Комментировать

4 Мар, 2026

Хресчен сасси 8 (3097) № 04.03.2026

Хăйне евĕрлĕх упранать

Çут çанталăк ресурсĕсемпе тухăçлăрах усă курассипе тата производствăна экологие пăхăнтарса йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене республикăн Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче иртнĕ эрнере сӳтсе яврĕç.

— Чăваш Ен муниципалитетсенче малта пыракан практикăна пурнăçа кĕртсе хулапа ял хушшинчи уйрăмлăха çине тăрсах пĕтерет. Эпир çĕнĕ культура çурчĕсемпе искусствăсен шкулĕсем тăватпăр çеç мар, вĕсене ку чухнехи оборудованипе, кашни округа автоклубсемпе, электрон библиотекăсемпе тивĕçтеретпĕр. Çакăнпа пĕрлех хул-çурăма спортпа пиçĕхтерме республикăн кашни кĕтесĕнче пурте усă курма пултаракан инфратытăм хыватпăр. Ял шкулĕсене пысăк тимлĕх пушшех уйăратпăр: пĕтĕм территорие çĕнетнĕ хыççăн вĕсем ачасене хăйсем патне туртакан центрсем пулса тăраççĕ. Инвестици хывса çынсемшĕн хăтлă хутлăхсем тăватпăр, кунта мегаполисăн мĕн пур ырлăхĕпе усă кураççĕ. Çапах та ял пурнăçĕн лайăхрах енĕсемлĕ хăйне евĕрлĕхне упраса хăваратпăр. Технологисене, республикăри кашни çын пултарулăхне шанса çак ĕçе малалла тăсни пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен патшалăх программи тухăçлă пурнăçланать. Унăн тĕллевлĕ 54 кăтартăвĕнчен 46-шĕ пурнăçланнă. Экологи проекчĕсене ĕçе кĕртме республика 2026 çулта 1 миллиарда яхăн, пĕлтĕрхинчен 25% ытларах, илет. Унпа 78 гидротехника сооруженине тĕпрен юсĕç, коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелемелли инфратытăма модернизацилĕç, ытти ĕçе пурнăçлĕç. Çут çанталăк пуянлăхне упрама тăрăшаççĕ: республикăра хунав лартса хăварнă пĕтĕм лаптăк йывăç каснинчен икĕ хут пысăкрах, ăна саккуна пăсса тӳнтернĕ тĕслĕх шучĕ 6,5 хут пĕчĕкленнĕ, вăрманти шултра чĕрнеллĕ чĕр чун йышĕ 15% хушăннă. Вăрман учрежденийĕсемпе саккаслăхсенче туристсем валли экологин 5 сукмакне тунă, информаци тытăмĕсен реестрне 900-е яхăн çăл куçа кĕртнĕ. <...>

Сергей МИХЕЕВ.


Кашнинех хĕрхенет

Вăрнар округĕнчи Людмила Николаева халсăр ватă çынсемпе инвалидсене 30 çула яхăн пăхать.

1998-2004 çулсенче районăн социаллă пулăшу центрĕн Санарпуç ялĕнчи ветерансен 32 вырăнлăх çурчĕн ертӳçинче тăрăшнă. Çак учреждени 2002 тата 2003 çулсенче республикăн «Ветерансен чи лайăх çурчĕ» конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухнă.

