Комментировать

19 Фев, 2026

Тантăш 6 (4975) № 19.02.2026

«Çерçи ури» хуçнă, кăвайт чĕртнĕ

Кăрлач сиввисем иртсе кайсанах чăваш халăхĕ Аслă Çăварние кĕтме тытăннă. Уйрăмах ача-пăча, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хавас пулнă уява. Çăварни чупма юратакан çамрăксем çĕнĕ шупăр, çӳçеллĕ тутăр, илемлетнĕ саппун-аркă, сарă кĕрĕк хатĕрленĕ. Праçникре ачасем кăвак çутăллах çывăрса тăрса çунашка туртса тăвайккине вĕçтернĕ. Çакна ватăсем «çерçи ури хуçни» тенĕ. Чи пĕрремĕш ярăнса анакан ача «шыв çулĕ уçакан» пулнă. Ăна пурте парне панă: мăйăр, пĕремĕк, хĕвел çаврăнăш, ăшаланă пăрçа тата ытти те. Çав ачан алли çăмăл тесе шухăшланă. Çуркуннехи ĕçсене пуçлама та ăнах хушнă. Çăварнинче тăвайкки шавласа та кĕрлесе кăна тăнă. Çунапа ярăнакан ачасем пĕринчен тепри инçерех кайма тăрăшнă. Пурте: «Кантăр вăрăм ӳстĕр! Çерçи ури хуçăлтăр! Кантăр пуçне ан сăхтăр!» — тесе кăшкăрнă, вăррине сапса пынă. Çамрăксем ир пуçласа каçчен катаччи чупнă. Темиçе яла та çитнĕ. Хурăнташĕсем патне Çăварнипе саламлама хăнана кĕре-кĕре тухнă. Эрне вĕçнелле ял вĕçĕнчи тăвайккинче улăмран ăсталаса Çăварни карчăкĕ туса лартнă. Пурте пухăнсан ăна çунтарса янă. Çав вăхăтра ун тавра тăрса юрă юрланă, ташланă, ачасем сăвă каланă. Аслисем кăвайт çине çуллă икерчĕ пăрахнă. «Çăварни карчăкĕ, выçă ан çӳре! Тутă пул та чипер кай!» — тенĕ.

ШКУЛĔПЕХ ИКЕРЧĔПЕ ХĂНАЛАНĂ

Патăрьел округĕнчи Ыхраçырми шкулĕнче вĕренекен Чăваш Ишек ачисем Сурхурире Çветке чупни пирки нумаях пулмасть хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем авалхи йăла-йĕркене питĕ çирĕп пăхăнаççĕ. Кукамăшĕ-асламăшĕнчен, ашшĕ-амăшĕнчен ачасем тăрса юлманни, ламран лама пыракан уявсене ăша хывни савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Сурхурире çеç мар, Мăнкунра та, Çăварнире те кашни çулах хастар вĕсем. Акă ĕнер те шкулта пысăк уяв иртнĕ. Ăна яланхиллех чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Светлана Кулакова йĕркеленĕ. Вĕренекенсем икерчĕ çеç мар, йăва, кукăльпӳремеч пĕçерсе килнĕ шкула, тĕрлĕ ĕçме-çимерен пуян сĕтел хатĕрленĕ. Юрласа-ташласа савăннă хыççăн урама тухса тăвайккинчен çунапа ярăннă, спорт лапамĕнче кăвайт чĕртсе, чир-чĕр кайтăр тесе Çăварни карчăкне çунтарнă. — Çăварние эпир питĕ юрататпăр, ку уява кашни çулах йĕркелетпĕр. Вăл калама çук хаваслă иртет. Пирĕн вĕренекенсем çав тери хастар пулнипе те çыхăннă. Ĕнер те шкул кĕрлесе кăна тăчĕ. Хĕрачасем ятарласа сăвă-юрă вĕренсе килнĕ. Кукамăшĕ-асламăшĕ арчинчен çӳçеллĕ тутăр туртса кăларса çыхнă. Тĕрлĕ рецепт тăрăх икерчĕ пĕçерсе килсе тулăх сĕтел хатĕрлерĕç, шкулĕпех хăналарĕç. Пирĕн пĕлӳ çуртĕнче чăваштутар ачисем вĕренеççĕ, пур уява та пĕрле ирттереççĕ. Акă часах Уразабайрам пуçланать. Эпир те, чăвашсем, пĕрле савăнатпăр. Ку туслăха тата та çирĕплетет», — каласа кăтартрĕ Светлана Пантелеймоновна.

ЯЛ ÇЫННИСЕМПЕ ПĔРЛЕ САВĂНĔÇ

Çакна хушса калам. Чăваш халăхĕ ĕмĕртен тар юхтарса ĕçлеме те, уявра савăнма та пĕлнĕ. Акă ăçта вĕсен сĕм аваллăхран пыракан пархатарĕ. Авалтан пыракан ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕрке йывăрлăхсене манса малалла пурăнма, çемьесене упрама, туслăха хаклама, тăванлăха мала хума хистенĕ те. Чăваш Ишек ачисем тăван халăхăн уявĕсене сума суни чунра ăшă та ырă туйăм вăратать. Шкулта çеç мар, эрне вĕçĕнче ялта иртекен Çăварнире те аслисемпе пĕрле савăнма, юрлама-ташлама хатĕрленеççĕ шкул ачисем. «Эх, Çăварни! Çăварни! Çăварни килет, куртăр-и? Çуркунне çитет, сисрĕр-и? Хирĕç тухса илтĕр-и?» — 9-мĕш класс хĕрачисем телефонпа çыхăнсан пурте харăссăн тĕрлĕ такмак калама тытăнчĕç. Тепĕр Çăварниччен апла чиперсывă пурăнар, ырă йăлана манар мар. Эх, Çăварни, Çăварни! Çăвар тулли икерчи!

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.