Хыпар 18 (28433) № 20.03.2026
Аталану никĕсĕнче – халăх пуçарăвĕсем
Ытларикун тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ «Кăтарту пур!» форумăн пĕрлехи ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «хастар чăваш каччисемпе хĕрĕсене» тав тунинчен пуçларĕ. Пысăк залра, чăн та, çамрăксем кăна мар, çулланнă партиецсем те йышлă, анчах чунпа эпир пурте çамрăк вĕт — çакна тĕпе хучĕ пулинех. Тав тумашкăн вара сăлтав пур. Республика аталанăвĕн иртнĕ пилĕк çулти ĕçне пĕтĕмлетрĕç те — çитĕнӳ чылай, вĕсене пĕрлехи вăйпа тунă. Паллах, умри тĕллевсене те палăртрĕç. Вĕсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин çĕнĕ Халăх программинче сăнланĕç.
Пĕрлехи лару пуçланиччен асăннă программăна кĕртмелли сĕнӳсене дискусси лапамĕсенче пăхса тухрĕç. Партин пуçламăш организацийĕсен ĕç-хĕлне халалланă лапама вице-премьер — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, партин регион канашĕн ертӳçи Алексей Ладыков ертсе пычĕ. Алексей Олегович палăртнă тăрăх, пуçламăш уйрăмсен хастарĕсем — партин тĕп шăнăрĕ. Вĕсен ĕçĕн тухăçлăхĕ куçкĕрет. «Пирĕн пуçламăш 113 организаци çĕршыври чи лайăх 1000 уйрăм йышĕнче, 9-шĕ — 100 уйрăм шутĕнче. Ку питĕ пысăк çитĕнӳ. Пуçламăш уйрăмсем çынсен сĕнĕвĕсене пухаççĕ, Халăх программине кĕртмелли йышăнусене çирĕплетеççĕ. Çапла майпа территорисене лайăхлатмалли çул-йĕре палăртаççĕ», — терĕ Алексей Ладыков. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă лапамра çак ушкăнри граждансене тĕрев памалли социаллă пулăшу мерисене тишкерчĕç. Хальхи вăхăтра вăйра тăраканнисем пирки Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова каласа кăтартрĕ. Виççĕмĕш лапамра çамрăксен политикипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пăшăрхантаракан темăсене çĕклерĕç. Олег Николаев пĕрлехи ларура палăртнă тăрăх, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти тата влаç органĕсем — ĕçтешсем, вĕсем халăх ыйтнисене тĕрлĕ проектра шута илсе пурнăçа кĕртеççĕ. «Пилĕк çулта çĕн йĕркелӳ кашни отрасле пырса тиврĕ: çулсен 3 пин ытла километрне йĕркене кĕртнĕ, 25 кĕпере юсанă, 200 ытла общество вырăнне хăтлăлатнă, çĕр-çĕр медицина учрежденине çĕнетнĕ, 110 спорт об±екчĕ хута янă, тĕслĕх шайĕнчи 40 библиотека уçнă, 90 пин çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă, 10 пин хуçалăха çут çанталăк газĕ çитнĕ, ялсенче пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн 7 пин ытла проекта пурнăçланă… Вĕсем пĕрлехи ĕç тухăçлăхне çирĕплетеççĕ», — терĕ республика ертӳçи. Списока чылай тăсма пулать: 5 тата ытларах ачаллă 924 çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни, çĕнĕ шкулсем туни, 121 шкула юсани, культурăн 500 ытла об±ектне туни е юсани, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшмалли пилĕк теçетке мерăна тӳрре кăларни тата ытти те. Экономика вăй илсе пыни те куçкĕрет. Олег Алексеевич республикăри промышленноç предприятийĕсем çĕнĕ йышши продукци туса кăларма пуçлани çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çав шутра — СПИК 2.0 шучĕпе пысăк мар хăватлă тракторсем, çĕнĕ технологипе водород перекиçĕ кăларма пуçлани. Перекиç тенĕрен, унччен ăна чикĕ леш енчен кӳнĕ, халĕ вара Чăваш Енри предприяти çак продукципе çĕршыва туллин тивĕçтерет. Çак ĕç малалла тăсăлĕ. Олег Алексеевич кăçал 38 шкула юсама палăртнине çирĕплетрĕ. Кашни округа кинозалсемпе тивĕçтересси, çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем, ялсенче культура çурчĕсем тăвасси тата ытти те — тĕллевсем чăннипех пысăк. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕсене тата çĕршывра пурăнакансен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ Халăх программин тĕп тĕллевĕсем пилĕк çулти ĕç-хĕл никĕсне выртнă. Документри 400 ытла пая наци проекчĕсемпе шайлаштарнă. Программăна Раççейри 2,5 миллион ытла çын, çав шутра 62 пинĕшĕ Чăваш Енре пурăнать, сĕнĕвне кĕртнĕ. Документа Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе çураçтарнă, парламент тивĕçлĕ бюджет йышăнса ăна пурнăçа кĕртме майсем туса панă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн ĕçне хакланă май Олег Николаев вăл граждан обществин институчĕсен ретĕнче сумлă вырăн йышăнни çинчен каларĕ. Республикăри тĕрлĕ шайри депутатсен йышĕнчи 500 çын — «ПР» представителĕсем. Çакă та, паллах, сумлă кăтарту. Олег Алексеевич партин çĕнĕ Халăх программине кĕртекен сĕнӳсене тĕплĕ тишкерессине, вĕсемпе ĕçре усă курассине палăртрĕ — вăхăт иртсен ĕçе пĕтĕмлетнĕ май каллех «кăтарту пур!» темелле пултăр. «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» Чăваш Енри йышĕ — çĕршывра чи пысăккисенчен пĕри. 2022 çултанпа çак йыш 13 пин çын чухлĕ хушăннă. Вырăнсенчи 123 уйрăм паян 46,3 пине яхăн çынна пĕрлештерет. Парти позицийĕсем республикăри пысăк предприятисенче вăйлă — вĕсенче ячейкăсем йĕркеленĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» уйрăмĕ ятарлă çар операцине пулăшас енĕпе нумай ĕç тăвать. «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерӳ валли» девизпа ĕçлеççĕ. СВО пуçланнă кунсенчен тытăнса 100 тонна ытла груз тиесе янă — салтаксене кирлĕ автомобильсенчен пуçласа апат-çимĕç таран. Ытларикун та форум площадкинчен черетлĕ хут ыр кăмăллăх грузĕ ăсатнă. СВО ветеранĕсене, вĕсен çывăх çыннисене пулăшса тăвакан ĕçе депутатсен Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ, СВО ветеранĕ Артемий Репкин пысăка хурса хакларĕ. «Эпир пулăшăвăн кашни мерине — федераци шайĕнчисене те, регионтисене те — тишкертĕмĕр. Ветерансем хăйсем, вĕсен тăванĕсем хăшĕ лайăх ĕçлени, хăшĕсене тӳрлетмелли çинчен калаççĕ. Паян пĕр чăмăр пулса ĕçлетпĕр: Правительство, СВО ветеранĕсен ассоциацийĕ, Тăван çĕршыв воинĕсен комитечĕ, Социаллă фонд, «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд. Эпир кунта вĕсен çемйисем тĕлĕшпе тимлĕ пулсан СВОн малти позицийĕсенчи ентешсене те çăмăлрах. Вĕсем килте пĕтĕмпех йĕркеллине пĕлеççĕ, çакă вĕсене хушма вăй кӳрет», — иккĕленмест вăл. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА, Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Эрнере икĕ хутчен пулă çимелле»
Тухтăрсем пулă çимелли çинчен юлашки вăхăтра тăтăшах аса илтереççĕ. Мĕнлисен сĕтел çинче ытларах пулмалла? Хăшĕсене рациона кĕртмелле мар? Шупашкарти тĕп хула больницин медицина профилактикин уйрăмĕн заведующийĕ, аслă категориллĕ терапевт врачĕ Эвелина Васильева çак тата ытти ыйтăва хуравлама килĕшрĕ.
Чи усăлли хăшĕ?
— Эвелина Алексеевна, мĕнле пулă çыншăн чи усăлли шутланать?
