Хыпар 9 (28424) № 10.02.2026
Кĕрт ытамĕнчи картишсем, йÿнелнĕ яшка...
Юлашки эрнесенче кашни ял-хула — пĕтĕм республика — юрпа кĕрешет те, çак тема Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура тĕп ыйту пулчĕ.
Промышленноç министрĕ Марат Якушев муниципалитетсенчи пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăракан управляющи компанисен ертӳçисем экскурсире пулса «Четра» завод техникипе паллашни, вĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттерни çинчен каласа пачĕ. Тĕллев — УКсене çуртсен çумĕнчи территорисене, картишсемпе тротуарсене тасатмашкăн ятарлă техникăпа тивĕçтересси. «Четра» техники, минипогрузчиксем, ку енĕпе шăпах меллĕ. Пирĕн предприяти погрузчикĕсене пысăк хуласем пайтах туянаççĕ, анчах, шел те, хамăр патра усă курсах каймастпăр. «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсене патшалăх енчен кӳрекен пулăшу пысăккине кура çакă пушшех ăнланмалла мар.
Олег Алексеевич иккĕленмест: управляющи компанисен тăрăшуллăрах ĕçлемелле. «Пирĕн вĕсен хыççăн чупма, вĕсемшĕн пит хĕретмелле ан пултăр. Çак бизнеса кĕнĕ тĕк — ĕçлемелле. Картишсенче пулатăп та — çынсен кăмăлсăрлăхĕ вырăнлине куратăп. Коммуналлă каяшсене те турттарса тухаймаççĕ, мĕншĕн тесен юр кĕрчĕсене пула транспорт кĕреймест», — кăмăлсăрлăхне пытармарĕ ЧР Пуçлăхĕ. Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков коммунальщиксен тротуарсене юр çунă хыççăн 6 сехетре тасатмаллине çирĕплетрĕ, картишсенче те юр вăрах выртмалла мар — йĕрке 12 сехетре тасатмаллине палăртать. Анчах çакă, куратпăр, тӳрре тухмасть — нумай картише кĕрсе тухма çук. «Ялсенче ку енĕпе халăх яваплăрах: тепĕр чух километр таранах алă вĕççĕн кĕреçепе тасатаççĕ — мăкăртатмаççĕ», — терĕ Олег Николаев. Çавна май вăл хулари халăх «Дворника пулăш» йышши акцисем йĕркеленине ырласа хакларĕ. Чăвашăн ниме йăли пур — вăл ватăсене пулăшмашкăн питĕ меллĕ пулмалла. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче хӳсе лартнă хулăн юр йывăрăшне тӳсеймесĕр çурт-хуралтă тăррисем ишĕлсе аннă тĕслĕхсем пулнине палăртрĕ, çакна шута илсе вырăнсенчи пуçлăхсене ветерансем тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Пĕччен пурăнакансене пушшех пулăшу кирлĕ. Халсăрскерсем хăйсем пӳрт-сарай тăррине хăпарса каяймĕç — пулăшу кирлех. Олег Алексеевич синоптиксем çитес кану кунĕсенче те юр çума пултарасси çинчен калани пирки асăрхаттарчĕ — çакна та шута илмелле. Канашлура çавăн пекех социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен — ял хуçалăх продукцийĕн, апат-çимĕç, эмелсен — хакĕсен ыйтăвне тишкерчĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова кăçалхи кăрлачра инфляци 1,9% танлашни çинчен пĕлтерчĕ. Хаксем хăпарнине вăл производительсем хăйсен продукцине хаклатнипе сăлтавларĕ. Çапах ĕçме-çиме списокĕнче йӳнелнĕ таварсем