Комментировать

10 Янв, 2014

Палăксем те çынсем пекех калаçаççĕ

Йĕпреç поселокĕ 120 çул тултарнине паллă тунă кунсенче «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне Мускав хăни Дмитрий Барановский кĕрсе тухрĕ, хăйсен йăхĕпе çыхăннă кăсăк пĕр япала пĕлтерчĕ.

Унăн аслашшĕ Петр Баранов /Барановский/ Йĕпреçре çуралнă. Петр Дмитриевич - РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ВООТИК /Пĕтĕм Раççейри историпе культура палăкĕсене сыхлакан общество/ хисеплĕ членĕ, асăннă общество организацине йĕркелекенсенчен пĕри. Вăл - çĕр-шыври архитектура, истори тата культура палăкĕсене çĕнетес енĕпе нумай çул тăрăшса ĕçленĕ паллă реставратор.

«Çуралнă тăрăхĕнче асаттене пачах та пĕлмеççĕ, - терĕ мăнукĕ калаçу «çăмхине» сÿтнĕ май. - Мĕншĕн тетĕр-и? Виçĕ çула çитсен ăна ашшĕпе амăшĕ Вязьма тăрăхĕнчи Шуйски вырăс салине илсе кайнă. Кунти тавралăх архитектурăн паха палăкĕсемпе пуян пулни каярахпа унра çак ĕçе юратас туртăма çуратнă та пуль ĕнтĕ».

Петр Баранов Мускаври архитектура институтĕнче вĕреннĕ çулсенче строительство ĕçĕпе, архитектурăпа, археологипе кăсăкланнă. Çавна май студент Раççейĕн авалхи хулисене кайса çÿренĕ, истори палăкĕсене çĕнетме хутшăннă.

Диплом илнĕ хыççăн Ярославль хулинчи 20 яхăн палăка тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çав хушăрах вăл Мускаври, Угличри, Смоленскри, Звенигородри, Аслă Ростоври, Калугăри, Владимирти, Александроври, Истрăри, Новгородри, Архангельскри паллă нумай сооружение «иккĕмĕш пурнăç» панă. Чылай çула тăсăлнă реставраци ĕçĕсен кăтартăвĕсем каярахпа диссертаци çырма пулăшнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче Барановский çĕр-шывăн тĕрлĕ районĕнче, çав шутра Çурçĕрте, халăх искусствине тишкерсе тĕпченĕ. Вĕсем каярахпа «Коломенское» музей пуххин тĕп никĕсĕ пулса тăнă. Барановскин çав çулсенчи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă чухне вăл халăх пултарулăхĕн чи лайăх тĕслĕхĕсене хаклама пĕлмен çынсемпе вирлĕ кĕрешнине асăнса хăварни вырăнлă. Çавăн йышшисемпе пĕрмаях сасă хăпартса калаçма, «тавçăрусăррисене» ăнлантарма, вĕсенчен çирĕп ыйтма тивнĕ. Архитектурăн чаплă тĕслĕхĕ шутланакан вăл е ку палăка патшалăх хăйĕн хÿттине илнĕ тата юсаса çĕнетмеллисен шутне кĕртнĕ хыççăн тин реставратор кăштах лăпланнă.

Ытлашши вĕриленни тепĕр чухне инкек те кÿнĕ. Акă пĕр тĕслĕх. 1934 çулта совет правительстви I Петĕр патша вăхăтĕнчех лартнă Сухарев башнине пăсма йышăннă. «Архитектурăпа историн тата культурăн чаплă палăкне çĕмĕрмелле мар. Унта I Петĕр йĕркеленĕ математикăпа навигаци ăслăлăхĕсен шкулĕ вырнаçнă, - тесе Сталин патне янă çыру авторĕсен хушшинче Петр Барановский те пулнă. Анчах «халăхсен çул пуçĕ» Раççей интеллигенчĕсен - архитекторсемпе ÿнерçĕсен, çыравçăсемпе искусствоведсен - сассине тăнламан. Шел, Нева çинчи хулана илем кÿрекен палăка аркатнă.

