Хресчен сасси 9 (3098) № 11.03.2026
Эпир кашни 100 га пуçне малта
Пуш уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкарта Регионсен хушшинчи «Çĕр улми — 2026» курав вун саккăрмĕш хут ĕçлерĕ.
Унта çĕршыври 18 регионти 78 компани элчи хутшăнчĕ. Форум концепцийĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕллевĕсемпе тачă çыхăннă. «МТВ-центр» суту-илӳ çурчĕ çумĕнчи лаптăкри павильонсем çĕр улми вăрлăхĕ туянакансемпе ирех тулчĕç. Ăна ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 53 тонна ытла сутнă.
— «Иккĕмĕш çăкăр» производстви — ял хуçалăх отраслĕн пĕр енĕ çеç мар, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн пин-пин çемьене ырлăх кӳрекен шанчăклă никĕсĕ те. Чăваш Ен хăйне çĕр улмипе туллин тивĕçтерет, региона кирлинчен икĕ хут ытла туса илет. Тухăç енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче малта: ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсем 2025 çулта кашни 100 га пуçне чи нумай пухса кĕртнĕ. Пирĕн тĕллев çак чикке тытса тăрасси кăна мар, ку чухнехи технологисене ĕçе кĕртсе тата пуçаруллă аграрисене пулăшса çĕр улми курттăммăн туса илекенсен хăватне хушасси те, — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аграрисен пуçарăвне регион ертӳçи тата Правительство ырланипе республикăра «иккĕмĕш çăкăр» производствине патшалăхăн 17 тĕрлĕ пулăшу тĕсĕпе тĕревлеççĕ. Субсиди çуллен пысăкланать. Ăна — 88 млн тенке — пĕлтĕр 54 ял хуçалăх организацийĕпе ХФХ илнĕ. Çĕр улмипе пахча çимĕç çитĕнтерекенсене хавхалантармашкăн республика бюджетĕнчен 2026 çулта 100 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхса хăварнă.
Пĕрремĕш кун ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, муниципалитетсен делегацийĕсем курава тăратнă продукцисен тĕслĕхĕсене пăхса çаврăнчĕç. ЧР Ял хуçалăх министерстви тата Федерацин А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми центрĕ пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшӳ çирĕплетрĕç.
— Ку — «иккĕмĕш çăкăр» производствине аталантарас ĕçре тунă пĕлтерĕшлĕ утăм. Республикăн тата çĕр улми центрĕн ăсчахĕсем сортсене тĕпчес енĕпе алла-аллăн тытăнса ĕçлĕç. Эпир федерацин Атăлçи округĕнче çак культурăна кашни 100 гектар пуçне пухса кĕртес енĕпе пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Унăн производствине ӳстерессишĕн çеç мар, çĕршыври экологи тĕлĕшĕнчен таса технологисемпе усă курса пахалăхне лайăхлатассишĕн те тăрăшатпăр, — палăртрĕ Андрей Макушев.
Çак документпа килĕшӳллĕн çĕр улмин импорт вăрлăхне хамăр çĕршывра туса илнипе улăштарассишĕн, «иккĕмĕш çăкăрăн» пысăкрах пайне Раççейре кăларнă сортсенчен туса илессишĕн, çын сывлăхне экологи тĕлĕшĕнчен хăрушлăха кĕртсе ӳкерме май паман технологисене производствăна кĕртессишĕн тăрăшмалла, çĕршывра селекцилесе кăларнă сортсен вăрлăхне Чăваш Енре туса илессине йĕркелес тĕллевпе килĕшӳсем çирĕплетме пулăшмалла. Çавăн пекех пĕр-пĕрне информаци парса тăма, методика, аналитика, экспертиза, наукăпа тĕпчев енĕпе вăя пĕрлештерме палăртрĕç.
— Эпир паян алă пуснă килĕшĕвĕн тĕллевĕ — хамăр çĕршыв селекцине тата çĕр улминчен апат-çимĕç хатĕрлемелли технологие аталантарасси. РФ Ял хуçалăх министерстви çĕршывра кăларнă сортсене Раççейре, çав шутра Чăваш Енре, малти вырăнсене кăларма ĕмĕт тытрĕ. Ăна икĕ алла тăратсах йышăнтăмăр. Республика çак ĕçе хастар хутшăнма хатĕррине кăтартса пачĕ, — терĕ центр директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Василий Бызов.
Чăваш Ен тата центр нумай çул килĕштерсе ĕçлеççĕ. Уйрăммăн илсен унпа Комсомольски округĕнчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирма тачă çыхăну тытать. Вăл центрта кăларнă «Краса Мещеры» сорта темиçе çул çитĕнтерсе сарать. Ăна кил хуçалăхĕсемпе ХФХсенче килĕштерсе йышăнаççĕ, федерацин тăватă регионĕ валли Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртнĕ.
«Раççей регионĕсенче çĕр улми туса илесси: сортсен ресурсĕсем тата çĕнĕ агробиотехнологисем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Çĕршывра «иккĕмĕш çăкăр» туса илесси тата сутасси, селекци ирттерсе çĕнĕ вăрлăх шухăшласа кăларасси, культура пуласлăхĕ, ăна сăтăрçăсенчен хӳтĕлесси, производствăна экологизацилесси çинчен сăмах пычĕ. Пухăннисене Леонид Черкесов саламларĕ, курава хутшăнакан компанисене ăнăçу сунчĕ. Андрей Макушев культура производствине тишкерчĕ, тĕллевсем лартрĕ.
