Комментировать

26 Фев, 2026

Çамрăксен хаçачĕ 7 (6606) № 26.02.2026

Чăвашла блог тытса пырать

ПУЛТАРУЛЛĂ ÇЫНСЕМ ЯЛ ПУРНĂÇНЕ ИНТЕРЕСЛĔРЕХ, ÇУТĂРАХ ТĂВАÇÇĔ. ЕЛЧĔК ОКРУГĔНЧИ КĔÇĔН ТАЯПАРА ПУРĂНАКАН НАТАЛЬЯ МУЛЛИНА АЧАСЕНЕ ТЕ, АСЛИСЕНЕ ТЕ САВĂНĂÇ КӲРЕТ. ЯЛТИ КЛУБРА ĔÇЛЕКЕНСКЕР ПĔЧĔККИСЕНЕ ЮРЛАМА-ТАШЛАМА ВĔРЕНТЕТ, СОЦИАЛЛĂ СЕТЬСЕНЧЕ ЯЛ ПУРНĂÇНЕ КĂТАРТАТЬ.

Наталья Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Леонидпа Вера Филимоновсем 12 ачана кун çути парнеленĕ. Ашшĕ çемьене тăрантас тĕллевпе ырми-канми ĕçленĕ. Ылтăн алăллă арçын хӳмесем, чӳрече рамисем, алăксем ăсталанă, стройкăра тар тăкнă. Амăшĕ кил-çурта тытса пынă, çемье вучахĕн хăтлăхне тивĕç- тернĕ, ывăл-хĕрне лайăх воспитани парассишĕн тăрăшнă. «Тем каласассăн та, нумай ача ӳстересси пĕрре те çăмăл мар. Пĕчĕккисене аслисем пăхатчĕç, аппасем уроксене тума пулăшатчĕç, вĕрентетчĕç. Эпир ачаран ĕçлесе ӳснĕ. Кашни хăйĕн тивĕçне пĕлнĕ: пĕрисем шыв йăтнă, теприсем вутă хатĕрленĕ, виççĕмĕшĕсем савăт-сапа, урай çунă... Манăн тĕп ĕç качака сăвассиччĕ. Асаннерен юлнăскер питĕ усалччĕ, çынна хăйĕн патне пыртармастчĕ, мана вара итлетчĕ. Эпĕ килте çук чухне ăна виççĕн тытса сунă», — ăшшăн кулса пуçларĕ калаçăва хĕрарăм. Шкул хыççăн Филимоновсен ачисем кил хуçалăхĕнчи ĕçсене тунă, çуллахи каникулсене колхоз уйĕнче ирттернĕ: севок сухан, кишĕр-кăшман пайĕсене çумланă, пахча çимĕç пухса кĕртнĕ, утă пуçтарнă… «Кĕреçе-сенĕк тытса кашни кунах хире утаттăмăр. Хамăр ĕçлесе илнĕ укçана талонпа паратчĕç, ăна илме вăрăм черете те савăнса тăраттăмăр. Анне пасара кайса япала илсе паратчĕ. Кунĕпе хĕвел айĕнче пиçĕхнĕскерсем каçхине çеç таврăнаттăмăр. Анне тутлă апатпа кĕтсе илетчĕ, мунча хутса хуратчĕ. Уйрăмах кăпăшка капăртмасем аса килеççĕ. Ăшăскере сĕтпе çиеттĕмĕр: хырăм мар, чун канатчĕ. Халĕ те хăш чухне çак çимĕçе ӳкерсе соцсетьсене лартатăп та çынсем ачалăха тавăратăн тесе çыраççĕ. Пирĕн кил-çуртра яланах тирпейлĕччĕ. Анне йĕркене юратнăран пĕр ачи те таса мар çӳресе курман. Тумтире хамăрах çăваттăмăр. Арçын ачасем хĕрсенчен те чыслăрахчĕ: кашни нускине якатса хуратчĕç. Çемьере 12 ача пулсан та пĕр кĕтесре те çӳп курман, сĕтел-пукан саркăчĕсем юр пек шап-шурă тăнă. Анне яланах — апат пĕçерет-и, кил çурта тирпейлет-и — юрă шăрантаратчĕ. Çывăх çыннăмăн сасси лăпкăлăх кӳретчĕ», — куç умне кăларчĕ ачалăхри вăхăтсене Наталья. Хĕрача шкулта та хастар пулнă: лайăх вĕреннĕ, штангăпа кире пуканĕ те йăтнă, конькипе ярăннă, районти ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илсе палăрнă. Çак çитĕнӳсене тума хавхалантарнă Борис Клементьева ырă сăмахпа аса илет. Вĕреннипе ĕçленисĕр пуçне савăнма та манман. 