Хыпар 15 (28430) № 06.03.2026
«Иккĕмĕш çăкăр» калаçтарчĕ, пĕрлештерчĕ
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Регионсен хушшинчи «Çĕр улми — 2026» курав вун саккăрмĕш хут уçăлчĕ.
Унта çĕршыври 18 регионти 78 компани элчи хутшăнчĕ. Форум концепцийĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕллевĕсемпе тачă çыхăннă. «МТВ-центр» суту-илӳ çурчĕ çумĕнчи лаптăкри павильонсем çĕр улми вăрлăхĕ туянакансемпе ирех тулчĕç. Ăна ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 55 тонна турттарса килнĕ.
— «Иккĕмĕш çăкăр» производстви — ял хуçалăх отраслĕн пĕр енĕ çеç мар, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн пин-пин çемьене ырлăх кӳрекен шанчăклă никĕсĕ те. Чăваш Ен хăйне çĕр улмипе туллин тивĕçтерет, региона кирлинчен икĕ хут ытла туса илет. Тухăç енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче малта: ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсем 2025 çулта кашни 100 га пуçне чи нумай пухса кĕртнĕ. Пирĕн тĕллев — çак чикке тытса тăрасси кăна мар, ку чухнехи технологисене ĕçе кĕртсе тата пуçаруллă аграрисене пулăшса çĕр улми курттăммăн туса илекенсен хăватне хушасси те, — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аграрисен пуçарăвне регион ертӳçи тата Правительство ырланипе республикăра «иккĕмĕш çăкăр» производствине патшалăхăн 17 тĕрлĕ пулăшу тĕсĕпе тĕревлеççĕ. Субсиди çуллен пысăкланать. Ăна — 88 млн тенке — пĕлтĕр 54 ял хуçалăх организацийĕпе ХФХ илнĕ. Çĕр улмипе пахча çимĕç çитĕнтерекенсене хавхалантармашкăн республика бюджетĕнчен 2026 çулта 100 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхса хăварнă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, муниципалитетсен делегацийĕсем курава тăратнă продукцисен тĕслĕхĕсене пăхса çаврăнчĕç. ЧР Ял хуçалăх министерстви тата Федерацин А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми центрĕ пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшӳ çирĕплетрĕç. — Ку — «иккĕмĕш çăкăр» производствине аталантарас ĕçре тунă пĕлтерĕшлĕ утăм. Республикăн тата çĕр улми центрĕн ăсчахĕсем сортсене тĕпчес енĕпе алла-аллăн тытăнса ĕçлĕç. Эпир федерацин Атăлçи округĕнче çак культурăна кашни 100 гектар пуçне пухса кĕртес енĕпе пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Унăн производствине ӳстерессишĕн çеç мар, çĕршыври экологи тĕлĕшĕнчен таса технологисемпе усă курса пахалăхне лайăхлатассишĕн те тăрăшатпăр, — палăртрĕ Андрей Макушев. Çак документпа килĕшӳллĕн çĕр улмин импорт вăрлăхне хамăр çĕршывра туса илнипе улăштарассишĕн, «иккĕмĕш çăкăрăн» пысăкрах пайне Раççейре кăларнă сортсенчен туса илессишĕн, çын сывлăхне экологи тĕлĕшĕнчен хăрушлăха кĕртсе ӳкерме май паман технологисене производствăна кĕртессишĕн тăрăшмалла, çĕршывра селекцилесе кăларнă сортсен вăрлăхне Чăваш Енре туса илессине йĕркелес тĕллевпе килĕшӳсем çирĕплетме пулăшмалла. Çавăн пекех пĕр-пĕрне информаци парса тăма, методика, аналитика, экспертиза, наукăпа тĕпчев енĕпе вăя пĕрлештерме палăртрĕç. — Эпир паян алă пуснă килĕшĕвĕн тĕллевĕ — хамăр çĕршыв селекцине тата çĕр улминчен апат-çимĕç хатĕрлемелли технологие аталантарасси. РФ Ял хуçалăх министерстви çĕршывра кăларнă сортсене Раççейре, çав шутра Чăваш Енре, малти вырăнсене кăларма ĕмĕт тытрĕ. Ăна икĕ алла тăратсах йышăнтăмăр. Республика çак ĕçе хастар хутшăнма хатĕррине кăтартса пачĕ, — терĕ центр директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Василий Бызов. Чăваш Ен тата центр нумай çул килĕштерсе ĕçлеççĕ. Уйрăммăн илсен унпа Комсомольски округĕнчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирма тачă çыхăну тытать. Вăл центрта кăларнă «Краса Мещеры» сорта темиçе çул çитĕнтерсе сарать. Ăна кил хуçалăхĕсемпе ХФХсенче килĕштерсе йышăнаççĕ, федерацин тăватă регионĕ валли Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртнĕ. «Раççей регионĕсенче çĕр улми туса илесси: сортсен ресурсĕсем тата çĕнĕ агробиотехнологисем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Çĕршывра «иккĕмĕш çăкăр» туса илесси тата сутасси, селекци ирттерсе çĕнĕ вăрлăх шухăшласа кăларасси, культура пуласлăхĕ, ăна сăтăрçăсенчен хӳтĕлесси, производствăна экологизацилесси çинчен сăмах пычĕ. Пухăннисене Леонид Черкесов саламларĕ, курава хутшăнакан компанисене ăнăçу сунчĕ. Андрей Макушев культура производствине тишкерчĕ, тĕллевсем лартрĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Фортепиано – манăн юратăвăм»
Наталия Егорова 2013 çултанпа Чăваш патшалăх академи симфони капеллинче ĕçлет. Вăл – симфони оркестрĕн аслă категориллĕ артисчĕ. Çавăн пекех «ДЖАЗ-ТОНиКа» эстрадăпа джаз оркестрĕн тата Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солистки, оркестр артисчĕ те. Унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă май эпир Наталия Александровнăпа курса калаçрăмăр.
