Комментировать

30 Янв, 2026

Хыпар 6 (28421) № 30.01.2026

Çамрăксем — аслă ĕçтешĕсен хÿттинче

Республикăри учрежденисенче наставничествăпа çыхăннă программа мĕнле пурнăçланнине тишкерес тĕллевпе çамрăк специалистсемпе тата вĕсен вĕрентекенĕсемпе курса калаçрăм. Ĕçе тин пуçăнакансем валли мĕнле çăмăллăхсем пуррипе те кăсăклантăм.

Çăлавçăн нумай шухăшлама вăхăт çук

Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Данил Бильтяев çăлавçăра 5 çул тăрăшать. Вăл Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлӳ илнĕ. Çара кайса килнĕ хыççăн Чăваш Республикин шыравпа çăлав службине ĕçе вырнаçнă. Унта вăй хуракансен темĕн те курма тивет. Данил — çăлавçă тата водолаз. «Çăмăл ĕç мар. Тепĕр чухне кăшт шиклентерет те. Сăмахран, Шупашкар округĕнче каннă вăхăтра арçынсен пĕр ушкăнĕ шыва кĕме шухăшланă. 10 минут иртет, 15, пĕри çаплипех тухмасть. Юлташĕсем тӳрех çăлавçăсем патне шăнкăравлаççĕ. Вырăна çитсессĕн манăн анма тиврĕ. Нимĕн те курăнмасть. Пӳрне вĕçĕсемпе хыпашласа тупнă хыççăн арçынна çыран хĕррине туртса кăлартăм. Тепĕр пулăм та асра. Çуллахи вăхăтра пляжра хăрушсăрлăх пирки асăрхаттарса çӳретпĕр. Пĕррехинче кимĕпе ишсе пынă чухне çамрăк ача пире курчĕ те: «Юлташа çăлăр-ха, путать», — терĕ. Чăн та, лешĕ шыв айне кайма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Эпĕ ним шухăшламасăрах сикрĕм те ăна туртса кăлартăм», — каласа пачĕ хăйĕн ĕçĕ пирки çамрăк специалист. Данил Бильтяева ăс параканĕ, сĕнӳ- канашпа пулăшаканĕ унăн ĕçтешĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи Александр Петрушкин. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма хăнăхса çитнĕ вĕсем. «Çăлавçа Данил пек пултаруллă ачасем килсен ĕçлеме те çăмăлрах. Командăпа вăй хума пĕлни аван. Ăна çак ĕç килĕшнине туятăп. Воронеж хулине водолаза вĕренме ятăмăр. Чăн та, пултаруллă ача. Акă пĕлтĕр Мордва Республикинче çăлавçăсен хушшинчи иртнĕ ăмăртура та хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Пирĕн команда 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ку — пысăк çитĕнӳ. Халĕ Данил — виççĕмĕш класлă çăлавçă», — хак пачĕ çамрăка подразделени пуçлăхĕ. Александр Петрушкин шыравпа çăлав службинче 20 çул ытла вăй хурать. «Паянхи кун та вĕренетĕп, аталанатăп. Çăлавçă ĕçĕнче нумай шухăшласа тăма вăхăт çук: хăвăрт ĕçлемелле, çухалса каймалла мар. Психика енчен те çирĕп пулмалла. Теприсем хăйсем патвар пулсан та пăлханнине парăнтараймасăр ĕçрен тухса каяççĕ», — тет вăл. Тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме ăна та хăй вăхăтĕнче опытлă наставниксем пулăшнă. Вĕсен йышĕнче — Юрий Семенов, Сергей Данилов, Евгений Лукшин. Коллектива тин çеç килекен çамрăксене наставниксем çумне çирĕплетесси, хушма специальноç илме майсем туса парасси ырă йăлара. Малтанах çамрăксем стажировка тухаççĕ, унтан вĕсене дежурствăна лартаççĕ, вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлекенсем те пур. Вăрмар каччи Дмитрий Егоров та ачаранах çăлавçă пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен республикăри шыравпа çăлав службине вырнаçнă. Паянхи кун Дмитрий колледжра пĕлӳ пухакан студентсене «çăлавçă» дисциплина енĕпе пĕлӳ парать. Çамрăксене профессипе интереслентерме пĕлни — чи кирли. Пĕрремĕш лекцисене çамрăк специалист хумханса, ăшă туйăмпа аса илет. Вăхăчĕ те сахал иртнĕ — çур çул. Студентсенчен çирĕп ыйтать, мĕншĕн тесен практика ĕçĕ теорисĕр пулмасть. Зачетсемпе экзаменсем умĕн хăй те хатĕрленет. Дмитрие профессире пĕрремĕш утăмсем тума квалификациллĕ специалистсем — Олегпа Людмила Карсаковсем — пулăшнă. Ыйтусем пулсан вĕсемпе паянхи кун та канашлать. «Нимрен те хăрамалла мар, хăвăра ĕненмелле», — сĕнӳ пачĕ вăл тин çеç ĕçе пуçăнакан çамрăксене. Пĕр компьютерпа — черетпе Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕç коллективĕнче те çамрăк чылай. Алексей Адюков патшалăх инспекторĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн управленире ваканси пурри пирки илтнĕ те килсе пăхма шухăшланă. Ĕç унăн кăмăлне кайнă. Малтанах виçĕ уйăх стажировкăра пулнă, документсене хатĕрлеме вĕрентнĕ, каярахпа тĕрĕслевсене явăçтарнă. Командировкăра та пĕрре мар пулнă, квалификацие те ӳстерме янă. Çапла 5 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — экспорта каякан продукцие тĕрĕслесси. Мария Дмитриева патшалăх инспекторĕ кунта çулталăк ытла вăй хурать. Унăн малтан çирĕп конкурс витĕр тухма тивнĕ. Опытлă наставниксем пулăшнă май ĕç майне хăвăрт хăнăхса çитнĕ. Çамрăксене çул кăтартакансем пирки те асăнса хăварас килет. Сăмахран, çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Раиса Петрова ку тытăмра 20 çул тăрăшать. «Паллах, йывăрлăхсемсĕр пулман, вĕсене ирттерсе янă, вĕрентекенсен сĕнĕвĕсене шута илме тăрăшнă. Çамрăксемпе пĕрле тĕрĕслеве тухатпăр, документсемпе ĕçлеме хăнăхтаратпăр, йывăрлăхра пăрахмастпăр», — тет вăл. Управленин транспортпа патшалăх чиккин ветеринари надзорĕн пайĕн пуçлăхĕ Надежда Емельянова ĕçе килнĕ вăхăта лайăх ас тăвать, иртнипе хальхине танлаштармалли нумай унăн: «Ун чухне управление тин çеç йĕркеленĕччĕ. Специалистсене ларса тăма сĕтел-пукан та çукчĕ. Пĕр компьютерпа черетпе ĕçленĕ. Тĕрĕслев докуменчĕсене ручкăпа хут çине çырнă. Надзор енĕпе те опыт пулман, библиотекăна çӳренĕ, литература вуланă. Халĕ çăмăлрах». Кунта 20 çул ĕçлекен Надежда Емельянова çамрăксене хăй мĕн пĕлнине вĕрентсе хăварма тăрăшать. Татса паман ыйтусене яланах пĕрле сӳтсе явать. Ӳсĕмсем тунă çамрăксемшĕн хĕпĕртет. Çак организацире те наставничествăпа çыхăннă программа ĕçлет. Ертӳлĕх çамрăксене професси тĕлĕшĕнчен аталанма, пĕлӳ шайне ӳстерме майсем туса парать, пултаруллисене Тав тата Хисеп хучĕсемпе хавхалантарать. Пациентсем ырлаççĕ ИринаТокарева эндокринологШупашкар хулин тĕп больницинче нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланă. Тухтăр профессине Муркаш район больницинчемедицина сестринче тăрăшакан амăшне кура суйласа илнĕ. Ача чухне шурă халатлă çын пулăшу епле панине сăнама кăмăлланă. «Нумаях вăхăт ĕçлемест-ха, çапах Ирина пирки пациентсенчен пĕрмай ăшă та ырă сăмахсем илтетпĕр. Хăйĕн ĕçне яваплăн пурнăçлать. Ку, паллах, кăмăла çĕклет», — хак пачĕ çамрăка больницăн тĕп врачĕ Татьяна Маркелова. Унăн медицинăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 27 çул. 2017 çултан пуçласа ертӳçĕре тăрăшать. Ĕçре çитĕнӳсем тума ăна çывăх çынсем, ĕçтешсем тата вĕрентекенсем пулăшнă. Коллектив та пысăк тĕрев парать. Игорь Мадянов, Татьяна Маркова, Валентина Теллина тухтăрсемпе вĕрентнине ăса хывнă. Шупашкар хулин тĕп больницине çулсеренех 20-25 çамрăк специалист ĕçлеме килет, çав шутрах — тухтăрсемпе медицина сестрисем. Тĕллевлĕ пĕлӳ илекенсем те пур. Çамрăксене ĕçе хăнăхтарма наставник çумне çирĕплетеççĕ. Терапевтсене пĕр çул вăй хурсан пĕр хутчен паракан укçапа хавхалантараççĕ, тĕрлĕ конкурса хутшăнтараççĕ. Сиплев учрежденийĕнче çамрăксен канашĕ ĕçлет. Çĕнĕ технологисем пĕлĕве анлăлатма май параççĕ. «Çамрăксене мĕнлерех сĕнӳ-канаш панă пулăттăр» тесен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Татьяна Маркелова йывăрлăхсем пур çĕрте те пулнине, вĕсене çĕнтерме тăрăшмаллине, пĕрмай аталанмаллине, пуçланă ĕçе вĕçне çитермеллине каларĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Яла юратнăран ăна аталантарма тăрăшать

