Комментировать

30 Окт, 2014

Сăн ÿкерĕнетпĕр

Куç кĕскинче хамăра сăнанă чухне йăлтах тивĕçтерет пек. Анчах сăн ÿкерчĕксенче темшĕн апла мар. Вăл е ку çитменлĕх куç умне лекет те кăмăла пăсать. Ÿкерĕннĕ самантра йăлтах йĕркеллĕ пек туйăнатчĕ-çке.

Сăн ÿкерчĕксенче илемлĕ те яштака пÿллĕ пулас тесен темиçе вăрттăнлăха пĕлни çеç кирлĕ.

1. Илемлĕ тумтир. Пĕр-пĕр мероприятие е ташă каçне кайнă чухне тумтире тимлĕх нумай уйăрмалла. Кашни пĕчĕк япалана пăхмалла, тĕрĕслемелле. Туллирех кĕлеткеллисен пĕр тĕслĕ çи-пуç суйласан аван.

2. Тĕрĕс ракурс. Сăн ÿкерĕннĕ чухне фотоаппарат пирĕн куçсемпе пĕр пек шайра пулмалла.

3. Янаха мĕнле тытмалла/ Нумай чух сăн ÿкерчĕкре «иккĕмĕш янах» таçтан тупăнать. Апла ан пултăр тесен ÿкерĕннĕ самантра мăй мышцисене хытарăр, янаха кăштах маларах кăларăр. Кулнă чухне вара чĕлхене çÿлти шăлсем çумне лектерĕр.

4. Кĕлетке. Çăлтăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене сăнанă-и/ Пур çĕрте тенĕ пекех вĕсем кăкăра кăшт маларах каçăртнă, хăрах урине те маларах хунă. Çапла ÿкерĕн- нĕ чухне хыçалти ура çине таянăр. Кун пек ÿкерчĕкре кĕлетке те яштакарах курăнĕ.

5. Алăсем. Урасене пĕрне хыçала, теприне мала хурса хыçалти çине таяннă хыççăн алăсене пĕçĕсем çине хурăр. Е чавса тĕлĕнче кăштах хуçлатса икĕ айккинелле ярăр. Çурăма яланах тÿрĕ тытăр.

6. Прическа. Çÿçе ытла якатса пуçтарма ан тăрăшăр. Сăн ÿкерĕнме кăпăш прическа суйласан аван.

7. Ларнă чухне. Урасене пĕр пĕрин çине хĕресле хурăр. Кресло е тенкел çурăмĕ çине таянăр. Е пукан хĕррине вырнаçăр та кăкăра кăштах малалла каçăртăр.

8. Урамра. Хĕвел çÿлте тăнă чухне сăн ÿкерĕнме сĕнместпĕр. Сулхăнра е кăнтăрла хыççăн çеç ÿкерĕнĕр.

9. Дистанци. Фотокамера тата ÿкерĕнекенĕн хушши ытла çывăх та, инçе те пулмалла мар. Мероприятие каяс умĕн куç кĕски умĕнче хатĕрленсен усăллă. Камера мĕн чухлĕ çывăхрах, эпир çавăн чухлĕ пысăкрах курăннине асра тытăр.

10. Кулă. Тĕрĕс йăл кулма пĕлни пур сăн ÿкерчĕке те илем кÿрет. Кулнă чухне шăлсене пĕтĕмпех кăтартма, «Сыр!» тесе кăшкăрма кирлĕ мар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.