Комментировать

30 Окт, 2014

«Анне чĕри» юратупа тулли

Анне, пурнăç гимнĕ евĕр эсĕ,
Янра мĕн ĕмĕре, чыспа çутал.
Сана тивлетлĕ инçетсем чĕнеççĕ,
Сана кун-çул сунать телей, вăй-хал.
Ю. Петров

«Ашшĕ-амăшĕ панă ырлăха ывăлĕ нихăçан та тавăрса пĕтереймест», - тенĕ ваттисем. Ку сăмахсемпе килĕшмесĕр май çук. Ара, ачисене ура çине тăратас тесе хăйсене шеллемесĕр ырми-канми тăрăшать ашшĕ-амăшĕ. Çавăнпах хырăм та тутă, çи те питĕ, чунра та савăнăç йăва çавăрать. Çапла çав, ăçта юрату - унта çутă, ăçта анне - унта ăшă.

Куç умне Алексей Балакаевăн «Сердце матери» (Экин зуркн) драмăлла фантазийĕ тăрăх лартнă спектаклĕнчи Амăшĕн сăнарĕ (Калмăк Республикин халăх артистки Любовь Лазарева) тухса тăрать. Ырă кăмăллă та вăр-варскер, çепĕç пуплекенскер... Пюрвя ятлă ывăлĕпе (Калмăк Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Санджи Пурсяков) унăн савнийĕ Манджя (Эльза Бембеева) еплерех хавхаланса вылянине, ахăлтатса кулнине сăнанă май вĕсемшĕн чунтан хĕпĕртет. Йăлтах йĕркеллĕ пек. Тулĕк хуйхă-суйхă систермесĕр çÿрет. Пач кĕтмен çĕртен татăлса анать инкекĕ.

Усал сывлăш Шарка (Калмăк Республикин тава тивĕçлĕ артистки Гилян Бембеева) ятлă тухатмăш пек йăпшăнса килет те Пюрвя пуçне çавăрать. Йĕкĕте тек нимĕн те кирлĕ мар. Шарка пирки çеç шухăшлать вăл. Унпа тĕл пуличчен мĕнлерех пурăннине пĕтĕмпех тенĕ пек манать е пăтраштарать. Манджяна вуçех палламасть. Качча сыватмалли эмеле тупса килме Амăшĕ вырăнне савнийĕ çула пуçтарăнать. Тĕрлĕ тĕрĕслевпе йывăрлăх витĕр тухма тивет унăн. Пурпĕр парăнмасть харсăр пике. Юратнă çыншăн вутра çунма та, усалпа тытăçса çапăçма та хатĕр вăл.

Тулĕк шăпаран шыва сиксе те хăтăлаймăн. Пюрвя çаплипех Шаркашăн çунать. Паллах, ывăлĕ канăçсăрланнине, хăйне валли вырăн тупайманнине Амăшĕ те туять. Ачисен чунĕнчи пĕчĕк улшăнăва та сисет-çке-ха унăн чĕри. «Ача макăрать - амăшĕн кăкăрĕ ыратать», - тесе ахальтен каламан халăхра.

Йĕкĕтĕн тунсăхне вара нимĕн те сиреймест. Çакна пĕлекен Шарка яшпа хăйне майлă усă курма шут тытать. Малтанах вăл ăна Çеçен хир хуçине (Сергей Адьянов) вĕлерме хушать. Ырă хăватлăскер унăн тăшманĕ-çке-ха. Телее, ĕç тухмасть. Пурпĕр хăпмасть каччăран тухатмăш. Ĕмĕрех чипер те çамрăк пулас тĕллевлĕскер Пюрвяран Амăшĕн чĕрине парнелеме ыйтать. Яш иккĕленет, килĕшмест, çапах та юлашкинчен парăнать. Амăшĕ те ăнланать: иртнĕ савăк вăхăта ниепле те, ним тусан та тавăраймĕ вăл. Ывăлĕ те хăйĕн пурнăçне Шаркасăр курмасть. Çавăнпа хăй ирĕкĕпех хĕрÿллĕ чĕрине кăларса парать хĕрарăм...

