Тантăш 8 (4977) № 05.03.2026
«Асаплă концлагерь чуна çӳçентерчĕ»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерĕ кашнин алăкĕнчен пырса шакканă, кашни çемье унăн асапне тӳснĕ. Çак ылханлă вăрçă аякка-аякка тăрса юлать пулин те ăна пирĕн нихăçан та манма юрамасть. Чăваш Енре çуралса ӳснĕ 200 пин ытла çын вăрçă фрончĕсенче тăшмана хирĕç хастаррăн çапăçса Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тӳпе хывнă. Вĕсен шутĕнче — 66 Совет Союзĕн Геройĕ тата Мухтав орденĕн 11 тулли кавалерĕ. Шел те, 106 пине яхăн ентеш каялла таврăнман — çапăçу хирĕнче пуç хунă тата сурансене пула госпитальсенче вилнĕ. Хыпарсăр çухалнисем те чылай. Пирĕн вĕсене нихăçан та манма юрамасть. Тунтикун Шупашкара килсе çитнĕ «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» историре тарăн йĕр хăварнă пулăмсене, вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа тепĕр хутчен куç умне кăларса тăратрĕ.
ВУНĂ ВАКУНРАН ТĂРАКАН ЭКСПОЗИЦИ
Чăваш Ене, тĕп хулари чукун çул станцине çитнĕ куравпа чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ. «Фронтра çапăçса юн тăкнă, тылра ырми-канми тăрăшнă халăхăн хастарлăхне нихăçан та манаймăн. Çĕнтерӳ пуйăсĕн экспозицийĕ вăрçă вăхăтĕнчи çулсене аса илтерет, совет халăхĕн паттăрлăхне тарăнрах ăнланса илме пулăшать. Ку курав истори ас тăвăмне упраса хăварассине пурнăçлать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки кашни ачан пĕлмелле, мăн аслашшĕсемпе кукашшĕсен паттăрлăхне ĕмĕр асра тытмалла», — терĕ Олег Алексеевич. Вунă вакунран тăракан экспозицире — 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнчи хăрушă ир, Брест крепоçĕнчи салтаксен паттăрлăхĕ, блокадăри Ленинград, санитарсен пӳлĕмĕсем, гос¬питаль, асаплă концлагерь. Вăрçă тапхăрĕнчи чăн пурнăçа сăнлакан сцена тыткăна илет, куççульлентерет.
ЧĂВАШ ЕН ПУÇЛĂХĔПЕ ТĔЛ ПУЛНĂ
Экскурсие килнисен йышĕнче республикăри тĕрлĕ ялхулари шкул ачисем, студентсем тата ыттисем пулчĕç. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Мăн Этмен шкулĕн ачисем кунта ăнсăртран лекмен. Вĕсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса ятарлă путевкăна тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Грантне çĕнсе илнĕ, унпа шкулта панорама туянма май килнĕ. Вăл ачасене чăваш чĕлхипе литературине тарăннăн вĕрентме май парать. Мăн Этмен шкулĕ курава пиллĕкмĕш класс вĕренекенĕсене яма йышăннă: историпе кăсăкланнăшăн, конкурссенче хастарлăх кăтартнăшăн. Çĕнтерӳ пуйăсне чи пĕрремĕш кĕнĕ вĕсем. Шăп çакăнта Олег Николаевпа тĕл пулнă. Олег Алексеевич ачасем патне пырса калаçнă, мăн аслашшĕ-кукашшĕн паттăрлăхне ĕмĕр асра тытни пĕлтерĕшлĕ пулни пирки аса илтернĕ, кайран пĕрле сăн ӳкерĕннĕ. Çакна асăнса хăварас килет. Шăп Мăн Этмен шкулĕнче Олег Николаевăн математика вĕрентекенĕ Анатолий Михеев ĕçлет. Халĕ те вăл ачасене çак предметах вĕрентет. Олег Алексеевич юратнă вĕрентекенне паяхни кун та асра тытать, ун патне ăшă салам вĕçтерме манмасть. Анатолий Федоровичăн вĕренекенĕсем хастар та маттур пулни Чăваш Ен Пуçлăхне савăнтарнă. Мăн Этмен шкулĕн ачисемпе хам та çыхăнса илтĕм. «Пуринчен ытла асаплă концлагерь чуна çӳçентерчĕ. Тăватă çула тăсăлнă вăрçă историне наушниксемпе итлесе 85 çул каяллахи пурнăçа путрăмăр. Чунра патриот туйăмĕ вăранчĕ. Хальлĕхе эпир пĕчĕкрех-ха, çапах та Тăван çĕршывшăн ырă та усăллă ĕç ытларах та ытларах тăвас килет. Курава килнĕскерсем Олег Алексеевичпа тĕл пулма палăртманччĕ. Ку пирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ, телей те», — хăйсен шухăш-кăмăлне савăнса пĕлтерчĕç Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсем. Шупашкар чукун çул станцине килсе çитнĕ куçса çӳрекен курав çынсене пуш уйăхĕн 4-мĕшĕччен экскурсие йышăнчĕ. Кунта республикăри чылай шкул ачи пулса курчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи çулсене, унăн нуши-асапне кашниех хăйĕн чĕри витĕр кăларма пултарчĕ. Çакă çитĕнекен ăрушăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн çутă малашлăхшăн пурнăçне хĕрхенмен несĕлсен паттăрлăхне манма юрамасть!
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











