Комментировать

25 Дек, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 48 (1428) № 25.12.2025

Сăн ÿкерчĕксенче — сусăр ачасен шалти тĕнчи

— Унччен эпĕ ытти чылай çын пекех сывлăх енчен хавшак ачасене тимлемен, хам тавра мĕн пулса иртнине те асăрхаман тейĕн. Анчах пурнăç йăлтах хăй вырăнне лартать. Вăл ман тавра сусăр ачасем те пуррине систерчĕ. Эпĕ тинех вĕсене «курма» пултартăм. Ытларах та ытларах. Пĕррехинче вара манпа Ольга Булыгина çыхăнчĕ, ятарлă фотопроект хатĕрлеме сĕнчĕ. Эпир унччен те палланă пĕр-пĕрне, анчах вăл сывлăх енчен хавшак ачасене çитĕнтерекен çемьесемпе ĕçленине пĕлмен… — пуçарчĕ калаçăва Екатерина Чернова фотограф.

Шăпах çав сăн ӳкерчĕксенчен «Эпĕ пур!» курав йĕркеленĕ. Вăл Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче раштав уйăхĕнче уçăлнă. Мероприятие фотопроект геройĕсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Курава ирттермешкĕн, сăн ӳкерчĕксене пичетлесе хатĕрлемешкĕн йĕркелӳçĕсем — «Чикĕсĕр чĕресем» ыр кăмăллăх пĕрлешĕвĕн ертӳçи Марина Крымзова, проект кураторĕ Ольга Булыгина тата Екатерина — укçа-тенкĕ хăйсемех тупнă. Вĕсене тус-пĕлĕшĕ, çывăх çыннисем пулăшнă. Асăннă проекта тĕрлĕ чирпе нушаланакан ачасен сăн ӳкерчĕкĕсем кĕнĕ. Ахаль йышши мар вĕсем, унта кунсерен пурнăçшăн кĕрешекен хĕрачан е арçын ачан шалти тĕнчи, ыратăвĕасапĕ курăнать. Ӳкерӳ умĕн Екатерина ачасен ашшĕ-амăшĕнчен кулленхи пурнăçра мĕнле çивĕч ыйтусемпе тĕл пулнине çырса кăтартма ыйтнă. Екатерина вĕсемпе Шупашкарти тĕрлĕ вырăнта курнăçса фотосесси ирттернĕ.

— Алла камера тытсан эпĕ çав пĕчĕк паттăрсем ăна е кăна тума пултарайманни пирки вуçех шухăшламан. Чĕрĕ самантсене «тытнă». Фотоаппарата сумкăна чиксе хунă хыççăн çеç чунра туйăмсем капланса килетчĕç. Çавнашкал ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулнине, вĕсем епле ывăннине ăнлантăм ун чухне, — терĕ Екатерина. Куравра пурте куççульленнĕ. Екатеринăн сăн ӳкерчĕкĕсене лăпкăн сăнама май çук. Çемьесем хăйсене тимленишĕн, асăрханишĕн, пулăшма тăрăшнишĕн чунран тав тунă. Çак ĕçе Екатерина чĕре витĕр кăларнă. — Курав уçăлнă хыççăн манпа социаллă сетьре пĕр хĕр çыхăнчĕ. «Эсир çакнашкал проекта пурнăçланишĕн савăнатăп, мĕншĕн тесен манăн аппа та сусăр. Унпа çын хушшине ытлашши тухма тăрăшман эпир — вăтаннă. Халĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисене урăхла йышăнма пуçласса шанатăп, — çырнăччĕ вăл. Вăл е ку чирпе нушаланакан ачасем чылай чухне сывă тантăшĕсенчен те шар кураççĕ, вĕсемпе нумайăшĕ хутшăнасшăн мар. — Эпир ку ыйтусене мĕн чухлĕ ытларах сӳтсе явăпăр, общество çавăн чухлĕ ырăрах пулĕ. Шухăшлава улăштарма, паллах, хамăртан пуçламалла. Ашшĕ-амăшĕн ачисене тĕслĕх кăтартмалла, — палăртрĕ фотограф.

