Комментировать

23 Янв, 2026

Хыпар 24 (28419) № 23.01.2026

«Тĕллевсене пурнăçлама ăнтăлсан çитĕнÿ пулатех»

«Хамăн бизнеса çăмăлах мар тапхăрта — 1993 çулта — пуçарса ятăм. Пирĕн çĕршыв рынок экономикин тапхăрĕн улшăнăвĕсене хăнăхма çеç пуçланăччĕ-ха. Çав вăхăта паян эпĕ тав туса аса илетĕп. Шăпах ун чухне çакна ăнлантăм: мĕн те пулин тăвас-ĕçлес кăмăл пур тăк — ун валли кирек мĕнле лару-тăрура та, çав шутрах экономика кризисĕн условийĕсенче те, майсем тупма пулать», — каласа кăтартать Канаш округĕнчи тăрăшуллă фермер Алексей Макаров.

Тăван çĕр туртăмĕ

Паллах, çакнашкал «уроксем» йĕр хăвармасăр иртмен. Алексей Николаевич хăй йĕркеленĕ хуçалăха ăнăçлăн ертсе пырать, йывăр лару-тăрура çухалса каймасть, чăрмавсемпе кăткăслăхсене çĕнтерсе малаллах ăнтăлать. Унăн ĕçченлĕхĕ, пуçарулăхĕ, вăр-варлăхĕ, нихăçан та пуç усманни — ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх. «Ăçта çуралса ӳснĕ — çавăнтах кирлĕ пулнă», — çак каларăш Алексей Макарова та пырса тивет. Вăл, Канаш тăрăхĕнчи Ухман ялĕнче кун çути курнăскер, çĕр ĕçне мĕн пĕчĕкрен пĕлсе çитĕннĕ. Мускаври совхоз-техникумра механика вĕреннĕскерĕн тĕп хуларах юлма майсем пулнă, çапах каччă каялла таврăннă. «Тăван çĕр хăй патнеллех туртать», — тет Алексей Николаевич. 8 çул предпринимательте тăрăшнă вăл. 2005 çулта фермер хуçалăхне йĕркелесенех выльăхчĕрлĕх ĕрчетесси пирки шухăшлама пуçланă. Бизнес-план хатĕрленĕ, 2017 çулта выльăх ĕрчетекен çемье ферми тума паракан гранта çĕнсе илнĕ. Çав укçапа çĕнĕ трактор, ял хуçалăх оборудованийĕ туяннă, çĕнĕ ферма хăпартнă, ăратлă ĕнесем илсе килнĕ. Хальхи йышши сĕт-çу оборудованийĕ, тислĕк кăларакан транспортер вырнаçтарнăран, выльăх апатне ятарлă техника валеçнĕрен алă вĕççĕн пурнăçламалли ĕç нумай теме çук. Пĕлтĕр фермер Ăвăспӳрт Кипеч ял тăрăхĕнчи фермăна туяннă. Хальхи вăхăтра хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 306 пуç, çав шутран 112-шĕ — сăваканнисем. Пĕр ĕнерен сĕт суса илес енĕпе хуçалăх Канаш округĕнче яланах малтисен шутĕнче. Чи пĕлтерĕшли — ХФХ ертӳçи ялта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени. Алексей Николаевич хуçалăхра вăй хуракансене шалăва вăхăтра парать, ытти енĕпе те хавхалантарма тăрăшать. Ӳркенменнисене, тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçлаканнисене округ администрацийĕн, тĕрлĕ министерствăн Хисеп хутне, Тав çырăвне парса чыслаççĕ. Выльăх валли хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем хăйсемех апат хатĕрлеççĕ. Алексей Макаров Канаш тата Тăвай округĕсенчи тара илнĕ 1170 гектар çĕрпе усă курать. Тулă, урпа, нумай çул ӳсекен курăк, куккурус, хĕвел çаврăнăш акса-лартса çитĕнтереççĕ. Утă, сенаж кашни çулах çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Алексей Николаевич ял хуçалăх культурисене çитĕнтермелли технологисене çирĕп пăхăнать. Элита вăрлăхпа, минерал удобренийĕпе усă курсан тухăç та лайăх пулнине палăртать. Патшалăх пулăшăвĕпе тата хăйсен укçипе илнĕ техника уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатать те, çăмăллатать те. Пĕлтĕр 28 миллион та 500 пин тенкĕлĕх туяннă. Вĕсенчен чи пысăкки — тырă пухса кĕртекен комбайн. Кăшт маларах куккурус акмалли сеялка, культиватор, выльăх апачĕ хатĕрлемелли агрегат илнĕ. «Пысăк хăватлă техника туянма тăрăшатпăр, çапла майпа алă вĕççĕн пурнăçламалли ĕç чакать. Мероприятисене час-часах хутшăнатпăр, тĕрлĕ çĕре çитсе килетпĕр. Хамăра кăсăклантаракан япала курсан тĕплĕнрех ыйтса пĕлетпĕр. Паха опытпа хамăр патра усă курма тăрăшатпăр», — ăнлантарать Алексей Макаров. Сăмах май, вăл выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратать, килĕнче лаша, ăратлă сурăх, сысна усрать. «Çакă маншăн — чун киленĕçĕ», — тет фермер. Çулсене пăхса тăраççĕ Алексей Макаровăн хресчен-фермер хуçалăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр тĕллеве те пурнăçа кĕртет — вăл автомобиль çулĕсене пăхса-тасатса-юсаса тăрать. Малтан ял тăрăхĕсенчисемпе çеç ĕçленĕ, халĕ — республика шайĕнчисемпе те. Автоçулсен юсавĕпе çыхăннă патшалăх тата муниципалитет контракчĕсене пурнăçлать. Канаш, Тăвай, Йĕпреç округĕсенчи çулсен пысăк пайне пăхса тăраççĕ. Халĕ, хĕллехи вăхăтра, вĕсене юртан тасатаççĕ. Кăçал, пĕлетпĕр ĕнтĕ, вăл питĕ нумай, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен виçĕ хут ытларах. Ĕçченсем ир-ирех ĕçе пуçăнаççĕ. Юр çусах тăракан кунсенче талăкĕпех вăй хураççĕ. Çулсене тăварпа хутăштарнă хăйăр сапаççĕ. Компанин асфальт-бетон завочĕ пур. Автопарк пуян: 15 самосвал, 3 автогрейдер, 15 трактор, асфальт хумалли техника, çул-йĕр катокĕ тата ыттисем. Автоçулсене пăхса тăнипе, юсанипе пĕрлех çĕннисене те тăваççĕ. «Эпир çăмăл ĕç шырамастпăр. Мĕн тăвассине малтанах тĕплĕн планлани умри тĕллевсене пурнăçлама май парать», — ăнăçу вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ фермер. Компанире вăй хуракансем хăйсен ертӳçи питĕ тăрăшуллă пулнине палăртрĕç. «Алексей Николаевич çынсене ăнланать. Кирлĕ пулсан ĕçлеме те вĕрентет. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă вăл: наставник та, механизатор та, ăста ертӳçĕ те», — палăртрĕ Любовь Михайлова ХФХ ертӳçин çумĕ. Фермер ыр кăмăллăха та хастар хутшăнать. «Паянхи кун хăйне хисеплекен пĕр предприниматель те кунашкал ĕçрен айккинче юлмасть ахăртнех. Эпир ĕçтешсемпе «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акцие яланах хутшăнатпăр. Контракт çырнă тата ятарлă çар операцийĕнче çĕршыва хӳтĕлекен ентешсене пулăшатпăр. Ку — пирĕн таса тивĕç», — палăртрĕ Алексей Макаров. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Руль умне ларса – ывăлĕ патне

Пирĕн хушăра вутра та çунман, шывра та путман правур хĕрарăмсем пур. Турă пиллĕхĕ çапла ĕнтĕ вĕсен. Çав тери пысăк чĕреллĕ амăшĕпе — Елчĕк тăрăхĕнчи Галина Николаевăпа — инçе çула тухсан паллашнăччĕ.

— Галина Ивановна, Ладога кӳллин çурçĕр енче вырнаçнă Валаам утравĕ çине, инçете, кайма мĕн хистерĕ?

— Каяс кун çитичченех иккĕленсе тăтăм. Каялла таврăнсан вара чун ыйтнине тивĕçтернĕшĕн пĕртте ӳкĕнмерĕм. Сăваплă вырăнсене çитни, чунпа тасални, Аслă Турăран ачасене тĕрĕс çулпа илсе çӳреме йăлăнни, Таса Турă Амăшĕнчен пулăшу ыйтни, ырă шухăшсемпе таврăнни чуна лăпкăлăх кӳрет.

— Эсир Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче ачасене 43 çул вырăс чĕлхипе литератури вĕрентетĕр. Çак çула суйлани мĕнпе çыхăннă?

— Уралтан Чăваш Ене пирĕн çемье эпĕ 11 çулта чухне куçса килчĕ. Челябинск облаçĕнчи Магнитогорск хулинче 1961 çулта çуралнă эпĕ. Атте — Вăрнар каччи, анне Елчĕк хĕрĕ пулнă. Вĕсене çамрăк чухне, тин çеç професси илнĕ специалистсене, çав тăрăха ĕçлеме янă. Аннепе атте унта паллашса çемье çавăрнă. Анне чирленĕрен тухтăрсем ăна климат улăштарма сĕннĕ. Çапла Елчĕкре, Ĕнелте пурăнма пуçларăмăр. Ялти шкула кайрăм. Чăвашла пĕр сăмах та пĕлместĕмччĕ. Ачасем манран «вырăс» тесе кулатчĕç. Ăна та ăнланмастăмччĕ-ха, кӳренеттĕмччĕ. Пурпĕрех чăвашла калаçма вĕрентĕм. Пур предмета та юратса ăса хывнă эпĕ, лайăх вĕреннĕ. Ун чухне учитель ĕçĕ сумлăччĕ, çавăнпа çак çула суйларăм пуль.

