Хыпар 24 (28439) № 10.04.2026
Хисеп çунат хушать, ĕçлеме хавхалантарать
Елчĕк тăрăхĕнчи тулли мар яваплă «Крахмалпром» обществăн ĕçĕпе паллашмашкăн яланах кăсăклă. Унти çĕнĕлĕхсем çакăнта вăй хуракансене кăна мар, килен-каяна та хăпартлантараççĕ. Кунта пурнăç хăй еккипе пыни тӳрех курăнать. Акă хапха умĕнче йывăр тиевлĕ машина чарăннă. Хăш тăрăхран çĕр улми илсе килнĕ-ши? «Крахмалпром» организацийĕн пуçлăхĕнчен Александр Кудряшовран халех ыйтса пĕлĕпĕр.
КамАЗ водителĕ инçе çула кĕскетсе Тутарстанран çитнĕ-мĕн. Авă крахмал продукцине туянакансем те курăнчĕç. Ку тавар Раççейри предприятисене çав тери кирлĕ пулнине иртнинчех каласа кăтартнăччĕ. Кĕскен çырас тăк — пĕр тĕрлипе строительство хутăшĕ, обой çилĕмĕ хатĕрлемешкĕн усă кураççĕ. Вăл ытти предприяти кăларакан тавар пахалăхне ӳстерет. Флешмоб валли тĕрлĕ тĕслĕ сăрă кăлараççĕ. Нефтьпе газ отраслĕнче ĕçлекенсем те крахмал продукцине илеççĕ. Вăл скважина шăтарнă чухне усă куракан ятарлă хутăша çирĕплетме май парать. Тепĕр тĕрли кондитер производстви валли юрăхлă. Ăна лукум, зефир, пастила пĕçернĕ çĕре яраççĕ. Крахмала вара кăлпасси кăларакансем уйрăмах хапăлласа туянаççĕ. Хăйсемех оборудовани хатĕрлеççĕ. Çĕнĕ линисем уçаççĕ. Паян мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ-ха кунта? Çĕнĕлĕх илĕртет — Иккĕмĕшле чĕр таварпа усă курмашкăн çĕнĕ цех хăпартрăмăр. Вăл кĕçех хута кайĕ, — организаци аталану çулĕпе пынине çирĕплетрĕ Александр Сергеевич. Ăна типĕтсе гранулăласшăн. Выльăх апачĕ клетчаткăпа, минералпа, витаминпа, белокпа пуян пулĕ. Ку тавар та хăйĕн туянаканне тупасси иккĕлентермест. Ахальтен мар пуçлăх тавар çаврăнăшĕ ӳссе пыни çинче чарăнса тăчĕ. «Иртнĕ çул хамăр республикăра та, кӳршĕ регионсенче те çĕр улми нумайрах лартни, тухăçĕ ытларах пулни сисĕнчĕ. Ку сезонра пахча çимĕçпе çителĕклех тивĕçтерчĕç. Çавăнпах тулли хăватпа ĕçлемешкĕн май килчĕ», — тăсăлчĕ калаçу. Александр Сергеевич ăнлантарнă тăрăх, Тутарстанра пурăнакансем çĕр улмине никамран ытларах илсе килнĕ. Çавнашкалах хамăр тăрăхра, Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсенче тĕпленнисем те пахча çимĕç тиесе çула тухнă. Мĕнех, вĕсемшĕн çĕр улмине вырнаçтармашкăн май килни нимрен паха. Халĕ кунта газ кĕртме хатĕрленеççĕ. Çитес çул организаци патне çитерекен кивĕ çула юсаса çĕнетесшĕн. Çав вăхăтрах çĕнĕ технологисене те вăя кĕртесшĕн. Тырăран клейковина, крахмал кăларма пуçласшăн. Çакă та тупăша ӳстерме май парĕ. Çĕр улми ăнса пулман çулсенче, сăмахран, тырăран продукци туса илме пултарĕç. Организаци тулли хăватпа ĕçлеме май шырани, тавар ытларах кăларма ăнтăлни нимрен пĕлтерĕшлĕ вĕт. «Çапах тырă продукцийĕ туянакан патне хăçан çитĕ?» — çĕнĕ тавар çинчен ытларах пĕлес килчĕ. «Вырăн, оборудовани хатĕрлес тĕлĕшпе кăçалах ĕçлеме тытăнăпăр. Пĕр-икĕ çул хушшинче ĕмĕте пурнăçа кĕртĕпĕрех», — тет