«Мĕн пĕчĕкрен яла юратнă эпĕ, кунта пурăнма ĕмĕтленнĕ. Атте маншăн ырă тĕслĕх пулнă. Вăл мĕнле ĕçленине, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнине курса ӳснĕ. Хамăн пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн ӳкĕнместĕп», — çапла палăртать Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПК председателĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Романов.

Ĕç династине малалла тăсаççĕ

Геннадий Васильевич ку хуçалăхра вăй хума тытăннăранпа кăçал 36 çул çитет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен /халĕ аграри университечĕ/ инженер-механика вĕренсе тухнăскер малтан — автомеханикра, унтан тĕп инженерта тăрăшнă. 33 çул каялла, кăрлачăн 26-мĕшĕнче, ăна председателе суйланă. Ун чухне Геннадий Романов 27-ре пулнă. Паллах, çак тапхăрта, уйрăмах малтанхи вăхăтра, темĕнле йывăрлăх та сиксе тухнă, пултаруллă пуçлăх вĕсене коллективпа пĕрле çĕнтерсе малаллах ăнтăлать. Геннадий Васильевич асăннă хуçалăхăн чи лайăх ертӳçисен — хăйĕн ашшĕн Василий Романовăн /1959-1976 ç.ç./ тата ун хыççăнхи председателĕн Георгий Андреевăн /1976-1989 ç.ç./ — ырă йăлисене малалла тăсать. Çакна пулах ĕнтĕ «Янгорчино» ЯХПК паян та ăнăçлăн аталанать, кăтартусемпе районта та, республикăра та чи лайăххисен шутне кĕрет. «Шкулта вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра тăрăшаттăмăрччĕ. Пире, ачасене, СК-4 комбайн хыççăн пучах пуçтарма яратчĕç. Вăл мĕнле ĕçлени кăсăклантаратчĕ мана. Техникăна кăмăлланăранах шкул хыççăн инженери факультетне вĕренме кĕтĕм. Студент чухне 2 çул комбайнерăн пулăшуçинче вăй хутăм», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Геннадий Романов. Вăл — ял хуçалăх ĕçченĕсен династине малалла тăсакан. Унăн ашшĕ Василий Игнатьевич — производство йĕркелӳçи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ. Вăрнар районĕнчи Çĕрпелте çуралса ӳснĕскерне ял çыннисем 1959 çулта колхоз председательне суйланă. «Атте хуçалăха ертсе пынă хушăрах ял аталанăвĕшĕн те нумай тăрăшрĕ. Вăл çине тăнипе 1972 çулта Çĕрпелте клуб уçрĕç. Икĕ хутлăскерне пĕлтĕр тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. 1972 çултах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене халалласа палăк хăпартрĕç. Питĕ пысăк вăл, хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Унăн макетне те манăн атте суйланă», — çывăх çыннине аса илчĕ председатель. Василий Романов 1976-1987 çулсенчерайĕçтăвком пуçлăхĕнче, районăн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă. 1987 çулта «Колос» совхозаертсе пыма тытăннă. 1991 çулта ăна Çĕрпел ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне суйланă. «Янгорчино» колхоза ертсе пынă çулсенче уйсен тухăçлăхне пысăклатнăран, фермăсен ĕçне лайăхлатнăран Василий Игнатьевича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă. Ăна çавăн пекех Ленин тата Октябрь революцийĕн орденĕсемпе наградăланă. Шел, арçын 2020 çулта пурнăçран уйрăлнă. Унăн ĕçне ывăлĕ Геннадий малалла тăсать. Романовсене, ĕç династине кура 2006 çулта Шупашкарта иртнĕ мероприятире чысланă. Унтанпа, паллах, вĕсен пĕрлехи ĕç стажĕ татах хушăннă. Геннадий Васильевичăн мăшăрĕ Елена Васильевна та ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, «Янгорчино» хуçалăхра бухгалтерире вăй хунă. Романовсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Вăталăххи, Денис, ашшĕн сылтăм алли. Вăл хальхи вăхăтра — председатель çумĕ. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕскер ку хуçалăхра 6-мĕш çулвăйхурать. «Ялтаĕçлеме килĕшет мана. Кунта кашни кун мĕн те пулин çĕннине пĕлетĕн, куратăн. Атте сĕнӳ-канашпа пулăшса пырать», — палăртрĕ Денис. Кăтартусем савăнтараççĕ «Янгорчино» хуçалăх икĕ яла пĕрлештерет, хальхи вăхăтра унта 90 çын вăй хурать. Çĕрпелсемпе Кайри Тукайсене ĕç условийĕсене лайăхлатса пыни, шалăва вăхăтра тӳлени, чи тăрăшуллисене район тата республика шайĕнче чыслани хавхалантарать. Вĕсем çĕр улми, тыр-пул туса илеççĕ. ЯХПК 1100 гектар çĕрпе усă курать, çав шутран пысăк пайĕ — çынсенчен тара илнĕ лаптăксем. Техника паркне çĕнетсех пыма тăрăшаççĕ. Май пур чухне кредитпа усă кураççĕ, хăйсен укçипе те туянаççĕ. Юлашки çулсенче çĕнĕ темиçе трактор, культиватор, сеялка, çĕрпе ĕçлемелли ытти агрегат илнĕ. Çĕр улмине уйăрса суйлакан /сортировка тăвакан/ комплекса, 6 агрегатран тăраканскере, туянни те ĕçе хăвăртлатать тата çăмăллатать. Хуçалăхра хальхи вăхăтра сăвакан ĕне шучĕ — 315 пуç. Пĕлтĕрхи кăтартусем уйрăмах савăнтараççĕ. Тырă тухăçĕ 2024 çулхинчен — 10%, çĕр улмин вара 25% нумайрах пулнă. Ашкакай туса илесси — 8%, сĕт сăвасси 15% пысăкланнă. Тырă пухса кĕртекенсен те ӳсĕм аван — 11%. Çĕр улми туса илесси вара виçĕм çулхинчен 40% яхăн пысăкрах пулнă. «Сутлăх шайĕ 2024 çулхипе танлаштарсан 136% çитрĕ. Тырă, сĕт, çĕр улми хакĕ пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче лайăх пулчĕ, çавăнпа ĕç укçине те пысăклатма май килчĕ. Таса тупăш та 2024 çулхинчен пысăкрах тухасса шанатпăр», — калаçăва тăсрĕ Геннадий Романов. Хуçалăхра çамрăксем те пур. Вĕсем хастар пулни, çĕнĕлĕхсене хăвăрт хăнăхни тата пурнăçа кĕртме ăнтăлни, аслисен ĕç опытне ăса хывни килĕшет председателе. «Хуçалăхравăйхуракансемпĕр-пĕрнеăнланса та пулăшса пыни савăнтарать. Пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр эпир. Хутшăнусем лайăх пулсан ĕçлеме те кăмăллăрах», — каласа кăтартрĕ Геннадий Васильевич. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Ашшĕне çухатни шăпине улăштарнă