Çĕнĕлĕхрен хăрамалла мар
— Наталия Александровна, сирĕн музыка çулĕ Шупашкарта пуçланнă, Хусан урлă та иртнĕ. Хăй вăхăтĕнче вара эсир АПШри ăсталăх класĕсенче те пулса курнă. Музыка шкулĕнче вĕренекен хĕрача аслă категориллĕ артистка таран ӳсме пултарнин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
– Шкулта тата училищĕре вĕреннĕ çулсенче манăн репертуарăн тĕп никĕсĕ классика пулнă /Бах, Бетховен, Шопен, Рахманинов/. Консерваторире вара стильсен тĕсĕсем тата та пуянланчĕç: унта француз импрессионизмĕ тата совет композиторĕсен – Прокофьевпа Шостаковичăн – хайлавĕсем хушăнчĕç. Тĕрлĕ тапхăрта кĕвĕ-çемĕ мана пуçаруллă та ирĕклĕ пулма вĕрентрĕ. Çĕнĕ тапхăр 2022 çулта «Джаз-тоника» эстрадăпа джаз оркестрĕнче ĕçлеме пуçласан йĕркеленчĕ. Эстрада тата джаз музыки импровизаци хăнăхăвне тата ахаль нотăсем вырăнне аккордсен цифра çырăвĕпе ĕçлеме хистерĕ. Ачаранах кĕвĕ хайлама хăнăхни вара çĕнĕ çак формата хăвăрт вĕренме пулăшрĕ. Манăн шухăшпа, çĕнĕлĕхрен хăраманни професси тĕлĕшпе ӳсме тата хăй вăхăтĕнче пултарулăха аталантарма май парать.
— Сирĕн ĕç кун-çулĕнче — сумлă академисен тата Гнесинкăсен дипломĕсем. «ДЖАЗТОНиКа» эстрадăпа джаз оркестрĕпе сцена çине тухсан сире çак пĕлӳ пулăшать-и?
– Паллах, тĕп никĕс питĕ пулăшать. Эстрадăпа джаз кĕввинче ритм чи кирли шутланать. Академи хатĕрленĕвĕ мана çакăн пек партисене çăмăллăн калама май парать. Тĕрĕссипе, кăткăс ритмсемпе пĕрешкел мар мелсем яланах хавхалантарнă. Çакă маншăн хăйне майлă чĕнӳ пек, эпĕ ăна пысăк кăмăлпа йышăнатăп.
— Эсир пĕр вăхăтрах Симфони капеллинче, «Волга Опера» театрта тата джаз коллективĕнче ĕçлетĕр. Пĕр жанртан теприне — классика оперипе симфонисенчен пуçласа джазпа эстрада таранах — епле хăвăрт куçма пултаратăр? – Малтанах çакăн пек тĕрлĕ çул-йĕре пĕрлештерме çăмăл пулмарĕ — кашни жанрта хăйне май хатĕрленӳ кирлĕ. Анчах çулсем иртнĕçемĕн эпĕ хăнăхрăм. Концертсен ритмĕпе пурăнма вĕрентĕм, унта стильсем яланах пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ. Çакăн пек ĕç-хĕл маншăн — чи лайăх кану. Паян эпĕ классика тĕнчинче пурăнатăп, ыран оперăна куçатăп, виçмине вара – джаза. Çавна пула манăн пĕр жанршăн та тунсăхлама вăхăт юлмасть, кашнийĕнпех тĕл пулма васкатăп.
— 2015 çулта эсир мăшăрăрпа Алексей Егоровпа пĕрле «PROMETHEY» çамрăксен оркестрне йĕркелерĕр. Унта кинори тата вăйăсенчи кĕвĕсем янăраççĕ. Чĕрĕ инструментсене электроникăпа пĕрлештерес шухăш епле çуралчĕ?
– Пĕтĕмпех пултаруллă композиторпа Антон Якшибаевпа тĕл пулса калаçнинчен пуçланчĕ. Вăл киносемпе вăйăсем валли çырнă кĕвĕсене итлесен вĕсене сцена çине кăларма шухăш тытрăмăр. Анчах пĕр саманта шута илмелле: унăн ĕçĕсенче электроника тĕп вырăнта тăратчĕ, эпир вара унтан пăрăнас темерĕмĕр. Çапла вара пирĕн проект – академи янăравĕпе цифра эффекчĕсен пĕрлешĕвĕ – çуралчĕ. 2015 çулта çакă çĕнĕлĕх евĕр курăнчĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн республикăра ку меслетпе ĕçлекен пачах пулман. Эпир проекта çамрăксем валли хатĕрленĕччĕ, анчах каярахпа концертсенче тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене асăрхарăмăр. Çак кĕвĕ-çемĕ пуриншĕн те ăнланмалла, çывăх пулса тухрĕ.
— Эсир Иосиф Кобзонпа Алессандро Сафинаран пуçласа Юрий Каспарян рок—музыкант таран пĕрле ĕçленĕ. Сирĕн кĕвĕ-çемĕ пирки шухăшăра палăрмаллах улăштарнă тĕл пулу е пĕрлехи ĕç пулнă-и?
– Ку чăнахах та манăн ĕçри чи кăсăклă самантсем! Тĕрлĕ артистпа нумай çул пĕрле ĕçленĕ май эпĕ çакна ăнлантăм: кашни тĕл пулу – паха опыт. Пĕрле кĕвĕ каланисĕр пуçне вĕсен професси «тĕпелне» те сăнатăп: маçтăр епле ĕçленине, кану вăхăтĕнче коллективпа мĕнле калаçнине куратăп. Пĕлетĕр-и, мана ытларах мĕн тĕлĕнтерчĕ? Паллă музыкантсенчен ытларахăшĕ – мăн кăмăллă çынсем мар. Вĕсемпе калаçни пултарулăх вăйне хăпартать, репетици хыççăн сцена çине тухас килет.