ертӳçĕ. Тавара вырнаçтарасси те халех шухăшлаттарать ăна. Ахăртнех, продукцие хамăр çĕршывра çеç сутмĕç, чикĕ леш енне те ăсатĕç. Александр Кудряшов хавхаланса ĕçлени калаçуранах палăрчĕ. Сăмах май, «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят илнĕренпе унпа тĕл пулман. Савăнăçлă çак саманта аса илни те вырăнлă пулчĕ. «Патшалăх награди çунат хушма пулăшрĕ. Хисеплĕ ята тивĕçни малтанхинчен те яваплăрах ĕçлеме хистет», — чунне уçрĕ Александр Сергеевич. Тăван тăрăхрах хăтлă «Крахмалпром» обществăра вăтамран 35 çын вăй хурать. Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче йыш пысăкланать. Кантуртан тухса цехсене çул тытнă май ертӳçĕ заместителĕ Зинаида Яковлева организаци историне тишкерни тавра сăмах пуçарчĕ. Ĕç кăтартăвĕсем Елчĕк тăрăхĕн энциклопедине хатĕрлекенсемшĕн усăллă пулĕç. Вăрттăн калас тăк — кĕнеке çыракансем ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Алексей Немцев слесарь çакăнта çичĕ çул ĕçлет. Шăпах оборудовани пуçтаратчĕ вăл. «Шаннине тӳрре кăларма тăрăшатпăр. Малтан Мускавра стройкăра тар тăкнă. Унашкал пурнăç килĕшми пулчĕ. Çавăнпах пĕлтерӳ урлă ку организацие килсе вырнаçрăм. Ĕçрен киле куллен çӳретĕп. Çемье яланах юнашар. Кашни эрнере шалу параççĕ. Урăх мĕн кирлĕ?» — тăван тăрăхрах хăтлă пурăнма май килнине çирĕплетет Алексей Николаевич. Унăн ĕçлемешкĕн кăмăл та, хавхалану та пурри сисĕнчĕ. «Хамăр алăпа пуçланă. Çаплах ĕçлесе пыратпăр. Çак общество куç умĕнчех ӳссеаталанса пычĕ. Продукци ассортименчĕ нумайланни савăнтарать. Техника — çĕнĕ йышши, çыннисем — кăмăллă. Çавăнпах ĕç çыпăçса кал-кал пырать», — тет ертӳлĕх йышĕнчи нумай çул вăй хуракан Валерий Чернов. Ыттисене тĕслĕх кăтартмашкăн та, вĕрентмешкĕн те пултарать вăл. «Кунта кашни специалистăн хăйĕн пултарулăхне кăтартма та, аталанма та май пур. Кирлĕ пулсан канашпа та пулăшаççĕ», — палăртрĕ цехра оборудовани пуçтаракан Борис Крылов. Виталий Борисов Питĕрте токаре вĕреннĕ. Ун хыççăн Елчĕкре тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Çапах токарь ăсталăхне тахçанах алла илни «Крахмалпром» обществăра хăйĕн вырăнне тупма пулăшнă та ăна. Иван Багадеров трактористăн та ĕç çителĕклех. Кăçалхи хĕлле юр нумай тасатма тӳр килнĕ. Халĕ строительсемпе пĕрле тăрмашать. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ача чухнех çыравçă пулма ĕмĕтленнĕ
Чăваш халăх çыравçи, Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн премийĕпе ылтăн медальне тата сумлă чылай наградăна тивĕçнĕ Юхма Мишши паян 90 çул тултарчĕ. Вăл Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вулакансене унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе эпир ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.
Прозаик, драматург, сăвăç…
— Михаил Николаевич, эсир ача чухне çыравçă пулма, çакăн чухлĕ кĕнеке кăларма ĕмĕтленнĕ-и?