12 пĕртăван темĕнле вăйă та шухăшласа тупнă. «Эпир шӳтлеме юрататтăмăрччĕ. Çемйипех ахăлтататтăмăр, вара йывăрлăхсем те, хуйхи-суйхи те иртсе каятчĕç. Кулнă чух вăй кĕрет, пурнăç çав тери лайăх пек туйăнать. Пирĕн пысăк çемье интереслĕ пулăмпа пуянччĕ. Акă пĕрне каласа парам-ха. Çĕнĕ çулта пӳрт варрине мачча çӳллĕш чăрăш лартаттăмăр, алăран тытăнса ун тавра çаврăнаттăмăр, юрлаттăмăр. Пĕрин ури гирляндăпа тăлланса ларчĕ те, йывăçпа пĕрлех кĕрĕслетсе ӳкрĕмĕр», — сӳтрĕ сăмах çăмхине Наталья. Ĕлĕкхи йăлапа качча тухнă Шкул хыççăн Наталья строительство техникумĕнче ăс пухнă. «Пирĕн вăхăтра интернет пулман та суйламаллине пĕлмен. Сĕнӳ-канаш паракан та пулман. Нумай çемьере ӳснипе атте-аннене хамăрăн ыйтусемпе чăрмантарас темен. Иккĕмĕш сыпăкри аппапа повар-кондитера вĕренес шухăшлăччĕ, укçа тӳлеме тивнĕрен унта каймарăмăр», — калаçрĕ хĕрарăм. 4 çул вĕренсе пĕлӳ илсен хĕр ĕçе вырнаçнă. Йывăр пулнăран каярах тăван киле таврăннă. Пурăна киле пулас мăшăрĕпе Вениамин Муллинпа паллашнă. Çамрăксем 2011 çулта çемье çавăрнă. «Çулталăка яхăн туслă çӳрерĕмĕр. Пĕр кун волейбол курма илсе кайрĕ. Кĕçĕн Таяпа — спортпа туслă ял: йĕлтĕрпе ярăнса та, мечĕк тапса та малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вырăна çитсессĕн Веня шкула кĕрсе тухрĕ те сахал çын пухăннине пĕлтерчĕ, килне илсе кайрĕ. Ун чухне акă мĕн асăрхарăм: кассипе çутă çукпа пĕрехчĕ, савнин çуртĕнче вара хĕвел пăхнăн туйăнатчĕ. «Эпир тĕттĕмре ларма юратмастпăр», — терĕ Веня шӳтлесе. Авланма вăхăт çитнине пĕлтерчĕ. «Паян-и?» — терĕм аптăраса. Çав вăхăтра хапха умне амăшĕ çăкăр-тăварпа тухса тăчĕ. Мана пӳрте чĕнчĕç, сĕтел хушшине лартрĕç, апат-çимĕçпе сăйларĕç. Веньăн хăюлăхĕ кăмăла кайрĕ. Çапла мăшăрлантăмăр. Упăшка тăватă ачаран кĕçĕнни пулнăран тĕп килте пурăнма тытăнтăмăр. Улталамастăп: малтанлăха çăмăлах пулмарĕ, ют килте хăнăхма пĕрре те ансат мар. Пĕрремĕш кунсенче мĕн тумаллине пĕлмерĕм. Пăятамсем пулăшрĕç, хĕрĕ вырăнне хучĕç. Вĕсене аттепе анне тесе чĕнтĕм. Уйрăмах упăшкан ашшĕпе туслашрăмăр. Шӳтлеттĕмĕр, калаçаттăмăр, пулăшу кирлĕ пулсан тӳрех ун патне чупаттăм. Çĕмрĕккине юсатчĕ, ачапа ларатчĕ... Пĕрре те çук тесе каламан. Пăянампа та пĕр чĕлхе тупрăмăр. Паянхи кун та анне пек тутлă капăртма пĕçерсе çитерет, ĕçрен килнĕ çĕре апат хатĕрлет», — чунне ирĕке ячĕ хĕрарăм. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Çывăх çыннисем пулăшсан ура çине тăраççех»

