Комментировать

25 Фев, 2026

Хресчен сасси 7 (3096) № 25.02.2026

Паттăрлăхшăн, хăюлăхшăн

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ умĕн республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăннисене патшалăх награди пачĕ. Иртнĕ эрнере уява халалласа Шупашкарта савăнăçлă пуху иртрĕ.

— Вырăс салтакĕ çĕршыври халăхсен ламран лама куçнă йăли-йĕркипе пурăнмалли, ачасене çитĕнтермелли, çĕршывăн аслă пуласлăхĕшĕн кĕрешмелли правине яланах çирĕппĕн хӳтĕленĕ. Кирек хăш саманара та — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисенчен тытăнса хальхи хирĕç тăру таранах — пирĕн çар çыннисем Раççее хӳтĕлесе пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă, паян та çапăçаççĕ. Вĕсен çарти пахалăхĕсем — паттăрлăх, хăюлăх, хăйсемшĕн нимĕн те ыйтмасăр хушнă вырăнта çирĕп пуласси, çавăнпа пĕрлех хăйне хирĕç тăракан умĕнче чыса çухатманни, ăна хисеплени — халĕ те тĕпре. Çак енĕсем йывăр вăхăтра та çĕнтерме пулăшнă. Ятарлă çар операцине хутшăннă тата хутшăнакан кашни салтакпа офицер умĕнче пуçа таятăп, паттăрлăхпа хăюлăхшăн, çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн тав тăватăп, — терĕ Олег Николаев.

Çар тивĕçне пурнăçланă чухне хăюлăх, çирĕплĕх кăтартнăшăн Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн отставкăри рядовоя Евгений Горбунова Паттăрлăх орденĕпе тата Жуков медалĕпе наградăларĕç. СВО ветеранĕ Евгений Архипов II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн хĕçĕллĕ медальне тивĕçрĕ. Республикăн çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Колесник отставкăри рядовоя Алексей Яичникова Жуков орденĕпе чысларĕ. Залра пухăннисене уяв ячĕпе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева саламларĕ.

— Халĕ пирĕн пĕрлĕхе упраса хăварни нихçанхинчен те пĕлтерĕшлĕрех, пĕрле çирĕп тăрсан кăна аслă çĕршывăмăра хӳтĕлесе хăварайăпăр, — терĕ вăл.

Сергей МИХЕЕВ.

♦   ♦   


Ентешĕмĕрсем валли

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ умĕн ятарлă çар операцине Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвĕ 62-мĕш хут тиесе янă.

Вăл Запорожье облаçĕнчи çар чаçĕсем тата Ростов хулинчи госпиталь валли.

— Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче республика пулăшнине туйса илни пирĕн салтаксемпе офицерсемшĕн пĕлтерĕшлине ăнланатпăр. «Пĕрле» фонд, республикăри предприятисем, юратакан çĕр-çĕр çын тачă çыхăнса тăрăшнăран СВО зонине фортификацилĕх стройматериал, топливо, ятарлă хатĕрхĕтĕр каять. Волонтерсем пуçтарнă посылкăсене те кунтах хуратпăр. Пухма хутшăннисене тав тăватăп. Сире пула ентешĕмĕрсем пирĕн çĕнтерĕве туптаççĕ, — тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Конвойра — 20 кубла метр касса çурнă йывăç материал, фенол сăмалипе турпаса çирĕплетнĕ 480 хăма, 60 рулон фольгоизол, 12 купа топливо брикечĕ, ăшă тытакан материал, çилпе нӳрĕкрен хӳтĕлекен пленка. Шупашкарти, Красноармейски, Муркаш, Канаш, Комсомольски округĕсенчиволонтерсеммаскировка тетелĕ, окоп çурти, автоклав, «буржуйка» кăмака, газбаллонĕ, ĕçмелли шыв, типĕ яшка, ытти апат-çимĕç нумай парса янă. Тăван çĕршыв салтакĕсен çемйисенкомитечĕРостоври госпиталеминтер-утиял, çывăрмалли вырăн тата гигиена хатĕрĕсем илсе пынă, ăна-кăна Тăвай тата Хĕрлĕ Чутайокругĕсенчепухнă. Комитет хастарĕсем чăваш полкне 5 генератор, посылкăсем çитерме ыйтнă.

Петр НИКИТИН.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.