Комментировать

18 Фев, 2026

Хресчен сасси 6 (3095) № 18.02.2026

Çынсен тупăшĕ хушăнать

Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Йĕпреç округĕнче ĕçлĕ çӳревре пулчĕ, инфратытăмпа тата производство обьекчĕсемпе паллашрĕ, округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

Кĕлĕмкасси шкулĕн, тĕпрен юсанăскерĕн, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, педагогсемпе тата ачасемпе тĕл пулса калаçрĕ, çĕнетнĕ классенче вĕрентĕве çӳллĕ шайра йĕркеленине палăртрĕ. Кăçал шкул таврашне те хăтлăлатма тĕллев лартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçалхи ака уйăхĕнче хута яма палăртнă асфальт хатĕрлекен завода çитрĕ, «кунтан продукци пама тытăнни округри çулсене юсас ĕçшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ» терĕ. Канашлура округ пуçлăхĕ Игорь Семенов муниципалитетăн 2025 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пĕтĕмлетсе доклад турĕ. Бюджет сферинчи, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи, социаллă пурнăçри ӳсĕмлĕ кăтартусем округ малаллах кайнине çирĕплетеççĕ. Унăн бюджетне пĕлтĕр 956 млн тенкĕ, планпа пăхнинчен 3,6% ытларах, пырса кĕнĕ. Муниципалитетра пурăнакансем тупăш виçĕм çулхинчен 31,8% нумайрах ĕçлесе илнĕ, пысăк тата вăтам предприятисенче вăй хуракансен вăтам шалăвĕ 49962 пин тенкĕпе танлашнă. «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа 70 проект пурнăçланă. Доклад тăвакан ытти лайăх кăтартăва илсе кăтартрĕ. 2025 çулта округра 70 ача çуралнă. Олег Николаев Шаукет Купкеновпа Валентина Николаева врачсене «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят пама указ кăларнă — вĕсене саламларĕ. <...>

Петр ВАСИЛЬЕВ.

♦   ♦   


«Çурăм йĕпеничченех тарлатпăр»

Ĕнесене пăрулаттармалли тапхăр малалла пырать. Çак ĕçе Элĕк округĕнчи «Новый путь» ЯХПКра мĕнле йĕркеленĕ? Людмила Константинова тĕп ветврач хуравлать.

— Эпир, ветврачсем, тăваттăн: Наташа Владимирова, Татьяна Гордеева, Артем Сильвестров тата эпĕ. Йывăр пăрулакан ĕнесене çăмăлланма пулăшатпăр. Тĕрĕссипе, ку ĕçе пурнăçлама хĕрарăм вăйĕ мар, арçыннăн кирлĕ. Пăрăва туртса, пăрса çурăм йĕпеничченех тарлатпăр. Амалăхри пăрăвăн малти урисем е пĕри хыçала юлнă тăк алăпа малалла çавăрса яратпăр. Тăваттăшĕ те кая юлни, урисене унталла-кунталла вырттарни пулкалать. Вилнĕ пăрăва пăрулаттарма пушшех йывăр. Тепĕр чухне ĕне майлă тăрса туртса кăларма май туса парать. Пуçĕ хыçала юлсан алăпа малалла çавăратпăр, унăн урисемпе пĕрле тухмалла. Йывăр пăрулаканнипе 2 сехет е ытларах ирттерни те пулкалать. Пĕрисем выртса, теприсем тăрса çăмăлланаççĕ. Кил хуçалăхĕсенче вăрах пăрулаймасан ветеринара чĕнтермелле. Хуçалăхра 2017 çултанпа ĕçлетĕп — тĕрлĕ ĕнене куртăм. — Людмила Сергеевна, пăруласанах мĕн çитермелле? — Пăрăва амăшĕн çăра сĕтне ĕçтермелле. Вăл иммунитета çирĕплетет, вăй парать. Пăру 40 килограмм тайсан — 4, 30 кг тăк 3 литр. Фермăра пĕр хут çеç ĕçтеретпĕр, килти хуçалăхра темиçе те пама юрать. Амăшне энерги кӳрекен ятарлă шĕвек кирлĕ, сĕтне 3-7 кунран ытти ĕненнипе пĕрлех сутлăха яма тытăнатпăр. Маларах икĕ уйăх суманскерсем пăруланă хыççăн сĕт лайăх пама тытăнаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Перекетлĕх тĕпреччĕ»

Ял хуçалăхне тĕрлĕ чăрмав иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче те ура хуркаланă. Ун çинчен 1984-2002 çулсенче Куславкка районĕн ял хуçалăх управленийĕнче тăрăшнă Раиса Сергеева каласа парать.

