Комментировать

26 Мар, 2026

Чăваш хĕрарăмĕ 11 (1439) № 26.03.2026

«Эпĕ этем чунне сыватаканра тăрăшатăп»

Вырăс драма театрĕн артистки Татьяна Володина (Никифорова) 40 çултан иртнĕ пулин те хĕр тата арçын ача ролĕсене питĕ ăста калăплать. Сцена çинче икĕ ача амăшĕ тесе кам калĕ? А.Экзюперин «Пĕчĕкçĕ принц» хайлавнех илер. Татьяна Петровна шăпах тĕп сăнара вылять. Ку профессионал шайĕ чăннипех пысăк пулнине кăтартать ĕнтĕ. Артистка çӳллĕ мар, черченкĕ кĕлеткеллĕ пулнине шута хумăпăр.

Пĕчĕк е пысăк роль çук

— Татьяна Петровна, сирĕн фельдшерта тăрăшнă аннĕр çулĕпе утас килместчĕ-и? Унăн ĕçне тăсманшăн ӳкĕнместĕр-и?

— Çук. Мансăр пуçне те медицина тытăмĕнче вăй хуракан нумай йăхра, династи темелле. Кукамай, унăн икĕ хĕрĕ, аслă аппа… 140 çул ытла пĕрлехи стаж. Çывăх çыннăмсем эпĕ артист профессине суйланăшăн савăнаççĕ кăна. Уйрăмах анне хĕпĕртет. «Санăн агронома вĕренме каймалла. Ялта агроном çук», — тенĕччĕ атте шӳтлесе. «Эпĕ пĕчĕкскер вĕт-ха. Йăран тăрăх мĕнле утса тухăп?» — йăл култăм ун чухне. Анне вара, сăвă вулама, юрлама кăмăллаканскер, маншăн чунтан савăнчĕ. «Ай-яй, манăн Таня артиста вĕренме кĕнĕ вĕт-ха!» — тетчĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинчен ăна калас, кăмăлне çĕклес килет, çавăнпа çитĕнӳсем пирки ăна йăлтах пĕлтеретĕп. Халĕ атте те Петр Степанович, анне те Валентина Алексеевна тивĕçлĕ канура. Çапах вăхăта ахаль ирттермеççĕ — ялти, Канаш тăрăхĕнчи Юмансарти — культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнне юрлама çӳреççĕ. Çав тери хавхаланатăп вĕсемшĕн. Ара, ялта 32 çул клубсăр пурăнтăмăр, ăна тинтерех кăна уçрĕç. Ял çыннисемшĕн те савăнăç ку.

— Артист çулне суйлама пĕр-пĕр пулăм хистерĕ пуль-ха?

— Ялта Феврония Ивановна вĕрентекен фольклорпа çыхăннă мероприятисем йĕркелетчĕ. Шкул умĕнче вăйă карти çавăрса халăх юррисене шăрантараттăмăр, чăваш çи-пуçне те çĕленĕ. 1-мĕш класра чухне Шупашкара мероприятие илсе кайнăччĕ, эпĕ сцена çинче ташланăччĕ. Çакна пуçласа халăх умне тухни темелле ĕнтĕ. Шкул ачи чухне Çĕнĕ çул уявĕнче Юр пике сăнарне те калăпланă. Музыка класне те çӳрерĕм. Анне мана вăтам аппа вĕренекен Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицея кайма сĕнчĕ. Унта кĕрсен театр кружокĕнче сцена ăсталăхне ăса хывма пуçларăм. Хыççăн вырăс драма театрĕ валли артистсене хатĕрлекен курссенче вĕрентĕм. Ăна Валерий Яковлев режиссер ертсе пыратчĕ. Ун хыççăн тӳрех театра вырнаçрăм та паянхи кун та тухмастăп /Кулать\.

— Хăвăр вылянă пĕрремĕш спектакль пирки каласа кăтартăр-ха.

