Комментировать

15 Янв, 2026

Çамрăксен хаçачĕ 1 (6600) № 15.01.2026

Юрă шырама кайнă та ĕç тупнă

АЧАРАН ХАСТАР ПУЛНĂ. ЧЫЛАЙĂШĔ ĂНА ПУЛТАРУЛЛĂ ЮРĂÇ ПЕК ПĔЛЕТ. ВĂЛ ВАРА МАТТУР РАДИОЖУРНАЛИСТ ТА. ЧĂВАШ ПИЧЕЧĔН КУНĔ УМĔН ЭПИР ЕЛЕНА ЭНЖЕЯ (ПОРФИРЬЕВĂНА) «ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔН» ТĔПЕЛНЕ ЧĔНТĔМĔР.

Ялти клубра юрланă

— Елена, вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха.

— Эпĕ 1992 çулта Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче Николаевсен çемйинче çуралнă. Атте Юрий Сергеевич ялти колхозра слесарьте вăй хунă. Анне Валентина Павловна ветеринарта тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ килте карта тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Эпĕ — виçĕ ачаран кĕçĕнни. Пичче Саша, шел те, 16 çултах пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Аппа Люда экономистра ĕçлет.

— Ачалăха епле аса илетĕн?

— Тăватă çултан мана килте пĕчченех хăварнă. Пирĕн вăхăтра ача сачĕ пулман. Пиччепе аппа шкулта вĕреннĕ. «Эсĕ — кил хуçи. Санăн пӳрт-çурта сыхламалла», — анне ĕçе каяс умĕн мана çапла каласа хăваратчĕ. Кăнтăр апатне киле пыратчĕ. Анне таврăниччен мĕнпе те пулин аппаланаттăм. Манăн тигр пекскер, хурапа хĕрлĕ сарă тĕслĕ кушак çури пурччĕ. Эпĕ ăна пĕчĕк ачан кĕписене тăхăнтартаттăмччĕ, унпа выляттăмччĕ. Пĕрре выльăх картишĕнчен вăкăрсем тухса кайнăччĕ. Урама тухма хăратăп, мĕн тумаллине пĕлместĕп. Анне ĕçрен таврăнсан мана лăплантарнăччĕ. Тепрехинче пĕчченех урама уçăлма тухнăччĕ. Шартлама сивĕччĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ кĕрĕк тăхăннăччĕ. Киле кĕме тăрсан алăка туртатăп — уçăлмасть. Сивĕпе шăнса ларнă ахăртнех. Йĕме пуçларăм. Манăн сасса илтсе кӳршĕре пурăнакан Христина инке чупса килчĕ. «Мĕн пулнă, Лена?» — тесе ыйтрĕ. «Киле кĕрейместĕп», — хуравларăм ăна çийĕнчех. Христина инке мана тепĕр кӳршĕсем патне кайса ячĕ. Шăнса кӳтнĕскер батарей умĕнче ăшăннине ас тăватăп. Кăнтăрла иртсен анне киле илсе кайрĕ. Тепĕр самант та асрах. Ача чухне стаканри мороженăя юратса çиеттĕмĕр. Çимĕçе паянхи пек лавккара сутмастчĕç, шкула илсе килетчĕç. Анне аппапа пиччене ман валли туянмалăх укçа парса яратчĕ. Паллах, вĕсем шкултан таврăниччен мороженăй ирĕлсе каятчĕ. Эпĕ ăна савăнсах çиеттĕм.

— Юрласси мĕнрен пуçланчĕ?