— Çемье çавăрса ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ эсир. Тĕпренчĕкĕрсем сирĕн çула суйларĕç-и?

— Саша медицинăна кăмăлларĕ, Канашри медколледжран вĕренсе тухрĕ. Тамара И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлӳ илчĕ. Мăнуксем парнелерĕç.

— Ачасем çумра чухне, мăнуксен сасси кил-çурта тултарсан аван-çке.

— Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă çул çулла Саша контракт çырса аллине пăшал тытрĕ. «Эсĕ манăн пĕртен-пĕр ывăл, хам та çамрăк мар. Тен, каймастăн?» — ӳкĕтлерĕм Сашăна. «Анне, шухăша улăштармастăп. Эпĕ мар пулсан — кам?» — татăклăн каларĕ вăл. Çапла ăсатса ятăмăр. Ялтан СВОна каякан пĕрремĕш çын пулчĕ. «Ултă уйăхран таврăнатăп вĕт, ан кулянăр», — терĕ. Анчах лару-тăру улшăнчĕ, эпир шухăшланă пек пулмарĕ. Ывăлăм çак çула суйланăшăн ӳкĕннине нихăçан та каламасть. Пĕлетĕп, ăнланатăп, питĕ йывăр вĕсене.

— Аслă Турă упратăр ывăлăмăрсене…

— Манăн ачасене кукамăшĕ (анне Тамара Александровна чиркĕве çӳретчĕ) кĕлĕсене, 90-мĕш псалома вĕрентнĕ. Саша ăна пăхмасăр пĕлет. Хăйĕн çумĕнче яланах хĕрес пулнă унăн, халĕ те çаплах. Георгий Çĕнтерӳçĕн турăшне тата ытти çветтуйăнне те çумра чиксе çӳренине калать. Пĕррехинче çапăçу хирĕнче снаряд ванчăкĕ унăн мăйне, хăлхине, пит çăмартине лексе шăйăрттарнă чухне хĕрес çакнă вăчăрине татнă. Вăчăра çухалнă, анчах хĕресне Саша тупнă. 90-мĕш псалом çырнă пиçиххие вăл ӳт çумĕнчен нихăçан та салтманнине калать. Йывăр условисенче тăварлă тарпа çийĕнсе пĕтнĕскере отпуска килсен чиркĕве кайса çĕннипе улăштарса çыхрĕ.

— Галина Ивановна, тĕлĕнетĕп сирĕнтен. Çирĕп кăмăллă, пуç усман чăваш хĕрарăмĕ эсир. Килти хуçалăха тытса пыратăр. Çав вăхăтрах руль умне те ларатăр.

— Пурнăç хăй çавăн патне илсе çитерет. Çамрăкла мар, 14 çул каялла вĕренсе праваллă пултăм. Шкула та çăмăл машинăпа çӳретĕп халĕ. Унсăрăн мĕнле-ха? Пĕлӳ çурчĕ çывăхра мар. Шупашкара та хамăн машинăпа çул тытатăп. Унта çеç мар, ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнсене виçĕ хутчен кайса килтĕм. Пĕрремĕшĕнче Сашăна отпуска илсе килме çула хĕрачапа иккĕн тухрăмăр. Пĕлтĕр çулла аманнăччĕ вăл. Ытлашши нимех те каласа кăтартмасть нихăçан та. Çавăн чухне те кăштах кăна аманнă терĕ. Эпĕ, амăшĕ, епле килте лăпкă лараятăп? Хĕрпе, кĕрӳпе çав вăхăтрах çула тухма шухăшларăмăр. Анчах Саша чарчĕ: «Ăçта килесшĕн? Эпĕ пĕр вырăнта мар, мана аманнă ытти салтакпа пĕрле пĕр хуларан теприне куçараççĕ. Анне, ăçта илсе çитерессине те пĕлместĕп», — терĕ. Вырăна çитсе чарăнсанах пĕлтерме шантарсан тин кăшт лăпланнă пек пултăм. Ачасем хуларан туххăмрах килчĕç те пуçтарăнса çĕрле çула тухрăмăр. Дон çинчи Ростовран иртсен çул кăтартакан паллăсем те пулмарĕç, интернет та çухалчĕ. Сашăпа çыхăну çук. Пурпĕрех шыраса тупрăмăр. Больницăна васкаса кĕтĕм. Постри хĕрача малалла ирттермерĕ: «Бахила, халат тăхăнмалла», — тет. Миçе километр парăнтарса килнине каласан та яхăнне те ямарĕ. «Халь кунта, çак вăхăтра ăçтан тупам-ха эпĕ вĕсене? Ман ывăл кунта-и е кунта мар-и? Çавна çеç пĕлесчĕ. Позывной «Филин», — терĕм. Ку çамрăкпа калаçнин усси çуккине кура урама тухрăм. «Тепĕр алăкран кĕрсе пăхма май çук-ши?» — шухăшлатăп хам. Апла-и, капла-и, машинăна ларса вырăнтан тапратрăм та сигнал çине чарăнмасăр пусса больница йĕритавра кăшкăртса çаврăнтăм. Туйри пек хайхи. Шăрăх, чӳречесем уçă. Пăхатăп та: ывăлăм костыльпе уксахласа тухать! «Манăн анне çеç çапла тума пултарать. Анне ку!» — тесе шухăшларăм тет Саша машина пĕр чарăнмасăр кăшкăртнине илтсен.

— Амăшне кулянтарасшăн мар ĕнтĕ Саша, çавăнпа йывăрлăхсем пирки чунне уçса каламасть.

— «Мĕнле пĕр сăмах та каламастăн-ха эсĕ?» — тетĕп çав. Акă пĕррехинче командир задание ярсан инкеке лекнĕ. Пиллĕкĕн кайнă, виççĕшĕ çеç тăрса юлнă. Сашăпа тепĕр салтакĕ хушăва пурнăçламах ăнтăлнă. Вăл та тĕмескесем патĕнче кăшт тытăнса юлсан ывăлăм окопа пĕчченех çитсе ӳкнĕ. Çав вăхăтра тăшман дронĕ сирпĕтнĕ. Саша тăпра айне пулнă. Юрать, ăна юлташĕ çитсе çăлнă. «Анне, кунта Турăсăр пурăнаймастăн», — тет. Аслă Турра асăнмасăр, ăна мухтамасăр, унран пулăшу ыйтмасăр пĕр заданине те каймасть ачам. Алексей Сержантов леçекен гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле Саша валли уйрăм посылка час-часах парса яратпăр. Хăватлă, вăйлă турăшсем те чикетĕп. Мĕн кайнăранпа малти ретре, хĕрӳ вырăнта çапăçать вăл. Акă тепрехинче, хĕлле, траншейăран виçĕ кун тухмасăр çĕр çинче ларнă. Телефон зарядки ан пĕттĕрччĕ çеç тенĕ вĕсем. Тăшман дронĕсем пĕр чарăнми вĕçнĕ, пуçа кăларма паман, кашни хусканăва йĕрленĕ. Шыв çитмесĕр нушаланни тата… Çăвăнма услови те çукрах. Çуллахи кунсенче 37-47 градус шăрăх пулнине калать. Çавăнпа аялти кĕпе-йĕм яланах парса яратăп.

— Чăн-чăн патриот çуратса ӳстернĕ эсир.

— «Саша, тен, яланлăхах таврăнатăн? Темиçе хутчен аманни те сывлăха хавшатать», — тесе те калатăп. Уринчи сурансене, шăтăксене курсан вăрттăн мĕн чухлĕ макăртăм. «Анне, эсĕ — учитель. Эпĕ вĕрентекенĕн ывăлĕ. Эсĕ мана тӳрĕ кăмăллă пулма, Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ», — çапла хуравлать те кун пирки тек калаçмасть.

— Хĕрĕх виçĕ çулта миçе ăрăва пĕлӳ тĕнчине ертсе кайман-ши, ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларман-ши эсир? — Чăнах та, виççĕмĕш ăру: эпĕ пуçласа вĕрентнисен мăнукĕсем халĕ манăн урокра лараççĕ. Анчах хальхине иртнипе танлаштараймăн. Иртнĕ ĕмĕрте ачасем вĕрентекен каланине итлетчĕç, хăйсене тытма пĕлетчĕç. Пĕррехинче класс пухăвне хĕрачасем юлнă, арçын ачасем тухса кайнă. Йĕрсе ятăм. Пĕрремĕш çул ĕçлетĕп-çке. Чунран тăрăшатăп, вĕсем вара учителе хисеплеменни кӳрентерчĕ пулинех. Ирхине арçын ачасем сырса илчĕç те: «Галина Ивановна, каçарăр, паян пухăва ирттеретпĕр», — терĕç. Текех ун пекки пулман. Вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупрăмăр. Çапла 40 ытла çул хыçа юлчĕ. Паянхи самана урăхла витĕм кӳрекен ачасене вĕрентсе воспитани пама халĕ опыт пулăшать тесе шухăшлатăп.

— Воспитанире ĕненӳ те пысăк вырăн йышăнать тесен никам та тавлашаймĕ пуль. Килĕшетĕр-и?

