Хресчен сасси 3 (3092) № 28.01.2026
«Мана килĕшет»
Республикăн «Агро-100» клубĕнче «Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ 2024 çулшăн 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çак ӳсĕмре коллектив, çав шутра Николай Ефремов механизатор, тӳпи те пысăк.
Ăна филиала кайсан юсав корпусĕнче тĕл пултăм. Вăл 2012 çултанпа «Çĕрпӳ беконне» тырă пухса кĕртме çеç пулăшнă, 2016 çултанпа вара кунта ĕçлет. Тыр-пула пĕлтĕр мĕнле пăхса çитĕнтернипе кăсăклантăм.
— Çуркунне «Туман-3» машинăпа кĕрхи культурăсен калчине минерал удобренийĕпе апатлантарма хутшăнтăм, ун хыççăн ака комплексĕпе çурхи тырă вăрлăхне варăнтартăм, кĕрхи-çурхисен калчине сăтăрçăсемпе çум курăкран хӳтĕлеме хими препарачĕ сапрăм тата иккĕмĕш хут апатлантартăм. Çулла комбайна вырмана тухма хатĕрленĕ хыççăн культурăсене пухса кĕртрĕмĕр. Кĕрхи тырă вăрлăхне акрăм, çĕртме турăм, — пĕлтерчĕ Н.Ефремов.
— Çурла уйăхĕнче çумăр çусах тăчĕ — комбайнерсене вырма чăрмантарчĕ. Йывăрлăхран мĕнле тухрăр? — кăсăклантăм эпĕ.
— Пĕлĕт айĕнчен хĕвел пăхса пучаха типĕтессе кĕтме тиврĕ. Владимир Петров агроном раципе хускалма хушсанах комбайнсене вырăнтан тапратрăмăр, каçхине нӳрĕк виçи пысăкланнине пĕлтерсенех чартăмăр. Вăл уйра механизаторсене ертсе пырать. Техникăпа мĕнле хăвăртлăхпа пырса вырмаллине, ку ĕç технологине аса илтерсех тăрать. Ăна уйри мĕн пур комбайнер харăсах илтет. Тыррăн пысăк пайне çанталăк типĕ тăнă чухнех пухса кĕртрĕмĕр, обществăн республикăри çĕрĕнчен вăтамран 50-шар ц пуçтарса илтĕмĕр. Килес çул çурхисене акма пĕтĕм çĕре тикĕс сухаларăмăр. Агрономсем шăйрăк, ытти кăлтăк-калтăк хăварасран тĕрĕслесех тăчĕç, — аса илчĕ Николай Вениаминович.
Çурхи тата кĕрхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнакансене кунне икĕ хут апат çитернĕ, коллектив членĕсене производствăра çулла-хĕлле тăхăнмалли тумтирпе çуллен тивĕçтереççĕ. Юсав корпусĕнче хĕлле ăшă, çăвăнса тасалмалли пӳлĕм пур. Ĕçлекенсене пысăк шалу тӳлеççĕ. Çавăнпа Николайпа мăшăрĕ кăмăллă, вăл хĕрачине ашшĕпе пĕрле комбайнпа ĕçлеме ирĕк панă, Юля 10 отпускра комбайнер пулăшуçи пулнă. — Мана уйра тракторпа е комбайнпа ĕçлеме килĕшет. Филиал ман килтен инçе мар. Шалу илессишĕн инçете каймастăп. Константин тата Вячеслав Илларионовсем, Гурий Константинов, Дмитрий Романов, Сергей Федоров, ытти механизатор пĕрле туслă ĕçлетпĕр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Вăй тапсах тăтăр»
ЧР Агропромышленноç комплексне 2030 çулччен аталантармалли стратегин кăçалхи тĕллевĕсене палăртнă чухне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăмлана пысăк тимлĕх уйăрассине тепре çирĕплетрĕ.