— Унта ватлăхра пĕччен юлнă, хĕлле ăшă тытман пӳртре юлнă хевтесĕр çынсене пăхрăмăр, — каласа пачĕ Людмила Валерьевна. Пурин те тенĕ пекех ачи, çывăх тăванĕ çукчĕ. Апат пĕçерме пенси укçинчен эпир 115-шер тенкĕ çеç пуçтарнă, каярахпа, пурнăç улшăнсан, унăн 75% илме тытăнчĕç. Апат çынсен кăмăлне шута илсе пĕçернĕ. Газпа электричествăшăн патшалăх тӳленĕ. Кашнине палăртнă вăхăтра мунча кĕртнĕ, тумтирпе вырăн хатĕрне вăхăтра çуса тасатнă. Ветерансем пурнăçран кайсан юлашки çула хамăрах ăсатнă. Шел, çурта 2007 çулта хупрĕç. Çавăн хыççăн районти ветерансен тепĕр пӳрчĕн ĕçне те чарса лартрĕç. Ман шухăшпа, халĕ бюджета укçа ун чухнехинчен ытларах пырса кĕрет, ваттисен çурчĕсене юсаса уçма кĕмĕл пур. Çавалкас ялĕнчи ветерансен икĕ хутлă çурчĕ пушă ларать. 2004-2019 çулсенче Людмила Николаева районăн социаллă пулăшу центрне ертсе пынă, ветерансен умĕнчи ыйтусене татса пама пысăк тӳпе хывнăшăн республикăн тата федерацин Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Вăл директорта ĕçлеме тытăнсан социаллă ĕçченсем хевтесĕрсене Çавалкасри çуртра тата 230 çынна килĕсенче пăхнă. Паян 90-шне тимлĕх уйăраççĕ, вăл шутран 6-шĕ Людмила Валерьевнăн. 2019 çултанпа, пенсие кайнăранпа, вăл килтен киле чун ăшши илсе çитерет. — Апат-çимĕç леçетпĕр, — терĕ Людмила Валерьевна. — Пурăнакан вырăнне тирпейлетпĕр, çăвăнса тасалма пулăшатпăр, тухма-кĕме юр уçатпăр, ытти ĕçе пурнăçлатпăр. Килĕсенче эрнере 3 хутран кая мар пулатпăр. Хам директор чухне çак ĕçе килĕшӳ çирĕплетсе 115 çынна явăçтарнă, центр штатĕнче 32-ĕн вăй хунă. Унти ĕçченсем хăйсенчен килнине тăваççĕ. Сăмахран, тӳлевсĕрех хапха умне çурнă вутă çитереççĕ, шаршанлаççĕ. Пӳрте кăмака хутса ăшăтакансене 2-шер машина тивет. Чи пĕчĕк пенси илекенсене çуллен пĕр хут апатпа тивĕçтереççĕ. Людмила Валерьевна — центрăн «кĕмĕл» волонтерĕсенчен пĕри, пысăк опытлă, тимлĕ, халсăрсене хĕрхенсе хавхалантаракан социаллă ĕçчен. 2020 çултанпа Раççейри инвалидсен обществин округри уйрăмне ертсе пырать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Çĕнтерĕве çывхартма

2023 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Куславкка округĕнчи Тĕрлемес клубĕн ертӳçи Рушания Абдулхаева, Людмила Волковăпа Нина Григорьева ветерансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли маскировка тетелĕ çыхма тытăннă.

Çак ĕçе ыттисем те хутшăнаççĕ, ытларахăшĕ — тивĕçлĕ канура. Тетел валли материал туянма ял çыннисем пулăшаççĕ. Пĕрисем салтаксем валли тумтир туянаççĕ, теприсем СВОна гуманитари пулăшăвĕ çитереççĕ — пирĕн çĕнтерĕве тӳпе хываççĕ. Пĕрлĕхре — вăй. Виçĕ çулта 220 тетел çыхрăмăр. Халĕ ушкăнра 18-ăн. Сăн ӳкерчĕкре (сулахайран сылтăмалла): Нина Григорьева (кĕрӳшĕ Дмитрий Козлов СВОра пуç хунă, Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ), Нина Чамеева (тăванĕ Иван Шимлых пуç хунă), Елена Загитова, Альбина Лукьянова, Татьяна Васильева, Любовь Солина, Антонина Березина, Маргарита Христофорова, Надежда Ларионова, Нина Андреева, Людмила Волкова, Галина Гайнуллина, лараканни — Алевтина Николаева (ывăлĕ Паттăрлăх орденĕпе «Хăюлăхшăн» медаль кавалерĕ). <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.