Комментировать

27 Окт, 2014

Океан леш енче

Пĕлтĕр эпĕ «Work and Travel USA» программăпа Америкăри Айдахо штатĕнче ĕçлерĕм. Айдахо - Лăпкă океанăн çурçĕр анăçĕ, штат Канадăн Британи Колумбийĕ провинцийĕпе чикĕленет. Эпĕ пурăннă хула - Кер-д’Ален (Ker-d’Alen). Ячĕ ку тăрăхра пурăннă индей йăхĕнчен юлнă, «Йĕп чĕри» тенине пĕлтерет. Хула çакăн ятлă кÿлĕ хĕрринче вырнаçнă, çавăнпа ăна вырăнти халăх «Кÿлĕ хули» (Lake City) тет. Кер-д’Ален юлашки вăхăтра туризма пула ытларах аталанать.

Пĕрлешÿллĕ Штатсенче пĕрле пулмалли юлташ кăшт каярах çула тухнăран океан леш енне пĕчченех каçрăм. Мускавран Стамбула вĕçекен самолетпа Турцие çитрĕм, унтан Нью-Йорк рейсĕпе Атлантика урлă вĕçтертĕм.

Çĕр чăмăрĕн чи паллă хулине çĕрле анса лартăмăр. Аэропортран урама тухрăм. Сывлăш тăварлă та нÿрлĕ - Атлантика океанĕн сывламĕ сисĕнет. Урам тулли çын, йĕри-тавра сарă такси. Нью-Йорк - Пысăк панулми (Big Apple) - нихăçан та çывăрмасть. Хама урăх планета çине лекнĕнех туйса илтĕм. Киле çитме миçе пин çухрăм: эпĕ тĕнчен тепĕр енче! Ăçта вăл Чăваш Ен, кунта - Америка. Кăшт тăрсан тĕл пулу тĕлĕнĕвĕ сĕвĕрĕлчĕ.

Кăшт вăхăт пуррипе усă курас терĕм, Манхэттена çитсе курас, Тайм-скверпа утса пăхас. Метро ăçтине урамра çамрăк хĕрарăмран акăлчанла ыйтрăм. Вăл вара манпа вырăсла калаçма тытăнчĕ. Украинăран иккен. Ăнлантарса пачĕ Манхэттена мĕнле çитмеллине.

Метрона ансан кăмăл хуçăлчĕ. Мускаври метро лайăхрах та тасарах. Кунта вара аванах мар шăршă çапса кайнă, йĕри-тавра çÿп-çап, ăçтиçуксем (бомжсем) йышлăн. Пуç тавра тепре çавăрса илтĕм те - Бродвейпа уçăлса çÿрес шухăша пăрахăçларăм. Самолет ирпе 6-ра, халĕ вара çурçĕр иртни 2 сехет. Манхэттенпа паллашма вăхăт сахалтарах. Спринтер пек вирхĕнсе тухса кайнинчен усси сахал. Аэропорта таврăнтăм та телефона вăратмалла лартса тĕлĕрсе илтĕм.

Кер-д’Алена транзитпа çитмелле. Аризона штачĕн тĕп хулинче - Финиксра икĕ сехет самолет кĕтме тиврĕ. Финикс (е Феникс, Phoenix) - кăнтăр анăçри чи пысăк хула, çĕр-шывĕпе илсен вăл пысăкăшĕпе 6-мĕш вырăнта. Çут çанталăк кунта урăхла, океан хĕрринчи пек мар - пуш хир йĕри-тавра.

Эпĕ каллех сывлăшра. Самолет Спокан (Spokane) хулине вĕçет. Ячĕ индей чĕлхинчен - «Хĕвел ачисем» тенине пĕлтерет. Вăл Вашингтон штатĕнче вырнаçнă. Спокан аэропортĕнче мана пĕр шухăш канăç памарĕ: акăлчанла чиперех калаçатăп-ши, ăнланаççĕ-ши мана американсем? Ĕç параканпа та тĕл пулмалла, ăçта вăл? Кер-д’Ален кунтан 48 çухрăмра. Манăн вара телефон батарейи ларнă.

Урамри ватă мăшăр патне пырса хам пирки ăнлантартăм. Америкăри асатте-асаннесем пирĕн патри ватăсенчен самай уйăрăлса тăраççĕ. Чăваш карчăкки-старикки - атăпа-калушпа, çĕлĕкпе-тутăрпа, кивĕ тумпа. Океан леш енчи ватăсем вара хитререх: хăйсене пăхаççĕ, шап-шурă шăллă кулăпа çиçеççĕ, илемлĕ тăхăнаççĕ, çынпа кăмăллăн калаçаççĕ.

Ватă мăшăр эпĕ акăлчанла калаçнине аванах ăнланчĕ, карчăкки мана ĕç паракан çын патне хаваспах шăнкăравларĕ. Лешĕ мана кĕтме хушрĕ, такси яма пулчĕ. Машина кĕтнĕ май пĕр таксистпа калаçса кайрăм. Вăл американ марри тÿрех паллă - акцент вăйлă. Украинăран иккен, адресне те пачĕ. Çакна та асăрхаттармалла: енчен те Америкăра пурăнакан Раççейрен (е СССР анлăшĕнчен) тухнă çынсене тĕл пулсан, сире вĕсем хăрушла хавас пулаççĕ тесе ан шухăшлăр. Эпир вĕсемшĕн никам та мар, нимĕн те пĕлтерместпĕр. Никам та ыталаса илме хатĕр кĕтсе тăмасть сире, ас тăвăр.

Кер-д’Аленра эпĕ хăна çуртĕнче ĕçлерĕм. Эрнере 6 кун - 9-тан тытăнса 16 сехетчен ĕçлемеллеччĕ. Шалу - сехетре 7 доллар. «Work and Travel USA» программăпа ĕçлекенсем пиллĕкĕнччĕ. Эпир Раççейрен иккĕн, виççĕшĕ Китайран. Вĕсенчен иккĕшĕ - хĕрсем. Туслашрăмăр китайсемпе. Вĕсем те иккен пĕр-пĕринпе Америкăра çеç паллашнă, пурте тĕрлĕ хуларан килнĕ.

Бродвейпа утса тухас шухăша каярахпа пурнăçа кĕртрĕм. Нью-Йорка ятарласа кайрăм эпĕ. Чайна-таунри (китаецсем пурăнакан районти) хăна çуртне вырнаçрăм, 3 кун хула курса çÿрерĕм. Темĕнпе те илĕртет мегаполис, çут тĕнчере мĕн пур - ăна кунта тупма пулать. Мĕн калас сыв пулашмалла? Çул çÿрев чуна анлăлатать, тавра курăма сарать, ăс-тăна çивĕчлетет. Май пур чухне ан ÿркенĕр çула тухма.

Сăн ÿкерчĕкре:

Нью-Йоркра Тайм-сквер патĕнче полицейскисемпе фотосесси ирттертĕмĕр

Роман ВОЛКОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.