Медиксен ĕçĕ пархатарлă, вĕсем пире сывлăх, пурнăç парнелеççĕ. Паянхи сăмахăм — Патăрьелти больница тухтăрĕсем çинчен. Ку хутĕнче пуçри юн тымарĕсен чирĕсене сиплекен уйрăмпа паллаштаратпăр. Вăл çулталăк каялла кăна уçăлнă. Уйрăм заведующийĕ Марина Плечова невролог каланă тăрăх, çак тапхăрта медиксем 327 çынна вилĕмрен çăлнă.

Çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ

— Эпир инсульт пулнă çынсене сиплетпĕр. Вăл икĕ тĕрлĕ: ишеми инсульчĕ тата геморраги инсульчĕ. Пĕрремĕшĕнче пуçри юн тымарĕсем патне юн йĕркеллĕ пымасть. Кислород çитменнипе пуçри тĕртĕмсем вилсе пыраççĕ. Çакна пуç мимин инфаркчĕ теççĕ. Геморраги инсульчĕ пуç миминчи юн тымарĕсем çурăлса кайнипе пулаççĕ. Юн пуç мимине юхса тухать. Урăхла каласан, инсультăн тĕп сăлтавĕ — юн тымарĕсем е хупланса ларнинче, е çурăлса кайнинче. Иккĕшĕ те хăрушă чирсен шутне кĕреççĕ. Мĕншĕн инсульт пулать-ха? Атеросклероза\/юн тымарĕсенче çывăрса ларнă юн чăмаккисем çыпçăнса ларни/, юн пусăмĕ виçесĕр пысăк ӳссе кайнине, чĕре чирĕсене, сахăр диабетне, ӳт-пӳ виçине, тĕрлĕ инфекцие, сиенлĕ япаласемпе усă курнине тата ыттине пула нуша кураççĕ. Чир палли тĕрлĕрен. Пуç питĕ вăйлă ыратать, нумай чухне чирлĕ çын хăйпе мĕн пулнине те ăнланмасть, пит-куçăн пĕр пайĕ кукăрăлса кайнă, алă-уран пĕр енĕ хускалмасть, куç япăх курма пуçлать, хăлха илтме пăрахать, пуплев улшăнать тата ытти те. Çак паллăсене курсан тӳрех васкавлă медпулăшу чĕнмелле. Чирлĕ çынна мĕнле те пулин хăвăртрах пирĕн пата илсе çитермелле. 4 сехет хушшинче сиплеме тытăнсан сывалас шанăç пысăк. Çак вăхăта «терапи чӳречи» теççĕ. Организма эмелсем ярсан тромб ирĕлет. Юн кĕвĕлĕкне зондпа сăхтарса илеççĕ. Пĕтĕм ĕçе Шупашкарти тĕп неврологпа канашласа тăватпăр. Вĕсемпе çыхăнма пире телемедицина пулăшать. Çулталăк каялла инсульт пулнă çынсене Канаш е Шупашкар больницисене илсе каятчĕç. Анчах унта çитме вăхăт кирлĕ, çак тапхăрта вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тӳрех васкавлă пулăшу чĕнменнипе те чир вăй илет. Пирĕн пата Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел тăрăхĕсенчи пациентсене илсе килеççĕ. Çак тапхăрта 327-ĕн пирĕн уйрăм витĕр тухнă. Пĕр вăхăтра 15 çынна йышăнаятпăр. Питĕ йывăррисем валли 3 вырăн уйăрнă. Чи малтанах томографи, УЗИ, ЭКГ тăватпăр. Патăрьелти больницăна çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерчĕç. Хамăр патрах психолог, логопед, ЛФК врачĕ пур. Уйрăмра икĕ невролог ĕçлет: эпĕ тата Алена Перепелкина. 16 медицина ĕçченĕ чирлисене пăхса тăрать. Вĕсене пăрахса хăварма юрамасть. Эпир яланах дежурствăра. Паллах, ку кăштах ывăнтарать. Çапах та наçилккапа илсе килнĕ çын кайран утса тухса кайни ĕçлеме хавхалантарать. Паллах, йывăр тĕслĕхсем те пур. Инсульт пулнă çынна больницăна хăçан илсе килнинчен нумай килет. Çавăнпа ним тăхтаса тăмасăр тухтăртан пулăшу ыйтмалла. Енчен те тухтăр юн пусăмĕ ӳснине пула кашни кун эмел ĕçме хушнă тăк, çакна