Чăваш хĕрарăмĕ 5 (1433) № 12.02.2026
Тюльпансемпе те асра юлнă Афганистан
— 1984 çулта салтак аттине тăхăнмашкăн ят тухрĕ. Çу уйăхĕнче çывăх çынсемпе, ял-йышпа сыв пуллашрăм. Малтан Канаша çитрĕм, тепĕр виçĕ кунран пуйăса ларса çула тухрăм. Вăл салтаксемпе тулли, ытти хулара чарăннă май унта та çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама пуçланă яшсем ларчĕç. Хамăра ăçта илсе каясси питĕ кăсăклантарчĕ. Сержантран ыйтрăмăр — шарламасть. Актюбинск тăрăхне çитсен кăна кĕтмен çĕртен пĕлтĕмĕр: Афганистана-мĕн… — калаçу çăмхине сӳтме пуçларĕ Афган вăрçине хутшăннă Владимир Щукин.
«Пурте Вова ятлă-им?»
Çичĕ кун çул çинче ирттернĕ хыççăн пуйăс Туркменистанри пысăках мар Теджен хулине çитсе чарăннă. Çар чаçĕнче вырăн çукран тин килнĕ салтаксене йывăç клуба вырнаçтарнă, вĕсем унтах çĕр каçнă. — Эпĕ танк батальонĕн 2-мĕш ротине лекрĕм, наводчик тивĕçĕсене шанчĕç. Çанталăкĕ вара епле шăрăх — 40-45 градус. Ялта чухне шăрăха яланах йывăррăн чăтса ирттереттĕм. Мĕн тăвас тетĕн? Майĕпен хăнăхрăм ĕнтĕ. Хĕвел хĕртнĕрен пит-куç часах пиçсе тĕксĕмленчĕ. Тедженра çур çул вĕренӳ пычĕ, сăртлă-туллă вырăнсенче чуптаратчĕç. Эпĕ спортпа туслă пулнăран ку енĕпе йывăрлăх сиксе тухмарĕ, — каласа кăтартрĕ вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă арçын. — Вăхăт çитсен салтаксене ушкăнăн-ушкăнăн Афганистана илсе кайма пуçларĕç. Çĕрле пулса иртетчĕ ку. Мана та черет çитрĕ. Малтан Ашхабад хулине кайрăмăр. Унтан Афганистана самолетпа вĕçрĕмĕр. Тем вăхăтран вырăнта анса лартăмăр. Йĕри-тавра тусем çĕкленеççĕ, вертолетсем вĕçеççĕ, командирсен хушăвĕсем илтĕнеççĕ… Ăçта килсе лекрĕм-ши? Унтан пире Кабул хулине лартса кайрĕç. Чăвашран тăваттăн пултăмăр — виçĕ Вова тата Гера. Ытти тăрăхри салтаксем: «Чăвашсем мĕн, пурте Вова ятлă-им?» — тесе шӳтлерĕç. Пире тĕрлĕ чаçе ăсатрĕç. Мана пĕр ушкăнпа Кабул хулипе Совет çĕршывне çыхăнтаракан тусен хушшипе выртакан çула сыхлакан заставăсенчен пĕрне вырнаçтарчĕç. Çав çулпа мĕн пур колонна — топливо, хĕç-пăшал тата ыттине турттараканнисем — иртетчĕç, чи пĕлтерĕшлĕ те хăрушă вырăн пулнă вăл. Душмансем колоннăсене тапăннă. Таврара арканнă техника нумай йăванатчĕ. Заставăсем кашни икĕ-виçĕ километрта вырнаçнăччĕ. Çул хĕррипе — арканнă кишлаксем /ялсем/. Çынсем пурăнманнипе пĕрех. Эпир сыхланса юлнă тăмран тунă пӳртсенче выртса тăраттăмăр. Авиаци валли краççын турттаракан колоннăсене тăшмансем тапăнсан пирĕн хӳтĕлемеллеччĕ, хĕç-пăшаллă транспорта вара вырăна çитме пулăшмаллаччĕ. Тиевлĕ машинăсем Афганистана Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ, çав шутра — Чăваш Енрен те. Хăшĕ ăçтан пулнине транспорт çине çырса палăртнă. Чăвашрисене курсан Владимир Щукин яланах алă сулнă. Тăван тăрăхран аякра ентеше тĕл пулнинчен савăнăçлăраххи мĕн пултăрха? Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташпа курнăçни кăна-тăр. Пĕр кунхине чăваш салтакĕшĕн те çакнашкал тĕлĕнмелле лару-тăру сиксе тухнă. — Черетлĕ колонна иртнĕ май хамăр республикăран килекен машинăсен водителĕсене алă çĕклесе саламларăм. Хыçалти транспортри кабинăра тăрук темле хĕвĕшӳ пуçланнăн туйăнчĕ — салтак-пассажир унталла-кунталла хускалчĕ. Паллакан çын мар-ши тесе те шухăшларăм. Эпĕ ун чухне комбата кĕтеттĕм. Акă вăл çитрĕ те пурте машинăна ларса хайхи колонна хыççăн пытăмăр. Юлашки автомобильтен пĕри пуçне кăларчĕ те… пĕр класра вĕреннĕ Вова Мулюков пулчĕ тăчĕ! Тепĕртакран вăл манăн машинăна ларма пултарчĕ. Эх, епле хытă ыталарăмăр пĕр-пĕрне! Вăрçăра ентешпе курнăçни çавнашкал