— «Эпĕ пур!» проект чылай çынна шухăшлама хистерĕ, çакна социаллă сетьсенче килнĕ вун-вун çыру çирĕплетет. Процесс епле иртнине тата курав уçăлнă самантсене Екатерина видео та ӳкернĕ. Ăна монтаж тăваканĕ пикен тусĕ — Лейла Краснова. — Видеороликра сусăр ачасене сыввисенчен уйрăлса тăманнине кăтартасшăнччĕ, мĕншĕн тесен вĕсенчен кашнийĕ — пĕчĕк герой. Кашни утăм, кашни хускану çак ачасемшĕн — çитĕнӳ. Ку еплерех йывăр-çке. Çавăнпа курав та «Эпĕ пур!» ятлă, — палăртрĕ шухăшне Лейла. Екатерина 10 çул ытла сăн ӳкерет, çак ăсталăха вăл ятарлă шкулта туптанă. Фотограф пек ĕçлес умĕн тĕрлĕ профессире тăрăшнă пике. Коронавирус алхаснă тапхăрта вăл социаллă контракт çырса фотограф пек аталанмашкăн патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. «Эпĕ пур!» курав çитес çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Историпе ӳнер музей комплексĕнче уçăлĕ. Сăмах май, Екатерина çак хулара çуралса ӳснĕ. Вăл малашне те çынсемшĕн çивĕч темăсене сăн ӳкерчĕкре çутатас енĕпе çине тăрса ĕçлес кăмăллине палăртрĕ. <...>

Светлана ИВАНОВА.

♦   ♦   


Çула тухать... Юр пике

Пĕр каçхине суту-илӳ центрĕнчен киле кайма тухрăм, чарăнура автобус темччен кĕтрĕм — килмерĕ. Мĕн тăвас тетĕн? Такси чĕнме тиврĕ. Кăрлачăн 11-мĕшĕччĕ ун чухне, çанталăк сивĕ.

Акă автомобиль çитсе чарăнчĕ. Алăка уçрăм та тĕлĕнтĕм — руль умĕнче илемлĕ Юр пике йăл кулса ларать. Ольга Тимофеевăпа шăпах çапла паллашрăм. Çĕнĕ çул асамлăхне ĕненме пăрахма васкамалла мар иккен, вăл пурах. Ольга çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Тĕп хулара çуралса ӳснĕскер 19 çул каялла, Мускав политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнче аслă пĕлӳ пухнă тапхăрта, водитель правине илнĕ. Вĕренме вара ансат пулман.

