Хыпар 11 (28426) № 17.02.2026
Рекордшăн мар, пурнăç ырлăхĕшĕн ĕçлетпĕр
Хĕлĕн шутлă кунĕсем кăна юлчĕç те — çур аки çинчен шухăшлама та вăхăт. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура шăпах çак ыйту тĕпре пулчĕ.
Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулта ял хуçалăх производствин индексĕ 110% танлашнă. Ӳсен-тăран çитĕнтерессипе çыхăннă кăтарту уйрăмах пысăк — 114%. Историре пуçласа республикăра çитĕнтернĕ, тирпейлесе пӳлмене кĕртнĕ тĕш тырă виçи 1011 пин тоннăна çитнĕ. Çакă, ун шучĕпе, чи малтанах ял хуçалăх производствин тухăçлăхне ӳстернипе никĕсленнĕ. Кашни гектартан илнĕ вăтам тухăç та рекорд шайĕнче — 36 центнер. Çак кăтартупа эпир федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта. Тепĕр тесен, ытти культура енĕпе те япăх мар: çĕр улмипе — тăваттăмĕш, пахча çимĕçпе — иккĕмĕш вырăнсенче. Пулас тыр-пулпа çыхăннă шанчăк пирки калас тăк — кĕрхи культурăсем аван хĕл каçаççĕ. Пĕтни хальлĕхе 1% шайĕнче кăна. Çакă кĕркунне тăпрара нӳрĕк çителĕклĕ пулнипе, юрсăр тапхăр вăраха кайманнипе çыхăннă. Çуркунне кăçал ир килмелле, çавна май техника та, Андрей Евгеньевич тĕшмĕртнĕ тăрăх, уя маларах, ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех, тухать-тĕр. Акса-лартса хăварнă анасен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 542,7 пин гектарпа танлашĕ. Çак лаптăкăн 52% тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем йышăнĕç. Вăрлăх кирлинчен те ытларах — 54,3 пин тонна ытла хатĕрлесе хунă. Чăн та, хальлĕхе кондициллин тӳпи пĕчĕкрех — 72%. Анчах вăхăт пур-ха, хуçалăхсем çине тăрса ĕçлеççĕ — акана тухмалли вăхăт тĕлне, иккĕленмест Андрей Евгеньевич, çак кăтартăва 99-100% çитерме пулать. Вăрлăх тенĕрен, паллă сăлтавсене пула унăн хамăр çĕршывра хатĕрленĕ сорчĕсен тӳпи пысăкланса пырать. Тырă тĕлĕшпе ку кăтарту пысăк, «çу культурисем тĕлĕшпе вара ӳсмелли пур-ха». Çĕр улмине илес тĕк, чăнах та, ют çĕршывсен сорчĕсем нумайрах, анчах çав сортсен вăрлăхĕ те, тĕпрен илсен, хамăр патра хатĕрлени. Çур акине йĕркеллĕ ирттересси техникăран та нумай килет. Республикăн агропромышленноç комплексĕ 2020-2025 çулсенче ял хуçалăх техникин 5 пин ытла единицине туяннă. Çапла вара 2019 çулта лаша вăйĕсен кашни 100 гектар пуçне тивекен шучĕ 111-пе танлашнă пулсан пĕлтĕр 170-е çитнĕ. Çур акине хутшăнакан техникăн 96% юсавлă. Аграрисем кăçал усă куракан минерал удобренийĕсен калăпăшне те пысăклатма палăртаççĕ — унсăр паян пысăк тухăç пирки ĕмĕтленни вырăнсăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тĕлĕшпе те чăрмавсем пулмалла мар.