— Çапла. Çулсем иртнĕçемĕн çакна аванах ăнланатăн. Ĕненӳ чуна тасатать, лăпкăлăх, хавхалану кӳрет. Турă пулăшнипе палăртнă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Акă Валаам утравне автобуспа çула тухма шикленнĕччĕ: е ку, е вăл ыратать-çке пирĕн. Аслă Туррăмăр çула уçса пычĕ, пирĕн сывлăха упрарĕ. Малашне те Унăн хăватне, пулăшăвне туйса, Ăна тав туса пурăнасчĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


«Хыпар» хаçат чăваш халăхне яланах хавхалантартăр

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ чăваш халăхĕшĕн савăнмалли тата ăна саламламалли питĕ хитре кун пулчĕ: 120 çул каялла Хусанта «Хыпар» ятпа чăваш хаçачĕ тухма тытăннă-çке. Унăн никĕслевçи – пуçаруллă та хастар Николай Никольский. Тĕллевĕ чăнах та питĕ пархатарлă. «Чăваш халăхĕшĕн ырă ĕçсем тăвар!» чĕнÿпе тухма пуçланă пичет кăларăмĕ. Паян чăваш халăх хаçачĕ мĕнле сывлăшпа сывлать-ха?

Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Виктория Вышинская (çакна каласа хăварар-ха: холдинг ертÿçи хăй те пултаруллă журналист, 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех Трубина Мархви ячĕллĕ премие тивĕçнĕ публицист) сĕннипе тусăмпа тата ĕçтешĕмпе Василий Кузьмин фотокорреспондентпа кăларăм редакторĕсен, журналистсен, тишкерÿçĕсен, корректорсен, дизайнерсен пÿлĕмĕсене вĕçтертĕмĕр. Тем тесен те «Хыпар» Издательство çурчĕн тытăмĕпе паллаштарма Николай Коновалов пÿлĕмĕнчен пуçламалла. Кольăна (вăл манăн вĕренекен пулнăран çапла калама хăюлăх çитеретĕп) Марспа Венера çине кайса ярсан вăл унта та хаçат кăларма пултарĕ. Чăваш журналисчĕсен Элкер премийĕн лауреачĕн, пичетре тума пĕлмен ĕç çуках. Вăл çамрăк журналистсемшĕн чăнласах та ырă тĕслĕх. «Калаçма та, ÿкерĕнме те вăхăт çук», – терĕ Николай Дмитриевич. Вася Кузьминпа малалла васкатпăр. Алăк çине «Роза Власова» тесе çырса хунă. Пире яланах йăл кулăллă, çав тери ырă кăмăллă Роза Анатольевна кĕтсе илчĕ. «Номер валли пĕр полосалăх материал çырма пуçларăм. Пÿлĕмри «çанталăкпа» «Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕ Юлия Иванова манран та лайăхрах паллаштарĕ», – терĕ йăл кулă хуçи. Пÿлĕмсенче калаçма мар, сывлама та вăхăт çук иккен. Ĕçтешĕм сĕннипе компьютер центрне çул тытрăмăр: пикесем пуç çĕклемесĕр монитор умĕнче ĕçлеççĕ. Экран çинче хаçат колонкисем, сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ йĕр... Кунти «тĕнчепе» Нина Иванова паллаштарма савăнсах килĕшрĕ. «Хыпарта» Нина Евгеньевна 32 çул ĕçлет. Унпа 2002-2008 çулсенче «Çамрăксен хаçатне» калăпланине халĕ те ырăпа аса илетĕп. «Пирĕн питĕ туслă çемьери 5 пике 12 кăларăм кăларма хал çитерет. Хăш-пĕр хаçат 8, 12, 16 страницăран тăнине шута илсен çав тери пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлатпăр. Вĕсемпе çывăхрах паллаштарам-ха. Муркаш районĕнчен килнĕ Марина Иванова кунта 7 çул вăй хурать. Татьяна Петрова, Çĕрпÿ пики – виçĕ теçетке çул дизайн ĕçĕнче. Лидия Шумова (Елчĕк округĕнчен) 35 çул нонпарель-петиткорпус тыткăнĕнче», – принтертан А-3 форматлă полосана илнĕ май цехри лару-тăрупа паллаштарчĕ опытлă дизайнер. Надежда Кедровăпа /Елчĕк хĕрĕ/ Марина Андреева /Çĕрпӳ тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ/ корректорсем дизайнерсем калăпланă полосасене питĕ тимлĕ вулаççĕ, пĕр йăнăш та ан кайтăр тесе тăрăшаççĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларакан «Çамрăксен хаçачĕ» (редакторĕ Андрей Михайлов), «Чăваш хĕрарăмĕ» (Нина Царыгина), «Хресчен сасси» (Юрий Михайлов), «Кил-çурт, хушма хуçалăх» (Роза Власова), «Тантăш», «Тетте» (Елена Атаманова), «Тăван Атăл» (Людмила Сачкова) – чăваш халăхĕ куллен кĕтекен кăларăмсем. Маргарита Ильина, Алина Паймулкина, Ирина Клементьева, Валентина Багадерова, Валентина Петрова, Марина Тумаланова – «Хыпар» Издательство çурчĕн «ылтăн» фончĕ. Лариса Петрова, Татьяна Ишмуратова, Ирина Петрова çамрăк журналистсем Николай Никольский 120 çул каярах палăртнă тĕллевсене хитрен пурнăçлама тăрăшаççĕ. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Иван Юркин çырнă пек: халăх ăнланмалла чĕлхепе кĕскен те лайăх çыраççĕ. Кĕрлесе, шавласа кăна тăрать Иван Яковлев проспектĕнчи 13-мĕш çуртра вырнаçнă «Хыпар»… Сăн ÿкерчĕксене компьютера куçарма васкатăп. «Хыпарта» пĕрле ĕçленĕ ырă тусăмсем аса килчĕç: Алексей Леонтьев, Геннадий Максимов, Надежда Смирнова, студентсен редакцине пĕрле ертсе пынă, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алина Лукиянова… 120 çулхи юбилейпе, ĕçтешсем, хаклă вулакансем! <...>

Анатолий АБРАМОВ.

♦   ♦   ♦


Юрий СЕМЕНТЕР: «Халăх поэчĕн çырма чарăнма юрамасть»

Вăл ручка тытмасăр пĕр кун та ирттермест. Сăмахăм Чăваш халăх поэчĕ, куçаруçă, редактор, литературовед, СССР писателĕсен союзĕн членĕ [1973], Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ [1988], Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ [1983], Нестер Янкас тата Фатих Карим премийĕсен лауреачĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Юрий Сементер çинчен. Çак кунсенче Юрий Семеновичпа тĕл пулса калаçма май килчĕ.

Тутăртан тунă хĕрлĕ ялав…

— Юрий Семенович, çуралнă куна çулталăк пуçламăшĕнчех уявласси йывăр мар-и?

— Çăмăлах мар ĕнтĕ, мĕншĕн тесен кăрлачăн 1-мĕшĕнче çулталăк пуçламăшне, Çĕнĕ çула кĕтсе илмелле. 2-мĕш кунхине манăн çуралнă кун, каллех уявламалла. Чăтас пулать ĕнтĕ.

— Хăш-пĕр çын çуралнă кунне шутсăр юратать, питĕ кĕтет. Эсир мĕнле йышăнатăр ăна?

— Этем пĕрре çеç çуралать хăйĕн ĕмĕрĕнче. Эпĕ ăна хамăн кун тесе йышăнатăп. Çын хăйне кăмăллать тĕк çуралнă кунне те юратать. Мĕнле юратмăн? Кăçал мана: «Эсĕ 85 çулти çын, сана саламлатпăр», — терĕç. Ирĕксĕрех хăна пуçтармалла пулчĕ.

— 85 çул арçыншăн нумай-и е сахал-и?

— 85 çулти çын пĕтĕм пурнăç, хăйĕн ĕмĕрĕ çине урăхларах пăхать. Мĕнле йывăрлăхсем, епле ырă самантсем пулнă — çавсене ытларах тишкерет, хак парать. Çавăнпа 85 çула çитни пĕр енчен савăнтарать, мĕншĕн тесен ăна та, кăна та тӳснĕ. Ача чухнехи савăк вăхăтсем пуçран тухмаççĕ. Эпĕ 1941 çулта çуралнă. 1945 çулта çынсем Совет Союзĕ тăшмана çĕнтернине — Çĕнтерӳ кунне — уявларĕç. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче халăх урамра пухăннăччĕ. Эпĕ аннен хĕрлĕ тутăрне шыраса тупса ялав пек тунăччĕ, ăна авăр çумне кантрапа çирĕплетсе карта çине тухса çакнăччĕ. Çапла хĕрлĕ ялава халăх умне кăларнăччĕ. Çумра хăмаран ăсталанă автомат пекки пулнă тата. Çыххине кантраран тунăччĕ. Эпĕ ун чухне хама салтак тесе шухăшланă. Çав туйăмсем халĕ те чунăмра пурăнаççĕ.

— Вăхăт калама çук хăвăрт иртет. Çын ĕмĕрĕнче чи асра юлаканни хăш тапхăр?