вăл, питĕ савăнатăн. Çул тăршшĕпе сăмах вакларăмăр. Анчах икĕ километртан уйрăлма тиврĕ: тĕрлĕ еннелле кайрăмăр. Демобилизациччен эпир тата темиçе хут тĕл пулнăччĕ. Вăл краççын турттаракан колоннăпа пирĕн застава патĕнчен иртсе çӳретчĕ, — пулнииртнине куç умне кăларчĕ Владимир Львович. Каярахпа унăн юлташĕ патне тепĕр хут таврăнăпăр, мĕншĕн тесен вĕсен историйĕ çакăнпа çеç вĕçленмест. Шикленсе çӳремен Хăвăрт хыпса илекен япаласене леçекен машинăсене душмансем /Афганистан салтакĕсем/ тапăнсан гранатометран малта пыракан тата хыçалти транспорта пеме тăрăшнă. Техника çунма пуçласан ыттисем капкăна çакланнă — ансăр çулпа малалла та, хыçалалла та каяйман. — Унта салтаксем пурте пĕрле «ура» кăшкăрса чупман, партизан вăрçи евĕр пулнă вăл хирĕç тăру. Унта пуля шăхăрать, кунта снаряд сирпĕнет… Пĕрех шикленсе, пытанса, пуç пĕксе пурăнман, килти пекех тытаттăмăр хамăра. Никам та автоматпулеметран пемест, тăтăшах вилĕмпе тĕл пулмастпăр тейĕн. Пĕррехинче палаткăллă чаçре çĕр каçма чарăнтăмăр. Çур кун маларах ăна душмансем тапăннă-мĕн. Пĕр салтак вилнĕ, тепри аманнăччĕ — снаряд ванчăкĕ карланкине кĕрсе ларнă… вăл тăнне çухатнăччĕ. Сывă юлчĕ-ши? Хам та çывăрма выртас умĕн кравате тăрăннă ванчăка асăрхарăм. Тепрехинче илтетпĕр — шаплатнă сасăсем çывхарсах пыраççĕ. Кайран тем пысăкăш снаряд ванчăкĕсем пуçтартăмăр, вĕсем пуçа та ним мар татма пултарнă. Асамлă майпа кăна сывă юлнă эпир, — калаçрĕ тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи. — Кирек ăçта каймалла чухне те пире, танкистсене, пĕрле илнĕ. Хăрушлăх сиксе тухсан ăна сирме ĕнтĕ. Çапла пĕрре аслă лейтенантпа Кабула кайма тухрăмăр. Эпĕ пулемет умне лартăм. Вырăна йĕркеллех çитрĕмĕр, лейтенант ĕçпе унта-кунта кĕрсе тухрĕ. Каялла таврăннă чухне каç пулнăччĕ, йĕри-тавра сĕм тĕттĕм, уйăх та çук. Эпĕ кабина кантăкĕнчен сăнаса пыратăп. Унччен те пулмарĕ, пĕр тĕлте çулăм ялтлатни курăнчĕ, хыççăнах пирĕн БТР умĕнче снаряд сирпĕнчĕ. Самантран — тепри… Çиçĕмле хăвăртлăхпа малалла хăваларăмăр, никам та аманмарĕ. Водитель çине çеç тăпра сирпĕннĕ. Лешсем гранатометран шаплаттарнă, лектернĕ пулсан снаряд машинăна шăтарса кĕрĕччĕ те шалта пĕтĕмпех çунтарĕччĕ. «Ма хирĕç пемерĕн?» — ыйтрĕ водитель. Пирĕн пулемет пысăк çулăм кăларатчĕ, пенĕ чухне тавралла кăнтăрлахи пекех çутă пулĕччĕ — сывă юлаймăттăмăр. Конвертпа — çеçкесем Салтаксене офицерсем вырăнти халăхпа хутшăнма юраманни, ку хăрушă пулни пирки аса илтерсех тăнă. — Пирĕн пата икĕ каччă çӳретчĕ, вĕсене афганла «бачча» теттĕмĕр. Пĕри — Сахидо, тепри Наджип ятлăччĕ. Хайхискерсем электрон тата юрлакан алă сехечĕсем, кăсăклă ручкăсем тата ыттине илсе килетчĕç, пирĕн механика сехечĕсемпе улăштаратчĕç. Темшĕн килĕштеретчĕç унашкаллине афган ачисем. Вĕсем йăтса килекен япаласем вара Совет çĕршывĕнче пулман ун чухне, — каласа кăтартрĕ Владимир Львович. — Таврара чылай çĕрте иçĕм çырли явкаланса ӳсетчĕ унта, унсăр пуçне арпус, дыня… Иçĕм çырли лаптăкĕсенче арçынсем ĕçлетчĕç. Пĕррехинче куçса çӳрекен заставăра таджик ачипе тăнă чухне çĕр çинче аппаланакан афган арçынни пире сăмах хушрĕ. Таджик яшĕ ăнланатчĕ ун чĕлхине. «Ма килнĕ эсир кунта?» — ыйтрĕ арçын. «Сире пулăшма», — хуравларăм эпĕ. Пире çапла ăнлантарнă-ха та. Анчах вырăнтисемшĕн, паллах, эпир ютсем пулнă. Хăйĕн тусĕпе Владимир Мулюковпа Владимир Львович демобилизациччен виçĕ кун юлсан черетлĕ хут курнăçнă. — «Вçо, кĕçех киле яраççĕ», — терĕм эпĕ, хĕпĕртенĕскер. «Сана лайăх. Манăн тата çур çул служба тухмалла», — çапла калаçкаласа