— Аса илер-ха 1980 çулсен иккĕмĕш çуррине. 1985 çулта М.Горбачев генсек çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономикине, çав шутра ял хуçалăхне, хăвăртрах аталантарма тĕллев лартрĕ. — Çапла, чӳк уйăхĕнче КПСС Тĕп комитечĕ тата СССР Министрсен Канашĕ «Агропромышленноç комплексне ертсе пырассине лайăхлатасси çинчен» йышăну кăларчĕç, СССР Патшалăх агропромышленноç комитечĕ туса хучĕç. Ял хуçалăхне интенсивлă технологисене ĕçе кĕртме тытăнчĕç, продукцие пухса илнĕ, турттарнă, упранă, тирпейленĕ, унран апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне куракан тăкака пĕчĕклетме, совхоз-колхоза, агрокомбината, кооператива, хресчен-фермер хуçалăхне пĕр пек условисенче аталантарма йышăнчĕç. Çакă кооператорпа фермер харпăрлăхĕн статусне те саккунпа çирĕплетмеллине пĕлтерчĕ. — Раиса Аввакумовна, эсир малтан ĕçлев, каярахпа шалу, юридици енĕпе ертсе пыракан экономист, 1990 çултанпа тĕп экономист пулнă. Горбачев тапхăрĕнче хуçалăхсем йывăрлăхсене епле çĕнтерни пирки мĕн калатăр? — Тăкака хăйсем тунă укçапа 100% саплаштарса таса тупăш илетчĕç. Кашни уйăхри мĕн пур тăкака бригадирпа ферма ертӳçинчен тытăнса агроном, зоотехник, совхоз ертӳçи таран хальхи пекех шутласа пынă, хăш производствăран илекен тупăшран саплаштармаллине те палăртса хунă. Тăкак планланинчен ытларах тӳсес мар тесе вĕсем çеç мар, рабочисем те перекетлеме тăрăшнă. Çулталăка тупăшлă вĕçлемелли плана кашни бригадăра, фермăра, участокра çирĕплетнĕ, ĕçлесе илнĕ укçана унпа килĕшӳллĕн тăкакланă. Хальхи пекех перекетлĕх тĕпреччĕ. СССР Министрсен Канашĕн Председателĕ А.Косыгин 1960 çулсен иккĕмĕш çурринче производствăна пуçласа кĕртнĕ хуçалăх расчечĕ экономика никĕсĕнчеччĕ. Сĕтĕн, ашăн, хăмлан, ытти продукцин сутлăх хакĕ хуçалăхсемшĕн лайăхчĕ, çавăнпа кассăра яланах укçа нумай пулнă. Хăмла «Волга», «Аниш», «Заря», «Родина», «50 лет октября» совхозсене пысăк тупăш кӳнĕ, вĕсенче пысăк шалу тӳленĕ. 1991-2000 çулсенче хуçалăхсем туса илнĕ продукцин сутлăх хакне йӳнетнĕрен, вĕсене патшалăх пач пулăшманран тăкаксене саплаштараймарĕç, ĕç укçи парайми пулчĕç, çавна пула юхăнса саланчĕç. <...>

Михаил ФЕДОРОВ.

♦   ♦   


Çуррине саплаштарать

ЧР Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăх çĕрĕсене мелиорацилемелли йĕркене улшăну кĕртнĕ. Унпа паллаштарма Чăваш АССР мелиораци тата шыв хуçалăхĕн министрĕн çумĕ пулнă Иван Аверьяновран ыйтрăмăр.

— Çĕнĕлĕх республикăн «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси тата комплекслă мелиорацилесси» проектне пурнăçлама уйăракан субсиди памалли условие пырса тивет, гидромелиораци мероприятийĕсене ĕçе кĕртме 2026 çулхи кăрлач уйăхĕнчен Чăваш Ен бюджетĕнчен уйăракан субсиди виçине палăртать. Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсем кăçалхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен мелиораци проекчĕсене пурнăçлама — Раççейпе Беларуçра хатĕрленĕ ял хуçалăх культурисен пысăк лаптăкне çумăр çунă чухнехи пек шыв пĕрĕхтермелли тата пăрăха парапанран тăсса ӳсентăрана шăвармалли машинăсен хакĕн — 50%, çав ĕçех пурнăçлакан импорт техника хакĕн 25% саплаштарма субсиди илме — пултарĕç, — терĕ Иван Иванович. — 2027 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шăвармалли машинăсем туянса, çĕре мелиорацилесе курнă тăкакăн пĕр пайне ª50%º саплаштармалли списока Раççейпе Беларуçра туса кăларнă техникăна çеç кĕртĕç. Çак йĕркене республика Правительстви аграрисене ял хуçалăх культурисен тухăçне ӳстерме май туса парас тĕллевпе тата вĕсем хамăр çĕршывра хатĕрленĕ шăвармалли техникăна туянайччăр тесе йышăннă. Мелиораци ĕçĕсене пурнăçлама Чăваш Ен бюджетĕнчен субсиди пĕлтĕр 27 млн тенкĕ уйăрнă, ăна мелиорацири культуртехника, хими мелиорацийĕн тата хуçалăхсен тăпрари гидрологи тытăмне лайăхлатмалли тĕллевĕсене пурнăçлама явăçтарнă. <...>

Николай СЕМЕНОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.