Хресчен сасси 13 (3102) № 08.04.2026
Кăçал сахалрах тÿлеççĕ
Сĕт производствин кăтартăвĕ республикăра пысăкланса пынине куратпăр. Пĕлтĕр хуçалăхсен мĕн пур категорийĕнче 511,2 пин тонна сĕт, 2024 çулхинчен 3,3% нумайрах, сунă.
Кашни ĕнерен вăтамран — 8506 кг. Ку виçĕм çулхинчен 6,1% ытларах, ăратлă выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенче сăвăм 9800 кг (Œ7%) пулнă. 2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур йышши хуçалăхсенче сăвакан 84600 ĕнене шута илнĕ (2024 çул пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 800 пуç сахалрах). Кĕтӳ пĕчĕкленнĕ пулин те продуктивлăха пысăклатнăран пĕлтĕр сĕт маларахринчен ытларах, уйрăммăн илсен ял хуçалăх предприятийĕсенче 246,5 пин тонна, виçĕм çулхинчен 12,2% нумайрах, сунă. Ăна республикăри 94 хуçалăхра, çав шутра ăратлă ĕне вылăх ĕрчетекенни — 14, туса илеççĕ. Вĕсенче сăвакан 29500 пуç ĕне. Ăратлă ĕне шучĕ 8,3% хушăнса 14800 пуçа çитнĕ. 2025 çулхи кăрлач-раштав уйăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран чи нумай сунă хуçалăхсем: «Чурачикское» — 12816 кг (2024 çулхинчен Œ15,7%), «Ольдеевская» — 11932 (Œ11,4%), «Чебомилк» — 11676 (Œ5%), «Рассвет» — 11674 (Œ26,3%), «Победа» — 11470 (Œ4%). Сĕт производстви ӳсрĕ, анчах ял хуçалăх организацийĕсенче туса илнĕ сĕтĕн сутлăх хакĕ 2025 çулхи IV кварталтан пĕчĕкленме тытăнчĕ — вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ, мĕншĕн тесен иртнĕ çулсенче кĕркунне вăл хăпарма тытăнатчĕ, хĕлле çуллахинчен чылай ӳсетчĕ, çăва тухиччен чакма пуçлатчĕ. Çулталăк вĕçĕнче çĕршывра пуçласа анса пычĕ. Экспертсем çакăн сăлтавне сĕтпе юр-вар иртнĕ çул маларахринчен сахалрах туяннипе, чĕрĕ сĕтрен хатĕрленĕ продукци складсенче пухăнса кайнипе ăнлантараççĕ. Сутлăх хак пĕчĕкленнипе пĕрлех сĕтĕн хăй хаклăхĕ IV кварталтан тытăнса пысăкланчĕ. Сăлтавĕсем паллă: сăвăма ӳстерме туянакан апат, бензин-дизтопливо, техника, выльăх им- çамĕ хакланчĕ. Вĕсемсĕр пуçне банксем маларах илнĕ çăмăллăхлă кредитăн тавăрса памалли процент ставкине пысăклатрĕç. Экспертсем ыйтăм йĕркелесе çĕршывра 2025 çулта сĕтпе тĕп юр-вара туянакансен йышĕ пĕчĕкленнине çирĕплетнĕ. Ăна-кăна, çав шутра сыр, çĕршыва Беларуçран иртнĕ тапхăртинчен ытларах турттараççĕ. Импорт Раççей рынокне витĕм кӳрет. Çавна пула сĕтпе юр-вар саппасĕ 2025 çулхи чӳк уйăхĕнче çулталăк маларахринчен нумайрах тата темиçе продукци енĕпе рекорд шайĕнче пуçтарăннă. Сăмахран, услам çу тата сыр. Кун пекки иртнĕ 10 çулта пĕрре те пулман. Танлаштарма: ял хуçалăх предприятийĕсен сутлăх сĕт хакĕ 2025 çулхи I-III кварталсенче маларахри çав тапхăртинчен 25-30% хаклăрах тăнă. «Агро-Инновацисем» АУ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, заводсем вĕсен кашни кг сĕтне (çу виçи 3,4%, белокăн 3%) 2025 çулхи кăрлач, нарăс, пуш уйăхĕсенче 37,01, 37,25 тата 37,19 тенкĕлле туяннă. Уншăн 2026 çулхи çав уйăхсенче 30,60, 30,48 тата 30,27 тенкĕ çеç тӳленĕ. Çак цифрăсенчен хуçалăхсене кăçал самай сахалрах тӳлени курăнать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Акара чун савăнать
«Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕн техники, çав шутра Александр Миловидов механизаторăн «Ростсельмаш 2400» тракторĕ, Технадзор йĕркеленĕ тĕрĕслеве ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче ăнăçлă тухрĕ.
