Хресчен сасси 1 (3090) № 14.01.2026
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен мĕн улшăнчĕ?
Федерацин норматив акчĕсенчи 520 положение улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем социаллă сферăна, ĕçлеве, налук хурассине, бизнеса, çар службине, ытти сферăна пырса тивнĕ.
Раççейĕн ял хуçалăхне йĕркелекеннисене кĕртнĕ улшăнусем те вăя кĕчĕç. Вĕсем налук хурассипе, патшалăх пулăшăвĕпе, маркировкăлассипе, бюджетран уйăракан укçапа епле усă курнине тĕрĕслесе тăрассипе çыхăннă. Ял хуçалăх организацийĕсем кашни литр сĕтшĕн малашне те субсиди илĕç. Фермерсене ăна кăçалтан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен реестрне кĕнĕ пулсан çеç парĕç. Çавăн пекех субсидие кил хуçалăхĕ тытакан, «Профессирен илекен тупăша хуракан налук» йĕркепе ĕçлекен çынсем, наукăпа вĕрентӳ организацийĕсем тивĕçеççĕ. Субсидипе камсем усă кураймаççĕ? Çулталăкра тупăш 800 млн тенкĕ ытла илекен агрохолдингсемпе предприятисем. Апла пулин те вĕсене патшалăхăн ытти пулăшу майĕсем (кредит проценчĕн, ăратлă выльăх тата оборудовани туянса тӳснĕ тăкакăн пĕр пайне саплаштарасси) пырса тивеççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен продукцин е пулăшу ĕçĕн хушма хакĕнчен тытакан налук (НДС) 22% танлашать. Пĕлтĕр вăл таварсен пысăкрах пайĕшĕн 20% пулнă. Улшăну продукци сутакан, тĕрлĕ ĕç тата пулăшу ĕçĕ пурнăçлакан, пурлăх ыйтăвĕсене татса паракан, çĕршыва тавар турттарса килекен, строительствăпа монтаж тăвакан бизнесменсен пысăкрах пайне пырса тивет. Патшалăх агропрома туса панă çăмăллăха çаплипех хăварнă: çăкăртан, сĕтрен, ашран, пахча çимĕçрен тытакан НДС 10% юлнă. Ансатлатнă йĕркепе налук тӳлекен уйрăм предпринимательсемпе тулли мар яваплă обществăсен çулталăкра туса илнĕ тупăшран НДС тӳлемелли укçа хисепĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 60 млн тенкĕрен 20 млн таран анать. Ансатлатнă йĕркепе налук тӳлекен, çулталăкра тупăш 20 млн тенкĕрен кăшт ытларах илнĕ фермерсем ял хуçалăхĕн пĕрлехи налукне тӳлемелли йĕркепе усă курма тытăнсан сахалрах çухатмăп-ши тесе шутласа пăхма пултараççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен тата ĕçлекен пенсионерсен ватлăхра илекен, инвалида тухнă тата тăрантаракансăр юлнă çынсен страхланă пенсийĕн тӳлевне 7,6% индексацилеççĕ. Уйрăм çыннăн пенси коэффициенчĕн виçи 145,69 тенкĕрен 156,76 тенкĕ таран хăпарнă. Ватлăхри страхланă пенсин тӳлев виçи 8907,7 тенкĕрен 9584,69 тенке çитнĕ. 2026 çулта ватлăхри страхланă пенсие 64 çул тултарнă арçынсем, 1962 çулта е маларах çуралнисем, 59 çул тултарнă хĕрарăмсем, 1967 çулта тата унччен çут тĕнчене килнисем, тухма пултараççĕ. Çавăнпа пĕрлех социаллă пенсие 69 çул тултарнă арçынсем, 1957 çулта тата маларах çуралнисем, 64 çул тултарнă хĕрарăмсем, 1962 çулта е маларах çуралнисем, тивĕçмешкĕн ыйту лартма пултараççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен алкоголь тата сигарет акцизне хăпартнă. Иноагентсемшĕн уйрăм çын тупăшĕнчен тытакан налук (НДФЛ) ставкине пысăклатнă тата вĕсене налук хывас енĕпе çĕршывра çирĕплетнĕ çăмăллăхсăр хăварнă. Çулталăкра пĕр кун ĕçленĕ пулсан та НДФЛ ставки вĕсемшĕн 30% танлашать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ăста хăмлаçă
2025 çулхи утă уйăхĕнчен республикăра «Хăмла отрасльне аталантарасси» проект пурнăçланать.
