Ял пурнăçĕ 1 (10385) № 15.01.2026
Пăрăнтăксем çулталăка тухăçлă вĕçлерĕç
Пăрăнтăк ялĕнче пурăнакансемшĕн 2025 çул питĕ паллă пулăмпа асра юлĕ: чылай çул хупă тăнă культура çурчĕ халăх вăйĕпе хута кайрĕ.
Пăрăнтăк ялĕ пирки пуçласа асăннисем 1781 çулта тĕл пулаççĕ. Мăн Шетмĕ чиркĕвĕн метрика кĕнекинче «Шупашкар уесĕнчи Тури Пăрăнтăк» тесе çырни пур. Аякри çĕрсенчен куçса килнĕ чăвашсем Сурăм вăрманĕ çумĕнчи çăл куç патне вырнаçнă. Вăрман касса çĕр хатĕрленĕ, тыр-пул çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă. Шыв çитменнипе Мăн Шетмĕне юхса кĕрекен Юплемеш хĕррине аннă. Ченейки лупашки текен вырăнтан аяларахри çăл куçпа Юнкун ялĕ хушшинче тĕпленнĕ чăвашсем 1789 çулта Анатри Пăрăнтăк ялне никĕсленĕ. 1931 çулта Пăрăнтăксем «Хĕрлĕ Порденер» колхоз йĕркеленĕ. 1936 çулхи кăрлач уйăхĕнче колхоз правленийĕ клуб лартма йышăннă. Ăна тепĕр çул çĕртме уйăхĕнче хута янă. Çурта шултра пĕренесенчен купаланă. Пĕчĕк клубра, пысăкки çумне тĕксе тунăскерте, вулав пӳлĕмĕ, бригада çурчĕ вырнаçнă. Пăрăнтăк клубĕ кĕрлесе тăнă. Унта районти, кӳршĕ ялсенчи артистсем, Шупашкартан килнисем халăха пултарулăхĕпе савăнтарнă. Спектакль-концерт курма юнашар ялсенчен те килнĕ. Кашни уявра тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Клуб 2004 çулта хупăннă. 21 çул кану çурчĕн алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăнă. Ял халăхне пухăнса калаçма, вăхăта усăллă ирттерме вырăн пулманни юлашки вăхăтри çивĕч ыйтусенчен пĕрне çаврăннă. Ял пуласлăхĕшĕн тăрăшни Пăрăнтăксене пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума хавхалантарнă. Кăçал Николай Петров староста ертсе пынипе ял-йыш культура вучахне чĕртсе тăратнă. Юсав ĕçĕсене чăвашсен авалхи йăлине тĕпе хурса ниме мелĕпе пурнăçланă. Пăрăнтăксем кану çуртне раштавăн 20-мĕшĕнче пысăк мероприяти — «Красноармейски районĕнчи чи лайăх купăсçă» конкурс — йĕркелесе уçрĕç. Уяв хăнисене тата ял-йыша ял историне çырăнса юлакан паллă çак пулăмпа Красноармейски округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Павлов, администрацин культура пайĕн ертӳçи Анастасия Александрова, Мăн Шетмĕ территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Галина Иванова саламларĕç. Праçнике парнесĕр килмеççĕ. Александр Вячеславович клуба администраци ятĕнчен портативлă музыка колонки, Галина Ивановна чейник парнелерĕç. Çавăн пекех Пăрăнтăксене Красноармейски округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Валерий Петров, Пĕтĕм Раççейри «Çемье вăрманĕ» проект авторĕ Анна Евграфова ырă сунчĕç. Кану çуртне йĕркене кĕртме хастар хутшăннăшăн Валерий Назаров, Александр Исаков, Виталий Степанов, Николай Петров, Геннадий Герасимов, Василий Петров, Светлана Петрова, Ираида Николаева, Елена Максимова, Татьяна Тихонова, Иван Тихонов, ыттисем Красноармейски округĕн администрацийĕн Тав хутне тата парнене тивĕçрĕç. Уяв каçне Пăрăнтăкри пултарулăх коллективĕ уçрĕ. Унтан купăсçăсен тупăшăвĕ пуçланчĕ. Конкурса Анатолипе Валерий Егоровсем /Анаткас/, Галина Тихоновăн мăнукĕсем Антон, Арсений тата Виктория /Пăрăнтăк/, Александр Ильин, Антон Тихонов, Александр Юдин /Мăн Шетмĕ/, Владимир Ильин /Красноармейски/, Петр Федоров, Александр Кириллов /Алманч/, Георгий Ефимов /Пайсупин/ хутшăнчĕç. Çепĕç юрă-кĕвĕ, хавас такмаксем виçĕ сехете яхăн янăрарĕç. Уява Шупашкартан килнĕ артистсем те илем кӳчĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлекен Наташăпа /сăмах май, унăн ашшĕ Пăрăнтăкран, чылай çул Барнаулта пурăннă хыççăн тăван тăрăха таврăннă/ Наиль Мингазовсем хăйсен ташшисене парнелерĕç. Николай Пыркин баянпа çепĕç кĕвĕсем выляса хавхалантарчĕ. Мероприятие жюри пĕтĕмлетрĕ. Конкурса хутшăннă кашни купăсçă вăл е ку номинаци çĕнтерӳçи пулса тăчĕ, диплома, парнене тивĕçрĕ. Авă 78 çулти Георгий Тусли «Чи ăста купăсçă-такмакçă» ята илчĕ. ПăрăнтăкриТихоновсенмăнукĕсенеАнтонпаАрсенийТихоновсене тата Виктория Кожановăна гран-припе чысларĕç. «Çамрăк купăсçăсен кукашшĕ, Пăрăнтăкри клуб заведующийĕнче ĕçленĕ Василий Антонов, ăста купăсçă пулнă. Кĕçĕн мăнукĕсем акă унран та ирттереççĕ иккен, — терĕ Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче нумай çул тăрăшнă Полина Николаева. — Кун евĕрлĕ мероприятисем ял çыннисене туслаштараççĕ, кулленхи пурнăçа савăнăçпа, ăшăлăхпа тултараççĕ».
Юрий БОРИСОВ.
♦ ♦ ♦
Йăх тымарĕ — тĕне кĕмен чăвашсем
«Йăх-несĕл çинчен пĕлес шухăш мана пĕчĕкрен канăç паман. Ăру аталанăвĕ пирки çырса хăварасси хамăн тивĕç тесе шухăшлатăп», — пĕлтерчĕ вăтăр кĕнеке авторĕ Гурий Дубров редакцие черетлĕ материал илсе килсен.
Ямай, Катек, Халтыш — пирĕн йăха пуçланă тĕне кĕмен чăвашсем. Асатте Анатолий Филиппов — Ямай таврашĕ. Асанне Анастасия Сергеевна Катек йăхĕнчен тухнă. Вĕсем 1907 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи çамрăк мăшăрăн мĕн пур ĕмĕтне татнă. Асатте хаяр вăрçă хирĕнче пуç хунă. Вăл ун чухне 31 çулта пулнă. «Мана пурнăç çулĕ Хĕвел анăç Украинăна илсе çитерчĕ, — каласа панăччĕ асаннен тăванĕ Леонид Григорьевич. — Карпат тăвĕсем çинче вырăс çарĕсем Австро-Венгри салтакĕсемпе çапăçнă вырăнта пултăм. Йыснан Анатолий Алексеевичăн пурнăçĕ те çак çĕр çинчех татăлнă». Асанне йывăр чир хыççăн ура çине тăрайман: 1918 çулхи юпа уйăхĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă, ачисене сĕм тăлăха хăварнă. Атте — 10, Етук 4 çулта пулнă ун чухне. Ватă кукаçи Сергей Кириллович, Катек таврашĕнчен тухнăскер, мăнукĕсене Кăмакалтан Танăша илсе кайнă. «1927 çулта Якур Танăшран Кăмакала пурăнма куçнă. 20 çул тултариччен 16 кун маларах вăл кукашшĕпе Танăша Яшок хĕрне Верока /манăн аннене/ çураçма кайнă. Çапла çĕнĕ çемье çуралнă», — каласа панăччĕ Леня пичче. Асаттен йăмăкĕ Анна Танăшри Çеменпе 1909 çулхи çу уйăхĕнче пĕрлешнĕ. Семен Сергеевич, 31 çул тултарнăскер, 18-ти Аннана качча илнĕ. Çемен таврашĕ тĕне кĕмен чăвашсем пулнă. Эпĕ Анна Алексеевнăна тĕлĕкри евĕр ас тăватăп. Тĕксĕм хура çӳçлĕ лутрарах хĕрарăмччĕ вăл. Мăшăрĕпе ултă ача çуратнă. Анчах иккĕшне çеç тĕрĕстĕкел