Çамрăксен хаçачĕ 48 (6599) № 25.12.2025
«Лаша та кулянма пĕлет»
Çитес Вутлă Лаша çулĕ урхамах пек тĕреклĕ те çирĕп пулма шантарать. Çулталăк хӳтĕлевçи евĕр вăйлă пуласчĕ, чăрмавсене пăхмасăр малалла ăнтăласчĕ. Çулталăк палли янаварсене кăмăллакансемшĕн, лаша спорчĕпе туслисемшĕн чуна уйрăмах çывăх.
Амăшĕнчен тĕслĕх илнĕ
Шупашкар хулинче пурăнакан Алена Коростелевăн урхамаха утланмасăр пĕр кун та иртмест. Тутар Республикинчи Елабуга хулинче 2006 çулта çуралнăскер çак вăйпитти чĕр чунсен хушшинче ӳснĕ. Амăшĕ те Наталья Валерьевна лаша спорчĕпе туслă, нумай çитĕнӳ тунă. Паян та спортăн çак тĕсĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ. «Аннен ĕçĕпе хавхаланаттăм, тăватă ураллă туссенчен хам та уйрăлаймастăм. Янаварпа ярăннă, ăна ачашласа курнă хыççăн урăхла пурăнма пулать-ши?» — тет 19-ти хĕр. Вырăнтан вырăна куçса çӳренĕ пулин те юратнă ĕçпе аппаланма майсем шыранă. — Хамăн пурнăçра эпĕ 8 шкул улăштартăм. Хуларан хулана куçса çӳренĕ, пурăнма лайăх вырăн шыранă. Çакна пула чăн-чăн «кил» те, юлташсем те тупаймарăм. Пĕрле вĕренекенсемпе çывăхланма çеç тытăнаттăм, тепĕр çĕре куçса кайма тиветчĕ. Манăн пĕртен-пĕр чун киленĕçĕ пурччĕ — лашапа ярăнасси. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне тепĕр хулана куçса кайрăмăр, унта, шел те, лаша спорчĕпе сыв пуллашма тиврĕ. Çапах кашни çулла, 5 çул, кукамай патне тăван хулана таврăнаттăм, каникулсене лаша витинче ирттереттĕм. Çак тапхăрсем маншăн чи савăнăçлисем пулчĕç. Пĕрремĕш хут утланнине ас тумастăп, ытла та пĕчĕккĕ пулнă. Кунран-кун çы¬вăхрах паллашнăçемĕн янаварсем патне юрату ӳссе пычĕ. Вĕсен ăслă куçĕсем пурне те ăнланнăн туйăнатчĕç. 2019 çултанпа — профессионаллă спортра. Малтан Татьяна Иванова /лаша спорчĕн шкулĕн малтанхи аслă тренерĕ/ ушкăнне лекрĕм. Тĕрĕссипе, Шупашкара куçса килсенех эпĕ лашапа çыхăннă спорт шкулĕсемпе клубĕсене шырама тытăнтăм. Чылай çул урхамахсемшĕн тунсăхлани çак ĕçе таврăнас туртăма вăйлатрĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинче вырнаçнă шкула тупсассăн мĕн тери савăнтăм. Аннепе пĕрле кайрăмăр. Унта кĕçĕннисене вĕрентме тренер кирлине пĕлсессĕн пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр. Çапла вара, анне тренер пулса тăчĕ, эпĕ те тăватă ураллă тусăмсемпе вăхăт ирттерме май тупрăм. Пĕрремĕш хут утлансассăн туйăмсем капланса килчĕç, чун мĕн тери савăннине сăмахпа ăнлантарса параймăп. Мана тӳрех иккĕмĕш курса вĕренме илчĕç, — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ 19-ти хĕр. Турнирсенчен — наградăпа Аленăна аслă классенче вĕренӳпе тренировкăсене шайлаштарса пыма çăмăлах пулман. —Киле панă ĕçсене шкулта тăваттăм, хваттере çĕр каçма çеç каяттăм. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетне вĕренме кĕтĕм. Чупасси, гимнастика тăвасси тата ытти маншăн кăткăсрах. Пĕрремĕш кун кравать çинчен аран тăтăм. Çапах кунта вĕренме кĕнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Лаша спортĕнче çирĕп çынсем кирлĕ. Кунта урхамаха уйрăмах йывăр килет. Янавара та çынна хăнăхма вăхăт кирлĕ. Вĕсем этем пекех туяççĕ. Эпир вĕсемшĕн яваплă. Ăнмасан алă усмалла мар. Кашни янавар патне май тупма пĕлмелле. Тренировкăсен тĕрлĕ меслечĕпе усă курмалла. Тата яланах инкек сиксе тухма пултарнине асра тытмалла. Телее, унашкал лару-тăру пулман, анчах пĕрре çапла килсе тухрĕ. Çулла çамрăк юлан утпа ĕçлерĕм. Тахăш самантра — те темрен хăрарĕ, те хам йăнăшрăм — каялла чакма пуçларĕ. Чарăнма та шухăшламасть, хыçра — хӳме, акă пырса тăрăнăпăр. Эпĕ сулахаялла пăрăнма тĕв турăм, çав