Комментировать

16 Апр, 2026

Тантăш 14 (4983) № 16.04.2026

Кăнтăртан вĕçсе килнисене савăнтарнă

Патăрьел округĕнчи Турхан шкулĕнчи «Айтăр-ха, пĕрле! волонтерсен отрячĕ «Пулăшасси йывăр мар, кăмăл анчах пулмалла» каларăша тĕпе хурса ĕçлет. Ăна вĕсем 2018 çулта, Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтерсен, пуçарнăччĕ. Вырăнти амбулатори врачĕ Анатолий Кольцов маттур та хастар ачасене ун чухне хăй тавра пуçтарнă. Шкулти вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ ялти тухтăрăн шухăшне питĕ ырласа йышăннă. Отряд акă саккăрмĕш çул хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.

ШĂНКĂРЧ ЙĂВИ ĂСТАЛАНĂ, БАТАРЕЙКА ПУХНĂ

Турхан шкулĕн вĕренекенĕсем çут çанталăка упрас енĕпе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Кунта çуркуннесерен «Шăнкăрч йăви» акци йăлана кĕнĕ. Кăçал та «Вăрман çăл куçĕ» юхăмăн хастарĕсем кăнтăртан вĕçсе килекен кайăксене савăнтарма шухăшланă. Вĕсем вăрманçăсемпе пĕрле шăнкăрч йăвисем ăсталанă. Унтан вĕсене вăрманта тата яла килсе кĕнĕ çĕрте — дендропаркра — вырнаçтарнă. «Халĕ çунат çапсах юрлаççĕ, çĕнĕ «çуртсенче» хăйсене хăтлă туяççĕ, чĕпĕ кăларма хатĕрленеççĕ», — терĕç хаваслă шкул ачисем. Çут çанталăк илемĕпе тасалăхĕшĕн кашниех яваплă. Волонтерсен отрячĕ 2019 çулта «Таса ял» тата «Вĕтĕ тимĕр-тăмăр пухмалли куçса çӳрекен хатĕр» экологи проекчĕсене хӳтĕленĕ. Çавăнтанпа Турхан ял тăрăхĕнче батарейка, консерв, çăратнă сĕт банкисем е шăвăç хупă йăваланса выртнине кураймăн. Ун валли куçса çӳрекен ятарлă контейнер пур. Черетпе вăл таврари пур яла, кашни урама çитет. Тимĕр-тăмăра çӳп-çап купине пăрахмалла маррине ял çыннисем ăнланса илнĕ, халь пурте куçса çӳрекен контейнера кĕтеççĕ. Нумаях пулмасть «Батарейка пух та йывăçа упраса хăвар» экологи акцийĕ ирттернĕ. Пурĕ 31 килограмм пуçтарнă. Пуринчен малтан хастарлăх кăтартаканни — 6-мĕш класра вĕренекен Артем Кошкин. Вăл «Малтисен юхăмĕнче» тăрать, шкула 1,5 килограмм батарейка илсе килнĕ. Арсений Марышкин тата маттуртарах пулнă, арçын ача 5 килограмм батарейка пухнă. Тавралăх таса та илемлĕ пултăр тесе волонтерсем курăмлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Паллах, никама та чару çук. Турхан шкулĕн вĕренекенĕсенчен пурте тĕслĕх илме пултараççĕ. Эсир пĕлетĕр-и, пăрахнă кашни батарейка 20 тăваткал метра яхăн çĕре варалать, тавралăха пĕтĕмпех наркăмăшлантарать. Çавăнпа вăрмансемпе хирсене сиен кӳрес марччĕ. Эсир тата вак-тĕвек тимĕр-тăмăрăн малашнехи «çул-йĕрĕ» пирки шухăшланă-и? Вĕсем çӳп-çап купине лексе темиçе çул çĕрмесĕрех выртаççĕ, çĕре варалаççĕ.