— 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне вĕрентекен манран ӳссен кам пулассине ыйтсан: «Эпĕ çыравçă пулатăп», — тесе хуравланă имĕш. Çакна Серафима Михайловна каласа кăтартнăччĕ. Пĕррехинче унпа тĕл пулсан чылай калаçса лартăмăр. Вăл ун чухне çапла аса илчĕ: «2-мĕш класра вĕреннĕ чухне урок вăхăтĕнче сăвă çыраттăн эсĕ. Пĕлетĕп: çĕнĕ темăна итлемелле. Анчах санăн пуласлăхна ăнланса çакна курмăш тăваттăм. 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне мĕн курни çинчен сочинени çырма хушрăм. Эсĕ ун чухне пĕр хĕрачапа юнашар лараттăн. Вăл сиксе тăчĕ те: «Серафима Михайловна, эпĕ çыратăп, çыратăп — нимĕн те пулмасть манăн. Миша чӳречерен пăхать те сăвă çырать», — терĕ. Эсĕ те ура çине тăрса: «Манăн калем вĕçĕнче — хĕвел пайăрки. Вăл мана сăвă çырма пулăшать», — тесе пĕлтертĕн». Çаксене хам астумастăп, пурне те вĕрентекен каласа панăччĕ. Атте çинчен 3-мĕш класра çырнă сăвă упранать. Ăна сăрт çине хăпарса вăрçа ăсатнине астăватăп. Шел те, вăл унтан таврăнаймарĕ. Атте 1944 çулта Польшăра пуç хунă. Каярах эпĕ унăн вил тăприне шыраса тупрăм. Унта аннене те илсе кайрăм. Аттен вил тăпри çинче темиçе хут та пулма тӳр килчĕ. Ун чухне поляксем урăхларахчĕ, килен-каяна лайăх йышăнатчĕç. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ольга Ермолаева та çырас ăсталăха аталантарма тăрăшнă. Спектакльсем лартма пьесăсем çыртаратчĕ. Унсăр пуçне асанне /ăна «Ăста Наçтук» тенĕ ялта/ юмах-халап чылай каласа паратчĕ. Вĕсем мана яланах хавхалантаратчĕç. Кĕнеке çырас туртăм çаксенчен пуçланнă та ĕнтĕ.
— Эсир — прозаик, драматург, сăвăç, куçаруçă, публицист, тĕпчевçĕ… Хăш жанрпа ĕçлеме кăмăллăрах сире?
— Кирек хăш хайлава та эпĕ чун хушнипе çыратăп. Пĕрне те хама пусмăрласа çырман.
— К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ лартнă «Уйăх тулнă каç» пьесăна мĕн тери юратса пăхаттăмăр. Е тата «Кăвак çеçпĕл» юрра паянхи кунчченех кăмăлласа юрлаççĕ. — Пурнăçра тĕрлĕ çын пур. Хăшĕ-пĕри юлташне сутни мана тĕлĕнтеретчĕ. Çак драмăра сутăнчăксен шăпине çутатрăм. «Шурçамка» повеçре те çак тема. Ăна 69 чĕлхене куçарнă. Нумаях пулмасть Тува Республикин писательсен союзĕн председателĕ повеçе куçарса кăларни çинчен çырса пĕлтерчĕ. Ăна ярса пама шантарчĕ. Хăй вăхăтĕнче эпĕ çамрăк сутăнчăкпа юнашар ĕçлени çак хайлава çырма хистерĕ. Икĕ каç хушшинче çырса пĕтертĕм. Халĕ ăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ те лартать. Унсăр пуçне «Мосфильм» кино ӳкерме шантарчĕ. Режиссерĕ ман пата икĕ хутчен килсе кайрĕ. Хăш-пĕр вырăна пĕрле сӳтсе яврăмăр. Шурçамкана сăнарлама кашкăр та пур иккен унăн. «Юлашки самантсене ӳкерме ăна Шупашкара илсе килесшĕн», — пĕлтерчĕ вăл. «Кăвак çеçпĕл» юрра Анатолий Никитин композиторпа пĕрле çырнă. Çапла, ăна халĕ те юратса юрлаççĕ.
— Историллĕ романсене çырма çăмăл мар паллах. Çавна май архивсенче те чылай ларма, тĕпчеме тивет пулĕ.
