Комментировать

13 Фев, 2026

Хыпар 10 (28425) № 13.02.2026

«Мăнаçлă халăх кăна хуласемпе юхан шывсене ят пама пултарнă»

«Мĕншĕн эпĕ иккĕ мар-ши?» — шухăш, палăртнă ĕç нумай пулнăран çапла калать вăл. Сăмахăм Чăваш патшалăх телерадиокомпанин журналисчĕ, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тата Чăваш патшалăх çамрăксен премине икĕ хутчен тивĕçнĕ Алексей Енейкин çинчен. Алексей Николаевич паян — пирĕн тĕпелĕн хăни.

Художника кайманшăн кулянмасть

— Алексей Николаевич, эсир, ӳнерçĕ пулма вĕреннĕскер, телекурава епле лекнĕ?

— Ăнсăртран. Эпĕ тĕп хулари Николаев урамĕнчи 18-мĕш çуртра аннен аппăшĕ патĕнче пурăннă. Педуниверситета кайнă чухне телекурав çурчĕ патĕнчен тăтăш иртсе çӳренĕ. Кайран, диплом илсен, çавăнта кĕрсе тухас кăмăлăм çуралнăччĕ. «Тен, ĕç пур?» — тесе шухăшлаттăмччĕ. Ун чухнеЧăваш наци телевиденийĕ уçăлнăччĕ, тележурналистсен пĕр ушкăнĕ унта тухса кайнăччĕ. Чăвашла калаçакансем кирлĕччĕ шăпах. Мана студие лартрĕç, вулаттарчĕç. «Кăштах Елчĕк манерĕ пур, çапах та сана стажировкăна илетпĕр», — терĕç. Уйăх иртсен тулли ставкăпа ĕçлеме шанчĕç.

— Ачалăх çулĕсене таврăнас тăк ун чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Такам та пулма ĕмĕтленнĕ. Мана археолог ĕçĕ те илĕртетчĕ. Биотехнолог пулас тесе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине заявлени панăччĕ. Педуниверситета ӳнерпе графика факультетне кĕрес ĕмĕтĕм те пурччĕ. Педуниверситетра экзаменсем маларах пулчĕç. Мана вĕренме илчĕç. Ял хуçалăх академине каймарăм та. 2010 çулта вĕренсе тухрăм… Кăçал телевиденире ĕçлеме тытăннăранпа 15 çул пулать.

— Художника кайманшăн кулянмастăр-и халĕ?

— Кулянмастăп. Хушăран куравсене те хутшăнатăп. Маншăн чи килĕшни — скульптура. Çав вăхăтрах живопиç та, портрет та, натюрморт та тума пултаратăп. Çут çанталăка та сăнлатăп. Диплом ĕçне скульптурăпа çыхăнтарса çыртăм. Манăн скульптура педуниверситетра нумай çул ларнă. Вунă çул иртсен кайса илсе килтĕм. Ун чухне Шупашкар 555 çул тултарчĕ. Чăваш художникĕсен союзĕ хальхи искусство центрĕнче курав йĕркеленĕччĕ. Çавăнта ӳнерçĕсемпепĕрлехамăнĕçекăтартрăм. Паянхи кун çав скульптура ĕçре ларать. Халĕ картинăсем мар, сюжетсем, фильмсем ӳкеретĕп.

— Эсир 15 çул хушшинче мĕнле автор кăларăмĕсене ертсе пынă?

— Автор фильмĕсене нумай хатĕрленĕ. Колхозсемпе хуçалăхсем, уйрăм çынсемпирки те. Ятарлă кăларăмсене илес тĕк, «Вăрçă ачисем», «Аса ил-ха, салтак». Юлашки çулсенче интервьюсем куракан патне çитеççĕ. Çак кăларăм шăматкун ирхине 8 сехетре эфира тухать. Мана юлашки вăхăтра тăван халăх историне, аваллăхне тĕпчекенсем, унпа мăнаçланакансемкăсăклантараççĕ. Вĕсене кăтартас килет. Мĕншĕн тесен пирĕн калаçăвăн усси пулмалла. Халĕ чулсене пуçтарма вăхăт çитнĕ. Вĕсене нумай ĕмĕр хушши сапаланă. Истори тавра çирĕпленсе хамăр камсем пулнипемăнаçланма вăхăт çывхарчĕ. Вара пĕр чăмăра пухăнса халăх пек упранса юлма пултаратпăр. Эпир тĕнчен питĕ хăвăрт улшăнса пыракан тапхăрĕнче пурăнатпăр. Тĕрĕссипе, вылямалла тенĕ пек çурлапа та вырса курнă. Кусарпа ĕçленĕ, маттикпе çум çумланă, кăмака хутса пурăннă. Асаннесен, вĕсен аслăмăшсен çĕр-çĕр çул каялла усă курнă хатĕрĕсене алла тытнă. Пĕр сăмахпа, авалхине те курнă, хальхине те сăнатпăр. Капитализм /рынок тытăмĕ/ пирĕн çĕр чăмăрне хăвăрт çавăрма пуçларĕ тейĕн. Çынна ачисене тăван чĕлхене вĕрентессимар, ыранмĕнпе тăрантасси, мĕн тăхăнтартасси шухăшлаттарать. «Чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ? Хулана кайсан вăл сире кирлĕ пулмасть», — тени мала тухрĕ. Çак тапхăрта хамăрăн культурăна çухатма пултаратпăр… Сăмах май, ĕнер чатсенче Вена университетĕнче онлайн мелĕпе чăваш курсĕсене йĕркелени çинчен информаци çӳретчĕ. «Çухатма юрамасть ку чĕлхене», — теççĕ унта. Авалхи чĕлхене упрамаллине тĕнче шайĕнче ăнланаççĕ. Анчах ялсене кайса хисеплĕ ватăсенчен ыйтăр-ха эпир камсем пулни, ăçтан тухни çинчен. Татăклăн никам та калаймасть. «Чăваш пулнă, чăваш», — теççĕ. Çавăн пек çеç. Хамăр суварсем пулнине те пĕлмеççĕ. Манăн сăвар мар, сувар тесе калаттарас килет. Мĕншĕн тесен авалхи пин-пин çул каялла çапса кăларнă укçасенче сувар ят вуланать. Иранпа Индире, Турцире сувар текен ылтăн укçасене тупнă. Мĕн тери авалхи халăх! Çавна çухатма пултаратпăр. Çавăнпа пирĕн хăвăртрах çынсене шухăша яракан мăнаçлă ĕçсем тумалла. Сарă ту, сарă çын тата сарă пулă…

— Сирĕн «Несĕлсен çулĕпе» фильма питĕ юратса, куççуль витĕр пăхрăм. Ăна хатĕрлес ĕмĕт епле çуралчĕ?

— Çак шухăшпа ĕçлекен ушкăн — Тутарстанри Сиктĕрме çĕрĕ çинче ӳснĕ Иван Казанковпа (Петĕр Хусанкайăн тăван ялĕнче, унпа тăвансем лекеççĕ) Владимир Алмантай тĕпчевçĕ, ученăй унта «Çĕнĕ Сувар» кремльне çĕклеме пуçланă чухне мана шыраса тупрĕç. Вĕсемпе пĕрле 2024-2025 çулсенче несĕлсен çулĕпе çӳрерĕмĕр. Кăçал кăрлачра Астрахане кайса килтĕмĕр. Тен, «Атăл çулĕ» ятлă проект пулĕ-ха тата. Несĕлсем хăй вăхăтĕнче кунта Атăл тăрăх килнĕ. Малтанхи çырса хăварнисем тăрăх, Астрахань аслă турхан тенине пĕлтерет. Турхан ялĕ Чăваш Енре темиçе те. Волгоград маларах Сталинград, унччен Царицын пулнă. Малтанхи ячĕ – «Сарă çын». Унтан вырăссем Царицын тунă. Атăл тăрăх хăпарсан Саратов — Сарă ту пур. Димитровградмаларах Мелекесс (милĕк кас тени пулать) ятлă пулнă. Удмуртире Сарапул хула пур. «Тĕрĕк чĕлхинчен куçарсан сарă, çутă пулă тени пулать», — тесе çырнă ун пирки интернетра. Сарапул — сарă пулă. Пĕтĕмпех пирĕн ятсем. «Несĕлсен çулĕпе» проект валли маларах Урал тăвĕ çине çитнĕччĕ. Мечетле районĕнче Мунчуг /Мунчук/ тăвĕ пур. Ячĕ тĕрĕк чĕлхинчен пулса кайнă тенĕ. Анчах Мунчуг мĕне пĕлтернине никам та чухламасть, пирĕн халăх кăна ăнлантараять. 2024 çулта малтан Азербайджанра пултăмăр. Унта сартăш /зороастризм/ йăлипе упранса юлнă кĕлĕ çурчĕ пур. Унпа тĕплĕн паллашрăмăр. Кайран Дагестана çул тытрăмăр. Кăнтăрти чи авалхи хулана Дербента çитрĕмĕр. Унăн çурçĕрелле тухакан хапхине «Сувар хапхи» теççĕ. Хамзин сувар вырăнĕпе те паллашрăмăр. Хамрин юхан шыв та пур. «Хамăр çын», «хамăрăн» тенине пĕлтерет вăл. Дагестанра 14 патшалăх чĕлхи. Пĕр чĕлхепе те куçмасть Хамрин. Кайран туллă Алтай тăрăхне çула тухрăмăр. Ялсенче, ту айĕнче кĕлтума çӳрекен вырăнсем пур унта. «Учук тау» теççĕ вĕсене. «Учук мĕн тени пулать вăл?» — тесе ыйтрăмăр. «Пĕлместпĕр, пирĕн чĕлхепе нимĕнле те куçмасть», — пулчĕ хурав. Ун пек сăмах çук теççĕ. Пирĕн халĕ те учук вырăнĕсем пур. Комсомольски тата Елчĕк тăрăхĕсенче Учук /Уйчук/ çырмисем пур. Уйри чӳк вырăнĕсем вĕсем. Тюменте Тура шывĕ юхать. Тобольск малтан Тобол пулнă, тăпăл-тăпăл тени пулать. Хула çывăхĕнчи сăртлă вырăна паян та «Чăваш сăмсахĕ» теççĕ. Апла пулсан пирĕнтен Çĕпĕрте пĕтĕм хула, юхан шыв ячĕсем юлнă. Йăлтах пирĕн чĕлхепе вуланаççĕ. Мăнаçлă халăх кăна хăйĕн сăмахĕсене ытти халăха парса хăварма пултарнă. Эпир çавăн пек халăхăн тăхăмĕсем шутланатпăр. Çавна ăнланса илейместпĕр, хаклама пĕлместпĕр. Мĕн чухлĕ ăсчах çырнă «сувары — чуваши» тесе. Сăмах май, 2024 çулта Красноярск тăрăхĕнчи чăвашсем çинчен «Сывă-и, Тайгари ентешсем» документлă фильм ӳкернĕччĕ. Кемĕр енчисем çинчен «Пурăнатпăр-ха, тăван» кинокартина ӳкерме май килчĕ.