— Эпĕ каллех хамăн хĕрлĕ ялав патнех таврăнатăп. Ăна карта çумне çирĕплетсен çав кун çăкăр çименни çинчен шухăшламан та эпĕ. Уйра çĕр улми крахмалĕ юлман-ши тесе шыраса çӳремелли пирки те маннă. Эпĕ Çĕнтерӳ кунĕпе хавасланнă. Хама çĕнтерӳçĕ тесе шухăшланă. Çав кун пирĕншĕн паян та çав тери хаклă. Маншăн чи асра юлни — ачалăх вăхăчĕ. Унтан шкула кайрăмăр. Эпĕ Кĕçĕн Шетмĕре 7 класс вĕренсе тухнă. Чăваш халăх поэчĕн ятне панă чухне эпĕ 58-таччĕ. Çав вăхăтра «Ялав» журналăн тĕп редакторĕнче тăрăшаттăм. Хисеплĕ ята тивĕçнĕренпе 27 çул иртрĕ. Тунмастăп, «Халăх поэчĕ» пулассишĕн ăнтăлман. Литературăра ĕçленине шута илнине кура малашне те хамăн ята ярас марччĕ тесе тăрăшнă. Кашни кĕнекене пичетлесе кăларма хатĕрленнĕ вăхăтра лайăхрах, асра юлакан япала пултăрччĕ тесе шухăшланă.

Çар теми — тĕп вырăнта

— Çак 27 çулта пичетленнĕ паллăрах ĕçсем...

— Эпĕ, вăрçă пуçланнă çул çуралнă этем, яланах салтак пурнăçĕпе кăсăкланаттăм. Маншăн Тăван çĕршыва сыхлас, хӳтĕлес тема — тĕп вырăнта. Çара 1960 çулта илчĕç. Унта икĕ хутчен пултăм. Эпĕ Хĕвел тухăç Германие лекнĕччĕ, 4 çул çавăнта ирттертĕм. Маншăн яваплă вăхăтчĕ вăл. Телее, ун чухне вăрçă тавраш пулмарĕ. Пурте Варшава килĕшĕвĕнчен хăратчĕç. Пирĕн, Германире хĕсметре тăракан салтаксен, яваплăх питĕ пысăкчĕ. Эпир унта шкулти пек кашни кун вĕренеттĕмĕрччĕ, занятисем иртетчĕç: перес, стройпа утас енĕпе, çĕрлехи çапăçусенче хамăра мĕнле тытас тĕлĕшпе… Çав вăхăтрах çар темипе çĕнĕ сăвăсем çырасси манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнă. Хĕсмете кайичченех «Ялав» журналта манăн «Чăрăш» сăвă пичетленнĕччĕ. Ун чухне эпĕ 17-ре пулнă. Сăвăсене шкулта вĕреннĕ чухнех çырма пуçларăм. Вĕсем район хаçатĕнче кун çути курнă. Паянхи кун тĕлне манăн 50 кĕнеке тухнă. Ытти чĕлхепе пичетленнисене, куçарнисене шута илсен, пурне те шутласан 100 патнелле çывхарать. Тутарстан поэчĕсен антологине чăвашла куçарса кăлартăм. Унта пурĕ 123 автор. Ăна вĕсем питĕ хĕпĕртесе йышăнчĕç. Антологире авалхи авторсенчен пуçласа паянхисем таранчченех. Вырăсла çыракансене чăвашла куçарса нумай пичетлерĕм.

— Пултарулăх сире камран куçнă?

— Манăн атте те, анне те хут пĕлмен çынсем пулнă. Вĕсем шкулта вĕренмен. Анне Перасковья Михайловна Кĕçĕн Шетмĕрен качча пынăччĕ. Питĕ хитре калаçатчĕ вăл. Танлаштарусем тăватчĕ, ваттисен сăмахĕсене нумай пĕлетчĕ, вĕсемпе усă куратчĕ. Унăн калаçăвĕнче рифма пек япаласем — састашсем — пурччĕ. Çывăх çыннăмăр çитмĕл урлă каçсассăн пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Мана анне пек сăнлă тетчĕç. Хама питĕ телейсĕр çын тесе калама сăлтав çук. «Ывăл ача салтака юрăхлă пултăрччĕ», — тетчĕ анне. Вăл мана çара ăсатса яни халĕ те асрах.

— 85 çулта темĕнле йывăрлăх та пулнă-тăр. Вăй-хăват ăçтан тупатăр?

— Вăй-хăват чăтăмлăхран килет. «Ялав» журнала 30 çул редакцилемелле пулчĕ… 1974 çулта унта редактор вырăнĕ пушаннăччĕ те Писательсен союзĕнче кама лартмалла тесе пуç вататчĕç. Шухăшларĕç те мана, салтакран офицер званийĕпе килнĕ çынна, шанас терĕç. Николай Дедушкин хăй те полковникчĕ. Ун чухне правленире Леонид Агаков, Василий Долгов тата ытти писательччĕ. Кайран мана парти обкомĕн бюровĕ те çирĕплетрĕ. Ун чухне 1-мĕш секретарь Леонид Прокопьевччĕ. Уйăхра пĕрре çыравçăсене пуçтаратчĕ. Хăйĕн статйисене пирĕн журналта пичетлетчĕ. Çирĕплĕх тени вăрçă ачи пулнинчен те килет паллах. Вăрçă çинчен çырнă кĕнекесене çав тери юратса вуланă. Ун чухне Чăваш кĕнеке издательстви «чун çимĕçне» нумай кăларатчĕ. Çулталăкра 250 çĕнĕ кĕнекене кун çути кăтартнă. Эпир вĕсене пĕрне те вуламасăр хăварман. Вăрçа хутшăннă çыравçăсен хайлавĕсем питĕ интереслĕччĕ.

— Юрий Семенович, паян мĕн çыратăр?

— Эпĕ питĕ васкавлă ĕçсем пур тăк иртерех тăрса ларатăп. Вырăсларан чăвашла пысăк роман куçармалла чухне 4 сехетре тăни те пулнă. Кĕнеке издательстви хама шаннине тӳрре кăларас килетчĕ. Патшалăх ĕçне хам çырмалли «япаласенчен» те маларах туса парас тесе тăрăшнă. Виçĕ ампар кĕнеки манăн — кăтартма пултаратăп. 2023 çулта кашни кун çырса пынă сăвăсен кĕнеки пур. 2024 çулта та кулленех шăрçаланă. Вĕсен хушшинче — поэмăсем, юрă сăмахĕсем… 2025 çулта та кашни кун ручка тытнă. Пĕрре те пушă ларман. Çырма пăрахман. Çырма пăрахма юрамасть. Халăх поэчĕ ята илнĕскер пĕр кун сиктерни илемсĕр пек туйăнать.

— Эсир питĕ хитре курăнатăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăр ахăртнех?

— Ирхине тăрсан сехет çурă зарядка тăватăп, 1 кун та сиктерместĕп. Тренажер пур килте, ăна çавăратăп. Пирус туртмастăп. Эрех кашни кунах ĕçместĕп. Турра ĕненетĕп. Кашни кунах уçăлма тухатăп, 2 çухрăм утса çӳретĕп. Студентсен скверĕнче тренажерсем пур. Унта кашни кунах хусканусем тăватăп. Çулла пахчара ĕçлеме юрататтăмччĕ. Вăй-хал сахалланчĕ те дачăна сутрăмăр. Хăй вăхăтĕнче темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç ӳстернĕ. Унта мунча та пулнă. Пахчара, çут çанталăкра ĕçлесе, канса вăй-хăват илнĕ.

— 2025 çул мĕнпе асра юлчĕ?

— Лайăх çулталăк пулчĕ. Литература енĕпе пăхас тăк пĕр кун та калем тытмасăр иртмен. Кăçал манăн юбилей кĕнеки тухать. Ку таранччен тухнă чи лайăх произведенисенчен «Суйласа илнисем» кĕнеке хатĕрленĕ.

«Командировка укçипе шăлавар туяннă»

— 2026 çултан мĕн кĕтетĕр? Мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăр?

— Каларăм ĕнтĕ, салтак ĕçĕ — манăн тĕп тема. Чăвашсен вăрçăра вилнĕ поэчĕсем çинчен поэма çыртăм. Вăл «Мамай сăртламĕ» ятлă. Паллах, вĕсем пурте Сталинград патĕнче çапăçман. Тĕрлĕ фронтра пулнă. Пĕрисем — Ленинград патĕнче, теприсем — Кавказ, виççĕмĕшĕсем Крымра çапăçу хирне кĕнĕ. Сталинград патĕнче тăшманпа кĕрешнисем пур. Кашнин вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ пур. Вĕсем çинчен «Çĕнтерӳ ячĕпе» кĕнекере пичетлесе кăлартăм. Çакна та калам: çыракан çынна мăшăр ăнланни кирлĕ, ку çав тери хаклă. Арăм юнашар пулни савăнтарать тата çырма хавхалантарать. Татах хам çырни аса килет-ха. Вăрçă вăхăчĕ. Арăмĕ патрон тăвакан заводра ĕçлет. Упăшки вăрçа каять те вилет. Вĕсен пĕр ывăл пулнă — 10 класс пĕтерет те ăна вăрçă çулĕсенчех çара илеççĕ. Сталинград патĕнче çапăçать. Унта çав тери йывăр çапăçусем иртнĕ. Нимĕçсем пирĕн салтаксенчен 3-4 хут ытларах пулнă. Саватер ятлă чăваш ачи нимĕç салтакĕпе пĕр пӳлĕме лекет. Çаксем çапăçаççĕ, автомачĕсемпе переççĕ. Пĕрин автомачĕ — пĕр кĕтесре, теприн урăх çĕрте выртать. Çаксем тытăçса ӳкес умĕн старшина патрон валеçсе панă. Саватере амăшĕ туни лекет… Хайхискерсем автоматсене тытаççĕ, нимĕç Саватерĕнне илет. Переççĕ — иккĕшĕ те вилеççĕ. Амăшĕ тунă патрон ывăлне вĕлерет. «Чуна пырса тиврĕ», — тесе пырса каланăччĕ пĕр вулакан. «Амăшĕ ачине вĕлерме патрон тунă пек пулса тухмасть-и ку?» — тет мана хăшĕ-пĕри… Унта тĕп вырăнта — вăрçă мĕншĕн тухни. Мĕншĕн вăрçмалла пирĕн? Мĕншĕн пĕр-пĕрне пĕтермелли япаласем шухăшласа кăлармалла? <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Пурнăçпа тан пыма пулăшать»

«Хыпар» килессе кашни кунах чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Чи юратнă, чуна уçакан, пурнăçпа тан пыма пулăшакан хаçат вăл маншăн», – тетчĕ манăн атте Вячеслав Александров. Чăваш халăх хаçатне 40 çула яхăн çырăнса илнĕ вăл.

