Комментировать

30 Окт, 2014

МĔНШĔН ПЫЛАК ÇИЕС КИЛЕТ?

Пĕрисем пылак çичен аса та илмеççĕ. Теприсем унсăр пурăнма пултараймаççĕ. Çав тери пылак çиес килни мĕнпе çыхăннă-ха? Диетологсем çапла ăнлантараççĕ.

Йĕркеллĕ апатланманни

Кунне 1-2 хут кăна апатланакан çынсем те пур. Çакна вĕсем вăхăт çитменнипе е çиес килменнипе ăнлантараççĕ. Ирхине апат анмасть, кун тăршшĕпе вара канфет-печени çырткаланипех çырлахаççĕ, каçхине тăраниччен çиеççĕ.

Апатсен хушши 4 сехетрен ытларах чухне юнри сахăр шайĕ хăвăрт чакать. Пуç мимине тÿрех «сос» сигнал пырать: ыйтăва хăвăртрах татса памалла. Юнри сахăр шайне хăвăрт ÿстерме вара ансат углеводсем /пылаксем/ кăна пултараççĕ.

Углевод ытлашши

Пылак çимĕçсенчи ансат углеводсем пыршăлăхра хăвăрт ирĕлеççĕ, çавна май юнри сахăр шайĕ ÿсет. Хырăм ай парĕ инсулин туса кăларма пуçлать, вăл вара глюкозăна организм клеткисем тăрăх валеçнипе пĕрлех аппетита, пылак туртăмне вăйлатать.

Çакăн пек лару-тăру сиксе ан тухтăр тесен ансат углеводсене кăткăссисемпе /улма-çырла, пахча çимĕç, хуппине тасатман кĕрпе, шултран авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр/ улăштармалла. Ку юнри глюкоза шайне кунĕпех йĕркере тытса тăма пулăшать.

Стреса пула

Кулянмалли сăлтавсем тупăнсан эпир час-часах пылак çисе лăпланма тăрăшатпăр. Ку пылак çимĕçсем савăнăç гормонĕ, хăйне евĕр антидепрессант, кăмăла çĕклекен серотонин, туса кăларма витĕм кÿнипе çыхăннă.

Сăмах май, организмра серотонин триптофанран пулать. Çавăнпа пылака триптофанпа пуян сĕлĕ пăтти улăштарма пултарать.

Микроэлемент çителĕксĕр

Пылак туртăмĕ организмра хром çитменнипе те аталанма пултарать. Çак микроэлемент углеводсен ылмашăнăвне хастар хутшăнать, клеткăсене глюкоза сăрхăнса кĕрессине лайăхлатать, клеткăсем инсулина йышăнассине вăйлатать.

Пылак туртăмне чакарма пĕр касăк пулă, чăх çăмарти, кăштах брокколи купăста çиме юрать. Вĕсенче хром нумай.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.