пурнăçламаллах, — каласа кăтартрĕ Марина Геннадьевна. Педагогикăран — медицинăна Юн тымарĕсен чирĕсене сиплекен уйрăмра çутă та хăтлă. Ковид чирĕ алхаснă чухне ку вырăнта коронавируслисене сиплетчĕç. Ун чухне стенасем те тĕксĕммĕн курăнатчĕç. Халĕ кунти пӳлĕмсене юсаса çĕнетнĕ. Палатăсене те тĕрлĕ аппаратурăпа пуянлатнă. Кашнинче 2-3 çын сипленет. Интенсивлă терапи палати пĕр çын валли çеç. Тăванĕсене пациентсем патне кĕме ирĕк параççĕ. Сывалас вăхăт больницăра выртнипе кăна чарăнса тăмасть. Кунтан тухсан амбулаторире сывлăха çирĕплетеççĕ. Хăшĕ-пĕрне реабилитаци тухма Шупашкара куçараççĕ. Тĕп хулари тухтăрсем кунти ĕçтешĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ, сĕнӳ-канаш параççĕ. Патăрьелти больницăра Тăвай çынни те сипленнĕ, каярах ăна Шупашкара куçарнă. «Канаш хулинче компьютер томографĕ пĕр вăхăт ĕçлемерĕ, çавăнпа чирлисене пирĕн пата яратчĕç. Ăна шăпах çавăн чухне илсе килчĕç. Телее, унăн сывлăхĕ йĕркеленчĕ, ăна тĕп хулана реабилитаци тухма куçартăмăр. Пирĕн патра Питĕр çынни те сипленчĕ. Ĕпхӳрен таврăнаканскере çул çинчех инсульт пулнă. Вăл та сывалса тухрĕ», — пĕлтерчĕç медиксем. Марина Геннадьевна çак больницăрах 24 çул неврологра ĕçлет. Вăл 2002 çулта Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Ачаранах врач пулас ĕмĕтпе пурăннă. Анчах 9 класс хыççăн юлташĕсемпе пĕрле Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне çул тытнă, унта ют чĕлхесене ăса хывнă. Диплом илсен медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Вăл Канашри больницăн инсульт пулнисен уйрăмĕнче опыт пухнă. Сăмах май, унăн хĕрĕ Карина та тухтăра вĕренет. Марина Плечовăна вилĕмпе пурнăç хушшинче пулнă çынсене çăлса хăварнă тĕслĕхсене аса илме ыйтрăм: — Вĕсем сахал мар. Юлашки çулта — кашни кунах. Врач патне лекнĕ çын яланах унран пулăшу кĕтет. Эпир май пур таран пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр, — терĕ вăл. — Нумаях пулмасть пĕр пациента илсе килчĕç. Вăл самаях йывăрччĕ. Тĕрĕссипе, ун пек чир çаклансан сывалаймаççĕ те. Эпир ăна çăлтăмăр кăна мар, вăл пирĕн патран малалла пурăнас кăмăлпа тухса кайрĕ. Мĕнле савăнмăн çавăн хыççăн. Апла эпир ахаль ĕçлеместпĕр. Вĕсем ура çине тăнинче пирĕн тӳпе те пур. Уйрăмра тăрăшакансем пурте маттур. Вĕсем нăйкăшнине илтмен. Малтанхи вăхăтра йывăртарах пулчĕ паллах. Коллективра пĕр-пĕрне ăнланни, аслисем сĕнӳ-канаш пани вăй кӳрет. Пациентсем те, вĕсен тăванĕсем те пире ăнланаççĕ, пулăшса пыраççĕ. Анчах уйрăм тĕслĕхсем те çук мар: пĕрисем чирлĕ тăванне килсе те курмаççĕ, теприсем пачах пĕчченлĕхре хăвараççĕ. Вĕсем пирĕн патра 28 кун сипленеççĕ, унтан Комсомольскинчи паллиатив уйрăмне куçаратпăр. Анчах тĕрлĕ медучреждени витĕр тухнисен йышĕнче каллех пирĕн уйрăма лекнисем те пур. Чирлисене çывăх çынсен пулăшăвĕ, тĕревĕ кирлех. Унашкаллисем хăвăртрах сывалаççĕ, — терĕ Марина Геннадьевна. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Камчаткăра апат пĕçерет