Ку спектакль çитĕнекен ăрушăн асăрхаттару пек янăрать. Çамрăксем хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тепĕр чухне кăмăл-сипет, тивĕçлĕх, чыслăх пирки пачах манаççĕ. Çав шутра - ашшĕ-амăшĕ умĕнчи парăм пирки те. Тав тăвас вырăнне тÿнтерле ĕçпе е сивлек сăмахпа тавăраççĕ. Анчах телее çапла майпа туптамаççĕ. Тăванлăх туйăмне аркатса, ăш пиллĕ хутшăнусене татса ăраскаллă пулаймăн.

Спектакль тарăн шухăша ярать. Сăнарсем çут çанталăкпа тачă çыхăнура пурăнаççĕ. Тавралăха упрасси, аслисене сума сăвасси йăлара. «Пур япалан та чикки-вĕçĕ пур», - текен шухăш çирĕпленет ăс-тăнра. Савăнăç хурлăхпа ылмашать, анчах вăл та ĕмĕрĕпех хуçаланмĕ. Геройсен калаçăвне калмăк сăмахĕсене кĕртсе яни питех те интереслĕ. Куракана урăх чĕлхепе паллашма май парать ку.

Драмăлла фантази режиссерĕ - Раççей Федерацийĕн тата Калмăк Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Борис Манджиев, ÿнерçи - Саглара Чулкаева, композиторĕ - Гиляна Манджиева. Спектакль пирвайхи хут куракан умне 2008 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче тухнă. «Пинк Флойд» ушкăн композицийĕн сыпăкĕ-семпе усă курни, халăх юррине кĕртсе яни пур ÿсĕмри куракана та кăсăклантармалла. Вĕсене пĕр спектакльте çыхăнтарма пултарни хăех интереслĕ. Режиссер тупнă ытти мелсем те яш-кĕрĕмшĕн ăнланмалла: Пюрвя ăс-тăнне пăтратакан наркотик тĕтрелĕхĕ, пирус тĕтĕм-сĕрĕмĕ, юрату сценисем, хăйне евĕрлĕ тум-юм... Сценăна йĕркелекен япаласемпе вĕсене хатĕр- ленĕ материала та ăнсăртран суйламан. Хура е витĕр курăнакан полиэтилен анлăшĕсем пĕрре тюльпан хирĕ, тепре сарлака çул пулса тăраççĕ. Синтетикăпа полимер тĕнчинче пурăнакан паянхи ăрăва кирлĕ пек витĕм кÿретех ку.

Ÿнерçĕ те тĕссемпе пĕлсе, вĕсене символла пĕлтерĕшпе пуянлатса усă курать. Малти планра - хурапа шурă, ырăпа усал кĕрешĕвĕ. Çавăн пекех хура, хĕрлĕ тĕссем те хумахантармасăр хăвармаççех. Вĕсем илĕртÿллĕ, илемлĕ, анчах çылăхлă сĕмпе тухса тăраççĕ пирĕн ума. Шурă тата хура тум тăхăннă сăнарсем пĕр вĕçĕм пĕр-пĕринпе хутшăнни çут çанталăкри ырăпа усал кĕрешĕвне, ар тата ама енсем тĕл пулнине сăнарлать.

Анне чĕри канăçсăр та хĕрÿллĕ. Вăл яланах ачисемшĕн пăшăрханать. Анне чĕри юратупа тулли. Вăл хăйшĕн тăрăшмасть. Анне чĕри - Çĕр çинче чи хакли. Вăл упрать, ăнланать, каçарать. Ывăлсемпе хĕрсем, мĕнпе тавăрăпăр-ха эпир ку парăма?

Спектакле

Ольга АВСТРИЙСКАЯ курнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.