Комментировать

19 Мар, 2026

Чăваш хĕрарăмĕ 10 (1438) № 19.03.2026

«Хĕрсен çарта та илемлĕ пулмалла»

Ульяновск хулинче пурăнакан Моисеевсен çемйинчен хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине виççĕн хутшăнаççĕ: ашшĕ тата икĕ хĕрĕ. Çар ĕçĕ хĕрсем валли мар тетпĕр пулсан та çĕршыв хăрушлăхра чухне вĕсем те айккинче юлмаççĕ. Вăтам шкула — ылтăн медальпе, аслă шкула хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ 25 çулти чăваш хĕрĕ Виктория Моисеева та килте лăпкăн ларайман. РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт çырса хăй ирĕкĕпе тăшмана хирĕç тăма кайнă. Чикĕ хĕрринчи медсанчаçсенчен пĕринче службăра тăраканскерĕн вăхăчĕ хĕсĕккине пăхмасăр пирĕнпе çыхăнăва тухма май тупрĕ. Сăмах май, нумаях пулмасть пикене «Çарти туслăха çирĕплетме тӳпе хывнăшăн» медальпе чысланă.

«Алла автомат тытма хатĕрччĕ»

— Виктория, ятарлă çар операцийĕнче хăçантанпа эсĕ? Аманнисене пулăшатăн-и? Звани те пур-тăр?

— РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт çырнăранпа çу уйăхĕнче çулталăк çитет. Манăн профессисем пĕри те сывлăх сыхлавĕпе çыхăнман, çавăнпа та медицина службин офицерĕ пулаймастăп, рядовой кăна. Хутсемпе ĕçлетĕп, документацишĕн яваплă.

— Нумаях пулмасть эсĕ Ульяновск хулине экзамен тытма килнине пĕлтĕмĕр. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пар-ха.

— Ульяновскри граждан авиацийĕн институтĕнче авиатранспорт тытăмĕн пахалăх управленийĕн специальноçне алла илтĕм малтан. Манăн — хĕрлĕ диплом. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Ульяновскри педагогика университетĕнче вĕренӳри информаци технологийĕсем специальноçпа магистратура пĕтертĕм. Унта та вĕренĕве хĕрлĕ дипломпа вĕçлерĕм, почтăпа ярса парасса кĕтетĕп.

— Ман шухăшпа, ятарлă çар операцийĕпе вĕренӳ пĕр-пĕринчен аякра тăраççĕ. Çавна май экзаменсене хатĕрленме май пур-и?

— Эпĕ вĕренме хăнăхнă, вăхăт тупатăп. Магистратурăри юлашки сесси пĕлтĕр ака уйăхĕнче пулчĕ. Çу уйăхĕнче контракт çыртăм. Диплом хӳтĕлеме тата патшалăх экзаменĕсене тытма кăрлач уйăхĕнче ятарласа отпуск пачĕç. Экзаменсене ăнăçлах тытрăм, диплом илме кăна ĕлкĕреймерĕм.

— Икĕ аслă пĕлӳллĕ специалистшăн хулара та ĕç пур-çке. Эсĕ вара СВОна каяс тенĕ. Мĕншĕн? — Ыйтăва хуравлама чи малтан çар çыннин çемйинче çуралса ӳснинчен пуçламалла пулĕ. Атте Владимир Алексеевич /Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакăран, Чечня вăрçинче пулнă/ — çар çынни. Тăвансен хушшинче те çар çынни нумай, офицерсем те пур. Вĕсенчен нумайăшĕ халĕ атте пекех ятарлă çар операцийĕнче. Аппа Ксения — çар тухтăрĕ, хирург /СанктПетербургри çарпа медицина академийĕнчен вĕренсе тухнă, медицина службин капитанĕ/. СВО зонинче темиçешер уйăх командировкăра пулать. Мăн асатте Павел Моисеев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнă. 1942 çулта фронта кайнă, киле çĕнтерӳпе таврăннă. Суранĕсене пула 1956 çулта вилнĕ. Тĕрĕссипе, ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах алла автомат тытма хатĕрччĕ эпĕ. Çĕршыва пулăшмаллине лайăх ăнланаттăм. Аппа манăн шухăша пурнăçа кĕртессине хăвăртлатрĕ темелле. «Çĕнĕ медицина чаçне йĕркелеме йышăннă, ĕçлесе пăхас килмест-и?» — терĕ. Ун чухне вĕсен медсанчаçĕ Белгород облаçĕнче тăратчĕ. Эпĕ малтан унпа пĕрле ĕçлетпĕр, пĕрпĕринпе курнăçсах тăратпăр тесе шухăшланăччĕ. Анчах ун пек пулмарĕ. Халĕ хам тăракан вырăна та, Луганск енче СВО зонинче чухне те ман паталла командировкăна ямарĕç ăна. Аттене те, тăвансене те курма май пулмарĕ, эпир пĕр-пĕринчен аякра.