Вăл, йывăр чире парăнтарнăскер, хуйхă-суйхă витĕр тухнăскер, пациентсене никамран лайăх ăнланать тата пулăшать. Вĕсем валли ăшă сăмах тупатех. «Врач — Турăран», — теççĕ ун пеккисем çинчен. Çакă сăмах вылятни мар, чăннипех çапла. Сăмахăм аслă категориллĕ врач Светлана Светлова кардиолог çинчен. Светлана Николаевнăна паян хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Вăтăр çула çитнĕ çĕре çӳçĕм кăвакарчĕ»

— Светлана Николаевна, хăвăрпа паллаштарăр-ха, хăш тăрăхран эсир? Ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Эпĕ Канаш хулинче çуралса ӳснĕ. 5 çултанах врач пулма ĕмĕтленнĕ. Анне Елизавета Александровна Канашри больницăра медсестрара ĕçлетчĕ. Шкул хыççăн яланах ун патне каяттăмччĕ. Мана врач епле ĕçленине сăнама килĕшетчĕ. Анне, чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ, пĕр вырăнта 43 çул вăй хучĕ. Манăн асатте Хучел шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшнă. Кĕçĕн классене пĕлӳ панă. «Светлана, санăн яланах лайăх вĕренмелле, аслă шкула кĕмелле, врач пулмалла», — тетчĕ вăл. Эпĕ чăнах та тăрăшаттăмччĕ. Канашри 6-мĕш шкулта пирĕнтен, чăваш ачисенчен, вырăссем кулма пăхатчĕç. Эпир вĕсене шăл йĕртерес мар тесе çине тăрса вĕренеттĕмĕр. Эпĕ «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыраттăм. 11 класс хыççăн Канашри медучилищĕне кĕтĕм. Атте пурнăçран уйрăлчĕ те аннене пăрахса хăвармарăм. Пĕр çулталăк медсестрара вăй хутăм. 1994 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕЧăваш патшалăх университечĕнмедицина факультетне вĕренме кĕтĕм. Çемьере эпир иккĕн ӳснĕ. Йăмăкăм Ольга Светлова — педагог, журналист. Вăл Канаш районĕн хаçатне статьясем çыратчĕ. Халĕ вăл Уçырма клубĕнче илемлĕх ертӳçинче тăрăшать.

— Диплом илсен ăçта ĕçлеме пуçларăр?

— Мĕншĕн кардиологи енĕпе кайнă тетĕр-и? Тĕрĕссипе, вĕреннĕ вăхăтра акушер-гинеколог пулма ĕмĕтленеттĕм. Шăпа урăхларах килсе тухрĕ. Атте инфаркта пула пурнăçран ир уйрăлчĕ те чĕре чирĕсене сиплекен пулас терĕм. Аслă шкул хыççăн республикăри паллă медицина учрежденине — кардиодиспансера — лекрĕм. Унта17 çул ĕçлерĕм. Ковид вăхăтĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн учрежденийĕнче икĕ çул вăй хутăм. Кăмăл-сипет енчен питĕ йывăр пулчĕ çав тапхăрта, мĕншĕн тесен эпĕ яланах стационарта ĕçленĕ. Мана унта питĕ килĕшет. Халĕ тĕп хулари «Сывлăх институчĕ» медицина центрĕнче чирлисене йышăнатăп. Çынна юратасси мана асаттерен куçнă пулĕ. Вăл ватăлсан урама тухса тăратчĕ те ачасем шкултан килессе кĕтетчĕ. Шăпăрлансем ун патĕнче чарăнатчĕç. Вăл кашнинченех мĕнле предметсене вĕренни, епле паллăсем илни çинчен ыйтатчĕ.

— Сирĕн ĕç питĕ яваплă. Çынсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула пурнăçран ытларах уйрăлаççĕ.

— Эпĕ ĕçлеме пуçланă вăхăтра çĕршывра медицина урăхларах пулнă. Çын сахал мар вилетчĕ. Кашни вилĕме хам чĕре витĕр кăларма тиветчĕ. Ун хыççăн, тăна кĕрсе çитиччен, çуршар çул иртетчĕ. Пĕлетĕр-и, мĕн тери лайăх çынсем пурнăçран уйрăлатчĕç. Манăн вăтăр çула çитнĕ çĕре çӳçĕм кăвакарчĕ. Çур çул хушшинче 19 çулти виçĕ çамрăк — хĕрпе икĕ йĕкĕт — пурнăçран уйрăлнине курма тӳр килнĕччĕ. Çав сăнсем халĕ те куç умĕнче. Диспансерта мана Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Инесса Максимова нумай пулăшрĕ, вĕрентрĕ. Инесса Ивановна – хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен, ăслă, сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ. Йывăр чирлисем пулсан яланах консилиум ирттеретчĕç. Унта заведующисем, тĕп тухтăрсем пухăнатчĕç. Эпир епле сиплемеллине пĕрле сӳтсе яваттăмăрччĕ. Тухтăра йывăр ыйтăва татса пама пĕчченлĕхре хăварман. Çавăн пекех Галина Авдеевăпа Татьяна Тарабан кардиологсем ĕç вăрттăнлăхĕсене уçрĕç. Манăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 25 çул.