— «Жигули» машинăпа çӳреме хăнăхрăм. Инструкторсем те хăйне евĕрччĕ. Пĕри, тулли кĕлеткеллĕскер, пĕрмай хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчетчĕ, урине тормоз педалĕ çинчен илместчĕ. Тепри, «четверкăпа» çӳрекенскер, пĕр хĕрарăма та тимлемесĕр ирттерсе яраймастчĕ. Виççĕмĕшĕ тивĕçлĕ канури арçынччĕ. Унăн маршручĕ кашнинчех пĕрешкелччĕ — Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи пĕр ача садĕнчен пуçласа хăй пурăнакан çурт таран тăсăлатчĕ. Права илсен ултă çултан чикĕ леш енче туса кăларнă автомобиль туянтăм. Унпа опыт пухрăм, аварие те пĕрре мар лекнĕ, — пуçарчĕ калаçăва хĕрарăм. Юр пике пек тумланса пассажирсене кирлĕ çĕре леçес шухăш епле çуралнă-ха унăн? — Пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн хула урамĕнче юр пĕрчисемпе, йăлтăрккасемпе капăрлатнă çăмăл машинăна асăрхарăм. Водителĕ вара — Хĕл Мучи! Хавхаланса кайрăм та нумай шухăшласа тăмасăр Юр пике тумне туянтăм. Çаплах çула тухрăм. Хамăрăн кăмăла çĕклеме пĕлмелле, кулленхи пурнăçа хаваслăх кĕртмелле. Манăн хăйсен ĕçĕсене путнă çитĕннĕ çынсене самантлăха та пулин ачалăха тавăрас килет, — хăпартланса калаçрĕ Ольга. Чăн сăмахăн суйи çук — илемлĕ водителе курсанах пассажирсен сăнĕ кулăпа, савăнăçпа çуталать. Анчах та Ольгăн шухăшне хапăлламасăр йышăнакан та пулнă-мĕн — унăн ашшĕ. Тимĕр урхамахĕпе çула тухма васкакан Юр пике тумĕллĕ хĕрне курсан вăл: «Ну, клоун та вара эсĕ!» — тенĕ шăл йĕрсе. Тус-пĕлĕшĕ те малтан кула-кула йышăннă Ольгăна, кайран вара мухтанă. — Пĕлтĕр раштавăн 31-мĕшĕнче çĕрĕпе пассажирсене турттартăм. Çавăн пек эксперимент туса пăхас терĕм. Пĕрле мандарин, канфет тултарнă хутаç илтĕм. Çур çĕр иртсен черетлĕ адреспа çитрĕм. Машинăна арçын кĕрсе ларчĕ те: «О, Юр пике!» — терĕ хавасланса. Тепĕртакран пăхрăм та — вăл таçтан Хĕл Мучи тумне туртса кăларса тăхăнса янă! Кирлĕ çĕре çитсе чарăнсан эпĕ те клиентпа пĕрле машинăран тухрăм. Тепĕртакран пирĕн тавра çынсем пухăнма пуçларĕç, сăн ӳкерĕнчĕç, канфетпа хăналарĕç, — каласа кăтартрĕ кичемленме пĕлмен хĕрарăм. Кун хыççăн руль умне вăл пысăк уявсенче тĕрлĕ тумпа вырнаçнă. Сăмахран, нарăсăн 23-мĕшĕнче — çар формипе, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче чечеклĕ, илемлĕ кĕпепе… Çавна май вăл хăйĕнне кăна мар, ытти çыннăн кăмăл-туйăмне те уçать. Тунсăха путакансен йышши мар пирĕн статья геройĕ. Ольгăн тĕп ĕç пур, такси — чун киленĕçĕ кăна. Тепĕр чухне вăл каçхине çеç çула тухать — ятарлă эксперимент ку. — Хулана тĕттĕм чатăрĕ карнă вăхăтра таксипе мĕнлерех çынсем çӳреççĕ-ши? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе каçхине-çĕрле ĕçлерĕм. Тĕп хулара тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем пĕр пек мар, уйрăлса тăраççĕ. Химиксен хулинче хĕрĕнкĕ клиент ытларах, вĕсем сĕмсĕртерех пулнине асăрхарăм. Шупашкарта чи кăнттам çынсем вара — хăватлă шĕвеке ăша янă хĕрарăмсем. Арçынсем мар. Пĕррехинче под˜езд патне чарăнтăм, унта пĕр хĕрарăм телефонра «чакаланса» тăрать. Машинăна ларма васкамарĕ. Тепĕртакран çеç вырăнтан хускалчĕ: «Мĕн, алăка уçма йывăр-им сана?» — тӳрех хирĕнме пуçларĕ хĕрĕнкĕскер. Ун пеккисем те пулаççĕ. Çул тăршшĕпе чăкăлташса пычĕ. Çапах та ытларахăшĕ йĕркеллĕ çынсемех. Юр пике костюмĕпе чухне нумайăшĕ манпа сăн ӳкерĕнет, — сăмах çăмхине сӳтрĕ вăл. Хутшăнусемпе çыхăннă йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивнĕ пулин те пирĕн хаçат хăни шăпине ӳпкелемест. Çумра — 5 çулти хĕрĕ, ашшĕпе амăшĕ. Савнийĕ Ольга ача кĕтнине пĕлсенех çухалнă, хĕрне пĕчченех ура çине тăратать вăл. Çапах аптăрамасть хастарскер. Çĕнĕ çула çывăх çынсемпе — ашшĕ-амăшĕпе, хĕрĕпе тата аппăшĕн çемйипе — кĕтсе илесси çирĕп йăлана çаврăннă Тимофеевсемшĕн. Пĕр-пĕрне парнесем параççĕ, ăшă салам сăмахĕсем калаççĕ… Уяв каçĕнче ĕçленĕ чухне те Ольга киле кĕрсе тухатех, çывăх çынсемпе пĕр сĕтел хушшине ларатех. Кăçал та вăл тăванĕсем валли парнесем маларах хатĕрленĕ, вĕсем хуçисене савăнăç кӳриччен вăхăт нумай юлмарĕ ĕнтĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Пултарулăх мана сиплет»