— Хăш-пĕр историллĕ роман еплерех кун çути курнипе паллаштарам-ха. «Мускав çулĕ» — манăн пĕрремĕш историллĕ роман. Вăл мĕнрен пуçланчĕ-ха? Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне эпĕ ватă тĕпчевçĕсемпе туслăччĕ. Истори наукисен кандидачĕ Никита Романов пĕррехинче: «Дмитрий Пожарский кнеçĕн юлташĕ Куçма Минин Чăваш çĕрĕ çинче Шупашкаркасси патĕнче вилнĕ», — терĕ. Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Тепĕр кунне Шупашкаркассине çул тытрăм. Çав тăрăхри ватă çынсемпе курса калаçрăм. Вĕсем Куçма Минин вилнĕ вырăна та кăтартрĕç мана. Унта çитсе килни мана историллĕ роман çырма хавхалантарчĕ. Пирĕн ялта Ивановсем /арăмĕпе упăшки/ вĕрентекенсем пурччĕ. Вĕсем Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕччĕ. Питĕ ăста, пултаруллă, анлă тавра курăмлă çынсемччĕ. Ялта пурăнакансем кирек епле ыйтупа та вĕсем патне каятчĕç. Çакă мана роман çырма хавхалантарчĕ. Эпĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе интересленсе кайрăм, унта темиçе хут та çитсе килтĕм. Чăваш шкулне хупас умĕн унти архива Шупашкара куçарнă. Эпĕ кунта та чылай пулнă. Çавна май Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен тетралоги çыртăм. Пĕтĕмĕшле ячĕ унăн — «Вилĕмсĕрлĕх». 1985 çулта Мускавра политика литературин çĕнĕ издательствине йĕркелерĕç. Вĕсен авторĕ пулма сĕнсе ман пата çыру ячĕç. Кам çинчен çырма кăмăлланине те ыйтнăччĕ унта. Эпĕ Çеçпĕл Мишши çинчен çырасшăн пулнине пĕлтертĕм. Анчах ЦК панă списокра вăл çуккине палăртса хурав килчĕ. Виçĕ кандидат сĕннĕ, пĕри — тутар революционерĕ, Граждан вăрçине хутшăннă Мулланур Вахитов. Эпĕ шăпах ăна суйласа илтĕм. Ун çинчен ытларах пĕлес тĕллевпе Ленинградри, Хусанти, Пермьри архивсенче пултăм. Мускаври Авалхи актсен архивне çитрĕм. Вăл питĕ пуян. Çапла майпа «Кункăш — вилĕмсĕр кайăк» историллĕ тепĕр роман çуралчĕ. Вăл Мускавра пичетленсе тухнă хыççăн хайлавăн тĕп геройне Мулланур Вахитова асăнса Хусанта чаплă палăк лартрĕç.
— Эсир миçе кĕнеке авторĕ?
— Чăвашла тухнисем пурĕ — 400 ытла. 1986 çулта мана ООН премине пачĕç. Чыслав Мускавра иртрĕ. Унта юлташсене те чĕнтĕм. Манăн кĕнекесене нумай чĕлхене куçарнине палăртрĕ пĕр юлташ. ООН представителĕ блокнотне туртса кăларчĕ те: «Юхма Мишшин хайлавĕсене 114 чĕлхене куçарнă», — терĕ.
— Хальхи вăхăтра мĕн çыратăр?
— Темĕн те çыратăп, çав вăхăтрах сăвă та. Юбилей ячĕпе сăвă пуххи кăларасшăн. Çавăн пекех Степан Разин ертсе пынă ирĕклĕхшĕн пынă кĕрешӳре палăрнă Пайтул Искеев чăваш çинчен роман çыратăп.
Турă пилĕпе пĕрлешнĕ мăшăр
— Нумаях пулмасть мăшăрăра халалласа «Талант и мудрость Розы Шевлеби» кĕнеке кăлартăр. Унăн ячĕпе эсир преми те йĕркелерĕр. Ăна кама паратăр?
— Эпир Роза Ивановнăпа 64 çул пĕрле пурăннă. Вăл маншăн савни, мăшăр, пулăшакан, хавхалантаракан пулнă. Эпĕ тунă ĕçсен çурри ытларахăшĕ — унăн пайĕ. Вăл мана пулăшман пулсан эпĕ çуррине те пурнăçлаймастăм. Эпир çав тери лайăх, тату пурăннă. Ахальтен мар пире «Юратупа шанчăклăхшăн» орден пачĕç. Роза Шевлепи питĕ пултаруллă хĕрарăмччĕ. Унăн ячĕпе преми йĕркелерĕмĕр. Ăна чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене, хĕрарăм çыравçăсене, тĕпчевçĕсене паратпăр. Çавăн пекех Роза Ивановна ячĕпе Çĕрпӳре библиотека та уçнă.