— Малтанах çакна калас килет: сывлăхлă пулас тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăннипе пĕрлех тĕрĕс апатланма тăрăшмалла. Пахча çимĕç, ешĕл çимĕç, улма-çырла, мăйăр, сĕт юр-варĕ, çуллă мар какай… Çавăн пекех пулă çинчен те манмалла мар, ăна эрнере пĕр-икĕ хутчен çимелле. Ахальтен мар хăй вăхăтĕнче столовăйсем юнкунпа эрнекун пулă тата пулăран хатĕрленĕ апат- çимĕç сĕннĕ. Çын организмĕшĕн чи усăллине палăртма çук. Çакă пулă тĕсĕнчен, ăна мĕнле хатĕрленинчен тата ытти фактортан килет. Лосось, треска, минтай тата скумбри усăллă пулни пирки палăртнисем пур. Лосось, сăмахран, омега-3 тата омега-6 йӳçексемпе пуян. Çак йӳçексем ӳт тата çӳç илемне упрама пулăшаççĕ. Асăннă пулăра çавăн пекех В ушкăнри витаминсем /фоли йӳçекĕ, В6 тата В12 витаминсем/ пур. Вĕсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталанасран упраççĕ, юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ. Д витамин нерв тата иммун тытăмĕсен ĕçне витĕм кӳрет, шăмăпа шăла çирĕплетет. Лосось çавăн пекех йодпа тата селенпа пуян. Вĕсем щит евĕрлĕ парăн ĕçĕшĕн тата репродукци функцийĕшĕн паха. Анчах чĕрĕ лососе асăрханса ăша ямалла: унта гельминтсем пулма пултараççĕ. Треска та чи усăллисен шутĕнче. Асăннă пулă — протеин çăл куçĕ. Шăмминчен тасатнă 100 г çимĕçре — 18 г белок. Çавăн пекех трескара йод, микроэлементсем /фосфор, кальци, кали, магни, хром/ пур. Вĕсем шăмăпа сыпăсене çирĕплетеççĕ, пуç тата чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатаççĕ. Пулăри омега-3 çуллă йӳçексем юна шĕветме пулăшаççĕ. Минтай диета çимĕçĕ шутланать: унра углеводсем çук, çу сахал, белок вара нумай /100 грамра 18 г/. Çавăн пекех В ушкăнри витаминсемпе, йодпа, омега-3, омега-6, омега-9 /олеин йӳçекĕ/ çуллă йӳçексемпе пуян. Вăл юнри сахăр виçине шайлаштарать. Минтай пĕверĕнче А витамин тресканнинчипе танлаштарсан 1,5 хут ытларах. Ку витамин куç вăйне ӳстерет, иммунитета çирĕплетет тата клеткăсене çĕнетет. Тата çакă пĕлтерĕшлĕ: минтай аллерги памасть. Скумбри «начар» холестерина чакарать, усăллин виçине вара ӳстерет. Ку çеç-и? Пулла куллен çисен юн пусăмĕ чакать. Анчах юн пусăмĕ пысăк пулсан скумбрие тăвар сахал ярса пĕçермелле. Тăвар организмра шĕвексене тытса тăрать. Çакă вара юн пусăмне ӳстерме пултарать. Скумбрие ăша яни иммунитета тата шăмăсене çирĕплетме пулăшать.
— Лавккара тăварланă тата тĕтĕмленĕ скумбри те сĕнеççĕ…
— Тăварланине тата тĕтĕмленине вархырăмăн тата пыршăлăхăн вăраха кайнă, пĕвер тата пӳре чирĕсемпе нушаланакансен çимелле мар. Çавăн пекех аллергипе аптăракансен ку пулла сĕтел çине лартмалла мар. Тĕрĕссипе, шăнтнă скумбрие туянсан аванрах. Ăна ăшаламалла мар, пĕçермелле е пахча çимĕçпе пăшăхламалла.
— Эвелина Алексеевна, калăр-ха, аслă ăру çыннисен, ватăсен мĕнле пулă çимелле?