— Эсир Австри, Ливан, Беларуç тата Раççей дирижерĕсемпе ĕçленĕ. Кашнинчех маэстрăн темпераменчĕпе тыткаларăшне хăнăхма йывăр-и е, пачах урăхла, кăсăклă-и?
– Тĕрлĕ дирижерпа ĕçлесси оркестрантран нумай килет. Пĕрремĕшĕнчен, ку питĕ пысăк яваплăх: партие техника енчен тĕрĕс выляни çеç çителĕксĕр, дирижер шухăшне пурнăçа кĕртмелле. Иккĕмĕшĕнчен, тĕрлĕ музыка темпераментне хăвăрт майлаштармалла. Мориспа Наталья Яклашкинсем ертсе пынипе нумай çул пухнă опыт мана репетицисенчех трактовка уйрăмлăхĕсене хăвăрт ăнланса илме вĕрентрĕ. Маншăн çакă яланах хисепре: çĕнĕ çынсем музыкăна пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуянлатаççĕ. Ку вара коллектива аталанма пулăшать.
«Музыка сывлăш пекех кирлĕ»
— 2024 çулта эсир Петĕр Хусанкай сăввисене чăвашла чи лайăх вулакансен конкурсĕнче Гран-прие тивĕçрĕр. Пианисткăшăн çакă – хăйне майлă пулăм. Поэзипе тата тăван культурăпа çывăхланни сире мĕн парать?
– Поэзи – манăн тахçанхи туртăм. Шкулта вĕреннĕ чухнех эпĕ мероприятисенче сăвă вулаттăм. Хам та çырма хăтланнă. Çак пултарулăх халĕ те сӳнмен. Эпĕ вырăс пулсан та пĕтĕм чунăмпа Чăваш Еншĕн çунатăп. Кунта мĕн пĕчĕкрен пурăнатăп. Пирĕн композиторсен музыки тата наци уйрăмлăхĕ маншăн çывăх. Поэзипе музыкăна пĕрлештерес шухăш хăй тĕллĕн çуралчĕ: мăшăрпа Алексей Егоровпа чăвашла сăвă вуланине видео çине çыртартăмăр. Çавăн чухне эпĕ ăна кĕвĕпе илемлетмеллине туйрăм. Конкурс пирки илтсен çак мелпе пурне те паллаштарма шухăшларăм.
— Эсир Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине пĕрре мар тивĕçнĕ. Мускаври ВДНХра е Франципе Чехири фестивальсен пысăк сценисем çинче хамăр республика чысне хӳтĕленĕ чухне яваплăха туятăр-и? – Музыка маншăн – пурнăç. Вăл мана сывлăш пекех кирлĕ. Эпĕ кĕвĕ хайлавĕсене техника енчен çеç мар, чуна хывса шăрантарма тăрăшатăп, яланах малалла аталанатăп. Манăн тăрăшулăха асăрхани — тăван республика ятне çӳллĕ шайра кăтартма май килни, пултарулăхри ӳсĕмсемшĕн стипендие тивĕçни – эпĕ тĕрĕс çулпа утнине пĕлтерет. Çакă мана хăват парать, малалла пурăнма хавхалантарать.
— «Сурский рубеж» оперăна хутшăнни тата унпа гастрольсене çӳрени — патриот тĕллевĕ. Ентешсен ĕç паттăрлăхне халалланă кĕвĕсене шăрантарнă чухне эсир мĕн туятăр?
– «Сурский рубеж» опера пурнăçа пысăк витĕм кӳчĕ. Унти кĕвĕ геройсен чунри туйăмне, вĕсен пăшăрханăвĕпе çирĕп кăмăлне тĕлĕнмелле тĕрĕс кăтартса парать. Çак тема питĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп: вăл халăх пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшне палăртать. Хĕрĕх градусри сивĕре хĕрарăмсемпе ачасем ĕçре паттăрлăх кăтартни чунра вăйлă туйăм çуратать. Çакна эпир куракан патне çитерме тăрăшатпăр. <...>
Валентина МАКСИМОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Ятарлă тум вĕсене илем кÿрет
Арçыншăн çывăх профессие суйланине пăхмасăр вĕсем черчен те ачаш пулма пултараççĕ. Чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупаççĕ. Вĕсен гардеробĕнче ятарлă тум валли кăна мар, хитре кĕпепе çӳллĕ кĕлеллĕ пушмак валли те вырăн пур.
Служба тивĕçĕ тимлĕ пулма хистет
Ятарлă тум уншăн хитрелĕх çеç мар: яваплăх, тивĕç, парăм. Полици подполковникĕ Гузелия Кириллова Росгвардин Чăваш Енри ведомство тулашĕнчи хурал управленийĕнче 2016 çултанпа вăй хурать. Паян вăл — техника пайĕн ертӳçи. Унăн ачалăхĕ Канаш хулинче иртнĕ: шкулта хĕрача тăрăшса вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă. 2009 çулта Хусанти патшалăх технологи университетĕнче «Инженер» специальноçне алла илнĕ хыççăн малалла ăçта ĕçлеме каяс тесе нумай пуç ватнă. Малтанласа завода вырнаçас шухăш та пулнă, анчах амăшĕн тус-юлташĕ милиционера кайса пăхма сĕннĕ.
— Çемьери дисциплинăпа тĕрĕслĕх, яваплăха туйни мана çак профессие суйласа илме хистерĕ-тĕр. Икĕ уйăхран Шалти ĕçсен министерствин Канашри патшалăх сыхлав пайне службăна лекрĕм. Унта 2024 çулччен ĕçлерĕм. Паянхи кун Росгвардин Чăваш Енри управленийĕнче вăй хуратăп, – калаçăва пуçларĕ Гузелия Кириллова. Хĕр-упраçа темшĕн «арçын» профессийĕ илĕртет. Хăйсене вăйсăр тата черчен кăтартасшăн мар вĕсем. Ятарлă тум тăхăннă хĕрарăма нумайăшĕ тимлесе сăнать. Гузелия каланă тăрăх, вĕсем пӳлĕмре документсемпе çеç ĕçлесе лармаççĕ. Паллакан пикесен йышĕнче подразделени командирĕ, тытса чаракансен ушкăнĕнчи ĕçчен, водитель, аслă полицейски те пур. Росгвардире ĕçленĕ май чылай япалана пĕлмелле: пăшалпа тĕл пересси, хӳтĕлев мелĕсем, командăпа ĕçлесси, хăвăрт шухăшласа илесси. Паллах, яваплăх пирки те манмалла мар.