— Эсир Роза Ивановнăпа пединститутра пĕрле вĕреннĕ-и?
— Эпир аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ. Турă пилĕпе пĕрлешнĕскерсем тесен те йăнăш мар. Эпĕ ачаранах шашкăлла ăста выляттăм. Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă. Мана Мускава ăмăртăва ячĕç. Малалла Киева каймаллаччĕ. Тренер мана Шупашкара экзамен тытма ярасшăн мар. «Эпĕ чăваш историйĕпе культурине тĕпчекен пулатăп», — терĕм çирĕппĕн. Çапла пединститута вĕренме килтĕм. Роза Ивановнăн ашшĕпе амăшĕ — учительсем. Вĕсем хĕрне Хусанти финанс институтне вĕренме ярас тенĕ. Анчах Роза учитель профессине кăмăлланă. Вăл вăтам шкула «5» паллăсемпе çеç пĕтернĕ. Ашшĕпе иккĕшĕ Хусана финанс институтне кайма тухнă. «Шупашкарти пристане çитрĕмĕр, анчах билет сутмаççĕ, — çапларах каласа панăччĕ Роза мана пулни-иртни çинчен. — Кĕтсе тăратпăр. Пăхатăп: аттен пушмакĕн шнурокĕ салтăннă. Эпĕ ăна ун пирки каларăм. Вăл мана аллинчи документсене пачĕ те ăна çыхма тытăнчĕ. Эпĕ вара документсемпе пединститута чуптартăм. Атте аслă шкула çитиччен мана вĕренме илчĕç». Патăрьелти РОНО пуçлăхĕ те мана Мускава финанс институтне вĕренме ярасшăнччĕ, анчах эпĕ килĕшмерĕм.
— Сирĕн ачасен хайлавсем çырас ăсталăх пур-и? Вĕсем чăвашла пĕлеççĕ-и?
— Эпир мăшăрпа виçĕ ача — Илемпи, Атнер, Элпи — çуратса ӳстертĕмĕр. Вĕсем чăвашла пĕлеççĕ. Аслă хĕр Илемпи Мускавра Литература институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Пĕр-пĕринпе чăвашла калаçатпăр. Çакăншăн хăй вăхăтĕнче пăтăрмах та пулнă. Паянхи пек астăватăп: аслă хĕрпе ывăла садике аран-аран вырнаçтартăмăр. Пĕрремĕш кунне унта кайма хаваспах килĕшрĕç. Тепĕр кунне Илемпи шăллĕне: «Садике каймастпăр», — тет. Лешĕ те каясшăн мар. Эпĕ сăлтавне пĕлме тĕв турăм. «Чăвашла калаçнăшăн Атнерпе иксĕмĕре тĕттĕм пӳлĕме хупаççĕ», — терĕ хĕрĕм. Мĕн тумалла? Воспитательсемпе хирĕçме шухăшламарăм. Алексей Талвир çыравçăн шăллĕ хулари пĕр завод директорĕнче ĕçлетчĕ. Ун патне кайрăм та хамăн пăшăрхану çинчен пĕлтертĕм. Вăл вара ачасене хăйĕн завочĕн садикне куçарчĕ.
— Эсир тăхăр теçетке çула çитрĕр пулсан та хастар пулни палăрать. Нумаях пулмасть РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патĕнче йышăну кунĕнче те пулнă. Мĕн сăлтавпа?
— Алла Леонидовна патне эпĕ туризм ыйтăвĕпе кайрăм. Куçма Минин вилнĕ вырăна Чулхуларан çулсеренех çынсем килеççĕ, ăна халалласа йывăç лартаççĕ. Çав вырăна туризм тытăмне кĕртесшĕн эпĕ. Çакăн пирки Алла Леонидовнăпа калаçрăмăр. Çын нумай пулнăран калаçу вĕçне-хĕрне тухаймарăмăр. «Тепĕр чухне ятарласа туризмпа ĕçлекенсене чĕнетĕп, унта сире те йыхравлăп», — терĕ вăл. Эпĕ «Кĕмĕл ункă витĕр кĕмĕл çул» ятарлă çул çӳрев проекчĕ те хатĕрленĕ. Çавна май иртнĕ ĕмĕрсенче чăваш халăхĕ пурăннă вырăнсене кайса тĕпченĕ.