— Çав аслă çулпа çӳрени сирĕн чунра мĕнле кăмăл-туйăм вăратрĕ?

— Эпĕ пирĕн халăх мĕн çухатнине ăнланса илтĕм. Шел, ăна аслисем те пĕлмеççĕ. Тĕпчевçĕсем те тухса çӳремеççĕ. «Эсир авалхи халăх, Аттила сирĕн чĕлхĕрпе калаçнă», — якут, алтай тĕпчевçисем çапла каланине илтнĕ пĕрремар. Венгрире паян тачăваш ялĕсемпур. Францире, Италире чăваш ялячĕсемчăвашлах упранса юлнă. Чăнах та, пирĕн халăхăн историне каснă. Халăх çав пĕлĕве çухатнă. Паллах, хамăрăн аваллăха пĕлместпĕр тĕк эпир хамăра хисеплеме пăрахнă. Кашни Çыраврамĕн чухлĕ çынна çухататпăр. Ваттисем кайса пыраççĕ, çамрăксем тăван чĕлхене пĕлмесĕр ӳсеççĕ.

«Хушаматăм килĕшет»

— Çак ĕçе малалла тăсма кăмăл пур-и хăвăрăн ушкăнпа?

— Маларах асăнтăм ĕнтĕ, тен, май килсен «Атăл çулĕ» проект пулĕ. Мана тата çак юхăма ăнланса çынсем хушăнса пыни савăнтарать. Хамăн Çĕнĕ Зеландире 30 çул пурăнакан юлташа — Геннадий Волкова — 2024 çулта Сиктĕрмене илсе кайса килтĕм. Геннадий Петрович Çĕмĕрле тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Кĕнекесем çырать. Чи малтан вăл «СССР — манăн кил» ятлине кăларчĕ. Эпĕ унпа передача турăм. Кайран туслашса кайрăмăр. Сиктĕрмене илсе кайса кăтартсан питĕ хавхаланчĕ. Ун хыççăн «Сувары» кĕнеке кăларчĕ. Пĕлтĕр ун патĕнче Çĕнĕ Зеландире пĕр уйăх пурăнтăм. Унта фильм ӳкертĕм. Геннадий Волков халĕ çĕнĕ кĕнекине çырса пĕтерет. Çулла ăна Чăваш Енре кăларасшăн. Пирĕн чĕлхе çĕр çинчи чи авалхи 4-5 чĕлхе шутне кĕрет пулĕ. Ĕмĕрсен хушши вăрçă-харçă витĕр тухса паянхи кунчченех упранса юлнă. Эпир тĕрĕксен йышĕнчи чи авалхи халăх вырăссен территорине чи варрине кĕрсе вырнаçса чĕлхене паянхи кунччен упраса хăварнă. «Паттăрăн пуçĕ, хăравçăн йĕрĕ выртнă», — теççĕ. Пирĕн пуçсем выртса пынă. Арçынсем пĕтсен хĕрарăмсемхалăхăмăра, ача-пăчана хӳтĕлеме тăнă. Тĕлĕнмелле историллĕ халăх, шăпи те интереслĕ. Эпир кăнтăр халăхĕ, çурçĕре килнĕ. Пирĕн авалхи паллă — тотем — арăслан. Кашкăр кайран кĕнĕ. Халĕ пирĕн хĕлле валли выльăх апачĕ, вутă хатĕрлемелле. Юрать, халĕ ялсенче кăвак çулăм çунать. Экватор çинче пурăнакан халăхсем çав нушана пĕлмеççĕ. Вĕсен ăшă çи-пуç та тăхăнмалламар. Пĕр енчен эпир телейлĕ. Вĕсем çак илеме ĕмĕрне те курмаççĕ. Хĕлле пирĕн йĕри-тавра шап-шурă, йывăçем пасараççĕ… Паллах, кунта ырăран килмен. Арабсем кăнтăртан пусмăрлама пуçланă, суварсене ислам тĕнне йышăнтарасшăн пулнă. Эпир авалхи сартăш тĕнĕпех юлнă. XIII ĕмĕрте тутар-монголсем тапăнсан чĕрĕ юлайнисем кăна вăрмансене тарса пытаннă. Çавăнтан чăваш чĕрĕлсе тухнă. — Хушма ят илес шухăш çук-и?

— Мана хамăн Енейкин хушамат килĕшет. Сахал тĕл пулакан хушамат. Ĕлĕк Пăла хĕрринче кассипех пĕртăвансем пурăннă. Пĕри ăста платник пулнă. Вăл Плотников хушамат илет. Тепри — хурт-хăмăр ăсти, Пчелов хушамата çыртарнă. Вуншар ывăл çуралса Пчеловсем, Плотниковсем сарăлнă. Вĕсем халĕ Патреккел ялĕнче йышлăн. Енейкинсем сахалрах юлчĕç. Темшĕн юлашки вăхăтра хĕрсем ытларах çуралаççĕ. Еней — авалхи сувар-чăваш ячĕ. Çавăнпа чăн-чăн хамăр хушамат теме пулать. Мана хушма ят кирлех мар. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Хăйне те, ашшĕ-амăшне те – тав сăмахĕ

Ятарлă çар операцийĕнчен кĕске вăхăтлăх канма килнĕ Валентин ачисене пĕрин хыççăн теприне тытса çупăрларĕ. Мĕн тери чипер вĕсем. Кунсерен ӳсеççĕ Софья, Ева, Святослав. Класран класа куçнине сисме те çук. Çур çулта кашниех улшăннă. Пĕрне-пĕри пӳле-пӳлех хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ. Пĕри вĕренӳре, тепри гимнастикăра, виççĕмĕшĕ кĕрешӳре... палăрнă.

Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Паянхи пекех ас тăватăп, Кивĕ Ахпӳртри культура çурчĕ умĕнче 2022 çулхи юпан 17-мĕшĕнче ял халăхĕпе пĕрле мобилизаци йĕркипе сумлăн ăсатнăччĕ ăна ятарлă çар операцине. Пĕрремĕш хут çеç отпуска канма килмест Валентин Владимирович. Кашни çур çултан тăван килте пулать. Пуриншĕн те тунсăхлать. Ку хутĕнче тата амăшĕн çуралнă кунĕ те пулчĕ. Ăна чечек çыххи парнелерĕ. Хăй килеймен чухне те саламлама манмасть, уяв парнине çитерет. Асламăшĕ вĕрентсе каланисене çар операцийĕнче те яланах асра тытать. Çамрăклах патриот чунлă çитĕнчĕ çĕршыв хӳтĕлевçи. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ çуртĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Патăрьелти иккĕмĕш вăтам шкулта ăс пухрĕ. Çав вăхăтсене халĕ те ăшшăн аса илет. Спорт ăмăртăвĕсенчен пăрăнса юлман. «Зарницăсене» çулленех хутшăннă. Алла аттестат илнĕ хыççăн салтак тумне тăхăннă. Богородскинче хĕсметре пулнă вăл. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн командирсенчен темиçе хутчен те тав сăмахне илтнĕ. Амăшĕпе ашшĕне те — Лиана Федоровнăпа Владимир Ивановича — маттур салтак пăхса çитĕнтернĕшĕн Тав çырăвĕ ярса панă. Ачаранах ĕçе хăнăхса ӳсрĕ Валентин. Техникăна питĕ кăмăллатчĕ. Ашшĕпе пĕрле тракторюсама килĕштеретчĕ. Çамрăкла вĕренни чул çинче, теççĕ. Паян çав хăнăхусем питех те кирлĕ. Пуçланă ĕçе нихăçан та вĕçлемесĕр чарăнмасть вăл. Техникăна килĕштернĕренех водитель удостоверенине илчĕ. Тракторпа çӳреме ирĕк паракан документ та пур унăн. Паян вара çар операцийĕнче тĕрлĕ техника çине ларма пултарать. Кирек хăш ĕçре те правур. «Хурçă утсене» юсать. Сварка тума та хăнăхнă. Çурт-йĕр çĕкленĕ çĕрте темиçе специалиста улăштарма пĕлет. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать вăл. СВОра та çавах. Çывăх юлташĕсем пурнăçран уйрăлнăшăн хытă кулянать. Ку хутĕнче вĕсем Димăна тăван ялне илсе килсе пытарчĕç. Ытла та харсăрччĕ, правурччĕ, кирек хăçан та пулăшма хатĕрччĕ ентешĕ. Мĕн кайнăранпах пĕрле пулнă вĕсем, пĕр батарейăра çапăçнă. Çĕнтерĕве куç пек кĕтнĕ... Сахал мар йывăрлăха чăтнă. Çĕршыва хӳтĕлекенсем — пурте патриотсем. Акă пĕр енче çуралса ӳснĕ Павел Еливанов маларах гуманитари пулăшăвĕпе çар чаçĕсене çӳренĕ. Халĕ ентешĕсемпе пĕрле çапăçăва хутшăнать. Тăванран та тăван пулса каяççĕ салтаксем. Пуррине яланах çурмалла пайлаççĕ. Комсомольски, Елчĕк округĕсенчи чăвашсемпе пĕр блиндажра пурăннине каласа парать Валентин. Çар темине хускатасах килмест унăн. Пурнăç ыйтăвĕпе вара кунĕпех калаçма та хатĕр. — Пĕррехинче мĕн хушнине пурнăçласан çĕрле 2 сехетре канма выртас терĕм. Авăн уйăхĕччĕ. Кĕрхи çĕрлехи каç тĕттĕм. Телефона пăхатăп та — атте интернетра ларать. Шăнкăравласа ятăм. Çĕр улми, тырă анисене сухалать иккен. Ыйхă килмест тет. Вĕсене те мĕн чухлĕ пăшăрхану кӳретпĕр ĕнтĕ. Анне гуманитари пулăшăвĕпе пыракансенчен кашнинчех кукăль, çăкăр, капăртма, шăрттан таранччен хатĕрлесе ăсатать. Хăйсем ӳстернĕ кăвакалпа чăххине те пирĕн пата çитерме тăрăшать,— тет Валентин. Кил ăшши СВОна çитни — пысăк хавхалану. Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнчен Леонид Валерьевич çĕр улми, купăста, ытти апат-çимĕç çитерни те паха. Туçа чиркĕвĕнчен те тăтăш каять гуманитари пулăшăвĕ. Тавах вĕсене çакăншăн. «СВОи Батыревский» ушкăн та çул хывнă вĕсем патне. Япаласем чăнах та пĕри те ытлашши мар. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра нуски таранччен кирлĕ. Пылчăклă, йĕпе япаласене çума та, типĕтме те условисем çук-çке. «Ырă чунлă çынсем пур çĕрте те пур. Тепĕр чухне типĕ паек çиесех те килмест. Пĕр фермерпа туслашрăмăр. Вăл снаряд сассинчен, мина çурăлнинчен, пилотсăр вĕçекен аппаратсенчен сехĕрленсе аякка тухса тарман. Путвалĕнчех бройлер ĕрчететчĕ. Пире какайĕпе тивĕçтеретчĕ. «Çийĕр, çийĕр. Сирĕн çирĕп вăйхаллă пулмалла. Ман кама çитерес вĕсене»,— тетчĕ. «Пирĕн пурте йĕркеллех», — теме пăхать кашнийĕнчех Валентин Владимирович. Çапла пултăрах. Ăна «Ятарлă çар операцине хутшăнакан» медале тата IV степень Çветтуй Георгий орденĕн паллине парса чысланă. <...>