— Мĕн пĕчĕкрен юрлама юратнă. Юрă-ташăпа çывăх пулнă. Ас тăватăп: килте тĕкĕр умĕнче алла тура тытса шăрантараттăмччĕ. Вырăслисене юрлаттăмччĕ. Ун чухне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулхи юрăсем анлă сарăлнăччĕ. Атте-аннепе кĕреке хушшинче чăваш юррисене шăрантарнине итлесе ĕнĕрлесе лараттăм. Пĕрремĕш хут сцена çине 6 çулта тухрăм. Анне тăвансем патне хăнана кайсан Светлана Асаматăн «Сан çинчен, ман çинчен» юрă илтнĕ. Ăна мана вĕрентрĕ. Çак юрăпа ялти клуб сцени çине тухрăм. Халăх лăк тулличчĕ. Эпĕ кăвакал ӳкернĕ шурă кĕпе тăхăннăччĕ. Юрра вĕçлесен куракансем тăвăллăн алă çупма тытăнчĕç. Сцена хыçне кĕрсе кайрăм. Халăх пĕр чарăнми алă çупнине кура анне мана тепĕр хут тухса пуç тайма хушрĕ. Эпĕ иккĕмĕш юрă шăрантартăм. Анне тĕлĕннĕччĕ. Çавăн чухне Светлана Пудовкина куракансен йышĕнче пулнă. Вăл манăн пултарулăха асăрхарĕ. Мана шыраса тупса шкула йыхравларĕ. Инди халăхĕн ташшине вĕрентĕм. Мана чылайăшĕ эпĕ Инди çынни пек сăнлă пулнине палăртатчĕ. Эрмен е грузин çемйинче çуралнă тесе те калатчĕç. Чăвашла пуплеме пуçласан тĕлĕнетчĕç. «Ятарласа чĕлхене вĕреннĕ пулĕ», — тетчĕç. Эпĕ вара манăн атте те, анне те чăваш пулнине ĕнентереттĕмччĕ. Çапла шкула каяс умĕн ташлама, юрлама вĕрентĕм. Ялти концертсене хутшăнтăм. 1999 çулта пĕрремĕш класа кайрăм. Шкул çулĕсем савăнăçлă иртрĕç. Пĕрремĕш вĕрентекен Мария Тимофеева пирĕнтен çирĕп ыйтатчĕ. Вăл ырă кăмăллăччĕ, пире сăмахпа хавхалантаратчĕ. Коридорта чуптармастчĕ, кĕнеке вулаттаратчĕ. Эпĕ яланах пĕрремĕшсен ретĕнче пулма тăрăшаттăм. Лайăх вулаттăм та, мана иртерех яратчĕç. Килелле пĕчченех лăпăстатса утаттăм. Пиллĕкмĕш класра пире Галина Федорова вĕрентме пуçларĕ. Пирĕн класс туслăччĕ: яланах пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр. Хастар пулнăран мана шкулти мероприятисене ертсе пыма шанатчĕç. Пур çĕре те хутшăнма тăрăшнă. Искусство шкулĕнче ăсталăха туптарăм.

— Санра ачаранах пултарулăх вăйĕ тапса тăни куçкĕрет. Шкул хыççăн ăçта вĕренме каясси çинчен эсĕ ун чухнех палăртнă ахăртнех.

— Çапла, манăн музыка енĕпе аталанас килетчĕ. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультетне вĕренме кĕтĕм. Иккĕмĕш курсра качча тухрăм. 3-мĕш курсра София çуралчĕ. Хĕрĕме ура çине тăратма атте-анне пулăшрĕ, вĕсене куншăн тав тăватăп. Ача çуралсан яваплăха тата ытларах туйма тытăнтăм. Тăрăшса вĕрентĕм: конкурссене, конференцисене хутшăнтăм. Университетра лайăх паллăсемпе ĕлкерсе пынăшăн стипендипе хавхалантарчĕç. Виççĕмĕш курсра ĕçлеме тытăнтăм. Ун чухне Еншик Чуллă шкулĕн директорĕнче Татьяна Беззубова ĕçлетчĕ. Вăл сĕннипе тăван шкулта вăй хутăм. Тунтикунпа эрнекунсерен университетри занятисене çӳрерĕм. Шăматкунсерен, каярах тунтикунсерен шкул ачисемпе садикри шăпăрлансене ташă-юрă пĕлĕвне патăм. Çак ĕçре 5 çул вăй хутăм.

