Комментировать

"Çамрăксен хаçачĕ" вулакансене республикăри ял тăрăхĕн чи çамрăк пуçлăхĕпе, шкулăн чи çамрăк директорĕпе паллаштарнăччĕ. Черет чи çамрăк профессор патне çитрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш, вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче вăй хуракан Андрей Данилов истори ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине 25 çулта хÿтĕленĕ. 28 çулччен истори наукисен докторĕн диссертацине çырса хатĕрлесе профессор пулса тăнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, кăмăл-туйăмĕпе паллашма çамрăк ăсчаха хамăр тĕпеле йыхравларăмăр.

Шкулта ăс пухнă чухне Андрей Данилова: "Ÿссен эсĕ ăсчах пулатăн", - тенĕ пулсан вăл хăй те ĕненмĕччĕ. Пĕлÿ çурчĕн сукмакне такăрлатнă чухне вăл футболпа интересленнĕ, çав енĕпе ăсталăха туптама ĕмĕтленнĕ. Аттестат илсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕр пĕлÿ çителĕксĕррине туйса çав университетăн юридици факультетĕнче куçăн мар майпа ăс пухма та вăхăт тупнă. Пулас ăсчахăн наукăпа çыхăннă пĕрремĕш статйи те студент çулĕсенче пичетленнĕ. Ун чухнех вăл журналистикăн право йĕркине тĕпчеме тытăннă. Ку ĕç ăна уйрăмах хавхалантарнă. Çавăнпах хĕрлĕ диплом илсен аспирантурăна кĕнĕ. Андрей Данилов чăваш телекуравне тишкерсе кандидат диссертацийĕ çырнă. Вăл çак темăна мĕншĕн суйланă-ха?

- Аспирантăн чи малтанах паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан ыйтăва суйламалла. Мана ун чухнех Интернет-журналистика кăсăклантаратчĕ-ха, анчах икĕ ĕмĕр чиккинче вăл вăй илсе аталанайманччĕ. Чăваш телекуравĕн историне вара никам та тĕпчеменччĕ. Çавăнпах ку темăна суйласа ăслăлăх ĕçне кÿлĕнтĕм, - калаçу пуçарчĕ 33-ри Андрей Данилов.

Паллă ĕнтĕ, кун йышши ĕçе пĕрре ларса пурнăçлаймăн. Пулас ăсчах та тапхăрăн-тапхăрăн талăкăн 10-12 сехетне наукăна халалланă. Архивсене çÿренĕ, чăваш телекуравĕн ветеранĕсемпе курса калаçнă, нумай вуланă. Кандидат ятне тивĕçсен ăслăлăх ертÿçи Юрий Смирнов ăна докторантурăна вĕренме кĕмешкĕн сĕннĕ. Республикăри паллă ученăйăн сăмахĕнчен иртейĕн-и? Андрей килĕшнĕ.

- Доктор диссертацийĕнче унчченхи ĕçе тăсрăм. Малтан чăваш телекуравĕн аталанăвне тишкертĕм пулсан, каярахпа ăна çармăссемпе ирçе-мăкшă телекуравĕпе танлаштарса тĕпчерĕм, доктор диссертацине çичĕ çул çыртăм, - калаçăва тăсрĕ пулас журналистсене хатĕрлекен профессор.

Çак вăхăтра вăл республикăри, Мускаври, чикĕ леш енчи хаçатсемпе журналсенче вун-вун мар, çĕр-çĕр тĕпчев, статья, монографи пичетленĕ. Журналистика уйрăмĕнче ăс пухакан çамрăксем валли ултă пособи кун çути кăтартнă. Регионта, Раççейĕн ытти хулинче, ют çĕршывсенче иртекен конференцисене хутшăннă, чылайăшĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Юлашки çулсенче патшалăх ертÿлĕхĕ çамрăк ăсчахсене аталанма пулăшать. Шухăшĕсемпе проекчĕсене пурнăçа кĕртме укçан хавхалантарать. Андрей Данилов та кăçал Раççей наука фончĕн 70 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Çак нухратпа вăл телекураври культурăпа ачасене воспитани парас ĕç епле пурнăçланса пынине тишкерсе хак парать.

- Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ăслăлăх енне туртăнма пуçларĕ. Çакă мана та савăнтарать. Ахăртнех, ку ученăйсене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарнипе те çыхăннă. Эпĕ аспирантурăра вĕреннĕ вăхăтра уйăхсерен 1 пин тенкĕ илеттĕм, паянхи аспирантсен хавхалантарăвĕ 10 пин тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне тĕрлĕ грант пур. Вĕсене çĕнсе илессишĕн тапаçланмалла кăна, - палăртрĕ Андрей Анатольевич.

Паллах, наука çыннин нумай вуламалла. ЧПУ профессорĕ информацие ăçтан тупать-ши?

- Çамрăксем пекех Интернетран тухма пĕлместĕп. Паян мĕн пур радио, телеканал, хаçат-журнал сайчĕсем унта пур. Кăмăла тивĕçтерекен пичет кăларăмĕсене электрон майпа çырăнса илетĕп, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Раççейри, Пĕтĕм тĕнчери журналистсен пĕрлĕхĕсен членĕ.

Андрей Данилов студентсене "Интернет-журналистика", "Тележурналистика", "Информатикăпа компьютер технологийĕсем", "Журналистикăн паянхи мобиллĕ, электронлă цифра информацийĕн хатĕрĕсем", "Интернетра информаци шырасси" тата ытти дисциплинăна вĕрентет.

- Паянхи çамрăксем хут çине пичетленĕ хаçат-журнала вуласшăн мар, телевизор умĕнче ларса кăларăмсене пăхасшăн мар. Тĕрĕссипе, куншăн никама та айăпламалла мар, пурнăçĕ çапла ыйтать. Вăхăта перекетлемелле. Вĕсем хăйсене кирлĕ хыпар-хăнара Интернетра тупаççĕ, социаллă сетьре хутшăнаççĕ, - манăн шухăшсене вуланăн ăнлантарчĕ республикăра «Чи лайăх çамрăк ăсчах» ята тивĕçнĕскер.

Пĕлтĕр вăл ятарлă программăпа усă курса Швецири семинара хутшăннă, ăсталăх шайне ÿстернĕ. Çамрăк ăсчаха Шупашкарти, Мускаври экспертсен тĕрлĕ комиссине йышăннă. Халĕ вăл аспирантсен кандидат, доктор диссертацийĕсене те хаклать. Пурин ĕçĕ те килĕшет-ши ăна?

- Тĕрлĕ диссертаци пур. Хăшĕсенче факт нумай, анчах хаклав-тишкерÿ палăрмасть. Çавăнпа рецензие тĕплĕ шухăшласа çырма тивет, - тÿррĕн каларĕ вăл.

Юлашки çулсенче ăсчах ятне илессишĕн хăшĕ-пĕри ыттисен ĕçне вăрласа кандидат, доктор пулса тăни пирки хивре калаçаççĕ. Ку ыйту Андрей Анатольевича та пăшăрхантарать.

- Пĕри путсĕрле хăтланать те пĕтĕм ăсчаха варалать. Паллах, çак пулăм хăпартлантармасть, чунне парса ĕçлекенсен ят-сумне ярать. Юлашки вăхăтра ку енĕпе лару-тăру çирĕпленет. Раççейри мĕн пур аслă шкулта халĕ ăслăлăх ĕçĕсене "антиплагиат" программăпа тĕрĕслеççĕ. Паллах, техника çынна улăштараймасть. Çапах ку аспирантсен, ăсчахсен ĕçĕсене тивĕçлипе хаклама пулăшать, - шухăшне пĕлтерчĕ вăл.

Питĕ çамрăкла доктор пулса тăнă Андрей Даниловăн ĕмĕчĕсем пысăк. Вĕсенчен пĕри - Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн грантне çĕнсе илесси. Хăйĕн шухăшĕсене проектра палăртса ăна конкурса ярса панă та ĕнтĕ, хуравне çеç кĕтмелле.

- Çамрăксен наукăна пĕр иккĕленмесĕрех кÿлĕнмелле, унăн ят-сумĕ юлашки вăхăтра самаях ÿсрĕ. Пирĕн пуласлăх - ăслăлăх аталанăвĕнче, - калаçăва вĕçлерĕ Андрей Анатольевич. Унпа килĕшмесĕр тăраймăн.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Дмитрий МОИСЕЕВ
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.