Çăкăр хакне лайăх ăнланнă

Эпĕ Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Атте Вячеслав Александрович 1929 çулта Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнчи хресчен кил-йышĕнче кун çути курнă. Анне Васса Анисимовна Кăкшăм ял хĕрĕ пулнă, вĕсем аттепе Шупашкарта паллашнă. Вячеслав шăпах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Тусайри пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ, унтан Упири пĕлÿ çуртне çÿренĕ. «Вăрçă» сăмаха илтсен куç умне ачалăхри пĕр ÿкерчĕк тухать. Атте асаттен пысăклатнă сăнне аллине тытнă, куçĕнчен куççуль шăпăртатать. Унăн ашшĕ Александр Андреев вăрçă вутне 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче кĕнĕ. Виçĕ çыру çеç яма ĕлкĕрнĕ, темиçе уйăхран киле «хыпарсăр çухалнă» хут килнĕ. Асаттен ăнсăртран сыхланса юлнă пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкĕ кивĕ пÿртре малти стена çинче çакăнса тăратчĕ. Тĕксĕм чăваш кĕпипе, хурарах карттус тăхăннă. Куçĕ, тем сиснĕн, тунсăхлăн пăхать. Çывăх çыннине вăрçа илсе кайсан Вячеславăн, ачасенчен аслин, ашшĕ вырăнне тăма тивет. Çуллахи каникул кунĕсенче вăл, ытти яш-кĕрĕм пекех, тăван хуçалăхра тăрăшнă. Сергей ятлă юлташĕпе шкула çÿремесĕр ӳ1943-1944 вĕренÿ çулĕнчеӲ пĕр çул кĕтÿ кĕтнĕ. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалсан амăшĕ йывăр чирлеме пуçлать. Вячеславăн ун вырăнне хуçалăхра сĕт-çу ферминче ĕçлеме тивет. Юлташĕпе пĕрле вĕсем çуллахи вăхăтра выльăхсене çаранра пăхнă, ĕнесем самаях сĕт хушнă. Тăрăшуллă ĕçшĕн арçын ачасене алла çыхмалли сехет те парнеленĕ. Колхозра вăй хунăшăн вĕсене кунсерен 200 грамм ыраш çăкăрĕ парса хавхалантарнă. Çак çăкăр чĕлли шăллĕпе йăмăкĕшĕн чăн-чăн парне пулнă, вĕсене выçăпа вилесрен хăтарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн пирĕн аттене 1947 çултах медальпе чысланă. Ку медаль уншăн пуринчен те хаклăрахчĕ. Яланах – ĕç çыннисемпе пĕрле Çăкăр хакне вăрçă вăхăтĕнче лайăх ăнланнă каччă Упи вăтам шкулĕ хыççăн 1948 çулта Чăваш ял хуçалăх институчĕн ӳхалĕ академиӲ агрономи факультетне вĕренме кĕрет. Ученăй-агроном дипломне илнĕ çемьеллĕ йĕкĕте аякри Приморье крайне направленипе яраççĕ. Пирĕн аслă пичче унта çуралнă. Вячеслав Александрова Чкаловскри МТСа янă. Агроном колхозсемпе совхозсене тухса çÿренĕ, калчана, курăка, тымар çимĕçе пăхса тăрассипе агротехника мероприятийĕсем ирттернĕ, анлă улăх-çаранра утçи йĕркеленĕ тата ытти те. Çамрăк агронома тăрăшса ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕпе те чысланă. Виçĕ çултан тăван амăшĕ чĕннипе çемье Чăваш Ене таврăнать. Ял хуçалăх министерствинче Приморье тăрăхĕнче ĕçленĕ специалиста хаваспах кĕтсе илнĕ. Шăпах çав çул пирĕн анне çуралнă ялта, Етĕрне районĕнчи Кăкшăмра, «Путь Ильича» ятлă колхозра агроном вырăнĕ пушаннă. Вячеслав Александрова çавăнта ĕçлеме яраççĕ. Малтанах вăл унта агрономра, 1964-1973 çулсенче вара тĕп агрономра вăй хурать. 1964 çулта кÿршĕ ялсенчи колхозсем «Заветы Ильича» ятлă хуçалăха пĕрлешеççĕ. 1973 çулхи пуш уйăхĕнчи отчетпа суйлав пухăвĕнче Вячеслав Александрова колхоз председательне суйлаççĕ. Яваплă çак ĕçре вăл 1989 çулхи чÿк уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва кайичченех иртен пуçласа каçчен тăрăшнă. Уй-хир ĕçĕсен вăхăтĕнче эпир аттене килте курманпа пĕрех. Вăл хăйĕн мотоциклĕпе ирхи 4 сехетре тухса каятчĕ те сĕм çĕрлеччен те таврăнмастчĕ. Кил-çурта йĕркелесе пырасси йăлтах анне çинчеччĕ. Атте – колхоз, анне – кил хуçи. Ĕмĕрĕпех çапла. Анне пире, 5 ачине, ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшрĕ. – Александрыча пăхса вăхăт тĕрĕслеме пулать, – тетчĕç ял çыннисем. Колхозăн радиоузел пурччĕ. Шăп та лăп ирхи 4 сехетре унта аттен сасси янăраса каять: «Колхоз радиоузелĕ калаçать! Сывлăх сунатăп сире, хисеплĕ колхозниксем! Паян кашни бригадăра мĕнле ĕç тумаллине пĕлтеретĕп». Атте наряд панисĕр пуçне çак кунсенче ырă енпе палăрнă ял ĕçченĕсене мухтатчĕ, дисциплинăна пăснисене ятлатчĕ... «Пĕрмаях ĕç çыннисемпе пĕрле пулнă, вĕсем хăйсен пурнăçĕпе кăмăллă юлччăр, ытларах савăнччăр, хуйхă-суйхă айккинчен иртсе кайтăр тесе тăрăшнă. Эпĕ агрономра ĕçленĕ чухне те, колхоза ертсе пынă çулсенче те çапла пулнă», – аса илетчĕ атте. Вырăнти халăх Вячеслав Александрова ăслă та питĕ пултаруллă ертÿçĕ пек асра тытать. Вăл çĕнĕлĕхсенчен нихăçан та хăраман, специалистсене тĕрлĕ меслете вăя кĕртме ирĕк панă, вĕсене пурнăçлама пулăшнă. Атте колхоза ертсе пынă çулсенче Кăкшăмра икĕ хутлă Культура çурчĕ хута кайнă. Унтах – картина галерейи. Çак кермен умĕнче вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса палăк çĕкленĕ. «Родничок» ача сачĕ, Çамрăксен урамĕнче икшер хваттерлĕ – 10, пĕр хваттерлĕ 7 çурт хута янă тата ытти те. Ялсене газ кĕртнĕ. Çулсене асфальт сарнă. Çамрăксене ялта хăвармаллине шута илсе хăй тĕллĕн çурт лартас текенсен транспорт укçине саплаштарма колхоз тăкака хăй çине илнĕ. Строительство ĕçĕсене те ятарлă бригада туса пынă. Кăкшăмри автовокзала вĕсен вăйĕпех хута янă. Вячеслав Александров ертсе пыракан «Заветы Ильича» хуçалăх республикăра малтисен ретне кĕме пултарнă. Кунта чăхчĕп фермине ĕçе кĕртнĕ, унта çулталăкра пĕр миллион штук çăмарта туса илнĕ. Çĕр пуянлăхне ÿстерес, çут çанталăка илемлетес тесе те самаях вăй хума тивнĕ. Çырмаçатрара 131 гектар йывăç лартса хăварнă. Колхозра çак енĕпе тăрăшакан ятарлă бригада та пурччĕ. Унсăр пуçне шкул ачисем 3-мĕш класран пуçласа аттестат иличченех кашни çул уроксем хыççăн йывăçсем лартма çÿретчĕç. Колхоз территорийĕнче 12 гектар сад ĕрчетнĕ, 22 кÿлĕ йĕркеленĕ. Атте ĕмĕтне пурнăçларăм Тивĕçлĕ канăва тухсан та атте килте алă усса ларман, халăхран уйрăлман, чылай çул колхозăн ревизи комисси председателĕнче, унтан вĕлле хурчĕ тытакансен вырăнти обществин ертÿçинче, «Заветы Ильича» кооперативĕн вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕнче тăрăшнă. Пур çĕрте те чунне парса ĕçленĕ. Кăкшăм шкулĕнче музей йĕркелеме пулăшнă. Ветерансем Çĕнтерÿ кунĕнче Кăкшăмри ялти Культура скверĕ умне 50 чăрăшпа çăка лартнă, халĕ çав йывăçсем хăнасене ырă сунса кĕтсе илеççĕ. Вырăнти халăх Вячеслав Александрова – РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономне, Хĕрлĕ Ялав орденĕн икĕ хут, «Ĕçри хастарлăхшăн, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Тăван çĕршывăн 1941- 1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ», Халăх хуçалăхĕн Пĕтĕм Союзри куравĕн ылтăн тата кĕмĕл, Çĕнтерÿ юбилейĕн медалĕсен кавалерне – манмасть. 2015 çулта Çĕнтерÿ кунĕнче ял ĕçтăвком председателĕ Константин Михайлов тăрăшнипе Культура çурчĕ çинче Вячеслав Александрович ячĕпе Ас тăвăм хăми уçрĕç. Вырăнти архивра та, музейсенче те ăна халалланă материалсем упранаççĕ. Аттене кура эпир, пилĕк ачи, ялтах пурăнма кăмăл турăмăр. Пилĕксĕмĕр те аслă пĕлÿ илнĕ, хĕрсем – пединститутран, каччăсем ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрăмăр. Агроном, ют чĕлхесен, биологи учителĕ, пуçламăш классен вĕрентекенĕ, инженер – кашниех хăй юратса суйланă профессипе тăрăшса ĕçлерĕ. Пурте çемьеллĕ, мăнукĕсем те аслă шкулсенчен вĕренсе тухрĕç. Атте çуралса ÿснĕ Тусай ялĕ 2014 çулта 600 çул тултарчĕ. Ăна халалланă уяв çÿллĕ шайра иртрĕ, мана та çак уява чĕнчĕç, унта хутшăнма парне хатĕрлес терĕм. Аттене халалласа «Первая награда отца» ятлă кĕнекене кун çути кăтартма пултартăм. Хăй пурăннă чухне атте «Заветы Ильича» колхоз çинчен кĕнеке кăларасшăнччĕ, шел, кун-çулĕ иртерех татăлчĕ. Эпĕ çывăх çыннăн сыхланса юлнă ал çырăвĕсене тупрăм. 2016 çулта «Кукшумский колос» кĕнеке пичетлесе кăларма пултартăм. Вăл 8 сыпăкран тăрать, 2-шне аттен ал çырăвĕсенчен хатĕрленĕ. Ку таранччен Кăкшăм тата çак тăрăхри ытти ял, кунта çуралнă паллă çынсем, «Заветы Ильича» колхоз историйĕ çинчен ытлашши никамах та çырман. Материалсене пухма çăмăлах пулмарĕ. Аттене асăнса кĕнеке кăларма пулăшнăшăн эпĕ унăн мăнукĕсене Рина Димитриевăпа ӳкомпьютерпа калăплаканӲ Ирина Зотовăна ӳкорректорӲ, Николай Малов депутата чунтан тав тăватăп. Унăн электронлă варианчĕ Наци библиотекин сайтĕнче пур. Тĕп редактор сехет парнеленĕ Кăкшăм тăватă урамран тăрать: Мăн, Анат, Леш айкки тата Выççăлккă. Ял 2,5 çухрăм тăршшĕ. Эп ас тăвасса, ял почтальонĕ Галина Сергеева хаçат-журнал илме икĕ çухрăм çурăра вырнаçнă Палтай ялне çÿретчĕ. 24 çул вăл çак çулпа почтальонăн тулли сумкине йăтса утнă, халăха хаçат-журнал валеçнĕ. Эпир пурăнакан çурт тĕлне çитсен сумки самаях çăмăлланатчĕ унăн. Атте çулленех республикăра, çĕршывра тухса тăракан чылай хаçат-журнала çырăнса илетчĕ. Пирĕн валли – «Пионер сасси» «Пионерская правда», «Молодой коммунист», «Комсомольская правда», «Веселые картинки», «Мурзилка». Каччă-хĕр шутне кĕме пуçласан атте-анне пирĕнпе çамрăксен хăйсене мĕнле тытмалли пирки куçа-куçăн калаçма хăяйман пулмалла, «Здоровье» журнал тăрăх мĕн кирлине вуласа пĕлччĕр тенĕ пулас. Çемье валли «Капкăн», «Ялав», «Работница», «Крестьянка», хăйĕн валли «Коммунизм ялавĕ» «Блокнот агитатора», «Сельская жизнь», «Советская Чувашия» çырăнатчĕ. Район хаçатне яланах илсе тăнă. Атте хăй те хăш-пĕр чухне вăхăт тупса хаçатсем валли заметка çырса яратчĕ. «Коммунизм ялавĕ» хăйĕн ятне улăштарсан вăл «Хыпар» тусĕ пулса тăчĕ. Атте ватлăхра Шупашкара пырсан Пичет çуртне те кĕме манмастчĕ. Вячеслав Александрова «Хыпар» хаçат ирттернĕ конкурса хутшăнса çĕнтернĕшĕн Алексей Леонтьев тĕп редактор сехет парнеленĕччĕ, çакăн пирки вăл ăшшăн аса илетчĕ. <...>

