Комментировать

20 Мар, 2026

Аварие лекнисене мĕнле пулăшаççĕ?

Ĕнер Шупашкарта автомобиль транспортĕнче пулнă инкеке сирес тĕллевпе аварипе çăлав ĕçĕсене ирттерекен чи лайăх командăна палăртас тĕллевпе ăмăрту иртрĕ.

Унта 5 команда — Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенчи, Йĕпреç тăрăхĕнчи пушар-çăлав подразделенийĕсем — хутшăнчĕ. Пушарнăйсемпе çăлавçăсем автомобиль транспортĕнче пулнă инкекре аварипе çăлав ĕçĕсене хăйсем мĕнле ирттерме пултарнине кăтартса пачĕç. Судьясем командăсен ĕçне хакланă чухне хăвăртлăха çеç мар, ытти чылай фактора та шута илчĕç: çăлав хатĕрĕсемпе тирпейлĕ усă кураççĕ-и, авăннă-лапчăннă автомобилĕн тăррине каснă, «аманнă» çынсене кăларнă, вĕсене пĕрремĕш пулăшу кӳнĕ чухне пĕтĕм ĕçе тĕрĕс пурнăçлаççĕ-и тата ытти те. Шупашкарти ятарлă пушар-çăлав чаçĕн команди чи лайăххин ятне тивĕçрĕ. Вăл Чăваш Ен чысне федерацин Атăлçи округĕнче хӳтĕлĕ, ăмăртусем Самар хулинче иртĕç. Шупашкарти 7-мĕш тата 6-мĕш пушар-çăлав чаçĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

www.hypar.ru Фото Василия Кузьмина

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.