Ял пурнăçĕ 3 (10387) № 29.01.2026
Пĕр вырăнта 40 çул ытла ĕçлет
Ольга Иванова Трак енри тĕп сыватмăшăн склад заведующийĕнче вăй хурать. Вăл ку тытăмра ĕçлеме пуçланăранпа 40 çул çитнĕ...
«Кун-çулăма куç умне кăларсан аннен хурлăхлă шăпи асăма килет. Пурнăçĕнчемĕн кăна тӳсме тивменши унăн? Апла пулин те хуçăлса ӳкмен, — калаçăва пуçларĕ Ольга Михайловна. — Вăл, Тусайра çуралса ӳснĕскер, Упи, Красноармейски шкулĕсенче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрринчи профессипе техника училищинче строитель профессине алла илнĕ. Аттепе вĕсем Шупашкарта паллашнă. Çамрăк мăшăр пĕр вăхăт Куйбышев хулинче пурăннă. Унтан Якут тăрăхне тухса кайнă, Мирный хулинче тĕпленнĕ». Кĕçех çемьере йĕкĕрешсем Ольгăпа Олег çĕр çине килнĕ. Анчах тухтăрсем арçын ачана çăлса хăварайман. Вăл йывăр чире пула пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Йĕпе çине сапа тенешкел çемьене пысăк тепĕр инкек пырса çапнă: кил хуçи çут тĕнчерен уйрăлнă. Вăл, геологра ĕçленĕскер, экспедици вăхăтĕнче ту çинчен йăтăнса аннă чул айне пулса ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. «Аттен вил тăпри çине кĕтмел чечекĕн çыххине хунине паян кун та ас тăватăп», — терĕ Ольга. Юлия Прокопьевна мăшăрĕ çĕре кĕрсен пилĕк çулти ачине тăван ялне илсе кайнă. Пĕчĕкскерне аппăшĕ Мария патне хăварнă. Вăхăт майĕпен шунă. Оля сакăр çул тултарсан Тусайри пуçламăш шкулта пĕлӳ пухма тытăннă. Упи шкулĕнче 4-мĕш класс вĕренсе пĕтерсен амăшĕпе иккĕшĕ Красноармейскине куçса кайнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ строительство организацине ĕçе вырнаçнă. Кĕçех Юлия Прокопьевна Чаканар ялĕнчи Артурпа пĕрлешнĕ. Арçыннăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, икĕ ывăлне Эдуардпа Владимира тăлăха хăварнă. Пурнăç йĕркеленсе кайнă темелле… Анчах пĕррехинче Артур республика тулашне ĕçлеме кайнă та каялла таврăнман: урăх хĕрарăм патĕнче хӳтлĕх тупнă. Юлия Прокопьевна унăн икĕ ывăлне пăрахман, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Эдуард И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкарта судмедэкспертра вăй хурать. Владимир Читара тымар янă. Томск патшалăх университечĕн физикăпа математика факультечĕн дипломне алла илнĕскер кун-çулне çарпа çыхăнтарнă. Вĕсем Юлия Прокопьевнăна хăйсене çын пулма пулăшнăшăн яланах чĕререн тав тăваççĕ. Ама çури амăшĕ 88 çулта çĕре кĕнĕ. Ывăлĕсем ун патне час-часах килсе çӳренĕ. Халĕ йăмăкĕпе Ольга Михайловнăпа тачă çыхăну тытаççĕ. …Ольга Красноармейски вăтам шкулĕ хыççăн Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ педколледжа вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен Шупашкарти РФ Шалти ĕçсен министерствин ача садĕнче вăй хунă. Унтан ăна çемьеллĕ пурнăç Трак ене илсе çитернĕ. Вăл 1985 çулта Хĕлеç каччипе Анатолий Ивановпа пĕр тĕвве пĕрлешнĕ. Ивановсем ывăлпа хĕр çуратса ӳстернĕ. Сергей Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренсе пĕтернĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра инженер профессине алла илнĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл ӳстереççĕ. Наташа пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьев патĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăсталăхне туптанă, унтан Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче бухгалтер-экономист специальноçне алла илнĕ хыççăн тĕп хулари пĕр предприятие ĕçе вырнаçнă. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Сергея çитĕнтереççĕ. <...>
Татьяна БОРИСОВА, общество корреспонденчĕ.
♦ ♦ ♦
Кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă
Çĕньял Карайри Василий Прокопьев 1942 çулта Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хӳтĕлеме тухса кайнă. Шел, тăватă ача ашшĕне фронтран таврăнма шăпа пӳрмен: хаяр пĕр çапăçура хыпарсăр çухалнă. Чылай çул иртсен ачисем паттăр салтак Харьков хули çывăхĕнчи çапăçура пуç хунине пĕлнĕ, тăванла масарта вил тăприне шыраса тупнă.
