Комментировать

20 Фев, 2026

Сывлăха упрама пĕлмелле

Кашни çын пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ — сывлăхшăн тăрăшни. Диспансеризаци те, сывлăха хаклас тĕлĕшпе ирттерекен экспресстĕрĕслев пек, чир паллисене иртерех тупса палăртма, тухтăрсен сĕнĕвĕсене ăша хывма, вăхăтра сипленме май парать

Çитĕннĕ çынсем диспансеризацие профилактика шайĕнче, сывлăх япăхах мар пулсан та, ОМС полисĕпе тухма пултараççĕ. Кун пек чухне тĕрĕслевсемпе анализсене пациент кăмăлне шута илсе мар, Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви çирĕплетнĕ список тăрăх ӳсĕмпе тата арлăха кура палăртаççĕ.

Диспансеризаци медицина профилактикин çул-йĕрĕнчен пĕри пулнă май чĕрепе юн тымарĕсен кăлтăкĕсене, диабета, онкологие, ӳпкен вăраха кайнă чирĕсене, ытти чир-чĕр аталанăвĕн хăрушлăхне вăхăтра палăртма май парать. Чирсенчен сыхланни пĕлтерĕшлĕрех, мĕншĕн тесен маларах асăрхаттарасси сиплессинчен çăмăлрах. Мероприяти тĕллевĕ — кирек мĕнле ӳсĕмри çын сывлăхне упрасси, чир-чĕр аталанасран асăрхаттарасси.

Диспансеризацие 18 çултан тата аслăрах ӳсĕмрисем иртеççĕ. 18-39-тисем виçĕ çулта пĕр хутчен тухаççĕ. 40-рисем тата аслăраххисем — кашни çулах. Меллĕрех пултăр тесе кашнинчех кăçал диспансеризаци тухмалли çынсен çуралнă çулĕсен списокне пичетлеççĕ. 40 çултан кĕçĕнрех граждансемшĕн кăçал диспансеризаци иртме май пуррипе çуккине ăнланма пулăшакан ансат мел пур: хăвăр ӳсĕме виççĕ çине пайламалла, енчен те тулли хисеп пулсан профилактика мероприятине кайма юрать. Çак графика лекменнисем валли профилактика медицина тĕрĕслевĕ пур. Ăна çулсеренех хăть хăш ӳсĕмре те иртме пулать. Çак тишкерӳ шайĕнче организмăн тĕп виçисене тĕрĕслеççĕ. Вăл диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне тепĕр хут пурнăçлать.

Тухтăрсем патне тĕрĕслеве лекме, анализсем пама тата диспансеризаци программи шайĕнчи кирлĕ тĕрĕслевсене хăвăр пурăнакан вырăнти медицина организацийĕсенче, сывлăх центрĕнче е поликлиника çумĕнчи диспансеризаци пӳлĕмĕнче иртме пулать. Чăваш Енри округсенче пурăнакансем валли район больницисенче тухтăр амбулаторийĕн тата ФАПсен алăкĕсем уçă. Граждансен хăйсемпе пĕрле ОМС полисĕ /ОМС полисĕ çинчен калакан выписка/ пулмалла.

Сире хăш поликлиникăна çирĕплетнине Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнчи «Сывлăх» пайĕнче пĕлме пулать. Çавăн пекех страхлав компанийĕсен — «Чăваш медицина страхлав компанийĕ» АО — 8-800-201-95-46 тата «Чувашия-Мед» страхлав компанийĕ» АО — 8-800-250-95-46 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

Коронавирус инфекцине тӳссе ирттернĕ граждансем валли диспансеризацин анлă программине хатĕрленине аса илтеретпĕр. Унта çын организмĕнчи улшăнусене тупса палăртма тата чире пуçарма пултарнă йывăрлăхсене сирме пулăшакан хушма тĕрĕслевсене кĕртнĕ. Ăна çулталăк сипленнĕ хыççăн 60 кунран иртме пулать. Çын хăй тĕллĕн сипленнĕ пулсан та тĕрĕслев витĕр тухма май пур. Çак тĕллевпе хăвăрăн медицина организацийĕн тĕп тухтăрĕ ячĕпе заявлени çырмалла.