Альбина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Ĕмĕт патне ăнтăлмасан никам та пулăшаймĕ»

«Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ пирĕншĕн, Афган вăрçинче çапăçнă çынсемшĕн, асран кайми кун. Ун чухне эпир кашни çулах тĕл пулса калаçатпăр. Пурнăçран уйрăлса кайнă юлташсене аса илетпĕр. Совет Союзĕн çарĕсене 1988 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Афганистанран илсе тухма пуçланă, ку ĕçе 1989 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче тин вĕçленĕ», — терĕ Пĕтĕм Раççейри Афган вăрçинче тата çарти сурансене пула сусăрсен йышне кĕнисен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертӳçи Геннадий Матвеев.

Виçĕ тĕслĕх

Вăл ку пĕрлешĕве 2004 çултанпа ертсе пырать. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ çынна пулăшман-ши, малалла пурăнма хавхалану кӳмен-ши? «Афганистанран нумайăшĕ аманса таврăннă: пĕрин алли çук, теприн — ури, виççĕмĕшĕ суккăр. Анчах темле йывăр пулсан та малалла пурăнмалла. Шăпах çавăн пеккисене пулăшас, социаллă хӳтлĕхпе тивĕçтерес тесе нумай тăрăшрăмăр. Чи пысăк çитĕнӳ — пĕр шухăшлă çынсене пĕр чăмăра пухма пултарни. Пирĕн йышăн 80% — вăрçă инваличĕсем, ыттисем — ветерансем», — калаçăва малалла тăсрĕ Геннадий Петрович. Вăл «Хыпар» хаçат редакцине килсен виçĕ тĕслĕх пирки аса илчĕ. «Шупашкар районĕнче ферма çуртĕнче пурăнакан сусăр пирки пĕлтерчĕç. Арăмĕ вилнĕ иккен, шкулта вĕренекен ывăлĕ пур. Кайрăмăр ун патне. Вăл, Николай, Афган вăрçинче пулнă. Душмансем пеме пуçласан çӳлтен аялалла сикнĕ, çурăмĕ çинче 60 килограмлă груз пурччĕ тет. Çавăн чухне çурăм шăммине сиенленĕ арçын, анчах санчаçе кайман. Медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтма именнĕ. 2-3 кунран хăйне аванрах туйнă. Суран каярахпа, тăван тăрăха таврăнсан, хăйĕн çинчен аса илтерме пуçланă. Пĕр ирхине, пушмак тăхăнас тесе пĕшкĕнсен, çурăм шăмми питĕ хытă ыратма пуçланăран тăнне çухатнă. Больницăра тин куçне уçнă. Ăна операци тунă иккен. Каярахпа ура чĕрни хуралма пуçланă. Операци сĕтелĕ çине темиçе хут та выртма тивнĕ. Малтан ура пӳрнине, унтан лаппине, каярахпа тата çӳлерех каснă. Çапла арçыннăн кӳме çине ларма тивнĕ. Николая министерство пулăшнипе хăйĕн тăван районĕнче — Вăрмар тăрăхĕнче — çурт илсе патăмăр. Афганистанра тӳрех медсанчаçе кайнă пулсан вăл тĕрлĕ çăмăллăхпа усă кураятчĕ. Хăйĕн пирки ун чухне ниçта та пĕлтермен арçын пĕтĕмĕшле чирсем тăрăх сусăрсен йышне кĕчĕ», — пĕлтерчĕ Геннадий Матвеев. Афганистанран ырă-сывă таврăннă, мирлĕ пурнăçра шар курнă çынсем те пур. «Вăрçă инваличĕсем» пĕрлешӳ ертӳçи Комсомольски тăрăхĕнчи Анатолий пирки каласа кăтартрĕ. Çӳллĕ те кĕрнеклĕскер çарта пограничник пулнă. Чĕмпĕр облаçне ĕçлеме çӳренĕ. «Пĕррехинче ĕç хыççăн вăл чукун çул вокзалĕнче пĕчĕк ача рельссем çинче вак чул пухса çӳренине асăрханă. Акă пуйăс курăнса каять, кăшкăртать. Ачана çăлас тесе ыткăнать арçын, ăна ывăтса ярса ĕлкĕрет, хăй вара… Унăн аллине, урине татнă, кӳмепе çеç çӳреет. Ун патне килне кайрăмăр. Амăшĕпе шăллĕ çуртра пурăнаççĕ, сусăр — пĕчĕк мунчара. Ял ачисем килеççĕ те пĕрле эрех ĕçеççĕ. Анатолие çак шурлăхран туртса кăларас тесе компьютер илсе патăмăр. Шкул ачисем ăна ку техникăпа усă курма вĕрентнĕ. Тепре кайсан çыншăн питĕ савăнтăмăр: компьютер умне ларнă та ĕçлет. Ун патне ялти ватăрах çынсем тĕрлĕ справка хатĕрлеттерме пыраççĕ иккен», — калаçăва малалла тăсрĕ Геннадий Петрович. «Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ пирĕншĕн, Афган вăрçинче çапăçнă çынсемшĕн, асран кайми кун. Ун чухне эпир кашни çулах тĕл пулса калаçатпăр. Пурнăçран уйрăлса кайнă юлташсене аса илетпĕр. Совет Союзĕн çарĕсене 1988 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Афганистанран илсе тухма пуçланă, ку ĕçе 1989 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче тин вĕçленĕ», — терĕ Пĕтĕм Раççейри Афган вăрçинче тата çарти сурансене пула сусăрсен йышне кĕнисен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертӳçи Геннадий Матвеев. Вăл хăйсене çакăн пек ырă тĕслĕхсем хавхалантарнине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Николай Филиппова аса илчĕ: «Гемодиализпа пурăнатчĕ вăл. Тухтăрсем ăна пӳре куçарса лартмалла тенĕ. Мăшăрĕ Татьяна тархасласах пулăшма ыйтать. Ун чухнехи сывлăх сыхлавĕн министрĕ Нина Суслонова патне кайрăм. «Квота çук», — тет. Хамăрăн организаци лидерĕпе Андрей Чепурнойпа çыхăнтăм, вăл вара трансплантологи центрĕн директорĕнчен Валерий Шумаковран пулăшу ыйтнă. Çакăн хыççăн эпир Нина Суслоновăпа туслашрăмăр, вăл эпĕ пушă сăмах çаптаракан çын мар, ун патне ĕçпе, ырă тĕллевпе килнине ăнланчĕ. Кольăна «çĕнĕ» пӳре куçарса лартма 800 пин тенкĕ кирлĕ терĕç. Ку укçана хăвăртах пуçтарчĕç. Юлашки самантра Шумаков шăнкăравларĕ: Мускав прокуратури трансплантаци тума ирĕк памасть. Татьяна макăрать. Кайран çĕршыври клиникăсенче шырарăмăр, сиплев центрĕсене шăнкăравларăмăр. Екатеринбургри клиника хăйсем патне килме чĕнчĕ. Кайрĕç Филипповсем. Куçарса лартнă пӳрене Николайăн организмĕ аванах йышăннă. Шел, икĕ çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Ыттисене пулăшас туртăм яланах пулнă манăн. Афганистанра эпир пĕр-пĕриншĕн пуç хума та хатĕрччĕ. Халĕ те тăнăçлăхшăн кĕрешнисен пурнăçне çăмăллатас тесе хамăртан мĕн килнине йăлтах тăватпăр». Госпитальти тĕл пулу Геннадий Матвеев, Сызраньти летчиксен аслă çар авиаци училищине вĕренсе пĕтернĕренпе тӳпере 3500 сехет вĕçнĕскер, хăй теАфган вăрçине хутшăннă. 1988 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче черетлĕ хушăва пурнăçланă май вăл сывлăша саккăрмĕш хут çĕкленнĕ. Маларахри кунсенче – 14-15-шер хут. Шел, душмансемунăн самолетне персе лектернĕ. Çунаканскере 100 çын вырнаçнă хуралтă çине ӳкермен 33-ри арçын, айккине илсе кайма пултарнă. Хăй вара хытах суранланнă: пуç шăмми, çăвар маччи ваннă, куçĕ юхса аннă, пырне хăйĕн ӳчĕ кĕрсе ларнă, алли-ури хуçăлнă. Геннадий Петрович 9 кунран тин тăна кĕнĕ, ăна тӳрех Мускаври Н.Бурденко ячĕллĕ госпитале ăсатнă. Тухтăрсем унăн пуçне пайăн-пайăн çĕнĕрен пуçтарнă, тăрăшса сипленĕ. «Вĕсем мана ура çине тăратрĕç. Шурă халатлă специалистсем пулăшнипе ĕнтĕ эпĕ паян калаçатăп, апат çиетĕп, утатăп, ĕçлетĕп. Питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет вĕсене. Çав госпитальпе халĕ те çыхăну тытатăп. 2023 çулта унта кайса килтĕм, ятарлă çар операцине хутшăнса суранланнă, çавна май сипленекен çынсемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Туятăп, салтаксем ман çине шанмасăртарах пăхаççĕ. Орден-медаль çакнăскер мĕнле лекци вулĕ-ши тени палăрать чылайăшĕн куçĕнче. Хама кунта мĕнле пулăшни пирки каласа кăтартрăм. «Арçынсем, пĕлетĕр-и, мана мĕн çăлса хăварчĕ? Çапла, тухтăрсем хăйсенчен мĕн килнине йăлтах турĕç: сиплерĕç, çĕлерĕç, хаклă йышши эмел пачĕç… Çапах чи пĕлтерĕшли — чунра мĕн пулса иртни. Енчен те эсир хăвăр пурăнма ăнтăлмасан, тĕллев лартмасан сире нимĕнле тухтăр та, чиновник та пулăшаймасть», — терĕм. Çăвар карсах итлерĕç мана, 1,5 сехет сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Тĕл пулу хыççăн ман пата кӳмере ларакан 50-ри арçын çитрĕ: хăрах алли çук, сулахай урине — чĕркуççи таран, сылтăммине унран çӳлерех татнă. Мана ыталаса илчĕ. «Командир, эсир госпитальсем тăрăх çӳрĕр, унта сипленекенсене çакăн пек тĕл пулусем питĕ кирлĕ. Тĕрĕссипе, манăн малтан пурăнас та килместчĕ, халĕ вара шухăш улшăнчĕ», — терĕ. Эпĕ ăна алла та, урана та протез лартма май пуррине ăнлантартăм. Хам пĕр çынна та пулин пулăшма пултарни те савăнтарать», — калаçăва тăсрĕ Геннадий Петрович. Сăмах май, Геннадий Матвеева Афган вăрçинче хăюлăх кăтартнăшăн çарăн Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе, I тата II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, ытти наградăпа чысланă. Вăл — Чăваш Республикин халăхăн социаллă хӳтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Геннадий Петровича хамăр республикăри вăрçă ветеранĕсен госпитальне те чĕнеççĕ. «Пĕлтĕр унта сипленекен Евăпа калаçрăмăр. «Васкавлă пулăшура» ĕçленĕскер хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайнă. Унта 200 ытла салтакăн пурнăçне çăлса хăварнă. Вĕсенчен пĕрне — хăйĕн кĕлеткипе тăшман дронĕнчен хупласа. Шел, ун чухне хăй те аманнă, хăрах куçне çухатнă. Паллах, кулянать çамрăкскер. Ăна лăплантарма тăрăшрăм. «Эсĕ куçна хупахра е урамра çапăçса çӳресе мар, Тăван çĕршыва хӳтĕлесе çухатнă», — терĕм. Сăмах май, Афган е ытти вăрçăран аманса-суранланса таврăннă каччăсен хушшинче çемье çавăрса, ача-пăча çуратса ӳстерекен те сахал мар. Сусăрсемпемăшăрланма, вĕсен йывăрлăхĕсене пĕрле çĕнтерме килĕшнĕ хĕр-хĕрарăма тав сăмахĕ калас килет манăн. Вĕсене, хӳтĕлевçĕсене, шанчăк парнелеççĕ, малалла пурăнма хавхалантараççĕ», — терĕ Геннадий Петрович. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