Хăшĕ-пĕри çĕнĕ пурнăç пуçламашкăн тунтикун е Çĕнĕ çул çитессе кĕтет. Тепĕр тесен, кам чарать-ха палăртнине паянах пурнăçа кĕртмешкĕн? Куславккара пурăнакан Татьяна Устинова, ахăртнех, çакна тĕпе хурса пурăнать. Çулталăк вĕçĕнче икĕ ача амăшĕн пурнăç урапи пачах урăх сукмакпа чупма пуçланă. Паян вăл — пирĕн хаçат тĕпелĕн хăни.

— Татьяна, пĕлтĕр эсĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан пикесен хушшинче йĕркеленĕ «Чăваш Ен массмедиа илемĕ — 2024» конкурсра çĕнтертĕн. Ку пурнăçна мĕнле витĕм кӳчĕ? Улшăнусем çакăнтанах пуçланчĕç-тĕр?

— Тупăшура çĕнтерни маншăн пысăк кĕтменлĕх пулнинчен пуçлар пулĕ. Кун пирки шухăшламан та, ĕмĕтленмен те эпĕ. Хутшăнма кăсăклăччĕ, çавă çеç. Ун хыççăн пурнăçăм палăрмаллах улшăнчĕ. Конкурс тапхăрĕсене хутшăннă вăхăтрах карьерăра — ун чухне «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлеттĕм — çитĕнӳ турăм. Пĕчĕк хуларан пысăккине куçни, район хаçатĕнчен кайса «Хыпара» вырнаçни капашсăр пĕлтерĕшлĕ утăмччĕ маншăн тата хаклă опыт. Конкурс хыççăн чылай çын мана паллама пуçлани тĕлĕнтерчĕ. Ку мана, ял хĕрне, аванмарланма хистетчĕ. Унччен кунашкал тупăшусене хутшăнман-ха та эпĕ. Пултарулăх проекчĕсенче кăна хама тĕрĕсленĕ. Çак çĕнтерӳпе, коронăна тивĕçнипе пĕрлех яваплăх та хушăнчĕ темелле. Ахаль тупăшу мар-çке-ха вăл, журналистсен хушшинче ирттернĕскер. Анчах ăмăрту хыççăн эпĕ чирлесе ӳкрĕм. Коронăна тивĕçни питĕ хавхалантарчĕ, журналистикăра ĕçлес, ӳсĕм тăвас кăмăл çуралчĕ. Анчах пĕтĕмпех шухăшланă пек пулмасть çав пурнăçра. Мăшăр манăн ĕмĕт-тĕллевĕме ырламарĕ. Çапах вăл мана конкурса хутшăннă чухне питĕ пулăшрĕ, хавхалантарчĕ. Çав тапхăрта вăл эпĕ ăна виççĕмĕш пепке парнелессе питĕ кĕтрĕ, анчах Турă пӳрмерĕ. Мăшăр эпĕ конкурсра çĕнтернине пĕлсен савăнмарĕ — вăл эпĕ çие юлни пирки хыпарласса кĕтнĕ… Тем вăхăтран сывлăх хавшарĕ. Çакна пула тата мăшăра хавхалантарассишĕн ĕçрен кайрăм.