Хĕллехи тапхăрта хăрушсăрлăха тивĕçтерес тата çурхи ейӳ тапхăрне хатĕрленес ыйтупа граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министр Сергей Павлов сăмах илчĕ. Çанталăк, куратпăр, чылай чăрмав кăларса тăратать. Кăрлачра юр нумай çурĕ — уйăхри нормăн 189% чухлĕ. Нарăсăн пĕрремĕш çурри те ку енĕпе питĕ «тухăçлă» пулчĕ. ЦГСМ çулталăк пуçланнăранпа çанталăкăн хăрушлăх кӳрекен условийĕсем пирки 25 хут асăрхаттарнă. Çийĕнчен тата сывлăш температури улшăнса тăрать. Юр, пăрлă çумăр, пăрлак çулсем тата ытти те — хăрушлăх чăннипех пысăк. Унта та кунта çуртсемпе хуралтăсен тăррисем юр йывăрăшне тӳсейменнипе йăтăнса анни çинчен хыпарсем килеççĕ. Çавна май министр ку енĕпе тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Тăрăсене юртан, тумла пăртан тасатсах тăмалла. Халăх йышлă пулакан, çуртсене кĕрсе тухмалли вырăнсем тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк пулмалла — çынсем тăрăран юр, пăр ӳкнипе сиенленесрен сыхланмалла. Пушарсенчен асăрханасси те — кун йĕркинчех. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 134 пушар пулнă ĕнтĕ — иртнĕ çулхи çак тăпхăртинчен 17,5% нумайрах. Вĕсенче вилнисен шучĕ те пысăкрах: 2025 çулта çак тапхăрта 6 çын пурнăçĕ татăлнă, кăçал вара вутра 11 çын пурнăçран уйрăлнă. Тĕп сăлтавĕсен шутĕнче — электрооборудовани, кăмакасем юсавсăрри, вутпа асăрханусăр пулни... Яланхи пекех, шел те, пушарсенче ӳсĕрле вилнисем чылаййăн. Шывсем çинче инкексем пулман. Юр нумай та, паллах, ейӳ пысăк пуласси иккĕленӳсĕр. Сергей Павлов гидротехника ссоруженийĕсем, коллекторсем, шыв юххисем тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Вĕсене çӳп-çапран, юртан, пăртан тасатмалла. 16 муниципалитетри 57 ял-хула урамĕсене шыв илме пултарассине палăртнă. Юр хулăн — 53-рен пуçласа 80 сантиметр таранах. Пĕлтĕр, сăмах май, ку кăтарту 0-18 сантиметр кăна пулнă. Синоптиксем пуш уйăхĕнче сывлăш температури вăтамран 1 градус шайĕнче пуласси çинчен калаççĕ — нормăпа пăхнинчен самай ăшăрах. Çакă та, паллах, юр хăвăрт ирĕлме пултарассине пĕлтерет. Канашлу Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Спорт министрĕ Василий Петров палăртнă тăрăх, пысăк уява çаврăннă чупу спорт пирĕн пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Юр курманнисем те йĕлтĕр сырчĕç
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупура Чăваш Енре кăçал та пин-пин çын старта тухрĕ: малтанласа шутланă тăрăх – 70 пине яхăн. Шутран та пĕлтерĕшлĕреххи – стартсем кашни муниципалитетрах ик-виçĕ çулти шăпăрлансенчен пуçласа 80-90 çулсенчи хисеплĕ ватăсене пĕрлештерме пултарни, пурне те савăк кăмăл парнелени.