Чун киленĕçĕ

— Пурнăç çулĕ сана Чăваш патшалăх телерадиокомпанине епле илсе çитерчĕ-ха?

— Алла диплом илме вăхăт çитсен ăçта ĕçлеме каясси пирки ыйту тухса тăчĕ. «Чăваш патшалăх филармонине е оперăпа балет театрĕн хорне юрлама каймалла мар-ши?» — шухăшлаттăм. Диплом ĕçĕн ертӳçи Татьяна Эррэ çирĕп ыйтатчĕ, кĕнеке купи-купипе вулама паратчĕ. Пĕрре — ача пăхмалла, çемьене тимлĕх уйăрмалла, тепре — вĕренӳре ĕлкĕрсе пымалла. Вăхăт çитсе пыманнипе йĕреттĕм. Наукăпа практика конференцийĕсене те хутшăнаттăм. Тĕпчев ĕçĕ çырма Василий Воробьевăн «Шурă кăвакарчăн» юрри кирлĕ пулчĕ. Татьяна Алексеевна мана радиона кайса ыйтма сĕнчĕ. Интернетра ăна тупма май çукчĕ. Николаев урамĕнчи 4-мĕш çурта çул тытрăм. Чăваш патшалăх телерадиокомпанине именсе кĕтĕм. Хуралçа музыка редакторне шыранине пĕлтертĕм. Вăл Ираида Канавичевăна чĕнчĕ. Мана çӳллĕ, кĕрнеклĕ хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Вăл Василий Воробьевăн юррине картотекăра шырамаллине пĕлтерчĕ. Тупсан питĕ савăнтăм. Юрра пуçлăхран ирĕк ыйтмасăр памастчĕç. Пĕр минут çырнине цифровизацилеме укçа тӳлемеллеччĕ. Эпĕ студент çеç. Маншăн ку пысăк укçа. Эльвира Тимофеева патне кайрăм.

«Сана мĕн тума çак юрă кирлĕ?»

– ыйтрĕ Эльвира Владимировна. Эпĕ наукăпа практика конференцине хутшăннине, ăна хатĕрленме çак юрă кирлине каларăм. Эльвира Тимофеева ăна ахалех илсе кайма ирĕк пачĕ, интернета кăларма юраманнине асăрхаттарчĕ. Унтан Ираида Канавичева патне юрра çыртарма кайрăм. Калаçсан-калаçсан эпир ентешсем пулнине пĕлтĕм: вăл та Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă-мĕн. Унтан Ираида Александровна мана хăйĕн вырăнне музыка редакторне ĕçлемешкĕн килме йыхравларĕ. Университетран вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче ĕç вăрттăнлăхĕсене 7 уйăх ăса хыврăм. 2017 çулхи нарăс уйăхĕнчен радиохыпарлав службин информаци программисен пайĕнче редакторта ĕçлеме пуçларăм. Çав çулах иккĕмĕш хут анне пултăм.

– Музыка редакторĕн тивĕçĕсем еплерех?

– Эпĕ музыка кăларăмĕсем хатĕрлетĕп. Артистсенчен, юрăçсенчен, композиторсемпе сăвăçсенчен интервью илетĕп. «Эсир юратнă юрă-кĕвĕ», «Ирхи концерт», «Юхтăр юрă», «Кăмăлтан», «Ылтăн çӳпçерен», «Ăраскал» тата ытти кăларăма эфира кăларатăп.

– Хăв пуçарнă кăларăмсем пур-и?

— «Самана йыхравĕ». Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе интервью хатĕрлетĕп. Шкул ачисем салтаксем патне шăрçаланă çырусене эфира кăларатпăр. Унсăр пуçне композиторсемпе артистсен СВО паттăрĕсене халалланă сăвви-юрри янăрать. Тепĕр радиокăларăм — «Йăла-йĕрке — ламран лама». Пирĕн юрă-кĕвĕ фончĕ пуян. Унта чăваш композиторĕсен, классиксен, сăвăçсен хайлавĕ чылай. Хальхи саманара çамрăксем ытларах çĕкленӳллĕ музыкăна килĕштереççĕ. Ĕлĕкхи юрăсене эфира кăларса итлекенсене епле майпа интереслентерсе ямаллине шухăшлаттăм. Авалхи йăла-йĕркепе çыхăнтарса çавăн пек кăларăм хатĕрлес терĕм.