Галина ЗОТОВА. Хĕрлĕ Чутай округĕ, Штанаш ялĕ.

♦   ♦   ♦


Раиса САРПИ: «Сăвăсем хăйсемех шăранса тухаççĕ»

Чăваш халăх поэчĕпе Раиса Сарпипе унăн килĕнче курса калаçрăмăр. Мана алăк умĕнче кил хуçипе пĕрле пĕчĕк кушак çури кĕтсе илчĕ.

— Ку — манăн çуралнă кун парни. Вăл манăн сиплевçĕ тата биографиллĕ кĕнеке пуçламăшĕ, — паллаштарчĕ кушак çурипе Раиса Васильевна.

— Эсир — 50 ытла кĕнеке авторĕ. Ачасемпе аслисем валли чăвашла тата вырăсла çыратăр. Сăвă хăш чĕлхепе çураласси мĕнрен килет?

— Ытларах — хавхалануран. Сăвăсене планласа хумастăп, пиçсе çитсен вĕсем хăйсемех шăранса тухаççĕ. Поэзи — сывлăш пекех. Манăн пĕрремĕш кĕнеке студент çулĕсенче «Парне» ятпа пичетленнĕччĕ. Сăвăсем кăна мар, прозăлла çырнисем те пур. Халĕ кĕнеке ытларах чухне хамăр шутпа кăларатпăр, темле йывăр пулсан та халăхран уйрăлмастпăр. Акă «Çăлтăрпи хӳхлевĕнче» 1965-1975 çулсенчи сăвăсем, юратупа çыхăннисем, кун çути курчĕç. «Сире савса, юратса» ятлинче — хама хисепленĕ çынсене халалланисем. Вĕсем — 500 ытла. Пичетленсе тухманнисенчен пĕри — «Хура юпа» ал çыру. Унта чуна ыраттарса, куççуль витĕр çырăннă сăвăсем кĕнĕ. Пĕтĕм кӳренӳ сăвă йĕркине куçни тепĕр чухне мана лăплантарать те.

— Раиса Васильевна, сирĕншĕн куçару ĕçĕ те ют мар. Ку енĕпе ĕçлекенсене мĕн сĕнес килет?

— Куçару ĕçĕ пуç ватмăш евĕрех. Вăл пуç мимине шухăшлаттарать. Сăвăпа ĕçленĕ май малтан унăн содержанине пĕлмелле, ритмпа рифмăна палăртмалла. Тĕнче поэзине ытларах вырăсли урлă туптатăн. Пĕлетĕр-и, сăвă куçарăвĕ тĕрлĕ поэтăн тĕрлĕрен янăрама пултарать. Куçаруçă — çум автор пекех. Çĕр вунă чĕлхе пĕлсен те хăв поэт пулмасан поэзие ниепле те куçараймастăн. Прозăпа çăмăлрах. Поэзире шалти хăват, янрав пулмалла, кашни йĕрке чун урлă тухмалла. Эпĕ пур сăвва та куçармастăп, шалти туйăм хăех систерет. Вуланăçемĕн йĕркесем юхса, шăранса тухаççĕ. Самантранах рифма, ритм, шухăш, сăнарлăх пуçа килеççĕ. Куçару ĕçне чи малтан студент çулĕсенче пуçăннăччĕ. Чăннипе, ку енĕпе ĕçлетĕп тесе нихăçан та тĕлленмен те. Пĕррехинче общежитие наука ĕçченĕ Геннадий Юмарт пычĕ. «Геннадий Айхи ман пата çыру ячĕ. «Венгри поэчĕсем» кĕнекене чăвашла кăларассине пĕлтерчĕ. Çак ĕçе çамрăксене явăçтарасшăн. Вĕсенчен пĕри эсĕ, Раиса Сарпи», — терĕ. Çырура паллă венгр поэчĕн Даниэль Берженьин сăввин содержанине çырса панă, рифмăпа ритмне кăтартнă. Пĕри савни патне янă çыруччĕ, тепри — пуш уйăхне халалланă сăвă. Эпĕ, хавхаланнăскер, çав кунах ĕçе пикентĕм. Куçарăва Геннадий Айхине ярса патăм, вăл ырларĕ. Сăмах май, манăн сăвăсене те тĕрлĕ чĕлхене куçарнă. Азербайджанла, якутла, эстонла тухнă уйрăм кĕнекесем пур. — Эсир хăвăра драматург ĕçĕнче те тĕрĕслесе пăхнă, Чăваш драма тата пукане театрĕсем валли пьесăсем çырнă. — Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшни тата «Путене» журнала ертсе пыни мана драматурги енĕпе ĕçлеме хистерĕ-тĕр. Пĕррехинче Пукане театрĕн литература пайĕн ертӳçи Николай Тихонов мана сăвăлла пьесăна чăвашла куçарма ыйтрĕ. Унтан Татьяна Морева тĕп режиссерпа паллашрăм. Вăл Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивалĕ тĕлне туслăх пирки пьеса çырма ыйтрĕ. Çапла «Çăлтăрлă ĕмĕт» çуралчĕ. Хальлĕхе сăвăласа çырнă 10 ытла пьеса. Вĕçне çитерейменни — 30-а яхăн.