Çакна Шупашкарта иртнĕ йĕлтĕр чупăвĕ те аван кăтартса пачĕ. Спортпа туслисем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕр чупăвне тĕп хулара кăçалхипе 44-мĕш хут тухрĕç. Йĕлтĕр йĕрĕн дистанцийĕ никама та хăратмарĕ, мĕншĕн тесен ытларахăшĕ ăмăртăва мар, уява савăнма тухнине палăртрĕ. «Пурте пĕрле старта тухса паян эпир спорта, сывлăха тата пĕрлĕхе çул панине çирĕплететпĕр. Пирĕн Спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕ те пысăк ăмăртусен лапамĕ пулса тăчĕ: пĕлтĕр хута янă çĕнĕ йĕлтĕр-роллер трасси çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри шутланать – федераци турнирĕсем те иртеççĕ, тренировкăсем те. Çакă спорт инфратытăмне инвестици хывнин уссине тÿррĕнех кăтартса парать, çынсем валли ытларах майсем уçать. Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче старта пирĕн аслă шкулсенче ăс пухакан ют çĕршыв студенчĕсем те тухаççĕ – спорт чăнах та пурне те пĕрлештерет», – палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев салам сăмахĕнче. Йĕлтĕрçĕсем Раççей спорт министрĕн Михаил Дегтяревăн саламне те итлерĕç. Вăл çак массăллă чупу тахçанах тĕрлĕ çулти çынсемшĕн, ăрусемшĕн, туслă командăсемпе çемьесемшĕн чăнчăн уяв пулса тăнине палăртрĕ. Яшсемпе хĕрсен дистанцийĕ – 5, арçынсемпе хĕрарăмсен 10 километрпа танлашрĕ. 2 километрлă йĕлтĕр йĕрне вара кирек кам та парăнтарма пултарчĕ – кунта ÿсĕме чикĕлемен. Ача садне çÿрекенсен трасси 600 метр тăршшĕ, ертÿçĕсен – 2026 метр. Ертÿçĕсен стартĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене те курма кăмăллă пулчĕ. Вĕсенчен пĕри – Владимир, Артемовск хулине нацистсенчен ирĕке кăларма хутшăннă, питĕ йывăр та хĕрÿ çапăçусем витĕр тухнă. Паян вăл Шупашкарта пурăнать, Чăваш Республикин СВО ветеранĕсен ассоциацийĕн йышне кĕнĕ. «Йĕлтĕр йĕрне лайăх хатĕрленĕ, пĕр хут ÿкме те ĕлкĕртĕм. Чăннипе каласан эпĕ «опорника» шанчăклăрах илĕттĕм: хальлĕхе ирĕклĕ ярăнма хăнăхман-ха… Апла пулин те тăрăшрăм, чи кайри пулмарăм, республика Пуçлăхĕ малта пычĕ – эпĕ хыçалтан хÿтĕлесе пытăм», – калаçăва шÿтлесерех йĕркелерĕ вăл. Александра Кольцова йĕлтĕр йĕрĕ çинчи чи аслă çын пулнине палăртрĕç, анчах никам та вăл 84 çулта тесе каламĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕскер, ĕмĕр тăршшĕпех агрегат заводĕнче тренерта вăй хунă. Ухăран перессипе вăл Чăваш Республикин пĕрремĕш чемпионĕ, пилĕк хутчен çĕршыв чемпионĕ пулнă. Паян та стройра. «Ку таранччен «Йĕлтĕр йĕрне» яланах хутшăннă. Питĕ савăнăçлă эпĕ: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен паха та усăллă парне пачĕç – термос. Пирĕн çамрăксене тĕслĕх кăтартмалла, çапах вĕсенчен те юлмалла мар. Пурне те спортпа туслă пулма, сывлăха упрама, çирĕплетме сĕнетĕп», – терĕ кашни куна зарядкăран пуçлакан, çывăрас умĕн виçĕ километр утакан тата йĕлтĕрпе ярăнакан Александра Ивановна. Сăмах май, 2013 çултанпах «Аслă ăру» ятпа парти проекчĕ пурнăçланса пырать. Унăн тĕллевĕ – аслă ăру çыннисем валли хастар та вăрăм пурнăçпа пурăнма майсем йĕркелесси. «Паян йĕлтĕр йĕрĕ çине