те пур-мĕн: çăкăр-булка изделийĕсен хăш-пĕр тĕсĕн, тăварăн, услам çăвăн, вермишелĕн, сахăр песукĕн хакĕсем кăшт чакнă. Чи нумай йӳнелни — тип çу. Чăн та, хакланнă позицисем пурпĕр нумайрах: пĕçернĕ кăлпассипе сĕтрен тытăнса хăймапа тăпăрчă таранах. Апла пулин те, министр палăртнă тăрăх, «кăшман яшки пĕçермелли çимĕçсен пуххи» текеннин пĕтĕмĕшле хакĕ чакнă иккен: çулталăк каялла вăл 224 тенкĕпе танлашнă, халĕ, тĕлĕнмелле те, 22 тенкĕ йӳнĕрех. Çавна май калаçăва вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев тăсни вырăнлă пулчĕ. Вăл республикăри АПК предприятийĕсем туса кăларакан апат-çимĕç продукцийĕн калăпăшне 8,5% ӳстерни çинчен пĕлтерчĕ. Çавна май тырă хакĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллă — тонни 12-12,5 пин тенкĕ. Çăнăх хакĕ федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам шайран пĕчĕкрех — килограмĕ 24,5 тенкĕ. Сĕт тирпейлекен хăватсене 19% пысăклатнă та — çакă, паллах, хаксем тăруках ӳссе каясран упранма пулăшать. Сĕте паян халăхран литрне 22,9 тенкĕпе пухаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем тирпейлекен предприятисене 38,4 тенкĕпе ăсатаççĕ. Потребительсем паян мăйракаллă шултра выльăх ашне ытларах туянни палăрать, çапах унăн хакĕ те улшăнми тăрать. Эмелсен хакĕсем пирки сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова сăмах илчĕ. Хамăр çĕршывра туса кăларнă эмелсем — 0,2%, чикĕ леш енчен кӳрекеннисем 0,3% хакланнă-мĕн. Вăл аптекăсенче, сиплев учрежденийĕсенче медицина препарачĕсем çителĕклине çирĕплетрĕ. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев регионти хаксем пĕтĕмĕшле илсен федерацин Атăлçи округĕнчи тата Раççейри вăтам шайран пĕчĕкреххи çинчен каларĕ. Анчах тивĕçлĕ ĕçе малалла тăсмалла. Хаксен ӳсĕмне чармашкăн тĕрлĕ мел вырăнлă — ял хуçалăх продукцийĕн ярмăрккисене йăлана кĕртни таранах. Ку енĕпе Шупашкарти «Пехет» агромаркет тӳпи те курăмлă пулмалла. Федераци шайĕнчи пысăк суту-илӳ сечĕсемпе ĕçлессине те республикăри производительсене тĕревлессине тата халăх вĕсен паха та экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцине туянма пултарассине тивĕçтерессине тĕпе хурса йĕркелемелле. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Олег НИКОЛАЕВ: Суйласа илнĕ стратеги тÿрре тухать
Чăваш Ен Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи пысăк пресс-конференцийĕ 156 минута тăсăлнăччĕ, унта журналистсем 40 ыйту панăччĕ. Çак цифрăсене тĕпе хурсан кăçалхи тĕл пулу, кĕçнерникун Правительство çурчĕн çӳлти купол залĕнче иртнĕскер, рекорд тăваймарĕ — вăхăчĕ те кăшт кĕскерех, ыйтусен шучĕ те пĕчĕкрех пулчĕ. Çапах ку калаçу кăсăклăхне пырса тивмест — массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хăйсене, республикăра пурăнакансене интереслентерекен ыйтусемпе тулли хуравсем илме пултарчĕç.
