Комментировать

26 Фев, 2026

Ял пурнăçĕ 7 (10391) № 26.02.2026

«Тăван Вăрманкасран лайăхраххине курмарăм»

Ял тĕрекĕ — унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшакан хастар çынсенче. Пикшик тăрăхĕнче тăван ене юратнине куллен пархатарлă ĕçпе çирĕплетекен йышлă. Вĕсенчен пĕри — Вăрманкасра пурăнакан Юрий Ильин. Кун-çул чуппи ăна таçта та илсе çитернĕ. Апла пулин те вăл çуралса ӳснĕ ялтах пурнăç телейне тупнă.

Сĕтел çинчен çăкăр татăлман

Юрий Петровича пурнăçра тĕрĕс çул суйлама ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ витĕм кӳнĕ. Вĕсем тăрăшуллă çынсем пулнă. Ачисене те пĕчĕкрен ĕçе юратма вĕрентнĕ.

— Атте Петр Ильич ялта хисеплĕ çынсен йышĕнче пулнă, — калаçăва пуçларĕ пĕлĕшĕм. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах вăл фронта тухса кайнă. Тăшмана хăваласа Прагăна çитнĕ. Çĕнтерӳпе тăван тăрăха таврăнсан «Большевик» хуçалăхра тăрăшрĕ. Анчах кун-çулĕ кĕске килчĕ, йывăр чире пула 57 çултах çĕре кĕчĕ. Аттен пиччĕшĕ Алексей та, шăллĕ Йăван та вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Анне Анастасия Федоровна — Чатукасси тăрăхĕнчи Пулайкассинчен. Аттепе иккĕшĕ 1950 çулта çемье чăмăртанă. Малтан вăл бригада ĕçне хутшăннă. Каярахпа Шупашкарти агрегат заводĕнче вăй хучĕ. Çав çулсенче ĕç вăйĕ çитменнипе хула çывăхĕнчи ялсенчен рабочисене автобуспа илсе çӳ ретчĕç. Анне тивĕçлĕ канăва кайичченех заводра вăй хучĕ. 93 çула çитсе çĕре кĕчĕ. Атте-анне тăрăшуллă пулнăран пирĕн сĕтел çинчен çăкăр татăлман.

Анастасия Федоровнăпа Петр Ильич икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ.

— Ачасенчен асли пулнăмайман çума куршанак хăвăрт çыпçăнчĕ, — каласа кăтартрĕ Юрий. — Аттепе анне хуçалăхри пĕр ĕçрен те хăварман. Килте выльăхне те пăхнă, колхоз ĕçне те хутшăннă. Шкул хыççăн Сĕнтĕрвăрринче вăрман техникне вĕрентĕм. Диплом илсен Пушкăрт тăрăхне ĕçлеме ячĕç. Тăватă уйăхран салтак ячĕ тухрĕ. 1971-1973 çулсенче Тольятти хулинче çар хĕсметĕнче тăтăм. Юрий Петровичăн йăмăкĕ Юлия Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи теплица хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕ «Химпром» производство пĕрлешĕвĕн хурал тытăмĕнче тăрăшнă. Ачисем Сергейпа Женя амăшĕн ĕçне малалла тăсаççĕ.

Геннадий Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи техникумĕнче механика вĕреннĕ. Хими комбинатне ĕçе вырнаçсан оборудованисене юсавлă тытассишĕн яваплă пулнă. Мăшăрĕ Ирина Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен. Вăл пулас упăшкипе пĕр техникумра професси пĕлĕвĕ илнĕ. Унтан «Химпромра» лабораторире вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан яла ашшĕ-амăшĕн килне пурăнма куçнă. Сăмах май, Геннадий тăван ялĕн гимнне çырнă. Вĕсем виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Пăтрашуллă çулсенче Дмитрий тата Алексей Чечня Республикинче çар тивĕçне пурнăçланă.

Ильинсен кĕçĕн хĕрне Галинăна юрă искусствине кăмăллакансем Шадрина хушаматпа ытларах пĕлеççĕ ахăртнех. Вăл чăваш юррисене халăхра сарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Шел те, кун-çулĕ кĕске килсе тухнă унăн.

