Комментировать

13 Мар, 2026

Хыпар 16 (28431) № 13.03.2026

Транспорт тата çул-йĕр: тумхахсенчен пуçласа ретропуйăс таран

Пирĕн тĕпелте — республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров. Вăл хăй ертсе пыракан отраслĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Километрсем хушăнсах пыраççĕ

— 2025 çулта республикăра юсанă çулсен тăршшĕ — 570 километр, — терĕ Максим Михайлович. — Танлаштарма: 2024 çулта ку кăтарту 507 километр шайĕнче пулнăччĕ. Пĕлтĕр ялсенче çĕнĕ 17 километр çул тунă. Çавăн пекех республика çулĕсен 15 километр тăршшĕ сыпăкĕсене тĕттĕм вăхăтра çутатса тăмалла тунă. Пысăк объектсен шутĕнче — Шупашкарти Сĕнтĕрвăрри çулне реконструкцилени, Гагарин кĕперне юсав хыççăн уçни, Калинин кĕперĕ çинчи ĕçсене пуçлани, йĕлтĕр-роллер трасси патне каякан çул, Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнчи çула йĕркене кĕртни...

Республика çулĕсене илес тĕк — вĕсен 120 километрне юсанă, ку умĕнхи çулталăкринчен виçĕ хут нумайрах — рекорд шайĕнче. Çав шутра Республика кунĕ тĕлне Етĕрне хули патне пыракан çулсене юсанă, Елчĕк таврашĕнчи çулсен 10 километрне, Калининăпа Çĕмĕрле хушшинчи çулăн юхăнса кайнă сыпăкне йĕркене кĕртнĕ. Красноармейски округĕнчи Шетмĕ шывĕ урлă хывнă кĕпере çĕнетнĕ. Тата чылай объекта асăнма пулать.

Кăçалхи плансене илес тĕк — юсанă çулсен тăршшĕне 600 километра çитерес кăмăл пысăк. Шупашкарта Калинин кĕперне уçасса шанатпăр, Сĕнтĕрвăрри çулĕн реконструкцине малалла тăсăпăр. Республикăн М-12 магистрале тунă чухне арканнă çулĕсене юсас енĕпе ĕç калăпăшĕ пысăк. Мускав çакăн валли 2,6 миллиард тенкĕ уйăрнă, 11 сыпăка çĕнетмелле. Икĕ çуллăх ĕç, анчах эпир пĕтĕм ĕçе кăçалах пурнăçласшăн. Подрядчиксем паллă: шанчăклăскерсем — яваплăха туяççĕ. Ĕçсене Пăрачкав, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Канаш, Тăвай округĕсенче пурнăçламалла.

«Питрĕк» микрорайонсене уçмалла

— Тĕп хулари Çĕнĕ хулара пурăнакансем унтан тухмалли тепĕр çул кирли пирки калаççĕ... Университет микрорайонĕнчен тухасси те чăрмавлă.

— Çĕнĕ хула тĕслĕхĕнче сăмах Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерĕ çинчен пымалла. Шупашкар агломерацийĕн аталанăвĕн программипе килĕшӳллĕн çав çула проектлас ĕçе пуçарнă. Хальлĕхе Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара пĕртен-пĕр çул çыхăнтарать те — вăл транспорт юхăмне тӳсеймест. Паян проектлас ĕçсем пыраççĕ, дублер Сĕнтĕрвăрри çулĕ çине лекекен тиеве чакармалла, унта икĕ ункă тăвăпăр — Çĕнĕ хуларан тӳрех Трактор тăвакансен проспектне тухма май пулĕ. Проект тăвассине кăçалхи виççĕмĕш кварталта вĕçлесшĕн, унтан вара укçа уйăрас ыйтусене татса памалла та ĕçсене пуçăнма та юрать.

«Университет» микрорайонтан тухмалли çула илес тĕк — Етĕрнене каякан шоссене республика балансне куçарни лава вырăнтан тапратма пулăшмалла. Асăннă микрорайонтан çав шоссе çине тухмалли çул тумашкăн «Тус» компание техусловисем панă, эпир ĕçе пуçăнмашкăн ирĕк пама та хатĕр.

— Граждансем общество транспорчĕпе çӳремелли пĕрлехи билетсем пулмалли ыйтăва та час-часах çĕклеççĕ.

— Ас тăватăр-и, унччен троллейбуспа çул çӳремелли уйăхлăх билетсем Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта уйрăмччĕ. Ку енĕпе ĕçлерĕмĕр — пĕрлехи билетсем туса хутăмăр. Çывăх вăхăтра çак йĕркене автобуссенче те ĕçе кĕртесшĕн. Малтанлăха — Чăваш транспорт управленийĕн автобусĕсенче, каярахпа ытти перевозчик транспортĕнче те унпа усă курма пуçласшăн.

— Çĕнĕ Шупашкар тенĕрен, унтан Шупашкара килесси çав-çавах чăрмавлă текенсем пур.