— Сирĕн сăвăсемпе чăваш композиторĕсем 400 ытла юрă çырнă. Кашнин — хăйĕн историйĕ.

— Чăн та, юрăсем кăсăклă çуралаççĕ. Тепĕр чухне ăнсăртран, кĕтмен çĕртен. Олег Цыпленковпа 1998 çулта чун çӳревпе Казахстана çула тухни аса килет. Ун чухне пире Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен 8-мĕш курултайне йыхравланăччĕ. Авăн уйăхĕ. Пĕрремĕш чарăну — Самар тăрăхĕнче. Автобусра çĕр каçнă хыççăн ирпе вăрантăм та вăрманалла уçăлма утрăм. Йĕри-тавра — хурăнсем. Хĕвел тухрĕ те йывăç тăррисене çутатма пуçларĕ, вĕлтĕртетсе ӳкекен çулçăсем ылтăн укçа евĕр туйăнаççĕ. Тӳрех кĕвĕ те, сăвă та çуралчĕ: «Сар-сар хурăнсар, сар кавирне эсĕ сар...» Автобус патне чупса çитрĕм те манса каясран сăмаххисене тӳрех çырса хутăм. Тĕлĕрекен Олег Кăйкăра вăрататăп. «Вăрмана кайса сăвă тупса килтĕм, эсĕ юрă çырăн», — терĕм те сăвă йĕркисене кăтартрăм. Çав юрă Светлана Яковлева репертуарне кĕнĕ. Малалла çула тухрăмăр. «Курултуя» каятпăр-ха, вĕсен гимнĕ пур-и? — тетĕп. Картон татăкĕ çине тăрăшсах сăвă çыратăп, Олег хунарпа çутатса тăрать. Йĕркисем хăйне хăй çуралаççĕ: «Курултай, курултай эс пире пуçтартăн...» Нотисене çырса, аранжировка туса кĕрлеттертĕмĕр кăна Туркестан хулинче. «Чăваш Енре кун йышши уяв пулнă-и? Çук! Атя, чĕнес!» Çакăнтах «Кил, кил, Шупашкара кил» юрă çуралчĕ. Юрра шăрантартăмăр та тепĕр кунхине тăвансем валли асăнмалăх парне туянма пасара кайрăмăр. Арпус сутакан тĕле çитсен пире пĕрне тӳлевсĕрех парса ячĕç. Сутуçине çĕнĕ юрă хытах килĕшнĕ-мĕн.

— Хĕрарăмсен «Пике» журналне 8 çул кăларса тăнă. Сирĕн шухăшпа, чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ юлашки çулсенче улшăнчĕ-и?

— Çак кăларăма никĕслес шухăш Чăваш патшалăх университетĕнчи «Çилçунат» литпĕрлешĕве çӳрекенсемпе Пушкăрт Республикинчи «Башкортостан кызы» редакцие çитсе курнă хыççăн тĕвĕленчĕ. Пушкăрт хĕрарăмĕсем валли журнал пур, пирĕн вара — çук. 1990 çулта Чăвашсен обществăпа культура центрне йĕркеленĕ хыççăн хĕрарăмсен журналне кăларас ыйтăва çĕклерĕмĕр. 1991 çулта унăн пĕрремĕш номерĕ 53 пин экземплярпа кун çути курчĕ. «Пике» тухса тăни этемлĕхĕн черчен çуррине чĕрĕлĕх кӳчĕ, хавхалантарчĕ. Йывăр вăхăтсем çитсен ăна хупма тиврĕ. Çакна çирĕплетсех калатăп: чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ унтанпа самай улшăнчĕ. Унăн кăмăл-туйăмĕ, характерĕ çирĕпленчĕ, уйрăмах — паянхи лару-тăрура.

— Шел, хальхи вăхăтра ачасенчен нумайăшĕ чăвашла калаçасшăн та, вуласшăн та мар. Çак лару-тăрăва мĕнле улăштарма пулать-ши?

— Пĕртен-пĕр çăлăнăç — чăвашла мультфильмсем кăларасси. Вĕсене ачасем юратаççĕ, унти сăнарсене кăмăллаççĕ. Чăвашла тĕрлĕ вăйă шухăшласа кăларни те аван. Юмахсем илемлĕхпе, тасалăхпа, çут тĕнчепе, выльăхчĕрлĕхпе çыхăннисем пулмалла. Ачасене тăван чĕлхепе ытларах калаçтарас тесе хам та садиксене, шкулсене тухса çӳретĕп. Пирĕн хутшăну вăйă-кулă урлă иртет. Шӳтлĕ сăвă нумай манăн. Ачасем вĕсене лайăх кăмăл-туйăмпа йышăнаççĕ. Тĕл пулăва чăвашла çи-пуçпа каятăп. Капăрлăхсене тыта-тыта пăхаççĕ, ыталаççĕ, ачашланаççĕ, хама юмахçă евĕр тытатăп. Шел, ытларах вырăсла калаçма тивет. Мухта-мухта, чăвашла епле хитре янрать тесе вĕсене тăван чĕлхепе çырнă сăвăсене вуласа паратăп. Воспитательсем те маттур. Ачасене маларах хатĕрлеççĕ, шăпăрлансем хăйсене чăн-чăн артист евĕр туяççĕ: сăвă вулаççĕ,ташлаççĕ, юрлаççĕ. Ас тăватăп-ха: нумай çул каялла музыка преподавателĕ Татьяна Тимченко тĕп хулари 10-мĕш шкулти тĕл пулăва йыхравларĕ. Эпĕ, хитре тумланнăскер, ачасене паллаштарма тесе пĕр лав кĕнеке илтĕм. Çитрĕм те мана зала кĕртсе лартрĕç. Сцена çине пĕр 50-60 ача тухрĕ. Унтан «Пляшет, пляшет Илемби» кĕнекери сăвăсем тăрăх çырнă юрăсем янăрама пуçларĕç. Тĕлĕнсе хытса кайрăм. Юлашкинчен ачасене тав туса пĕр сăвă вуласа патăм. Хыççăн çак юрăсем тăрăх ятарлă кĕнеке те кăлартăмăр. Ачасем валли чăвашла юрă сахал. Вĕсем урлă чĕлхене вĕренме тата çăмăлрах.

— Эсир общество ĕçне хастар хутшăнатăр. Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитетăн хастар пайташĕ. Ятарлă çар операцийĕн теми те сирĕншĕн ют мар.

— Комитет пайташĕсемпе гуманитари пулăшăвĕ тăтăшах пухатпăр. Мĕн пуçтарнине пĕррехинче «Халăх фронтне» кайса патăмăр. Унта эпĕ ятарлă çар операцийĕ пирки сăвă çырнине пĕлсессĕн мана «Катюшăна» чăвашла куçарма ыйтрĕç. Çак юрă тăрăх тата хам çырнă сăвă тăрăх клипсем ӳкерсе СВОри ентешсем патне çитернĕ.

— Çул çӳревре пулни те сире хавхалантарать-и?

— Чăнах çапла. Пĕлтĕр акă чунташсен ушкăнĕпе нумай вырăнта пултăмăр. Иссык-Куль хĕрринче кантăмăр. Эпĕ икĕ мăнука Добромирпа Миролюба тата хĕрĕме илсе кайрăм. Вĕсем Дагестанра пулнă, тинĕсре шыва кĕнĕ, палаткăра пурăннă, питĕ хĕпĕртенĕ. Çула тĕллевлĕ тухатпăр, чăвашсем тахçан пурăннă вырăнсене çитетпĕр. Кашнинчех тĕплĕ хатĕрленетĕп: çав тăрăхсем пирки энциклопеди вулатăп, интернет урлă информаци шыратăп. Килти библиотекăра çул çӳревсем çинчен — 500 ытла кĕнеке. Пултарулăх çыннисене тĕрлĕ çĕре кайса курни уйрăмах кирлĕ. Килте ларнипе сăвă-калав çуралмасть. Олег Цыпленков чун çӳревсене 35 çул ертсе пырать. Вĕсем халăх историйĕпе кăсăкланакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ, тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене пĕрлештереççĕ. Эпĕ ют çĕршывра та сахал мар пулнă. Пушă вăхăтра çĕлетĕп, çыхатăп. Алă хăех ĕç патне туртăнать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА калаçнă.

♦   ♦   


Чăваш сăмахлăхĕн пăхаттирĕ

Пурнăçра пĕрремĕш пулма яланах йывăр. Çакă — пысăк яваплăх. Пĕрремĕшĕ пĕтĕм ушкăн валли çул уçса пырать, ăна малалла илсе кайма ăнтăлать. Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи Чăваш филологийĕпе культура институчĕн пĕрремĕш директорĕ пулнă хастар ăсчахăн, филологи наукисен докторĕн Виталий Сергеев профессорăн кун-çулне йĕрлĕпĕр. Вăл 1942 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче çуралнă. Виталий Иванович пурăннă çурт çине кăçал Ас тăвăм хăми вырнаçтарнă.