— Ватăсен рациона тинĕс тата юхан шыв пуллисене кĕртмелле, черетлесе ăша ямалла. Вĕсем организма усăллă япаласемпе тивĕçтерĕç. Тинĕс пулли /треска, хек, камбала/ омега-3 тата омега-6 çуллă йӳçексемпе пуян. Ку ушкăнрисем чĕрепе юн тымарĕсемшĕн, пуç сывлăхĕшĕн паха. Тинĕс пуллисенче йод нумай, щит евĕрлĕ парăн ĕçĕшĕн лайăх. Юхан шыв пуллисем /шăла, çăрттан, карас/ çăмăл апат шутланаççĕ. Вĕсенче çу сахалрах, белок нумайрах. Вăл вара çăмăллăн ирĕлет. Ăна вар-хырăм чирĕсемпе аптăракансем те çиме пултараççĕ. Çавăн пекех сельдь уйрăмах усăллă. Унра çăмăл ирĕлекен белок, омега-3 çуллă йӳçексем, Д витамин тата йод пур. Çапла вара, пулăра çăмăл ирĕлекен белок, витаминсем тата минералсем пур. Вĕсем çулланнă çынсен сывлăхне упрама пулăшаççĕ, хастарлăхне ӳстереççĕ. Çакна асра тытăр: çуллă пулăсене кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче çиме тăрăшмалла. Каçхине çуллă маррисене пахча çимĕç салачĕпе ăша ямалла. Çӳлерех асăнтăм ĕнтĕ: пăс çинче, духовкăра тата шывра пĕçернĕ пулă — чи усăлли. Тĕтĕмленине рациона кĕртмелле мар, унра сывлăхшăн сиенлĕ япаласем пулма пултараççĕ. Питĕ тăварлă пулă ӳт-пĕве шыçăнтарать, юн пусăмне ӳстерет. Шултра тинĕс пуллинче /тĕслĕхрен, тунец/ ртуть пур. Çавăнпа пысăках маррисене суйламалла. Юхан шыв пуллинче хушăран паразитсем пулаççĕ, çавăнпа ăна лайăх пĕçермелле. Ватă çынсенчен нумайăшĕн пуллăн хăш-пĕр сортне çисен аллерги пулать. Çавăнпа малтан тухтăрпа канашламалла.
Пăс çинче е духовкăра пĕçермелле
— Ачасен хĕрлĕ лосось йышши пулла [семга, кĕркке форель] миçе çултан çиме юрать?
— 1-1,5 çултан ачасен рационне лосось пулă /лосось, семга/ пĕчĕк порцисемпе кĕртме юрать. Тинĕс çимĕçне çур чей кашăкĕнчен пуçламалла. Ачана сăнанă май порцие пĕчĕкшерĕн ӳстермелле. Пулла эрнере икĕ хутчен нимĕрсе пĕчĕк порцисемпе памалла. Филе хатĕрленĕ чухне шăмăран лайăх тасатмалла. Шывра, духовкăра е пăс çинче пĕçермелле. Ачасене клярта, çу нумай ярса ăшаланă çимĕç памалла мар. Енчен те шăпăрлансем пулла хăйне евĕрлĕ шăршăллă пулнăран çимерĕç тĕк ăна пельмень, запеканка, рулет, кукăль тунă çĕре ямалла, пахча çимĕç нимĕрне хушмалла, макаронпа сĕнмелле. Енчен те ачан аллерги паллисем /вĕтĕ шатра, ыратни, ӳт хĕрелни, вар-хырăм пăсăлни/ пулчĕç тĕк çитерме тăхтамалла.
— Сывă çыннăн пулла мĕн чухлĕ çимелле?
— Сывă çыннăн пулла эрнере сахалран та 2-3 хутчен сĕтел çине лартмалла. Пулă порцийĕ 100-150 грампа /тирĕсĕр тата шăмăсăр филе/ танлашать. Тĕрлĕ пулă ас тивме тата ăна тĕрĕс янтăлама тăрăшмалла. Клярта пĕçернинчен тата ăшаланинчен пăрăнмалла. Тата пулла кашни кун çимелле мар. Организма ртуть тата таса мар япаласем лекме пултараççĕ. Чĕрепе юн тымарĕсемшĕн çуллă пулăсем — лосось, семга, скумбри, сардина — усăллă. Ачасемпе ватăсене шăмăллине памалла мар, пырне лартма пултараççĕ. Вĕсем валли филепе фаршран апат хатĕрлемелле. Чирлисен пулла рациона кĕртес умĕн тухтăрпа канашламалла. Калăпăр, подагрăпа чирлекенсен ăна çиме тăхтамалла.
