Тантăш 3 (4972) № 29.01.2026
Тĕрĕ тĕрлет чиперук
Чăваш çемйин тĕп тĕллевĕ авалтан ача-пăча пăхса ӳстересси пулнă. Арçын ачасемпе хĕрачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. Ку кашни çемьерех тĕп вырăн йышăннă. Сĕтел çӳллĕш ӳссенех ачисене ана пуçĕ уйăрса панă чăваш, тыррине вырма вара уйăх çутипе илсе тухнă. Уйрăмах ал ĕçне малти вырăна хунă. Арçын ачасене хăма каскалама, пăта çапма, хĕрачасене çыхма, çĕлеме, тĕрлеме, çăм арлама хăнăхтарнă. Качча кайма хĕрĕн тупра хатĕрлемелле пулнă. Çитĕннĕ хĕр-упраç улах ларма çӳренĕ. Ку йăла, паллах, аякра тăрса юлнă пулин те чăваш тĕрри пурăнать-ха. Пурăнать кăна мар, юлашки вăхăтра республикăра çĕкленсе, вăй илсе те пырать, Раççей Федерацийĕнче пурăнакан пур халăха та пĕрлештерет.
ÇĔВĔ ÇУМНЕ ÇĔВĔ ХУШĂНАТЬ
Авалхи ырă йăла-йĕркене шута илсе хăш-пĕр чăваш çемйинче чăваш тĕррипе кăсăкланакан халĕ те нумай. Республикăра ку енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркелекенсем, кружок ертсе пыракансем те пур. Шупашкарти 60-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Надежда Кузнецова шăпах чи ăста тĕрĕçĕсенчен пĕри. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Русь мастеровая», «Пурăн, чăваш тĕрри!» республика тата хула шайĕнчи нумай-нумай конкурсра мала тухнă, Чăваш Республикин халăх ӳнер промыслисен ăстин ятне тивĕçнĕ. Раççей картти çинчи Чăваш Ене шăпах вăл тĕрленĕччĕ. Надежда Михайловна ертсе пыракан класра вĕренекенсем те вăл йĕркеленĕ «Асамлă тĕрĕ» клубра тата «Тĕрĕ тĕнчи» кружокра ăсталăхне туптаса Раççей, республика, хула шайĕнчи тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçисем пулса тăнă. Надежда Кузнецова 2020 çултанпа Чăваш наци библиотекинче «Асамлă тĕрĕ» клуба ертсе пырать. Ăна вăл Евгения Жачева тĕрĕçĕ хыççăн малалла тăсма тĕв тунă. Клуба тĕрлĕ ӳсĕмрисем çӳреççĕ: аслă çултисем те, шкул ачисем те. Малтан вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăра чăваш эрешĕсене тĕрлеме вĕрентнĕ. 2012 çултанпа 60-мĕш шкулта «Тĕрĕ тĕнчи» кружок ертсе пырать. Унта ытларах кĕçĕн классем çӳреççĕ. Малтан ачасемпе тĕрре ӳкереççĕ, кайран сăрласа илемлетеççĕ. Чăваш тĕрри вуланни çинчен пурте пĕлеççĕ. Апла унăн çĕввисем хăйне евĕр алфавит пек. Çĕвĕ çумне çĕвĕ хушăнса сăмах çырма хăнăхнăн кунта çӳрекен ачасем малтан ансат япаласем эрешлеççĕ, пĕчĕккĕн ӳссе пыраççĕ. Ăста вĕрентекен тăрăшнипе алла йĕппе çип тытса курманнисем те тĕрĕ асамлăхне путаççĕ.
«ЧĂВАШ ПУЛНИШĔН САВĂНАТĂП!»
Асăннă шкулта пĕлӳ пухакан Александра Филиппова пĕрремĕш класранпах тĕрлет. Тĕрĕ-эреш вăрттăнлăхне Шупашкарти 65-мĕш шкула уява кайсан пĕр ăсталăх класĕнче ăнсăртран вĕреннĕ вăл. Çакăнтан пуçланнă та тĕрĕпе кăсăкланасси. Нумаях пулмасть пысăк салтак тутри ӳяшăн çурăмĕ çине çакмаллиº тĕрлесе грант проектĕнче çĕнтернĕ. Ăста алăллăскер республика шайĕнчи «Наци тĕрри — халăх мăнаçлăхĕ» фестиваль-конкурсра 1 степень дипломне тивĕçнĕ. Çавăн пекех чăвашла, вырăсла сăвă вулама ăста. Шăпах ыран, Чăваш наци библиотекинче иртекен Лидия Филиппова журналистăн, çыравçăн «Çеçпĕл йĕрĕпе» кĕнекин презентацийĕнче, Çеçпĕл Мишшине халалласа Николай Шелепин сăввине шăрантарĕ Александра. Унăн пуласлăхĕ пысăк. Хулара пурăнать пулин те таса чăвашла калаçма вĕренесшĕн хĕрача. «Чăваш тĕрри кăткăс, анчах та калама çук илемлĕ. Ун пекки тата хăш халăхăн пур-ши? Ку пирĕн чи пысăк пуянлăхсенчен пĕри. Чăваш тумне тăхăнсан сăнпит çуталать, тухья пушшех илем кӳрет. Эпĕ чăваш пулнишĕн савăнатăп», — мăнаçланса та хавхаланса калаçрĕ 5-мĕш класра пĕлӳ пухакан Александра.
ВĔРЕНТЕКЕН ВАЛЛИ — ПЫСĂК ПАРНЕ
Надежда Михайловнăн вĕренекенĕсем чăваш тĕррине хăвăрт ăша хываççĕ. Алла йĕппе çип те тытса курманскерсем мĕн пур кăткăслăха вĕренсе çитсе кĕçĕн классенчех республика шайĕнчи конкурс-фестивальте палăраççĕ. Акă Ксения Александрова, Таисия Михайлова, Анна Саманова «Упра мана, ман талисман» конкурсра çĕнтернĕ. Хĕрачасем ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли открыткăсем тĕрленĕ, мăйран çакмалли тĕрĕллĕ минтер-управçăсем хатĕрленĕ. «Тĕрĕ тĕнчи» кружока çӳрекен Анна Ананьева виçĕ çул каялла республика шайĕнчи «Юратнă учителе — парне» конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хĕрача хăйĕн вĕрентекенĕ Надежда Кузнецова валли чăваш кĕпи тĕрленĕ. «Ку маншăн калама çук пысăк, кĕтмен парне пулчĕ. Çакăн пек ăстасем çитĕннишĕн чунăм хĕпĕртет. Ылтăн алăллăскерсене, вĕсен ĕçĕсене курса савăнатăп. Пирĕн Чăваш çĕрĕ мĕн авалтан çĕр пин сăмахпа, çĕр пин юрăпа, çĕр пин тĕрĕ-эрешпе пуян пулнă. Çакă ламран лама куçса пытăрччĕ», — терĕ паллă ал ăсти. <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