Унпа килĕшӳллĕн Чăваш Енре 2030 çул тĕлне пучах паракан пахчасене 2 пин гектара çитермелле, çулталăкра 2050 тонна «симĕс ылтăн» пуçтарса илме тата унран 1845 тонна гранула тума тытăнмалла. Пĕлтĕр Чăваш Енре 302,7 тонна пучах пухса кĕртнĕ. Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумĕ 100 га лаптăкра тимĕр-бетон юпасем лартса шпалер вырнаçтарнă, Етĕрнепе Çĕрпӳ округĕсенчи 26 га çĕре «Подвязный» сорт калчине лартнă. Ытти лаптăка çуркунне варăнтарасшăн. Республика «симĕс ылтăн» туса илес енĕпе пысăк опыт пухнă. Ку номерте Куславккасен паха опычĕпе паллаштаратпăр. «Аниш» совхоза Чехословакирен специалистсем килсе пучах татмалли комбайнсемпе сушилкăсем вырнаçтарса панă. Ăна совхозрах ăсталанă преспа лапчăтса сутнă. «Аниш» 1983 çулта чи нумай пучах — 173 тонна — пуçтарса илнĕ. 1984 çулхи çуркунне Куснар уйрăмĕнчи хăмлаçăсен 2-мĕш бригадине ертсе пыма Валентин Казакова шаннă, 1-мĕш бригадăна Нина Григорьева ертсе пынă. Совхозра хăмла 200-е яхăн га пулнă. Цехпа сушилка ĕçне икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Валентин хăмла пахчинче 1977 çулта ĕçлеме тытăннă. Бригадирта 2 çул тăрăшсан Вăрнарти совхоз-техникума пĕлӳ илме кĕнĕ, ӳсен-тăран агрономне куçăн мар майпа 3 çул вĕреннĕ. Пĕр çулхине чылай лаптăкри хăмла тымарĕ шăнса хăрнă. Туянма калча хаклă — мĕн тумалла? Ăна сутакан хуçалăхран укçа парса илсен хакла ларать. Хăмлан 3 çулçăллă турачĕсене авăртан каснă та тымарлантарма вутă хутса ăшăтнă складсен урайне лартнă, хура тăпраран çĕр-çĕр калча шăтса çитĕннĕ. Çапла майпа хăрнă авăрсен вырăнне лартса ешĕллентернĕ. Калча хăйсем валли çеç мар, республикăри ытти хуçалăх валли те шăтарнă, сутса тупăш тунă. В.Казаков бригади пучаха икĕ «ЧХ-4» комбайнпа татнă, агротехнологие пăхăнса пахчари ĕçсене 6 тракторпа пурнăçланă. Бригадăна шанса панă 57 гектара 29 лаптăка пайланă. Пĕр сменăра пахчасенче 26-ăн, сушилкăра 6-ăн, вĕсемсĕр пуçне механизаторсемпе рабочисем ĕçленĕ. 1991 çул. Совхоз директорĕ Иван Кудяков В.Казаков бригади лайăх ĕçленине курса ăна хăмла цехне ертсе пыма лартнă. Вăл мĕн пур бригадăна ертсе пыма тытăннă, пучах татассине икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Кулленхи плана тултарассишĕн кашни бригадăн 1300 килограмран кая мар татмалла пулнă, 5 пин кг таран татнă. Нормăпа килĕшӳллĕн кашни сменăра сушилкăран 750 кг пучах кăларма тĕллев лартнă, 2 пин ытла типĕтме пултарнă. Куснарсен çуллен кашни гектартан 12-14 ц (типпине шутласан) хăмла тухнă, 100 тонна таран продукци пухăннă. Пресланине Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнчи пункта сутнă. 1992 çулта «симĕс ылтăн» производствинчи ӳсĕмшĕн Валентин Казакова — республикăн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе, совхоза «МТЗ-80» тракторпа наградăланă.
— Пирĕн бригадăра 100-е яхăн çынччĕ, — аса илчĕ Валентин Владимирович. — Пучах татма çемйи- çемйипе пухăнатчĕç. Пысăк тухăç илессишĕн нумай ĕçлеттĕмĕр. Владимир Чапаев, Юрий Мочалов, Владимир Федотов трактористсене, пучах татмалли комбайн машинисчĕсене Петр Ларионова, Александр Самсонова, Галина Исаковăна, Евдокия Педюсевăна, Галина тата Раиса Красковăсене, Зоя Осиповăна ырăпа аса илетĕп. <...>
Валентин КОНСТАНТИНОВ, журналист.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