— Шухăш-ĕмĕт — пĕр япала, контракт вара — пачах урăх. Алă пусрăн тăк каялла çул çук. «Мĕн тăватăп эпĕ кунта?» текен шухăшсем пулмарĕç-и?

— Ун чухне манăн пурнăçа тĕпрен улăштарас килетчĕ. Малтан çав тери хăрушă пулассăн туйăнатчĕ. Тавах Турра, лăпкăрах çĕре лекрĕм. Çав тери хăрани кăмăл-туйăма пусарчĕ. Ăçта, мĕн тума килнине лайăх ăнланнăран вак-тĕвеке питех тимлĕх уйăрма, пурне те чĕре витĕр кăларма тăрăшмастăп. Пĕтĕмпех лайăх пуласса шанатăп.

— Аçу, аслă аппу хыççăн эсĕ те СВОна каясшăн пулнине аннӳ Алена Александровна мĕнле йышăнчĕ?

— Тĕлĕннипе шок пулчĕ унăн. Йышăнма çав тери йывăр пулсан та ăнланчĕ. «Ан кай тесе каланин усси çук — эсĕ пурпĕр каятăн. Çавăнпа та хăв шухăшла», — терĕ. Эпир аннепе /вăл медсестра/ яланах телефонпа çыхăнма тăрăшатпăр. Ман пата вăл пĕрре килсе кайрĕ. Шиклентĕм уншăн, хăйне курсан çав тери савăнтăм.

— Эсĕ службăра тăракан вырăнта халĕ мĕнлерех лару-тăру?

— Лăпкă теме çук. Тăшман электростанцисене пенĕрен час-часах çутă, ăшă, шыв чарни пулкалать. Эпир хăнăхатпăр, генераторсем туянатпăр. Сирена янăрама пуçланине пăхмасăр малалла ĕçлетпĕр. «Электричествăна çеç ан сӳнтерччĕр», — тетпĕр. Кунта пурте çавăн пек пурăнаççĕ.

— Вăхăт хăвăрт иртет-и унта е вăраххăн шăвать?

— Кунта кунсем кĕскерех пек, мĕншĕн тесен çар режимĕ, йăлтах вăхăтпа пурнăçламалла. Кану кунĕсем çук. Куллен 12-13-шер сехет ĕçлетпĕр. Вырсарникун çеç хăш чухне кăшт ытларах çывăрма ирĕк параççĕ. Каçхине 8-9 сехет хыççăн пушанатпăр та тӳрех çывăрма выртатпăр. Мĕншĕн тесен кун пек режимпа урăхла кану пулаймасть.

— Ятарлă çар операцине кайнăранпа пурнăçа малтанхи пекех хаклатăн-и?