уйрăлтăмăр. Унта виçĕ кун та вăрах тăсăлнăн туйăнать, кĕтнĕ чухне — пушшех те. Эпĕ 1986 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче çар ретĕнчен кайрăм. Шăпах çав кун Чернобыльти атом электростанцийĕнче авари пулнă. Анчах маншăн тепĕр пысăк инкекпе те асра юлнă вăл кун — тусăм Вова машинăпа мина çинче сирпĕннĕ… Кабинăран темиçе метра ывтăннă вăл. Юрать, чĕрĕ юлнă. Анчах госпитальте 8-9 уйăх тăнсăр выртнă. Яла таврăнсан Афганистанра служба тухнă тепĕр юлташпа Мулюковсем патне кĕтĕмĕр. Вовăна курнине пĕлтерсен амăшĕ питĕ савăнчĕ. «Мĕнле унта вăл?» — ыйтрĕ. Манăн куçа куççуль тапса тухрĕ, амăшне пăшăрхантарас, сехĕрлентерес килмест-çке-ха. «Йĕркеллех. Унта халĕ вăрçă чарăннă, лăпкă», — терĕм. Вова госпитальте выртнă ун чухне. Çавăнпа тем вăхăтран ялта вăл вилни пирки сас-хура тухнă. Çапах кайран Вова чĕрех пулнине хыпарланă. Киле таврăнас умĕнхи кунсем патне тепĕр хут таврăнам-ха. Ăна мĕн тери чăтăмсăррăн кĕтни пирки каламах та кирлĕ мар ĕнтĕ. Дембельсен йышĕнче мансăр пуçне тепĕр чăваш ачи пурччĕ. Туссемпе сыв пуллашрăмăр. Кабула çитрĕмĕр. Унта службăна вĕçленисем тата çӳретчĕç. Капăр формăпа, медальсемпе… Аякранах курăнатчĕç. Эпир пурте Индире туса кăларакан, код- çăраллă дипломатпаччĕ. Пирĕн çĕршывра унашкалли пулман. Чăматансене хайхи баччасемпе улăштарнă япаласене, аннесем валли илемлĕ те чаплă тутăр чикнĕ. Тинех самолета лартăмăр. Иллюминатортан пăхатăп: «Чипер юл, Афганистан!» — тетĕп ăшăмра. Чунра савăнăç. Çӳлелле хăпарнă май тусем пĕчĕкленсе-пĕчĕкленсе пычĕç. Ман асра вăл вăрçăпа кăна мар, вĕçĕ-хĕррисĕр илемлĕ çеçкеллĕ тюльпан уйĕпе те çырăнса юлчĕ. Вĕсене пысăк çыхха пуçтарса чипер хĕрсене парнелес килетчĕ… Анчах май çук. Кун пирки эпĕ çырура пĕр пикене те каласа кăтартнăччĕ. «Эсĕ тюльпана типĕтсе ярса пар», — çырчĕ вăл. Çапла турăм та — тепĕр çырупа пĕрле конверта типĕтнĕ çеçке чикрĕм. Вăхăт нумай иртмерĕ, хайхи хĕр вĕçтернĕ хуравпа пĕрле тăван тăрăхран типĕтнĕ утмăл турат чечекне илтĕм эпĕ. Çав ытарайми чипер тюльпан анине сăнанă самантра тусăм çапла каланăччĕ: «Епле илемлĕ. Вилес килмест…» Вăл çеçке унта пирĕн патри çуркуннехи сар чечек евĕр ӳсетчĕ. Ăна пуçтарса Чăваш Енрен килекен машина водителĕсене параттăмăр — эх, хавасланатчĕç! <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Хĕрарăмсен юхăмĕ» аталанать
Паянхи саманара хĕрарăма мĕнле профессире кăна курма пулмасть-ши? Троллейбус водителĕ те вăл, сварщик те, крановщица та, вĕрентекен, тухтăр, профессор, депутат… Çавăнпа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ «Хĕрарăмсен юхăмĕ» проекта хута яни питех те вырăнлă. Чăваш Енре унпа малашне регионти Хĕрарăмсен союзĕ ĕçлĕ. Нарăсăн 10-мĕшĕнче иртнĕ асăннă пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕнче шăпах çак ыйту тавра калаçнă. Малашне республика аталанăвĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ енсемпе хастарсем пĕрле çыхăнса вăй хурĕç. Ĕçе парти проекчĕн координаторĕ Наталия Добрянская тата Общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова, муниципалитетсенче вара вырăнти Хĕрарăмсен союзĕсен ертӳçисем тимлесе тăрĕç. Пĕрлешĕвĕн чи хастар членĕсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин ятарлă паллисене парнеленĕ. Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева регионăн обществăпа политика пурнăçне хутшăнакан пикесен йышĕ хушăнсах пынине палăртнă. «Эпир кирлĕ çынсене, пуçарусене йышăнма яланах хатĕр. Хамăрăн проектсене Пĕрлĕхлĕ Раççей партин программисемпе пĕрлештерĕпĕр», — тенĕ вăл.