«Чăваш пулнипе мăнаçланма вĕрентрĕ»

Вăл вырăсланса пыракан чăвашсене каялла çавăрчĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе, пурнăçĕпе, ырă тĕслĕхĕпе тăван халăхăн ят-сумне ыттисен хушшинче çĕклерĕ. Çынсене хăйсем чăваш пулнипе мăнаçланма вĕрентрĕ.

Хăйĕн ĕçне чунпа парăннă

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Олег Мустаев пуçарнă ĕçсем вилмен, вĕсем пурăнаççĕ. Çакна çирĕплетсех калама пулать. Кирек кампа калаçсан та, ăçта кайсан та унăн ятне ырăпа çеç асăнаççĕ. Ульяновск облаçĕнче чăваш наци культурине упраса хăварас тата аталантарас, çак чĕлхене вĕрентес енĕпе нумай вăй хунă вăл. Регионта пурăнакан халăхсене пĕрлештерес, çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тӳпе хывнă. Олег Мустаева Ульяновск тăрăхĕнче кăна мар, çĕршывăн ытти регионĕнче те лайăх пĕлнĕ, юратнă. Ăна курса виç сăмах калаçсанах кашни чăвашăн чунĕ кăвар пек хĕмленнĕ. Вăл «чăвашăн мĕскĕн пуличчен вĕçкĕн пулмалла!» тенине паян та аса илеççĕ ентешсем. Елчĕк каччи 1983 çулта Лаш Таяпари вăтам шкула пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсенче Атăлçи Пăлхар çĕрĕ çинче пулнă чухне чăн чăвашла «Кăвар» хушма ят суйласа илнĕ. Тус-юлташĕ каланă тăрăх, вăл чăнах та таçта та çитекен хĕрӳ, лара-тăра пĕлмен каччă пулнă. Студент çулĕсенчех спортпа туслашнă. 1988 çулта çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕн разрядне тултарнă. Маттур каччă марафонра та палăрнă, РСФСР чемпионачĕн бронза призерĕ пулса тăнă. «Олег Мустаевпа Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Вăл пирĕн ушкăнăн шăнăрĕччĕ. Çынсене хăй патне илĕртме пĕлетчĕ, чăвашлăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума хистетчĕ. Олег ăçта унта яланах çĕнтерӳ пулнă», — аса илет университетра пĕрле вĕреннĕ тусĕ Петр Семенов. Ульяновск облаçĕнчи радиохыпарлавпа телекурав комитетĕнче «Еткер» чăваш кăларăмне йĕркелесен ăна ертсе пыма Чăваш патшалăх университечĕн студентне йыхравланă. Хĕрӳллĕ чĕреллĕ Олег Мустаев тăрăшнипе 1989 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче телекуравпа 45 минута пыракан чăвашла кăларăм эфира тухнă. «Еткерте» журналист тĕрлĕ темăна çутатнă: наци культурине аталантарасси, тăван чĕлхене çĕнĕрен чĕртесси, чăвашсен йăли-йĕрки. Часах телекăларăм таврари чăвашсен чи юратнă передачи пулса тăнă. Ăна Ульяновск тăрăхĕнче кăна мар, Тутарстанра, Самарта, Саратовра, Пензăра тата Чăваш Енре пурăнакансем те хаваспах кăмăлланă. «Еткер» пулăшнипех вăтанмасăр чăн чăвашла калаçма пуçланă. Кăларăма хатĕрленĕ май Олег Николаевич Чĕмпĕр таврашĕнче çитсе курман ял-хула хăварман та. Каламалла: «Еткер» телекăларăм паянхи кун та тухса тăрать. Олег Николаевич ертсе пынипе «Хамăр ял» радиокăларăм та янăранă, вăл 20 минут пынă. Унта журналист хыпарсемпе паллаштарнă, ăшă саламсем вĕçтернĕ. Çăл куç шывĕ ĕçнĕ пекех пулнă çак кăларăмсем вырăнти халăхшăн. «Олегпа пĕр факультетра вĕреннĕ, пĕр общежитире пурăннă. Пĕррехинче ушкăнри хĕрсем патĕнче хăнара пулнă чухне пӳлĕмри икĕ йĕкĕте асăрхарăм. Вĕсенчен пĕри шăпах — Олег. Туслашнă хыççăн тĕл пулма пуçларăмăр. Икĕ çултан çемье çавăртăмăр. Ульяновскри телекуравран чăваш кăларăмне ертсе пыма студент шырама килнине лайăх ас тăватăп. Деканатран пĕр иккĕленмесĕр Олег Мустаев тата Петр Семенов студентсене сĕннĕ. Малтан çамрăксем практикăра пулчĕç, унтан вĕсене ĕçлеме хăварнă. «Еткер» кăларăм тăванлăха пĕрлештерекен вăй пулса тăнă. Икĕ эрнере пĕрре ăна хатĕрлесе эфира кăларнă. Çулталăкран эпĕ те ачапа пĕрле Чĕмпĕре куçса килтĕм. Çапла тĕплентĕмĕр ку тăрăхра. Пĕтĕм ĕçе иккĕн канашласа тăваттăмăр. Ют çĕрте малтанлăха çăмăл марччĕ», – аса илет студент çулĕсене Олегăн мăшăрĕ Елена Мустаева. 1989 çултан пуçласа 2006 çулччен Олег Мустаев «Волга» патшалăх телерадиокомпанийĕн наци программисен тĕп редакторĕнче, 2007-2022 çулсенче «Çĕнĕ ĕмĕр» телерадиокомпанин наци телепрограммисен тĕп редакторĕнче тăрăшнă. «Телекăларăм хатĕрленĕ май тĕп тĕллев пирĕн регионта чăваш политикине тытса пырасси пулнă: тăван халăх сумне ыттисен хушшинче çĕклесси, чăваша хăй чăваш пулнипе мăнаçлантарасси. Наци тумне тăхăнса çӳренĕшĕн те иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ăна ентешсемех вăрçнă, саншăн намăс пире тенĕ. Халĕ «Паха тĕрĕ» фабрика ĕçченĕсем каланă тăрăх, чăваш тумне Ульяновск облаçĕнчи пек нумай урăх ниçта та туянмаççĕ. Паянхи кун никам та тăван чĕлхепе калаçма вăтанмасть: транспортра та, театрсемпе кинотеатрсенче те, мероприятисенче те... Маларах кун пек пулман. Халăх вăтаннă, именнĕ», – тет Елена Мустаева. Чăн та, Олег Мустаев пек чăвашла таса та илемлĕ калаçакан çын пит сахал. Халăх умне тухса сăмах каланă чухне вăл пуш сăмах çаптарман. Унăн кашни сăмахĕ чăвашăн чыссумне çĕкленĕ. Пĕрмай «эпир тĕнче уçлăхне тухнă иккĕмĕш халăх» тенĕ. 1992 çултанпа Олег Мустаев — Ульяновск облаçĕнчи «Еткер» ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕ. 2016 çултан пуçласа мĕн виличченех Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕн председателĕнче тăрăшнă. Общество ĕç-хĕлĕнчен те пăрăнман. Ку тăрăхри чăвашсене пĕр-пĕринпе паллаштарнă, вĕсене валли тĕрлĕ уяв йĕркеленĕ, çул çӳреве илсе кайнă. Сăмахран, 1989 çултан пуçласа чăвашлăх мăнаçлăхне ӳстерес, ентешсене халăхăн историйĕпе çывăхлатас тесе çынсене икшер автобус пухса Пăлхара çĕр выртмалла илсе çӳренĕ. Транспортне, çимелли-ĕçмеллине хăй шучĕпе тупнă, несĕлсене асăнса çулсерен чӳк туса така пуснă. Хăйĕн ĕçне чунпа парăнса пурнăçланă. Унăн сăмахне яланах итленĕ. Пĕтĕм Раççейри «Халăх фрончĕ» юхăма йĕркелесен Олег Мустаева чи малтан Ульяновск облаçĕнчи сопредседательне суйланă. Вăл виçĕ хутчен Мускава ОНФ сьездне кайнă, Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă. Пĕлтерĕшлĕ ĕç чылай. Калăпăр, Ульяновскри культура хула комплексĕнче «Наци ялĕнче» чăваш кил-картишĕ, Чăнлă районĕнчи чăваш çыравçин Владимир Садайăн бюсчĕ, Çинкĕл районĕнчи СССР халăх артисчĕн Алексей Ургалкинăн палăкĕ, Авраамий Болгарский çветтуя сума суса уçнă часавай, Чăваш Енри Елчĕк округĕнчи Кивĕ Эйпеçре Иван Яковлев вĕренекенне Алексей Ракеева халалласа лартнă палăк. Олег Мустаев тележурналист пуçарнипе Иван Яковлев премийĕпе орденне йĕркеленĕ-туса хунă. Чăваш культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине аталантарнăшăн ăна паллă нумай ентеш тивĕçнĕ: Атнер Хусанкай, Светлана Асамат, Сантр Пикл тата Владимир Агеев художниксем, Валери Туркай, Валентина Тарават, Константин Малышев тата ыттисем те. Чăваш пат шалăх университечĕн вĕренӳпе консультаци пунктне уçнă. Чиркӳ уçассипе те нумай тăрăшнă. «Чăваш алфавитне» палăка та палăртмалла. Проект авторĕ — Виктор Аванмарт. Олег Мустаев ун валли укçа тупса палăка лартма пултарчĕç. Шел, ăна уçиччен хăй пурăнайман. Вăл тăрăшман тăк чăваш алфавитне халалланă палăк пулмастчĕ те. Ульяновск облаçĕнчен тухнă кашни паллă çынна палăк лартма ĕмĕтленнĕ. Ĕлкĕреймен. Хăй вăхăтĕнче Вĕрентӳ министерствинче И.Я.Яковлев должноçне каялла тавăрттарнă. Чăваш шкулĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист пулнă. Халь ку должноçа Вĕрентӳ аталанăвĕн институтне куçарнă. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсен вĕçĕнче тĕрĕк тĕнчипе тачă çыхăннă вăхăтра Ульяновск облаçĕнчи чăваш ачисене Турцие вĕренме янă. Чăваш чĕлхипе культурине тĕпчекен турккăсем, яппун çыннисем е ыттисем тӳрех ун патне килнĕ. Пурне те пулăшнă, вырнаçтарнă. Ытти халăхсен паллă çыннисем килсен те автономи председателĕсем вĕсене чи малтан Олег Мустаевпа паллаштарнă. Çынна хăпартлантарма, мăнаçлантарма пĕлнĕ. Йăхташсем пурăнакан вырăнсене çитсе туслăх карти çавăрнă. Хăй çуралса ӳснĕ Елчĕк тăрăхне, Чăваш Ене чĕререн юратнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Лидия КРАСОВА: Ырă роль çунатлантартăр