тухнă кашни çын хăй миçе çултине пăхмасăр çĕнтерÿ турĕ. Ветерансене уйрăм тав сăмахĕ калатăп – вĕсем çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ, ачасене хастарлăха вĕрентеççĕ», – палăртрĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов чи аслисене парне панă май. Палăртма камăллă, чи пĕчĕк спортсменсем те – 3 çулти хĕрачапа 2 çул та 11 уйăхри арçын ача – парнеллĕ пулчĕç. Тĕп хулари «Львенок» ача садне çÿрекен 4 çулти Таисия, малтисен ретне лекеймерĕ пулин те амăшĕ пулăшнипе 600 метра хаваспах парăнтарчĕ. Финиша «ох…» тесе çитнĕскерĕн пичĕ çинчен пурпĕр ăшă кулă каймарĕ. «Кун пек пысăк ăмăртăва ачасемпе пĕрремĕш хут тухрăмăр. Сывă пурнăç йĕркине тытма хăнăхтарасшăн. Кĕçĕннине питĕ килĕшрĕ, асли валли, шел, прокатра йĕлтĕр çитмерĕ, çитес çул старта тухма маларах хатĕрленмеллине ăнлантăмăр», – палăртрĕ икĕ хĕрĕпе килнĕ Ольга. Еленăпа Андрей Митрофановсем вара уява çемйипех çитнĕ, пурте йĕлтĕрпе. Виçĕ çулти Юльăпа улттăри Егора ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкренпех спортпа туслаштараççĕ. Çемье пуçĕ каланă тăрăх, кашни эрнерех, канмалли кунсенче, пурте пĕрле йĕлтĕрпе ярăнма тухаççĕ. «Эпĕ кунта пĕрремĕш хут пултăм. Йĕлтĕрпе ача садĕнче ярăнатăп, унти ăмăртусене хутшăнатăп. «Радуга» ача садĕнчи «Затейники» ушкăна çÿретĕп. Спортсмен пуласси пирки шухăшламан, анчах ярăнма килĕшет», – ашшĕн сăмахĕ çумне Егор та хутшăнчĕ. <...>
Наталия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Авари сахалрах, çапах лару-тăру пурпĕр çивĕч
2025 çулта республикăри çулсем çинче пулнă аварисен шучĕ чакнă. Вĕсенче вилнисен, аманнисен шучĕ те 2024 çулхинчен пĕчĕкрех. Çакăн çинчен массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май ЧР Шалти ĕçсен мнистерствин Патшалăх автоинспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов пĕлтерчĕ.
Статистика лайăхланнă Малтанах тĕп цифрăсене асăнам: пĕлтĕр республикăри çулсем çинче 801 авари пулнă. Çакă виçĕм çулхинчен кăшт кăна, 1,1%, пĕчĕкрех пулин те — курăмлă туртăм, мĕншĕн тесен кашни процентăн вуннăмĕш пайĕн хыçĕнче те — çынсен пурнăçĕ, сывлăхĕ. Аварисенче 103 çын пурнăçĕ татăлнă — умĕнхи çулталăкринчен 2,8% сахалрах. Суранланнисен шучĕ пушшех чылай пĕчĕкленнĕ — 8% сахалланнă. Çапах Владимир Романов пăшăрхантаракан чылай самант çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Калăпăр, çуран çӳрекенсем вилнĕ тĕслĕхсем тăруках хушăннă — çулсем çинче пурнăçĕ татăлнă 103 çынран 44-шĕ çуран пулнă. 34-шĕ — водительсем, 22-шĕ — транспорт хатĕрĕсен пассажирĕсем, 3-шĕ — велосипедистсем. Аварисен пысăк пайĕ — транспорт хатĕрĕсем çапăннă тĕслĕхсем. Çавнашкал 287 инкеке шута илнĕ. Транспорт хатĕрĕ çул айккине сикнĕ, çаврăнса ӳкнĕ, пĕр-пĕр чăрмав çине пырса кĕнĕ тĕслĕхсем те — çине-çинех. Çавăн пекех, каларăм, çуран çӳрекенсене таптанипе çыхăннă инкек нумай. Çав тĕслĕхсен çурри водительсен айăпĕпе пулнă. Унашкал тĕслĕхсен видеопуххине журналистсем валли ятарласа хатĕрленĕ те — ăна чуна ыраттармасăр пăхаймăн: хăрушă кадрсем! Сăмахран, урампа пĕртен-пĕр