— Унта хăна çуртĕнче горничнăйра ĕçлекен Китай хĕрарăмĕн рольне калăпларăм. Постановка «;13» комедиччĕ вăл. Манăн сцена çине 4 хут тухмаллаччĕ. Эпĕ Китай хĕрарăмĕн сăнарне вылярăм. Питĕ интереслĕ рольччĕ. Хăй пысăках мар пулсан та. Тепĕр тесен — пĕчĕк е пысăк роль çук, пĕчĕк артистсем вара пур. Кирек хăш роле те çине тăрса, тĕплĕн, юратса калăпламалла.

— Сирĕн репертуара тишкертĕм те çакна асăрхарăм: эсир чылай ача-пăча спектаклĕнче вылянă, вылятăр та. Сире ытларах пĕчĕк куракансем е çитĕннисем валли ĕçлеме килĕшет?

— Ача-пăча постановкисенче те питĕ кăсăклă, илĕртӳллĕ самант сахал мар. Артистсен амплуа текенни пур. Çак енĕпе мана калама çук ăнчĕ темелле — эпĕ пĕр евĕр сăнарпа çеç çыхăнман. Арçын ача, хĕрача ролĕсене те вылятăп. «По-щучьему велению» юмахра таçта та вăрăм сăмсине чикме юратакан Варвара рольне калăплатăп сăмахран. Пачах расна сăнар. Горничнăй ролĕсем те тĕрлĕрен. Паллах, мана Анна Каренина рольне памаççĕ. Ача-пăча валли-и спектакль е çитĕннисем валли-и — артистшăн уйрăмлăх çук. Сцена çине тухиччен хамăра уйăрса панă сăнара тĕпчетпĕр: мĕнлерех пулмалла унăн, еплерех кăтартмалла тата ытти те.

Сцена çине — сăх сăхса

— Сцена çинче эсир — 20 çул. Çак хушăра чуна çывăх спектакль тупăнчĕ-и?

— Кăмăлламанни çук та. Мана хумхатаканни — «О чем плачут лошади?» Режиссер унпа питĕ кăсăклантарчĕ, пире, артистсене. Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн комплексне илсе кайрĕç. Пушă ялсенче те экспедицире пултăмăр. Чулхула облаçне те çитнĕччĕ. Унта пирĕн ĕçтешĕн Сергей Куклинăн асламăшĕ пурăннă. Вăл пĕчĕк чухне урамĕпе çын хĕвĕшнĕ, уявра ялĕпе пĕр сĕтел хушшинче ларнă, ял кĕрлесе тăнă. Паян вара… пĕр килте çеç чикансем пурăнаççĕ. Шкул пулнă çуртра вара хурăнсем ӳсеççĕ. Спектакль мĕншĕн «О чем плачут лошади?» ятлă-ха? Ăна Федор Абрамов хайлавĕсем тăрăх лартнă. Унăн тĕп шухăшĕ — ял-сала, лаша никама та кирлĕ мар пулни. Хальхи вăхăтра çак выльăха тытакан çукпа пĕрех. Ĕлĕк вара унсăр пĕр пысăк ĕçе те пурнăçламан. Хам ялта çуралса ӳснĕрен спектакль мана çывăх тесе шухăшланăччĕ. Анчах апла мар иккен. Унта вылякансене пурне те хумхантарчĕ вăл. Паян «Маленький принц» хайлав тăрăх лартнă спектакль пăлхантарать. Вăл ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă — пурнăçа тарăнрах, анлăрах шухăшлама-курма вĕрентет.

— Чылай артистăн сцена çине тухас умĕнхи йăласем пур. Пĕри шăплăхра, пĕчченлĕхре пулма кăмăллать, тепри вара ĕçтешĕсемпе калаçать-шӳтлет… Эсир вара роле мĕнлерех кĕрсе каятăр? Хумханăва епле сиретĕр?

— Шухăшсемпе пуçтарăнмалла манăн çав самантра. Çавăнпа лăпкăрах кĕтес тупатăп та сцена çине тухма хатĕрленетĕп. Тен, ку рольтен те килет. Пĕлтерĕшлĕ е тĕп сăнар калăпламалла чухне сăмах ваклама кăмăл çук. Юлашки вăхăтра сценăран пил ыйтса сăх сăхса тухатăп. Чун ыйтать çапла тумашкăн.

— Спектакль халăх умне тухнă хыççăн социаллă сетьре куракансен шухăшне вулатăр-и?

— Яланах! Вĕсене эпир пĕтĕм труппипе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Куракансем шухăш-кăмăлне палăртни питĕ савăнтарать пире.

— Эсир тăтăшах гастрольпе тĕрлĕ ял-хулана тухса çӳретĕр. Кашни çул çӳрев асра юлать-тĕр…

— Нумаях пулмасть çеç ĕçтешсемпе пĕр хупă хулана çитсе килтĕмĕр. Чи кăсăклă гастроль пулчĕ-тĕр вăл. Серафим Саровский çветтуй пурăннă вырăна кайса куртăмăр, çурта çутса лартрăмăр. Тавралăх, мăнастирсем илемĕпе тыткăнлаççĕ. Хула пирки калас тăк чи кăсăкли акă мĕн — унта юлашки темиçе çулта саккуна пăснă икĕ тĕслĕх çеç пулнă. Подь ездран ача кӳмине илсе тухнă, тепрехинче велосипеда çавăтса кайнă. Çакă пуринчен ытла тĕлĕнтерчĕ. Театрĕ питĕ чаплă вара! Пĕтĕмĕшле каласан, пире пĕтĕм хулара аван йышăнаççĕ. Костромасăр пуçне /йăл кулать\. Çак хулара Турă саккунĕсене мала хуракансем пурăнаççĕ. Эпир «Блондинка» спектакльпе кайрăмăр. Ун чухне тата типĕ тытмалли вăхăтчĕ. Сивлерĕç куракансем пирĕн постановкăна. Сыктывкарти гастрольсем те асра юлмалла иртрĕç. Эпир Коми наци музыка драма театрĕ çумĕнчи хăна çуртĕнче пурăнтăмăр. Коми чĕлхипе кăтартакан постановкăна кайса курас терĕмĕр. Хам чăваш пулнăран йăлтах ăнланатăп тесе шухăшларăм, вырăсла куçарнă текста итлемелли наушника илмерĕм. Анчах… пĕр сăмахне те ăнланаймарăм! Пачах урăхла чĕлхе, чăвашли пек мар. Тула хулине кайсан Лев Толстой çыравçă пурăннă çĕре, Осеевсен усадьбине çитсе куртăмăр. Гастрольсенче вырăнти историпе паллашас килет, çавна май музейсенче пулма та тăрăшатăп. — Сире ытларах ырă е усал сăнарсене выляма шанаççĕ? — Чылай чухне манăн геройсем ырă кăмăллă. Анчах хăш чухне хаяртараххисене те вылятăп — ку питĕ кăсăклă! Мĕншĕн апла калатăп-ха? Ирхине вăрансан кашнинчех суйлатпăр — паян эпир лайăх е япăх çын пулатпăр. Кун тăршшĕпе тунă ĕçсем вара çакна кăтартса параççĕ. Пирĕн, артистсен, тĕрлĕ кăмăллă сăнара калăплама тивет. Хамри япăх енсене усал рольсенче кăна палăртатăп. Тарăхнине чунра тытмалла мар тесе шухăшлатăп, унсăрăн вăл шала каять, чирлеттерме пултарать.

Кулăшли те, хурлăхли те…

— Хальхи вăхăтра куракансене мĕнле спектакльсем кирлĕ?