Чĕре хусканăва юратать

— Эсир иккĕмĕш аслă пĕлӳ те илнĕ пулас…

— Эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра куçаруçа вĕренсе тухрăм. Ĕçĕм кăмăл-сипет енчен çăмăл мар пулнăран çĕнĕ специальноç илес килчĕ. Мана вĕренме килĕшет. Ют çĕршывсене курма кайса çӳренĕ чухне чĕлхесене пĕлни кирлĕ. Эпĕ пациентсене юрататăп. Вĕсене сывалма чунтан хавхалантарма тăрăшатăп. Йывăр чирлисене чи малтан харпăр çемйи ырă витĕм кӳрет. Тепĕр чухне тĕлĕнтермĕш пулса иртет: хăшĕсене шанăç пĕрех çук тесе больницăран кăлараттăмăр. Вăхăт иртсен вĕсем пирĕн пата килетчĕç. «Эпир эсир пулăшнипе сывалтăмăр», — тетчĕç. Манăн шухăшпа, пурнăçпа вилĕм йăлтах Турă аллинче. — Чĕре чирĕсенчен хăшĕсем анлă сарăлнă? — Халĕ чи анлă сарăлнисем — инфарктпа инсульт. Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне чĕре кăлтăкĕпе аптăракан нумайччĕ. Ун чухне сайра хутра кăна операци тунă. Уйрăмра пĕтĕмпех çавăн пек диагнозпа сипленетчĕç. — Мĕн ыратсан кардиолог патне каймалла? — Чи кирли, эпĕ кăна хамăн пĕтĕм пациента та калатăп, чире парăнмалла мар. Кирек епле пулсан та сывалма тĕллев лартни, çемье, çывăх çынсем пулăшни, Турра чунтан кĕлĕ туни тĕлĕнтермĕшсем тăваççĕ. Эпĕ ун пеккине питĕ нумай куртăм. Кардиолог патне кăкăр тĕлĕнче ыратсан каймалла, уйрăмах — вăл пусать, хĕртет тĕк. Сывлăш çитмесен, сывлама йывăр пулсан. Тăрук вăй пĕтсе кайсан васкавлă пулăшу чĕнмелле. Çакă пурнăçа çăлса хăварма пулăшать. — Чĕре чирĕсем йăхран йăха куçаççĕ-и? — Çук. Наукăна ĕненес тĕк, йăхран йăха куçасси вунă процентпа кăна танлашать. Чĕре орган кăна мар. Вăл — çыннăн чунĕ. Этем йăлтах чун-чĕри витĕр кăларать: шухăшсене, ыратупа кулянăвне... Çак ушкăнри чирсем — чун епле пулнине кăтартакан паллăсем. — Калăр-ха, мĕншĕн арçынсен инфаркт ытларах пулать? — Мĕншĕн тесен арçынсем пирус туртаççĕ. Эрех-сăрапа та иртĕхмелле мар. Ĕçкĕçсен инфаркт мар, урăхла чир аталанать. — Пирĕн чĕре мĕне юратмасть? — Пирус туртнине, хускалманнине, ларса ĕçленине кăмăлламасть. Сахăр диабечĕ пулсан нушаланать. Сахăр чирĕпе аптăркансен шучĕ ковид хыççăн нумайланчĕ. — Чĕре мĕн тунине кăмăллать? — Чĕре утнине юратать. 30-40 минут пĕр чарăнмасăр утмалла. Скандинавсен мелне суйлани те пăсăк мар. Аслă ăрурисем кăмăллаççĕ ăна. Хастар пулма тăрăшмалла. Халĕ çулланнисем кружоксене, секцисене çӳреççĕ. Унта кайни çынна стреса сирме пулăшать. Йогăна, ташлама çӳрени ырă витĕм кӳрет. Эпĕ, сăмахран, «Ливита» студие çӳретĕп. Тутар, чăваш, эрмен ташшисене ташлама хăнăхрăм. Унта 60- тан, 70-тен иртнĕ хĕрарăмсем пултарулăха аталантараççĕ. Ташă хусканăвĕсем пуçри нейрон çыхăнусене çирĕплетме пулăшаççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн чире пула çав нейрон çыхăнусем сӳнеççĕ. Çавна май ас туса юласси чакать. Пуç ыратма, çаврăнма пуçлать. Ташă хусканăвĕсем çĕнĕ нейрон çыхăнăвĕсене тума та пулăшаççĕ. Çакă çынсене ăс-хакăла, ас тăвăма упраса хăварма май парать. Музыка итлени те психологи енчен аван. Халĕ вăрман, юлан утçă терапийĕсем те пур. Çавăн пекех апитерапие те асăнмалла. Паянхи медицина питĕ тĕрлĕ енлĕ. Чĕрепе чирлисем хăйсене аван туйччăр тесен хваттерте икĕ эрнерен ытла пулмалла мар. Ăçта та пулсан çĕр каçмашкăн кайса килмелле. Калăпăр, яла е канма… Вырăна ылмаштарни унти «аурăна» улăштарма май парать.

— Чĕре чирĕсемпе нушаланаканăн килти аптечкинче мĕн-мĕн пулмалла?

— Аптечкăра, паллах, юн пусăмне пĕчĕклетекен препаратсем пулмалла. Вĕсене кашни çын валли врач уйрăммăн палăртать. Çавăн пекех аптечкăра нитроглицерин, аспирин валли вырăн тупмаллах. Юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла.

— Миçе çултан тĕрĕслеме пуçламалла?

— Халĕ чирсем çамрăкланнă. 45 çултан тĕрĕсленсе тăмалла. Диспансеризаци тухма манмалла мар. Юн пусăмĕ ан ӳстĕр тесен чунпа ӳт-пӳ валли заняти тата çынпа хутшăнни, калаçни кирлĕ. — «Çыннăн хăйĕн çур врач пулмалла», — теççĕ паян.

— Пациентăн харпăр чирĕ пирки кăштах пĕлмеллех.

— Çакна та ыйтасах килет: юн тымарĕсене епле çирĕплетмелле?

— Бассейнра ишмелле, уçă сывлăшра уçăлса çӳремелле. Куллен зарядка тума тăрăшмалла, велосипедпа ярăнмалла. Скандинавсен мелĕпе утни те аван. Паян пилатес тени модăра. Контрастлă душ кĕмелле, мунчана çӳремелле. Мунча çынна çамрăклатать, сыватать. Унта чăвашсем мĕн авалтан нумай йăла-йĕрке тунă. Çăвăннă та, сывалнă та, ача та çуратнă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Кино – чи пĕлтерĕшлĕ ÿнерсенчен пĕри

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче кино ăстисем чăвашсен пирвайхи киноактрисин Тани Юнăн Ас тăвăм хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ун хыççăн вĕсем – продюсерсем, киносценари авторĕсем, режиссерсем, операторсем – «çавра сĕтеле» пухăнчĕç, каярахпа «Хыпар» журналисчĕн ыйтăвĕсене те хуравларĕç.

- Кĕçех Чăвашкино 100 çул тултарать. Чăваш кинематографисчĕсем паян мĕнле тĕллевсемпе пурăнаççĕ?

Олег Цыпленков, Чăваш кинематографисчĕсен союзĕн председателĕ: Кăçалхи çул чăваш киноискусствишĕн питех те пĕлтерĕшлĕ - «Атăлçи пăлхавçисем» илемлĕ фильма ӳ кернĕренпе 100 çул çитет. Ăна пысăк экранпа 1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçласа кăтартнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ун чухне çав тери йывăр вăхăт пулнă. Атăлçи тăрăхне 1920-1921 çулсенчи выçлăх çавапа каснă, Граждан вăрçин суранĕсем те тӳрленсех çитмен. Çав хушăрах тин çеç йĕркеленнĕ Чăваш автономи республики тăван чĕлхепе, чăваш тумĕпе кино ӳкересси çинчен йышăну тăвать. Вышкайсăр пысăк пуçару пулнă ку наци республикишĕн. Тĕрĕссипе, «Чăвашкино» туса хурасси шăпах Тани Юнăн шухăшĕ пулнă. 1927 çулта Чăваш АССРĕн çут ĕç комиссариачĕ çумĕ нче «Чăвашкино» ятпа фотокинематографи управленине йĕркеленĕ. 1926-1932 çулсенче Тани Юнпа Иоаким Максимов-Кошкинский куракансем патне «Сарпике» (1927), «Хура юпа» (1927), «Ял» (1928), «Апайка» (1930), «Киремет кати» (1931), «Асту» (1932) илемлĕ фильмсем çитерме пултарнă. Пирвайхи актриса вăл фильмсенче Сарпике, Уркка, Марье, Таиса, Вера ролĕсене ăста калăпланă. Кошкинскипе Тани Юн пуçарнă пысăк ĕçе халĕ пирĕн – чăваш кинематографисчĕсен – малалла тăсмалла. Ытарлă каласан, çак «хĕресе» тата тепĕр 100 çул йăтса утайăпăр-и эпир? Мĕскĕннĕн-и е Кошкинский пекех хăватлăн-и? Çакă, паллах, эстафета патакне кама панинчен те килет. Çавăнпа та пирĕн пĕрлешӳ умĕнче пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тăраççĕ.

- Çак ĕçсене пурнăçламашкăн мĕнле тĕллевсем лартатăр?