Тĕнче премине туса хурас тăк...

Енчен те хăй вăхăтĕнче Степан Бархударов, Виктор Виноградов лингвистсен ячĕсемпе е нимĕç чĕлхеçин Вильгельм фон Гумбольдта асăнса филологсен тĕнче премине (Нобель премийĕ пекки ĕнтĕ) туса хурас пулсан ăна, алла чĕре çине хурса калатăп, Виталий Сергеев профессора парĕччĕç. Мĕншĕнне те ăнлантаратăп: çӳлерех асăннă сăнарсем пирĕн Виталий Иванович пек сăвăсем шăрçаласа «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм» ятпа кĕнеке кăларман. Вера Белошапкова та, Татьяна Винокур та, Лидия Баранникова та (кунта çӳлерех асăннă Степан Григорьевичпа Виктор Владимирович çинчен каламастăп та) Виталий Иванович пек «Шурă лантăш» юрра шăрантарман. Бодуэн де Куртенэ те, Антал Регули те чăваш профессорĕ пек йĕлтĕрпе 10 çухрăм чупман... Пăхаттир пулнă вăл пирĕн, чăваш сăмахлăхĕн пăхаттирĕ! Шăпа мана унпа 44 çул каялла паллаштарчĕ.

Паллашу

1982 çул. Хальхи пекех ас тăватăп, эпир, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн (ИФФ) чăваш уйрăмĕн студенчĕсем, университетра иртекен кашни мероприятиех хастар хутшăнма тăрăшаттăмăр. Пирĕн ушкăнри каччăсем пурте çар хĕсмечĕ хыççăн вĕренме кĕнĕччĕ те факультетри общество ĕçĕнчен айккинче юлмастăмăрччĕ. Иван Одюков профессорпа фольклор кабинечĕн проектне сӳтсе яваттăмăр, Виталий Станьял доцентпа шурăм пуç киличченех «Вутчуль», «Çил çунат тĕпелĕ», «Араббогд» (çавăн пек кăларăм та пурччĕ факультетра: Арланов, Абрамов, Богданов, тенине пĕлтеретчĕ) хаçатсем кăлараттăмăр. Иван Тенюшев доцент, «Çивĕч калем» кружока ертсе пыраканскер, хаçат-журнал редакцийĕ семпе тачă çыхăну йĕркеленъччĕ. Николай Сидоров (халĕ паллă драматург), Василий Цыфаркин (учитель-тавра пĕлӳçĕ, «Тăван сăмах» учебниксен авторĕ), Олег Паликинпа Вячеслав Григорьев (техникумпа колледж директорĕсем), Юрий Фролов, Юрий Никифоров, Леонид Александров (паллă журналистсем) хăйсенчен 4 çул кĕçĕнрех хĕрсене занятисене хатĕрленме пулăшатчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине мĕнлерех ăсчахсем вĕрентетчĕç тата! Иван Андреев, Николай Петров, Михаил Скворцов, Геннадий Хлебников профессорсен ячĕсем чăваш лингвистикин историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнчĕç. 1982 çулта факультета яштака тата питĕ хăвăрт утса çӳрекен преподаватель килчĕ. Вăл - Виталий Сергеев. Тĕрĕсрех килчĕç темелле-ха: историпе филологи факультечĕ ун чухне тата тепĕр Улăппа – Юрий Артемьевпа – пуянланчĕ.

Кашни студентпа тимлĕччĕ

1990 çулта ИФФ виççе пайланнăччĕ, пĕри - чăваш филологийĕпе культура факультечĕ (ЧФКФ). Мĕнлерех хĕрӳ вăхăтсемччĕ, вышкайсăр пысăк ĕмĕтсемччĕ! Чăваш наци чĕрĕлĕвĕ вулкан пекех хăватлăччĕ. Факультет пĕр курса 4 академи ушкăнне йышăнма пуçларĕ (100 студент!). Конкурс питĕ пысăкчĕ: 1 вырăна 6-7 çын заявлени паратчĕ. Тĕрлĕ факультета вĕренме илмешкĕн чăваш чĕлхипе экзамен тыттарма пуçларăмăр. Чăваш ятне ЧФКФ студенчĕсен «Вутчуль» театрĕ, «Мерчен» ансамблĕ, çамрăк литераторсен «Çил çунат» пĕрлешĕвĕ çӳлелле çĕклетчĕç. Вĕсене республика тулашĕнче те пĕлетчĕç. ЧФКФ хăй вăйĕпе 12 страницăллă хаçат та кăларма тытăнчĕ. Факультета сăпайлă та талантлă Геннадий Воронцов доцент ертсе пыратчĕ, Виталий Сергеев - деканăн вĕренӳ енĕпе ĕçлекен çумĕччĕ, эпĕ воспитанишĕн яваплăччĕ. Виталий Иванович кашни студентпа тимлĕччĕ, ăна студентăн зачеткăри паллисем кăна мар, çамрăкăн пурнăç условийĕ, килти лару-тăрăвĕ та кăсăклантаратчĕ. – Пирĕн, чăваш факультетĕнче вăй хуракансен, халăхшăн ĕçлемелле. Эсĕ Иван Яковлева çăмăл пулнă тетĕн-и; Çук паллах. Акă эпĕ çитес çул доктор диссертацине х(тълеме палăртрăм, - тенĕччĕ Виталий Иванович. Унăн сăмахĕсенче атте пек вĕрентсе калани те пурччĕ, тарăн философи те палăратчĕ.

Харăсах – 4 чĕлхе

Палăртнă тĕллев патне çирĕп утакан çын пулчĕ Виталий Сергеев. 50 çулхи юбилейĕ тĕлне хăйĕн валли пысăк парне хатĕрлеме хал çитерчĕ – «Чăваш чĕлхинчи лексика семантики аталанăвĕн тĕп палăрăмĕсем» доктор диссертацине хӳтĕлерĕ. Профессор чĕлхесене çав тери юратни çинчен уйрăммăн каласа хăварас килет. 1965 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерсен вăл малтан тăван ялĕнче – Элĕк районĕнчи Мартынкассинчи, унтан Красноармейски тăрăхĕнчи Мăн Шетмĕ шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ. 25 çулти качча тӳрех 4 чĕлхе шанса панă: чăваш, вырăс, акăлчан тата нимĕç! Çакă ăна тата тăрăшса ĕçлеме, пĕлĕвне тарăнлатма хистет: Виталий СССР наука академийĕн Чĕлхе институчĕн аспирантурине пĕтерет, 1974 çулта филологи наукисен кандидачĕ пулса тăрать. Юбилей тенĕрен... Уява ертсе пыма мана Виталий Сергеев шанчĕ. Кам кăна çукчĕ-ши çав кĕрекере! Ун чухне Виталий Ивановичпа мăшăрĕ Нина Ивановна ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнине туйса илтĕм. Çемьесемпе туслашрăмăр: тăтăшах мăшăрăмпа Галина Васильевнăпа (вырăс шкулĕсем валли «Чăваш чĕлхи» вĕренӳпе меслет комплексъсен авторĕ) хăнана та çӳреме пуçларăмăр. Атте мана пуртă тытма вĕрентнĕ те, платник ĕçĕсемпе Виталий Ивановича пулăшма тӳр килнишĕн чăтма çук савăнаттăм. Çапла Мартынкассинчи Сергеевсен «керменĕнче» çур çĕрччен кантăк лартни, урай савалани, чӳрече хашакĕсене ăсталани халĕ те асра.

Пур çĕре те ĕлкĕретчĕ

1993 çул. Эпĕ 4-мĕш çул ĕнтĕ Виталий Ивановичăн ĕçтешĕ. Иксĕмĕр те студентсене пĕлӳсĕрлĕх шурлăхĕнчен кăларас енĕпе тапаçланатпăр. Вăл – профессор, эпĕ – аслă преподаватель. Çак çулах Виталий Иванович факультет деканĕ пулса тăчĕ. Раççей наука академийĕн академикĕ, мал ĕмĕтлĕ Лев Кураков тăрăшнипе чăваш халăхĕ валли Чăваш филологийĕпе культура институчĕ йĕркеленчĕ. Икĕ факультета – чăваш филологийĕпе культурин тата журналистика факультечĕсене – пĕрлештерсе тăратчĕ вăл. Унăн директорĕ пулма Виталий Сергеев профессора шанчĕ аслă шкулăн ректорачĕ. Чăвашлăха аталантарассипе пысăк ĕç турĕ вăл: кафедрăсен шутне 5-е çитерчĕ, ентешсем йышлă пурăнакан Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Чĕмпĕр, Самар, Саратов, Кемĕр облаçĕсенчи йăхташсемпе çыхăнăва йĕркелерĕ, вĕренӳ пособийĕсене хатĕрлесе пичетлессипе тимлерĕ. - Итле-ха, Виталий Иванович, – тетĕп сумлă ăсчаха. - Манăн пысăк уяв – виççĕмĕш ача çуралчĕ. Невский тата Македонский ячĕсемпе Александр ят хутăмăр, – тетĕп шӳтлесе.

- Эппин, эпĕ – хреснашшĕ! – савăнчĕ вăл. Саша çитĕннĕ ĕнтĕ. Хура тинĕс çар флочĕн матросĕ Александр Абрамов Сирири операцире те пулчĕ. <...>

Анатолий АБРАМОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.