— Кăмăла çĕклекеннисем, кулăшлисем ытларах пулсан аван — эппин, комедие çынсем килĕштереççĕ. Анчах шухăшлă постановкăсене те, драмăна та кăтартмалла. Сăмахран, Андрей Аверин режиссер тата актер, Çĕнĕ Шупашкарти эксперимент театрĕнче Кондратьевăн хайлавĕ тăрăх «Сашка» спектакль лартрĕ. Вăрçă çулĕсене сăнлать вăл. Эпĕ те вылятăп унта. Ăна курма килекенсен куçĕсем шывланнăччĕ. Театр вăл çапла майпа шалти ыратуран сиплет — куççуль, кулă урлă. Шухăшласан — эпĕ те сиплевçĕ темелле, куракансен чунне сыватакан профессире тăрăшатăп.

— Хăвăра режиссер пек тĕрĕслесе пăхас шухăш çук-и?

— Унăн вăйлă, çивĕч ăс-тăнлă çын пулмалла. Режиссер тилхепине тытас тăк — йĕм тăхăнма тивет. Пултараймастăп тесе каламастăп, çапах та… черченкĕ хĕрарăмах пулас килет манăн.

— Спектакль вăхăтĕнче тем тĕрлĕ самант та сиксе тухма пултарать…

— Манпа унашкалли пулманпа пĕрех, мĕншĕн тесен эпĕ пĕтĕмпех тĕплĕн шухăшласа пурнăçлакан çынсен йышĕнчен. Анне те çавнашкал. Театрта яланах мыскараллă, кулăшла лару-тăру пулса иртет. Тепĕр чухне сцена çинче ĕçтешсем кирлĕ сăмах вырăнне урăххине калани те пулкалать. «Дядюшкин сон» постановкăра эпĕ тата икĕ хĕр сӳпĕлти пикесен сăнарĕсене калăплатпăр. Пирĕн пĕр вырăнта ахăлтатса кулмалла. Анчах мĕнрен-ха? «Кадушка» сăмахран. Вунă хут репетици тунă хыççăн вăл пачах та кулăшла мар пек. Çак сăмах вырăнне сăнарсенчен пĕрин «чĕнтĕр пĕркеннĕ селедка» темеллеччĕ. Кирлĕ самант çитсен вăл: «Кĕрĕк пĕркеннĕ селедка!» — терĕ. Ну ихĕртĕмĕр вара!

— Çемье пирки те сăмах пуçарар-ха. Пĕлетĕп: сирĕн мăшăр та Александр Володин асăннă театр артисчĕ. Ахăртнех сире искусство пĕрлештернĕ.

— Иксĕмĕр те Валерий Яковлев патĕнче вĕреннĕ. Пирĕн хушăра çуралнă туслăх вăхăт иртнĕ май юратăва куçрĕ. Ĕçлеме пуçласан, 2008 çулта, пĕрлешрĕмĕр. Вĕреннĕ тапхăрта эпир пĕр-пĕрне пĕлсе çитнĕччĕ ĕнтĕ. Икĕ ачана пурнăç парнелерĕмĕр. Хĕрĕмĕр Виктория 15 çулта, ывăл Мирон кăçал шкул сукмакне такăрлатма пуçлĕ. Вăхăта ытларах çемьепе ирттерме тăрăшатпăр. Тепĕр чухне рольсем сахалраххи те аван — ачасемпе юнашар пулма май пур. Декрет хыççăн ĕçе тухсан та, сăмахран, тӳрех пĕлтерĕшлĕ сăнар калăплама çук. Çавна май пушă вăхăт тупăнать. Мăшăрпа хамăр вылякан спектакльсене пăхма çӳретпĕр, пĕр-пĕр роле лайăхрах калăпламашкăн сĕнӳсем паратпăр-ыйтатпăр.

— Анне пулса тăрсан çĕнĕрен ĕçе кĕрсе кайма кăткăсрах пулчĕ-тĕр?