— Кулленхи ĕç йышпа ирттерекен инструктажран тата куна епле йĕркелессинчен пуçланать. Пурлăха хӳтĕлесси — тĕп ыйтусенчен пĕри. Филиалсене тĕрĕслевпе час-часах çитетпĕр, хулара иртекен пысăк мероприятисенче общество вырăнĕсенчи хăрушсăрлăха тимлетпĕр. Коллективри арçынсем çар тумĕ тăхăннă хĕрарăмсене ăнланаççĕ. Вĕсем çакна лăпкăн йышăнаççĕ. Формăпа-и е яланхи тумпа-и — эпир яланах çынна пулăшма, ăнланма тăрăшатпăр, – тет полици подполковникĕ. Гузелия хăйĕн карьера çулне ахаль специалистран пуçланă, халĕ — ертӳçĕ. Ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлани тĕллев патне çирĕппĕн утма пулăшнă та. Йывăр дежурство хыççăн канма, сӳрĕк кăмăлтуйăмран хăпма ăна уçă сывлăшра уçăлса çӳрени, спортпа туслă пулни тата ал ĕçĕпе кăсăкланни пулăшать. Çакă шухăшлавшăн тата тимлĕхшĕн усăллă. Канмалли кунсенче çемьепе пĕрле пулма тăрăшать вăл. Çулла вăрмана çырлакăмпа пуçтарма, хĕлле тăвайккине çунашкапа тата йĕлтĕрпе ярăнма çӳреççĕ. Сăмах май, Гузелиян мăшăрĕ те йĕрке хуралĕнче вăй хурать. Тепĕр чухне ĕçре кая юласси те, канмалли кунсенче чĕнсе илесси те пулать-çке. Пĕр-пĕрне лайăх ăнланаççĕ – ку ĕçри тивĕç. Кăçал çулла Росгварди ĕçченĕ васкавлă пулăшу тухтăрне ултавран хăтарнă текен хыпар сарăлчĕ. Çак кун Гузелия Кириллова тăванĕ патне больницăна пынă. — Васкавлă пулăшу подстанцийĕн коридорĕ тăрăх утса пынă чухне ăнсăртран икĕ хĕрарăм калаçăвне илтрĕм. Служба тивĕçĕ мана яланах тимлĕ те асăрхануллă пулма хистет. Тен, ним шухăшламасăрах иртсе каяттăм, анчах укçа куçарасси пирки илтсен чарăнса тăтăм. Хĕрарăм ултавçăсен серепине çакланни пирки каларăм. Калаçăва чарма ыйтрăм. Кун пек лару-тăрура çынсем япăх шухăшлаççĕ, вĕсем хăйсемпе мĕн пулса иртнине те ăнланмаççĕ. Паллах, мана вăл ĕненмерĕ. Çине тăтăм. Хам полицире ĕçленине каларăм. Хуралçа чĕнсе илсе хĕрарăма çуртран кăлартăмăр, çывăхри полици участокне çитертĕмĕр. Палламан çынсене вăл укçан пĕр пайне куçарса пама ĕлкĕрнĕ те. Унăн счечĕ çинче 2 миллиона яхăн укçа пулнă, — каласа кăтартрĕ Гузелия. Йĕрке хуралçин тимлĕхне тата хăвăрт йышăну тума пултарнине кура хĕрарăм хăйĕн пурлăхне упраса хăварнă. Кун йышши лару-тăрура çынна ӳкĕте кĕртесси — чи йывăрри. Мăшăрĕ тата ачисем çумра пурри Гузелияна вăй-хал парать. Аслă ывăлĕ Даниил — Хусанти патшалăх аграри университечĕн студенчĕ. Кĕçĕнни Артур 6-мĕш класра вĕренет, ӳнер тĕнчипе кăсăкланать, апат-çимĕç пĕçерме кăмăллать. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Пурнăçăм пĕтĕмпех пыл хурчĕсемпе çыхăннă»
Раççей шайĕнчи «Чи лайăх пыл» конкурсра вăл виçĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Чăваш пылĕ чи чапли пулнине кăтартса панă. Сăмахăм Йĕпреç тăрăхĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнче çуралса ӳснĕ Лариса Анисимова çинчен. Лариса Васильевна паян — «Хыпар» тĕпелĕн хăни.
«Врач пулас килетчĕ»
— Лариса Васильевна, хăвăр çинчен кăштах каласа парăр-ха, мĕнле çемьере ӳснĕ эсир?