«Тĕллев пулсан ĕмĕт пурнăçланатех», — палăртать Етĕрне округĕнчи Пĕрçырлан ялĕнче çуралнă Юрий Илюшкин. Паян вăл Камчаткăри «Берингия» ăмăртура шеф-поварта ĕçлет. Каюрсемпе йытă хăвалакан турнира хутшăнакансене вĕри апатпа тивĕçтерет.

Ресторанти пек

— Повар пулма ачаранах ĕмĕтленеттĕм. Мĕн те пулин янтăлама килĕшетчĕ, çавăнпа хамăн пурнăçăма çак енпе çыхăнтарма шухăшлаттăм. Ресторанти пек çимĕçсем хатĕрлес килетчĕ. Европа кухнинчи апата пĕçерме кăмăллатăп. Килтине те килĕштеретĕп. Ача чухне терка икерчи (драники) юрататтăм. Халĕ килте плита умне ытлах тăмастăп. Аннен апатне çиетĕп. Апла пулин те хăш чухне хам та çывăх çынсене савăнтарма тăрăшатăп. Килтисем манăн апата кăмăллаççĕ. Виçĕ çул каялла аннен юбилейне кафере паллă турăмăр. Çывăх çыннăма торт янтăласа патăм. Пылак кучченеç пурне те килĕшнĕччĕ, — каласа кăтартрĕ 26 çулти каччă. Пĕрçырланри шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн Юрий Етĕрнери агротехника техникумне çул тытнă. Ача чухне ĕмĕтленнĕ пекех повар-кондитер профессине алла илнĕ. Студент çулĕсенчех ăсталăха туптанă. «Ворлдскиллс» ăмăртăвĕсене (халĕ — Çамрăк профессионалсем), Грозный хулинче иртнĕ «Шашлык-машлык» фестивальте хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах Шупашкарти ресторансенче хăнасене тутлă çимĕçпе сăйланă. Каярах теплоход çинче ĕçленĕ. Унта çур çул поварта тимленĕ хыççăн Шупашкара таврăннă, кафе-ресторанта вăй хунă. Халĕ Юрий Инçет Хĕвел тухăçĕнчи чаплă заведенире тăрăшать. Кунта вăл çулталăк çурă каялла пĕлĕшĕ сĕннипе килнĕ. Малтан поварта, икĕ уйăхран ăна су-шеф должноçне çирĕплетнĕ. 2025 çулта Юрие «Берингия. Авача» ăмăртăва шеф-повар пулма чĕннĕ. Ăна каюрсемпе турнира хутшăнакансене уй-хиртех апат-çимĕçпе сăйлама ыйтнă. Ăмăртуçăсем те, вĕсене ертсе пыракансем те çакна ырланă, проектăн ăнăçлăхне палăртнă. — Пирĕн ресторан Камчатка крайĕн Туризм министерствипе тачă çыхăнса ĕçлет. «Берингия. Авача» ăмăртура шеф-повар кирлине пĕлтерчĕç. Мана кайма сĕнчĕç, эпĕ хамăн вăя тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм, — аса илчĕ апат-çимĕç ăсти. Юрий Камчаткăна ĕçлеме килсен Инçет Хĕвел тухăçĕнчи кухньăпа паллашнă. Йĕкĕте тинĕс çимĕçĕсенчен тĕрлĕ блюдо хатĕрлеме килĕшет. Унччен Юрий вырăс кухнинчи апата пĕçернĕ: борщ, вĕтĕ кукăльсем т.