— Эпĕ декретра нумай ларман, икĕ уйăхранах театра çул тытнă. Юрать, мăшăрăн амăшĕ Наталья Ивановна хуларах пурăнать. Ырă чунлăскер ачасене питĕ тимлет, юратать, мăнуксемпе савăнать. Мана — хунямапа, хĕрпе ывăла асламăшĕпе чăннипех ăнчĕ.

— Чун киленĕçĕ пур-и?

— Пӳртре чечек ĕрчетме юрататăп. Тем тĕрли те пур. Вĕсене ӳстересси, хунавран е çулçăран çĕнĕ чечеке пурнăç парнелеме килĕшет. Фикуссене, сăмахран, тĕрлĕ формăпа касса тирпейлетĕп. Алă ĕçĕ тăвасси те чун киленĕçĕ. Хăлха, мăй çакки, ытти капăрлăх ăсталатăп. Анне валли клубра юрламашкăн хушпу, хам валли кокошник хатĕрлерĕм. Тĕрлĕ чул илемĕ те кăсăклантарать мана. Кунсăр пуçне хрусталь савăт-сапа пухатăп, анчах сервантра тытма мар — усă курмашкăн. Хĕвел çути çинче, ай, епле илемлĕ йăлтăртатаççĕ чиперскерсем! Яла кайсан вара пахчара тăрмашасси маншăн — чăн-чăн чун уççи.

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Вăрçăпа туптаннăскер

Манăн фронтовик пулнă атте Василий Курбаткин пирки каласа кăтартас килет. Виçĕ çултах амăшĕсĕр юлнăскер амаçурипе Марфа Ивановнăпа пурăннă. Вăл аттене хăйĕн тăван тĕпренчĕкĕсенчен — икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕнчен — уйăрман, пурне те юратнă. Çемье шуçăмпа пĕрлех, ирхи тăватă-пилĕк сехетрех, вăраннă, чăпта çапнă. Кашниех хăйĕн пайне пурнăçланă. Ачасем çичĕ сехетчен ĕçленĕ те тăватă километрта вырнаçнă шкула утнă. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне хăйсен тĕслĕхĕпе ĕçе хăнăхма вĕрентнĕ. Ачасем лаша кӳлме, çурлапа тырă вырма тата ыттине пурнăçлама пĕлнĕ.

Пусмаран — пакунсем

Атте вăрçă пирки каласа кăтартнине паянхи пекех лайăх ас тăватăп:

— Мана 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнчех повестка килчĕ. Халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх университечĕ вырнаçнă çуртри штаба çитрĕм. Строя тăратрĕç: пĕри — пушмакпа, тепри — çăпатапа, çăматăлли те пур… Пурне те лаша уйăрса пачĕç. Атăл леш енчен вутă тиесе килме хушрĕç. Пуленкисем хатĕрччĕ ĕнтĕ, вĕсене çуна çине тиемеллеччĕ тата хулана илсе килмеллеччĕ. Кун каçа çăварта пĕр тĕпренчĕк апат та пулмарĕ. Тепĕр кунхине пире колхоза улăм илме ячĕç — çĕр каçмаллах. Хамăр валли пусмаран пакун çĕлерĕмĕр — вăрçа кайма хатĕрленетпĕр-çкеха… Мускава çитсен малтан мунчара çăвăнтăмăр, кайран обмундировани валеçрĕç. Пуйăсран аякка пăрăнма хушмарĕç пире. Утсемпе пĕр вакунра кайрăмăр, вĕсене хамăрах апатлантартăмăр, шăвартăмăр. Ветеринар та пирĕнпехчĕ. Пуйăсран ансанах пирĕн документсене тĕрĕслерĕç — кам ăçта вĕреннине пĕлме ĕнтĕ. Манăн пĕлĕше, Федотов хушаматлăскере, офицера вĕренме ячĕç. Мана, çичĕ класс пĕтернĕскере, çыхăнуçă ĕçне хăнăхма ăсатрĕç. 1941 çулхи авăн уйăхĕнче çыхăнуçăсен уйрăм батальонне йĕркелерĕç. Салтаксен пĕр пайне Мускава хӳтĕлеме хăварчĕç, эпĕ вара ыттисемпе Беларуç фронтне çул тытрăм. Чылай ял кăмрăкпа кĕл купине çаврăннăччĕ, кăмака мăрйисем кăна юлнăччĕ. Вырăнти çынсем пултарнă таран пире çимĕçсем паркалатчĕç, юлашкине пайлатчĕç темелле. Хĕл питĕ сивĕ килчĕ çав çул — сывлăш температури 50 градуса çитетчĕ. Тĕтĕм асăрхасанах фашистсем тӳрех тапăнатчĕç. Çавăнпа кăмака хутман. Махоркăран чĕркенĕ пĕр чĕлĕме вун пиллĕкĕн туртаттăмăр. Хӳтĕлеве тытса тăмашкăн çав тери йывăрччĕ: самолет çукпа пĕрех, артиллери снарячĕ те сахал… Малти линире фашист бомбисемпе пульлисенчен питĕ нумай салтак пуç хучĕ. Ун чухне каялла чакма тиврĕ, çапах ку вăхăтлăха çеç пулнине чĕрепе туйнă эпир. Çыхăнуçăсен батальонĕнче эпĕ 1941 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи пуш уйăхĕччен тăшмана хирĕç кĕрешрĕм. Халĕ те тĕлĕкре тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă ялсем курăнаççĕ. Ку хăрушă ӳкерчĕке куççульсĕр сăнама май çукчĕ… Кашни çапăçура эпир туссене çухататтăмăр. Хамăн чи çывăх юлташăма нихăçан та манмăп. Хусантанччĕ вăл. Эпир тăтăшах калаçаттăмăр, мирлĕ пурнăç пирки ĕмĕтленеттĕмĕр, çĕнтерӳ хыççăн пĕр-пĕрин патне хăнана çӳресси çинчен шухăшлаттăмăр… Унăн пурнăçĕ ытла та сарăмсăр, хăвăрт татăлчĕ — тусăм окопран тула кайма тухрĕ. Ăна тытса чарма хăтлантăм, анчах вăл пиртен вăтаннăран окопра юлмарĕ.

