Тантăш 10 (4979) № 19.03.2026
«Пирĕн çемье — çирĕп крепоç»
Хаклă тусăмăрсем, эсир асăрханă пулĕ, «Тантăша» пĕрпĕринпе ăмăртсах çыракансем йышлансах пыраççĕ пирĕн. Шкул ачисем пĕрин хыççăн тепри çыру вĕçтерни пире питĕ савăнтарать. Çавăн пекех пĕр çемьерен заметка-статья шăрçалакансем те пур. Эмилийăпа Глеб Ласточкинсем тесе çырнине асăрханă пулĕ-ха. Вĕсем — Елчĕк округĕнчи Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен. Тус-тăванлăх, çул çӳревсем, шкулти çитĕнĕвĕсем пирки питĕ те интереслĕ çырса кăтартма юратаççĕ. «Пирĕн çемье пысăк. Унта юратупа килĕшӳ, пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланать. Эпир — çирĕп команда: асаттепе асанне, аттеанне тата эпир виççĕн, Эмилия, Глеб, Агния. Пирĕнтен кашниех çак килĕшӳллĕ, хитре симфонире хăйне евĕр роль вылять», — çапла çырса ячĕç пирĕн пата нумаях пулмасть Эмилийăпа Глеб. Çакăн хыççăн Ласточкинсен туслă çемйипе çыхăнса илме шухăшларăмăр.
ВРАЧ-ХИРУРГ ПУЛАСШĂН
Эмилия — çемьере чи асли. Вăл саккăрмĕш класра вĕренет. Пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пыраканскер шкул ачисемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Пĕр конкурса та хутшăнмасăр юлмасть пулĕ маттур хĕрача. Юрлать-ташлать, шкул театрĕнче вылять, сăвăсене пăхмасăр хитре вулать. Спортпа туслăскер волейболла вылять. Шкулти волонтер отрячĕн министрĕ те вăл. Ăшă та ырă кăмăлне кура çирĕплетнĕ ăна. Унăн тĕп тĕллевĕ: çынсене пулăшасси, телей кӳресси, çут тĕнчене хитререх, хăтлăрах тăвасси. Заметка-статья кăна мар, сăвăсем те çырать Эмилия. Хăй шăрçаланă хайлавсемпе пĕрре мар конкурссене хутшăнса çĕнтернĕ. Регионсен хушшинчи «Çеçпĕл çеçкисем» видеороликсен конкурсĕнче хăй çырнă «Çеçпĕл вилĕмсĕр» сăвăпа палăрнă. Дипломĕсемпе Тав çырăвĕсен шучĕ те çук. Алла аттестат илнĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕскер врачхирург професине алла илме ĕмĕтленет.
«АСАТТЕН КАШНИ СĂМАХĔ – ХĂЛХАРА»
Глеб улттăмĕш класра пĕлӳ пухать. Вăл ытти чылай арçын ача пекех футболпа, волейболпа интересленет, çавăн пекех кĕрешӳ, ташă та ун валлиех. Чăн-чăн спортсмен теес килет, арçын ача яланах çĕнĕ çитĕнӳсем патне ăнтăлать. Ăмăртусенчи пĕрремĕш вырăнсем ăна тата та малалла кайма хистеççĕ. «Манăн усăллă ĕç тăвас килет. Аппаран ырă тĕслĕх нумай илетĕп. Ăна ялан пулăшма тăрăшатăп. Эпир вăхăта ытларах пĕрле ирттеретпĕр, ĕмĕт-шухăша пĕрле пайлатпăр, малашнехи пирки калаçма юрататпăр. Асатте мана ялан ĕçе ячĕшĕн мар, тĕплĕн тумалла тет. Унăн ăс парса каланă кашни сăмахне хăлхана чикетĕп», — чунне уçрĕ Глеб. Чылай професси илĕртет ăна, çапах та çитĕнсен вăл программист пулма ĕмĕтленет.
ÇУЛ ÇӲРЕÇÇĔ, ЯЛА ЮРАТАÇÇĔ
Агния — чи кĕçĕнни, кил-çурта савăнăçпа, кулăпа тултараканни. Вăл пиччĕшĕпе, аппăшĕпе выляма юратать. Вĕсемпе пĕрле урок тăвать. Епле тăрса юлăн-ха аслисенчен? Хĕр пĕрчи тӳрех хутпа кăранташ, сăрă илсе сĕтел хушшине вырнаçать, ӳкерме е сăрлама тытăнать, пĕрле сăвă вĕренет. Ласточкинсем вăхăта ахаль ирттерме, сая яма юратмаççĕ. Ялти ĕçрен пăртак пушансан вĕсем çемьепе пĕрле аякри çула тухаççĕ. «Кашни çул çӳрев ырă аса илӳ хăварать, чуна пуянлатать. Çĕршыв историне, культурине, географине тата лайăхрах пĕлме пуçлатăн çакăн хыççăн. Крымра, уйрăмах Ялтăра, пулнине халĕ те манаймастпăр. Пире пуринчен ытла унта «Чĕкеç йăви», Хура тинĕс килĕшнĕччĕ», — çул çӳреври çутă самантсене куç умне кăларчĕç аппăшĕпе шăллĕ. Эмилия та, Глеб та тăван ялне юратаççĕ. Çĕнĕ Пăвара ăçта та пулин тирпей-илем кĕртмелле-и, палăк умне, хоккей лапамне тасатмалла-и, çуркунне йывăç лартмалла-и — иккĕшĕ те ниçтан та тăрса юлмаççĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ те ĕçрен хăрамалла марри, çынна ырă тума васкамалли пирки пĕрмай каласах тăраççĕ. «Ял — çăтмах вырăнĕ. Кунта чăнчăн ирĕклĕх хуçаланать. Симĕс хирсемпе, хурăн катисемпе, ялти шăплăхпа, уçă сывлăшпа киленетпĕр. Ял пире тăрантарать. Пирĕн асатте çăкăр ӳстернĕ: сухаланă, акнă, кайран тырра пӳлмене пухса кĕртнĕ. Халĕ çав пархатарлă ĕçе атте малалла тăсать. Эпир ăна питĕ хисеплетпĕр. Аттепе анне, асаттепе асанне питĕ тăрăшуллă пулнăран пахчара тĕрлĕ çимĕç нумай çитĕнтеретпĕр. Кĕркунне витри-витрипе улма-çырла пухса илетпĕр. Хĕл валли чылай банка хупатпăр: варени, компот, тĕрлĕ сĕткен салат. Хĕлĕпех хамăр туса илнĕ çимĕçпе хăналанатпăр. Кашни çыннăн пурнăçĕ хăйĕнчен килет. Пирĕн çемье — çирĕп крепоç. Унта юратупа туслăх, килĕшӳ хуçаланать. Эпир пĕрле темле йывăрлăха та татса параятпăр, темле тумхаха та сиреетпĕр. Çакă чи пахи, чи пĕлтерĕшли», — чунне уçса калаçрĕç хăйсен çулĕнчен чылай ăслăрах шухăшлакан, анлă тавра курăмлă хастар юнкорсем, Эмилийăпа Глеб. Вĕсене малашне те ăнăçу, çитĕнӳ, «Тантăш» хаçатпа туслă пулма сунатпăр! <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