машина пырать, водитель «зебрăпа» каçакан çынна инçетренех курмалла пек — çук, пырса çапать, вилмеллех амантать... Сăмах май, çул урлă каçмалли вырăнсенче çынсене таптанă май вĕсем вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ иккĕмĕш çул ӳссе пырать ĕнтĕ — пĕлтĕр икĕ хут пысăкланнă. Çуран çӳреме те хăрамалла Кăрлачăн 17-мĕшĕнче çамрăк водитель, хĕр, икĕ çул каялла кăна водитель удостоверенийĕ илнĕскер, çул урлă каçакан 16-ри студентка çине пырса кĕнĕ. Ирĕксĕр хăвармалли приговорсăр пуçне унăн тата çывăх çыннисен çухату тӳснĕ çемьене кӳнĕ сиене саплаштарса 3 миллион тенкĕ ытла тӳлеме тивнĕ. Канашра 20 çулти çамрăк водителĕн вара руль умне лармалли право та пулман — пурпĕр ларнă, авари туса икĕ çын пурнăçне татнă. Улатăр округĕнчи Стемасра авăн уйăхĕнче пулнă инкекшĕн те водитель удостоверенийĕсĕр çамрăк çын айăплă. Вĕренессе вĕреннĕ-ха, анчах çав документа илсе ĕлкĕреймен — тепĕр кунне илмелле пулнă. Машинăпа çула тухнă та — умри велосипедистран иртме тăнă. Ăнăçсăр пулса тухнă — велосипедпа пыракан 9 çулти хĕрачана таптаса вилмеллех амантнă. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти Гагарин урамĕнче «зебра» çинче кукамăшĕпе 14-ри мăнукĕ 30 çулти çамрăк çын тытса пыракан машина айне пулса вилнĕ. Хурлăхлă çак списока, шел те, татах тăсма пулать... Тепĕр тесен, хăш-пĕр чухне çуран çынсем хăйсем те айăплă. Çĕр варринче, тĕттĕм вăхăтра, çул варринче çын выртать... Паллах, ун çине машина пырса кĕрет. Çуран çынсем хăйсем правилăсене пăснипе тата ӳсĕр пулнипе машина айне лексе вилесси 150% ӳснĕ — пĕлтĕр çавнашкал 15 тĕслĕх пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Владимир Геннадьевич çул-йĕр инспекторĕсене çĕрле çул хĕрринче, чарăнура-мĕнре ӳсĕр çынна асăрхасан ăна служба машинипе килне леçме хушни çинчен каларĕ. ПАИ машини, паллах, такси мар, анчах унсăрăн ӳсĕрскер инкеке лекесси паллă — çын пурнăçĕ вара хаклă. Шел те, граждансене çĕрле çул хĕрринче машинăсен фара çутине каялла тавăракан элементлă тумтирпе пулма хистекен требовани ниепле те йăлана кĕреймест. Шăпах тĕттĕм вăхăтра çуран çынсене таптанă тĕслĕх иккĕмĕш çул нумайланса пырать ĕнтĕ — пĕлтĕр 8 çын пурнăçĕ татăлнă. Çавна май, Владимир Романов шучĕпе, предприятисен ертӳлĕхĕн хăйсен ĕçченĕсене ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ чухне хайхи «çутатакан» элементсем пирки шухăшлани вырăнлă пулмалла. Хăрушсăрлăх тăкаклă Çулсене кирлĕ пек пăхса тăманнипе, вĕсене хăрушсăрлăха тивĕçтермелле йĕркелеменнипе пулнă инкексенче вилнисен шучĕ 75% хушăннăшăн вара, паллах, влаçсене ӳпкелени те вырăнлă. ПАИ управленийĕн пуçлăхĕ федераци трассин Етĕрне округĕнчи 601-613 километрĕсенчи ларутăру çивĕчлĕхĕ çинче каллех чарăнса тăчĕ. Унта çул тăватă йĕртен ансăрланса тăруках икке куçать. Йывăр тиевлĕ фурăсем çӳлелле хăпарасси çăмăлрах пултăр тесе аялалла аннă чухнех хăвăртлăха ӳстереççĕ... «Питĕ хăрушă сыпăк: çав вырăна хамăрăн инспекторсене тăратас — вĕсем çине те пырса кĕрĕç...» — пăшăрханăвне пытармарĕ Владимир Геннадьевич. Тем