Экономика ӳсĕмлĕ Экономика ӳсĕмлĕ пулнине, пĕлтĕр бюджет тупăшĕ-тăкакĕ нумай хушăннине палăртнă май Олег Николаев 2025 çул кăтартăвĕсем тăрăх хысна укçин тивĕçтерĕвĕн виçипе республика Раççей суб±екчĕсен хушшинче 56-мĕш вырăна çĕкленни çинчен каларĕ. Виçĕм çул 60-мĕш вырăнта пулнă, 2020 çулта вара тата та аяларах тĕпленнĕ — 75-мĕшĕнче. Калаçу пуçламăшĕнче иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май Олег Алексеевич пĕлтĕр сывлăх сыхлавĕн 60 яхăн об±ектне хута янине е юсаса çĕнетнине палăртрĕ. Медицина учрежденийĕсем валли оборудованин 2 пин ытла единицине туяннă. Регион ертӳçи 2025 çулта 500 пин ытла çын диспансеризацире пулнăшăн та савăнать — çакă çынсен сывлăхне упрассине тӳррĕнех пырса тивет вĕт. Пĕлтĕр тунă- çĕнетнĕ культура об±екчĕсен шучĕ те пысăк — 290. Çав шутра — 12 тĕслĕх библиотека. Иртнĕ çул çавăн пекех 570 километр çул тунă тата юсаса çĕнетнĕ. Çапла вара республика çулĕсен 52% паян нормативсене тивĕçтерет. Федераци çулĕсем тĕлĕшпе ку кăтарту 70% çитет. Вырăнсенчи, ялсенчи, çулсем юларах пыраççĕ — 42% нормативсемпе шайлашуллă. Экономика хăйне шанчăклă туйнине çирĕплетнипе пĕрлех Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи йывăрлăхсене те пытармарĕ. Ку машиностроение пĕтĕмĕшле пырса тивнĕ чăрмавсемпе çыхăннă. ЧР Пуçлăхĕ вĕсене сирес енĕпе çине тăрса ĕçленине çирĕплетрĕ. Агропромышленноç комплексĕ савăнтарать — çанталăк условийĕсем ансат пулманнине пăхмасăр пĕлтĕр аграрисем чылай рекорда çĕнетнĕ. Çав шутра — тĕш тырă тухăçĕ, суса илнĕ сĕт калăпăшĕ. 550 миллион çăмарта туса илнĕ — нихçан пулманни. Укçа çухалман Республикăн адреслă инвестици программине пурнăçлайманни çинчен те калаçу пулчĕ. Иртнĕ çул программăна хывнă укçан пысăк пайĕпе, 6 миллиард тенкĕ патнелле, усă курайман. Çав шутра икĕ поликлиникăна — Шăхасантине тата Муркашрине — хута ярса ĕлкĕреймен. Чăннипе, вĕсем хатĕрпе пĕрех пулнă — кирлĕ процедурăсене вĕçне çитереймен кăна. Çывăх вăхăтра хута кайĕç. Инфратытăм проекчĕсем пирки те çавнах каламалла. Чи кирли — вĕсем валли уйăрнă укçана çухатманни. Çав укçапа 2026 çулта усă курĕç, çавна май программăн тенкĕсемпе виçекен калăпăшĕ те кăçал чылай пысăкрах — 5 миллиард чухлех хушăннă. Шкулсем тунипе вара мăнаçланма пулать. Республика пĕлтĕр концесси килĕшĕвĕсен никĕсĕ çинче пуçласа виçĕ шкул хута янă — Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонта, Кӳкеçре тата Çĕнĕ Шупашкарта. Кӳкеç тенĕрен, Олег Алексеевич унти çĕнĕ шкул строительствин теми «сухаллă» пулнине аса илтерчĕ — «ку ыйтăва район центрĕнче пурăнакансем эпĕ Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă чухнех çĕклетчĕç». Регион хăйĕн укçипе те шкулсен строительствине пурнăçлас çул çине тăнă. Комсомольскинче, Вăрнарта шкулсем тăваççĕ. Çак мелпех темиçе муниципалитетра тасатакан сооруженисем тума йышăннă. Пĕлтĕр хута янă çĕнĕ об±ектсен списокне регион ертӳçи спорт сооруженийĕсемпе вĕçлерĕ: тĕп хулара биатлон центрне туса пĕтернĕ, футбол манежĕ ĕçлесе кайнă, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулне çĕнетнĕ. Юрпа кĕрешетпĕр Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен пирвайхи ыйтăвĕ вара регион çине йăтăнса аннă юрпа мĕнле кĕрешни пирки пулчĕ. «Хам та юлашки вăхăтра куна алла кĕреçе тытнинчен пуçлатăп», — терĕ кун пирки Олег Николаев. Юр çакăн пек нумай çуни Чăваш Енре е Раççейре кăна мар, тĕнчипех тахçантанпах пулман-мĕн. Кĕске вăхăтра тем хулăнăш çуса лартнăскерпе кĕрешесси ансат мар, çапах Чăваш Ен парăнмарĕ — кĕртсене пула транспорт çӳревне чарма тивнĕ тĕслĕхсем пулман тесен те юрать. Çулсене тасатассине, Олег Алексеевич шучĕпе, лайăх йĕркеленĕ, çав вăхăтрах картишсем, тротуарсем тĕлĕшпе тимлĕх çителĕксĕр. Вĕсемшĕн пурăнмалли çуртйĕре пăхса тăракан управляющи компанисем яваплă. Çавăнпа вăл УКсене тĕревлемелли программа хатĕрлеме хушнă — вĕсене техника туянма пулăшасшăн. Компанисем çак программăна мĕнле хутшăннине, хастарлăхне кура вĕсен çак сферăра ĕçлес кăмăлне те хаклама май пулĕ. УК ĕçĕ бизнес пулнине вара асра тытмалла. Олег Алексеевич общество пĕрлешĕвĕсем, хула çыннисем те юрпа кĕрешес енĕпе пуçаруллă пулнине ырларĕ. «Дворника пулăш» йышши акцисем, паллах, кирлĕ — хăтлăхшăн пĕтĕмпех усăллă. Больницăсем хупăнмаççĕ Республика районсен больницисене пĕрлештернипе çыхăннă тема та, паллах, айккинче юлмарĕ — «çакă епле майпа медицина пулăшăвне лайăхлатма пултарĕ?» Ыйтăва хуравланă май Олег Николаев ку хăйне те хумхантарнине палăртрĕ. Саккунпа килĕшӳллĕн тăвас тăк — больницăсен район статусне пăрахăçламалла. Ку, эпир пĕлнĕ тăрăх, округсенче халăх йышĕ палăрмаллах чакнипе çыхăннă. Анчах республика Правительстви хайхи статуса упраса хăвармалли майсене шырать — çынсем медпулăшусăр юлмĕç. Вăл е ку район больницине тепĕр районăн вăйлă медучрежденийĕпе пĕрлештерни вăйсăртараххисен техника тата технологи тивĕçтерĕвне ӳстерме пулăшĕ. Çапла майпа больница унчченхи пекех ĕçлĕ. Тĕслĕх вырăнне вăл Тăвай больницине илсе кăтартрĕ. Унăн халĕ хуçалăх тивĕçĕсем çук — ку ĕçсенчен хăтарнă, анчах çакă медперсонала пырса тивмен. Сăмах, Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, перекетлес тĕллев пирки мар. Тăвайра тăватă терапи участокĕ ĕçлесе кайнă, çамрăк кадрсем те пур. Медиксен шалăвĕ хушăннă. Ансăр специалистсем Канашран пырса çӳреççĕ. Канашра, Патăрьелте тата Çĕмĕрлере территорисен пĕрлехи медицина центрĕсем пулаççĕ. Олег Николаев медицина виçĕ çăл куç укçипе пурăннине аса илтерчĕ: ОМС фончĕ, хушма медицина страхованийĕ тата тӳлевлĕ пулăшу ĕçĕсем. Тӳлевли, паллах, техникăпа, ыттипе лайăх тивĕçтернĕ медучрежденисене ытларах пырать. Больницăсене пĕрлештерни çак енĕпе те усăллă пулмалла. Сăмах мĕн пуррине упраса малалла аталантарасси пирки пырать. СВО паттăрĕсене асра хăварасси пирки калаçу пуçарнă май Олег Николаев муниципалитетсен çурринче палăксем лартнине палăртрĕ. Шупашкарти «Çĕнтерӳ» паркра палăк тăвассине те малтан васкатасшăн пулнă. Анчах кайран шухăша улăштарнă — ĕçе тĕплĕ тума йышăннă. Парк зонине те икĕ хут пысăклатĕç. Унта алюминирен тунă «вĕçекен» кĕпер те пулмалла. Палăка хатĕрлеме те саккас панă ĕнтĕ. Мĕн пур ĕçĕн хакĕ 400 миллион тенкĕрен те иртет. Кăçал туса пĕтерĕç. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ, Çĕнтерӳ кунĕ, тĕлне вĕçлесен аванччĕ те — çук, ĕлкĕресси иккĕленӳллĕ-мĕн. Судлашатпăр та Шупашкарти ăшă сечĕсене концессие пани, ăшă энергийĕн тарифĕсем пысăкланасси çинчен ыйтни тĕлĕшпе те тулли хурав пулчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, концесси килĕшĕвĕ тунă хыççăн сетьсем çинчи аварисен шучĕ чакни куçкĕрет. Тарифсене «Т Плюс» компани валли вăрахлăха палăртса хунă. Вĕсем, паллах, пысăкланаççĕ — унсăр май çук. Çапах тӳлев виçисемпе эпир округра аялтан пиллĕкмĕш вырăнта. Камшăн тӳлесси йывăр — субсидипе усă курма пултараççĕ. Тема тăсăмĕ теме те пулать: Чăваш патшалăх электричество сечĕсен пурлăхне «Россети» компани ярса илме пултарать — судăн апелляци инстанцийĕ çакăн пек йышăну тунă. Çак ĕç-пуçа уçăмлатнă май Олег Алексеевич ЧГЭС вырăнсенчи электричество сечĕсене пĕрлештернине аса илтерчĕ, регион вĕсене аталантарма инвестицисем хывнине çирĕплетрĕ. Халĕ çак пурлăха «Россети» куç хывнă, çакна хăй система йĕркелекен сеть организацийĕн статусне илнипе сăлтавлать. Чăваш Ен парăнасшăн мар: Олег Николаев судлашасси пирки каларĕ, çавна май «Россети» республика пурлăхне ярса илнĕ теме иртерех-ха. «Пăкăсене» сирĕпĕр М-7 автотрассăн Шупашкар çумĕпе иртекен сыпăкне реконструкцилесси пирки ыйту пулчĕ. Олег Николаев ку ĕç тăсăлса кайнине патшалăх бюджетĕнче укçа тăкăнса тăманнипе сăлтавларĕ. Сăмах трассăн 653-641- мĕш километрĕсенчи 12 километрлă сыпăк пирки пырать. Ăна реконструкцилесси халь — ултă çуллăх планра. Ĕçсене май пур таран çывхартасшăн. Шел те, вĕсем хаклансах пыраççĕ. Пилĕк çул каялла 19 миллиард тенкĕ кирлĕ пулнă — халĕ 27 миллиардсăр ĕç кăлараймăн. «Раççей Правительствипе ĕçлетпĕр, хальлĕхе вĕсене 2029 çула палăртнă», — терĕ вăл. Ĕçсене пайлассипе çыхăннă вариант пур. Малтан Горький пăрăнчăкĕнчен тытăнса Лапсар тăкăрлăкĕ таран сыпăка реконструкцилеме май пур — çав сыпăкра ĕç-пуç пушшех йывăр, транспорт вĕçĕмсĕр «пăкăсенче» нушаланать. Шупашкарти Çĕнĕ хулари, «Хĕвеллĕ» микрорайонти «пăкăсем» нумай-нумай çынна тарăхтараççĕ. Çак нуша пирки Олег Николаев та, паллах, пĕлет. Ун шучĕпе, çĕнĕ микрорайонсенче пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме йышăннă чухнех вĕсен инфратытăмне аталантарасси пирки те шухăшламалла пулнă. Шел, çапла туман. Халь нушаланма тивет. Йывăрлăхсене сирмелли майсем паллă. «Хĕвеллĕ» микрорайонтан Эгер бульварне тӳртен тухмалли çул тăвасшăн. Çĕнĕ хула çыннисен нушине вара Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерĕ сирме тивĕç. Чăн та, çак проектсем хăçан пурнăçланассине Олег Алексеевич татăклăн пĕлтермерĕ — «кĕтесси вăраха ан кайтăр тесе тăрăшатпăр» терĕ çеç. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