Репродуктивлă ӳсĕмри /18-49 çулсенчи/ хĕрарăмсемпе арçынсене диспансеризацилессине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ, вĕсен сывлăхне хаклама тăрăшаççĕ. Ăна граждансен çире пур чухне тата ун хыççăнхи чир-чĕре, ача çуратассине, çак пулăма япăх витĕм кӳме пултаракан амаксен е условисен паллисене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ. 2026 çулта репродуктивлă сывлăха тĕрĕслес блок анлăланать — списока папиллома вирусне /21-49 çулсенчи хĕрарăмсене 5 çулта пĕр хутчен/ тата амалăх мăйĕн шĕвек цитологине тĕрĕслессине кĕртнĕ. Кун пек мерăсем репродуктивлă органсен тата онкологи хăрушлăхне витĕм кӳрекен чир-чĕре профилактикăлассине вăйлатмаллине палăртаççĕ.

Диспансеризаци тухнă чухне юлашки 12 уйăхра ирттернĕ медицина тĕпчевĕсен кăтартăвĕсене шута илме пултараççĕ. Документсене хăвăрпа илме, вĕсене тухтăра кăтартма ан манăр.

Çакна та асра тытăр: 2024 çултан пуçласа медучрежденисен тулашĕнче те диспансеризаци тухма пулать. Сăмахран, ĕç е вĕренӳ /студентсем валли/ вырăнĕсенче. Çакна пурнăçлама организаци ертӳлĕхĕ суйласа илнĕ медицина организацийĕпе килĕшӳ тăвать, диспансеризаци ирттерме условисем туса парать. Анчах та яланах ĕç вырăнĕнче е ĕçрен пушă вăхăтра диспансеризаци тухма май çук. Ĕçлекен çынна çак тĕллеве пурнăçлама пуçлăхăн ирĕк памалла. Саккунпа килĕшӳллĕн 1 кун ĕçрен хăтарма юрать. Çавна май ĕç вырăнĕ /должноç/ тата вăтам ĕç укçи упранса юлать. Пенси умĕнхи ĕçченсем /арçынсем 60 çултан аслăраххисем тата хĕрарăмсем 55 çултан пуçласа/ пĕр кунра диспансеризаци тухаймасан вĕсене çулталăкра çакăн пек икĕ кану кунĕ пама юрать.

Профилактика мероприятийĕн кунĕ пирки ертӳçĕпе калаçса килĕшĕр — заявлени çырăр, приказа кĕтсе илĕр. Ĕçченĕн тĕллевлĕ куна канма мар, хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеме тăкакланине çирĕплетме ирĕк пур пуçлăхăн. Çавăнпа та медицина организацийĕнчен справка илмелле.

Диспансеризаци ĕçĕ çулсерен халăх ыйтăвĕсене тĕпе хурать. Медорганизацисем профилактика мероприятине каçхи вăхăтра тата шăматкунсенче иртме май параççĕ. Çакă ĕçрен ыйтса кайма е предприятире диспансеризаци программисемпе усă курма пултарайманнисемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кулленхи ĕç йĕркине куçни вара халăха медицина пулăшăвĕпе усă курма май парĕ. Ку ĕçе те Шупашкарта пуçланă ĕнтĕ.

Куçса çӳреймен граждансем валли тĕрĕслеве килĕсенче е стационар условийĕсенче ирттереççĕ. Ку йĕрке пирки поликлиника регистратуринче ыйтса пĕлмелле.

Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхлавĕн территори фончĕ сывă пурнăç йĕркине сарас тата вăраха кайнă инфекци чирĕсене асăрхаттарас енĕпе халăх хушшинче информаци ĕçне хастар хутшăнать. Сăмахран, çулсеренех буклетсем хатĕрлет. Вĕсене республикăри медицина организацийĕсенчи кирлĕ вырăнсене çакать.

Кашни çыншăн пурнăçра чи хакли — сывлăх. Уншăн тăрăшни — сирĕн ырлăхăн никĕсĕ. Организм сывлăхлă пултăр, вăл пĕр кăлтăксăр ĕçлетĕр тесен ăна вăхăтран вăхăта тĕрĕслесе тăмалла. Диспансеризаци сире вăрăм та хастар пурнăç йĕркине суйлама пулăшса пырать. Ăна тухма вăхăт тупăр, сывлăхăра упрăр!

Ульяна ПЧЕЛКИНА, Чăваш Енри Обязательнăй медицина страхлавĕн территори фончĕн ĕçченĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.