Наталия Партасова пĕлтернĕ тăрăх, «Хĕрарăмсен юхăмĕ» тата «Çĕнĕ шкул» парти проекчĕсем çамрăксене професси суйлама пулăшассипе çыхăннă. Тĕллев — «Профессионалитет» программăна анлăлатасси, унта шкул ӳсĕмне çитмен ачасене те хутшăнтарасси. Чăваш Ен Правительстви пуçарнă пилотлă çак проект хăш-пĕр округра пурнăçланать ĕнтĕ, çывăх вăхăтра Шупашкарти шкулсенче те ĕçлеме тытăнĕ. Ĕнер вара, Пĕтĕм тĕнчери наукăри хĕрарăмсен кунĕнче, тĕп хуламăрти филармони залĕнче савăнăçлă мероприяти йĕркеленĕ. Паллах, куракансен хушшинче пурнăçа наукăна халалланă пикесем, аспирантсем, педагогсем йышлă пулнă. Пухăннисене Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров саламланă. «Халĕ гранта тивĕçмелли, техникум тата аслă шкул çумĕнче наука лабораторийĕ уçмалли, пĕлӳ çурчĕсенче тĕпчев ĕçне аталантармашкăн пулăшма май паракан йĕркене федераци шайĕнче ансатлатнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти те, Халăх программипе килĕшӳллĕн, хĕрсене наукăпа техникăна явăçтарас енĕпе ĕçлет», — палăртнă Алла Леонидовна. <...>
Светлана ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Пысăк парне — виçĕреш
УЗИ пăхакан тухтăр: «Сирĕн пĕр ача мар, виççĕ пулĕ!» — тесен иккĕмĕш хут амăшĕ пулма хатĕрленекен Анастасия Леонтьева тӳрех ĕненме васкаман. «Пулма пултараймасть!» — тĕлĕннине пытарман çамрăк хĕрарăм. Шурă халатли йăнăшнăн е шӳтленĕн туйăннă, çавăнпа йăл кулнă. Анчах пулас амăшĕ çавнашкал хыпар кĕтмен çĕртен пулнăран-тăр йĕме тытăннă, пӳлĕмрен куççульпе тухнă. Тухтăрсем лăплантарнă ăна: виçĕ пепке те вăхăтпа килĕшӳллĕн аталанать, йăлтах йĕркеллĕ.
«Больницăран тухичченех мăшăра шăнкăравлама васкарăм — телефонне тытмарĕ. Канашлура-мĕн. Унтан тĕлĕнмелле хыпара аннепе пайласшăн пултăм, анчах унпа та калаçмашкăн май пулмарĕ. Вара хунямапа çыхăнтăм: «Халĕ УЗИ тĕрĕслевĕ тухрăм, пĕлетĕр-и манăн миçе пепке пулĕ?» «Иккĕ-и?» — ыйтрĕ вăл. «Виççĕ!» — тетĕп, хамăн алăура чĕтрет. Хуняма лăплантарчĕ: çуратнăскерсене пăхса çитĕнтерме пулăшма хатĕррине каларĕ. Виçĕ пĕчĕк ачана харăсах епле ӳстересси, воспитани парасси пирки талăкĕпе шухăшларăм. Тĕрĕссипе, шиклентерчĕ те ку. Пирĕн ун чухне 4-ри ывăл çитĕнетчĕ. Иккĕмĕшĕ хĕр пултăр тесе ĕмĕтленеттĕм, унăн тӳрех виçĕ йăмăк çуралчĕ! Куншăн савăнатăп, хама пулăшакансем ӳсеççĕ», — аса илчĕ пĕр шухăшламан çĕртен нумай ача амăшĕ пулса тăнă 40-ри Анастасия. Ача кĕтнĕ вăхăтра хĕрарăм хăйне аван туйнă, токсикоз та нушалантарман. Виçĕ пысăк арпуспа танлашакан хырăмĕ Настьăна утмашкăн питĕ кансĕрленĕ. Виçĕреш хĕрачасем 36 