ыт. янтăланă. Кăçал та Юрий Илюшкина ăмăртăва хутшăнакансене апатлантарассишĕн яваплă командăна ертсе пыма шаннă. Шеф-повар тивĕçлĕ рацион хатĕрлессишĕн, меню, апат-çимĕç туянассине тата илсе çитерессине йĕркелессишĕн, çавăн пекех 60 яхăн каюрпа ертсе пыракансене апат-çимĕçпе тивĕçтерессишĕн яваплă. Паллах, пĕччен çавăн чухлĕ çынна тăрантарма йывăр. Юрие пулăшакан пур. — Мĕн çитерессине хамах палăртатăп. Ăмăртусен йывăрлăхне шута илсе меню хатĕрлетĕп. Вăй кĕртекен тутлăхлă апат пĕçеретпĕр, кăткăс тапхăрсенче вар-хырăм ан аптраттăр тесе çăмăлрах çимĕ- çсем янтăлатпăр. Пĕрремĕш блюдо та, иккĕмĕшне те çитеретпĕр, чей ĕçтеретпĕр. Турнира хутшăнакансем пире тав тăваççĕ, эпир хатĕрленĕ апата лайăх хак параççĕ. Чылайăшĕ кăлпассипе, сырпа бутерброд кăмăллать. Апата пĕрмай ăшăтса тăратпăр. Кашни кун — тĕрлĕ çимĕç. Икĕ газ плитипе пĕçеретпĕр. Тĕрлĕ çуртра, спортзалсенче вырнаçтараççĕ, хăш чухне палаткăсенче электрокăмакапа ăшăнатпăр, — кулленхи ĕçпе паллаштарчĕ апат-çимĕç ăсти. Пĕр уйăха яхăн вăл çурутрав çинчи хĕллехи фестивале хутшăнакансене апатлантарассишĕн яваплă пулĕ. Камчаткăри куравпа турист центрĕнче иртнĕ ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне хăнасене йăлана кĕнĕ апат-çимĕçпе сăйланă: пăлан какайĕнчен яшка, пашалу, вĕри шӳрпе тата вырăнти çырла чейĕ мероприятин хăйне евĕрлĕ сăн-сăпатне палăртнă. Ăмăртăва йĕркелес ĕçре пысăк тӳпе хывнăшăн Юрий Илюшкина «Берингия» хĕллехи фестивалĕн дирекцийĕ Тав хучĕпе тата юбилей медалĕпе хавхалантарнă. «Берингия. Авача» хĕллехи фестивалĕн пĕр пайĕ шутланать. Ун хыççăн экспедици ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Ăмăрту маршручĕсем Камчаткăн çитме йывăр районĕсем, çав шутра каçăсемпе айлăмсем урлă иртнĕ. Апат-çимĕçпе кухня оборудованийĕсене маршрутăн аякри вырăнĕсене, сăмахран Налычевăна, вертолетпа илсе çитернĕ. «Берингия. Авача» 7 кун пынă. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче пысăк ăмăртусем пуçланаççĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.