— Тупăшăва епле хатĕрлентĕн? Йывăр самантсем пулчĕç-и?

— Конкурса хатĕрленмен эпĕ, çав самантсемпе пурăннă. Унăн тапхăрĕсенче хутшăнма тивнĕ ĕçлĕ хĕр-хĕрарăмран тĕлĕнеттĕм, киленеттĕм: вĕсем яланах илемлĕ курăнатчĕç. Тĕрлĕ вăрттăнлăха, пĕлĕве ăса хыврăм — вĕсемпе халĕ те усă куратăп. Питĕ кăсăклăччĕ. Тупăшу программипе килĕшӳллĕн тĕрлĕ ăсталăх класне, тĕл пулăва, мероприятие хутшăнмаллаччĕ. Вĕсем Шупашкарта иртетчĕç. Куславккаран унта çӳреме, килтен тăтăшах тухса кайма тиветчĕ. Хĕрĕмпе ывăлшăн тунсăхлани çеç кичемлететчĕ лару-тăрăва. Конкурс маншăн кăна мар, çемьешĕн те, ачасемшĕн те тĕрĕслеве çаврăнчĕ. Ĕç вырăнĕ те тĕп хулара пулнă май çывăх çынсене кашни кун кураймастăм. Çакна чăтма йывăрччĕ паллах. Уйрăмах раштав уйăхĕнче, финал умĕн, кăткăс килчĕ. Каçхине те репетицисем иртетчĕç. Йăлтах тивĕçлĕ шайра пурнăçлас, журналистсем пултаруллă та хастар пулнине кăтартас килетчĕ. Çавăнпах-ши пĕтĕмпех çăмăллăн пулса пычĕ. Куславккари юрăпа ташă ансамблĕпе калаçса татăлтăм — вĕсем манпа пĕрле пултарулăх номерне кăтартма сцена çине тухрĕç.

— Конкурсра çĕнтертĕн те журналистикăран кайрăн. Ӳкĕнместĕн-и? — Ӳкĕнетĕп, кун пирки темччен пăшăрхантăм. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хама япăх туйнине ун чухне çынна кăтартас килместчĕ. Пуçлăх мана лăпкăн йышăннинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Вăл мана ĕçе хăнăхмашкăн пулăшса пычĕ. Эпĕ, пилĕк-çурăма ăшă тутăрпа пĕркенĕскер, мĕскĕннĕн курăнаттăм-тăр. Пытармастăп: журналист ĕçĕшĕн тунсăхлатăп. «Тупăшăва хутшăнмалла марччĕ-и тен?» — шухăш та мĕлтлетнĕ. Халĕ ăнланатăп: коронăна тивĕçнĕ хыççăн мана мăшăр хавхалантарни кирлĕ пулнă. Анчах унăн кăмăлĕ пачах тепĕр майлăччĕ. Хутшăнусем япăхланнăран пирĕн уйрăлма тиврĕ.

— Пĕлетĕп: эсĕ — пултарулăх çынни. Илемлĕ сăвăсем те хайлатăн. Мĕн хавхалантарать-ха сана чуна пырса тивекен йĕркесем шăрçалама? Мĕн хумхантарать?

— Журналистика тытăмĕнчен кайсан статья-тĕрленчĕк вуçех çырма пăрахрăм. Сăвă та пĕр вăхăт çуралмарĕ. Алла ручка тытмашкăн мана юрату хавхалантарать. Лирика туйăмĕ кăна мар: çемьене, çут çанталăка, тăван тавралăха, Тăван çĕршыва... юратни те кĕрет кунта. Тĕрĕссипе, ку ыйтăва хуравлама кăткăс. Тепĕр чухне кĕнекере пĕр-пĕр илемлĕ сăмах çаврăнăшĕ асăрхатăн та çĕнĕ сăвă çуралать. Нумайăшĕ сăвăсене хам пирки çыратăп тесе шухăшлать. Анчах вĕсем йăнăшаççĕ — поэтсем ăнланаççех мана.