Сăмах май, Ильинсен ытти ачи те юрра-ташша ăста. Юрий Петрович палăртнă тăрăх, ку пултарулăх вĕсене ашшĕ-амăшĕнчен куçнă.

— Эпир çамрăк чухне ялти клубра час-часах ташă каçĕсем йĕркелетчĕç. Хут купăспа юрлаттарнă, ташлаттарнă. Манăн алăра вăл выляса кăна тăратчĕ. Çак инструментпа эпĕ пĕчĕкрен туслашрăм. Туйсене чĕнетчĕç, ялти артистсем концерт-спектакле хутшăнтаратчĕç. Çарта та вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕнче купăс калама тиврĕ, — аса илчĕ пĕлĕшĕм.

Шупашкарта иртнĕ çамрăклăх

Юрий Ильин салтакран килсен Шупашкара çул тытнă, электроаппаратура заводне ĕçе вырнаçнă, тăванĕсем патĕнче пурăнма пуçланă. Шăп çавăнта вăл пулас мăшăрĕпе паллашнă та. 1972 çул. Атăл тăрăхĕнче типĕ те шăрăх çанталăк тăнă. Мари вăрманĕсенче пушар алхаснă. Инкексинкекрен асăрханса ашшĕпе амăшĕ Алевтинăна Чăваш Ене тăванĕсем патне ăсатнă.

— Вырăс хĕрне пĕрре курсах юратрăм, — терĕ Юрий Петрович. — Илемлĕ сăнĕ, уçă кăмăлĕ, çепĕç калаçăвĕ — йăлт килĕшӳллĕ. Чылай вăхăт туслă çӳ ренĕ хыççăн мăшăр пулма ыйтрăм. Вăл хирĕçлемерĕ. Ильинсем 1975 çулта савăк туй туса пĕрлешнĕ. Кĕçех çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Пĕрре кăна та мар. Иккĕ! Йĕкĕрешсем Иринăпа Светлана çуралнă. Çулталăк çурăран пысăк çемьене ви- çĕ пӳлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. Каярахпа çамрăк мăшăра çунат хуштаракан Петр çĕр çине килнĕ. Унтанпа чылай шыв-шур юхнă ĕнтĕ. Юрий Петровичпа Алевтина Сергеевна тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Кăçал вĕсем çемье тĕвĕленĕренпе çур ĕмĕр çитет. Хĕрĕсем те, ывăлĕ те ура çинче çирĕп тăраççĕ. Пурте мăшăрлă, ача-пăчаллă.

Вăрманкас хăй патне туртнă

2000 çулта Ильинсем Вăрманкасра хуçалăх çавăрма шухăш тытнă. Çавăнпа Юрий Петрович Пикшик ял тăрăхне çул тытнă.

— Ун чухне мана Лев Соловьев питĕ кăмăллă йышăнчĕ, — аса илчĕ вăл. — Ăна хамăн ĕмĕт-шухăш пирки тĕплĕн каласа кăтартрăм. Вăл хуларан яла килсе тĕпленес тĕллевлисене яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Çапла вара депутатсен йышăнăвĕпе пире çуртйĕр çĕклеме çĕр уйăрса пачĕç.

Ильинсем пысăк хавхаланупа ĕçе пуçăннă. Строительство материалĕсем туяннă. Тĕп урамра çурт никĕсне янă. Анчах укçа-тенкĕ çитсе пыман. Мăшăр тупăша ӳстерме пулăшакан тĕрлĕ меслет шыранă. Пилĕк çула яхăн суту-илӳпе аппаланнă. Тепĕр тапхăр килти хушма хуçалăхра чăхсем çитĕнтернĕ. Пĕр вăхăт вĕсен йышне 300 пуçа çити ӳстернĕ. Çынсене çăмарта сĕнме пуçланă. Çав тапхăртах йышлă ĕне усранă. Сĕте патшалăха панă, тăпăрчă туса сутнă.

