Комментировать

12 Фев, 2026

Ял пурнăçĕ 5 (10389) № 12.02.2026

Çутă сăнарĕсем — чĕререх

Николай Васильев, Олег Иванов, Андрей Павлов, Руслан Иванов, Алексей Любимов – Трак енĕн паттăр ывăлĕсем. Вĕсем, Карай тăрăхĕнче çуралса ӳснĕскерсем, ятарлă çар операцийĕнче Раççей интересĕсене хӳтĕлесе пуç хунă.

Паттăрсен çутă сăнарĕсем — ентешĕсен асĕнчех. Карайри шкулта ас тăвăма упраса йĕлтĕр ăмăртăвĕ ирттересси çирĕп йĕрке пулса тăчĕ. Кăçал йĕлтĕрçĕсем стадионта нарăсăн 7-мĕшĕнче пухăнчĕç. Тăваттăмĕш хут иртекен ăмăртăва Карай шкулĕн директорĕ Ирина Кириллова уçрĕ. Йĕлтĕрçĕсене Красноармейски округĕн пуç- лăхĕ Павел Семенов ăнăçу сунчĕ. «Хăюллă ентешĕрсене асра тытса сăваплă ĕç тăватăр, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартатăр. Паттăрсен ячĕсене çакăн евĕрлĕ ăмăртусенче вилĕмсĕрлетни, чăннипех те, пысăк тава тивĕç. Малашне йĕлтĕрçĕсен тупăшăвне хутшăнакан йыш хушăнса, ырă çак йăла ăруран ăрăва куçса пырасса шанас килет. Çĕршыв хӳтĕлевçисен тăванĕсене чăтăмлăх сунатăп. Эпир сирĕнпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр», — палăртрĕ Павел Юрьевич. Спорт уявне пухăннисене çавăн пекех Карай территори уйрăмĕн ертӳçи Геннадий Сверчков саламларĕ. Паттăр салтаксен тăванĕсем сăмах каларĕç. Раççей гимнĕ янăранă хыççăн паттăрсене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Унтан йĕлтĕрçĕсем — ача садне çӳрекенсем, шкулта вĕренекенсем, спорт ветеранĕсем, сывă пурнăç йĕркине хисеплекен тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем — старта тухрĕç. Çĕнтерӳçĕсене медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   


Халалларăм çитмĕл юрă туссене…

«Пехет» клубра Трак ен гимнĕн авторне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Илья Степанов композитора халалланă «Пурнăç юрри-кĕввисем» литературăпа юрă-кĕвĕ каçĕ иртрĕ.