Конференцие çĕршыври экспертсем, тĕпчевçĕсем, «иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерекенсене пĕрлештерекен союзсемпе ассоциацисен представителĕсем, компанисен ертӳçисемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Хула çыннисемпе хăнасене çĕр улминчен апат-çимĕç хатĕрлеме вĕрентес тĕллевпе ăсталăх класĕсемпе дегустаци йĕркелерĕç, çĕр улмине сăтăрçăсенчен хӳтĕлекен çĕнĕ препаратсем кăтартрĕç. Курав пушăн 5-мĕшĕнче хупăнчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Хĕрÿ тапхăр пырать
Ял хуçалăх техникине уй-хире кăларма хатĕрлесси трактор-машина çăвне улăштарнинчен кăна мар, пысăк мероприятисенчен тăрать.
Хатĕрленĕве темиçе тапхăра пайлатпăр. Чи малтан вăй агрегачĕсемпе трансмиссие диагностика витĕр кăлармалла. Двигателе, сцепление, гидравлика тата сивĕтӳ тытăмĕсене пушшех пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çуркунне сывлăш температури улшăннă май çупа фильтрсене улăштармалла. Çу тултармалли система айккинчен сывлăш кăларманнине, çу юхтарманнине тĕрĕслесе çирĕплететпĕр. Хальхи техникăн хавшакрах тытăмĕсенчен пĕри — гидравлика тата пневматика. Гидравлика шлангĕсем шăтман-и, хушăкĕсенчен тумламасть-и? Çу пусăмĕ вăйлă хĕснĕрен хăш-пĕр чухне пĕчĕк çурăк аслăланать те — шланг татăлать. Акма тухиччен пневматикăпа ĕçлекен сеялкăн вăйлă хăватпа бункера сывлăш парса тăракан пăрăхне лайăх пăхмалла. Акнă чухне унтан сывлăш тухса пырсан вăрлăх тăпрана пĕр пек тарăнăша варăнса юлмасть. Трактор двигателĕпе трансмисси епле ĕçленине тепĕр хут тишкермелле. Кустăрмасем механизатора итлеççĕ-и? Тен, пайĕсем çийĕннĕ? Тăпрана кăпкалатмалли тата акмалли агрегатсен дискĕ, сошникĕ, лаппи, долоти йĕркеллех-и? Диск диаметрĕ начарланса, агрегат лаппи çийĕнсе пĕтнĕ тĕк улăштаратпăр. Çĕннине лартмасан тăпран агротехнологире пăхнă тарăнăшне кăпкалатса пыраймасть тата кирлĕ тарăнăша акаймасть. Подшипниксене те пăхмалла. Вĕсене çавăрса ярсан кăшт ют сасă илтĕнчĕ тĕк — улăштаратпăр. Пысăк технологиллĕ ака комплексĕсемпе опрыскивательсене, ытти техникăна электроника хатĕрĕсем тата çĕр ĕçне тĕплĕ тумалли аппаратсем вырнаçтарнă. Хайхи машинăсен бортри компьютерĕн вăл е ку ĕçе пурнăçламалли программине вăхăтра çĕнететпĕр, вăрлăх ака комплексĕнчен епле юхса пынине, вăл миçе сантиметра варăнса юлнине, ытти параметра механизатора кăтартакан датчик мĕнле ĕçленине палăртатпăр, ака нормипе килĕшӳллĕн вăрлăх варăнтарма калибровка тăватпăр. Кăткăс юсава мĕн пур хуçалăхрах пурнăçлаймаççĕ, ăна агросервис организацийĕсемпе ятарлă предприятисем ирттерме пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, кăткăс узелсемпе агрегатсене çĕнетеççĕ. Çапах та техникăна пăхассипе çыхăннă ĕçсен (крепеж, регулировка, смазка операцийĕсем) пысăкрах пайне механизаторсем хăйсемех тăваççĕ. Вĕсен мастерскойсенче инструментоборудованипе тивĕçтернĕ вырăн пур. Çурхи ĕçсем пуçланиччен кадр ыйтăвне те татса памалла. Юсавпа акана опытлă механизаторсене явăçтарма тăрăшмалла. Вĕсене лайăх условисем (салтăнса тăхăнмалли ăшă пӳлĕм) туса памалла, укçа хушса хавхалантармалла. Уй-хире тухиччен агрегатсене юлашки хут пăхса майлаштармалли тапхăр пуçланчĕ. Çĕмĕрĕлме пултаракан пая халех улăштаратпăр, вăл акара ванассине пĕлсе ĕçе пикенместпĕр. Кивĕ детальсене çĕннипе улăштарнă, мĕн пур кăлтăка пĕтернĕ техника агротехнологипе килĕшӳллĕн тухăçлă ĕçлет, çур акине тăпрари нӳрĕк виçи пысăк чухне вĕçлеме май парать.
Сергей МАРДАРЬЕВ, Чăваш патшалăх аграри университечĕн механизаци кафедрин ертӳçи.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