Вӑл – 31 ҫулта «Чӑваш АССРĕн тава тивӗҫлӗ артистки», пурнӑҫ ҫулӗпе ҫур ӗмӗр утнӑ хыҫҫӑн «Чӑваш халӑх артистки» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Ҫӗр-ҫӗр роль калӑпланӑ Лидия Красова. Хӑйӗн тӗп ролӗ Николай Терентьевӑн «Ҫӗпӗр дивизийӗ» драмӑри Улькка сӑнарӗ тесе шухăшлать. 10 ҫул вылянӑ вӑл хӗр-салтака. Вӑрҫӑран таврӑнайман Виктор рольне 3 ӑру артисчӗсем калӑпланӑ: маларах Валериан Пайгусов, унтан – Валерий Лукиянов, каярах – Владимир Григорьев. Улькка сӑнарне ҫеҫ улӑштаракан пулман. Улькка – Лидия Красова.

– Лидия Федоровна, ӑҫта, камӑн ки лӗнче ҫуралса ӳсмелле пултарулăхӑн тумхахлӑ ҫулӗпе ҫавӑн пек ҫитӗ нӳсемпе утмашкӑн? Мӗнле сывлӑшпа сывламалла?

– Манăн ачалăхăм Вăрнар районĕнчи Тăвальушкăнь урамĕсенче чупса, Аçăмçырмапа Юманай шкулĕсенче ăс пухса иртнĕ. Анне Анна Якимовна «Искра» колхозра ĕçлетчӗ, атте Федор Петрович – таврари паллӑ тимӗрҫӗччӗ. Чи телейлĕ самантсем юратнă кукамайпа Авдотья Ефимовнăпа çыхăннă. Ир-ирех ăшă, тин сунă качака сĕчĕ ĕçтеретчĕ. Каçсерен вара вĕри кăмака çинче ăшăнса выртаттăм, кукамай юптарса паракан юмахсене, юптарусене, тупмалли юмахсене итлеттĕм… Вĕсем халĕ те манăн асăмра, чуна ăшăтса, çу пек сĕрсе тăраççĕ… Кукамай вĕреннĕ çын пулнă, Илле Тăхти патĕнче, Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче, 4 çул ăс пухнă. Вырăсла та питĕ лайăх калаҫма хăнăхтарнă ӑна кулӑшпа сатира ӑсти. Кукамай мана сăвă калама вĕрентетчĕ. Ун тавра ялан ял ачисем явăнатчĕç. Вăл вĕсене вăйă выляттаратчĕ, сăвă калаттаратчĕ. Аван каласа парсан пашалупа сăйлатчĕ. Иртнĕ ĕмĕрӗн 50-60-мĕш çулӗсенче радиосăр пуçне нимĕнле информаци çăл куçĕ те пулман-ҫке ялта. Мана уйрӑмах «Микрофон умӗнче – театр» кӑларӑм килĕшетчӗ. Илпек Микулайĕн «Хура ҫӑкӑр», Леонид Агаковӑн «Пӗрре, ҫуркунне»... Артисчӗсем рольсене мӗнле ӑста вулатчӗҫ тата. Николай Степанов сасси уйрӑмах килӗшетчӗ. Елена Шорникова, Виктор Родионов, Вера Кузьмина, Нина Григорьева сассисем халӗ те ҫамрӑклӑха ҫавӑтса каяҫҫӗ... Пирĕн пата ыйткалакан Манюк аппа çулсерен кĕретчĕ (ваттисем каланӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутар чиркӗвӗнче выртса-ҫывăрса тӑнӑ), анне ун валли ятарласа мунча хутса яратчĕ, кĕпи-йĕмне çуса типĕтетчĕ, апат çитеретчĕ. Каçсерен çав Манюк аппа курни-илтнине темĕнле асамлă саспа, васкамасăр, чăн-чăн артистла каласа паратчĕ. Пирĕн пата ăна итлеме ятарласа кÿршĕ-аршăри кинемейсем пыратчĕç, тĕлĕнсе, пĕççине çапса ларатчĕç вара. Вăл каласа панинче темĕнле асамлăх, тĕттĕм, нушаллă пурнӑҫ, пач урăх тĕнче пурччĕ пек. Ман кукамайăн юмахĕсем пач урăхлаччĕ, çутӑччӗ: чипер пикесемпе патша майрисем, айван Йăвансем çинченччĕ вӗсем. Аннен амăшĕ пилĕк çултах вулама вĕрентрӗ мана, ҫавӑн хыҫҫӑн эпĕ ялти вулавăшран тухма та пĕлмен. Юмахсене пӗтӗмпех «шĕкĕлчесе» пĕтерсен клуб заведующийĕ ӳвăлах библиотека пуçлăхĕӲ Нина Гашкова ман валли Калининăран (Нурăс сали) кĕнеке илсе килме тытăнчӗ. Ас тăватăп: Михаил Шолоховӑн «Поднятая целина», Этель Войничӑн «Овод», Леонид Агаковӑн «Ылтăн вăчăра», «Партизан Мурат» кĕнекисене каçăхса кайса вулаттăм. Çĕрĕ-çĕрĕпе, лампа-краççын е хăйă çутипе (электричество 1961 çулта çеç кĕртнĕ) лараттăм.Тен, асамлă çав вăй, кĕнекери илемлĕ тĕнче, романтика илĕртнĕ пулĕ сцена тӗнчине… Пĕр саккăрмĕш классенче тус-юлташпа юмахсенчен сценка туса клубра ял çыннисене кăтартаттăмăр. Халăх хаваспах ал çупса хавхалантаратчĕ. Тен, çавăн чухне чунри «çăл куç» тапраннă…

– Актриса... Çак ӑнлавра яланах темле асамлӑх упранать пек. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче хӗрсем доярка е агроном профессийĕ пирки, колхоз садӗнче улмаҫырла ҫитӗнтерме ӗмӗтленнӗ. Эсӗ вара актриса пулма ӑнтӑлнӑ. Мӗнле тӗвӗленнӗ ҫак шухӑш?