«САЛТАК ВАЛЛИ — ПАРНЕ»

Çавăн пекех Турхан шкулĕн вĕренекенĕсем Çĕнĕ çул умĕн «Салтак валли — парне» акцие те хастар хутшăннăччĕ. Анатолий Кольцов тăрăшнипех Дима Кольцовпа Алеша Самарин шкул ачисем кĕске хушăра 7 тонна та 300 килограмм тимĕр-тăмăр пухнă. Çав укçа-тенкĕпе госпитальте сипленекен салтаксем валли 327 килограмм пылак çимĕç туяннă. Çĕнĕ çул кучченеçне кирлĕ вырăна илсе çитернĕ. Димăпа Алеша Турхан шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те мĕн пĕчĕкрен волонтер ĕçне пуçăннă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех тимĕртăмăр пухма тытăннă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан волонтерсен отрячĕ салтаксене пулăшма пуçланă. Акă миçе çул ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ ĕç йĕркелесе ирттереççĕ вĕсем. Анатолий Валентинович ялти пушă çĕрсене тара илсе çĕр улми те лартса çитĕнтерет. Паллах, пĕччен мар. Ку ĕçре ăна вĕрентекенсем, шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ нумай пулăшаççĕ. Пухнă çĕр улмине ятарлă çар операцине ăсатаççĕ е çимĕçе сутса укçа-тенке çавăра¬ ççĕ. Нухратпа салтаксем валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянаççĕ. Турханта ĕç вĕресе кăна тăрать. Канмалли кунсене, уявсене пăхмасăр Çĕнтерӳшĕн чăннипех те кар тăраççĕ. Ватти те, вĕтти те яланах пĕрле! Анатолий Кольцов тухтăрпа шкул ачисен ырă та пархатарлă ĕçĕ пирки таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Кашни çулах асăннă шкул вĕренекенĕсем округ шайĕнчи «Волонтерсен чи лайăх отрячĕ» конкурса хутшăнаççĕ. 2023 çулта чи лайăххисен тивĕçнĕ. 2024 çулта призер пулнă. Кăçал волонтерсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Мĕн кăна ĕçлемеççĕ-ши вĕсем? Аслисене çĕр улми лартма, кăларма, пахчара çумлама, утă çулса купалама, хĕллехи вăхăтра юр тасатма пулăшаççĕ. Унсăр пуçне ватăсене лавккаран апат-çимĕç туянса килсе параççĕ. Аслисемпе пĕрле ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли маскировка тетелĕ те çыхма ĕлкĕреççĕ. Ку кăна та мар, тухтăр амбулаторийĕпе яланах тачă çыхăнура. Ялти çынсем патне чир-чĕртен сыхланас тĕлĕшпе буклетсем илсе çитереççĕ е ытти пулăшу пама васкаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн Дима Кольцовпа Алеша Самарин ятарлă çар операцийĕнчи пĕр çар чаçĕнчен Тав хучĕсем илнĕ. Ку чăннипех те пысăк савăнăç пулнă. Пылак çимĕçсемшĕн арçын ачасене салтаксем чун-чĕререн тав тунă. «Ял çыннисем питĕ хастар та маттур. Пурте пĕрле кар тăрса тăрăшулăх кăтартрĕç. Турханти ватăсем те айккинче юлмарĕç. Кашни килтех: «Çĕнтерӳшĕн нимĕн те шел мар! Салтаксем килĕсене сывă таврăнччăр çеç!» тенине илтрĕмĕр», — хавхаланса калаçрĕç арçын ачасем. Ялта ӳсекен ача-пăча алă усса лармасть. Ĕçпе пиçĕхсе çитĕнекен пурнăçа хаклама, тĕрĕс çулпа утма тăрăшать. Çут çанталăк илемĕпе тасалăхĕшĕн пурте кар тăма пултараççĕ. Турхан шкулĕн вĕренекенĕсенчен эсир те, тусăмăрсем, ырă тĕслĕх илеетĕр. Йĕри-тавра хăтлă та илемлĕ, таса пулни хамăршăн лайăх, çапла-и?

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.