— Журналист тĕрлĕ шăпаллă çынпа та паллашать. Чуна тыткăнланă тĕслĕхсем те пулнă-тăр?

— Пĕррехинче ятарлă çар операцине хутшăннă салтакăн аппăшĕ шăллĕ çинчен каласа парас тĕллевпе çыхăнăва тухрĕ. Шел те, йĕкĕт çапăçура паттăрлăх кăтартса ĕмĕрлĕхех куç хупнă. Вăл СВО пуçламăшĕнченех тăшманпа кĕрешнĕ. Аппăшĕ куççуль юхтарсах шăллĕпе ирттернĕ вăхăтсене, ачалăхри самантсене аса илчĕ. Кăларăм эфира тухсан та вăл ман пата шăнкăравларĕ. Передачăна вĕсем тăванĕсемпе, çемйипе пĕрле итленĕ. Вăл шăпах пиччĕшĕ вилнĕ кун эфира тухрĕ. Пытармастăп: кăларăма хатĕрлеме питĕ йывăр пулчĕ, кашни саманта хам чĕре витĕр кăлартăм. — Радиоертӳçĕ вырăнĕнче хăвна епле туятăн? — Малтанах радиона ĕçлеме килсе тĕрĕсех турăм-ши тесе кулянаттăм. Эпĕ профессипе — юрăç, журналистикăра ĕçлесе курман. Кунта тĕрлĕ композиторпа паллашрăм, вĕсем мана хăйсен юррисене шăрантарма шанчĕç. Çапла хамăн пултарулăха та аталантартăм, журналистикăра та çитĕнӳсем турăм. Ку ĕç мана килĕшет. Эпĕ — уçă кăмăллă çын. Калаçма юрататăп. Çынсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупатăп. Интервью илнĕ чухне те чылайăшĕ мана тахçанах пĕлнĕ çын пек хаклать. <...>

Юлия ИВАНОВА калаçнă.

♦   ♦   


Килте те кĕнекерен уйрăлмасть

Цифра технологийĕсем аталаннине кура пичет кăларăмĕсене вулакан çултан-çул сахалланса пыни, çынсем библиотекăсене сайра хутра çӳрени вăрттăнлăх мар. Телее, вулавăшсен пурнăçне илĕртӳллĕрех тăвас тата вулав культурине аталантарас тĕллевпе тăрăшакансем пирĕн хушăра нумаййи савăнтарать. Çак пархатарлă ĕçре Людмила Чебукова та вăй хурать.

