Комментировать

3 Фев, 2026

Хыпар 7 (28422) № 03.02.2026

Хăш-пĕр округа хваттер кирлĕ мар тейĕн

Республикăн адреслă инвестици программине пурнăçлани, граждансене кивĕ çуртсенчен куçарасси — çак тата ытти ыйту тунтикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче пулчĕç.

Строительство министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулта адреслă инвестици программинчи ĕçсене пурнăçлама 11,6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Шел те, çак укçапа туллин усă курайман — 4,2 миллиард тенкĕ юлнă. Телее, 3,8 миллиард тенкине тавăрнă — ку укçапа кăçал усă курĕç.

Пĕлтĕр 77 объекта хута янă, ĕçсем вĕçленменнисем — 15 объект. Çав шутра — Муркашри, Шăхасанти поликлиникăсем, Кӳкеçри коллектор, ыттисем. Çапах кирек мĕнле пулсан та иртнĕ çулхи ĕçсен калăпăшĕ самай пысăк. Мĕнешкел шкулсем ĕçлесе кайнă! Шупашкарти «Университет», «Хĕвеллĕ» микрорайонсенче, Çĕнĕ Шупашкарта, Кӳкеçре. Тата — Муркаш округĕнчи садик, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ФАПсем, тĕп хулари футбол манежĕ, ытти объект.

Кăçал инвестици программин хакĕ самай пысăкрах — 14 миллиард тенкĕ. Чăн та, çак шута çӳлерех асăннă миллиардсем те, иртнĕ çултан юлнисем, кĕреççĕ. Ĕçсене 126 об±ектра пурнăçламалла, вĕсенчен 47-шне 2026 çулта хута ямалла. Çак шута иртнĕ çултан кăçала каçнисем те пур: Вăрнарти, Комсомольскинчи шкулсем, тĕп хулари хула хуçалăхĕн техникумĕ... Ĕçсене вăхăтра тата тивĕçлĕ пахалăхпа пурнăçламалли çинчен асăрхаттарнă май Олег Николаев вĕсемшĕн Строительство министерстви кăна яваплă пулманни çинчен каларĕ.

Пуринчен те çирĕп ыйтăпăр — саккасçă тивĕçне пурнăçлакан ĕç тăвакан влаç органĕсенчен те, муниципалитетсенчен те. Ĕçе çак самантсене шута илсе тишкерме ыйтатăп — об±ектсене хута ярасси тăсăлса ан кайтăр. Ансат чăнлăх: кашни çул-йĕрпе ĕçсене вăхăтра, малтан палăртнă характеристикăсене тивĕçтерсе пурнăçламалла — ку граждансен пурнăçне лайăхлатассипе тӳррĕнех çыхăннă. Граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарас ыйтупа та Владимир Максимовах сăмах илчĕ. Юхăннисен шутĕнче нумай хваттерлĕ 331 çурт — пĕтĕмпе 108 пин тăваткал метр. Муркаш, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски округĕсенче унашкалли пĕрре те çук, çав вăхăтрах Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕрпӳ округĕсенче, Шупашкарта — пайтах. 2025-2026 çулсем валли палăртнă программăра нумай хваттерлĕ икĕ теçетке çуртри 256 çынна — 118 çемьене — çĕнĕ çĕре куçарма палăртнă. Çакăн валли пĕлтĕр 374,5 миллион тенкĕ уйăрнă, 324,6 миллионĕпе усă курнă. Çав вăхăтрах, министр палăртнă тăрăх, ишĕлсе анма пултаракан 14 çурт пур. Вĕсем Улатăрта, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче, Етĕрнере. Унта пурăнакансене куçармашкăн 264 миллион тенкĕ кирлĕ. Владимир Максимов республика бюджетне тӳрлетнĕ чухне çак тăкаксене пăхса хăвармашкăн ыйтрĕ. Сăмах май тенĕ пек çакна та палăртрĕ: республикăра тăхăр муниципалитет территорийĕнче кăна нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем тăваççĕ. Ыттисем, шел те, ку енĕпе ĕçлемеççĕ. Тăваткал метрсем вара унта та кирлĕ. Министр вĕсене те тивĕçлĕ ĕçе йĕркелеме ыйтрĕ. Муниципалитетсен ертӳçисен хăйсен те хăш-пĕр саманта уçăмлатма тиврĕ. Вăрнарсем çĕнĕ çуртсен строительстви валли çĕр уйăрас ыйтăва татса пама шантарчĕç. Сĕнтĕрвăррисен те айккинче юлас шухăш çук: çĕр лаптăкĕсем уйăрнă, унта тивĕçлĕ инфратытăм та пур. Олег Николаев Президент тивĕçлĕ тĕллев палăртнă май федераци Правительстви çурт-йĕр строительствин программисем валли укçа уйăрас ыйтăва татса парасси пирки иккĕленменнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах регион шайĕнчи программа та пур. Тăлăхсене, нумай ачаллă çемьесене, ытти категорие хваттерсемпе тивĕçтермелле — республика укçа уйăрать. 6 пин хваттер кирлĕ — 3-4 çуллăх пысăк программăлăх. Çавăнпа та çуртсем валли çĕр уйăрассине, ытти ыйтăва вăраха тăсса ямасăр татса памалла. Олег Алексеевич пайăр вăхăта та палăртрĕ — утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Канашлу кăçалхи кăрлачра республикăра пурăнакансенчен социаллă сетьсем, «Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем. Пĕрле татса паратпăр» платформа урлă йышăннă ыйтусемпе мĕнле ĕçленине хакланипе вĕçленчĕ. Регионăн управлени центрĕн ертӳçин çумĕ Алексей Белов каланă тăрăх, çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче граждансенчен 9077 ыйту килнĕ. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 59% нумайрах. Вĕсене хуравлассин вăтам вăхăчĕ 3 сехет те 46 минутпа танлашнă. Ытларах — Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле округĕсенчен. Ыйтусен пысăкрах пайĕ çулсене пăхса-тасатса тăрассине, территорисене хăтлăлатассине, çыхăнăва тата телекурава, ЖКХна, общество транспортне пырса тивет. Çыхăну тенĕрен, çак темăна çĕкленĕ ыйтусен шучĕ 12 хут /!/ ӳснĕ. Алексей Белов çакăн сăлтавне уçăмлатрĕ: республикăра БПЛАсенчен сыхланса пĕр тапхăрлăха интернета пӳлнипе çапла пулса тухнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Хĕрсем çăмăл çул суйламаççĕ