Унăн производствинче Куславккасем те пысăк опыт пухнă. Унпа «Волга» совхоз парткомĕн секретарĕнче ĕçленĕ Нина Иванова паллаштарать:
— Хуçалăхра хăмла 195 гектарччĕ. Район Атăл хĕрринчи çырмаллă çĕрте вырнаçнăран, паха тăпра унта юхса тăнăран тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем пысăк тухăç параймастчĕç, «симĕс ылтăн» вара лайăх пулатчĕ. Ăна çĕртме-утă уйăхĕсенче Энĕш шывĕпе икĕ-виçĕ хут та шăварнă. Шыва насуспа уçланă, кашни йăрана çитиччен пăрăх тăснă, культурăна нӳрĕкпе лайăх тивĕçтернĕ. Сăтăрçăсене пĕтерме хими препарачĕ вăхăтра сапнă. 1989 çулта кашни гектартан вăтамран 19 ц типĕ хăмла тухнине ас тăватăп. Пĕр звено 1968 çулта — 24-шар ц, 1966-1970 çулсенче 20-шер ц таран пухса кĕртни паллă.
Хăмла участокне 1970 çулсенче — Изосим Макаров, каярахпа Аркадий Ларионов агрономсем ертсе пынă. Пирĕн хăмлаçăсем республикăра та чапа тухнине палăртас килет. Производствăна тата тухăçа çуллен ӳстернĕшĕн звеносен бригадирĕсене Антонина Зуевăна тата Павел Шоркова Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне пачĕç. Мария Айдаровăпа Нина Макарова бригадисен ĕç кăтартăвĕ те лайăхчĕ. Кашни çемьене вăтамран 1,1 га хăмла лаптăкĕ тивнĕ, ашшĕ-амăшĕпе ачисем шпагат тавра явкаланса çитĕннĕ авăра шпалертан антарса трактор тележкине тиенĕ, пучах татмалли комлекса леçнĕ. «ЧХ-4» комбайн тата сушилка виççĕччĕ — Елчĕкре, Аманикра, Хурамалта. Юлашкинче пучаха пресласа сутма хатĕрленĕ. 1983 çулта хуçалăхран 173 тонна тиесе янине пĕлетĕп. Халĕ округра 1 кг та туса илмеççĕ-ха. «Волга» «Аниш» совхозпа ăмăртатчĕ, унран иртессишĕн органика удобренийĕ тырă пуссине мар, хăмла пахчине турттарнă. Совхоз директорĕ Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă Петр Михайловччĕ. Хуçалăх тилхепине 1981 çулта унпа пĕрле тытрăмăр, совхоз çулталăка 780 пин тенкĕлĕх тăкакпа вĕçленине пĕлтĕмĕр. Çапла ĕçлеме юраманнине эпир лайăх ăнланнă. Коллективра йĕркене пăсакансем йышлăччĕ — мĕн тумалла? Дисциплинăна çирĕплетрĕмĕр, кашни ĕçе вăхăтра тата паха тума пуçларăмăр. Культурăна агротехнологие тĕпе хурса пăхрăмăр, маларахринчен продукци чылай ытларах пухса кĕртрĕмĕр, тупăш нумайрах турăмăр. 99 пин тенкĕлĕх илтĕмĕр, пĕтĕм тăкака саплаштартăмăр. Эпĕ питĕ савăннăччĕ. Каярахпа çулталăкра 1 млн тенкĕ таран тума пуçларăмăр. Ĕçлекенсене кашни уйăхра шалу, преми, 13-мĕш ĕç укçи патăмăр.
1997 çулта совхозран ял хуçалăх производство кооперативĕ туса хучĕç. Хăмлана сутайман пирки пахчасене пĕтерчĕç. Шпалер юписене тӳнтернĕ, çĕр-çĕр метр пралука татса антарнă чухне чутах чĕре çурăлатчĕ! Аркатнине курас мар тесе пахча енне пăхмасăр иртеттĕм. Паллах, эпир, хăмлаçăсем, отрасле аталантарассишĕн тăвакан ĕçсемшĕн Чăваш Ен Правительствине мухтатпăр. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама вăй тапсах тăтăр! <...>
Михаил СЕРЕГИН.