— Шухăш-кăмăл улшăнать кунта. Часрах çемье çавăрмалли пирки шухăшлатăн, мĕншĕн тесен хĕрарăмшăн ку — чи кирли. Çумра шанчăклă çынна курас килет. Унчченхи пурнăçри ирĕклĕх манăçса пынине туятăп. Отпуск хыççăн çакă тата та ытларах сисĕнет. Пушă вăхăта, тăван тăрăха ытларах хаклама тытăнатăн. Çар пурнăçĕ хĕрарăм валли мар. Пуринпе те пĕр тан пулма тивет. Çакна халĕ те хăнăхса çитейместĕп-ха. Звани иерархине пăхăнма чăтăмлăх кирлĕ. Сăмах мĕн çинчен пынине çарта пулнисем ăнланаççĕ. Йывăрлăха çĕнтерме мана спортпа туслашни пулăшать. Çапах та килти шăплăх, пĕчченлĕх çитмест кунта.

Чиперленме ирех тăмалла

— Хĕрарăм нумай-и унта? Коллектив туслă-и?

— Çителĕклĕ. Батальонăн 30-40 проценчĕ пулĕ. Эпĕ аслă пĕлӳ илнĕ çынсен хушшинче ытларах пулнă май кунта контингент урăхлараххи сисĕнет. Эпир пӳлĕмре пурăнакансем ытларах — пĕр ӳсĕмрисем. Çавăнпа та пире лайăх, пĕр-пĕрне ăнланатпăр.

— Пурнăç çулĕпе юнашар утма кама суйлас килет? Çар çыннине е урăх профессипе çыхăннăскере?

— Кун-çула ахаль çынпа çыхăнтарасчĕ. Хам та, мăшăр та çар çынни пулсан распределенипе ăна — Владивостока ячĕç, мана кунтах хăварас тăк — пурнăç пулмасть.

— Эппин, контракт вĕçленсен çартах юлас шухăш та пур-и?

— Малашлăха эпĕ çарпа çыхăнтарасшăн мар. Хама тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслесе пăхас килет. Тен, специальноçпах ĕçлĕп. «Геройсен вăхăчĕ» программăна та хутшăнас килет. Политикăпа та кăсăкланатăп.

— Кăçал хĕл юрлă та сивĕ килчĕ. Сирĕн унта еплерех çанталăк?

— Хĕл сиввине питех туймарăмăр, ку тăрăхра ăшă. Çулла вăй хунă çĕрте юлнă тăк çăмăл пулмастчĕ-тĕр. Условисем япăхчĕ унта. Калăпăр, витрери шывпа çăвăнасси тата ыт.те. Ачаранах ялти условисене хăнăхни пулăшрĕ. Ĕç енчен кунта йывăртарах, пациент нумай.

— Аппу Ксения пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче Псковра иртнĕ илем конкурсĕнче вице-мисс пулса тăнине пĕлетĕп. Çар тухтăрĕ, конкурс çĕнтерӳçи — кăсăклă симбиоз.

— Çак икĕ енпе те усă курма пĕлетпĕр эпир /Кулать/. Пирте аттен çирĕплĕхĕпе аннен черченлĕхĕ упранаççĕ. Анне стилистра ĕçлеме те ĕлкĕрет. Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи кукаçи Александр Краснов сăвă çырать. Эпĕ те пултарулăх çынни. Унччен кĕнеке нумай вулаттăм, тренировкăна çӳреттĕм. Хăй вăхăтĕнче ӳнер шкулĕнче ăсталăха аталантартăм, вокалпа кăсăкланнă. Халĕ çак пултарулăх çитмест мана. Кун валли вăй та, вăхăт та çук.

— Сăн-пите илем кӳме вăхăт тупăнать-и? Уявсем епле иртеççĕ унта?

- Хитреленес тесен иртерех вăранма тивет. Ирхине туалета тата душ кĕмешкĕн черет яланах вăрăм. Строя тăриччен йăлт ĕлкĕрмелле. Эпĕ хама пăхма тăрăшатăп. Çулла прическа тума та ĕлкĕреттĕм-ха, мĕншĕн тесен пикесен пур çĕрте те чипер пулмалла. Уявсем пирки калас тăк, вĕсем ытти кунран нимпе те уйрăлса тăмаççĕ.

Ирина КУЗЬМИНА. Тутарстан.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.