самантра вăл кайри урисем çине тăчĕ те шайлашулăхне çухатрĕ, тӳрех ман çине ӳкрĕ. Пĕрремĕш çеккунтра, чăн та, сывлăш пӳлĕнет. Кун пек самантсенче хумханмалла мар, тарăннăн сывласа илме тăрăшмалла. Çакнашкал лару-тăру час-час пулать, уйрăмах спорта тин килнисене йывăр. Тĕрĕс ӳкме пĕлмелле, вара суранланас хăрушлăх çук, — калаçăва малалла тăсрĕ Алена. Вăл пĕр тапхăр изостудире пултарулăха аталантарнă. Тренировкăсемпе вĕренӳ графикĕсене шайлаштарса пырайманран унта çӳреме пăрахнă. — Çав тапхăрта мана Наталья Валерьевна тренер ушкăнне куçарчĕç, унта эпĕ хамăн карьера ӳсĕмне Бумбараш ятлă лашапа пуçларăм. Унпа вутпа шыв витĕр тухрăм темелле. Питĕ «вĕри» янаварччĕ. Хăнăхма çăмăл пулмарĕ, çапах та пĕр-пĕрне кăмăлларăмăр. Унпа 2021 çулта Мускавра, Тутарстанра, Мари Элта тата Чулхула облаçĕнче иртнĕ турнирсене хутшăнтăмăр. Пĕрремĕш медале Мари Элти «Чудо-кони» шкул йĕркеленĕ ăмăртура çĕнсе илтĕмĕр. Икĕ çулта чылай награда пуçтарăнчĕ. Тепĕр урхамах — 2016 çулхи хура ганновер Ватерлоо. Ăна та нумай вăхăт хăнăхрăм. Пирĕн дебют 2023 çулта Саратов хулинче пулчĕ. Команда зачетĕнче 15 регион хушшинче 1-мĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Çавăн пекех Тутарстанра чапа тухрăмăр, 2024 çулта регион ертӳçин парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта икĕ наградăна тата 100000 тенке тивĕçрĕмĕр. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Çĕпĕр тăрăхне те, тусен тăррине те çитерет хаваслăн ырă сăмахне»
Журналистсене çитĕнтерекен ăсталăх лаççи
Хăнасене Халăх пултарулăхĕн центрĕ çумĕнчи «Парне» халăх ансамблĕ /ертӳçи — Светлана Тяхмусова/ илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. Фойере 1996 çулта тухма тытăннă хаçатăн пирвайхи номерĕсен, юбилей тĕлне ирттернĕ ал ĕçĕсен конкурсне хутшăннисен ĕçĕсен, редакцин çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан куравсем ĕçлерĕç. Шупашкарти электромеханика колледжĕн вĕрентӳçи Дина Коренева хутран тĕрлĕ япала тума вĕрентессипе ăсталăх класĕ ирттерчĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕн Василий Кузьминăн ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă «Чăвашăн хурçă характерĕ» куравне те хăнасем кăсăкланса пăхрĕç. Çавăн пекех Надежда Давыдова тĕрĕçĕн капăрлăхĕсем те уява пуянлатрĕç. Уяв «Çамрăксен хаçачĕн» гимнĕпе пуçланчĕ. Ăна Людмила Кинер композиторпа Альбина Юрату сăвăç çырнă. Çавра çулпа саламлама хисеплĕ хăнасем те çитрĕç. Чăваш Республикин медиацентрĕн директорĕ Дмитрий Моисеев «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕсене Цифра аталанăвĕн министрĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Палăртмалла: Дмитрий Андреевич ĕç биографине «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕнче пуçланă, редактор тивĕçĕсене çичĕ çул пурнăçланă. Вăл çав вăхăта ăшшăн аса илчĕ: чăваш эстрада артисчĕсемпе хаçат кунĕсем ирттернине, туслă коллективпа хастаррăн ĕçленине, вулакансен шутне ӳстерессипе çĕршывра чи лайăх кăларăмсен йышне кĕнине палăртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен управленийĕн информаципе тивĕçтерекен сектор ертӳçине Регина Порфирьевăна /Кубайкинăна/ та «Çамрăксен хаçачĕ» çунат сарма пулăшнă, вăл хаваслă вăхăтшăн тунсăхланине пĕлтерчĕ. «Пирĕн çулсем уйрăлчĕç пулин те эпир паянхи кун та туслă çыхăну тытатпăр, пĕрлехи мероприятисенче час-час тĕл пулатпăр», — терĕ вăл. