Комментировать

10 Янв, 2014

Йышпа пĕр чĕлхе тупсан...

Ир çутăлмасть халĕ. Тавралăх тĕттĕм чаршавне сиричченех ĕçе кайма тухаççĕ çынсем. Лăпкăн ÿкекен юр пĕрчисем вĕсене ырă суннăн туйăнать.

- Çут çанталăк епле илемлĕ паян. Çутăр-ха, çутăр, тăван çĕре хуплатăр юр. Кĕр калчисем аван хĕл каçĕç хулăн кавир айĕнче, çуркунне вара хăвăрт вăй илĕç, - сăмах хушрĕ манпа танлашнă арçын.

Кашни çынна кăмăл валеçет тейĕн: пуринпе те пĕр чĕлхе тупать, калаçăва сыпăнтарать Валерий Васильевич. Сăмах - Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ертÿçи Валерий Чайкин çинчен. Тĕп ĕçне чыслăн пурнăçланипе пĕрлех сăвă-статья хайлама пултарать: ахальтен мар 2002 çултанпа Раççей Журналистсен союзĕн йышĕнче. Валерий Васильевич - «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», ытти кăларăмăн хастар авторĕ. Виçĕ çул каялла вăл пуçарнипе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă ентешсем çинчен «Вĕсем Çĕнтерĕве çывхартнă» кĕнеке-палăк кун çути курчĕ. Районти шкулсенче вĕренекенсен сăввисен «Кĕтнепе Эль хушшинче» альманахне пичете хатĕрлеме пулăшрĕ.

Сцена ăсти те Валерий Васильевич. 1978 çулта А.Ĕçхĕл çырнă «Виçĕ туй» спектакле сцена çине кăларма пулăшнă чухне палăрнă унăн артист пултарулăхĕ. Хăй те Чудов бригадир сăнарне калăпланă. Тăвайсем çав çул асăннă кăтартупа республикăри ялсенчи халăх театрĕсен хушшинчи смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чăваш Ен телекуравĕ те çырса илнĕ, çав спектакль унăн фонотекинче упранать. «Унтанпа çирĕм ытла тĕрлĕ рольпе сцена çине тухрăм, кашни сăнара ăс-хакăл витĕр кăларса калăплаттăм, куракан ăнланса йышăнтăр теттĕм. И.Алексеев, Н.Кузьмин, В.Иванов, Г.Терентьев, С.Иванов режиссерсене тав тăватăп чун туртăмне аталантарма пулăшнăшăн», - тет Валерий Васильевич.

В.Чайкин Н.Сидоров çырнă «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» /Прунькка/ тата «Гражданла брак» /Якуркка/ камитсенче калăпланă сăнарсем халĕ те асăмра. Режиссер пултарулăхĕ те ют мар ывăнма пĕлмен хастаршăн. Н.Угарин драматургăн «Улька кинĕн виçĕ кинĕ» мыскарине сцена çине кăларнă. Тăвайри халăх театрĕ унпа районти чылай ялта пулнă, çынсене савăнтарнă. Халăх юррисене те шеп шăрантарать Валерий Васильевич, концертсене хастар хутшăнать. Унăн юррисем хыççăн халăх тăвăллăн алă çупать.

Тепĕр ырă ен пур район администрацийĕнче чылай çул тăрăшакан маттур йĕркелÿçĕн: таса кăмăлпа ĕçлекене вăхăтра хавхалантарма пĕлет. Пĕлтĕртенпе ферма ĕçченĕсен кăтартăвĕсене уйăхсерен пĕтĕмлетессине, мала тухнисене «Тăвай районĕнчи сĕт ытларах сăвакан чи лайăх коллектив» куçса çÿрекен кубок, парне, Диплом парассине пуçарнă. Çавăн пекех вырма тапхăрĕнче комбайнерсен тăрăшулăхне палăртмасăр хăварман. 1000 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлесен «уй-хир карапĕн» хуçине Хисеп хучĕпе чысланă, техника çине «Ылтăн пучах» çыпăçтарнă.

Пичет кунĕнче е пĕр-пĕр уявра асра юлмалли парне кÿни те вăл чăннипех пысăк чунлă пулнине çирĕплетет. Хăйĕн шучĕпе районти библиотекăсене кĕнекесем парнелесе, тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса парса, «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон пухмачне укçа-тенкĕ хывса ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкренех ыттисене ырлăх кÿме вĕрентсе ÿстернине пурнăçа кĕртет.

Яваплă должноçсенче вăй хурса тĕрлĕ шайри мероприяти йĕркелессипе пысăк опыт пухнă вăл, пысăк уявсен сценарисене те хăех çырать. Концерт программисене те килĕшÿллĕ ертсе пырать. Çулталăк вĕçĕнче ял ĕçченĕсен кунне çĕнĕлле ирттерсе тĕлĕнтерчĕ. Ял хуçалăх производствинче вăй хурса тыр-пул, аш-пăш, ытти продукци туса илекенсем вырнаçнă сĕтелсем пучаха аса илтерчĕç. Çав мероприятире чысланă «Тăвай районĕнчи ял хуçалăхăн чи лайăх ĕçченĕ» медале чылай çемьере реликви вырăнне упрасси иккĕлентермест. Çынлăх туйăмĕ çакăнта та палăрмасть-и-ха? Чăн-чăн ертÿçĕн çапла пулмалла та. Валерий Васильевич Чайкин пек. Сасса хăпартмасăр, теприне хурламасăр, ырă тĕслĕх кăтартса, коллективри кашни çынна хисеплесе, кирлех пулсан - пулăшса.

- Сире вăй-хăват парса тăракан çăл куç ăçтан пуçланнине пĕлес килет, - кăсăклантăм эпĕ.

Çак самантра аса илÿсен авăрне путрĕ пулас. Çĕнĕ Ишпуçĕнчи, Амалăхри шкулсенче ĕçленине, ВЛКСМ Тăвай райкомĕнче, каярахпа парти райкомĕн инструкторĕнче, пай пуçлăхĕнче тăрăшнине куç умне кăларчĕ ахăртнех. 1990 çулта ăна райĕçтăвком председателĕн çумне çирĕплетнĕ. Унтанпа - район администрацийĕнче. Пĕр тапхăр Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă хыççăн район администрацине каялла куçма сĕнеççĕ.

- Ĕçлеме тытăннăранпа 40 çул хыçа юлчĕ. Яланах çынпа, халăхпа пĕрле пулма тăрăшнă. Аслисенчен вĕренсе пынă, çамрăксене тÿрĕ çулпа утма хавхалантарнă, тивĕçĕмрен пăрăнман, - çапла хакларĕ паянхи кунчченхи ĕç-хĕлне В.Чайкин.

Валерий Васильевичпа Валентина Григорьевна хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Таня çемйипе Сургутра пурăнать, профсоюз лидерĕ. Андрей районти суйлав комиссийĕн председателĕ. Тăвай ялĕнче кил-хуçалăх çавăрнă аслă Чайкинсене тăватă мăнук савăнăç кÿрет.

- Вĕсем валли вăхăт яланах тупатăп. Тăваттăшĕ те арçын ача. Сывлăхлă ÿсчĕр, спорта юратчăр. Физкультурăпа туслă çын пурнăç çулĕпе те çирĕп утать, - терĕ В.Чайкин сăмах хутаççине хупма вăхăт çитнине систерсе. Каç кÿлĕм эпĕ ăна каллех йĕлтĕр йĕрĕ çинче куртăм...

Альбина НИКИТИНА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.