Олег Цыпленков: Кăрлач уйăхĕнчех Чăваш кинематографисчĕсен канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта тĕллевсене палăртрăмăр, мĕнлерех пурнăçламаллине сӳтсе яврăмăр. Чăваш киновĕн 100 çулхи юбилейне халăхăмăрăн пурнăçне кино мелĕпе аталантарнă ветерансене, артистсене, патшалăх тытăмĕнчи яваплă çынсене, Чăваш наци конгресĕ пе общество ытти юхăмне, усламçăсене явăçтарасшăн. Пĕрремĕшĕнчен, Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен «Асам» фестивальне ирттермелле. Тĕрлĕ сăлтава пула ăна 4 çул йĕркелеймерĕмĕр. Кăçал çак форумăн кино юратакансене савăнтармаллах. Иккĕмĕшĕнчен, «Чăваш Кино – 100 çул» медаль тума палăртнă. Ку наградăпа чи хастар киноçăсене чыслăпăр. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш Иоаким Максимов-Кошкинский режиссерпа Тани Юн актрисăн пулĕç - Канаш çапла йышăнчĕ. Çавăн пекех медальпе кино ветеранĕсене, пултаруллă артистсене, Чăваш кинематографисчĕсен союзĕн пайташĕ сене хавхалантарасшăн. Паянхи кун тĕлне пирĕн Канашра 14 çын. Пурте пултаруллă, питĕ ăнăçуллă ĕçлеççĕ. Виктор Чугаров, Александр Герасимов, Сергей Щербаков, Николай Семенов, Константин Доброхотов, Алексей Енейкин хăйсен тăрăшулăхĕ пе пурне те тĕслĕх кăтартаççĕ. Тӳрех пилĕк çыншăн ĕçлеме пултаракансем те пур пирĕн - вĕсем телекуравра чылай вăхăт тăрăшнă Татьяна Ильина журналистпа Зоя Яковлева режиссер. Палăртнă тепĕр ĕç - Иоаким МаксимовКошкинский ячĕллĕ преми туса хурасси. Проект никĕсне хатĕрленĕ. Чăваш театрне пуçарнă, ăна Хусантан Шупашкара илсе килнĕ, хăй те рольсем калăпланă, каярах драма театрĕн директорĕнче вăй хунă МаксимовКошкинский ячĕпе палăк тата сквер та пулмаллах пирĕн. «Хыпар» вулавçисем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерессе, сĕнӳсем парасса кĕтетпĕр. Пĕрлешӳ председателĕн çумне Ильтимер Ефремова пайăррăн палăртса хăварас килет. Чăваш кинематографисчĕсен союзне 2014 çулта регистрациленĕччĕ эпир. 5 çулта 108 фильм ӳкерме пултартăмăр, «Асам» фестиваль йĕркелерĕмĕр, Чăваш патшалăх киностудине уçрăмăр. Çак ĕçсенче Ильтимер тӳпи пысăк. Шел те, тĕрлĕ сăлтава пула киностудие хупрĕç. Ăна пăрахăçланă хыççăн Чăваш Енре пурĕ те 4 фильм çеç ӳкерĕннĕ.

- 108 фильм – пысăк пуянлăх! Асра юлнисем, чуна çывăххисем хăшĕсем?

- Олег Цыпленков: Чи малтан «Фильмпортретсене» асăнам. Андриян Николаев космонавт, Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишши поэтсем, Иосиф Дмитриев режиссер, Василий Чапаев хĕрлĕ командир çинчен тунă ĕçсем куракансене питĕ килĕшнĕччĕ. Хусанта Чăваш киновĕн кунĕсене ирттеретпĕр. (Сăмахмай, çакнашкалмероприятисене эпир Молдавири Гагауз автономийĕнче, Пушкăртстанра, Тутарстанра, Кабарда-Балкар республикинче, Чĕмпĕр, Пенза облаçĕсенче йĕркелесе пытăмăр). Унта Тутарстан кинематографисчĕ сен «Тутар Кино» ертӳçи Миляуша Айтуганова та хутшăнать. «Авалхи Атăл халапĕсем» фильма пăхнă хыççăн Миляуша пире çапла каларĕ: «Маттурсем! Пирĕн сирĕнтен вĕренмелле те вĕренмелле!» Ырă сăмах, паллах, хавхалантарать. Эпир яланах пушкăртсемпе тутарсенчен, якут кино ăстисенчен вĕренме тăрăшнă. Тепĕр енчен, Раççейри ытти наци хушшинче эпир чи малтан илемлĕ фильмсем ӳкерме тытăннă-çке. Тани Юн «Иртнĕ кунсем, çулсем» кĕнекинче çапла çырнă: «Тĕрлĕ халăх кино ӳкернине пĕлеттĕм. Америкăра ӳкереççĕ, французсем пĕрремĕш кино тунă, эрменсен фильмсем пур. Иоакима калатăп: ытти халăхăн кино пур, мĕншĕн пирĕн çук; Эпир ытти халăхран пĕрре те катăк мар!» 1930 çулсенче «Чăвашкино» ӳкернĕ картинăсене Европăра, Америкăра кăтартнă, Тани Юн актрисăна Голливудра алă çупнă. Ют çĕршыври киножурналсен хуплашкисенче Марлен Дитрих сăнĕ мар, Тани Юнăн портречĕ пулнă.

- Илемлĕ фильмсем çине куçар-ха…

Алексей Иванов-Сĕрмек, кинопродюсер, сценарист, артист, «Аксар» студи ертӳçи: 1994 çулта Николай Сидоров драматургăн «Шупашкарти савни» камичĕн сценарийĕ пе манăн студи пĕрремĕш илемлĕ фильм ӳкерчĕ. Малтанхи тапхăрта чăваш çамрăкĕсен театрĕпе питĕ туслă ĕçлерĕмĕр. Хаваслă, маттур, «вĕресе» тăракан артистсем. Çула пуçтарăнса тухасси ним те мар вĕсемшĕн. Пĕр-пĕрне ялан пулăшса тăратчĕç. Илемлĕ фильмсене тĕрлĕ çĕрте ӳкерме тăрăшаттăмăр: Сар ту еннелле те кайнă, Сăр пирĕн чи юратнă юхан шывччĕ, васкамалларах чухне Муркаш тăрăхне вĕçтереттĕмĕр. Чăваш çĕрĕ пуш хир мар, пирĕн хитре вырăн питĕ нумай. Кино ӳкересси кăткăс ĕç пулнине пурте аван пĕлеççĕ пулĕ. Телекуравпа кăтартакан пĕр-пĕр фильм хыççăн тухакан титрсене пăхăр-ха – мĕн чухлĕ ят-хушамат унта: ĕçлев ушкăнĕ пе артистсемсĕр пуçне – директорсем, водительсем, музыкçăсем, рабочисем… Юрий Скворцов çыравçăн «Сурăм хĕрĕ» повеçĕ тăрăх ӳкернĕ фильм «Асам» фестивальте Гран-при илме пултарчĕ. Унтан «Пурнăç урапи», «Юхха»… пĕтĕмпе «Аксар» илемлĕ 70 фильм кăларма пултарчĕ. Территорийĕпе те, халăх йышĕпе те чăвашсенчен пысăкрах тутарсемпе пушкăртсем ку цифра патне çывăха та пыман. Валерий Иовлевпа Зоя Яковлева режиссерсем Сергей Мышев операторпа пултарулăх енĕпе хитре виç кĕтеслĕх туса хунăччĕ. Валера чăннипех те кино тума пĕлекен лайăх специалистчĕ. Артистсемпе, вырăнти халăхпа, пултарулăх ушкăнĕпе пĕлсе те типтерлĕ ĕçлетчĕ вăл. «Аксар» студире вылянă артистсем, ӳстермесĕр калатăп, чăнахах та ылтăнччĕ. СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина, Раççей халăх артисчĕсем Нина Григорьевăпа Нина Яковлева, Чăваш халăх артисчĕсем Ирина Архипова, Лидия Красова, Валентина Сурикова, Полина Чамжаева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Ирина Вирьялова, Оксана Драгунова, Ольга Почалкина… <...>

Анатолий АБРАМОВ.

♦   ♦   ♦


«Асăмри Константин Константинович»

Константин Петрова эпĕ ачалăх çулĕсенчех курнă. Асăмри ӳкерчĕк çакăн пек: 1973 çул, утă уйăхĕ. Эпир 7-мĕш класа куçрăмăр. Çуллахи каникулта пулин те кулленех шкула утатпăр.