— Çапах унчченхинчен чылай ансатраххине те йышăнмалла. Çынсем черет тăратчĕç, нушаланатчĕç вĕт. Çак лару-тăрупа çураçма юраманнине ăнланнă май унта ĕçленĕ 7 перевозчика пысăкрах, хăватлăрах транспортпа усă курма сĕнтĕмĕр. Пире, шел те, пурте илтмерĕç. Çавăнпа троллейбус маршручĕсем уçма йышăнтăмăр. Халĕ виçĕ маршрут ĕнтĕ, пĕлтĕр вĕсемпе усă курнă пассажирсен шучĕ 7,5 миллионпа танлашнă. Пăнчă лартман-ха, машинăсен шутне ӳстерме палăртатпăр.

Общество транспорчĕ енĕпе тăвакан ĕç пысăк. Çул çӳресси хăтлăрах пултăр тесе Алькешрен Шупашкара килекен çĕнĕ маршрут, 200-мĕш номерлине, уçатпăр. Логистика меллĕ пулĕ. Алькешрен Айзман урамне çити килме пулать, унта виçĕ троллейбус маршручĕпе çыхăнать — пассажирсем чăрмавсăр куçса ларма пултараççĕ. Çав шутра — Çĕнĕ Шупашкара каякансем те. Меллĕ кăна мар, çул çӳрев хакĕ тĕлĕшпе те перекетлĕ пулĕ.

Çакна та калам: 2030 çулччен тата 133 троллейбус туянма палăртатпăр. Иртнĕ пилĕк çулта çак транспорт паркĕ çĕнĕ 221 троллейбуспа пуянланнăччĕ. Троллейбус управленийĕнче вăй хуракан «шур сухалсем» те савăннине-тĕлĕннине пытармаççĕ: 1964 çултанпа ĕçлекен предприяти кĕске вăхăтра çакăн чухлĕ çĕнĕ техника илни нихăçан та пулман. Кăçалах çĕнĕ 10 троллейбус килмелле.

Автобуссем тĕлĕшпе федерацин çĕнĕ «Общество транспортне аталантарасси» проекчĕ, «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçлаканскер, старт илни пулăшать. Раççейĕн кашни субъектне укçапа тĕревлеççĕ. Чăваш Ен те 1,7 миллиард тенкĕ илет — виçĕ çулта 123 автобус туянатпăр. Плансем сумлă, вĕсене укçапа никĕсленĕ ĕнтĕ. Кăçалхи иккĕмĕш квартал пуçламăшĕнче çĕнĕ автобуссем туянма пуçлатпăр.

Округсем тĕлĕшпе тимлĕх пулĕ

— Канашпа Йĕпреç хушшинчи трасса питĕ япăх. Ăна кăçал юсама палăртнă-и?

— Ку — шăпах М-12 автомагистраль строительстви вăхăтĕнче арканнă çулсенчен пĕри. Магистраль республика варрипе, Йĕпреç округĕ урлă, иртет. Канаш чукун çул узелĕ пулнă май М-12 валли кирлĕ материалсене унтан шăпах асăннă çулпа турттарнă, вăл çавăнпа вăйлă сиенленнĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлакан подрядчика палăртнă ĕнтĕ, çанталăк ăшăтсанах ĕçе пуçăнĕ.

— Вăрмар енче транспорт йывăрăшĕпе габаритне тĕрĕслекен пункт кирлине палăртаççĕ, унашкалли пулĕ-и?

— Çынсене ăнланма пулать: унти çулсене йĕркене кĕртрĕмĕр — халĕ ытлашши йывăр транспорт кĕрсе вĕсене сиенленине курсан, паллах, чун ыратать. Республикăра хальлĕхе çавнашкал 5 стационар посчĕ ĕçлет. Тата иккĕ тума палăртнă. Вăрмар патĕнче те пулмалла — вырăнне кăна татăклăн палăртмалла.

— Елчĕк округĕнчи Аслă Таяпа тата Чăваш Тăрăмĕ ялĕсен хушшинчи çул япăхса кайнă — юсама палăртатăр-и?

— Кăрлачра округ пуçлăхĕпе курнăçрăмăр, çак ыйтăва сӳтсе яврăмăр. Çывăх виçĕ çулти ĕçсен шутĕнче вăл та пур, юсав вăхăтне «сулахаялла» куçарма тăрăшăпăр.

— «Красноармейски — Çĕрпӳ» çул пирки те çавнах каламалла…

— Ку çул «ывăнса» çитнине те пĕлетпĕр. Шăтăк-путăка саплăпăр, пĕрлех юсав ĕçĕсене проектлассине пуçаратпăр. Юсава çулталăк вĕçĕнче е çитес çул пуçламăшĕнче пурнăçлăпăр. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ентешсем валли çăмăл машина та туяннă

Ырă ĕçсен фончĕ тата волонтерĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене чăнласах пулăшнине хам курса ĕнентĕм. Пысăк чунлă çак çынсем пирĕн хушăрах ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсен шутĕнче сăпайлă хĕрарăм, манăн пĕлĕшĕм Ирина Николаева та пур.

Эпĕ ăна чылай çул пĕлетĕп. Анчах вăл волонтерсене пĕр ушкăна чăмăртама пултарасси, асăннă фонда хăех ертсе пырасси пирки шухăшлама та пултарайман. Тĕл пулмассерен е телефонпа калаçмассерен Ирина яланах: «Каçарсам, паян вăхăт çукрах, гуманитари пулăшăвĕ тиесе ямалла», — тетчĕ. Пытармастăп, «мĕнле çивĕчскер, таçта та ĕлкĕрет, пурне те усă кӳме тăрăшать» текен шухăш мĕлтлететчĕ ун чухне пуçăмра. Темиçе çул каялла Украинăран тарса килнисене тĕрлĕ енлĕ пулăшаттăмăр. Хăш-пĕр суту-илӳ çуртĕнче ятарлă кĕтессем йĕркеленĕччĕ. Унта хула çыннисем, вĕсен шутĕнче эпĕ те, çи-пуç, апат-çимĕç кайса паратчĕç. Халĕ вара ентешсем СВОри салтаксем валли пуçтараççĕ. Йывăрлăхра пĕр-пĕрне алă тăсса парасси вăл — чăваш халăх юнĕнче. Ирина волонтер ĕçне кӳлĕннине, тус-юлташне унта явăçтарнине эпĕ пĕлмен те. Ку вăрттăнлăх каярах уçăлчĕ. Çак кунсенче унăн ĕç офисĕнче пулма тӳр килчĕ. Пӳлĕмрен тухнă май стена çинчи тĕрлĕ Хисеп хутне асăрхарăм. Унсăр пуçне Тав хучĕ те чылайччĕ унта. Нумайăшĕ фондăн ĕçĕхĕлĕпе çыхăннăскерсем. Тĕрлĕ чаçри салтаксем час-часах пулăшнăшăн вĕсене тав тăваççĕ. Телеграм-каналри çак фондăн страницинче хыпарсене вулама, тĕрлĕ ролике пăхма май пулчĕ. Пысăк йышпа пухнă гуманитари пулăшăвĕ салтаксем патне чăнласах çитнине ĕнентĕм, волонтерсен хăюлăхĕнчен тĕлĕнтĕм, çав вăхăтрах савăнтăм та. Фонд ертӳçи Ирина Александровна 2022 çултанпа çар çыннисем патне гуманитари пулăшăвне 15 хутчен илсе çитернĕ. Çулĕ çывăх мар, апла пулин те харсăр волонтерсем хăйсен тĕллевне пурнăçланă. Вĕсене салтаксем фронт çывăхĕнчи хуласенче кĕтсе илнĕ. Каç тĕттĕмлĕхĕпе усă курса михĕсемпе курупкасене, çыхăсене хăйсен машинисем çине васкаса куçарнă, кĕтнĕ пулăшушăн тав тунă. Ентешсемпе тĕл пулни çар çыннисене хавхалантарнă, вăй хушнă. Паллах, фонд ертӳçин кăмăлĕ пушшех çĕкленнĕ, мĕншĕн тесен гуманитари пулăшăвне тĕрĕс-тĕкел илсе çитернĕ-çке. Çитменнине, инçе çула тухма мăшăрĕ те хирĕç пулман. Ирина Николаева волонтерсем ырми-канми ĕçлени çинчен хавхаланса каларĕ. «Вĕсем пурте тӳлевсĕр вăй хураççĕ. Йыш ӳссе пыни савăнтарать мана», — терĕ вăл. Ăна хăйне те, ытти волонтера та сăваплă çак ĕçе тума хистемен, ӳкĕтлемен. Чĕре хушнипе, чун туртнипе тăрăшаççĕ вĕсем. Çавăнпах ĕнтĕ мухтава тивĕçлĕ те. Чăваш Енре ырă та уçă кăмăллă çын нумай. Инкек-синкекре пĕр-пĕриншĕн кар тăраççĕ вĕсем. Волонтерсем Шупашкар хулинчи 9-мĕш Пилĕк çуллăх проспектĕнчи 2-мĕш «а» çуртăн путвалĕнче курупкасемпе михĕсене япаласемпе тултарнисĕр пуçне хăйсем те маскировка тетелĕ çыхаççĕ, ентешсене валли мĕн кирлине çĕлеççĕ. «Фронтри салтаксене пулăшасси — пирĕн тивĕç», — теççĕ вĕсем. Туслă йыш хăйсен укçи-тенкипе çар çыннисем валли çăмăл машина туяннă. Вĕр çĕнĕ мар пулин те лайăх чупаканскерех. Ытти хулапа район волонтерĕсем те айккинче юлмаççĕ. Тĕслĕхрен, Патăрьел округĕнчи Нăрваш Шăхаль çыннисем ку хутĕнче фонда 24 маскировка тетелĕ, «Моргаушцы — за Победу» волонтерĕсем тепловизортан хӳтĕлекен 15 пысăк çи витти илсе килнĕ. Маскировка тетелĕ хатĕрлес тĕлĕшпе Вăрмар округĕнчи Чупай шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата Энĕшпуçри хĕрарăмсем ырми-канми вăй хураççĕ. Яшка валли пахча çимĕç типĕтекенсем те пур. Комсомольски округĕнчи Хирти Ĕнел ялĕнчи Галинăпа Владимир Нестеровсем ку енĕпе чăннипех маттур. Телеграм-каналри фондăн страницинчи хăш-пĕр информаципе паллаштарас килет: гуманитари пулăшăвĕ пухма «Университет» микрорайонта тата тĕп хулан ытти районĕнче пурăнакансем те хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Евгенипе Василий пĕчĕк кăмакасем ăсталанă. Юрий çемйи пит шăллисем, атă-пушмак ăшне хумалли стелькăсем туянса панă, Елена Алексеевна нускисем çыхса хатĕрленĕ. Анатолипе Галина маскировка тетелĕ валли хăю касмашкăн тăтăшах пулăшаççĕ. Маргарита госпитальти салтаксем валли 5 плед илсе килнĕ. Чăваш Енри Аслă Суд ĕçченĕсем фонда укçа-тенкĕпе пĕрре мар пулăшнă, Юрий Афросин çемйи тата Валентина тухтăрпа Надежда журналист та ку енĕпе хастарлăх кăтартнă. Кавказовсен çемйи ку хутĕнче 150 порци апат /лайăх упракан хатĕрпе/, Марина тухтăр 2 банка пыл ярса панă тата ыт.те. Тĕп хулари «Санар» фирма лавккинче салтак карçинккисем вырнаçтарнă. Тавар туянакансем, уçă чунлисем, çакна курмăш пулса иртсе каймаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ асăннă лавкка апат-çимĕçпе тултарнă курупкасене фонда тăтăшах илсе пырать. Хастар ентешсем Ырă ĕçсен фончĕн ятарлă счечĕ çине çак кунсенче куçарнă укçапа волонтерсем генератор, бензинпа ĕçлекен 2 пăчкă, сварка аппарачĕ туяннă. Иртнĕ эрнере, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, фонд черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ирина Николаева волонтерсене, салтаксене пулăшу кӳрекен мĕн пур ентеше тав сăмахĕ калать. <...>

