Комментировать

10 Янв, 2014

«Раштав чупăвне» хутшăннă

Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе тата ывăлĕпе пĕрле йăлана кĕнĕ йĕркепе ирттерекен "Раштав чупăвĕ" йĕлтĕр ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вĕсем Чăваш Республикинчи Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕ вăхăтĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче иртнĕ.

Спортсменсене Çĕнĕ çул уявĕпе, Христос çуралнă кунпа саламласа Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн иртнĕ çул вĕçĕнчи спорт пурнăçĕнчи паллă пулăмсем çинчен аса илтернĕ. "Пире пурне те спорта юратни пĕрлештерсе тăрать. Вăл пире Шупашкарта 2014 çулхи хĕллехи XXII Олимп вăййисен Олимп çулăмĕн эстафетине питĕ лайăх ирттерме май пачĕ. Кунсăр пуçне çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççейĕн чи лайăх регионĕ пулса тăчĕ, наци премине тивĕçрĕ", - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Йĕлтĕр спортне кăмăллакансене пурне те вăл лайăх кăмăл-туйăм, спортра малалла ăнтăлма тата пысăк кăтартусемпе палăрма суннă.

"Раштав чупăвне" кăмăл тăвакансем пурте хутшăннă. Хĕрарăмсен хушшинче Шупашкар биатлонистки Татьяна Семенова чи лайăх кăтартупа мала тухнă. Нумаях пулмасть вăл Италири Трентино хулинчи Универсиадăра ылтăн тата икĕ хутчен бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Арçынсен хушшинче Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче вĕренекен, 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптанă Александр Иванов пуринчен те хăвăртрах чупнă.

Çавăн пекех Чăваш Республикинчи чи вăйлă йĕлтĕрçĕсем ушкăнсем тăрăх ăмăртнă: арçынсем-юниорсем, хĕрарăмсем-юниорсем, 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем, 1998-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем. Спорт уявĕнче çĕнтернисем, приз илнисем асăнмалăх дипломсене тата "Сочи 2014" Олимпиада сувенирĕсене тивĕçнĕ.

Усăллă канма юратакансене спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ вăхăтĕнче кăрлачăн 5-мĕшĕнче Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕнче Чăваш Ен хулисемпе районĕсенче тĕрлĕ программа сĕннĕ. Пур çĕрте те стадионсем, физкультурăпа спорт комплексĕсем, бассейнсем хăйсен алăкĕсене уçнă, физкультурăпа спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ, вĕсене йышлăн хутшăнаççĕ. Республика тата муниципалитет спортзалĕсем тÿлевсĕр ĕçлеççĕ.

Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче физкультурăпа спорт комплексĕсенчен çын татăлмасть. Юлашки çулсенче вĕсене республикăн мĕн пур хулипе районĕнче уçнă. Кашни комплексрах волейбол, баскетбол, мини-футбол, шашка-шахмат енĕпе турнирсем, çемье эстафетисемпе фестивальсем ирттереççĕ. Вĕсенче иртен пуçласа каçченех бассейнсем ĕçлеççĕ.

 

А.ЛЬВОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.