Оператортан библиотекаре «Эпĕ пысăк хуласен хĕвĕшĕвне килĕштерместĕп, шăплăхпа лăпкăлăха кăмăллатăп. Çуралса ӳснĕ вырăн маншăн çав тери хаклă, çавăнпа тăван тăрăхрах юлма шухăшларăм. Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă тени ман пурнăçа лайăх сăнлать пек туйăнать. Тăван тăрăхрах усăллă пуласси, хула аталанăвне тӳпе хывасси — тĕп тĕллевсем», — палăртрĕ Канаш хулинчи тĕп библиотекăра ĕçлекен хĕр. Людмила Чебукова 2000 çулта Шăхасанта кун çути курнă. Пуçламăш классенче Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнче вĕреннĕ. «Пирĕн класра ултă арçын ачаччĕ, эпĕ пĕртен-пĕр хĕрачаччĕ. Çапах эпир туслă пулнă, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пынă. Вĕрентекенсем кашни куна интереслĕ тăвас тесе тăрăшатчĕç, час-часах уçăлма илсе тухатчĕç, походсем йĕркелетчĕç. Икĕ çул Çырмапуçри вăтам шкулта вĕрентĕм. Çак çулсенче пултаруллă педагогсем хавхалантарса пынипе технологипе чăваш чĕлхи урокĕсене кăмăлларăм. Шăпах çавăн чухне кĕнекесемпе çывăхлантăм. Фортепиано калама вĕренес тесе музыка шкулне çӳрерĕм. Анчах шăпа урăхла килсе тухрĕ: тепĕр вырăна пурăнма куçнипе ĕмĕт пурнăçланмарĕ. Çапах пăшăрханмарăм, çав çулсенче библиотекăна çӳреме май пулни чуна хăпартлантарчĕ. Шкул хыççăн кашни кунах кĕнекесемпе юратнă мультфильмсен асамлăхне путаттăмăр. Библиотекăна часчас çӳренĕрен мероприятисене хутшăнаттăмăр, формулярсем хатĕрлеме шанатчĕç, вулакансене пулăшаттăмăр. 7-мĕш класа Сиккассинчи А.И.Миттов ячĕллĕ вăтам шкула куçма тиврĕ. Кунта чăваш чĕлхипе тата литературипе ытларах кăсăкланма тытăнтăм. Шкул олимпиадисене хутшăнса малти вырăнсене тухрăм. 2018 çулта Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Президент пулнă тăк» çамрăксен проекчĕсен конкурсне хутшăнни асра юлчĕ. Вăл малалла утма хавхалантарчĕ», — пуçларĕ калаçăва хĕр. Шкул хуççăн Людмила Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче нефть тирпейлекен оператор специальноçне алла илнĕ. Часах çак професси чуна выртманнине ăнланнă. Кĕнекесемпе кăсăкланакан, ачасене юратакан хĕре çывăх тăванĕсем Чăваш патшалăх культура институтне библиотекаре вĕренме кайма сĕннĕ. 2019 çулта вăл Канаш округĕнчи Сител ялĕн библиотекинче ĕçлеме пуçланă, 2020 çулхи çу уйăхĕнче ача-пăча вулавăшне куçнă. 2023 çултанпа тĕп вулавăшăн пай заведующийĕнче вăй хурать. Людмила мероприятисем ирттерет, вулакансене кирлипе тивĕçтерет, компьютерпа усă курма вĕрентет тата ытти ĕçе тăвать. Çавăн пекех конкурссене хутшăнма тăрăшать. «Çынсемпе калаçни мана савăнăç парнелет. Уйрăмах ачасемпе ĕçлеме кăмăллă — çамрăк вулакансем библиотекăна хаваслăхпа тултараççĕ. Унсăр пуçне тĕп библиотека çумĕнчи «Импульс» çамрăксен хутшăну территорин ĕçне йĕркелесе пыратăп. Ăна 18 çула çитмен ачасем валли уçнă, унта профилактика учетĕнче тăракан яшсемпе хĕрсене уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕ организаципе тачă çыхăну тытатпăр, шăпăрлансене кирлĕ пулăшу парас тĕллевпе культура программисем тата вĕрентӳ проекчĕсем хатĕрлетпĕр. Ачасен чуна уçса калаçмалли, шухăш-туйăмпа «пайланмалли» вырăн пулмалла. Эпĕ кашнине тимлĕн итлетĕп, çивĕч ыйтăва сӳтсе явма, пулăшу пама тăрăшатăп. Çавăн пекех «Хаваслă кану кунĕсем» программа ертӳçи те. Вулавăш ĕçченĕсем ăсталăх класĕсем, ӳкерӳ урокĕсем йĕркелеççĕ, çемьепе пĕрле канмалли майсем туса параççĕ. «Ырă алăсем» клуб та вулакансен пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Мероприятисем аслисемпе ачасене пĕр-пĕрне ăнланма, пултарулăха аталантарма тата ăрусен çыхăнăвне çирĕплетме пулăшаççĕ. Мартыновсен çемйи тата Шăхасан шкулĕн вĕрентекенĕ Любовь Григорьева клуб ĕçне хастаррăн хутшăнаççĕ», — малалла тăсрĕ калаçăва Людмила. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.