Маргарита ЗАГОРУЙКО, РФ Журналистсен союзĕн пайташĕ.

♦   ♦   ♦


Голливуда та çыру янă

Чăвашкиновĕн сумлă юбилейĕ умĕн тумалли ĕçсем пирки Чăваш Ен кинематографисчĕсен союзĕн çумпредседателĕпе Илтимĕр Ефремовпа калаçатпăр.

— Сăмаха аякран пуçлам-ха. Чăвашкиновĕн пирвайхи актрисин хĕрӳллĕ те çулăмлă ят пулнă — Тани Юн. Чуна пăтратакан хĕрлĕ юн пекех. Санăн вара — Илтимĕр... Питĕ кăсăклă ят. Ку таранччен чăваш литературинче те, çырулăхĕнче те, ял-хулинче те ку ята илтменччĕ.

— Паспорт тăрăх Алексей Николаевич Ефремов эпĕ. Ачалăхăм Митта Ваçлейĕн тăван çĕрĕнче — Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче — иртнĕ. Çавăнпа та чăвашлăх питĕ хаклă маншăн. 2006 çулта Атăлçи Патшалăхĕн иккĕмĕш тĕп хулинче — Пӳлерте — чăн чăваш ятне çăкăр çыртсах йышăнтăм.

— Эппин, малалла кайрăмăр. Чăвашкино ăстисем 100 çулхи юбилей умĕн мĕнлерех тĕллевсем лартаççĕ?

— Чи малтанах çынсене Атăл тăрăхĕнчи халăхсенчен чи малтан чăваш хăйĕн чĕлхипе кино ӳкерме тытăнни çинчен хитрен каласа памалла. Ку енĕпе пире «Хыпар» Издательство çурчĕ пулăшма пуçларĕ те ĕнтĕ, тавах. Малалла полиграфи продукцийĕ пирки шухăшлатпăр: календарь, справочник йĕркелесси, постер проектне хатĕрлесси. Пирĕн шухăшпа, чăвашкиновĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне тухакан материала тăван чĕлхепе йĕркелемелле. Унта эпир чăваш киноиндустрийĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсене кăтартасшăн, хамăрăн киноӳнерĕн паллă çыннисен кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарасшăн. Пичет продукцийĕн тĕп шăнăрĕ 1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче куракан патне çитнĕ «Атăлçи пăлхавçисем» /«Волжские бунтари»/ кинокартина тавра пулать. Эпир Раççей кинематографĕн историне хамăрăннинчен чылай лайăхрах пĕлетпĕр. «Атăлçи пăлхавçисем» кинокартинăна куракан патне çитернĕ пултарулăх ушкăнĕ çинчен паян кам пĕлет? Никамах та… Пирĕн тĕллев — киноӳнерте палăрнă чăвашсен çулйĕрне тата историллĕ пулăмсене уçса парасси.

— Питĕ лайăх шухăш. 2026 çулта чăвашкиновĕпе çыхăннă тата мĕнле пулăмсене асăнма пултаратăр?

— Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – Çеçпĕл Мишши поэт çинчен ӳкернĕ тулли форматлă «Çеçпĕл» кинофильм 55 çул тултарчĕ. 1971 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче çак фильмăн премьери иртнĕ. Ăна Владимир Савельев режиссер Юрий Збанацкий сценарийĕпе Украинăра, А.П.Довженко ячĕллĕ киностудире ӳкернĕ. 1903 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче чăвашсен пирвайхи киноактриси Тани Юн /Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская/ çурални çинчен «Хыпар» çырнăччĕ. 1901 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, театр тата кино артисчĕ Николай Мордвинов çут тĕнчене килнĕ. 2014 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче республикăри кино ӳкерме юратакансен пухăвĕнче Чăваш Енре чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхне туса хурасси çинчен йышăну тунă. 2026 çулхи акан 30-мĕшĕнче Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, театр тата кино режиссерĕ Георгий Парне /Васильев/ çуралнăранпа 125 çул çитет. 100 çул каялла Шупашкарта пĕрремĕш хут «Атăлçи пăлхавçисене» — /«Волжские булгары»/ чăваш режиссерĕ ӳкернĕ, чăваш артисчĕсем вылянă фильма — кăтартнă. Асăрхăр: прокатра кинокартинăн чăвашла-вырăсла ячĕсем урăхларах — «Атăлçи пăлхавçисем» /«Волжские бунтари»/. Фильмра 1906 çулта пулса иртнĕ чăвашсен пăлхавне кăтартнă.

— Архивра çак картина копийĕ сыхланса юлнă-ши?

— Шел те, Раççейре çук. Картина копийĕсене 1937 çулхи ахăр саманара И.Максимов-Кошкинскипе Тани Юна айăпсăрах айăпласан çунтарса янă. Картинăна Германире, АПШра, Турцире кăтартнăран эпир ылтăн çак пурлăха асăннă çĕршывсенче шыратпăр. «Атăлçи пăлхавçисем» кинофильма тупма пулăшмашкăн ыйтса Голливуда та çыру çырса ятăмăр. Фильм 9 пайран тăнине, кинолентăн пĕтĕмĕшле вăрăмăшĕ – 2154 метр пулнине, фильм монтажне Чăвашкино, Ленинградкино тунине пĕлетпĕр.

— Пултарулăх ушкăнĕпе артистсен ячĕсем упранса юлнă ахăртнех?

— Сценари авторĕсем — И.Максимов-Кошкинский, П.ПетровБытов, режиссерĕ – П.ПетровБытов, операторĕ – С.Лебедев, режиссер ассистенчĕ – В.Яковлев, оператор ассистенчĕ – М.Гальпер, режиссер пулăшуçисем – Г.Елизаров, К.Егоров. Рольсенче: Хури, ял учителĕ — С.Галич, П.Кириллов – Архай, Архай арăмĕ – М.Доброва, Яснинский, исправник – И.Таланов, старшина – И.Слободской, Элимэ – Т.Голевская.

— Вулакансене картинăри ĕç-пуçпа та паллаштарар-ха эппин.

— Фильм 1905-1907 çулсенчи революци тапхăрне сăнлать. Чăваш халăхĕ ялти интеллигенци пулăшнипе тĕттĕм шăтăкран тухма тăрăшать, патша саманинчи танмарлăха пĕтересшĕн. Чăвашăн çĕрĕ çав тери сахал. Çĕр пайĕсене арçын ача çуралсан çеç параççĕ. Çырма-çатраллă, тулăхсăр çĕр çинче чăваш аран-аран, чунне усрамалăх тырă çитĕнтерет. Çак йывăрлăхсене пула чăваш çемйисем Раççейĕн тухăç енчи çĕрĕсене туха-туха каяççĕ. 1905 çулхи революци çулăмĕ хĕсĕрленĕ халăха та ирĕклĕх çулĕ çине тăма хистет, хавхалантарать. Хури пек пĕлӳ илнĕ учительсем, ăслайсем революциллĕ юхăм пуçне тăраççĕ. Хĕрӳ чĕреллĕ чăваш вĕрентекенне полици арестлет те Шупашкарти тĕрмене хупать. Çакă нушапа пурăнакан хресченсене çав тери тарăхтарса ярать. Вĕсем пăлхав çĕклеççĕ те Хурине жандармери аллинчен хăтараççĕ-хăтараççех. Пăлхав вăй илсе, сарăлсах пырать. Хусан вице-кĕпĕрнаттăрĕ Кобеко ертсе пыракан патша çарĕ пăлхавçăсене хăйсен юнĕ айнех путарать, пăлхав ертӳçисене арестлет. Хури Хусан тĕрминчен тарма май тупать те кĕрешĕве малалла тăсать. Эсерсен витĕмĕпе вăл Кобеко вице-кĕпĕрнаттăр еннелле бомба ывăтать, анчах ăнăçсăр. Ку хутĕнче ăна – Хурине ĕнтĕ – большевик-революционер ют çĕршыва тарма пулăшать. Тепĕр икĕ çултан Хури Раççее таврăнать, революци ĕçне малалла тăсать. Ăна татах арестлеççĕ, суд хыççăн каторгăна ăсатаççĕ. 1917 çулхи Октябрьти революци тивлечĕпе Хури ирĕке тухать те çамрăк Совет республикишĕн кĕрешме пуçлать. 1918 çулта шурă чехословаксен корпусĕ Хусана тапăннă вăхăтра Хури тăшман пульинчен вилет. <...>

Анатолий АБРАМОВ çырса илнĕ.