— Пирĕн çемье пысăк пулнă, 9 ача ӳснĕ: 6 хĕрпе 3 ывăл. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Аслă пичче пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Анне эпĕ 5-ре чухне вилнĕ. Мана атте Василий Кириллович пăхса ӳстернĕ. Вăл колхозра ĕçленĕ. Атте те пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Тĕп килте пичче çемйипе пурăнать. Виçĕ ача унăн. Ялта аппа çемйипе тĕпленнĕ тата. Юнашар салана тепĕр аппа качча кайнă. Ыттисем тĕнчипех саланнă темелле. Ростовра, Мускавра, Луганск тăрăхĕнче пурăнаççĕ. Эпĕ пĕчĕк чухне питĕ врач пуласшăнччĕ. Хирург профессийĕ пирки ĕмĕтленеттĕмччĕ. Пирĕн пахчара кроликсем пурччĕ. Тата 2 нимĕç овчаркине усраттăмăр. Çав йытăсем сетка витĕр кроликсен урисене туртса, амантса пĕтернĕччĕ. Çавсен суранĕсене пиччепе йодпа сĕрсе янăччĕ. Тухтăр пулас туртăм çавăн хыççăн çуралнă-тăр. Анчах ăраскалăм урăхларах çаврăнчĕ. Чăваш Тимеш шкулĕнчен 11-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара çул тытрăм. Экономиста кĕресшĕнччĕ, май килмерĕ. 23-мĕш училищĕне кайрăм. Секретарь-референта 2 çул вĕрентĕм. Акăлчан, турккă чĕлхисемпе пĕлӳ илтĕм. Ун хыççăн, 1997 çулта, Мускава çул тытрăм. Унта аппа пурăнатчĕ. Вăл ача çуратнă та хăйне пулăшма чĕнчĕ. Çапла вара эпĕ Мускаврах юлтăм. Унта ĕçе вырнаçрăм, качча кайрăм. Кайран, вăхăт иртсен, МАДИрен вĕренсе тухрăм. Мускавра страхлакан компанире темиçе çул ĕçлерĕм. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте бухгалтерта вăй хутăм. Тĕп бухгалтер та пулнă.
— Сирĕн çемьере пыл хурчĕ усракан пулнă-и? — Тĕрĕссипе, эпĕ ун çинчен нихăçан та илтмен. Пĕлтĕр хамăр ялти 80 çула çывхаракан пĕр хĕрарăм атте хăй вăхăтĕнче ылтăн хурт тытни çинчен каласа пачĕ. Эпĕ кун пирки пĕлмен, вăл эпĕ çураличченех пулнă ахăртнех. Аслă аппаран ыйтрăм та вăл хурт-хăмăр хатĕрĕсем пулни çинчен каларĕ. Аттен утар пулман ĕнтĕ, вĕллисем пахчара ларнă. «Вăт ăçтан пырать иккен хуртсене юратасси», — терĕм вара.
— Эсир вара миçемĕш çулта пыл хурчĕ усрама пуçларăр?
— Эпĕ вĕлле хурчĕсем усратăп тесе нихăçан та тĕллев лартман. «Атя, мĕн те пулсан шухăшласа тупатпăр», — терĕмĕр пĕррехинче хĕр-тусăмпа. Вăрманта çĕр лаптăкĕ илме, унта канмалли вырăн тума терĕмĕр. Малтан Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине кайрăмăр. Вĕсем хамăр патри лесничествăна ячĕç. Кайрăмăр, çĕр лаптăкне суйларăмăр. Документсене хатĕрлесе чылай вăхăт иртрĕ. Йăлтах пуçтарса пĕтерсен тин ылтăн хурт ĕрчетме палăртрăмăр. Тĕрĕссипе, вĕсемпе ĕçлесе те курман, хамăра сăхасран та хăратпăр. Аллерги те пур, те çук — пĕлместпĕр. Мĕн тумалла? Мĕнрен пуçламалла? Аукционра пĕр арçынпа паллашнăччĕ. «Ман патра пĕри вĕлле хурчĕ тытать, калаçса пăхатăп, килĕр, сирĕн аллерги пуррипе-çуккине тĕрĕслĕпĕр», — терĕ вăл. Кайрăмăр хайхи. Каçхине çула тухрăмăр. Маска тăхăнман-ха ĕнтĕ. Утарçă пĕр хуртне тытрĕ, алă çине лартрĕ. «Атя, ку сахалрах пулать. Тепĕр алла та лартăр, тӳнсе кайсан тӳнсе каятăп, манăн пĕлмелле вĕт», — сĕнтĕм эпĕ. Вăл вĕлле хуртне тытнă вăхăтра, çунатлисем каçхине усал, тарăхаççĕ, тапса тухрĕç, куçран мĕнле сăхрĕç лайăх кăна! Унтан çаврăнса пăхмасăр тартăмăр. Куç питĕ вăйлă шыçса кайрĕ. Пыл хурчĕсемпе ĕçлес пĕрремĕш опыт çавăн пек пулчĕ. Хамăн тепĕр кунне министерствăна каймаллаччĕ, хутсене алă пустармаллаччĕ. 3-4 кунран кăна çула тухрăм.
— Эсир вĕлле хуртĕнчен пĕрех писмерĕр апла…
— Çук. Документсене туса пĕтерсен хуртсем илмеллеччĕ. Йĕпреçре хурт-хăмăр лавкки пур. Ăна паллă утарçă Николай Пирожков тытса тăратчĕ. Кайса унпа паллашрăм. Вĕллесем туянтăм, унран пĕрремĕш хуртсене илтĕм. Икĕ çемье туяннăччĕ. Ун чухне ăратне те пĕлмен. Николай Петрович пулăшуçипе пĕрле вăрмана илсе килчĕç, вĕллесене хурчĕсене ярса парсах хăварчĕç. Çавăнтан пуçланса кайрĕ те… Ку вăл 2013 çулта пулнăччĕ. Унтанпа шучĕ ӳсрĕ. Мана, хĕрарăма, пĕччен вăй хума çителĕклĕ.
— Сире ĕçлеме кам вĕрентнĕ?
— Чи пĕрремĕш çулĕнче Чăрăшкасси утарçи Владимир Павлов пулăшса, вĕрентсе пычĕ. Унран ыйткаласа тăнă. Вăл ман пата килкеленĕ. Унсăр пуçне Николай Пирожков пĕрмаях пулăшатчĕ.
Виçĕ «кĕмĕл»
— Халĕ мĕнле ăратпа ĕçлетĕр?