Медаль

Пĕррехинче Беларуçри пĕр яла çул тытрăмăр. Унта 28 нимĕç салтакĕ çĕр каçма юлнă, мунча хутса кĕнĕ иккен. Çăвăннă хыççăн апатланнă, эрех ĕçнĕ те унтах выртса çывăрнă. Вĕсем харлаттарма пуçласан кил хуçи мăрьене хупланă. Ирхине вара никам та вăранман. Эпир çитсен вĕсем чăннипех вилнине курса ĕнентĕмĕр, уя илсе кайса юрпа витрĕмĕр. Тем вăхăтран кур та тĕлĕн — хайхискерсем çаппа-çарамас выртаççĕ. Вырăнти çынсем вĕсен çи-пуçне хывса илнĕ иккен. Эпир тăшмансен хĕç-пăшалне те сая кайма памарăмăр, пĕрле йăтрăмăр. Беларуçа ирĕке кăларассишĕн хĕрӳ çапăçусем пычĕç. Пирĕн окопсем тăрăх, пуç çийĕн нимĕç танкĕсем кĕрлеттерсе иртетчĕç. Пĕр полкри салтаксенчен чылайăшĕ выртса юлчĕ юнлă хирте. Эпĕ амантăм, контузи те пулчĕ. Çурăм шăмминчи суран паянхи кун та хăй пирки аса илтерет… Аслă Çĕнтерӳ хыççăн çичĕ теçетке çул иртсен хам телейлĕ çуралнине тинех ăнлантăм. Ăраскал çумрах çӳренĕ-тĕр. Асамлă майпа кăна чĕрĕ юлнă темиçе тĕслĕх те пулнă вăрçăра — Турă сыхланă мана. Кайран хамăн ĕçсемпе çынсене пулăштăр, таса чунпа пурăнтăр тенĕ пулĕ. Ас тăватăп: госпитальтен тухса темиçе метр утрăм, справкăна алăра çавăркалатăп — унччен те пулмарĕ — çурăм хыçĕнче кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ. Госпиталь çине снаряд ӳкрĕ… 1942 çулхи пуш-утă уйăхĕсенче эпĕ стрелоксен 358-мĕш дивизийĕн 4-мĕш Çарĕсен ретĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлерĕм. Çыхăнуçă, пулеметчик тивĕçĕсене пурнăçларăм, разведкăна çӳрерĕм. Пĕррехинче «чĕлхе» те тупса килтĕмĕр. Нимĕç офицерĕ ун чухне пире кирлĕ информаци пĕлтерчĕ. Вĕсем пирĕн командирсене малашнехи наступленисенче питĕ пулăшрĕç. Çавăн чухне пире, разведчиксене, «Паттăрлăхшăн» медальпе чысларĕç. Черетлĕ çапăçура мана иккĕмĕш хут контузи пулчĕ. Санитарсем эпĕ вилнĕ тесе шухăшланă та пуç хунă ытти салтакпа пĕрле пăрахса хăварнă. Пирĕн полк каялла чакнă ун чухне. Унашкал самантра салтаксене пытарма вăхăт пулман. Нимĕçсем вара чĕррисене шыраса тупса лагерьсене ăсатнă. Çапла майпа эпĕ те тыткăна лекрĕм.