♦   ♦   


Асăмрах çунатлă çамрăклăх

Ватлăх енне сулăннă май темшĕн-çке этем ачалăх авăрне путать. Пĕр шухăшсăр хаваслă вăхăт час-часах аса килет.

Тунсăхлама вăхăт çукчĕ

Эпĕ Муркаш районне кĕрекен Мăн Сĕнтĕр салинче пĕр урамлă «симĕс» ялта — Матикассинче — çуралса ӳснĕ. Куç умне паянхи мар, ача чухнехи вырăнсем тухса тăраççĕ. Ял айлăмра вырнаçнăран çу кунĕсенче пысăках мар юхан шыв, çырма-çатра çийĕн тĕтре карăнатчĕ, çӳлтен çӳле хăпаратчĕ. Кăнтăр кунĕнче вара пĕвере хур-кăвакал чăмпăлтататчĕ. Эпир йăмрасен хушшинче пулă тытаттăмăр. Пирĕн умра вара — тарăн çырма. Вăл малалла аталанса, сарăлса ан кайтăр тесе атте йывăçсем лартнăччĕ. Кунта пирĕн юратнă вырăн пулнă. Мĕнле кăна выляман пулĕ?! Çырма тĕпĕнче суту-илӳ тăвас, кил-çуртла выляс енĕпе кĕшĕлтетнĕ. Тип çырма сăртсем тăрăх çĕкленсе пынă. Кăнтăр енче чул кăларнă. Унпа çул тунă çĕрте, кил хуçалăхĕнче усă курнă. Хĕвел тухăç енче çеремлĕ пулнăран выльăх-чĕрлĕхе çӳретнĕ. Мăнкун çитсен, юр ирĕлме пуçласан сурăхсемпе унта васканă. Чупнă, вылянă, ăшă кунсем çывхарнишĕн савăннă. Хĕл кунĕсенче вара çӳллĕ тăвайккинчен çунашкапа çил пек вĕçтерсе анни халĕ те хăлхара. Хăрама та, шăнма та пĕлмен. Ун чухне юр самай хĕветчĕ çав, кăçалхи пекех. Шкула каймашкăн хапха урлă каçма та тивнĕ. Ачалăха аса илнĕ май çакăн пек ӳкерчĕксем тухса тăчĕç. Каярахпа, ӳсерехпе, ĕçе те хăнăхтарнă. Асанне йăмăкпа иксĕмĕре /шăллăмсем пĕчĕкрех пулнă/ йăрансем валеçсе паратчĕ. Вĕсене çум курăкран тасатмасăр выляма яман. «Паян пулаймарĕ, ыран каятăрах», — тетчĕ вăл. Пире ĕçе вĕçне çитерме, тĕплĕн пурнăçлама хăнăхтарнă. Савăнтарма та пĕлетчĕ çывăх çыннăмăр. Шупашкара та илсе каятчĕ. Тутлă çимĕçпе хăналатчĕ, хавхалану кӳретчĕ. Тепĕр аса илӳ те куç умĕнчех: асанне пирĕн валли чăваш кĕпи, саппунĕ çĕлесе илемлетсе панăччĕ. Пылак шыв кĕленчисен хупăлчисене мăлатукпа лапчăтса, шăтарса тенкĕсем ăсталаса савăнтарнăччĕ. Пуçа çыхма тутăр тĕрленĕччĕ. Çак ĕçе тума хамăра та явăçтаратчĕ. Вăл вăхăтра туйсене чăвашла ирттернĕрен эпир курма çӳреттĕмĕр. Юррисене те ас туса юлнă. Ампар хыçĕнче шилĕк йĕркелесе хамăр та туйла вылянă. Пĕр сăмахпа каласан, тунсăхлама вăхăт пулман. Çитĕннĕ май колхоз ĕçне хутшăннă, юнашар яла пахча çимĕç шăварма çӳренĕ, аннене пулăшнă. Атте кĕнеке вулама юратнăран çак туртăм пире те куçнă. Библиотекăран, клубран тухма пĕлмен. Инди фильмĕсене курма аттепе пĕрле çӳренĕ, мĕншĕн тесен унта аслисемсĕр кĕртместчĕç. Мĕн курнине вара хамăр витĕр кăларса тишкерме хăнăхса пынă. Çавăнпах пулĕ паянхи кун та маншăн ют хуйхă çук. Чăваш радио та маншăн ачаранах юлташ пулса тăнă. Ача-пăча кăларăмĕсене, спектакльсене, концертсене тимлĕ итленĕ, пĕрле юрланă та. Вăл вăхăтра чунне парса тăрăшакан Петр Андреев тĕрлĕ тăрăха тухса çӳресе хатĕрлекен «Тăван сăмах, тăван юрăсем» кăларăмсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Иван Ахратăн музыка новеллисем пирки те çавнах каламалла. «Кашнин хăйĕн çулĕ, хăйĕн шăпи», — теççĕ халăхра. Кĕнеке тĕнчине çунатланса кĕрес шухăшпа пурăнаканскере пурнăç урăх еннелле çавăрса ячĕ теме пулать. Мари Республикинчен вунă çухрăм ытла