— Ватлăха пăхмасăр пултарулăхăр иксĕлмест. Сире пурнăçра кам е мĕн хав¬халантарать?
— Тăван халăхшăн ĕçлес килни хавхалантарать. Ăна пулăшас тетĕп. Эпĕ мар тăк кам пулăшĕ? Тăван халăх историне çухатни мана кулянтарать.
— Паянхи кун мĕншĕн чун ыратать тата?
— Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ пулнă Николай Федоров 8 района кĕнекесем парнелес терĕ, укçа пачĕ. Анчах пĕр шкулта та ачасем чăвашла калаçмаççĕ иккен. Нивушлĕ çак таранах çитрĕмĕр эпир? Тепĕр тĕслĕх: Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи шкулсене кайрăм. Ниçта та чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе курса калаçаймарăм. Пĕрисен çав кун урок пулман иккен, теприсем шкулта чăваш чĕлхи пачах вĕрентменнине каларĕç. Çултан-çул йăшса, хĕсĕнсе пыратпăр. Çавăн пекех Писательсен союзне патшалăх пулăшманни те чуна ыраттарать. Тутарстанра апла мар-çке. Республикăра ятлă-сумлă çынсене хисеплеменни те аван мар. Иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕнче мана Чулхула кĕпĕрнаттăрĕ Глеб Никитин хăнана чĕнчĕ. Куçма Мининпа Дмитрий Пожарский ячĕллĕ премие парса хавхалантарчĕ. Унсăр пуçне дипломпа чысларĕ. «Мускав çулĕ» романа вуласа тĕлĕннĕ вăл. «Вырăс çыравçисем те çакнашкал роман çырман», — терĕ Глеб Сергеевич.
— Михаил Николаевич, тавах кăсăклă калаçушăн. Эпир, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, сире юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пултарулăхра çитĕнӳсем, тăван халăх юратăвне сунатпăр. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Ача унта чухне эпĕ килте лараймастăп»
«Эпĕ вилсен манăн вил тăпри çине хам çӳллĕш палăк лартма тăрăш», — тенĕ Станислав Владимиров мăшăрне Людмилăна ятарлă çар операцине иккĕмĕш хут кайнă чухне. Хĕрӳ вырăнтан вилĕм аллинчен вĕçерĕнсе таврăнсан унта тепре каясси пирки вăл шухăшламан та. Анчах шăпа çапла çаврăнса тухнă: ывăлĕ Руслан контракт çырсан вăл та килте юлайман. Халĕ Элĕк округĕнчи Кивуй масарĕнче Станислав ячĕпе çӳллĕ палăк пур. Унпа юнашар — ывăлĕ, вăл та ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн пуç хунă...
Ашшĕ те, ывăлĕ те контракт çырнă
«Упăшка каланине пурнăçларăм. Хăйне хальлĕхе пытараймарăм пулсан та... Вăл пуç хунăранпа çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче виçĕ çул çитет, унăн виллине халĕ те тупайман. 2023 çулта çав кун вĕсен ушкăнĕ çар заданине пурнăçланă чухне засадăна лекнĕ. Упăшка малта пулнă, пулемет «черечĕ» ăна çакланнă. Каярахпа унпа пĕрле пулнă салтаксем каласа пачĕç: вăл, аманнăскер, хирте выртнă. Неонацистсем вĕсем патнех çитнĕ те упăшкана вĕлерсех хăварнă. Çарти юлташĕсен те, унăнни пекех, контракт виçĕ уйăхлăха пулнă. Çурла уйăхĕнче вĕсене шырама пуçларăм, хăйсем те мана соцсетьре тупрĕç. Вăл вилнине ĕненес килмерĕ, шанчăка çухатмарăм. Тен, тыткăна