Çĕмĕрлери медицина центрĕнче «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн «Медицина кадрĕсем» регионти программипе килĕшӳллĕн, пулас врачсем паха практика опытне илеççĕ, наставниксенчен вĕренеççĕ, профессире пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ.

Виктория Пахинова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Мускавра пĕлӳ илме май пулнине пăхмасăр вăл киле çывăхрах тесе Шупашкара суйланă. Халĕ Виктория çӳлерех асăннă медицина центрĕнчи кардиологи уйрăмĕнче практика тухать. Çавăн пекех вăл хирургипе терапи уйрăмĕсенче опыт пухнă. Анчах ăна кардиологи ытларах кăмăла килнĕ. «Кардиологире хăвăрт шухăшламалла тата йышăнусене шутлă минутсенче тумалла, — тет Виктория. — Кунта кашни тĕслĕх хăйне евĕрлĕ, эсĕ мĕнле йышăнусем тунинчен çын сывлăхĕ çеç мар, пурнăçĕ те килет. Ку — пысăк яваплăх. Кардиологи уйрăмĕнче ĕçлекенĕн куллен пĕлĕве ӳстерсе пымалла». Хĕр çитес çул вĕреннĕ вăхăтрах васкавлă пулăшура медсестрара ĕçлесшĕн. Çакă ăна ăсталăха ӳстерме кăна мар, ординатурăна кĕнĕ чухне хушма балсем илме те май парĕ. «Хальлĕхе мана кардиологи тата онкологи килĕшеççĕ. Хăшне суйласа илессине татăклăн палăртайман-ха. Иккĕшĕ те питĕ йывăр, çав вăхăтрах питĕ кирлĕ. Кирек епле пулсан та пурнăçăма çынсене сиплессине халаллама хатĕр», — иккĕленмест вăл. Больницăн тĕп врачĕ Владимир Кутин çамрăк кадрсемпе ĕçлесси питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать: «Виктория — тĕллевĕ патне çирĕп утакан, талантлă студент. Вăл профессийĕпе халех нумай интересленнине, опыт пухма тăрăшнине ырлатăп. Вăл пирĕн медицина центрне практика ирттерме суйланăшăн савăнатпăр эпир. Çамрăк специалистсем паха пĕлӳ-хăнăху илччĕр тата коллективра хăйсене лайăх туйччăр тесе условисем туса пама тăрăшатпăр».

х х х

Елчĕк районĕн тĕп больницинче те паян ЧПУн медицина факультечĕн студенчĕсем практикăра. Малтанхи кунсенчех çамрăксемпе больницăн тĕп врачĕ Алина Васильева тĕл пулнă, ĕç уйрăмлăхĕсем çинчен каласа панă, производство практикин пахалăхĕ пулас врачсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, паян ЧПУра 10 студент тĕллевлĕ майпа вĕренет. Çавăн пекех икĕ ординатор, Шупашкарти медицина колледжĕнче 5 çамрăк пĕлӳ илеççĕ. «Вĕсене пур енĕпе те пулăшма тăрăшатпăр, вĕренĕве вĕçленĕ хыççăн кашниех дипломлă специалист пулса пирĕн больницăна ĕçлеме килессе кĕтетпĕр», — терĕ Алина Геннадиевна. Студентсем — Ксения Воробьева, Юлиана Семенова, Мария Журавлева, Наталья Родионова, ыттисем — больница коллективĕ хăйсене тарават йышăннипе кăмăллă, практика усăлли çинчен калаççĕ. <...>

Анна ГРОМОВА.