эрнерен, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ — шăп та лăп Валерипе Анастасия пĕрлешнĕ кун! Çемьешĕн хĕрачасем капашсăр пысăк парне пулнă. Икĕ килограмм ытларах таякан Валерийăна, Софийăна тата Миланăна вăй илмешкĕн вăхăтлăха больницăра хăварнă. «Софийăпа Милана иккĕшĕ те пĕр сăнлă. Аслăраххи, Валерия, расна. Кĕрен хăюпа чĕркенĕ виçĕ тĕркепе киле таврăннă хыççăн пирĕн пурнăç тĕпрен улшăнчĕ: ыйхă пирки мантăмăр. Анне те, хуняма та, Шупашкар районĕнчи ялсенче пурăнаканскерсем, черетпе талăклăха килсе çӳрерĕç. Виçĕреше кăкăр çитерме май пулмарĕ, пĕри выçă юлать-çке. Çавăнпа ятарлă хутăшпа апатлантартăмăр. Режима пăхăнма тăрăшаттăмăр: кашни виçĕ сехетре ачасене çитермелле. Çĕрле те куç хупман, пĕрмай хутăш хатĕрленĕ самантра тăраниччен çывăрма ĕмĕтлентĕм», — каласа кăтартрĕ тăватă ача амăшĕ. Хĕрачасем сăнĕпе пĕр евĕрлĕрех пулин те кăмăлĕпе вуçех расна. Арçын ачаран кая мар хастар Валерийăна Анастасия çавра çилпе танлаштарать, София — лăпкă, хыпаланчăк мар, Милана вара ятне кура кăмăллă. Вĕсем расна апата килĕштереççĕ, çапах яшкана пурте юратаççĕ. Пăтăпа ытти çимĕçе амăшĕн тĕрлĕрен пĕçерме тивет. Тĕслĕхрен, хуран куклине кашни хăйне май çиет: пĕри — какайне, тепри — чустине çеç, виççĕмĕшĕ шӳрпине. Анастасия тумтир лавккинче виçĕ пĕр пек кĕпе-йĕм, нуски-колготкă туянать. Виçĕрешсем расна çи-пуçшăн кӳренеççĕ. Ача садне çӳренĕ чухне яланах пĕрле вылянă, хăйсене кӳрентерме паман. Виççĕшĕнчен пĕрне кăмăлсăрлатсан пурте пĕрле хӳтĕленнĕ. «Пиллĕкмĕшне çурат та хваттерпе тӳлевсĕрех тивĕçтерĕç», — Настя çакнашкал сĕнĕве пĕрре мар илтнĕ. Çемье пысăклансан Леонтьевсем пурăнмалли çурт-йĕре пысăклатмашкăн патшалăхран пулăшу ыйтнă. Вĕсене рассрочкăпа 92 тăваткал метр лаптăклă хваттер уйăрса панă, çемье уншăн укçа тӳлесе пынă. Процентсемшĕн тăкакланма тивменни мăшăра савăнтарнă. Тем вăхăтран çемьепе яла кайса çӳремешкĕн çичĕ вырăнлă автомобиль туяннă. Çурлан 26-мĕшĕнче туслă çемьере тăватă хут уяв иртет. Халĕ хĕрачасем 9 çулта, 3-мĕш класра ăс пухаççĕ. Кунсăр пуçне ташлама ăста, ятарлă кружока та сукмак такăрлатаççĕ. Анастасия ачисене пăхса ытараймасть — вĕсем унăн чи пысăк савăнăçĕ, тĕрекĕ. Пĕлтĕр унăн амăшĕ чире пула çĕре кĕрсен ачисем çумра пулни кăна хуçăлма паман… <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Теркăланă çĕр улми çинипе кăна тытăнса тăнă эпир»
Ачалăхăм, нушаллă иртнĕ пулин те, час-часах куç умне тухать. Эпĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Çăкаллă Явăш ялĕнче 1937 çулхи çурлан 21-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă.