илнĕ? Тен, аманнă кăна вăл? «Вилнĕ, иккĕленӳ çук», — терĕç», — йывăр пулсан та иртнине аса илчĕ Людмила Васильевна. Станислав Владимиров Мăн Этмен ялĕнче 1975 çулта 12 ачаллă çемьере çуралнă. Вăл кĕçĕнни пулнă, мĕн пĕчĕкрен ĕçченлĕхĕпе, хăюлăхĕпе палăрса тăнă. Шкул хыççăн салтака кайнă. Унтан таврăнсан ЧР ШĔМĕн ОМОН подразделенийĕнче службăна малалла тăснă, 2007 çулта «Гром» СОБР подразделенине куçнă. Ĕçтешĕсем ăна халĕ те шанчăклă, тĕрĕслĕхе юратакан çын пек аса илеççĕ. Станиславăн пĕр тĕллев пулнă: çемйине тата Тăван çĕршыва хӳтĕлесси. Вăл Чечняри пĕрремĕш тата иккĕмĕш кампанисене хутшăннă, командировкăсене 16 хутчен кайнă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан та вăл айккинче юлайман. Мăшăрĕ ӳкĕтлени те ăна чарайман. «Эпир вăрçă мĕн иккенне курнă. Ачамăрсем патне ан çиттĕр тесен пирĕн çак хирĕç тăрăва чармалла», — тенĕ Станислав. Вăл 2022 çулхи çурла уйăхĕнче «Ахмат» подразделенипе виçĕ уйăхлăх контракт çырнă. Чӳкĕн 20-мĕшĕнче киле таврăннă. «Ун чухне вĕсем юлашки çапăçуран чĕрĕ тухаймастпăр тесе шухăшланă. Анчах Турă сыхланă, çапăçу хирĕнчен аран-аран тухса вилĕмрен хăтăлнă. Унăн контузи пулнă, тытăнчăклăн калаçатчĕ. Унта тепре кайма шухăшламанччĕ вăл. Анчах çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланчĕ, ывăла илсе каятпăр теме пуçларĕç. Руслан салтакра связист пулнă. Тата шăпах çавăн чухне унăн барсеткине вăрларĕç, унта вара ытти документпа пĕрле çар билечĕ те пулнă. Докуменчĕсене çĕнĕрен тутарма ĕлкĕрчĕ. Ун чухне вăл Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçлетчĕ те çар билетне тутарма параймарĕ. Вахтăран таврăнсанах тепĕр кунхине çар комиссариатне заявлени кайса пачĕ, тепĕр икĕ кунран тулли мар мобилизаци пуçланчĕ. Ăна СВОна ярасси пирки тӳрех каланă. «Мобилизаципе кайиччен контракт çырăп», — терĕ ывăлăм. Ан кай тесен: «Анне, мана ун пек воспитани паман, тĕслĕх — куç умĕнчех», — терĕ. «Руслан, эпĕ киличчен тăхта», — хушрĕ ашшĕ. Мобилизацин юлашки кунĕнче çар билетне пачĕç, çавăн чухнех контракт çырчĕ. Упăшка СВОран таврăннăранпа темиçе кун кăна иртнĕччĕ — ывăла унта ăсатрăмăр. Кун хыççăн упăшка сипленчĕ, тытăнчăклăн калаçма пăрахрĕ. Сисетĕп: унăн кăмăлĕ улшăнса пырать. «Ак каллех пуçтарăнĕ те тухса кайĕ», — шикленсе шухăшлаттăм хам ăшра. Ăна ӳкĕтлерĕм, ӳкĕтлерĕм... «Ан кай, унта мĕн пулса иртнине куртăн вĕт. Эсĕ хăвăн тивĕçне пурнăçланă», — тесе йăлăнсан та хăйĕн шухăшĕнчен пăрăнмарĕ. «Эсир ăнланмастăр. Эпир пурте пĕр тивĕçе пурнăçлатпăр. Ывăл унта чухне эпĕ килте лараймастăп. Мана ун умĕнче намăс. Каятăп», — терĕ те 2023 çулхи çу уйăхĕнче контракт çырчĕ. «Хăвăртрах каятăп та хăвăртрах килетĕп», — тесе самолетпа вĕçсе кайрĕ. Анчах каялла килмелли çулĕ питĕ вăрăм, халĕ те çитеймест... Ун чухне, çĕртмен 19-мĕшĕнче, ывăл отпуска килнĕччĕ. Тепĕр кунхине