— Бакфаст усратăп. Вăл мана килĕшет. Ăна ăрат вырăнне те хумаççĕ паллах. Вăл мана мĕншĕн кăмăла килет тетĕр-и? Вĕсемпе маскăсăр, перчеткесĕр ĕçлеме пулать. Вĕллене уçатăн, мĕн палăртнине тăватăн, вĕсем сан çине пăхмаççĕ те. Кашни çулах хамăн утарта пухнă пыла лабораторие анализ тума илсе каятăп. Çуркунне çăвăра, вилнĕ хуртсене тĕрĕслеттеретĕп. Чир пур-и, çук-и? Маншăн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пыл юхтарсан та малтан анализ тутаратăп. Пĕлтĕртенпе пылра мĕнле чечек тусанĕ нумайраххине тĕпчеттеретĕп. Пыл мĕнле категорие каять — йăлтах интереслĕ маншăн. Пылăн пахалăхĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кăçал лабораторирен тухсан савăннипе йĕменни кăначчĕ... Çунатлисем пухнă пыл питĕ пахалăхлă пулни çинчен пĕлнĕччĕ. Çав пылпа конкурса хутшăннăччĕ. «Ку бакфастсене нихăçан та пăрахмастăп», — тенĕччĕ ун чухне.
— Конкурссене хутшăнма хăçан пуçларăр?
— Пĕлтĕр. Нарăс уйăхĕнче Мускавра иртекен «Пыл хурчĕ тата çын» конгреса кайнăччĕ. Ун чухне пыл пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Аппасене караслă пыл кучченеçпе савăнтарнăччĕ. «Пар-ха пĕр татăкне, конкурса ярса пăхатпăр», — ыйтсах илнĕччĕ эпĕ. Чăн та, ярса патăмăр. Унта 30 ытла çын караслă пылне тăратнăччĕ. Эпĕ унта 13-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Ун пек пыла, паллах, сĕнмелле мар. Ăна тĕрĕс мар упранă, çавна май унăн пахалăхĕ чакма пултарнă… Конгресра тĕрлĕ тăрăхри утарçăсемпе паллашнăччĕ. Пĕри Тутарстанранччĕ. «Миçе çул хутшăнатăп, медаль пĕрре те илмен, кăçал «кĕмĕл» пачĕç», — хĕпĕртенĕччĕ вăл. «Атя, çитес çул ăмăртса пăхăпăр», — терĕм. Эпир пĕтĕм конкурса хутшăнтăмăр: вăл та, эпĕ те. Вăл çĕнтереймерĕ. Эпĕ виçĕ медале тивĕçрĕм. Виççĕшĕ те — «кĕмĕл». Конкурса виçĕ тĕрлĕ пыл тăратнăччĕ. Кăçал маларах асăннă конгреса та хам туса илекен продукцие ярса патăм. Çав мероприяти вăхăтĕнче «Чи лайăх пылсем» ыр кăмăллăх куравĕ пулать. Унти çимĕçсене кайран ача çуртне парĕç. Чăваш пылĕпе Раççейĕн пыл карттине кĕме пултарни мана питĕ савăнтарчĕ. Чăваш Енре хуртхăмăр тытакан çав тери нумай. Раççей шайĕнчи конкурссене вĕсем мĕншĕн хутшăнмаççĕ-ши? Чăваш пылĕ çав тери чаплă-çке! Кунти вăрман пылĕ мĕнле тутлă! Çăка пылĕ мĕне тăрать! Конкурссем пирки нумайăшĕ пĕлмеççĕ ахăртнех тетĕп. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Апачĕ тутлă пултăр!
Чăваш ĕмĕртен сĕтел хушшинче хăналанакана: «Апачĕ тутлă пултăр», — тенĕ. Кашни кил хуçи арăмĕн çимĕçе техĕмлĕх кĕртмелли хăйне евĕрлĕ меслет пулнă. Çав ăсталăха вăл хĕрне, кинне вĕрентсе хăварнă.
Чăваш наци конгресĕн Шупашкар округĕнчи уйрăмĕ тата Шупашкар округĕн вĕрентӳ управленийĕ халăхăн çак йăлийĕркине упраса хăварассине тĕпе хурса Тутаркассинчи Н.Я.Бичурин ячĕллĕ шкулта виççĕмĕш хут «Чăваш апатне пĕçерекенсен ăсталăхĕ» конкурс ирттерчĕç. Ăна Чăваш халăх учителĕ Альбина Ишова ертсе пычĕ. Тупăшăва тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем хутшăнчĕç. Мошкасси клубĕ /ертӳçи Эльвира Альмешкина/ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çӳрекен Альбина Иванова амăшĕн юратнă юррисене шăрантарнă май какай кукăлĕ пĕçернĕ. «Апашри Б.Алексеев ячĕллĕ халăх театрĕн артисчĕсемпе пĕрле пирĕн тăрăхри «кĕмĕл» волонтерсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсем апат хатĕрленĕ вăхăтра ачасене юмах каласа савăнтарчĕç», — пĕлтерчĕ Ольга Ерилеева режиссер. Санкт-Петербург хулинче пурăнакан Алевтина Челнокова çатма икерчи пĕçермелли хăйне евĕрлĕ меслетпе паллаштарчĕ. Сăмах май, Питĕрти чăваш наци-культура автономийĕн /председателĕ — Валериан Гаврилов/ хастарĕ конкурса пĕлтĕр те хутшăннă, хуплу хатĕрлесе 1-мĕш вырăн йышăннă. Тюмень хулинчи «Ентешсем» фольклор-эстрада ансамблĕн юрăçисем Светлана Пирогова тата Нина Ляхова кукамăшĕ-асламăшĕ вĕрентсе хăварнă меслетпе хуран кукли янтăланă. Техĕмлĕ апата «Кăмăла уçаканскерсем» ят панă. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — чăваш халăхĕн йăли-йĕркине ăруран ăрăва куçарса пырасси. Çавна май тупăшăва шкул ачисене йышлă явăçтарнă. Тутаркассинчи Н.Я.