— Ăна пĕлтĕр çеç туяннăран пĕр деталĕ те çĕмĕрĕлмерĕ, техника тухăçлă ĕçлет. Унран кăкармалли ака комплексне те юсарăм. Икĕ дисклă сошникĕсене, катокĕсене, вăрлăхăн бункерпа çыхăнакан пăрăхĕсене, дозаторне, кустăрмисене, ытти пайне пăхрăм, çĕмрĕк подшипниксене улăштартăм. Акнă чухне комплекс çак ĕçсене пурнăçлать: çаврака дисксем тăпрана кăпкалатаççĕ, минерал удобренийĕ вăрлăх шайне хывăнса пырать, каток тăпрана тикĕслесе хăварать, вăрлăх варăнать те тăпрана каток пусăрăнтарать. Комплексăн 54 сошник. Пĕри е тепри акма чарăнсан кабинăри компьютер сасă парать те — трактора чаратăп, сăлтавне тупса çитменлĕхе пĕтеретĕп. Удобрени пăрăхран епле юхса пынине те тĕрĕслесех тăратăп, — каласа пачĕ Александр.
Вăл — вун пĕрмĕш çул филиал механизаторĕ. «Туман» машинăпа кашни çуркунне кĕрхи-çурхи культурăсене минерал удобренийĕпе апатлантарать, сăтăрçăсемпе тата çум курăкпа кĕрешет. Коллектив членĕсене предприятие тата килĕсене автобуспа илсе çитереççĕ, кашни уйăхрах лайăх шалу параççĕ. Филиалăн техника паркĕ Александр пурăнакан Çырмапуç ялĕнчен 5 çухрăмра çеç. Çак условисем хăйне тивĕçтернĕрен унтах ĕçлесшĕн. — Анчах «Çĕрпӳ беконĕн» пахалăх стандартне тивĕçтермелле, унсăрăн трактор рулĕ умне лартмаççĕ. Акнă чухне норматива нумай енĕпе пăхăнмалла. Лаптăк пуçĕпе вĕçне, уйри электричество юписемпе йывăçсен таврашне, кукăр-макăра, айлăм-тайлăма, ытти çĕре вăрлăх акăнмасăр юласран асăрханатпăр. Хăш-пĕр чухне комплекс йĕпе вырăна лакса ларма е юпаран çакланма пултарать — тимлĕхе çухатма юрамасть, — агротехнологипе те паллаштарчĕ Александр. Хальхи техникăна мухтать. Тракторĕн навигатор, кабинăра кондиционер, унти сывлăша ăшăтмалли кăмака, ытти прибор пур, шала тусан кĕмест. «Ака нормине кам лартса парать?» — ыйтрăм унран. — Филиал директорĕ Юрий Федотов. Агрономсемпе канашласа çирĕплетет, — хуравларĕ Александр Валентинович. — Пĕлтĕр ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăрлăх варăнтарма тытăнтăмăр, Çĕнтерӳ уявĕччен акса хăвартăмăр. Çуллен тăпрари нӳрĕк виçи пысăк чухне варăнтаратпăр, çавăнпа калча парка шăтать, шăрăхчен çитĕнсе вăйланса юлать. Культурăсен вегетаци тапхăрĕ çу уйăхĕн пĕрремĕш çурринчех пуçланнăран вырмана маларах тухатпăр, тырра çанталăк çумăра кайиччен пухса кĕртетпĕр. Çакна палăртас килет: часах акана тухатпăр, уйра чун савăнать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