Путексемпе пăру та пӳртре
Атте Яков Алексеевич тĕреклĕ, маттур çын пулнă. «Çĕньял» колхозра аслă конюхра ĕçленĕскер тухса çӳремелли /выездной/ лашасене пăхнă. 1942 çулта вăл Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Ăна Вăрнара çити ăсатма асаттепе 10 çулти Ульяна акай /аппа. — Ред./ кайрĕç. Вăрнарта кăшт вĕреннĕ хыççăн аттене Сталинград фронтне янă. Пĕр çыру çеç çырнă вăл. Анне шкулта çулталăк çеç вĕреннĕ. Çырăва Ульяна аппа вуларĕ. Тек атте пирки нимĕн те пĕлместпĕр. Асăну кĕнекинче çырнă тăрăх, вăл 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Эпир пĕчĕк пӳртре пурăнаттăмăр. Тăршшĕ те, сарлакăшĕ те 4 метр çеçчĕ. Асатте лартнăскерехчĕ. Вăл çĕнĕ пӳрт хăпартасшăн пулнă-ха, пура та туяннă. Анчах малтан — Совет Союзĕпе Финлянди вăрçине, кайран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăран тĕллевне пурнăçласа ĕлкĕреймен. Анне Антонина Емельянова 5 ачапа юлнă, чи кĕçĕннине чĕре айĕнче йăтса çӳренĕ. Вăл атте фронта кайсан çеç çуралнă. Анне пирĕнпе пĕр кун та килте ларайман, кашни кун колхозра тар тăкнă. Аслă ачисем кĕçĕннисене пăхнă. Пĕр хĕллехи каç анне ытти хĕрарăмпа тырă леçме Вăрнара кайнă. Эпир килте хамăр çеç. Кăмака хутма пĕлекен çук. Пӳртре сивĕ пулнăран сывланă май çăвартан пăс тухать. Юрать, Феодора мăнакай пырса кĕчĕ. «Ах, ачасем, шăнса вилетĕр вĕт», — тет. Тула тухса улăм йăтса кĕчĕ те кăмака хутса ячĕ. Анне çакна час-часах аса илетчĕ: пĕррехинче кăмака хутнă та вăл Вăрнара тырă леçме тухса кайнă. «Каялла çаврăнса пăхрăм та, ял енче пушар тухнине асăрхарăм. Ах, Турă, ачасем кăварпа вылярĕç, çунса кайрĕç пуль тесе чун юлмарĕ, киле таврăнмасăр лăпланаймарăм», — каласа кăтартатчĕ вăл. Анне 1905 çулта ял старостин çемйинче çуралнă. Ĕçчен ӳснĕ вăл. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă. Çавна пулах эпир те йывăр саманара выçă ларман. Ĕне, сурăх, сысна, хурсем, чăхсем тытнă. Хĕллехи шартлама сивĕ кунсенче пӳртре тимĕр кăмака хутаттăмăр. Путексемпе пăрăва та киле кĕртеттĕмĕр. Çапах таса тытаттăмăр пӳрте. Урайне, тенкелсене кашни кун çусах тăнă. Эпĕ путексемпе чупаттăм. Хама хăваласах пĕр така тĕкме вĕренчĕ. Çулла кĕтӳрен таврăнсан тӳрех ман пата ыткăнатчĕ вара. «Вут кашăкки» 1943 çулта вăталăх акай шкула çӳреме пуçларĕ. Эпĕ килте пĕчченех юлтăм. Çавна май анне мана кашни кунах асаттесем патне ăсататчĕ. Асаттепе акай ĕçе каятчĕç. Юрататчĕç мана вĕсем. Нихăçан та ятланине астумастăп. Çынсенчен лайăхрах пурăнаканскерсем çĕр улми сутатчĕç. Асаттепе акай ĕçрен таврăннă вăхăта асанне апат пĕçеретчĕ. Сĕтел çине тимĕр чашăкпа яшка антарса лартатчĕ. Тăваттăн тăватă енчен лараттăмăр та çиеттĕмĕр. Ыттисем йывăç кашăкпа усă курнă пулсан пирĕн килте тимĕррисем пурччĕ. «Эпир килте вут кашăкпа çиместпĕр», — терĕм пĕррехинче. Пурте кулма пуçларĕç. «Йывăç кашăк теме те пĕлмест-çке», — тет акай. Çавăн хыççăн мана асатте «вут кашăкки» теме пуçларĕ. Ялта колхозсем йĕркеленсен председательте ĕçленĕ мучи ача сачĕ хута янă. Садик валли 40 кравать, сĕтелсем, пукансем туяннă вăл. Çуллахи вăхăтра эпĕ те çӳресе курнă унта, кайран шкул сукмакне такăрлатнă. Лайăх пăхатчĕç пире. Колхоз вĕлле хурчĕсем те тытнă май хăш чухне пыл çитеретчĕç. 