— Эвелина Алексеевна, хăшĕсем вĕтĕ пулă шултринчен усăллăрах теççĕ. Хамса, килька, мойва йышшисене çиме тăрăшаççĕ. Çакă тĕрĕс-и?
— Çын организмĕшĕн вĕтĕ пулă усăллăрах тесе çирĕплетсе калама çук. Усси вăл мĕнле йышши пулнинчен, мĕн çининчен, ăçта пурăннинчен, хăш вăхăтра тытнинчен тата ăна епле хатĕрленинчен килет. Çав вăхăтрах вĕтĕ пулă сывлăхшăн усăллă пулнине çирĕплетнĕ тĕслĕхсем те пур. Диетологсем рациона çуллă йышши тинĕс пуллине те кĕртме сĕнеççĕ. Вăл омега-3 çуллă йӳçексемпе пуян.
— Кальмарпа креветка усси çинчен те пĕлес килет.
— Кальмарпа креветка витаминсемпе тата минералсемпе пуян пулнăран çын организмĕшĕн питĕ усăллă. 100 г кальмар какайĕнче 300 мг кали пур. Ку минерал юн пусăмне чакарма, инсульт пуласран упрама пулăшать. Çавăн пекех кальмар — омега-3 çуллă йӳçексен çăл куçĕ, вĕсем «начар» холестерин шайне чакараççĕ. Кальмарта магни пур, вăл организма стреспа кĕрешме пулăшать, ыйхă лайăх килтерет. Кальмар — В12 çăл куçĕ те. Вăл нерв тытăмне кирлĕ. Кальмарта антиоксидантсем, тĕпрен илсен селен тата Е витамин, пур. Ку çимĕç анеми пуласран пулăшать, пар евĕрлĕ щитăн ĕçне лайăхлатать. Анчах аллергипе аптăракансен ăна ăша яма тăхтамалла. Креветка чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталанасран упрать, иммунитета çирĕплетет, пуçа ĕçлеттерет, çӳçпе ӳт-пӳ илемне упрать. Ăна ытла нумай çимелле мар, порци 150-200 грампа танлашмалла. Унра калори пĕчĕк пулсан та холестерин нумай. Куллен тата нумай çисен атеросклероз аталанас хăрушлăх ӳсет. Тинĕс çимĕçĕсем аллерги пуçараççĕ тĕк креветка çимелле мар. Холестерин шайĕ пысăккисен те ăна сĕтел çине лартмалла мар. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн – çĕнĕ ертÿçĕ
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсем Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнĕ пысӑк форума пуҫтарӑнчӗҫ.
«Чăваш артисчĕсем маттур та тăрăшуллă»
Вĕсен пĕрле пухӑнса канашламалли сӑлтав чылай: Раҫҫейри театр ĕçченĕсен пӗрлӗхӗ 150 ҫул тултарни, Иоаким Максимов -Кошкинский «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» фильма ÿкернӗренпе – 100, чӑвашсен профессиллӗ театрĕ йĕркеленнĕренпе 106 ҫул ҫитни... Республикӑри театр ĕçченĕсен пӗрлӗхӗн ӗҫӗ-хӗлне те хак памалла, ҫивӗч ыйтусемпе умри тӗллевсене те сӳтсе явмалла. Общество организацийĕ 6 театр, юрӑпа ташӑ ансамблӗн хастарӗсене, культурӑпа ӳнер учрежденийӗсен ӑстисене пӗрлештерсе тӑрать. Пысăк çак коллективра – 340 пайташ.
Пухӑва пуҫтарӑннӑ ҫӗр те тӑватӑ делегата Раҫҫейри паллӑ режиссер Борис Манджиев (сӑмах май, вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче кăтартакан «Нарспи» спектаклӗн режиссер-постановщикӗ), Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева ырӑ сунса саламларӗҫ.
– Чӑваш Ен маншӑн – иккӗмӗш кил. Кунти артистсем питĕ маттур та тӑрӑшуллă, – терӗ Мари, Пушкӑрт, Дагестан, Тыва республикисенче спектакльсем лартнӑ Борис Наминович.