кунсерен пирĕн вулавăша васкакан Зоя аппа пек библиотекарь пулма ĕмĕтленнĕ çав. Анчах вуннăмĕш класра пĕрле вĕреннĕ тантăшăм сĕннипе Чăваш патшалăх университетне Уçă алăксен кунне вĕçтертĕмĕр. Аслă шкулпа паллашнă май курс ĕçĕсене хӳтĕлекен аудиторие илсе кĕчĕç. Çакă пирĕншĕн хумхануллă самант пулчĕ. Эпир шăпах Юлия Силэм /ăна каярах пĕлтĕм/ хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă вăхăтра пултăмăр. Киле таврăнсан, экзаменсене ăнăçлă тытсан юлташăм сĕннипе историпе филологи факультетне вĕренме кĕрес терĕм. Экзаменсене чиперех патăм. Çитменнине, «Пионер сасси» хаçат йĕркеленĕ конкурс çĕнтерӳçисен йышне те кĕнĕччĕ. Çапла вара студент пулса тăтăм. Çĕнĕ пурнăç, çĕнĕ туссем… Пĕтĕмпех хальччен пĕлменни. Вĕренӳсĕр пуçне тĕл пулусем, уявсем… Часах пирĕн хĕрсенчен «Мерчен» ушкăн йĕркеленчĕ. Тамара Муцырева ертсе пынипе майĕпен халăх умне те тухма пуçларăмăр. Университетра кăна мар, республика шайĕнчи концертсене те хутшăнаттăмăр. Чăваш композиторĕсен юррисене шăрантарнă май юбилейсене те чĕнетчĕç пире. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче час-часах çул çӳреве тухаттăмăр, районсене çитеттĕмĕр. Çу кунĕсенче студентсен строительство отрядĕнче тăрăшнă, ача-пăча лагерĕнче ĕçленĕ, редакцире практикăра пулнă тата ыт.те. Ĕçлĕ, хĕрӳ те савăнăçлă вăхăт питĕ хăвăрт иртнĕн туйăнатчĕ. Телейлĕ çамрăклăха тăсас та тăсас килетчĕ. Умра вара яваплă тапхăр пуçланчĕ — алла диплом илнĕ май хамăн тивĕçе пурнăçласси. Ку вăхăталла эпĕ çемье çавăрнăччĕ ĕнтĕ. Мăшăр каçхи уйрăмра вĕреннĕрен мана ирĕклĕ диплом пачĕç: хама килĕшекен, чун выртакан ĕç тупмалла. Шăпа каллех аллине тăсрĕ, мана малалла утма пулăшрĕ. Çул кăтартаканĕ университетра ют чĕлхе вĕрентекенĕ Иван Серов пулчĕ. Чăваш радиора ĕçлекен юлташĕ ăна ял хуçалăх редакцине çын кирлине пĕлтернĕ. Иван Степанов хăй çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсене хатĕрленĕ. Мана Радиопа телекурав комитечĕн председателĕ Павел Крысин йышăнчĕ. Малтанах районсене тухса материалсем хатĕрлеме шанчĕ. 1978 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара эпĕ ĕçе вырнаçрăм. Чăваш радиора маларах темиçе хутчен те пулма тӳр килнĕччĕ. Пĕррехинче хамăр курс ачи Арсений Тарасов /вăл ун чухне Чăваш радиора практикăраччĕ/ çапла хыпарларĕ: «Атьăр-ха, эсир юрлакан юрăсене «Ăраскал» кăларăм валли çыратпăр, килĕшетĕр-и?» Ушкăнпа канашланă хыççăн хирĕçлемерĕмĕр. Пирĕн репертуарти юрăсем эфира тухни хавхалантармасть-и вара? Юрă-кĕвĕ çыракан студирен тухсан сасă режиссерĕ Агния Мадянова пире кашнинех кăларăмсем хатĕрлекен студие пĕрерĕн-пĕрерĕн йыхравларĕ. Пирĕн сасăсене тĕрĕслесе пăхма шухăшларĕ. Мана вăл çапла каларĕ: «Санăн сассу ача-пăча кăларăмĕсене ертсе пыма юрăхлă». Ĕçлеме пуçласан, артистсем килеймен вăхăтра, «Хатĕр пул!» радиожурнала мана шанса паратчĕç. Шăпа аллине тăсрĕ Ял хуçалăх редакцине эпĕ Леонид Маяксем вырăнне вырнаçрăм. Вăл литература ĕçне куçма тĕв тунă-мĕн. Мана ĕçлеме питĕ килĕшетчĕ. «Пучах» программа 45 минута тăсăлатчĕ. Унта вырăнти хыпарсемпе корреспонденци, репортаж, фельетон, литература страници, шӳт-кулă та