1944 çулхи кĕркунне эпĕ пуçласа парта хушшине лартăм. Анне эпĕ шкул ачи ӳсĕмне çитни çинчен шухăшламан та. Анастасия Владимировна учительница пырсан тинех ăнланчĕ. Çапла вĕренӳ çулĕ пуçлансан икĕ эрнерен тин шкула кайнă эпĕ. Лайăх вĕренеттĕм хам. Вулама, çырма, шутлама хăвăрт хăнăхрăм. Малтанхи çул акайран та нумай вĕреннĕ эпĕ. Пĕлӳ çурчĕн ертӳçи Константин Григорьев ятлăччĕ. Халь тĕлĕнетĕп, ăçтан тупнă вăл пирĕн валли тетрадьсем? Ун чухне пĕрремĕш классем валли ятарласа туса кăларнă вĕсене. Тӳлевлĕ илме укçа çукчĕ. Колхозра шалу паман. Манăн шутсăр вĕренес килетчĕ. Букварьти текстсене пăхмасăрах пĕлеттĕм, задачăсене хăвăрт шутлаттăм. Пĕрремĕш класс пĕтерсен мана Мухтав хучĕ пачĕç. Иккĕмĕш класра вĕренӳ çулĕ варринче Калинино салинчи педучилищĕре пĕлӳ илнĕ учительсем килчĕç. Пире — Варлам Золов, 3-мĕшсене Анастасия Петрова вĕрентме пуçларĕç. Шкул пурнăçĕ тĕпренех улшăнчĕ. Уроксем хыççăн юрлама, ташлама юлаттăмăр. Клубра та сцена çине тухаттăмăр. Вĕренӳ кĕнекисем çитменрен кансĕрччĕ. Страницисем çук. Урока хатĕрленме ирĕксĕрех юлташсем патне каяттăмăр. Пирĕн шкул икĕ пӳлĕмлĕччĕ. Пĕри — пысăкрах, тепри пĕчĕкрех. Вăл кулак тесе айăпланă Марк Денисовсен икĕ çырма хушшине куçарса лартнă çурчĕ пулнă. Хуралтисене вара ферма тума илсе кайнă. Эпĕ пĕрремĕш класра ăс пухнă чухне вăрçă чарăннă. Çав кун класа Варвара Терентьевна учительница кĕчĕ те: «Паян вăрçă чарăннă, вĕренместпĕр. Киле кайăр», — терĕ. Колхоз правленийĕ умне çынсем пухăннă. Пĕри йĕрет, тепри савăнать. Кăнтăр вăхăтнелле шкул ертӳçи пулнă Константин Григорьевич пырса кĕчĕ. Макăрать хăй. Кăшт хĕрĕнкĕ те пулас. Пукан çине ларчĕ те кĕтесе купаласа хунă тӳшек-минтер çумне таянчĕ. — Çынсен ачисем алăсăр-урасăр пулсан та киле таврăнчĕç. Манăн икĕ ывăл нихăçан та килес çук, — йĕчĕ вăл куççульпех. Выльăх усранăшăн Пурнăç вăрçă хыççăн та çăмăлланмарĕ. 2-мĕш класс хыççăн эпĕ колхоза ĕçлеме çӳрерĕм. Кишĕр, купăста, хăяр йăранĕ шăвараттăмăр, кăпкалататтăмăр, хăяр пуçтараттăмăр. Чи йывăр ĕç вара махорка çитĕнтерессиччĕ. Хĕл кунĕсенче улăмран ятарлă матсем çыхаттăмăр. Юра кăпкалата-кăпкалата калча тума лаптăк хатĕрлетчĕç. Ăна ӳстерме те çăмăл марччĕ. Вăхăтра шăвармалла, сивĕ çанталăкра çĕр каçа матпа витмелле, ирхине уçмалла. Калчине ăçта кăна куçарса лартмастчĕç-ши тата! Хăмла Сирет тăрăхĕнче те, Çавал хĕррипе те шăварма миçе пĕве туман-ши! Пĕтĕмпех алă вĕççĕн ĕçленĕ вĕт. Лартнă калчасене сайралатнă, тăррисене татнă. «Кун пек тусан махорка хаяртарах пулать», — тетчĕç. Çитĕннĕ махоркăна пуçтарасси пушшех йывăр. Кĕреçепе касатăн та урапа çине тиесе ампарсем патне туртатăн. Кашни тунине варринчен çĕçĕпе çурмалла. Çакăн хыççăн ампарсен хушшине гирлянда пек çакмалла. Колхозра панă тырă нихăçан та çитмен. Çĕр улмине теркăласа çинипе тытăнса тăнă эпир. Юрать-ха, килте выльăх усранă. Анчах куншăн та шар курма тивнĕ. Пĕррехинче ялти правлени ларăвĕнче йывăртарах пурăнакансене пулăшу памалли ыйтăва сӳтсе явнă. Анне те кайрĕ. Тырă памалли списока пăхма пуçланă: «Акă Клавдия Иванова. Унăн виçĕ ача, 3 пăт тырă парас», — тесе йышăннă. Аннен ячĕ тухсан пурте шăпланнă. Правлени членĕ Илья Иванов: «Вăл выльăх усрать», — тенĕ. Анне киле таврăнсан темччен йĕчĕ. Унăн та виçĕ ача-çке. Çапла, анне ĕне те, пăру та, сурăхсем те усранă. Анчах патшалăха 9 килограмм çу, 40 килограмм аш, çăм, çăмарта памаллаччĕ. Заем çырăнтаратчĕç, уншăн та тӳлемелле. Тепĕр чухне кĕтĕве фермăна хăваласа кĕртетчĕç те сурăхсене патшалăха пама уйăратчĕç. Хĕрарăмсем хурланса йĕретчĕç. Мĕн çитермелле-ха ачасене? Пирĕн хурсем пурччĕ те, эпир вĕсене, тертленсе ӳстернĕскерсене, патшалăха параттăмăр. Мĕншĕн апла калатăп-ха? Ун чухне уй хуралçисем пурччĕ, вĕсем кайăк-кĕшĕке унта кăларма ирĕк паман. Хăмла Сирет хĕрринче иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен хурсем хыççăн çӳреттĕмĕр. Пӳрт йăтăнса анас вĕçне çитрĕ. 