Улăпсем пек туйăнчĕç

Пирĕн валли канупа ĕç лагерĕ уçнă. Тĕрĕссипе, ăна практика тетпĕр-ха, 10 кун çум çумламалла, йăрансене шăвармалла. Кăнтăрларан киле таврăнатпăр. Çапла пĕр кунĕнче, культура çурчĕ умĕнчен иртнĕ чухне, пĕлтерӳсен хăми çинче Элшел ялне Шупашкартан чăваш писателĕсем килесси пирки çырнă пĕлтерĕве асăрхарăмăр. Пирĕншĕн савăнăç. Уйрăмах маншăн тата Саша юлташăмшăн. Эпир 6-мĕш класра чухнех «Пионер сасси» хаçата заметкăсем çыраттăмăр, хăшĕ-пĕри пичетленетчĕ. Кĕтнĕ кун çитрĕ. Культура çурчĕн пысăк залĕ çынсемпе тулнă. Вырăн çитменнипе ретсен хушшине пукансем, тенкелсем лартнă. Пире, шкул ачисене, сцена умнех, вăрăм саксем çине вырнаçтарчĕç. Ку питĕ лайăх пулчĕ – эпир хальччен писательсене курман вĕт. Акă пурте алă çупма пуçларĕç. Халăх умне çыравçăсем пĕрин хыççăн тепри тухса хĕрлĕ пусмапа витнĕ сĕтел хушшине ларчĕç. Кĕрнеклĕ пĕр писатель трибуна умне тухса сăмах калама пуçларĕ. «Николай Степанович, Элшел чăвашĕ», — теççĕ залрисем. Ку писателе эпир те паллатпăр, мĕншĕн тесен Вера Дедушкина, пирĕн класс ертӳçи, тетĕшĕ пирки каласа панăччĕ, сăн ӳкерчĕксем кăтартнăччĕ. Николай Степанович хăйпе пĕрле килнĕ писательсемпе паллаштарма тытăнчĕ. А.Галкин поэт, А.Кăлкан паллă юптаруçă, драматург, В.Ухли çыравçă, А.Воробьев сăвăç, Х.Агивер калавçă, тележурналист. «Эпĕ сире тепĕр писательпе паллаштарасшăн, эсир нумайăшĕ ăна паллатăр, — терĕ Николай Дедушкин. – Шупашкарти çын мар, Хусантан килсе çитрĕ. Вăл – Константин Петров журналист, ученăй, писатель. Хамăр ен çынни, Пимĕрселтен». Пирĕн ума çӳллĕ кĕлеткеллĕ, хăйне тӳп-тӳрĕ тытакан, куçлăхлă çын тухса тăчĕ. Тĕл пулăва килнĕ çынсем хавасланса чылайччен алă çупрĕç. Эпир тĕлĕнсе пăхса ларатпăр: Х.Агивер, А.Воробьев, К.Петров улăпсемпек курăнаççĕ. Писательсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу савăнăçлă та, усăллă та иртрĕ. Эпĕ çав каçах Элшелсем çыравçăсемпе курнăçни çинчен районăн «Ялав» хаçачĕ валли заметка çыртăм. Константин Петров Тутарстанри Пăва районĕнче Чăваш Пимĕрселĕнче çуралнă. Тăхăрьял тăрăхĕнчи çак яла халĕ питех асăнмаççĕ, мĕншĕн тесен вăл юнашарти Шемекпе пĕрлешнĕ. Хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан юнашарти Пӳркеле çӳренĕ, унтан Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. Çарта пулнă, унта та хаçата çырнă. Хĕсметрен таврăнсан Константин Петров пĕр хушă тăван ялĕнчех, Пимĕрселте, пурăнать. Унтан пултарулăха малалла аталантарас тĕллевпе Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине çул тытать. Константин Константинович каласа панинчен: «…Вăрçă хыççăн журналистикăн асамлă ани çине куçрăм. Малтанхи тапхăрта суха пуçне тытаймастăм-ха, «сӳрелеттĕм» çеç темелле. Хусанта чăвашла тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн вырăнти корреспондентĕнче ĕçлеме пуçларăм. Пăва, Çĕпрел, Теччĕ районĕсене çитеттĕм…» Ăна район хаçачĕсен редакцийĕсен çурчĕсенче пĕчĕк пӳлĕм çеç уйăрса панă, унта та сайра хутра çеç пулнă. Вăл çынсемпе тĕл пулма юратнă, ялсене тухса çӳренĕ, хуçалăх ĕçĕсемпе паллашнă. Хаçат валли материал пухнă май пулас кĕнекисемшĕн те кирли тупăннă. «Эпĕ районсенчи ялсене чылай чухне çуранах танккаттăм. Кун пек чухне çул çинчех темиçе тĕрлĕ çынна куратăн, тĕрлĕ хыпар пĕлетĕн, хăвна кирлине суйлатăн. Килĕшетчĕмана хаçатçă ĕçĕ», — аса илнĕ Константин Петров. Вăл «Хĕрлĕ ялав» хаçат хупăнсан пĕр вăхăт «Коммунист Татарии» журналта вăй хунă, кĕçех ăна, пултарулăхне кура-тăр, университета журналистика факультетне чĕнеççĕ. 1984 çулчченех ĕçлет унта. «Чăваш журналистикин пуçламăшĕпе аталанăвĕ» темăпа диссертаци хӳтĕлет. Илемлĕ литература ытамне кĕрсе калавсем, повеçсем çырать. Иккĕмĕш тĕл пулу 1976 çулхи çуркунне ХусантиВ.И.УльяновЛенин ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика факультечĕ шкул ачисен хушшинче олимпиада ирттерчĕ. Эпĕ те хутшăнтăм куçăн мар тапхăра. Хуравсене, хамăн пичетленнĕ заметкăсемпе корреспонденцисен пуххине Хусана ярса патăм. Пĕрремĕш тапхăрта çĕнтерӳçĕсен йышне кĕтĕм, иккĕмĕшне хутшăнма тивĕçрĕм. Вăл журналистика факультетĕнче иртрĕ. Пире палăртнă темăсемпе хаçат е журнал валли статья е тĕрленчĕк, очерк, сăвă е калав çырма хушрĕç. Тутар ачисем — тутарла, вырăссем вырăсла çырчĕç. 10 ача хушшинче эпĕ пĕртен-пĕр чăваш иккен. Вырăсла «Хусан хулинче пĕрремĕш хут» ятлă тĕрленчĕк хайларăм. Почерк аванах марччĕ манăн. Акă ĕçсене тĕрĕслеме пуçларĕç. Мана аудиторирен чĕнсе кăларчĕç те пĕчĕк пĕр пӳлĕме кĕртрĕç. Пăхатăп – эпĕ çырнă хутсене тытса лараканĕ Константин Петров пулах кайрĕ. Хумхансах кайрăм, хăйне палласа илнине кăтартмастăп-ха. Вăл манăн хайлаври хăш-пĕр вырăна вулайман иккен: «Кунта мĕн тесе çырнă? Кăна епле ăнланмалла?» — тет. Паллах, вырăсла ыйтать, мĕншĕн тесен пĕччен мар-çке вăл, пӳлĕмре ытти преподаватель те пур. Ăнланса вуласа тухрĕ те: «Лайăх çырнă, сăнама пĕлни курăнать. Çапах та почеркна лайăхлатмалла», — терĕ, пĕтĕмлетӳ хыççăн хăйпе тĕл пулма ыйтрĕ. Ĕç-пуç вĕçленсен Константин Константинович патне васкарăм. «Ну, ентешĕм, каласа пар-ха хăв çинчен. Хăш йăхран эс? Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчен пулнине пĕлетĕп-ха. Анчах хушамату вара санăн йăху Çĕпрел районĕнченнине систерет. Унта Турхан Упинче Цыфаркинсемнумай. Хаçат ĕçĕпе çӳренĕ чухне вĕсене курнă эпĕ», — терĕ. Эпĕ хăюсăррăн кăна атте, чăнах та, Турхан Упинчен пулнине каларăм, анне Элшелсемех, хĕр чухне Скворцова хушаматпа çӳренине пĕлтертĕм. Сăмах çине сăмах. Константин Константинович хамăр ен пирки ыйтать: мĕнле пурăнаççĕ унта Тăхăрьялсем? Аптăрамаççĕ-и? Пĕлĕшĕсене салам калама ыйтать. Чĕлхене, литературăна тăрăшса вĕренме хистет. Малашне те хаçатсене çырсах тăма хушать. «Тепĕр çул, вăтам шкултан вĕренсе тухсан, журналистика факультетне çул тыт, пуçламăшĕ пур ĕнтĕ», — тет. Шел, тепĕр çулхине Хусан университетне вĕренме кĕреймерĕм. Журналистика факультечĕн вырăс уйрăмĕн студенчĕ пулас тесен ют чĕлхепе экзамен тытмалла иккен. Пире шкулта ют чĕлхе вĕрентмен. Мĕн тăвас? «Шупашкара кай. Чăваш университетĕнче те хаçат çыннисене вĕрентеççĕ», — терĕ Константин Константинович мана ырă сунса. Çапах та Чăваш университетне тепĕр тăватă çултан çеç кĕрейрĕм. Çав хушăра райхаçатра ĕçлерĕм, çарта фотокорреспондент пултăм. Николай Никольскипе нумай канашланă 1986 çулта тутарсен паллă поэчĕ, классикĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа Хусан университечĕ Пĕтĕм тĕнчери студентсен конференцине ирттерме палăртнăччĕ. Николай Дедушкин доцент мана унта кайма хистерĕ, «Чăваш литературипе Габдулла Тукай» темăпа калаçма хатĕрлентĕмĕр. Хусанта эпĕ Константин Константиновичпа каллех курнăçрăм. Конференци хыççăн вăл хулан кивĕ урамĕсемпе утма сĕнчĕ. «Сана, Ваççа, хам çамрăк чухне Бауман урамĕнче пурăннă çурта кăтартăп. Эпĕ унта Николай Никольский профессорпа курнăçса нумай калаçнă. Тĕрĕссипе, хваттерне те вăлах тупса панăччĕ. Вăл манран 44 çул аслă пулин те хăйне пысăка хумастчĕ, тус пекех туйăнатчĕ. Тавах шăпана Николай Васильевичпа тĕл пултарнăшăн. Пулать вĕт çавăн пекки: çамрăк çыннăн пултарулăхĕ те пур ĕнтĕ, ĕçлес кăмăлĕ те тӳпемиех, анчах юнашар кăшт вĕрентсе, хавхалантарса, пулăшса тăракан çук. Вара унăн çуначĕсем усăнаççĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ пурнăçланаймасăрах юлать. Хаçат ĕçĕпе çӳренĕ чухне кун пек тĕслĕхе сахал мар курнă. Ман тĕле ырă çын Николай Никольский пулчĕ», — хавхаланса калаçрĕ Константин Константинович. Вăл мана Габдулла Тукай тата чăваш поэзийĕ пирки доклад хатĕрленĕшĕн мухтарĕ. Константин Константинович вăхăт иртнĕ- çемĕн Хусантан Шупашкара куçса килчĕ. Университета ĕçлеме вырнаçрĕ, студентсенежурналистика дисциплинисене вĕрентрĕ. 1987 çулта Виталий Никитин (Станьял) мана чăваш литературине 8-мĕш класра вĕрентмелли учебник-хрестоматие хатĕрлеме явăçтарчĕ. Программăна Константин Петровăн «Юратупа наркăмăш» повеçне те кĕртес терĕмĕр, мĕншĕн тесен учительсем питĕ ыйтатчĕç, ачасем юратса вуланине пĕлтеретчĕç. Виталий Петрович: «Ентешӳ пирки материал хăвах хатĕрле», — терĕ. Гагарин урамĕнчи çуртри хваттерте Константин Константиновичпа мăшăрĕ иккĕшех пурăнатчĕç. Вĕсем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç. Писатель хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки хăех çырса пачĕ, повеçе кирлĕ таран кĕскетсе учебник-хрестоматие юрăхлă турĕ. Кĕнекере «К.Петров вулакансемпе калаçнинчен» тесе палăртнă сыпăкра çакăн пек йĕркесемпур: «Юратупа наркăмăш» /1972\ хыççăн манăн «Тайăр» роман-хроника /1976\ çапăнса тухрĕ. Малтанах Тайăр Тимкки ăçта çуралса ӳсни паллă марччĕ. Çак ыйтăва татса пама 1937 çулта «Пионер сасси» хаçатра «Тайăр Тимкки поэт çинчен манăн атте каласа пани» статья пичетленсе тухни пулăшрĕ. Эпĕ ун чухне 13 çулти ача çеçчĕ. Вун тăваттăра вара Ульяновскри педагогика училищине кĕтĕм. Чăваш чĕлхипе литературине Яков Ухсай вĕрентетчĕ. Вăл пуçарнипе алăпа çырса литература журналĕ кăларма пуçларăмăр. Унта манăн пĕрремĕш калав пуçласа кун çути курчĕ. Кайран татах та çыртăм. Тайăра тĕпчерĕм. Педучилище пĕтерсен пĕр çул учительте ĕçлерĕм. Ачаран пухКонстантин Петрова эпĕ ачалăх çулĕсенчех курнă. Асăмри ӳкерчĕк çакăн пек: 1973 çул, утă уйăхĕ. Эпир 7-мĕш класа куçрăмăр. Çуллахи каникулта пулин те кулленех шкула утатпăр. «Асăмри Константин Константинович» нă материал мана роман-хроника çырма пулăшрĕ. «Тайăр» кĕнеке – манăн пĕтĕм пурнăç, манăн кун-çул». Тайăрпа интересленни çамрăк çыравçа «Хыпар» хаçат кун-çулĕпе кăсăкланма хистет, Николай Никольский профессорпа паллаштарать, архивсене çӳретет. 16 çула яхăн пĕлнĕ вăл «Хыпар» никĕслевçине. Ахаль çеç мар пĕлнĕ. Çак çулсенче куллен тенĕ пек профессор патне çӳренĕ, калаçнă, канашланă. Килти нушасемпе çивĕч ыйтусене çăмăллатма та тăрăшнă. Николай Васильевич каласапĕлтерсе пынисене çырса илнĕ. Çав чăнлавсене ăслăлăх валли ĕмĕрлĕх упраса хăварнă. Вĕсене пĕтĕмлетсе 1996 çулта «Хыпар» никĕслевçи» кĕнеке кăларчĕ. Çапла шухăшлатăп, Николай Никольский профессор çамрăк журналиста ăшшăн йышăнсамĕн куçне хупичченех çывăх çынни пек туйса, вĕрентсе, пулăшса тăни хăйĕн малтанхи корреспонденчĕсем Тăхăрьялтан пулнипе çыхăннă-тăр: Тайăр Тимккипе Федор Сергеев — Шемекрен, Михаил Акимов — çывăхри Таяпаран, Иван Юркинпа Осип Романов — Пӳркелтен, Григорий Тимофеев — Элшелтен. Пимĕрселте çуралнă Константин Петров «Хыпар» тăсăмĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ĕçченĕ ав. <...>