Вăрçă пуçланиччен Евдокия Петровнăпа Василий Прокопьевичăн çемйинче Мĕтри, Раис, Герман çуралнă. Ашшĕ фронта кайнă чухне амăшĕн варĕнче юлнă Валентин 1942 çулта çут тĕнчене килнĕ. Герман вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи йывăрлăхсемпе чăрмавсене сирсе малаллах талпăнма тăрăшнă. Вăл пĕчĕкрен çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Вăтам шкул хыççăн салтака кайнă. Служба кунĕсем тинĕс çар флотĕнче иртнĕ. Тăван тăрăха таврăннă хыççăн Шупашкарти çар комиссариатĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйнăран 1971 çулта Куйбышев хулинчи прапорщиксен шкулне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен çар комиссариатĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Герман Васильевич пулас мăшăрне Шупашкар хулинче тĕл пулнă. Галина Çĕрпӳ районĕнчи Шăнар ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ хуçалăхра трактористра ĕçленĕрен бронь илнĕ пулин те 1942 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Танкист пулнă. Хĕрӳ пĕр çапăçура Семен Терентьев йывăр аманнă. Юлташĕсем ăна çĕр айĕнчен чавса кăларнă. Вăл контузи илнĕ, тăнне çухатнă. Чылай вăхăт госпитальте сипленнĕ хыççăн 1946 çулта Семен Терентьевич тăван килне таврăннă. Кăкăр тулли орден-медальпе утакан салтака курсан урамра вылякан ачасем: «Хăш çурта кĕрет-ши?» — тесе сăнанă. Арçын Гальăсен енне пăрăннă. Ашшĕнчен виçĕ уйăхра тăрса юлнă хĕрача ун хыççăн чупнă… Нуша Гальăна пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнă. Амăшĕпе пĕрле уй-хирте çум çумланă, пучах пуç- тарнă, тырă вырнă, утă типĕтнĕ, кĕлте тунă, коксагыз тымарне кăкланă. Ашшĕ салтак тумне хывсан хуçалăхра тракторпа ĕçленĕ. Суранĕсем паманран вăл кайран лаша фермине куçнă, конюхра тăрăшнă. Семен Терентьева «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе чысланă. Галина Семеновнăпа Герман Васильевич 1963 çулта çемье çавăрнă. Ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Прокопьевсем 1991 çулта Çĕньял Карая таврăннă. Хăйсен вăйĕпе çурт, ытти хуралтă çĕкленĕ. Выльăхчĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă тытнă. 50 çул пĕрле пурăннă мăшăр ялта хисепре пулнă. Анчах телей те инкексĕр пулмасть иккен. Прокопьевсен хĕрĕ Оля тата мăнукĕ пĕр кунра сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă. «Шел, мăшăрăм та çут тĕнчере çук ĕнтĕ», — терĕ Галина Семеновна. Вăрçă ачи общество ĕçне те хастар хутшăнать. <...>
Галина ЕГОРОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕ
Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Пăрăнтăк ялĕнче пурăнакансемшĕн Çĕнĕ çул пысăк савăнăçпа тулчĕ: 21 çул каялла сӳннĕ культура вучахĕ çĕнĕрен ялкăшма тытăнчĕ. Халĕ ăна ял-йыш «Тĕл пулу çурчĕ» ят панă.
Çитес çул Пăрăнтăк клубне уçнăранпа 90 çул çитет. Çак тапхăрта кунта мĕнле кăна ĕç пулса иртмен-ши? Пăрăнтăксем, кӳршĕ ялсенче пурăнакансем концерт-спектакль, кинофильмсем пăхса савăннă. Календарьти праçниксен ячĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Колхоз пухăвĕсене те унтах ирттернĕ. Ĕлĕкрех суйлав участокĕ те клубрах вырнаçнă. Аслăрах ăрурисем Шупашкар артисчĕсен пултарулăхне ялтах курса савăнни пирки халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Пултаруллă купăсçă, маттур параппанçă В.Тимофеев уяв каçĕсенче ташлаттарнине епле манăçа кăларăн тата? Клубра комсомолла туйсем кĕрлеттернĕ. Туй халăхĕ: «Урай каштине хуçар-и?» — тесе ташлани паян та куç умĕнчех. Пăрăнтăк ялĕнчи пултарулăх ушкăнне тăван хуçалăхра тăрăшакан вунвун çамрăк çӳренĕ. Вĕсем хăйсен юрри-ташшине Мăн Шетмĕ ярмăрккисенче, Трак енри Акатуйсенче, Шупашкарти Ĕçпе юрă уявĕсенче кăтартнă. 2004 çулта клуба хупрĕç. Çакă ял çыннисен кăмăлне вăйлах пăсрĕ. Апла пулин те ял халăхĕ ăна юхăнтармарĕ. Юрра-ташша парăннă çынсемшĕн унăн алăкĕ ялан уçă пулнă. Çĕнĕ çул уявне çулленех Хĕл Мучипе, Юр пикепе кĕтсе илнĕ. Календарьти пысăк уявсене те кунта ирттернĕ. Анчах темшĕн ертӳçĕсем пĕр пуху та, Пĕрлехи информаци кунĕн мероприятине те пирĕн патра йĕркелемерĕç… Ял хастарĕсем кану çуртне çĕнĕрен чĕртсе тăратас тĕллевпе Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов патĕнче пулчĕç. Павел Юрьевич ырă кăна сунчĕ. Пуçланчĕ вара пысăк ĕç. Виçĕ уйăх канмалли кунсене пăхмасăр тăрăшрăмăр. Чылай ĕçе общество ĕçĕн хастарĕсем Елена Максимовăпа Александр Филиппов йĕркелесе пычĕç. Ял халăхĕ укçа-тенкĕпе, строительство материалĕсемпе, сĕнӳ-канашпа пулăшрĕ. Çамрăк чухне клубра юрласа-ташласа ӳснĕ, халĕ аякра тĕпленнисем укçа куçарса пачĕç. Чăвашсен ниме мелĕпе вăй хутăмăр. Пĕр çын та аякра тăрса юлмарĕ. Халĕ Пăрăнтăкри Тĕл пулу çурчĕ илемлĕн курăнса ларать. Александр Исаков купаланă икĕ кăмака ăна ăшăтса тăрать. Яланах уçă вăл, канмалли кунсенче ташă каçĕсем иртеççĕ. <...>
Галина ТИХОНОВА. Пăрăнтăк ялĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