Бичурин ячĕллĕ, Тренкасси, Çĕньял, Толик-Хураски, Мăнал, Ишлей, Апаш, Вăрман-Çĕктер, Кӳкеçри 1-мĕш шкулсенче тата Кӳкеçри 2-мĕш лицейра вĕренекенсем хăйсем хатĕрленĕ апатсемпе паллаштарчĕç. Çĕньял шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Мальвина Яковлева салма яшки пĕçернĕ. Хĕрача апата мĕнле хатĕрлени пирки те тĕплĕ каласа кăтартрĕ. «Салма яшки туслăх апачĕ шутланнă. Чăваш çыннишĕн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине Геннадий Волков академик та палăртнă: «Чăваш сăмахне манакан чăваш çăмахне те мантăр», — тенĕ Мальвина. Наталия Шоркова хуран кукăлĕ пирки каласа кăтартрĕ: «Йӳçмен чустаран тунă кукăль ăшне тăпăрчă, çăмарта, çĕр улми нимĕрĕ, çырла хума пулать. Ăна шыва ярса пĕçереççĕ. Хăймапа çисен тата та тутлăрах». Хăй вара çăмартапа симĕс суханран хатĕрленĕ. Çĕр улми чăваш апат-çимĕçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Ăна кирек хăш яшкана та яраççĕ. Çавăн пекех унран тĕрлĕ икерчĕ, хуплу, кукăль, пӳремеч, шаркку, ытти апат хатĕрлеççĕ. Тутаркасси шкулĕнче вĕренекенсем сĕтеле çĕр улминчен пĕçернĕ апат-çимĕçпе тултарнă. Тренкассинчи Раççей Геройĕ Дмитрий Семенов ячĕллĕ шкулта 1-мĕш класра вĕренекен Костя Курмаев вĕрентекенĕ Елена Воронова пулăшнипе вĕлле хурчĕ, унăн çимĕçĕн усси пирки видеоролик хатĕрленĕ. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ курăк, хура тул, çăка чечекĕн пылĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа кăтартнă. Çавăн пекех чăваш тĕрлĕ пăтă çинĕ: пăрçа, хура тул, вир… Ытларах чухне вара тулă пăтти хатĕрленĕ. Чăваш çăкăра тĕп апат тесе хисепленĕ, сĕтел çинче вăл яланах сумлă вырăнта пулнă. Ыраш е тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ. Кăмакаран тин пиçсе тухнă çăкăра кил хуçи касса пуçланă. Ватăсем ачасене çăкăр тĕпренчĕкĕсене те пăрахма хушман. Шкул ачисем çак самантсене те палăртса хăварчĕç. Çĕньял шкулĕн вĕрентекенĕ Галина Кузьмина палăртнă тăрăх, конкурса хутшăнакансен йышĕ те, пахалăхĕ те çултан-çул ӳссе пырать. «Паллах, мероприятие сумлă йĕркелесе ирттерессишĕн Тутаркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Альбина Ишова нумай тăрăшать. Çавăн пекех Шупашкар округĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем те ку ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Пĕрлехи ĕç тухăçлăхĕ куçкĕрет, — терĕ Галина Витальевна. — Чăвашсен авалтан апат культури аталаннă. Ачасене кун пирки аса илтерсех тăратпăр, сĕтел хатĕрлеме, апатланнă вăхăтра хăйсене тирпейлĕ тытма вĕрентетпĕр. Шкулта илнĕ пĕлӳ вĕсен асĕнче юлни видеороликсенче те, тухса калаçнă чухне те аван курăнчĕ». Тренкассинчи Раççей Геройĕ Дмитрий Семенов ячĕллĕ шкул вĕрентекенĕ Ираида Фомина та конкурса пысăк хак пачĕ. «Çакăн пек мероприятисем ачасене тăван халăхăн йăли-йĕркине вĕрентме кăна мар, туслăха çирĕплетме те пулăшаççĕ, хальхи технологисемпе усă курма та вĕрентеççĕ. Тупăшăва вĕсем видеороликсемпе хутшăнчĕç. Унта хăйсем апат пĕçернине ӳкернĕ. Çавăн пекех презентаци те хатĕрленĕ. Ывăлĕ-хĕрĕпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те юнашар пулни уйрăмах савăнтарать. Вĕсем пулăшмасăр çакăн пек анлă тупăшу ирттерме кăткăсрах пулĕччĕ», — терĕ вăл. Конкурса хутшăнакансен ĕçĕсене сумлă жюри — Тутаркассинчи Н.Я.Бичурин ячĕллĕ шкул директорĕ Владимир Мустаев, Шупашкар муниципалитет округĕн вĕрентӳ управленийĕн ĕçченĕсем Ольга Аристархова тата Вера Кожелеева, Шупашкар округĕнчи ветерансен пĕрлĕхĕн ертӳçи Ростислав Данилов, Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Кĕлчечек юрăç, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Ираида Фомина тата Галина Кузьмина — хакларĕ. Вĕсен 30 яхăн тĕрлĕ апат-çимĕç тутанса пăхма тиврĕ. Пĕтĕмлетӳ — пурин апачĕ те питĕ тутлă! <...>
Надежда ВАСИЛЬЕВА, Чăваш наци конгресĕн Шупашкар округĕнчи уйрăмĕн ертӳçи.
♦ ♦ ♦
«Йăла-йĕркене манмасан ялсем упранса юлаççех»
Пысăк туртăм пулсан нимĕнле чăрмав та кансĕрлеймест. Çакна иртнĕ шăматкун Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче йĕркеленĕ регионсен хушшинчи «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль те çирĕплетрĕ. Ирех юр вĕçтеретчĕ. Ыр çын йыттине килтен кăлармасть теççĕ кун пек чухне. Çанталăк тĕрĕслевĕнчен хăрамасăрах тĕрлĕ тăрăхран фестивале 700 яхăн хутшăнакан пуçтарăнчĕ.