– Театр! Ачаран талпăннă ĕмĕт! Сцена ăстисем калашле: «Сцена вăл нумайăшне илĕртет, анчах пурне те çывăха ямасть!» Унти асамлă сывлăша туяс тесе «тăвар» нумай-нумай çимелле пулчĕ. Мана та сцена нумайччен хăй çывăхне ямарĕ… Чи малтанах пĕлÿ кирлĕ: сцена саккунĕсене алла илмелле! Апла пулсан – вĕренмелле. Çак тĕллевпе Шупашкарти Çамрăксен театрĕнчи студие вĕренме кĕме май килчĕ. Унта пирĕнпе театрăн чăн-чăн ăстисем, педагогсем кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек ĕçлерĕç. Тĕрĕссипе, вĕренÿ тапхăрĕ артистшăн нихăçан та пĕтмест. Хăвна çирĕп тытас пулать, куракан валли хатĕрлемелле-çке. Мĕншĕн сцена çине тухатăн? Мĕн каласшăн эсĕ ку сăнарпа? Кураканпа артист хушшинче темле асамлă çыхăну, чун кĕперĕ пулмалла. Вара спектакль курма килнĕ çын театр авӑрне чăмать, артист сăнарĕпе пĕрле кулянать, савăнать. Паллах, çак «кĕпере» тупас тесе кашни кунах тар тăкса ĕçлемелле. Сцена çинче утма, тĕрĕс сывлама, калаçма, хăвăн сассупа тĕрĕс усă курма, кĕлеткене пăхăнтарма тата чи кирли – шухăшлама пĕлес, вĕренес пулать. Паллах, драматург çырнă пьесăри шухăша режиссерпа, йышпа, партнерсемпе пĕрле шыратăн. Театр – вăл асамлăх тĕнчи! Куракан хăйĕн пурнăçĕнче çуккине унта курать, чĕринче вара ырлăх çуралать – йĕрет, савăнать, чунне тасатать.

– Любовь Орлова, Мэрилин Монро, Нонна Мордюкова, Наталья Варлей сӑнарӗсем тыткăнланӑ-и е чӑвашсен Тани Юнӗ, Нина Григорьева, Вера Кузьмина, Вера Голубева вылявӗ-хусканӑвӗ, сасси, тыткаларӑшӗ килӗшнӗ-и?

– Пирĕн ял пысӑках мар, кино кăтартма та сайра хутра çеç килетчĕç. Клубĕ пĕчĕк пулнăран-ши, театрсем пушшех те питĕ сайра пулатчĕç. Пĕрех, кино е спектакль хыççăн шалти вăрттăн туйăмсем вăранатчĕç, ĕмĕте чĕртсе хăваратчĕç… Маларах каларӑм-ха: чи пысăк савăнăç – радиокӑларӑмсем. Унпа кашни эрнерех радиоспектакльсем паратчĕç. Питĕ кĕтеттĕм, сăнарсене курма май çук пулсан та артистсене сассисенчен паллаттăм. Геннадий Терентьевӑн Ухтерӗ, Ефим Никитинӑн Кӗлпукӗ... асамлӑ сӑнарсем. Вера Голубевăн «Асанне юмахӗсем», паллах, юратнӑ кукамая аса илтеретчӗç.

 Çамрăксен театрĕн студийӗпе И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх уни вер ситетӗнче вӗреннӗ эсӗ. Аслӑ шкул пре подавателӗсене ас тӑватӑн-и? Мӗнле тӗссемпе сӑрланчӗҫ вӗсем? Лида – студентка асӗнче мӗнлерех ӳкерӗннӗ профессорсем?

– Паллах, пурнăçра пулни-иртни, нушиасапĕ – пурте ман чун витĕр сăрхăнса тухнă, тарăн йĕр хăварнă, паха опыт, артистшăн питĕ кирлĕ «материал». Енчен те чун пушă пулсан сцена ăсти куракана ĕнентерме, чĕрине витерме, пăлхантарма пултараймасть. Театр çумĕнчи студи, университетра вĕреннĕ тапхăрти пĕлÿ, унти хутшăнусем – пурте пурнăçра кирлĕ пулнă, унсăрăн аталанма май та çук. Вĕреннĕ вăхăтри преподавательсене пурне те ырăпа асăнатăп, тав тăватăп. Тĕрлĕ самант пулнă унта, кулмалли те, йĕмелли те. Владимир Канюковпа Геннадий Хлебников литературоведсем, Николай Егоров тюрколог, Николай Петрович, Иван Андреев чӗлхеҫӗсем, вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ Анисия Алексеева, тӗнче литературин пӗлӳҫи Юрий Каньков, харсӑр Виталий Станьял. Диплом ӗҫӗн ертӳҫи ырӑран ырӑ Иван Одюков профессор... Эпир Вера Кузьминапа туслӑ пулсан та ывӑлӗ, Атнер Хусанкай, «Тюркологи» дисциплинӑпа тӑнран кӑларатчӗ (кулать – Авт.) Паллах, çăмăлах пулман манăн вĕренÿ тапхăрĕ. Кашни кун ирхине театрта репетицире пулмалла, кашни каç тенĕ пек спектакльсем. Иккĕмĕш хĕрĕм те çуралнӑччĕ. Экзаменсем, диплом ĕçĕ, мăшăрпа уйрăлни… – çав тери йывăрччĕ. Çав тапхăр мана чăнласах хытă туптарĕ, якатрĕ, шухăшсене улăштарчĕ, утăма çирĕплетрĕ.

– Рольсем ҫине куҫар-ха. Лидия Красова актриса тӗнче, вырӑс тата чӑ ваш классикӗсем ҫырнӑ хайлавсем тăрăх лартнă спектакльсенче тӗп рольсем калăплать. Каппуллети леди («Ромеопа Джульетта», У.Шекспир), Ольга («Пӗртӑван виҫӗ хӗр», А.Чехов), Улькка («Ҫӗпӗр дивизийӗ» тӑрӑх лартнӑ «Сансӑр пурнӑҫ ҫук», Н.Терентьев). Мӗнле рольсене ытларах килӗштеретӗн?

– Эсир аса илтернĕ рольсем пурте маншăн çав тери çывăх. Чи юратни – Николай Терентьев пьеси тăрăх лартнă «Çĕпĕр дивизийĕ» спектакльти Улькка. Манăн пĕрремĕш пысăк сăнар, вăл халĕ те ман чунра. Спектакле лартнă вăхăта паян та ăшшăн аса илетĕп. Кашни сăнарĕ хăватлă, вăйлă, кăсăклă. Пирĕнпе пĕрле рольсене ытараймасăр Чă ваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Вера Кузьмина, Виктор Родионов хăйсен репетицийĕсем хыççăн каçхине вуннă тĕлне пирĕн пата килетчӗҫ. Çак постановка репертуарта вун икĕ çул пычĕ. Тӗрлӗ вӑхӑтра унта Виктор Родионов – Якку ватӑна, Раиса Федорова – Верӑна, Сергей Федоров артист Виктора вылярӗҫ. Чуна çывăх сăнар ман ĕмĕрте чылай пулнă. Вӗсем пурте тĕрлĕрен, кашнин валли урăхла тӗссем шырамаллаччĕ, тупмаллаччĕ. Малтан вăл чĕреме вырнаçтăр, манра янратăр, кайран – куракан чунне вăраттăр.

– Эсĕ тӗрлӗ жанра та ҫӑмӑллӑнах парӑнтарнине па лăртмалла. Калӑпӑр, Марина Карягинăн «Кӗмӗл тумлӑ ҫарӗнчи» Ашапатман, Борис Чиндыковӑн «Масаркасси ясарӗн 77-мӗш матки» камитри Татьяна пӗр-пӗринчен питĕ уйрăлса тӑраҫҫӗ. Мӗнле жанр артисчӗ вӑл, Лидия Красова?

– Жанр… Нумай çул театр ÿнерĕн асамлă сывлăшĕпе пурăнаканшăн пур жанр та интереслĕ пуль, пурне те хаваспах тытăнса, тутанса пăхас килетчĕ. Паллах, драма мана яланах илĕртнĕ, унта тулли пурнăç, историри чакалану, хăватлă характерсем…Кашни артист тенĕ пек вăйлă, кăсăклă драмăсемпе ĕçлесшĕн, пысăк, кăткăс сюжетлă спектакльсенче сăнар тăвасшăн çунать. Эпĕ вара ку енчен питĕ телейлĕ. А.Чехов, Ф.Достоевский, А.Островскипе А.Горький хайлавĕсемпе калăпланă сăнарсем, ют çĕршыв çыравçисен – У.Шекспирăн, Э.Лессингăн тата ыттисен те. Хамăр драматургсем мана питĕ çывăх: Н.Терентьев, Н.Угарин, Н.Сидоров, Б.Чиндыков. Пурăна киле мана камитсем те çав тери килĕшме пуçларĕç. Вĕсенче аташасси, сăнарсемпе киленесси маншăн питĕ аванччĕ. Анчах питĕ асăрханса, виçеллĕ «аташмалла», ытлашши пуласран хăраса. Çамрăк чух питĕ вăтанаттăм ун пек сăнарсемпе ĕçлеме, хатĕрех пулман пулĕ, именнĕ. Вячеслав Оринов режиссерпа ĕçленĕ тапхăрта, Борис Чиндыков театра хăйĕн «Масаркассине...» илсе килсен маншăн камит-фарс, тепĕр жанр уçăлчĕ. Питĕ интереслĕ спектакль пулса тухрĕ. Халăх спектакле тĕлĕнмелле лайăх йышăнчĕ. Ку пирĕншĕн тепĕр майлă шкулвĕренÿ пулнăччĕ. Марина Карягинăн «Кĕмĕл тумлă çар» поэми тăрăх калăпланă постановка вара тахçанах кĕтнĕ «асамçă» сăнара илсе килчĕ. Мистика яланах илĕртнĕ мана. Ачалăхри тĕнчепе, темĕнле вăрттăнлăхпа çыхăннă. Ас тăватăп: асанне тĕрлĕ пукане туса Киремете парнелетчĕ, куç ÿксен – тĕтĕретчĕ. Манăн Ашапатман сă - нарĕнче çапла асамлă вăй пулмаллаччĕ, несĕлсен чăвашлăх тытăмĕн вăйĕ. Стас Васильев режиссерпа та ĕçленĕ. Унăн ăнлавĕ те мана çывăхчĕ. Сăнарсен пуххи пĕр 200-тен те иртнĕ пулĕ. Вĕсем – ман чун тĕпренчĕкĕсем, амăшĕн ачисем пек, пурте çывăх. Театрта Николай Угарин çырнă пьесăсем репертуара нумай çул пуянлатрĕç. Ун хайлавĕсем чăваш халăхне питĕ çывăх, ăнланмалла. Николай Сидоровăн камичĕсем те илĕртетчĕç, унăн сăнарĕсемпе ĕçлеме кăмăллăччĕ. <...>

Анатолий АБРАМОВ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Çĕр çинче пиçĕхсе ÿснĕ

Пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе нумай çул пĕрле пурăннă, хăйсем хыççăн ырă ят хăваракан, тĕслĕх илмелли мăшăрсем пурри чуна савăнтарать. Çавăн пек çемьесенчен пĕри – Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан Ивановсем.