Василий ЦЫФАРКИН, Тăхăрьял чăвашĕ.

♦   ♦   ♦


«Пĕр сан çинчен эп юрă хывăп…»

«Халăхран тухнă талант», — теççĕ Красноармейски округĕн гимнĕн авторĕ Илья Степанов композитор çинчен Трак енсем. Вăл кĕвĕленĕ юрăсене халăх кăмăлласа итлет, юратса юрлать. Вăл çуралнăранпа çак кунсенче 85 çул çитрĕ.

Çемье ансамблĕ йĕркеленĕ

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн тата музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕн, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕн, нумай медале, ытти наградăна тивĕçнĕ Илья Степановăн юрă-кĕвĕ хывас тĕлĕшпе тунă пирвайхи утăмĕсем еплерех пулнă-ха? Вăл 1941 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралнă, мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвĕпе киленсе ӳснĕ. Унăн пиччĕшĕсемхалăх инструменчĕсемпе ăста каланă, çемье ансамблĕ йĕркелесе ял халăхне савăнтарнă. Илья 5 çултах балалайка, мандолина, купăс калама хăнăхнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех юрăсем кĕвĕлеме пуçланă, ачасен, вĕрентекенсен концерчĕсенче баян каланă. Виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Михаил Ильин Красноармейскинчи вăтам шкулта учительте ĕçленĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор пулнă. Вăл Ильяна нотăсем çырма хăнăхтарнă, Филипп Лукин композиторпа та вăлах паллаштарнă. Мăн Шетмĕри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Илья Степанов комсомол путевкипе Магнитогорск хулине тухса кайнă, ултă çул сварщикре ĕçленĕ. Çав вăхăтра Глинка ячĕллĕ музыка училищинче пĕлӳ\илнĕ, пултаруллă çамрăксене пĕр ушкăна пухса концертсем йĕркеленĕ. Çуралнă кĕтесрен аякра пурăннă вăхăтра та вăл Филипп Лукинпа çыхăнăва татман, аслă юлташĕ сĕннипе тăван тăрăха таврăннă. Кĕвĕсем вара унăн чунĕнче çăл куç шывĕ тапса тăнă евĕрех çуралнă, композитор блокнот, ручка-кăранташ алăран яман. Унăн малтанхи хайлавĕсемех халăхра анлă сарăлнă, вĕсенчен чылайăшне пирĕн ентешсем халăх юрри пекех йышăнаççĕ. «Ма иртет-ши часах çурхи каçĕ?», «Шăпчăксем юрлаççĕ», «Çул юхать-юхать», «Чечек эс, тусăм, юрату», «Ăшă тунсăх», «Шăнкăрав курăкĕ», «Юрату сăмсахĕ», «Хĕр юрри», «Çавра сĕтел йĕри-тавра» тата вăл кĕвĕленĕ ытти нумай-нумай юрра радиопа телекурав кăларăмĕсенче, концертсенче тăтăшах илтме пулать. Пултаруллă музыкант Çĕрпӳри тата Муркашри культура çурчĕсенче баянист-аккомпаниатор пулнă. Каярахпа Красноармейски районĕнчи культура çурчĕсенче, Ямайкасси, Мăн Шетмĕ, Карай, Кушкă шкулĕсенче музыка учителĕнче тата ача сачĕсенче музыка воспитателĕнче тăрăшнă. Унпа юнашар яланах ăнланакан, юратакан, пулăшса пыракан мăшăрĕ Нина Ивановна пулнă. 46 çул пĕрле пурăннă вĕсем, кашни çĕнĕ юрра чĕре витĕр кăларнă. Поэтсемпе юнашар ларса 30-шар, 40-шер юрă çырни те пулнă. Çĕр варринче такси тытса, баян йăтса юрăçсем е поэтсем патне пĕрре мар кайнине аса илет кил хуçи хĕрарăмĕ. «Юрă юрласах пĕрлешнĕ ĕнтĕ иксĕмĕр. «Мичуринец» хуçалăхра хор йĕркелесе ятăмăр, район сцени çине 50-60 çын таран тухаттăмăр, – каласа парать Нина Ивановна. – Илья Романович эстрада юррисем çырма пуçласан вĕсем «Аксар» студи урлă питĕ анлă сарăлчĕç. Унăн юррисем кĕвĕрен пуçланатчĕç. Вĕсене халăх лайăх йышăннăран вара поэтсем хăйсен сăввисене илсе килетчĕç». Степановсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса \ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Илья Романович 2016 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Композиторăн пултарулăх еткерлĕхĕ тĕлĕнмелле пуян: вăл 4000 ытла юрă çырса хăварнă, вĕсенчен 1300-шĕ тĕрлĕ кĕнекере, хаçат-журналта кун çути курнă, 800-шне вăл пичете пама ĕлкĕрнĕ. Ыттисем вара нота альбомĕсенче упранаççĕ. Ентешĕсем унăн çутă сăнарне те, чуна тыткăнлакан юрри-кĕввине те асран кăлармаççĕ. Кушкă ялĕнче вăл пурăннă çурт çинче Ас тăвăм хăми уçнă. Çепĕçлĕхпе, ăшă тунсăхпа Илья Степанов кĕвĕленĕ юрăсем çепĕçлĕхпе, туйăмлăхпа, ăшă тунсăхпа уйрăлса тăраççĕ, пурнăçа юратнине сăнарлаççĕ, çавăнпа асра юлаççĕ те. Юрий Жуков композитор сумлă ĕçтешĕ пирки питех те ăшшăн аса илет: «Унăн юррисене халăх чăнах та юратать. Юрă мĕнле çуралать-ха? Вăл пурнăçа, çынсене юратнинчен пуçланать. Илья Романович çав тери кăмăллă, лайăх çынччĕ. Эпир, иксĕмĕр те пултарулăх ушкăнĕсемпе ĕçленĕ май, час-часах тĕл пулаттăмăрччĕ, юрăсем çинчен калаçаттăмăрччĕ. Ăна чăнласах халăх композиторĕ теме пулать, унăн юррисем килĕшӳллĕ янăраççĕ». Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер паллă ентешĕн пултарулăх тĕшшине акă мĕнре курать: «Илья Степанов пирки манăн юлташла юратса, хисеплесе «халăх композиторĕ» тесе калас килет, мĕншĕн тесен çынсем çав тери килĕштерсе юрлаççĕ вăл çырнă юрăсене. Сăмахран, «Çавра сĕтел йĕри-тавра» ятлине илер. Элĕк районĕнче пурăнакан Геннадий Белов сăвăçпа çырнă ăна вĕсем. Чăн-чăн халăх юрри пулса тăчĕ! Çавăн пек хайлав Илья Романовичăн çав тери нумай. Вăл çырнă япаласене упрама, вĕсемпе тĕрĕс усă курма пĕлесчĕ, çакă — калама çук пысăк пуянлăх». Юрий Семенович Илья Степанов юррипе çыхăннă пĕр пулăма аса илет. «Эпĕ ун чухне «Ялав» журнал редакцийĕнче ĕçлетĕп. Илья Романович «Шăнкăрав курăкĕ» ятлă çĕнĕ юрă илсе пычĕ, ăна пичетлесе кăлартăмăр. Сăмахĕсен авторĕ хамăр район çынниех, çамрăк поэт, Янкас ачи Вениамин Пехил. Вара Шупашкарта пурăнакан композиторсем шăв-шав çĕклерĕç. «Ку вырăс юррине çав тери хытă аса илтерет», – теççĕ кантурсенче нотăсене тĕрĕслесе ларакан ăслă çынсем. Хăйсен шухăшне вĕсем «Хыпар» хаçатра та пичетлесе кăларчĕç. «Мĕнле вара оригиналлă япала çырма пултарулăх çитереймен пирĕн авторсем?» – теççĕ. Поэтне те тиркесшĕн вĕсем, кĕвĕ çыракан композиторне те тĕккелесе илесшĕн. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн «Шăнкăрав курăкĕ» халăх юратакан юрă пулса тăчĕ. Кĕвĕллĕ хайлавăн шăпи çынсем мĕнле йышăннинчен килет. Эпĕ Илья Степановăн пултарулăхĕ халăхшăн мĕн тери хаклă пулнине халĕ те туйса тăратăп, савăнатăп, хĕпĕртетĕп». <...>

Роза ДЕМЕНЦОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.