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Виктория Вышинская чăваш хаçат-журналĕнче СВОна хутшăнакансем çинчен нумай статья кун çути курнине, çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшакан волонтерсен ĕçĕ пархатарлă пулнине палăртрĕ. «Çамрăксен хаçачĕ» журналистсене çитĕнтерекен ăсталăх лаççи пулса тăчĕ. Эпĕ хам та пултарулăх çулне 2003 çулта çак редакцире пуçларăм. Унта сумлă журналистсемпе пĕрле ĕçлеме тӳр килнĕшĕн савăнатăп. Ĕçе хавхаланса çӳреттĕмĕр, туслă пурăнаттăмăр», — терĕ Виктория Анатольевна. Вăл почта ĕç- ченĕсене Тав хучĕпе чысларĕ. Çавăн пекех «Çамрăксен хаçачĕ» 100 çул тултарнине халалласа тухнă конвертпа паллаштарчĕ. «Çыракансен сăмахĕ пуянланса пытăр» И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика кафедрин доценчĕ Анатолий Данилов университет «Хыпар» Издательство çурчĕпе чылай çул килĕштерсе ĕçленине, пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртнине палăртрĕ. Анатолий Порфирьевич издательство ĕçченĕсене вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистикин факультечĕн Тав хутне пачĕ. РФ Журналистсен союзĕн членĕ Анатолий Абрамов, асăннă аслă шкулта нумай çул ĕçленĕскер, хаçат-журнал редакцийĕсем валли кадрсем хатĕрлес ĕçре пысăк тӳпе хывнă: «Çамрăксен хаçачĕ» витĕр тухнисенчен чылайăшĕ — манăн вĕренекенсем. Редакцире хамăн та ĕçлеме тӳр килчĕ. Интереслĕ статья-очерк шăрçалаттăмăр. Çĕрлехи рейдсене тухма та шикленмен. Хаçата фотоочерк, фотокалав, фотороман жанрĕсене кĕртрĕмĕр», — терĕ Анатолий Серафимович. Сăмах май, фотожурналист пулнă май вăл юбилейре нумай сăн ӳкерчĕк турĕ. Николай Владимиров сенаторăн пулăшуçине Людмила Александровăна /Якимова/ «Çамрăксен хаçачĕ» пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. «Аслă журналистсен хастарлăхĕ пире ĕçлеме хавхалантаратчĕ. Эпир вĕсенчен тĕслĕх илеттĕмĕр, вĕсем пекех «чăнкă» статьясем çырма тăрăшаттăмăр. Пĕр çемьери пек ĕçлесе пурăнтăмăр. Апат-çимĕçне те пĕрле пайлаттăмăр, çуралнă кунсене те паллă тăваттăмăр», — терĕ Людмила Александровна. Чăваш Енри Журналистсен союзĕн яваплă секретарĕ Феликс Сурков та пушă алăпа килмен. Вăл Раççей Журналистсен союзĕн председателĕн Владимир Соловьевăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Çавăн пекех редакци ĕçченĕсене Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедине парнелерĕ. «Çамрăксен хаçатне» вуласан пирĕн те, аслă ӳсĕмрисен, чун çамрăкланать. Ăна кинемейсемпе мучисем те юратса вулани савăнтарать», — терĕ Феликс Петрович. Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем те пирĕнпе пĕрле пулчĕç. Тĕп редактор çумĕ Ольга Федорова издательствăн Тав хутне тыттарчĕ, кĕнекесем парнелерĕ. «Яланах маттур та хастар пулăр. Вулакансен йышĕ ӳссе, çыракансен сăмахĕ пуянланса пытăр. Чуна хумхантаракан статьясем шăрçаланччăр», — терĕ Ольга Леонидовна. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă писательсен хайлавĕсене вулассипе ятарлă акцие хутшăннă журналистсене Тав хучĕ пачĕ. Шупашкар округĕнчи «кĕмĕл» волонтерсем те уява çитрĕç. Вĕсен координаторĕ Альбина Иванова каланă тăрăх, округра СВО салтакĕсем валли тетел çыхакан, гуманитари пулăшăвĕ пухакан 35 пункт уçăлнă. Ыр кăмăллăх ĕçĕнче хастарлăх кăтартакансем те пушă алăпа килмен: редакцие термопот парнелерĕç, хăнасене тутлă çимĕçсемпе сăйларĕç. Виктория Вышинская волонтерсене «Хыпар» Издательство çурчĕн Тав хучĕпе чысларĕ. СВОна гуманитари грузĕпе çӳрекен нумай ача амăшĕ Екатерина Иванова Шупашкар тăрăхĕнчи волонтерсене Чăваш полкĕн Тав çырăвĕпе наградăларĕ. Сăмах май, хаçатра салтаксемсĕр пуçне волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те сахал мар çыратпăр. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