Хут çинче — Илья, ялта — Алюшка

Çемье пуçĕ хут çинче – Илья Иванов. Хăйĕнпе пĕр çултисем ăна Алюшка, çамрăксем Алюшка тете тесе чĕнеççĕ. Хăй вăхăтĕнче Илья Иванович 30 çул ытла Ленин орденлă «Гвардеец» колхозăн Вăтаел ялĕнче уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. Колхозĕ саланса кайни те, тивĕçлĕ канăва тухни те чылай пулать ĕнтĕ. Мăшăрне Елена Макаровна тесе чĕнеççĕ. Çулĕсем те чылай вĕсен: Алюшка тете 87 çул тултарать, мăшăрĕ Лена аппа – 85-ре. Кăçал вĕсем бриллиант туйне паллă тума хатĕрленеççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем 1965 çултах пĕрлешнĕ. Анчах вăл вăхăтра ача çуралмасăр çырăнтарман. Çавăнпа пĕрремĕш хĕрĕ Аля çут тĕнчене килсен, 1966 çулта, ял канашне кайса официаллă майпа пĕрлешнĕ Ивановсем. Поэт пулса çуралаççĕ, Турă панă талант теççĕ вĕсене. Бригадир пулма та пултарулăх кирлĕ. Унсăрăн ял халăхĕпе 30 çул ытла епле килĕштерсе ĕçлеме пултарăн? «Эпĕ 1939 çулта Вăтаел ялĕнче çуралнă. Аттерен Иван Феоктистовичран икĕ çулта тăрса юлнă. Вăрçă пуçлансанах ăна фронта илсе кайнă… Эпĕ, паллах, ас тумастăп. Иккĕри ача мĕнех ăнкартăр? Йăмăк çуралса та ĕлкĕреймен, анне варĕнче пулнă. Атте 1944 çулта Псков патĕнчи çапăçура пуç хунă. Аттепе пĕртăвансем тата иккĕн вăрçа тухса кайнă: Петр, Федор. Вĕсем виççĕшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Çывăх çыннăм янă çырусене анне тирпейлĕн упранă. Эпĕ çавсене пĕчĕккĕллех темиçе хут та вуланă. Атте вăрçа кайиччен ялта бригадирта ĕçленĕ. Анне пире йăмăкпа иксĕмĕре яланах унăн ырă ятне малалла тăсмалла тесе вĕрентетчĕ. Çавна пулах 1954 çулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн тӳрех колхоз ĕçне кӳлĕнтĕм. 1959-1961 çулсенче салтак тивĕçне Венгрире пурнăçларăм. Хампа пĕр çултисемпе çара каясси пулмарĕ манăн. Хут çинче Илья эпĕ, çынсем Алюшка тесе чĕннĕрен Алексей шутланса тăратăп. Çар комиссариачĕ повестка ярса панă: Илья Иванов валли, ялта вара ун пекки çук. Çапла темиçе хут та пулнă. Юлашкинчен хамăн документсене ял канашне кайса кăтартрăм та, вара тин çара кайма повестка пачĕç. Салтакран таврăнсан комбайнер пулăшуçинче те, стройкăра та, виçĕ çул Тури Туçа участок больницинче кочегарта ĕçлерĕм. 1970 çултан пуçласа «Гвардеец» колхозăн тăваттăмĕш комплекслă бригадинче уй-хир бригадирĕн лавне туртрăм. Йывăрччĕ, паллах, малтан. Анчах аслисем, ĕçлекен халăх ăнланма тăрăшатчĕ, пулăшса пыратчĕ. Колхоз уй-хирĕ анлă вĕт. Çавна кун каçиччен мĕн чухлĕ хутлама тиветчĕши? Ара, пур çĕрте те колхоз ĕçченĕсем вăй хунă, вĕсем патне бригадирăн çитмеллех. Çавăнпа кун каçиччен миçе çухрăм пуçтарăнатчĕ-ши? Малтанхи вăхăтра пит туйсах кайман, каярах ура каç енне сĕрлеме тытăнатчĕ. Транспорт таврашĕ пулман та, ун çинчен шухăшлама та пĕлмен. Çав вăхăтрах каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлӳ те илтĕм. Çапла 1999 çулчченех колхозра вăй хунă эпĕ, пĕтĕмпе — 45 çул», — каласа кăтартрĕ Илья Иванович. Илья Иванова республикăн, районăн Хисеп хучĕсене нумай хутчен парса чыс тунă. Унăн ĕçне ăнланнăшăн, йывăр вăхăтра сăмахпа та пулин лăплантарма пултарнăшăн хăйĕн мăшăрне Елена Макаровнăна тав тăвать. Вăл хăйне кирлĕ пек пулăшса пыман тăк бригадир ĕçне туса пыма çăмăлах пулмĕччĕ тет. Ĕçлеме те, савăнма та пĕлнĕ Елена Макаровнăн та пурнăçра тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма тивнĕ. «Эпĕ те Алюшка пекех Вăтаел ялĕнче 1941 çулта çуралнă, ултă уйăхран вăрçă пуçланнă. Аттене тӳрех фронта илсе кайнă. Çывăх çыннăм аманнă, çапах тăван тăрăха таврăннă. Вăл Смоленск патĕнчи çапăçусенче пулни çинчен каласа паратчĕ. «Пĕрре эпир çав хулана илетпĕр, тепре – нимĕçсем. Çапла темиçе хут та», – тенине темиçе хут та илтнĕ. Çавăнта йывăр аманнă вăл. Нумай вăхăт госпитальте выртнă хыççăн Коми Республикине илсе çитернĕ ăна. Унта атте тыткăнри нимĕçсене сыхлани пирки каласа паратчĕ. Вăрçă хыççăн нумай çул стройка бригадирĕнче ĕçлерĕ. Манăн мăшăрпа пĕрле вăй хуратчĕç. Манăн ачалăхăм мăшăрпа пĕр урамрах иртнĕ. Эпир пĕр-пĕрне пĕчĕкренех палланă, пĕрле выляса ӳснĕ. Пирĕн вăхăтри çамрăклăх ытла та аван пулнă вĕт. Çăварни çитсен ялти каччăсем урамсенче чуччу туса хуратчĕç. Кашни касрах пурччĕ вăл. Ун çумĕнчен çамрăксем кунĕпе татăлман. Ял йĕри-тавра катаччи чупатчĕç. Ют ялсене те кайса килни пулнă. Мăнкунра çав чуччусене çĕнĕрен ăсталатчĕç. Çулла вăййа тухма тытăннă. Ялта икĕ вырăнта пуçтарăнатчĕç. Хăш-пĕр чухне ял çамрăкĕсемпе ют яла вăйă курма кайни те пулнă. Унта та юрлаттăмăр. Хĕрсемпе каччăсем çапла пĕр-пĕринпе паллашнă ĕнтĕ. Вăйă пирĕн ялта Çимĕкре пуçланатчĕ те Питрав кунĕнче пĕтетчĕ. Чи хаваслă самант пулнă çакă. Ăна мĕнле кĕтеттĕмĕр! Кĕркунне улах ларма тытăнаттăмăр. Чĕнтĕр, алсиш-нуски çыхма килтех вĕреннĕха, анчах тĕрлĕ эреш тума улахра хăнăхнă. Унтан улах сăри ирттереттĕмĕр. Ăна ĕçме малтанах хамăр валли юлташ каччăсем суйлаттăмăр, вĕсем пире хăна пăхма пулăшатчĕç. Хăнисем вара хамăр тус тунă хĕрсемччĕ. Вĕсем те улах сăрине каччисемпе пыратчĕç. Эх, сăйлаттăмăр вара пĕр-пĕрне. Анчах та чи пĕлтерĕшли юрласа-ташласа савăнни пулнă. Халь çамрăксем çавăн пек хавасланма пĕлеççĕ-ши? Савăнма та, ĕçлеме те пĕлнĕ. Эпĕ 7 класс пĕтерсенех колхозра пилĕк авма пуçланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе çӳреттĕмĕр. Шкул пĕтерсен пуçĕпех ĕç ăшне путнă. Малтан бригадăра çӳрекелерĕм, унтан фермăна вырнаçрăм. Унта пĕрре те çăмăл марччĕ, 18 ĕнене алăпа сумаллаччĕ. Кайран сĕт тултарнă флягăсене йăтса пысăк чанри сивĕ шыв ăшне çĕр каçма лартаттăмăр. Чанĕ вара метр çурă çӳллĕшчĕ. Тулли флягăсем 50 килограма яхăн таятчĕç. Çавсене хулпуççи çине вăшт çеç хурса чана яраттăмăр. Ĕнесене те хамăрах чуптараттăмăр, хамăрах пăрулаттараттăмăр. Эпир пĕр витере 6 доярка ĕçлеттĕмĕр. Никам та нăйкăшман. Каярах сумалли аппарат илсе килчĕç, алă лăштах кайрĕ. Анчах малтанхи вăхăтра ĕнесем çав аппарата лартсан тапса сирпĕтсе яратчĕç. Кайран хăнăхрĕç вара. Хĕллехи кун тислĕке вагонеткăсем çине тиесе урама тухса тăкмаллаччĕ. Каялла кĕнĕ çĕре пӳрнесем тимĕр хатĕр çумне çыпçăнса пăрланса ларатчĕç. Халĕ çавăнпа алă сурать пуль. 1965 çулта Алюшкăпа пĕрлешрĕмĕр те ачасем çине-çинех çуралма пуçларĕç. Пирĕн виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Мухтав Турра, ачасене пăхма асламăшĕ, манăн хуняма, пулăшрĕ. Виçĕ сехетре тăрса фермăна тухса утаттăм. Çав вăхăтра ачасем тăнă çĕре кăмакине те хутса ăшăтмалла, апатне те пĕçермелле пулнă-çке. Алюшка мăшăрăм та ирех правление наряда тухса утатчĕ. Унăн та çынсене ирех ĕçе хăваламалла пулнă. Ял йĕри-тавра çаврăниччен вăхăт чылай кирлĕ, çавăнпа вăл та ман пекех ирех тухса каятчĕ. Хунямана Елюк тесе чĕнетчĕç. Вăл мăшăрĕнчен 22 çулта тăрса юлнă. «Салтак арăмĕ» ята мĕн виличченех илтсе пурăнчĕ. 38 çул килĕштерсе пĕр çăвартан пурăнтăмăр хунямапа. Каярах вара бригадăна ĕçлеме куçрăм. Ку вăхăт тĕлне ачасем те аталанма тытăннăччĕ. Унта та пĕрре те çăмăл ĕç пулман. Пирĕн колхоз севок сухан туса илессипе ĕçлетчĕ. Ăна кашни çемьене пайпа уйăрса паратчĕç. 40 сотка севок çумлаттăмăр, ун хыççăн сухан, кăшман миçе сотка тата! Пĕр хут çумласа çеç пĕтеретĕн, эрне те иртмест – тепĕр хут кĕмелле. Юрать, çак ĕçе çуллахи вăхăтра тумаллаччĕ. Кăшмана кĕркунне, лапраллă, çумăрлă çанталăкра кăларса пуçтарни те темиçе хут та пулнă. Ачасем шкула каяççĕ, килсенех чĕкĕнтĕр ани çине пыратчĕç. Пĕр кун та килте ларнине ас тумастăп. Хĕле кĕрсен хире улăм касма, утă турттарма каяттăмăр. Траншейăсене хунă кăшмана тиесе фермăна леçеттĕмĕр. Укçи-тенки те пулман хĕллехи вăхăтра, çапах кун шутне тултармалла пулнă-çке. Халь шухăшлатăп та, епле чăтнă-ши эпир? Вăрçă вăхăчĕ те пулман-çке, мĕншĕн çаплах нушаланнăши тетĕп. Мăшăр Алюшка та шеллетчĕ. «Вăй çитнĕ таран ĕçлĕр», — тетчĕ. Çамрăк чухне хамăра шеллеме пĕлмен çав. Халĕ авă алă ыратать, пӳрне хутланмасть, ура сурать. Мăшăрпа иксĕмĕр те урана операци тутартăмăр», — пăшăрханса каласа кăтартрĕ Елена Иванова. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Музей - аваллăх управçи çеç мар