çитĕнме шăпа пӳрнĕ. Наçтуçпа Сергей амăшĕшĕн ылтăн катăкĕ евĕрех пулнă. Çут çанталăка юратнă. Пысăк сад пахчи тытнă. Эпĕ каярахпа Сергей пиччепе вăл садра сахал мар пулнă. Анастасия Семеновна Тури Кушара качча тухнă. Мăшăрне Микихвер йысна теттĕмĕр. Пысăк йывăç çуртра пурăнатчĕç. Каярахпа вĕсем Тутар Республикинчи Никольски ялне куçса кайрĕç. Унтан Сергей та аппăшĕ патне тухса кайрĕ, унтах çемье çавăрса ĕмĕрне ирттерчĕ. Наçтуçăн кĕçĕн ывăлĕ Александр çемйипе Трак салинче пурăнчĕ. Чире пула çамрăклах çĕре кĕчĕ вăл. Хĕрĕ Вера мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтерет. Анне енчен йăх-несĕл Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ хĕрринчи Танăшра тымарланнă. Йăх пуçĕ Петĕр 1820 çулта çĕр çине килнĕ. Ывăлĕ Ваçлей Степанида Артемьевнăпа мăшăрланнă. Çемьере ултă ача çуралнă, виççĕшĕ сывă пурăннă. Яков Васильевич — манăн кукаçи. Унăн йăмăкĕсем — Маюкпа Варук. Вăл 1889 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче кӳршĕ хĕрĕпе 22 çулти Екатерина Андреевнăпа çемье çавăрнă. «Яшук тирпейлĕ, лăпкă çын пулнă. Ялан çул çӳревре пулнă май килти ĕçсене арăмĕ Кĕтерин туса пынă. «Эх, ман Кĕтĕк 1000 тенкĕ тăрать», — тенĕ Яшук мăшăрне мухтаса», — аса илнĕччĕ пĕррехинче Леонид Григорьевич. Яшукпа Кĕтĕк икĕ ывăлпа виçĕ хĕр — Элекçей, Татьук, Верук /манăн анне/, Ваçук тата Тарье — çуратса ӳстернĕ. Кукамай, ашшĕ-амăшĕнчен çамрăклах тăлăха юлнăскер, пиччĕшĕпе Пименпа тата йăмăкĕпе Вассапа пурăннă. Васса хĕр çулĕ çитсен Кайри Карăкри Еххимккан ывăлне Йăвана качча тухнă. Савнă мăшăр пĕр хĕрпе виçĕ ывăла — Аннана, Павăла, Аркадие, Саньккана — пурнăç парнеленĕ. Анна Ивановна çемье тĕвĕлесе Кольăна çитĕнтернĕ. Вăл вара яш çулĕ çывхарсанВутлантиХресченпе пурнăçне малалла тăснă. Аркадий Иванович 1953 çулхи ака уйăхĕнче ял хĕрĕпе Зойăпа пĕрлешнĕ. Вăл мăшăрне пилĕк ача парнеленĕ: Светлана, Владик, Елена, Петĕр тата Геннадий. Шел, виçĕ ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Аркадий Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăванăм 1939 çулхи раштавра Смоленск хулинче вырнаçнă стрелоксен полкĕнчи политшкулта вĕреннĕ. Хаяр вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех алла пăшал тытса çапăçăва кĕнĕ. Пĕрре мар вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Вăрçа Çĕнтерӳпе вĕçлесен 1945 çулхи авăн уйăхĕнче тăван ене таврăннă. Вăл Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Аркадий Иванович çар тумĕпе çӳретчĕ, темăна тĕплĕ ăнлантаратчĕ, чăвашла илемлĕ те таса калаçатчĕ. Вăрçă унăн сывлăхне самай хавшатнă. Вăл 49 çулта, 1969 çулхи çĕртме уйăхĕнче, çĕре кĕнĕ. Аркадин хĕрĕ Светлана ял каччипе Вячеслав Егоровпа ĕмĕр юратса пурăнма тупа туса 1983 çулхи çу уйăхĕнче туй кĕрлеттернĕ. Егоровсем ачисене çирĕп воспитани парса ӳстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Владислав — следовательте, Нина Шупашкар хулин прокуратуринче вăй хураççĕ. <...>
Гурий ДУБРОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...










