Чăваш хĕрарăмĕ 7 (1435) № 26.02.2026
«Сцена çинчен суяймастăн»
Пултарулăх мĕн пĕчĕкренех кăсăклантарнă ăна. Çавăнпах ĕнтĕ çулсем иртсен вăл пурнăçне культура тытăмĕпе çыхăнтарнă. 25 çул ентешсене, Вăрнарсене, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе тыткăнлать, çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Сăмахăм — районти культура çуртĕнче тăрăшакан Марина Григорьева пирки.
Купăс туянсан
Марина Валериевнăна çемье пысăк витĕм кӳнĕ. Юрлас-ташлас, музыка инструменчĕсем калас ăсталăх ашшĕ-амăшĕнчен куçнă ăна. Ашшĕ Валерий Максимов Вăрнар тăрăхĕнчи Чăрăш Ишекри паллă купăсçă пулнă. Çамрăк чухне вăл Шупашкарта Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче те тăнă, чылай концерта хутшăннă. Анчах та шăпа ăна çуралнă ялĕнче тĕпленме пӳрнĕ. Валерий Иванович час-часах алла купăс тытнă. Ăна ялти пуçламăш шкулти мероприятисене, çемье уявĕсене пĕрмаях чĕннĕ. Ăста купăсçă пур ӳсĕмри çынна та илемлĕ кĕвĕсемпе тыткăнлама пултарнă. Марина Валериевнăн чунне те юрă-кĕвĕ пĕчĕкренех кĕрсе вырнаçнă. Купăс чĕлхине вĕрениччен вăл, хăй ас тăвасса, алсиш-нуски çыхмалли йĕпсемпе газ пăрăхĕсене шаккаса кĕвĕсемманерленĕ. 5-мĕш класра чухне вара, килте çĕнĕ купăс туянсан, унран уйрăлман. — Тулăра туса кăларнăскерччĕ, тăватă регистрлă инструментчĕ вăл. Малтанах аппапа Иринăпа ăна икĕ енчен тытса туртаттăмăр. Çакна атте курчĕ те çирĕппĕн: «Выляс тетĕр пулсан йĕркеллĕ ларса выльăр», — терĕ. Кун хыççăн тăрăшсах купăс калас вăрттăнлăха ăса хывма тытăнтăм. Малтан — пĕр енчи, кайран пĕтĕм пускăча та пĕрлештерме хăнăхрăм, — аса илчĕ вăл. Аслă класра чухне Марина Валериевна баян та алла тытнă. Йăлтах хăй тĕллĕн. Музыка тĕнчи çав тери илĕртнĕ ăна. — Ялта вăл вăхăтра çамрăксем ăмăртмалла тенĕ пек музыка инструменчĕсем калама вĕренетчĕç. Лия Павлова, Надя Петрова, Олег Семенов, Саша Макаров уйрăмах ăстаччĕ ку енĕпе. Гитара калакан та чылаййăнччĕ, — калаçрĕ Марина Валериевна. — Шел те, паян çамрăксеммузыка инструменчĕсемпе кăсăклансах каймаççĕ. Çакă, паллах, пăшăрхантарать. Вĕренес текенсем пур-ха, анчах та нумайăшне чăтăмлăх çитмест, вĕсем тӳрех алла илесшĕн. Ку ĕçре чăтăмлăх питĕ кирлĕ. Ачасене, паллах, хурлас килмест. Вĕсем паян пирĕнтен самай ăслăрах. Вăхăчĕ те çапла пулĕ — нумайăшĕ информаци технологийĕсемпе çывăх. Çавăнпа та культура тытăмне çамрăксем килсен чун хĕпĕртет. Шкул саккинчен уйрăлсан Марина Григорьева телеграфа вĕренсе тухнă. Вунă çул ытла Вăрнарти тĕп почтамтра çыхăну узелĕнче тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи улшăнусем пуçлансан унăн ку ĕçрен кайма тивнĕ.
Диплом илни хăпартлантарнă
Марина Валериевнăна шăпа Вăрнарти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмне илсе çитернĕ. Кунта ĕçленĕ вăхăта ăшшăн аса илет вăл: — Больницăра уйрăмсен хушшинче часчасах тĕрлĕ юрă-ташă конкурсĕ иртетчĕ. Унта хутшăнмасăр юлмастăм. Пултарулăха кĕпе айĕнче пытараймастăн çав. Марина Григорьевăн хастарлăхĕ, чун туртăмĕ пирки районти культура çурчĕн директорĕнче тăрăшакан Пальмира Куданова аван пĕлнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ĕç сĕннĕ. Çапла Марина Валериевна 2000 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче культура çуртĕнче концертпа кану мероприятийĕсен администраторĕн должноçĕнче вăй хума пуçланă. — Культурăра ĕçлемешкĕн юрлама-ташлама пĕлни кăна çителĕксĕр. Мероприяти йĕркелеме анлă тавра курăм, тавçăрулăх кирлĕ. Паллах, ятарлă пĕлӳсĕр те май çук. Çавăнпах ĕнтĕ 2007 çулта культура училищине вĕренме кĕтĕм. Тăватă çул хаваспах пĕлĕве тарăнлатрăм, нумай çĕннине, кирлине пĕлтĕм. Диплом илсен вара пушшех те хăпартланса ĕçлеме тытăнтăм. Училищĕре вĕренни мĕн тери пысăк пулăшу панине кашнимероприяти вăхăтĕнче аван ăнлантăм. Любовь Корнилова режиссер-преподаватель сăмахĕсем ĕмĕрлĕхех пуçа кĕрсе юлчĕç: «Режиссер ĕçĕ следователĕнни пекех». Чăн та, кашни уява е концерта хатĕрлеме мĕн чухлĕ пĕлӳ ăса