Çапах та Петр Барановский тата унпа пĕр шухăш-кăмăллă хастарсем Мускаври Хĕрлĕ лапамри Василий Блаженный чиркĕвне упраса хăварма пултарнă. Ентешĕмĕр çакăншăн Гулагăн хытă сакки çинче темиçе çул «каннă», Çĕпĕрĕн вĕçсĕр-хĕрсĕр тайгинче кĕреш кедрсене алă пăчкипе касса йăвантарнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçипе ун хыççăнхи тапхăрта Барановский нимĕç фашизмĕ Совет çĕрĕ çинче тунă хăрушă ĕçсене тĕпчекен патшалăх комиссийĕн членĕ пулнă май уçăмлăн курса ĕненнĕ: вăрçă халăхăн пин-пин чаплă палăкне йĕркерен кăларнă! Петр Дмитриевич ертсе пынипе çамрăк реставраторсем вĕсене çĕнĕ сăн пама хутшăннă.

Культурăн юхăнтарнă палăкĕсене «чун кĕртнĕ» хушăрах Петр Дмитриевичăн çынсен тимсĕрлĕхне пула сăнĕсене çухатакан сооруженисемшĕн те чунĕ ыратнă. Вĕсенчен пĕри - Мускаври Крутицкий керменĕн ансамблĕ. Унăн ĕмĕрне вăрăмлатма ВООТИКăн Тĕп Канашĕ çумĕнчи ятарлă сăнав мастерскойĕн ĕçченĕсем, Барановскин вĕренекенĕсем, нумай тăрăшнă.

Петр Барановский хăварнă çул çутă та пархатарлă. Вăл вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ. Çут тĕнчерен тăхăр теçеткерен иртсен 1987 çулта уйрăлнă. Мухтавлă та сумлă çыннăмăрăн пурнăçĕ - Тăван çĕр-шыва чĕререн юратнă, уншăн мĕн пур ăсталăхне парса тăрăшнă, йывăрлăхсемпе чăрмавсем хуçма пултарайман гражданин ырă тĕслĕхĕ.

Шел, Йĕпреçре Барановскин çывăх тăхăмĕсем пурăнмаççĕ. Унăн виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ, ĕмĕрне Йĕпреç вăрман хуçалăхĕнче йывăç касса ирттернĕ Геннадий Баранов, вунă çул каялла çĕре кĕнĕ. Петр Дмитриевичăн мăнукĕ Дмитрий Йĕпреçе килсен уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕнче пулчĕ, йывăç палăксемпе, чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе паллаштаракан экспонатсене киленсе сăнарĕ. Сыв пуллашас умĕн ăна Йĕпреç районĕн кĕске энциклопедине парнелерĕмĕр. «Ку кĕнекере асатте çинчен пĕр йĕрке те çуккине пĕлетĕп. Çакă - манăн айăп. Иккĕмĕш кăларăмра ăна вырăн параççех пулĕ», - ырă шанăçпа уйрăлчĕ сумлă хăна.

Мускав архитектурин историне лайăх пĕлекен Михаил Ильин писатель ентешĕмĕр пирки çапла çырнă: «Барановскин ĕçĕсем тĕрлĕ калăпăшлă япаласемпе килĕшÿллĕн çыхăннă. Çавăнпах вĕсене илĕртÿллĕ ювелир парнисемпе танлаштарас туйăм çуралать. Реставратор мана «Тÿпенелле туртăнакан тĕп хула» кĕнеке çырнă чухне нумай пулăшнă. Сăпайлă çыннăмăрăн иксĕлми пултарулăхне вулакансен умне кăларас тĕллевпе çĕнĕ ĕçĕме ăна халаллас тетĕп...»

Шел, çыравçă ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймерĕ. Вăл та темиçе çул каяллах çут тĕнчерен уйрăлнă иккен.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.