Наталья Алексеевна театр юхӑмӗн пӗлтерӗшне палӑртрӗ. Вӑл артистсене уйрӑмах чӑваш хӗрарӑмӗн сӑнарне уҫӑмлă та витӗмлӗ сӑнарланӑшӑн тав турĕ. Юлашки вӑхӑтра республикӑри театр ĕçченĕсен пӗрлӗхне ҫивӗч те пултаруллӑ артист, сцена ҫинче Иван Яковлев патриарх сӑнарне калӑпланӑ Сергей Павлов ӑнӑҫлӑ ертсе пычӗ. Вӑл форумра общество организацийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе туллин паллаштарчӗ. Ҫак хушӑра 45 пайташ – хисеплӗ ята, 64 ҫын – Раҫҫейри театр ĕçченĕсен пӗрлӗхӗн, иккĕн Раҫҫей Правительствин стипендийӗсене тивӗҫнине пӗлтерчӗ.
– Пирӗн пӗрлӗх театр ветеранӗсене пулӑшасси пирки те манмасть, вĕсене Ҫӗнтерӳ тата Ваттисен кунĕсенче сумлӑн чыслатпӑр. Пурнăçран уйрăлнӑ артистсен вил тӑприсене тасатса тӑратпăр, – палӑртрӗ Сергей Вадимович.
Вӑл каланă тӑрӑх, чыслав кунӗсенче артистсем аслӑ юлташӗсем патне парнесемпе, хаваслӑ юрӑ-кулӑпа, купӑс-параппанпа ҫитеҫҫӗ, чи пӗлтерӗшли, паллах, укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен те пулӑшаççĕ.
Ăсталăх класĕсем, конкурссем…
Чӑваш Енри театр ĕçченĕсен пӗрлӗхӗ тӗрлӗ енлĕ ĕç пурнăçлать. Пӗрремӗшӗнчен, ҫамрӑк ӑрупа тачӑ ҫыхӑну тытать. Артистсемпе театрсенче тăрăшакан ытти çын республикӑри округсенчи шкулсемпе вӗренӳ учрежденийӗсенче театр историйĕпе уроксем, сцена пирки ĕмĕтленекенсем валли ăсталăх класĕсем ирттереҫҫӗ, театр ҫинчен сочиненисемпе хайлавсен конкурсӗсене йӗркелеҫҫӗ.
Иккӗмӗшĕнчен, профессиллӗ театрсен хушшинче пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсемпе конкурссем ирттерет. Юлашки ҫулсенче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн чӑн-чӑн Олимпӗ пулса тӑчӗ. «Драма артисчӗсем юрлаҫҫӗ» конкурс питĕ ҫӳллӗ шайра иртет. Опера юрӑҫисен Раҫҫей шайӗнчи «Атӑл ҫийӗн вĕçрĕ сасă» ӑмӑртӑвне Камчаткӑпа Саха-Якутирен пуҫласа Мурманск таранах çынсем килеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳлӗхӗ чӑваш драматургӗсен ӑсталӑхне ӳстерессине тимлӗх уйӑрма тытӑнчӗ. 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫирӗм пӗр ҫыравҫӑ Ӗпхӳри тата Мускаври театр ӑстисем ертсе пынипе ҫак ӗҫе пуҫӑнчӗҫ. Тӑваттӑмӗшӗнчен, артистсем «Пирӗн ачасем – пурнӑҫ ҫеҫкисем» чӗнӳпе тӗллевлӗ ӗҫлени. Театр пӗрлӗхӗнчи артистсен ҫула ҫитмен 150 ачипе мӑнукӗ – театр ĕçченĕсен пӗрлӗхӗн тимлӗхӗнче. Вӗсем ҫулленех «Атте-анне – актерсем», «Ҫӗнтерӳ – ачасен куҫӗпе» конкурссем йӗркелеççӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесен «Пултаруллӑ артистсен питĕ талантлӑ ачисем» юрӑ-ташӑ эстафетине ирттереççӗ... <...>
Анатолий АБРАМОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











