Комментировать

30 Окт, 2014

Палăк юхăнать...

Ăна пăхса, тирпейлесе тăрассишĕн кам яваплă?    Акă, тĕслĕхрен, тĕп хулари Максим Горький проспектĕнчи 15-мĕш çурт çывăхĕнче вырнаçнă палăках илер. Вăл - чăваш халăхне чунран хисепленĕ çыннăн, вырăссен паллă писателĕн Максим Горькин палăкĕ. Раççей тава тивĕçлĕ скульпторĕ И.П.Шмагун тата М.Т.Суслов архитектор тăрăшнипе 1984 çулта çĕкленнĕскер. Ку - копи, оригиналĕ Чул хулара.

А.М.Горький чăвашсене сума сунине темиçе тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Акă 1928 çулта Франци писателĕ Р.Роллан патне янă çырура çапла калани пур: «Атăлçи йăхĕсен - чăвашсен, мордвасен, черемиссен - Кавказпа Çĕпĕр йăхĕсенни пекех, хăйсен пресси пур, музыка шкулĕсем, музейсем, кĕнеке издательствисем уçăлаççĕ, хăйсен хушшинче прозаиксемпе поэтсем çитĕнтереççĕ. Миллионлă чăваш хăйĕн тĕп хулинче Шупашкарта 10 хаçат кăларать. Вĕсенчен пĕрин тиражĕ 10 пинрен те иртет». Писателĕн «Детство» повеçĕ чăвашла пичетленсе тухнă май ум сăмахра вăл çапла çырнă: «... хăйĕн пурнăçне аталантарас ĕçре чăваш халăхне чун çирĕплĕхĕ тата вĕçĕ-хĕррисĕр вăй-хал сунатăп».

Çакă та паллă: Максим Горький Чăваш Енĕн культура, экономика пурнăçĕпе кăсăклансах тăнă, чăвашсен паллă литераторĕпе тата издателĕпе Д.П.Петровпа /М.Юманпа/, С.В.Ялавинпа, Е.А.Орловăпа çыру çÿретнĕ.

Паллă çыравçăн палăкĕ патне çитсе килме акă мĕн хистерĕ: палăк никĕсĕ ытла та юхăнса кайнă текен сас-хура. Шел те, вăл çирĕпленчĕ. Палăк мĕнле лару-тăрурине çырса кăтартма кирлĕ мар, мĕн пурри - куç умĕнче. Чыс кÿмест вăл пире.

Тата çакă та кăсăклантарчĕ: çамрăксем палăк пирки мĕн шухăшлаççĕ, паллаççĕ-и вĕсем чаплă çыравçа? Темиçе студентпа сăмахласа илтĕм.

Максим:

- Эпĕ Шупашкара тепĕр хуларан килнĕ. Хальлĕхе ăçта мĕн, камăн палăкĕ вырнаçнине пĕлместĕп-ха.

Анастасия:

- Паллах, пĕлетĕп. Çак проспектра пурăнатăп, унта вырнаçнă институтра вĕренетĕп. Горький произведенийĕсене вуламанпа пĕрех. Шкулта та.

Кирилл:

- Васкатăп, сирĕнпе калаçма вăхăт çук.

Вăт çапла. Тĕп хуламăр пуçлăхĕсене те çитсе курма сĕнетĕп палăк патне. Вĕсем вара, тен, хăпăнса ÿкнĕ плиткăсене те асăрхĕччĕç.

Надежда ГЕОРГИЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.