те туса пăхнă ĕнтĕ — çивĕчлĕх сирĕлмест. Эрне каялла, кану кунĕсенче, унта каллех инкек пулнă — иккĕн вилнĕ. Юлашки пилĕк çулта вара 27 çын пурнăçĕ татăлнă. Паллах, çулăн çав сыпăкне реконструкци тумалла, анлăлатмалла, анчах çакăн валли пысăк укçа, 14 миллиард тенкĕ патнелле, кирлĕ-мĕн. Паянхи лару-тăрура вара патшалăх çывăх вăхăтра ун чухлĕ уйăрасси иккĕленӳллĕ. Çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтермелли мерăсем çинчен сăмах пуçарнă май Владимир Геннадьевич «выртакан полицейскисен» шутне ӳстермеллине палăртрĕ. Çак мел йӳннине кура пушшех вырăнлă. Фотофиксаци приборне туянса лартма, сăмахран, 5 миллион тенкĕ кирлĕ, «выртакан полицейски» вара 100-200 пин тенке ларать. Прибор лартсан та хăшĕсем ăна асăрхамасăр хăвăртлăха юранинчен ирттереççĕ — апла тăк вăл инкекрен шанчăклă хӳтĕлеймест. «Выртакан полицейски» патне çитеспе вара темле пуçтах та хăвăртлăха чакаратех. Ку енĕпе Владимир Романов Кавказ регионĕсен ырă тĕслĕхне палăртрĕ: унта пур çĕрте те «выртакан полицейскисем» — унсăрăн кустăрмаллă урхамах çинчи вĕри юнлă джигитсене чарма çук пулас. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш тĕнчи халăх поэчĕпе сыв пуллашрĕ
Ĕнер республика больницин хурлăх залне чăваш тĕнчин паллă çыннисем — çыравçăсем, тĕпчевçĕсем, художниксем, аслă шкул преподавателĕсем, çар çыннисем, патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсем, усламçăсем, журналистсем — пуçтарăнчĕç. Хурлăх илсе килчĕ вĕсене кунта: икĕ кун маларах чăваш халăх поэчĕн Порфирий Васильевич Афанасьевăн чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. Тутар Республикинче çуралса çитĕннĕ чаплă сăвăç тĕлĕнмелле пуян еткер хăварчĕ. Унăн Тăван çĕршыв, тăван кĕтес, çывăх çыннисемпе тусĕсем çинчен çепĕç чĕлхепе, тулли юратупа çырнă сăвви-поэми чăваш литературин ылтăн çӳпçинче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.
Хурлăхлă хыпара пĕлтернĕ май Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачĕ вулаканĕсене мухтавлă ентешĕн биографине тепĕр хут аса илтерчĕ: «Халăх поэчĕ 1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Хусан патшалăх педагогика институтĕнчен, каярах Мускаври КПСС Тĕпкомĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă». Ĕç биографине Порфирий Васильевич Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн литсотрудникĕнчен пуçланă. Педагогика институтĕнче «филолог» квалификаци илнĕ çамрăк педагог тăван ялĕнче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, Çарăмсан районĕн хаçат редакцийĕпе те тачă çыхăну тытнă. Пултаруллă та анлă тавра курăмлăскере кĕçех Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл «Коммунизм ялавĕ» хаçат журналисчĕ, чăваш ачисен «Хатĕр пул» журналĕн редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулса ĕçлет. Пултаруллă поэт пĕр вăхăт Чăваш АССРĕн писательсен союзне ертсе пырать. Поэт, çыравçă, публицист, драматург, ертӳçĕ, куçаруçă… Çапла, çапла, Порфирий Васильевич ют çĕршыв тата ССР Союзне кĕрекен республика çыравçисен хайлавĕсене