1947 çулта çурта йĕркелесе лартас терĕмĕр. Атте пури ларнă çĕртех çĕрнĕ-мĕн. Пĕрене çитмест. Çавал тăрăх сулăпа юхтарса килнĕ йывăçран аннене темиçе пĕрене илсе килме ирĕк панă. Иксĕмĕр вăрăм урапа кӳлсе темиçе пĕрене хурса килтĕмĕр. Пĕчĕк пура хăпартрĕç. Çĕн Йĕкĕт ялĕн çыннисем пӳрт çĕклеме пуçларĕç. Анчах ĕççи пуçланчĕ. Акая аслисемпе пĕр танах уйра ана пайĕ уйăрса панă. Пирĕн Елизаветăпа иксĕмĕрĕн махоркăпа ĕçлемелле. Пĕрре киле таврăнтăмăр та — Ульяна акай макăрать. Сывлăмпах тырă вырнăран аллисем шыçнă. Эпир те, ывăннăскерсем, куççульпе йĕтĕмĕр. Юрать, платниксем пӳрте улăмпа витнĕ, килне каяççĕ. Анне пире: «Ыран пурте тырă вырма каятпăр, кайран махоркăпа ĕç пĕтеретпĕр», — терĕ лăплантарса. Çĕрĕк шăршиллĕ пулсан та… Асапсăр, хуйхăсăр иртмерĕç çав кунсем. Икĕ йăмăк вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Масар çине пытарма та ирĕк паман вĕсене. Кушар енчи шурлăхлă вырăнта ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕç. Халĕ унта тыр-пул кашлать. Самани йывăрччĕ пулин те çынсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине ăшшăн аса илетĕп. Пирĕнпе кӳршĕллĕ Гури мучи кун кунлатчĕ. Вăл вĕлле хурчĕсем усратчĕ. Пыл юхтарсан кӳршĕ ачисене хăналатчĕ. Пĕррехинче вĕсене пухнă хăй, анчах çăкăр çук. Манран ыйтрĕ. Çав кун анне шăпах çăкăр пĕçернĕччĕ. Кил умĕнче колхозăн çĕр улми пусси пурччĕ. Çынсем сивĕпе шăнса çĕрнĕ çимĕçе те ана çинче хăвармарĕç. Анне те ăна илсе кĕрсе чустана ячĕ, çавăнпа çăкăртан çĕрĕк шăрши кĕретчĕ. Ачасем пĕрех ăна пылпа çирĕç. Çамрăксем маттурччĕ. Мăнкунта кашни урам вĕçне чуччу çакатчĕç. Хĕрсемпе каччăсем вăйăсем выляни, чуччупа ярăнни, катаччи чупни мĕнле кăмăллăччĕ. Пикесем çав вăхăта уйрăмах кĕтнĕ. Тем те пĕр сутса çӳрекен тутарсенчен хĕрсем чăлха, нуски, çутă калуш туянатчĕç. Е тата Вăрнара çуран кайса çу, çăмарта сутатчĕç те хăйсене кирлĕ тавар илетчĕç. Шурă кĕпе, çитсă тутăр, хура чăлха, çутă калуш – акă вĕсен чи паха япалисем. Ял хĕрарăмĕсем кĕркунне сурăх çăмне арлатчĕç, тĕртетчĕç те сăхман, аçам çĕлеттеретчĕç, ура тăлине те унран тунă. Унтан сӳс-кантăр ĕçĕ пуçланатчĕ. Юрла-юрла арлатчĕç аннесем. Пирĕн пата кӳршĕ хĕрарăмĕ каçатчĕ. Иккĕн тунсăхлă мар. Мана яланах кĕнеке вуласа пама ыйтатчĕç. — Эсĕ лайăх вулатăн, итленипе ыйхă та килмест, — тетчĕç. Пир тĕртнĕ чухне çĕрĕ тумаллаччĕ. Ачасем урамра чупаççĕ, эсĕ вара хултăрчă умĕнче ларатăн. Атте çукран çемьере ура сырасси мĕн тери асаплăччĕ. Çăпата час çĕтĕлет-çке. Хамăр ăсталама пĕлместпĕр ăна, пушăчĕ те çук. Каллех асаттерен пулăшу ыйтаттăм. Куçран пăхатăн та ăна: «Пире Хуманькка мучи çăпата туса парĕ, анчах пушăт çитмест», — тетĕн. Юрать, асатте сиввĕн пăхмастчĕ. «Вут кашăккине» юрататчĕ. Çапла асапланса 4-мĕш класа çитрĕм. Пире вăрçăран таврăннă Сергей Ефимов вĕрентме пуçларĕ. Хăй пĕрмай ӳсĕретчĕ, сăмсинчен юн каятчĕ… Темиçе уйăх çеç ĕçлерĕ. Сивĕ çанталăкра пытарчĕç ăна. Вăл – пирĕн ялти пĕрремĕш учитель. 1933 çулта тин çеç уçăлнă шкулта ĕçленĕскер кунтанах вăрçа кайнă. <...>
Мария ЯКОВЛЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Çут ĕç халăх отличникĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











