрече" мелĕпе йышăнаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ - тÿлевсĕр.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.