♦ ♦ ♦
Хăй хаклăха епле пĕчĕклетнĕ?
Совет тапхăрĕнчи хуçалăх расчечĕн меслечĕсене хальхи рынок экономикинче асăрхатпăр. «Лапсарская» фабрикăна 1988 çултанпа ертсе пынă Геннадий Семенов 60 çул каялла пуçарса янă хуçалăх расчетне мĕнле ĕçе кĕртнĕ?
— Ăна пурнăçа кĕртес ыйтăва малтан хамăн çумпа Геннадий Комаров экономистпа, Вăрнар районĕнче çуралнăскерпе, пĕрле тишкертĕмĕр. Вăл хуçалăх расчечĕпе паллаштаракан информацие тĕпчерĕ, фабрикăра унпа килĕшӳллĕн епле ĕçлемеллине уçăмлатрĕ. Производствăпа укçа-тенкĕ çаврăнăшне йĕркелесе пымалли плана хуçалăх расчечĕн тĕллевĕсемпе çыхăнтартăмăр, часах ăна тĕпе хурса пурнăçлама тытăнтăмăр. Çак çулпа малалла кайса чылай ыйтăва татса пама тиврĕ. Тĕслĕхрен, продукцин хăй хаклăхĕнче чăх апачĕн хакĕн тӳпи 70-75% йышăнатчĕ, ытти — электроэнергин, газăн, шывăн тата тĕрлĕ тăкакăн. Ăна пĕчĕклетессишĕн мĕн турăмăр? Малтан — армансем. Вĕсемпе тырă авăртса, кирлĕ чĕр тавар туянса комбикорм хамăрах хатĕрлерĕмĕр — хăй хаклăха пĕчĕклетрĕмĕр. Ĕне выльăх валли те предприятирех апат хатĕрлесе сĕтĕн хăй хаклăхне чакартăмăр. Мĕнле? Çу каçиччен нумай çул çитĕнекен курăка виçĕ хут çулса утă хатĕрленĕ, унран сенаж тата утă хывнă, çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 6480 кг сĕт сунă. Курăка торфпа тислĕк хутăшĕпе çуллен апатлантарнă. Куллен кашни ĕнене кăшман 25 кг таран панă, улăм çитермен. Фабрика комбикорм туяннă тăк апат хăй хаклăхĕ ӳсетчĕ. Агрегатпа люцернăна вĕтетсе-типĕтсе 850 тонна таран витамин çăнăхĕ хатĕрленĕ, ăна чăхха çитернĕ. Каллех апат хăй хаклăхне чакарнă. Вилнĕ чăхран, ваннă çăмарта хуппинчен те çăнăх тунă, ăна та çитернĕ. Пĕлтĕр Патăрьел округĕнчи предприятире çăмартаран меланж туса кăларни çинчен пĕлтерчĕç, ăна кондитерсемпе çăкăр пĕçерекенсем туянаççĕ. Эпир те хатĕрлесе сутнă. Малтан шыв Шупашкартан илсе тăнă та — хăй хаклăхĕ пысăкчĕ, пĕчĕклетессишĕн фабрикăра çĕре пăраласа 4 çăл тутартăмăр. Шыв башньăсенчен илме тытăнсанах хăй хаклăх чакрĕ. 24 корпусри лампăсене ирхине çутассине, каçхине сӳнтерессине автомат йĕркелеме тытăнсан та электричествăна перекетлерĕмĕр. Германирен ĕрчетме чăхсен «Хăмăр ломан», ĕнесен голштин ăрачĕсене фабрикăна кӳрсе продуктивлăха ӳстертĕмĕр. Çав проектсене пурнăçласан продукци рентабельноçĕ 45-50% таран хăпарчĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Темиçе ĕмĕр — пĕрле
Шăмăршă районĕнчи Патирек ялĕнче çуралнă Вадим Севрюгин Палтиел шкулĕнче мишерсемпе тата ирçесемпе пĕр класра вĕренсе аттестат илнĕ.
Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен дипломпа таврăнсан вĕсемпе пĕрле ĕçленĕ, нумай çул туслă пурăнаççĕ. — Мишерсемпе чăвашсен шучĕ Палтиелте те, класра та пĕр пек йышлăччĕ, халĕ мишерсем ытларах, чăвашсем сахалрах, ирçесем нумай мар. Пире тата мишерсене тăван чĕлхене 10- мĕш класс пĕтеричченех вĕрентрĕç. Манăн çуралнă ялта вырăссем, мишерсем тата чăвашсем пурăнаççĕ. Унта вырăс шкулĕччĕ, чăвашпа тутар чĕлхисене вĕрентместчĕç. Мишерсемпе ачаран хутшăннăран тăванла халăх чĕлхипе калаçса ӳсрĕм. Вĕсем чăвашла лайăх пĕлеççĕ. Хăш-пĕр чухне çын калаçнинчен уйăраймастăп: те чăваш, те мишер вăл. Ку тăрăхра эпĕ çеç мар, ытти чăваш та мишерле калаçать, — каласа пачĕ Вадим Петрович. Палтиелте мечĕт тата чиркӳ пур. Пĕрремĕшне совет влаçĕ тĕн конфессийĕсене хĕснĕ чухне те хупман, чиркĕве хупнă — чăвашсен правине катертнĕ, храмран икĕ хутлă шкул тунă. 1990 çулсенче ăна реконструкцилесе çĕнĕрен уçнă, унтанпа чăвашсемпе ирçесем христиан тĕнĕн йĕркине тытса пурăнаççĕ. Чăваш хĕрĕ — мишере, мишер хĕрĕ чăваша качча тухнă тĕслĕхсем ĕлĕк те пулнă, халĕ те пур. Ачасем шкулта пĕрле вĕренеççĕ, çамрăксем каçсерен клубра пухăнаççĕ — юрату туслăхран çуралать. Кунти кашни халăх çыннисем хăйсен йăли-йĕркине тытса пурăнаççĕ. Чăвашсем, мишерсем, ирçесем ÕVI ĕмĕрте Палтиел вырăнĕнче юнашарах, анчах хăйсен уйрăм ялĕсенче пурăннă, каярахпа пĕрлешнĕ, 1860 çул тĕлне пĕр ял пулса тăнă. Виçĕ чĕлхепе пупленĕрен вырăсла ăна — «Трехбалтаево», чăвашла «Палтиел» ятсем панă. 1930 çулсенче кашни хăйĕн колхозне тунă, анчах вăл тӳрех ырлăх кӳрейменрен чылайăшĕ унтан тухса харпăр хăйĕн хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăннă. Аслă Çĕнтерӳ хыççăн вара пĕр хуçалăха пĕрлешнĕ. Палтиелсем «Мир» колхоза аталантарнине, производствăпа социаллă пурнăç обьекчĕсем ªклуб, икĕ хутлă шкул, библиотека, фермăсем, техника паркĕ…º тунине манмаççĕ. Вĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр районта чи пысăкки пулнă — 2800 га, колхозра 600-700-ĕн ĕçленĕ. 1980 çулсенче Палтиелте 1200 ытла çын пурăннă. Юлашки çулсенче кашни урамра çул, ĕçмелли паха шыв пăрăхĕ хывнă. Палтиелтен тухнă чи паллă чăвашсенчен пĕри — Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Уруков. Чăваш чĕлхин тĕпчевçи Тимофей Матвеев та кунта çуралнă. Округа газпа тивĕçтерекен уйрăм ертӳçи, ЧР АПК ветеранĕсен союзĕн членĕ Асхать Хакимов та Палтиелте çитĕннĕ. <...>
Михаил СЕРГЕЕВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