ĕçе кайрăм, 9 сехетре службăри юлташĕ шăнкăравласа упăшка вилнине пĕлтерчĕ. Ĕненес кил¬мерĕ. Кун пирки мана официаллă майпа пĕлтерессе кĕтрĕм. П ĕ р эрне иртрĕ, иккĕ... Мĕн тумаллине пĕлмерĕм. СОБР командирĕпе çыхăнтăм. Вăл мĕн те пулин уçăмлă каличчен пĕр эрне иртрĕ. Çав вăхăтра ывăлăн отпускĕ вĕçленчĕ. Упăшка вилнине пĕлтерчĕç, ывăла ăсатмалла... Питĕ йывăр пулчĕ. «Халех ан кай. Аçуна пытарсан кайăн», — тенĕ Руслана юлташĕсем. «Çук, кун пирки калаçу пулма та пултараймасть. Аттене тупсан пытарма килĕп», — хуравланă вăл. СОБР командирĕ упăшка чăнах та вилнине çирĕплетрĕ. Ку хыпара официаллă майпа пĕлтерессе кĕтрĕм. Каллех шăплăх. Кайран çар комиссариатне кайрăм, официаллă запрос ячĕç. Татах шăплăх. Çапах чун тĕпĕнчи шанчăк сӳнмерĕ. Ĕçрен тухатăп та мана кĕтсе илет пек, киле çитетĕп те вăл унта пек туйăнатчĕ. Пур çĕрте те куçпа ăна шырарăм. Асамлăх пуласса шантăм. Упăшка хыпарсăр çухалнă тесе пĕрремĕш документ 2024 çулхи нарăсра килчĕ. Вăл вилнине суд урлă çирĕплетме тиврĕ. Ăçта кăна çитме, мĕнле кăна пӳлĕм алăкĕнчен кĕме тивмерĕши? Тамăк витĕр тухрăм. Халĕ шухăшлатăп та, документсемпе чупса çӳрени мана хуйха пула ухмаха тухасран çăлчĕ пуль. Ун чухне, упăшка вилнĕ хыççăн тепĕр уйăхран, Руслан çапăçура пуç хунине пĕлтерчĕç...» — куççульленчĕ Людмила Васильевна. «Тĕлĕкре те пулин курас килет» Руслана отпускран утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче ăсатнă. Вăхăт нумай та иртмен, утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче, отпуск хыççăнхи пĕрремĕш задание кайсан, вăл пуç хунă. «Ун чухне каймалла пулман çав унăн. Темĕнле вăй ăна тытса чарма хăтланчĕ пуль. Мускав урлă автобуспа кайма тухрĕ — транспорчĕ çĕмĕрĕлчĕ. «Руслан, каймалла мар унта санăн», — терĕмĕр эпир те. Çавах кайрĕ... Артемовск çывăхĕнче задание кайсан вĕсене пеме тытăннă. Руслан хăй йывăр аманнине пăхмасăр юлташĕпе хăрах алăсăр юлнă салтака пулăшнă, суранне çыхса ярса хăрушсăр вырăна илсе тухма сĕтĕрнĕ. Хăех раципе санэвакуаци чĕннĕ. Эвакуациленĕ чухне Руслан: «Эпĕ ывăнтăм», — тенĕ. Ку унăн юлашки сăмахĕсем пулнă. Вăл юн нумай çухатнă. Руслан вилни пирки интернет урлă пĕлтĕм. Ĕçреччĕ ун чухне. «Шанчăклă тыла» тахçанах кĕрсе пăхман-ха тесе кĕтĕм. Пăхатăп: Русланăн сăн ӳкерчĕкĕ, çарти юлташĕпе тăрать. «Отпускран тин кăна кайрĕ-çке, мĕн сăн ӳкерчĕкĕ вырнаçтарнă?» — тесе шухăшларăм. Вулатăп: «Тепĕр юлташ, çарти тус Руслан Владимиров пуç хунă...» Нимĕн те ăнланмасăр тепĕр хутчен вуларăм, унтан тепре... Тăнă çĕртех тĕшĕрĕлсе антăм. Маншăн тамăк алăкĕ уçăлчĕ. Вĕсен вырăнне хам кĕрсе выртăттăм та, анчах нимĕн те тума çук... Хĕрĕм Валерия пур. Уншăн кăна пурăнатăп, ăна ура çине тăратмалла, вăл Хусанти авиаци институтĕнче инженер-технолога вĕренет. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