Уява Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ Леонид Антонов сăввипе Илья Степанов кĕвĕленĕ «Трак ен юррипе» уçрĕ. Çавăн пекех «Лантăш», «Шăнкăрав курăкĕ», «Çул юхать, юхать», «Юрату сăмсахĕ» юрăсем янăрарĕç. Тĕп вулавăш ĕçченĕсем «Трак енĕн искусство çыннисем» ярăмпа «Илемлĕ кĕвĕ ăсти» буклет хатĕрленĕ. Светлана Гурьева «Халалларăм çитмĕл юрă туссене…» презентаципе паллаштарчĕ. Кушкă уçнă çул Илья Степанов 1941 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл юрă-кĕвĕпе çывăхланни ăнсăртран мар. Аслашшĕ Степан Павлович ăста кĕслеçĕ пулнă, ашшĕ Роман Степанович балалайкăпа вылянă, амăшĕ Татьяна Матвеевна хитре юрланă. Пиччĕшĕ Гена туйсенче хăнасене купăс каласа ташлаттарнă. Шкулта вĕреннĕ чухне уроксем хыççăн пушă вăхăт тупăнсанах алла хут купăс е балалайка тытнă, çĕнĕ çемĕсене ăса хывнă. Пиччĕшĕсем Çеменпе Гена Свердловск облаçĕнчи Серов хулине ĕçлеме тухса кайсан музыка инструменчĕсем иккĕшĕ те Илюшăн аллине куçнă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне Георгий Трофимов учитель мандолинăпа выляма хăнăхтарнă. Георгий Трофимович пуçарнипе шкулта ташă тата хор кружокĕсем йĕркеленнĕ. Илюша хут купăс каланă. Учительсен коллективĕ концертсемпе кӳршĕ ялсене çитнĕ. Леонтий Семенов директор хавхалантарса тăнă. Мăн Шетмĕ шкулĕнче вĕренме пуçласан А.Комаров хут купăсçăпа, А.Яковлев баянистпа паллашнă. Вĕсен урокĕсенче кĕвĕ тĕнчине тарăнрах кĕрсе кайнă. Кушкă клубĕн заведующийĕ Т.Миронов кивĕ баяна килне парса ярсан вара питĕ хытă хĕпĕртенĕ. Илюш ялти вулавăшран «Самоучитель игры на баяне» кĕнеке илнĕ, нотăсене вĕренме пуçланă. Ачана ку енĕпе виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Михаил Ильин учитель чылай пулăшнă. Ку вăхăт тĕлне Михаил Ильич тусĕпе Константин Архиповпа юрăсем кĕвĕленĕ ĕнтĕ. Константин Архиповичăн «Ан хумхан, çăкалăх», «Сарпике» юррисем Чăвашрадио кăларăмĕсенче тăтăшах янăранă. Михаил Ильичăн «Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем», «Инçетри юрă» хайлавĕсем те халăхра анлă сарăлнă. Вĕсене кура Илюшăн та юрă кĕвĕлес кăмăл çуралнă. Пĕрремĕш утăм Илья Степанов виçĕ сăвă суйласа илнĕ: «Ирсерен кураттăм» /П.Львов/, «Шупашкар каçĕ» /Г.Лисин/ тата «Сана курсан» /В.Урташ/. Кĕвве нотăна куçарсан Михаил Ильина кăтартнă. Вăл çамрăка Филипп Лукин композиторпа тĕл пулма сĕннĕ. «Виççĕшĕ те лайăх. «Çамрăк коммунист» хаçатра пичетлеме сĕнетĕп», — тенĕ паллă композитор. Илья 1959 çулта комсомол путевкипе Магнитогорск хулине тухса кайнă, электросварщикра вăй хунă. Анчах тăван енпе çыхăнăва татман. Михаил Ильин ăна паллă ентешсен сăввисене ярса панă. Илья Степанов çырнă юрăсем тăван республикăри хаçат-журналта кун çути курнă. 1963 çулта М.Глинка ячĕллĕ музыка училищи çумĕнчи баянистсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Çакăн хыççăн Илья Степанова чăваш çамрăкĕсен хорне йĕркелеме сĕннĕ. Хаваспах килĕшнĕ вăл. Концертсенче Филипп Лукин, Григорий Хирбю, Герман Лебедев, Константин Архипов юррисем янăрама тытăннă. Репертуара хăй кĕвĕленĕ юрăсене те кĕртнĕ. Илья Степанов Урал çĕрĕ çинче ултă çул ĕçлесе пурăннă хыççăн тăван ене таврăннă. Филипп Лукин сĕннипе Çĕрпӳри культура çурчĕн илемлĕх ертӳçине вырнаçнă. Ĕçленĕ хушăрах культурăпа çут ĕç училищинче професси ăсталăхне ӳстернĕ. Диплом илсен Муркашри культура çуртне куçнă. Унта пилĕк çул директорта, икĕ çул илемлĕх ертӳçинче тăрăшнă. Пысăк хор йĕркеленĕ. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă, çĕнĕ юррисене унта кун çути кăтартнă. Çак тапхăрта вăл Чăвашрадион музыка кăларăмĕсен ертӳçисемпе, хор солисткисемпе, юрăçсемпе, артистсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Илья Степанов 1970 çулта Кушкăна таврăннă. Мăн Шетмĕ шкулĕнче ĕçлеме пуçланă, ачасен хорне йĕркеленĕ. «Хĕвелĕм» ача садĕнче тăрăшнă тапхăрта хĕрарăмсен ансамблĕпе сцена çине тухнă. Ямайкасси, Кушкă, Карай шкулĕсенчи ачасен пултарулăхне те аталантарнă вăл, культура çурчĕсенче вăй хунă. Халăх пуянлăхĕ Ентеш кĕвĕленĕ 100 юрă Чăвашрадио фонотекинче упранать. Вĕсен тематики анлă — Тăван çĕршыв, вăрçăпа мир, туслăхпа юрату. Илья Романович хайлавĕсене пухса 16 кĕнеке кăларнă. «Шетмĕ кĕввисем», «Ай, юрлар-и?», «Икĕ Илле юррисем», «Акăшсем те ишеççĕ пĕрле», «Пĕр саншăнах», «Юрла, тăван», «Ăшă çилĕ вĕрнĕçем», «Кил умĕнчи хурăнсем», «Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?», «Пурнăç сукмакĕ», «Чĕре юрлать», ытти юрра пултарулăх коллективĕсем юратса шăрантараççĕ. Сăмах май, «Ял пурнăçĕ» хаçатăн гимнĕн авторĕсенчен пĕри вăл. «Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?» кĕнекине вăл мана алă пусса парнелерĕ. «Хисеплĕ Юрий! Çак кĕнекене кăларма пулăшнăшăн пысăк тавтапуç. Хисеплесе кĕнеке авторĕ Илья Степанов», — тесе çырчĕ. 2011 çулта вăл мăшăрĕпе Нина Ивановнăпа редакцие килнĕччĕ. Манăн ĕç пӳлĕмне кĕчĕç. «Пĕр-пĕрне чылайранпа пĕлетпĕр. Тус-юлташ, — пуçларĕ сăмахне Илья Романович. — Юбилейлă çулталăкра хам кĕвĕленĕ юрăсен кĕнекине кăларма шухăшларăм. Эсĕ редакципе типографи ĕçне пĕлетĕн. Пулăшмăн-ши?» Хаçат тусĕ юрăсен нотисемпе тексчĕсен пуххине парса хăварчĕ. Вĕсене пайăн-пайăн уйăрса, пулас кĕнекен макетне хатĕрлесе типографие патăм. Çапла майпа «Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?» кĕнеке 300 экземплярпа кун çути курчĕ. Унта чăвашла тата вырăсла çырнă 170-е яхăн хайлав кĕнĕ. <...>

Юрий БОРИСОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.