Комментировать

26 Фев, 2026

Тантăш 7 (4976) № 26.02.2026

Юннат клубĕ — Кавказ заповедникĕнче

Комсомольски округĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче «Пĕрремĕшсем» юннат клубĕ ĕçлет. Икĕ çул каялла кăна йĕркеленнĕ вăл. Анчах та çитĕнĕвĕсем калама çук пысăк çак отрядăн. Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтерсе класĕпех Сочие кайса килнĕ вĕсем.

КАЙĂК Е ШĂШИ ЙĔРĔ?

Юннатсем çул çӳреве тухасси пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Шăпах иккĕмĕш класс ачисем пĕлтĕр юннат клубне йĕркеленĕ, Раççей шайĕнче иртекен конкурса хутшăнса пăхма тĕв тунă. Ӳркенменскерсем çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ ĕç йĕркелесе пынă, конкурс ыйтăвĕсене кашни уйăхрах тĕплĕн пурнăçлама тăрăшнă. Ял тăрăх кивĕ хут, пластик, тимĕр хупă пухнă, батарейкăсене ятарлă контейнера тултарнă. Вĕсене кура ытти класс та туртăнма тытăннă. Унсăр пуçне субботниксене хутшăннă, садри улмуççисене шуратнă, хурткăпшанкăпа кĕрешнĕ. Кайăксем валли хĕлле — сырăш, çуркунне шăнкăрч вĕлли ăсталанă. Ял çывăхĕнчи çăл куçсем пирки те манман. Вĕсем ан типчĕр тесен тасатсах, тирпейлесех тăмалла-çке. Паллах, ашшĕ-амăшĕ те пулăшнă ачасене. Çав вăхăтрах çул çӳреве те тухма вăхăт тупнă. Шăмăршă тăрăхĕнчи «Чăваш вăрманне», Патăрьел округĕнчи дендропарка экскурсисене çитсе килнĕ. Çут çанталăкри тĕрлĕ пулăма сăнанă, кайăк, шăши йĕрĕсене уйăрма вĕреннĕ. Çул çӳревре хавхаланнăскерсем «Юннат сукмакĕ» проект шухăшласа тупнă. Ăна пурнăçа кĕртсен интереслĕ экскурси ирттерме ĕмĕтленеççĕ ачасем. «Юпа уйăхĕнче шкула Шупашкартан шăнкăравларĕç. Эпир юннатсен конкурсĕнче çĕнтерни, Сочие кайма документсем хатĕрлемелли пирки каларĕç. Ку пĕтĕмпех ăнсăртран пулчĕ, малтан ĕненмерĕм те», — каласа кăтартрĕ клуб ертӳçи Валентина Филиппова. — «Малтисен юхăмĕ» йĕркеленĕ конкурс йĕрки тăрăх, çĕнтерӳçĕсен экспедицие Кавказ заповедникне каймалла-мĕн. Вăл Сочи çывăхĕнчи «Красная поляна» хулинче вырнаçнă. Вăт, кĕтмен çĕртен класпа инçе çула тухса кайрăмăр».

ТИНĔС КУРСА ТĔЛĔННĔ

Кавказ заповедникĕнче инкеке лекнĕ тĕрлĕ чĕр чун пурăнать-мĕн. Вĕсене волонтерсем чирсенчен сиплеççĕ, кирлĕ условисем туса параççĕ. Зубрсене, леопардсене пĕрремĕш хут курнă ачасем. Кашкăрсемпе пăлансем кӳршĕллĕ пурăннинчен тĕлĕннĕ. «Йĕри-тавра сăрт-ту, уçă сывлăш. Ирсерен зарядка, тĕрлĕ лекци, викторинăсем иртетчĕç. Çӳллĕ ту тăрринчи экспедици асран тухмасть. Кунта тăпрана анализ турăмăр, йывăçсен ĕмĕрне тĕпчерĕмĕр, фототыткăч лартма вĕрентĕмĕр, гербари пухрăмăр. Ывăнаттăмăр, çапах та чунра лайăхчĕ. Кĕнекере вулани, кинори интереслĕ, анчах та хăв куçупа курнине нимĕн те çитмест. Манăн ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Эпĕ пуйăса та ларса куртăм, самолетпа та вĕçрĕм. Тĕлĕнмелли маншăн нумай пулчĕ», — терĕ юннат ушкăнĕнчи Богдан. «Пĕрремĕшсем» клубри кашни ача çул çӳревпе кăмăллă. Пурин те каласа кăтартмалли чылай. «Çул çинче эпир икĕ талăк ытла пултăмăр. Пуйăс чӳречинчен тавралăха сăнарăмăр. Тинĕс тĕлне çитсен икĕ сехет куç илми пăхса пытăмăр. Унăн вĕçĕ-хĕрри çук. Епле тĕлĕнмелле сарлака та илемлĕ вăл! Пĕр чӳречерен теприн патне чупсан та пире никам та асăрхаттармарĕ. Пассажирсем пирĕнтен кулкаласа пычĕç. Хĕллехи тумтир тăхăннăскерсем çине пуйăсран тухсан пурте тĕлĕнсе пăхрĕç. Вĕсем пурте çӳхе тумпаччĕ. Юрать, эпир урана çăматă тăхăнман. Каялла киле самолетпа таврăнтăмăр. Мускав вокзалĕнче те пирĕншĕн тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Халĕ те асран тухмасть эскпедици, тăхтав вăхăтĕнче те час-часах аса илетпĕр. Татах та инçе çула тухма хатĕр», — пĕр-пĕрне пӳле-пӳле, сывламасăр каласа кăтартрĕç юннатсем. Пуйăсра пуш параппан çапман ачасем. Шкулти расписанипе килĕшӳллĕн мĕн пур урока вĕреннĕ, купере диктант та çырнă, çĕнĕ темăсене те шĕкĕлченĕ, сăвă та вĕренсе каласа панă. Çĕнĕ Мăратри «Пĕрремĕшсем» юннат клубĕ çине тăрса малалла ĕçлет. Аякран хавхаланса таврăннăскерсен пушă вăхăт пачах та çук. Вĕсем тата та пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ, кăçал та пысăк çитĕнӳсем тума палăртнă. Апла ăнăçу сунар çут çанталăкăн çывăх тусĕсене! 

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.