пит те типтерлĕ чăвашла куçарнă. Çак анлăша палăртма хăшĕ-пĕрне кăна асăнар: Уильям Шекспирăн «Виндзорские проказницы» /вăл академи драма театрĕнче «Ашкăнчăк инкесем» ятпа куракан патне çитнĕччĕ\, Михаил Шолоховăн «Тихий Дон» эпопейи… Унăн хайлавĕсене, «Хур кайăк çулĕ», «Юрату çĕршывĕ», «Хĕвел хапхи» кĕнекисене чăваш литературине юратакансем яланах юратса вулĕç. Хурлăхлă митингра тухса калаçакансем чылай пулчĕç. Вĕсем Порфирий Афанасьев нумай енлĕ талант пулнине, унăн ĕçри хастарлăхне, уйрăмах унăн çынлăхне палăртрĕç. Поэтпа сыв пуллашма килнисен умĕнче пирвайхи сăмаха хăй вăхăтĕнче Культура министерствине ертсе пынă Герольд Алексеев каларĕ. Вăл Порфирий Афанасьев кĕрлевлĕ 90-мĕш çулсенче «çулăма» хăйĕн çине илме хăраманнине палăртрĕ. Профессионал писательсен союзĕн çумпредседателĕ Улькка Эльмен Порфирий Васильевич пур çыравçă валли те сĕтелçи кĕнеки — «Чăваш писателĕсем» справочник — хатĕрлени çинчен уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Пурхиле /çыравçăсен хушшинче хисеплесе ăна çапла калатчĕç\ халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетессипе çанă тавăрсах вăй хунине палăртрĕ. «Эпир унпа вăл Тутарстанран куçса килсенех туслашрăмăр. Ĕçтешĕм Мускав, Украина, кӳршĕри республика çыравçисемпе хитре çыхăнусем йĕркелерĕ. Вăл Раççей литературин мэтрĕсемпе — Сергей Михалковпа, Егор Исаевпа, Петр Градовпа — пĕр танлăн калаçатчĕ», — терĕ Юрий Семенович. «Тус» строительство фирмин ертӳçи, республика парламенчĕн депутачĕ тата поэтăн ентешĕ Николай Угаслов Порфирий Афанасьевăн общество ĕçĕнчи пĕлтерĕшне уçрĕ. «2000 çулсенче Алексей Тимофеев академик, Порфирий Афанасьев сăвăç тата эпĕ Тутарстанри чăвашсен «Пăлхар» ентешлĕхне туса хутăмăр. Тур лаша пекех кӳлĕнчĕ çав лава манăн тете /вăл манран аслăрах пулнăран ăна тете теттĕмччĕ», — палăртрĕ парламентари. <...>
Анатолий АБРАМОВ.
♦ ♦ ♦
Пурнăçа тата пурлăха çăлса хăварать
Чăваш Республикин граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министрăн çумĕ Александр Кирьянов вулакансене кашни хваттер-çуртра пушар çинчен систерекен хатĕре мĕншĕн вырнаçтармаллине ăнлантарчĕ.
— Пушар пирки систерекен хатĕр сасси çывăракан çынна та вăратаять. Республикăра çак хатĕре тӳлевсĕр майпа вырнаçтармалли ятарлă программа ĕçлет. Унпа çăмăллăхлă категорисем усă курма пултараççĕ. Çулсерен çак хатĕре вырнаçтарас, хăйсене инкексинкекрен сыхлас текенсен йышĕ ӳссех пырать. Сăмахран, 2024 çулта 4 пин прибор вырнаçтарнă, 2025 çулта вара — 6 пин ытла. Палăртмалла: çак программăна çитес пилĕк çуллăха тăснă. Çуртра çак хатĕр пурри çын пурнăçне кăна мар, пурлăха та çăлса хăварма шанăç парать. Акă юлашки тĕслĕхе илер. Кăрлач уйăхĕнче Тăвай округĕнчи Вăрманхĕрри ялĕнче йывăç çурта вут-çулăм хыпса илнĕ. Кил хуçи тутлă ыйхăран сасă илтнипе вăраннă, унтан тӳрех урама чупса тухнă. Пушар кăмака мăрйи юсавсăр пулнипе тухнă. Хатĕре ватă çынна вырăнти влаçсем пĕлтĕр вырнаçтарса панă пулнă. Çапла майпа çын пурнăçне çăлса хăварнă. — Сăмахран, манăн çĕнĕ хваттер, пур çĕрте те çĕнĕ йышши электричество провочĕ. Манăн пушар çинчен систерекен хатĕр вырнаçтармаллах-ши? — Чăнах та, хальхи йышши электричество провочĕсем çĕнĕ çуртра хăрушсăрлăхпа хăтлăха тивĕçтереççĕ. Çапах хăрушлăх яланах пур. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: килти техникăна çулăм хыпса илни те, уçă çулăмпа тĕрĕс мар усă курни те, пирус туртни те. Вырнаçтарсан — шанчăклăрах. Пасарта тем тĕрлĕ модель те пур. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри — GSM, радиоканал датчикĕ е сигнализаци пур модельсем. Инкек-синкек пулсан телефон çине тӳрех пĕлтерӳ килет. Уйрăмах ку хула тулашĕнче вырнаçнă çуртсемшĕн меллĕ. Çав хатĕр тĕтĕме сиссенех телефон çине смс- çыру ярать. Çакă хваттерте пĕччен пурăнакан ватăсемшĕн те аван. Çывăх тăванĕсем вăхăтра пулăшу параяççĕ. Пушар çинчен систерекен хатĕре хамăр тĕллĕн те вырнаçтараятпăр. Çулталăкне пĕрре батарейкăна улăштармалла — меллĕ те ансат тата, чи кирли, шанчăклă. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Ачасен пулăшăвĕ салтаксене шанăç кÿрет
Ятарлă çар операцийĕнче хӳтлĕх тетелĕсем сывлăш пекех кирлине палăртаççĕ çар çыннисем. Вĕсемпе çар техникине, блиндажсене хуплама усă кураççĕ. Çавăнпа та маскировка тетелĕсене халĕ пур çĕрте те çыхаççĕ. Аслисене вара ачасем те пулăшаççĕ.
Патăрьел округĕнчи Турхан ялĕнче те çак ĕçе тахçантанпах пурнăçлаççĕ. Хӳтлĕх хатĕрĕ салтаксен пурнăçне çăлса хăвартăр тесе тăрăшаççĕ. Çавăн пекех асăннă территори пайĕнче пурăнакансем иртнĕ эрнере «Салтак валли ăшă нуски» акци йĕркеленĕ. Унта 55 çемье хутшăннă. Пурĕ 277 мăшăр нуски пухнă. Вĕсене Патăрьелти волонтерсен ушкăнĕнчен салтаксем патне илсе çитерĕç. Асăннă акци малалла тăсăлать. Ял-йыша пулăшма шкул ачисем те явăçаççĕ. Акă Турханти вăтам шкулта вĕренекен Дмитрий Кольцовпа Алексей Самарина çар чаçĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Унта çапларах палăртнă: «Пысăк пулăшушăн тавтапуç. Эсир тăвакан мĕн пур ырă ĕçшĕн сире виçесĕр тав тăватпăр. Сирĕн пулăшăвăр пирĕн салтаксене чăннипех те шанăç кӳрет. Раççей Федерацийĕн интересĕсене хӳтĕлес ĕçе эсир тӳпе хывнине эпир пысăка хурса хаклатпăр». Çĕнĕ çул умĕн Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем «Салтак валли парне» акцире те хастар пулнине палăртмалла. Ырă пуçарăва хутшăнса вĕсем 7 тонна та 300 кг тимĕртăмăр пухнă. Ăна кирлĕ çĕре вырнаçтарнă хыççăн çак укçапа госпитальте сипленекен салтаксем валли 327 кг пылак çимĕç туянса ăсатнă. Çакăн пек маттур ачасенчен Тăван çĕршывăн паттăрĕсем çитĕнесси куçкĕретех. Вĕсен кашни ĕçĕ Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать. Асăннă тăрăхри Тутар Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекенсем те çак акцие хастар хутшăннă. Шкул ачисемпе пĕрлех — вĕрентекенсем те. Шкул коллективĕ çар çыннисем валли ăшă нуски, калпак, кĕпе туянса ăсатнă. «Çак япаласем пирĕн ачасене окопсенче ăшăтĕç. Эпир вĕсемшĕн куляннине, Çĕнтерĕве ĕненнине туйса тăрĕç», — тенĕ шкул коллективĕн ĕçченĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