вырнаçатчĕ. Çитменлĕхсемпе паллаштараканни пирĕн хисеплĕ Кĕлпук мучи /РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Ефим Никитин/ пулнă. Хаяр пуçлăхсемпе критикăна тӳсме пултарайманнисемшĕн «Йĕплĕ сăмах» чăн-чăн инкек шутланнă. Çавăн йышшисенчен пĕрре кăна мар хур курма тивнĕ юратнă артистăн. Пĕрле ĕçлекенсем — редакци пуçлăхĕ Илья Степановпа Николай Самсонов корреспондент — пурнăç тути-масине самай астивнĕ çынсемччĕ. Иккĕшĕ те — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем. Вĕсем пулăшнипе çĕнĕ ĕçе хăнăхса пытăм та. Ĕçрен кăштах пушансан арçынсем алла шашка-шахмат тытатчĕç. Мана вара Илья Александрович вăхăта ахаль ирттересрен мĕн те пулин çырма сĕнетчĕ. Каярахпа, ертӳçĕсем улшăнсан, пĕр кăларăмран иккĕ пулса тăчĕ: «Пучах» тата «Пирĕн яла пырса кĕрсен». Иккĕмĕшне мана шанса пачĕç. Радиотелепрограмма кăларакан редактор ĕçне сĕнни маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Производство ыйтăвĕ тĕп вырăнтине асра тытса килĕшмех тиврĕ. Программа кăларнисĕр пуçне «Ĕç хĕрарăмĕ» радиожурнал хатĕрлесе тăтăм. Пĕр-икĕ çул иртсен Чăваш радио ертӳçи Николай Дубинин хăй патне чĕнсе илчĕ те ача-пăча кăларăмĕсене йĕркелесе ертсе пырассине алла илме сĕнчĕ. «Эсĕ — вĕрентекен. Саншăн ачасен тĕнчи çывăхрах. Валентина Элпи пекех мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлĕн», — терĕ. Валентина Андреевна ачасем валли кăларăм йĕркелесе яраканни пулнă. Ун чухне вăл çыравçă ĕçĕпе пурăнатчĕ. Асăннă тапхăрта редакци ертӳçисем пĕрин хыççăн тепри улшăнса тăратчĕç. Эпĕ радиона вырнаçсанах ача-пăча кăларăмĕсене Юрий Ванюков йĕркелесе пыратчĕ, унтан вăл Анатолий Хум вырăнне «Ăраскал» хатĕрлеме тытăнчĕ. Леонид Ильин, Татьяна Ильина, Михаил Желтов, Юрий Никифоров та ачасемпе ĕçлесе курчĕç. Хăйсен вырăнне каярахпа урăх çĕртре шыраса тупрĕç. Михаил Желтов ача-пăча кăларăмĕсене хатĕрленĕ вăхăтра вĕсене ертсе пыма Вячеслав Александров артистпа пĕрле Шупашкарти 6-мĕш шкулта вĕренекен Таня Александрова хутшăннă. Каярахпа эстафетăна йăмăкĕ Аня йышăнчĕ. Унпа чылай çул пĕрле ĕçлерĕмĕр. Асăннă шкулта ăс пухакан Олег Максимов та Чăваш радиона самай вăхăт çул такăрлатрĕ. Уроксем хыççăн ĕлкĕрме меллĕрех пултăр тесе 10-мĕш шкула куçнăччĕ вăл. Ишлей шкулĕн вĕренекенĕ те /шел, ятне аса илеймерĕм/ инçе çула пăхмасăр çулталăка яхăн пирĕн пата çӳрерĕ. Вĕсене пурне те чĕререн тав. Ача-пăча кăларăмĕсенчен маларах «Асанне юмахĕсем» эфира уйăхра пĕрре тухса тăнă. Ăна Валентина Минеева редакторта ĕçленĕ тапхăрта пуçарса янă. Асанне сăнарĕнче РФ тава тивĕçлĕ артистки Вера Голубева пулнă. Пĕррехинче радио ертӳçи Станислав Убасси /Александров/ мана чĕнсе илчĕ те: «Мĕнле шухăшлатăн, юмахсене эрнере ытларах кăларма çук-ши?» — терĕ. «Тăрăшсан — пулать, эпĕ хирĕç мар», — пулчĕ хурав. Çапла вара «Каçхи юмах» кăларăм эрнере 5 хутчен тухма пуçларĕ. Паллах, хĕрӳ ĕç вĕресе тăнине калама та кирлĕ мар. Фондрисемпе усă курнисĕр пуçне çĕнĕрен çырмалла пулнă. Вырăс тата ытти халăх юмахĕсене, çыравçăсен хайлавĕсене те эфира хатĕрленĕ. <...>

Галина ВАСТРЮКОВА, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.