— Юлашки вăхăтра сана сцена çинче те курма май пур. Артист пурнăçĕ мĕнле пуçланчĕ?

— Эпĕ юрă çыртăм. Тĕрĕсрех каласан, хамăн сăвва юрра çавăртăм. Çакна пурнăçа кĕртмешкĕн Русалина Селентай продюсер пулăшрĕ. Вăрттăнлăхсене уçрĕ. Кĕввине те хамах шухăшласа кăлартăм. Аранжировщикĕ — Андрей Порфирьев. Тĕлĕнмелле опыт пулчĕ ку: эпĕ шăрçаланă йĕркесенчен юрă пиçсе тухрĕ! Ăна сцена çинче те, çак уйăхра иртнĕ «Новогодний масштаб» концертра, шăрантартăм вĕт! Юрă-кĕвĕ тĕнчипе паллашасси Русалина Селентай пуçарнă «Юрла, Пурăн. Сывла» проекта хутшăннинчен пуçланчĕ. Сăмах май, юрлама тахçанах ĕмĕтленеттĕм. Кăçал çакна пурнăçлама май килчĕ. Малашне ку енĕпе вĕренес, пĕлĕве туптас шухăш пур. Çĕнĕ юрăсем хайлас килет. Хам пултарасса шанатăп. Сцена «чирлеттерет» иккен. Чаршав хыçĕнчи самантсем те кăсăклă. Акă нумаях пулмасть эпĕ «Çулталăк Олимпĕ» премире Августа Уляндинăпа тата «Глянец» ушкăн солисткипе Наталия Сахаровăпа пĕр гримеркăра пултăм. Сăмах май, «Культура» номинацире мала тухрăм. Мероприятисене тăтăшах тухса çӳреме тивет. Аттепе анне питĕ пулăшаççĕ, эпĕ репетицире е тĕл пулура чухне ачасене тимлеççĕ. Телее, хальлĕхе концертсене канмалли кунсенче кăна хутшăнатăп, çывăх çынсем валли те вăхăт çителĕклĕ. Çакна та палăртам — мăшăр та ырă сăмах хĕрхенмест. Пĕрле мар пулин те хутшăнатпăр. Вăл нумаях пулмасть хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайрĕ. Унпа тăтăшах çыхăнура эпир, хам концертра юрланă видеосене те ярса паратăп, вăл манăн çитĕнӳсемшĕн савăнать. <...>

Нина ЦАРЫГИНА калаçнă.

♦   ♦   ♦


Лаша пекех ĕçлесшĕн…

Çак гороскоп паллин тапхăрĕнче кун çути курнисем çитес çулталăкран мĕн кĕтеççĕ-ха? Гороскопа ĕненес тĕк, Лаша çулĕнче çуралнисем çынпа хутшăнма, ĕçлеме кăмăллаççĕ, пĕр вырăнта лармаççĕ. Чăнах та çапла-ши ку? Çак ыйтусене Лаша çулĕнче çуралнă чăваш эстрада артисчĕсене патăмăр.

Çак гороскоп паллин тапхăрĕнче кун çути курнисем çитес çулталăкран мĕн кĕтеççĕ-ха? Гороскопа ĕненес тĕк, Лаша çулĕнче çуралнисем çынпа хутшăнма, ĕçлеме кăмăллаççĕ, пĕр вырăнта лармаççĕ. Чăнах та çапла-ши ку? Çак ыйтусене Лаша çулĕнче çуралнă чăваш эстрада артисчĕсене патăмăр.