Кулленхи çи-пуçран ним тĕлĕнмелли те юлмарĕ пулĕ. Наци тумĕ вара çаплах куçа илĕртет-ха. Ав, чăвашла тумланса килнĕ ачасем мĕн тери илемлĕ курăнаççĕ. Улатăртан çитнĕ 5-мĕш класс вĕренекенĕсен ирçе халăх тумĕ те хăйне евĕрлĕччĕ. Фестивальте чăваш, вырăс, тутар, ирçе чĕлхисем янăрарĕç. Культура уявне Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче яланхиллех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кăçал 4-мĕш хут иртекен фестивале Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Ăна çулленех нарăс уйăхĕнче йĕркелени те ахальтен мар – шăпах çак уйăхра Тăван чĕлхе кунне паллă турăмăр-çке. Шкула килнĕ хăнасем валли кунта вĕренекенсем яланхиллех кăсăклă экскурси ирттерчĕç, ытти çултипе танлаштарсан çĕнĕлĕхсем пурри те палăрчĕ. Курса тĕлĕнмешкĕн пĕтĕмпе сакăр пӳлĕме йыхравларĕç: «Чутай пасарĕ», «Экологи музейĕ», «Хулăран япаласем ăсталасси», «Чутай тумтирĕ», «Чăваш пӳрчĕ», «Сăр хĕрри». Кăмăллă самант: ку экскурсие хутшăнма çав тери аван-çке — хăш-пĕр пӳлĕме кĕрсен асăнмалăх парне те параççĕ. Çакăн хыççăн вара фестивале уçмалли савăнăçлă самант пуçланчĕ. Сцена çине тĕрлĕ наци тумĕллĕ ачасем тухса вăйă картине тăни куракансене уйрăмах килĕшрĕ.
— Юлашки вăхăтра ялсенче çын шучĕ сахалланать. Авалтан пыракан йăла-йĕркене эпир упрасан çеç ялсем сыхланса юлĕç, — терĕ Хĕрлĕ Чутай округĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Живоев мероприяти ятĕнче калакан шухăшпа килĕшнĕ май.
Палăртмалла: «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивале Хĕрлĕ Чутай шкулĕ çулсеренех Чăваш Республикин Вĕрентӳ институчĕпе пĕрле йĕркелесе ирттерет. — Иртнине асра тытмасăр эпир, чăнах та, малалла каяймастпăр, — терĕ Вĕрентӳ институчĕн ĕçченĕ Анна Егорова. — Паян хамăрăн тымарсене, апат-çимĕçе, юрра-ташша аса илĕпĕр.
Хĕрлĕ Чутайсен «Чавал» ентешлĕхĕ фестивале кашни çулах хастар хутшăнать. Ентешлĕх председателĕ Владимир Савинкин мероприятие килекенсен йышĕ çулленех ӳссе пынине палăртрĕ. Унсăр пуçне ырă улшăнусем татах та пур.
— Пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутай шкулне Совет Союзĕн Геройĕн Иван Индряковăн ятне пачĕç. Эпир унпа мăнаçланатпăр. Çавна май ентешлĕх канашĕ Иван Индряков пирки ятарлă буклет хатĕрлерĕ, — терĕ Владимир Михайлович.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев ял шăпи пирки канăçсăрланнă май хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:
— Кунта паян пирĕн ачасем, шкулсем чăвашлăха юратни чăнах та курăнать. Игорь Нестерович каларĕ ĕнтĕ, ялта халĕ çамрăк сахалланса пырать. Пирĕн вĕсене пулăшмалла: шкулта та, ăна пĕтернĕ хыççăн та. Ĕнер кăна çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: çамрăксене ытларах ял старостине, округ ертӳçине лартмалла, депутата суйламалла. Вĕсем ялтан тухса каясса кĕтсе лармалла мар, яваплăх памалла. Çамрăксем çак яваплăха туйса лайăх ĕçлеме пултараççех тесе шухăшлатпăр эпир, — терĕ вăл.
Фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн секцисем ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсем пĕтĕмпе саккăрччĕ. Пĕрисем жюри умĕнче халăх ташши лартрĕç, теприсем юрă шăрантарчĕç… Ытти пӳлĕмре вара халăх йăлийĕркипе паллаштаракансем, сăвва палăртуллă калакансем, юмах хайлакансем, тĕрĕ тĕрлекенсем, сăн ӳкерекенсем, наци апачĕ хатĕрлекенсем пулчĕç. Жюрие ачасен ĕçĕсене хак пама пачах та çăмăл пулмарĕ — нихăшне те кӳрентерес килмест-çке. Сăвă калакансене хак паракансен йышĕнче хам та пулнăран калатăп çакна. Фестивале тăваттăмĕш çул хутшăнтăм кăçал. Çавăнпа хăш-пĕр ачана паллама та тытăнтăм ĕнтĕ. Тата хăвăр та асăрханă пулĕ: чылай чухне пĕр енĕпе пултаруллисем тепĕр енĕпе те ăста. Сăвва илемлĕ те палăртуллă калакансен хушшинче те пулчĕç ун пеккисем. Сăмахран, Глафира Спиридонова «Халăхсен туслăхĕ — çĕршыв мăнаçлăхĕ» номинацире Гран-при çĕнсе илчĕ. Çав вăхăтрах ытти номинацире те палăрчĕ вăл. Ачисем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Акă, Тăван çĕршыв салтакĕсен çемйисен комитечĕн хастарĕ Светлана Алякина ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах ытти валли те вăхăт тупать вăл. Пĕлтĕр Алякинсем «Çулталăк çемйи» конкурсра çĕнтернĕ. Хальхинче вара «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивальте «Манăн çемьен наци апачĕ» номинацире Светлана Валериевна хĕрĕпе Екатеринăпа иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
— Чăн-чăн чăвашсем, сăвăçсем, композиторсем, çыравçăсем, артистсем, чăн-чăн патриотсем пулма сире чун-чĕререн пехиллетпĕр, — терĕç Чăваш халăх поэчĕсем Раиса Сарпи тата Светлана Асамат ачасене чысламашкăн сцена çине тухсан. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