♦   ♦   ♦


Детектив та çывăх, триллер паллисем те сисĕнеççĕ

Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕ çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ кăрлач вĕçĕнче черетлĕ хайлава сӳтсе явма пуçтарăнчĕ. Хальхинче Ольга Рубцовăн (сăн ӳкерчĕкре) «Телейлĕ билет» кăларăмне пахаларĕç.

«Телейлĕ билет» пĕлтĕрхи кĕркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскере виçĕ повеçпе ултă калав кĕнĕ. Автор произведенийĕсенче тĕрлĕ тема хускатать: пурнăçпа вилĕм, юратупа курайманлăх, туслăхпа ăмсану... Вăл ача чухнех кĕнеке вулама юратнă, сăвăсем шăрçаланă. Малтанхи хайлавĕсем «Елчĕк ен» хаçатра пичетленнĕ. Тепĕр çулталăкран вăл виçĕ çавраллă сăвă çырнă та амăшне е вĕрентекене каламасăрах ăна «Пионер сасси» хаçата ярса панă. Тем вăхăтран редакцирен çыру килнĕ. «Йĕркисем чăхăмлаççĕ, пулсах пĕтеймен. Тăрăшăр», – тесе хурав янă Анатолий Смолин сăвăç. Аванмарланнипе ку çырăва амăшне кăтартасшăн пулман пĕчĕк Оля, çапах та тĕрĕссине каламах тивнĕ. Кун хыççăн çывăх çын ăна ритмпа рифма пирки, сăвă çырас йĕркене тĕплĕн ăнлантарнă. Тăрăшнин усси пулнах: каярахпа Ольгăн сăввисемпе композиторсем юрăсем те кĕвĕленĕ. Вĕсенчен пĕрне – «Пичче, пар-ха аллуна» ятлине – хăтлавра Валентина Архилина юрăç шăрантарчĕ. Пултарулăх номерĕпе çыравçăн аслă хĕрĕ Юлиана Рубцова та савăнтарчĕ. Ольга Петровна калавĕсемпе повеçĕсене çырнин историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Чылайăшĕн никĕсĕнче – пурнăçра чăн пулни-мĕн. «Çухалнă кĕпери» самант – çав йышран. Тĕрлĕ пулăма тĕпе хурса аталантарнипе çуралаççĕ те хивре сюжетсем, интереслĕ сăнарсем. Чăваш кĕнеке издательствинче корректорта ĕçлени, кулленех тĕрлĕ литература вулани тавра курăма анлăлатма, чĕлхене пуянлатма пулăшать паллах. Дарья Донцовăн романĕсене вуланă хыççăн О.Рубцовăн та ирониллĕ детектив çырса пăхас шухăш тĕвĕленнĕ. Çавăн пек хавхаланупа çуралнă та, тĕслĕхрен, «Ылтăн кĕсье» повеç. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Владимир Степанов, Арсений Тарасов прозаик тата драматург, Ольга Федорова редактор Ольга Петровна çав тери яваплă, пултаруллă автор пулни çинчен каларĕç. Ольга Австрийская çыравçă çĕнĕ кăларăма хапăлласа йышăннă: «Паянхи çивĕч ыйтусенчен пăрăнса иртмест автор, вулакана шухăша яракан сăнарсем калăплать. «Парнелеймен сăн ӳкерчĕк» повеçре триллер паллисем пур: тыткăнлакан сюжет, ĕç-пуç хăвăрт пулса иртни, конфликт çивĕчлĕхĕ... Калавсенче шӳтпе кулăшла самантсем мала тухаççĕ. Кунти сăнарсене автор чылай чухне ирониллĕ сăнлать». Елена Кудрявцева вĕрентекене повеçсем тыткăнланă. «Вулама пуçлатăн та вĕçне çитиччен те чарăнаймастăн. Автор шухăшĕпе те килĕшетĕн, сăнара та ăнланатăн. Юлашкинчен чунра савăнăç туйăмĕ юлать. Эпĕ ирониллĕ детективсем питĕ кăмăллатăп, анчах чăваш литературинче хальччен кун пек жанрпа çырнă произведени тĕл пулманччĕ. Çавăнпа «Ылтăн кĕсьене» асăрхасан питĕ савăнтăм. Ун тăрăх кино та ӳкерме пулать», — терĕ вăл. Ольга Рубцовăна çывăх тăванĕсем те ăшшăн саламларĕç, литература анинче çитĕнӳсем сунчĕç. <...>

Ольга ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.