Алина ФЕДОРОВА:

— Эпĕ, 12 çулта пĕрре килекен Лаша çулталăкĕнче мар, 60 çулта пĕрре пулакан Çулăмлă Хĕрлĕ Лаша çулĕнче çуралнă. Эстрада артисчĕсен республикăри пĕрлешĕвне ертсе пынă май çитес çулхи плансем те ăна пырса тивеççĕ. Икĕ çул ĕнтĕ Культура министерствипе тачă çыхăнса ĕçлерĕмĕр, Чăваш Енри тĕрлĕ тăрăха çитсе куракансене тӳлевсĕр концертсемпе савăнтартăмăр. 2026 çул та çавнашкалах тухăçлă тăрăшасчĕ. Лаша çулталăкĕнчен тĕнче улшăнасса, мирлĕ пурнăç, пĕр-пĕрне хисеплени йăлана кĕрессе, телейпе ăнăçу кĕтетĕп. Чăнчăн Çулăмлă Ут тапхăрĕ манăн пурнăçра пĕрремĕш хут килĕ, çавăнпа ыррине кăна шанатăп. Ахальтен-им эпĕ те çак чĕр чун пекех пĕр вырăнта ларма-тăма юратмастăп, йывăр пулсан та малаллах талпăнатăп, тĕллеве пурнăçлатăпах.

Ирина ШИНЖАЕВА:

— Тăтăшах концертсене хутшăнма, уявсене ертсе пыма палăртатăп, тата… хĕрĕмшĕн лайăх амăшĕ пулас тĕллевлĕ эпĕ. Çурта юсаса çĕнетме ĕмĕтленетĕп. Хамăн Лаша пек тар тăкас марччĕ, çитес çул хуçине утланса малалла ыткăнасчĕ. Обществăшăн усăллă ĕçсем пурнăçлас килет. Çемье пирки калас тăк — хальлĕхе качча кайма планламастăп, мĕншĕн тесен хамах йăлтах пултаратăп. 2026 çултан мĕн кĕтетĕп-ха? Чи кирли — вăл лăпкăн ирттĕр. Пурте сывлăхлă пулччăр, ӳт-пӳ енчен кăна мар, ăстăн тĕлĕшĕнчен те. Тиркеме юратакансем тинех йăл кулма вĕренччĕр те пурнăçа хавхалануллăрах йышăнма хăнăхчăр. Çын пахчине кĕриччен малтан хамăр пахчара йĕрке тумалла. Михаил ФЕДОРОВ: — Çĕнĕ çулта çĕнĕлле пурăнма хатĕрленетĕп. Лаша ĕçлеме ӳркенменнине шута хумалла ĕнтĕ. Халăх валли çĕнĕ юрăсем хатĕрлесшĕн, çырни чылай. Хам ертсе пыракан Тăвай тăрăхĕнчи Енĕш Нăрвашри пултарулăх ушкăнĕсен репертуарне пуянлатасшăн. Ывăнма вăхăт çук. Ытти региона гастрольпе те тухса çӳресшĕн. Çитес çул та купăспа микрофона алăран ямăп. Çемьере те пĕтĕмпех йĕркеллĕ, пурте тĕрĕс-тĕкел — малашне те çакăн пекех пултăрччĕ. Лаша çулĕнче çурални витĕм кӳнехтĕр. «Лавккана çăкăр илме тухсан виçĕ кунран çеç таврăннă», — тени ман пиркиех. Çынпа хутшăнма юратни, концертсене тăтăшах хутшăнни пирки ĕнтĕ ку.

Валентина КУЗНЕЦОВА:

— Пысăк плансем çук — куç курĕ унта, йăлтах хăй еккипе пулса пырĕ. Эпĕ шăпах Çулăмлă Лаша çулталăкĕнче çут тĕнчене килнĕрен çитес çулпа туллин усă курасшăн. Чи кирли — сывлăхпа ăнăçу пулччăр. 2026 çулта çемьере пĕлтерĕшлĕ пулăмсем кĕтеççĕ: çĕртме уйăхĕнче хĕре качча парăпăр. Манăн вара юбилей пулмалла. Лаша çулĕнче çуралнипе çыхăннă-ши ку — эпĕ, чăнах та, пĕр вырăнта пусăрăнса лараймастăп. Пĕр эрне концерт пулмасан чун çунать. Халăхпа пĕрле пулас килет. Гороскоп тӳррĕн пырса тивет. <...>

Нина ОСИПОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.