Тантăш 2 (4971) № 22.01.2026
Чăваш Ишек ачисем — Сурхурире
Сурхури — чăвашсен авалхи уявĕ. Ăна кун таврăннă вăхăтра паллă тунă. Уяв пĕр эрнене пынă, каярахпа Христос тĕнне йышăннă хыççăн Кăшарничченех тăсăлнă. Сурхури йăли-йĕркине кил-çуртра ăнăçу, хуçисен çителĕклĕ пурнăç пултăр, выльăхчĕрлĕх лайăх ĕрчетĕр тесе ирттернĕ. Килес çулхи тыр-пул тухăçлăхне те çав йăласемпе çыхăнтарнă. Çак кун килтен киле тĕрлĕ тум тăхăннă аслисемпе ачасем кучченеç пухса çӳренĕ, такмак каласа ташланă, кил хуçисене савăнтарнă. «Сурхури» ăнлавра сывлăх пултăр, чир-чĕр, хурлăх кайтăр тесе сунни пур. Усала хăвалама ытларах чухне çылăхсăр чунсене, ачасене, хутшăнтарма тăрăшнă. Вĕсене кашни çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ. Пĕрисен — Çветке, теприсен — Шери, Пушкăртстанри чăвашсен — Элемет. Ку уява пирĕн асатте-асанне, кукамай-кукаçи мĕн ĕлĕкрен анлăн паллă тунă. Хăш-пĕр çĕрте вăл халĕ те манăçман-ха. Республика тулашĕнчи чăвашсем те авалхи йăласене сыхласа хăварнă.
КАШНИ КИЛЕ КĔРСЕ ТУХНĂ
Йăла-йĕркене ламран лама упраса хăварас тĕллевпе Патăрьел тăрăхĕнчи Чăваш Ишек ялĕн ачисем кашни çулах Çветке чупаççĕ. Вĕсем Сурхурие кивĕ Çĕнĕ çул каçĕнче тухма пуçлаççĕ. Кунта тĕпленнисем çак уява мĕн ĕлĕкрен халăхра Шери теççĕ. Шкул ачисем Кăшарничченех урам, кил тăрăх çӳреççĕ. Шерисемпе ял-йыш ăшă кăмăллă пулнă, киле кĕртнĕ, кучченеç парса ыр суннă. Сурхури йăли-йĕрки паянхи кунчченех сыхланса юлнă кунта. Акă кăçал та Чăваш Ишек ялĕн ачисем Шерине тухнă, килрен киле такмак каласа, юрласа-ташласа çӳренĕ. Тырпул, пахча çимĕç ăнтăр тесе пăрçа сапнă, тăвайккинчен ярăннă, ял çыннисемпе пĕрле кăмăлтанах савăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем вĕсене пылак çимĕçпе, кукăль-йăвапа, мăйăрпа, хĕвел çаврăнăшпа хăналанă. Шел те, хĕрачасенчен чылайăшĕ каникулта чирленине пула юмăç яма май килеймен. Хĕллехи кану кунĕсене ахаль ирттермен ачасем. Шерине тухма кашниех тум çĕленĕ, асламăш-кукамăшĕн арчинчен авалхи чăваш çи-пуçне туртса кăларнă. Унсăр пуçне, пурте сăвăтакмак вĕреннĕ. «Ах, кинеми, кинеми, Çитрĕ акă Сурхури. Пире кукăль памасан Сурăх ури хуçăлтăр! Пире кукăль парсассăн Сурăх ури сыпăнтăр…» — çакăн евĕр такмаксене асăннă ялти кашни шăпăрлан пĕлет. Чăваш Ишек ачисене авалхи ырă йăла-йĕркене ăша хывтараканĕ — çак ялтах пурăнакан Ыхраçырми шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Светлана Кулакова. «Сурхурие аван, юрласа та ташласа ирттерсе ятăмăр. Юмăç яма кăна май килеймерĕ кăçал. Даша Краснова, Эльвирăпа Эвелина Сорокинăсем, Дина Майкова, Дима Иванов, Евгений Портнов уйрăмах хастар пулчĕç. Ялта пурăнакан Елена Антонова ачасене хавхалантарма урама Шурă Упа пулса тухрĕ, шăпăрлансемпе пĕрле çӳресе пурне те савăнăç кӳчĕ. Часах ак Çăварние хатĕрленме пуçлатпăр. Мăнкуна та авалхи йăласене пăхăнса уявлатпăр. Чăваш уявĕсене манăçа кăларас марччĕ! Ачасемпе пĕрле асатте-асанне, кукамай-кукаçин йăли-йĕркине пăхăнни, праçниксем ирттерни чăвашлăха аталантарать, тăван чĕлхене, аваллăха юратма хистет. Çак уявсем çамрăксен асĕнче тăрса юлĕç, ламран лама куçса пырасса шанатăп», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ чăваш чĕлхине сума сăвакан Светлана Пантелеймоновна.
ЫРĂ ЙĂЛАНА МАНАР МАР!
Юлашкинчен çакна хушса калас килет. Несĕлсем пирĕн валли пуян халал хăварнă. Вĕсем кашни çыннăн ăшĕнче ӳăс-тăн, кăмăл-сипет енченӲ çирĕп шăнăр аталантарнă. Пирĕн несĕлсем çурхи-кĕрхи, çуллахи-хĕллехи йăлайĕркене ирттернĕ. Чăваш халăх уявĕсем çулталăк вăхăчĕсемпе çыхăннă. Авалхи чăвашсен çулталăкĕ çуркуннерен пуçланнă. Чăваш халăхĕ тар юхтарса ĕçлеме те, уявра савăнма та пĕлнĕ. Акă ăçта вĕсен сĕм аваллăхран пыракан пархатарĕ. Ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕрке йывăрлăхсене манса малалла пурăнма, çемьесене упрама, туслăха хаклама, тăванлăха мала хума хистенĕ те.
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