хывмалла. Сцена çинчен суяймастăн. Кашни дата е факт тĕлĕшпе информацие тĕпчемелле, — каласа кăтартрĕ Марина Валериевна. Пурнăç çулĕ ăна культура тытăмне илсе килсе тĕрĕс тунă. Çак тапхăрта халăх умне мĕн тĕрлĕ кăсăклă, асра юлмалла мероприяти кăларман-ши? Унсăр пуçне Марина Григорьева малтанхи кунсенченех «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕн йышне кĕнĕ. Маттур та пултаруллă артистсенчен йĕркеленнĕ ушкăн чăннипех те пысăк хаклава тивĕç. Вăл — республикăри, регионсен хушшинчи çеç мар, Пĕтĕм Раççейри фестивальсен çĕнтерӳçи те. Артистсем округра иртекен республикăри, унăн тулашĕнчи чылай мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Марина Валериевна хăй те — чылай конкурс-фестиваль лауреачĕ. Чи асра юлнисенчен пĕри — Киров облаçĕнче иртнĕ «Вятские хватские» фестиваль. Вăрнар тăрăхĕнматтур артисчĕ унта солист-купăсçă хушшинче 1 степень Диплома çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех регионсен хушшинчи «С любовью к русской песне» фестивальте 3-мĕш вырăн йышăннă. Ку кăна-и? Марина Валериевна чылай çул районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕнче куракансене тĕрлĕ рольпе савăнтарнă, кашни сăнара хăйĕн чĕри витĕр кăларнă, чăн пурнăçри пек выляма пултарнă.
Тухья, масмак, салфетка…
Пилĕк çул каялла театртан кайма тивни вăл тепĕр пултарулăх ĕçне кӳлĕннипе çыхăннă. Марина Валериевна чăваш тĕрриллĕ салфеткăсем ăсталать. Асамлă эрешсене пусма çине куçарма вăл округри чылай культура ĕçченне вĕрентнĕ, семинар-практикума хутшăнса пĕлĕве ӳстернĕ. Пĕлтĕр Марина Валериевна Мăньял Хапăсри культура çурчĕн ертӳçипе Надежда Ефремовăпа пĕрле Раççей Президенчĕн гранчĕпе пурнăçланакан салтак тутăрĕсем тĕрлессипе çыхăннă «Йăх паллисем: хӳтĕлевçĕ-тутăрĕсем» проекта хутшăннă. Вĕсен ĕçĕсем хальхи вăхăтра Шупашкарти Чăваш наци музейĕнчи куравра тăраççĕ. — Чăваш тĕрри юлашки вăхăтра чăннипех те халăхра çĕнĕрен сарăлма пуçларĕ. Унăн кашни эрешĕ наци пуянлăхне кăтартать. Çавăнпа ку ĕçпе аппаланма питех те кăмăллă, — терĕ Марина Валериевна. Тата тепĕр ĕç те унăн чунне çывăх. Марина Григорьева тухьясем ăсталать. Ылтăн алли витĕр тухнă чăваш пикисен капăрлăхне «Тивлет» ансамблĕн артисчĕсем çинче курма пулать. Тухьясене ал ăсти йăлтах çĕнетнĕ. Çавăн пекех пултаруллă хĕрарăм масмак хатĕрлет, вĕтĕ шăрçаран эрешсем тĕрлет. Марина Валериевна ирттернĕ ăсталăх класĕсене хутшăннă хыççăн ялсенчи чылай культура ĕçченĕ бисерпа çухасем, алкасем, ум çаккисем капăрлатма тытăннă. Ку, паллах, чун туртăмĕ кăна мар — хамăр халăхăн культурипе йăли-йĕркине пулас ăрусем валли сыхласа хăварма пулăшни те. Тытăма аталантарассине пысăк тӳпе хывнăшăн, тĕрлĕ фестиваль-конкурса хастар хутшăннăшăн, ăсталăх класĕсем йĕркеленĕшĕн Марина Григорьевăна Тав тата Хисеп хучĕсемпе пĕрре мар наградăланă. 2018 çулта вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Сăмах май, Марина Валериевнăн кĕçĕн ывăлĕ Максим та амăшĕн çулĕпе кайнă — Чăваш патшалăх культура институтĕнче театр коллективĕсен ертӳçин специальноçне алла илнĕ. — Шăпа мана культура тытăмне илсе çитернĕшĕн чăннипех савăнатăп. Кунта эпĕ пурнăç тĕшшине тупнă. Хамăн коллектива, наставниксене, уйрăмах малтанхи тапхăрта пулăшса пынă Римма Сорокинăна, чĕререн тав тăватăп, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Марина Валериевна. Çак ĕçсем ăна чунри пăшăрхану-кулянăва сирмепулăшаççĕ. УнăнывăлĕРФХĕç-пăшаллă вăйĕсемпеконтракт çырсахăйирĕкĕпе çĕршыв интересĕсене хӳтĕлекенсен ретне тăнă. — Унччен тăвансемпе пухăнсан пӳртре юрă янăраса тăратчĕ кăна. Халĕ шавлă уявсем йĕркелеместпĕр. Ывăл тăшмана хирĕç кĕрешнĕ вăхăтра эпир савăнса юрлани ытла та вырăнсăр пек, — терĕ салтак амăшĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Марина Валериевна юратнă ĕçре чун киленĕçне тупать. Вăл ыттисене те хăйĕн пултарулăхĕпе хавхалантарать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...