— Укçа-тенке перекетлессишĕн икĕ хутлă çуртăн стенисене пĕчченех хăпартрăм, — кил-çурчĕпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Юрий Петрович. — Мăшăр раствор çăрса пачĕ. Ытти ĕçне пурнăçлама та аякран çын чĕнмен. Тус-юлташ, шăллăмăн çемйи нумай пулăшрĕç паллах. Кĕскен каласан, хамах электрик, сварщик, столяр, платник… Халĕ аса илетĕп те — пĕрре те çăмăл пулман. Çапах та хамăр вăйпа çĕкленĕ пӳрт-çуртпа хуралтăсем çине пăхатăп та савăнатăп. Çĕр лаптăкне тата 50 сотка хушса пачĕç. Унта пахча çимĕç туса илетпĕр. Тĕрлĕ сортлă улмуççи, çырла лартрăмăр. Юрий Ильинăн паянхи киленĕçĕ — сурăхсем. Çулла путексемпе пĕрле йыш 50 пуçа та çитет. — Сурăх какайĕ пек техĕмли çуках. Унран шӳрпе епле тутлă пиçет. Тăван-пĕтене хăналамалли тĕп апат вăл пирĕн, — терĕ кил хуçи. Паллах, çу кунĕсенче йышлă выльăха ешĕл курăк çинче çӳретмелле. Улăх-çаран кирлĕ.

Юрий Ильин çак ыйтупа Пикшик территори уйрăмне çул тытнă. Ертӳлĕх унăн сĕнĕвĕпе килĕшсе кĕтӳ çӳретме вырăн уйăрса панă. Çапла майпа халĕ Ильинсен сурăхĕсем валли кăна мар, ял çыннисен ĕнисем валли те паха выльăх апачĕллĕ лаптăк пур. Юрий Петрович çуллахи кунсенче канлĕхне çухатать. Хĕл хырăмĕ аслă. Выльăх валли çителĕклĕ апат хатĕрлесе хăвармалла. Ут çи вăхăтĕнче хуçалăхра хĕрӳ ĕç шайĕ кĕрлесе кăна тăрать. Курăка вăхăтра çулмалла, типĕтмелле, капана хывмалла… Шел те, юлашки çулсенче республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче те, уйрăм çынсен ху- çалăхĕсенче те сурăх шучĕ чаксах пырать. Ахăртнех, продукцие вырнаçтарма чăрмавли те, выльăх апачĕ туса илесси хакланни те çакна витĕм кӳнĕ. Çапах та патшалăх ку отрасль аталанăвне чарса лартасшăн мар. Сурăх е качака ĕрчетекенсене пулăшма ятарлă грант çирĕплетнĕ. Укçа-тенкĕпе ăратлă выльăх туянма, витесем тума, кĕтӳ çӳретме вырăн хатĕрлеме юрать. Субсидие юридици сăпачĕсем е предпринимательсем илме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, Патăрьел районĕнчи фермер «Перспектива» грант пулăшнипе сурăхсен шутне 800 пуçа çитерме тĕллев лартнă. Вăл субсидие икĕ çул каялла илнĕ, унпа сурăх ĕрчетес ĕçе аталантарма усă курнă. Ильинсемялтитирпей-илемшĕн те тăрăшаççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр субботникран та юлмаççĕ. Кă- çал Вăрманкас «Красноармейски муниципалитет округĕнчи чи лайăх ял» тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн Юрий Петрович чунтан савăннă. «Пирĕн пĕрлехи ĕç», — терĕ вăл. Чăнах та, Вăрманкассем ял пуласлăхĕшĕн тăрăшса сахал мар ĕç тунă: урамри çулсене юсанă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăкпа юнашар пограничниксене хисеп туса стела вырнаçтарнă, кану паркĕ йĕркеленĕ, шыв башнине улăштарнă, пăрăхсене çĕнетнĕ…

— Пурнăçăмра темĕн тĕлне те пултăм. Хула сывлăшĕпе те сывларăм. Анчах тăван Вăрманкасран лайăхраххине курмарăм. Кунта ырă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсемпе ĕç те ăнать, — терĕ Юрий Петрович сыв пуллашнă май.

Юрий БОРИСОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.