Тыткăнра

1945 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен эпĕ Германири Штутгард хулинчи тăшмансем тыткăна илнĕ салтаксене усракан лагерьте пултăм. Çав тапхăр пирки аса илес килмест. Вĕсем эрĕм курăкĕ евĕр йӳçĕ, чуна ыраттараççĕ. Тыткăнрисем мĕн тӳссе ирттернине никама та сунмăттăм. Халĕ те хăрушă тĕлĕксем курăнаççĕ: юлташсем пуç хуни, тыткăн, салтаксене персе вĕлерни, вĕсене асаплантарни, пăшал сасси, танк кĕрлевĕ, авиабомба шăхăрса ӳкни… Вăрçăра пулнисем ун пирки каласа кăтартма кăмăлламанран çынсем тĕлĕнеççĕ. Мĕнле каласа парас-ха? Чĕре юнпа пĕвенетçке-ха. Çапах çакна тума тиветех, мĕншĕн тесен пирĕн хыççăнхи ăрусен иртнĕ вăрçă пирки, мирлĕ пурнăçшăн юн тăкнă паттăрсене манмалла мар. Малтан пире, тыткăнрисене, бараксенче усрарĕç. Кайран çуран Польшăна хăваларĕç. Çавăн чухне тепĕр салтакпа пĕрле вăрмана тарма май килчĕ. Темиçе кун эпир уй-хир тăрăх çӳрерĕмĕр, шăннă çĕр улмине чавса çикелерĕмĕр… Утсан-утсан поляксен хуторне пырса тухрăмăр. Пĕринчен татăк çăкăр ыйтрăмăр та вăл пире полицие тыттарса ячĕ. Пире каллех лагере леçрĕç. Совет салтакĕсене тăшмансем винтовка приклачĕсемпе пĕр шелсĕр хĕнетчĕç, «Руссиш швайне, унрайн!» /Вырăс сыснисем, нĕрсĕрсем! – Ред.\ — тесе кăшкăратчĕç. Польшăран Германие кайрăмăр, каллех — çуран. Икĕ енĕпе те конвой, йытăсем. Пĕррехинче ним сăлтавсăрах тăватă пулеметран салтаксене пеме пуçларĕç… Миçен выртса юлчĕç-ши çул çинче?.. Хырăм выçнипе кăларса ĕлкĕреймен çĕр улми ани патнелле вирхĕнсен те пулемет шатăртатма пуçларĕ. Пусă патĕнче чарăнма та, çынсенчен шыв ыйтма та юрамастчĕ. Тыткăнрисенчен тахăшĕ пĕр ялта çуннă çуртран юлнă кăмака айĕнче хуралнă çĕр улми асăрхарĕ. Ик çĕре яхăн çын ун патне тапса сикрĕ. Каллех пулемет вут-хĕм сирпĕтрĕ… Сакăр кун çапла хăваларĕç пире. Çул çинче нимĕн те çитермерĕç. Купăста çулçи, тымарсем, ыраш пучахĕ тупса чăмларăмăр. Шыв вара кӳлленчĕкрен ĕçрĕмĕр. Кайран лагерьте эпĕ хытă чирлерĕм. Питĕ сивĕччĕ çав. Пĕр кунлăха 1-2 татăк çăкăр тата витĕр курăнакан шӳрпе паратчĕç. Хăш-пĕр салтак çăкăра пируспа улăштаратчĕ. 1945 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче пире тыткăнран хăтарчĕç. Сталинград фрончĕн стрелоксен 218-мĕш хĕвел анăç полкĕ иккен. Мана шăпах унта кĕртрĕç. Юпа уйăхĕччен эпĕ çак полкра служба тухрăм. Тĕрĕслевсем, допроссем иртрĕç паллах. Çар ретĕнчен тухсан вăрах вăхăт госпитальте сипленме тиврĕ. Çамрăк хĕрарăм тухтăр тимлетчĕ. «Пирус туртатăр-и? Эрех ĕçетĕр-и?» — ыйтрĕ вăл. Эпĕ пуçа сĕлтрĕм. Вăрçă кунĕсенче унсăрăн май çукчĕ çав. «Сирĕн сывă пулас тата пурăнас килет-и?» — тĕпчерĕ тухтăр. «Çапла!» — хуравларăм эпĕ. «Апла сиенлĕ йăласенчен хăтăлмаллах!» — терĕ хайхискер. Çамрăк тухтăр сăмахĕсене халĕ те ас тăватăп. Ăна ачасене, мăнуксене, кĕрӳсене калатăп. …Фронтран киле пуйăспа 16 талăк кайрăм. Пĕр станцире кĕтмен çĕртен ватăрах хĕрарăмпа чипер хĕр чупса пычĕç ман пата. «Ывăлăм, атя пирĕнпе, пĕрле пурăнăпăр. Пирĕн çурт та, ĕне те пур…» — терĕ аслăраххи. Эпĕ вĕсене тав турăм та хама килте кĕтнине пĕлтертĕм. Ултă çул пулманччĕ эпĕ унта. Канаша çитсен чăвашла калаçнине илтрĕм… Эх, пĕлесчĕ сирĕн çав самантра эпĕ мĕн тери хама телейлĕ туйнине! «Эпĕ тăван çĕр çинче!» — савăнтăм чунтан. Ишлей станцийĕнче Шупашкар тăрăхĕнчи Хачăк ялĕнчи хĕрарăм хăйĕн упăшкине кĕтетчĕ. Вăл мана Пархикассине çитме пулăшрĕ. Эпĕ тав туса ăна пĕр катăк сахăр тыттартăм. Хайхискер савăннăран ташлама пуçларĕ… Мирлĕ пурнăçра Василий Иванович поварта, электромонтерта, «Коммунизмшăн» колхозра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва вăл Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводĕнчен кайнă. Ĕçтешĕсем ăна манман, яланах уявсемпе саламланă. Фронтовик пиншакĕ çинче вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ, медальсем тата ытти награда йăлтăртатнă. Василий Иванович тăван ялти пикепе, вăрçă вăхăтĕнче Сăр хӳтĕлев чиккисен строительствине хутшăннă Елена Щербаковăпа çемье çавăрнă, мăшăр икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Луиза ШОГУЛЕВА, РФ Патшалăх Думин депутачĕн А.Аксаковăн пулăшуçи.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.