Чăваш наци музейне йĕркеленĕренпе кăçалхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче 105 çул çитрĕ. Çавна май унăн директорĕпе Ирина Меньшиковăпа курса калаçрăмăр.

Куçпа курни асра юлать

— Ирина Петровна, коллектив юбилее мĕнле кăмăл-туйăмпа, ӳсĕмсемпе кĕтсе илчĕ?

— Юлашки пилĕк çулта чылай ĕç пурнăçларăмăр. Сăмахран, çак тапхăрта эпир çĕнĕ икĕ музей уçрăмăр. Пĕри — Куславкка тăрăхĕнчи Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланăскер, тепри — Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ. ВĕсемЧăваш нацимузейĕн пайĕсем шутланаççĕ. Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейне уçни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăварас килет. Ăна пула ытти регионра пурăнакансем Чăваш Ен пирки чылай çĕннине пĕлчĕç. Шупашкара килекен хăнасем те асăннă музее кĕмесĕр каймаççĕ. Картта çинче тӳрех хăйсен регионне шыраççĕ. Ăна иртнĕ çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче уçрăмăр. Унтанпа музейпе 40 пин ытла çын паллашнă.

— Чăваш наци музейĕнче паянхи кун миçе экспонат упранать? Вĕсен шутне ӳстерес тесе этнографи экспедицийĕсем те ирттеретĕр пулĕ.

— Хальхи вăхăтра музейре 220 пине яхăн экспонат упранать. 1921 çулта вĕсене ятарлă кĕнекесене çырса пынă. Каярахпа тĕрлĕ документ туса халĕ учета илетпĕр. Тепĕр пысăк пулăм çĕршывĕпех пырать: ку вăл — сайт-каталог. Раççейри мĕн пур музейре упранакан япаласене унта тăратмалла. Ку ĕçпе Раççейĕпех тăрăшса ĕçлеççĕ, чылайăшне тăратнă. Музейри экспонатсене саккун хӳтĕлет. Енчен те кам-тăр пĕр-пĕр япала илсе килсе парать пулсан эпир ăна килĕшӳ туса хамăр пата илетпĕр. Этнографи экспедицийĕсем те ирттеретпĕр. Акă нумаях пулмасть «Вырăссем» ятлă курав йĕркеленĕччĕ. Çавăн валли япаласене ĕçченсем вырăс халăхĕ пурăнакан округсене кайса пуçтарса килчĕç. Хальхи ял хăвăрт улшăнса пынине палăртас килет. Çĕнĕ çурт лартнă чухне нумайăшĕ ĕлĕкхи япаласене кăларса пăрахать е çунтарса ярать. Хăшĕ-пĕри вара вĕсене музее килсе парать. Теприсем кирлĕ япаласене хăйсем патне пырса илсе каймашкăн шăнкăравласа пĕлтереççĕ. «Хыпар» хаçат вулаканĕсене те çавăн пек тума сĕнесшĕн. Е хăвăр вĕсене пирĕн пата çитерсен суйласа илĕпĕр. Авалхи япаласем, савăт-сапа çамрăк ăрушăн питĕ паха. Историе экспонат тăрăх вĕренни пĕлтерĕшлĕ. Куçпа курни нумайлăха асра юлать.

— Музее экспонат парнелемелли уйăхлăх пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха. Ырă çак йăлана хăçан пуçарнă?

— Сăваплă çак йăла чылай çул тăсăлать, музей йĕркеленнĕренпех темелле. 1921 çулта малтанхи япаласене çынсем илсе килсе панă-çке. Ентешсем кăçал парнеленĕ япаласене пуçтарса ĕнер, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, курав йĕркелерĕмĕр. Хальхинче картинăсем, документ чылай илсе килчĕç, çавăн пекех этнографи коллекцийĕсем те пур. Çĕнĕ çул умĕн Мария Симакова тĕрĕ ăстин япалисене, ал ĕçĕсене çывăх çыннисем музее парнелерĕç. Пĕр çулхине Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне Евгения Жачева ăстан япалисене те илсе килнĕччĕ. Асăннă акцие çулталăк тăршшĕпе тăсма шухăш тытрăмăр. Кăçал Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пулнă май ентешсене музее культурăпа, этнографипе çыхăннă япаласем ытларах парнелеме йыхравлатпăр.

Экспонатпа çеç тĕлĕнтереймĕн

— Музей аваллăх управçи çеç мар, çынсене пĕрлештерекен центр та шутланать. Кунта тĕрлĕ мероприяти иртет: куравсем, уявсем…

— Чăн т а, музейсем халĕ пĕтĕм обществăпа ĕçлекен пысăк центр шутланаççĕ. Паллах, тĕп тĕллев пирĕн — авалхи япаласене пуçтарасси, вĕсене упраса хăварасси. Унсăр пуçне тепĕр ĕç — экспозицисем тăвасси. Çавна май эпир тĕрлĕ курав йĕркелетпĕр. Хальхи вăхăтра çынсем музее килмесĕрех интернетпа усă курса куравсемпе паллашма пултараççĕ. Анчах та интернет вăл — экран. Сăмахран, чăваш тĕррине интернетра куратпăр. Ку вăл — пĕр туйăм. Унпа музейре паллашас тăк пачах урăх кăмăл-туйăм çуралать. Е унти картинăсене куç илмесĕр сăнатпăр. Çак вăхăтра сăрă шăршине те туятпăр, ӳнерçĕ епле ĕçлени хамăр ума тухса тăрать. Çавăнпа та экспонатсемпе паллашма музее çӳренинчен пахи çук. Анчах хальхи çынна çакăнпа çеç тĕлĕнтереймĕн. Ăна кăсăклантармалли тĕрлĕ мел шыратпăр. Сăмахран, сăн ӳкерĕнмелли зонăсем йĕркелетпĕр, ун валли ятарлă костюмсем хатĕрлетпĕр, иммерсивлă экскурсисем ирттеретпĕр…

— Чăваш тĕррин шкулне те эсир пуçарса ятăр пулас…

— Чăваш халăхĕ авалтанах тĕрлеме юратнă. Унăн кăмăлĕ, менталитечĕ тĕрĕре тесе шухăшлатпăр. Республикăри тĕп музей пулнăран ку енĕпе эпир нумай ĕç тăватпăр. 2015 çулта Чăваш тĕррин музейне уçрăмăр. Çакăн хыççăн хамăрăн эрешсемпе ытларах ĕçлеме тытăнтăмăр. 2020 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕ тăрăх Чăваш тĕррин кунне палăртнă хыççăн тĕрлеме вĕрентмелли ятарлă шкул йĕркелерĕмĕр. Унта 7 уйăх вĕренеççĕ. Вĕсен йышĕнче çамрăксем те, ваттисем те пур. Занятисем кашни шăматкун пулаççĕ. Халĕ çулсеренех «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурс та иртет. Унта чи пултаруллă ăстасем хутшăнаççĕ. Çĕнтерӳçĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев дипломпа чыслать. Кăçал вара Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалласа çак конкурса ытти регионри ăстасене те хутшăнма ирĕк патăмăр. Конкурс ячĕ — «Туслăх пиçиххийĕ». Кашни халăхăн хăйне евĕрлĕ пиçиххи. Çавăн пекех ун çине çакакан япаласем те ăсталама пултараççĕ, сăмахран, енчĕк. Ытти наци çыннисене те конкурса хутшăнма йыхравлатпăр. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.