Комментировать

12 Дек, 2025

Хыпар 93 (28410) № 12.12.2025

Вĕсен ячĕсенче паттăрлăх янăрать

Чăваш Ен хăйĕн паттăрĕсемпе — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тĕрлĕ вăхăтра хĕрӳ вырăнсенче çĕршыва хӳтĕленĕ, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлакан ентешсемпе — чăннипех те мăнаçланать. Вĕсем — халăх ырлăхĕн тата пĕрлĕхĕн çирĕп никĕсне хывнă мухтавлă çынсем, Тăван çĕршывăн Геройĕсем.

Сӳнми çулăм çутинче

Вăрçă паттăрĕсен ячĕсем çӳл тӳпери çутă çăлтăр пек ялкăшаççĕ. Вĕсен ячĕ — чыслăх тата харсăрлăх палли. Вĕсен ĕçĕсем — çитĕнекен ăрушăн чĕрĕ тĕслĕх. Тăван çĕршыв Геройĕсен кунĕнче Чăваш çĕрĕ хăйĕн паттăрĕсене аса илчĕ, мăнаçланса тав турĕ. Чăваш Республикин Правительствин членĕсем тата парламентарисем, çар ветеранĕсем, вăй тытăмĕсен ертӳçисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, общество организацийĕсен хастарĕсем Шупашкарти «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнчи Сӳнми çулăм умне чечексем хучĕç. «Кашни çемьен хăйĕн паттăрĕ пур. Паян эпир алла пăшал тытса е куллен ĕç вырăнĕнче вăй хурса патшалăх суверенитетне хӳтĕленисен умĕнче пуç таятпăр. Çак пулăм Чăваш Енре пурăнакансене пĕрлештерет, мăнаçлă çĕршывăн вăйлă халăхĕ пулма пулăшать», — терĕ республика Правительствин Председателĕ Сергей Артамонов. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, Тăван çĕршыв Геройĕсен кунĕ — паттăрсене асра тытмалли тата тав тумалли кун. «Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Çветтуй Георгий тата Мухтав орденĕсен кавалерĕсене — паттăр ĕçĕсемпе Тăван çĕршыв историне ылтăн сас паллисемпе ĕмĕрлĕх çырăнса юлнисене — чыслатпăр. Çак çынсене тивĕçе парăнни, тăван çĕре-шыва юратни, паттăрлăх пĕрлештерсе тăраççĕ, — терĕ Леонид Ильич. — Тăван çĕршыв Геройĕсен кунĕ — паян та чылай çул каяллахи пек патшалăха сыхлакансене, алла пăшал тытса тĕрĕслĕхе хӳтĕлекенсене, çĕршыв ырлăхĕшĕн тата тăнăçлăхшăн пурнăçне шеллеменнисене хисепленине çирĕплетекен пулăм». Паттăрсем вăрçă хирĕнче кăна мар, тăнăç пурнăçра та хăйсен тивĕçне, яваплăхне чĕрепе туйса тăраççĕ. Вĕсем çамрăксене патриотлăх воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ: вĕрентӳ заведенийĕсенче паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ, истори чăнлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ, ыр кăмăллăх юхăмĕсене йĕркелеççĕ. Ентешсене хисеплесе — палăк «Ятарлă çар операцине хутшăнни — Тăван çĕршыва хӳтĕлеме çĕкленнĕ салтаксен пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнăвĕ. Вĕсем — Раççейре чăн-чăн арçынсем пурăннине, тăван çĕре-шыва, халăха сыхласа пуç хума хатĕррине çирĕплетекен тĕслĕх», — терĕ Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов паттăр салтаксен ячĕпе палăк уçнă чухне. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене хисеплесе лартнă палăка Тăван çĕршыв Геройĕсен кунĕнче уçни — хăйне евĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ. «Çапла майпа халăх паттăр ывăлĕсене нихăçан та манăçа кăларманнине çирĕплететпĕр. Пирĕн тивĕç — тăнăç пурнăçшăн кĕрешекен ентешсене ĕмĕр асра тытасси», — терĕ Павел Семенов. Палăка Красноармейски салинчи Васильев урамĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă обелиск çумне вырнаçтарнă. Скульптура авторĕ — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Эткер художник. Вăл ăна «Ăсату: хапха умĕнче сыв пуллашни» ят панă. Композици виçĕ ăрăва çыхăнтарать, амăшĕпе хĕрĕ фронта каякан салтакпа сыв пуллашнине кăтартать. Хапха юпи çумĕнче тăракан амăшĕ — халăх йăли-йĕркинчи тăвансене кĕтнине палăртакан сăнар. Хĕрĕ ашшĕне амăшĕ тĕрленĕ тутăра парнелет. Ку вăл — хӳтлĕхпе пил панин палли. Салтак паттăрлăхпа, харсăрлăхпа, тивĕçе туйнипе шайлашса тăрать. «Эпĕ ăсталанă палăк «Трак ен — Чăваш Ен чĕри» хутлăхра тивĕçлĕ вырăн йышăннăшăн, чăннипех те, савăнтăм», — пĕлтерчĕ Вячеслав Эткер. Уяв ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсем юрланă «Дай ему сил» юрăпа уçăлчĕ. Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕсем хисеплĕ хуралта тăчĕç. Палăка уçнине палăртакан хĕрлĕ хăйăва ятарлă çар операцине хутшăнакан Андрей Лаврентьев, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен çемйисен комитечĕн ертӳçи Татьяна Беззубова, Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов касрĕç. Сергий атте палăка çветтуй шывпа сăвапларĕ. Пухăннисем çапăçу хирĕнче пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Пухăннисен умĕнче Красноармейски округĕнчи депутатсен Пухăвĕн ертӳçи Валерий Петров, ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ Андрей Лаврентьев, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин амăшĕ Татьяна Беззубова, ыттисем сăмах каларĕç. Çĕнĕ палăк Раççей историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене асра тытмаллине, тăнăçлăх тата ирĕклĕх хакне ăнланса илме пулăшассине палăртрĕç. Чатукассинче те ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен ячĕпе стела уçнă. Çак ятпа йĕркеленĕ уява салтаксен çывăх çыннисене, ĕçтешĕсене, юлташĕсене йыхравланă. Çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуç хунă Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Унтан округ пуçлăхĕ Павел Семенов, Красноармейски округĕн депутачĕ Владимир Валерианов, Сергий атте, ятарлă çар операцине хутшăнаканăн амăшĕ Зоя Антонова сăмах илнĕ, ял çыннисем салтаксен тăванĕсене пулăшнăшăн тав тунă, халăх пĕрлĕхĕ паянхи кун уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртнă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене хисеплесе палăксем лартни Трак енре пурăнакансене ăрусен çыхăнăвне туйма пулăшĕ, хальхи вăхăтри пулăмсене манăçа кăларма юраманни пирки аса илтерет. Çавăн пекех пирĕн ентешсем кирек хăш саманара та тăван çĕре хӳтĕлеме хатĕррине çирĕплетет. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Питĕр пултаруллă йăхташсемпе пуян

Нева хĕрринчи хулари хастарсем чăваш культурине аталантарас енĕпе нумай ĕç йĕркелеççĕ: культура мероприятийĕсем, форумсем, «çавра сĕтелсем», куравсем, презентацисем, çавăн пекех аслисемпе ачасем валли конкурссем. Паянхи кун Санкт-Петербургра, ун таврашĕнче 10 пин ытла чăваш пурăнать. Питĕрти чăвашсене пĕрлештерекен культура общество организацийĕ 2017 çулта регистрациленнĕ. Унăн председателĕпе Владимир Живовпа ентешлĕхĕн кулленхи ĕçĕсем, тĕллевĕсем çинчен калаçрăмăр.

Юратнă ĕç

«Пĕрлешĕве ертсе пырасси яваплăх-и е чун киленĕçĕ-и?» — пирĕн калаçу çак ыйтуран пуçланчĕ.

— Паллах, ку юратнă ĕç, – терĕ Владимир Михайлович. — Унсăрăн общество ĕçĕшĕн 20 çул ытла çав териех çунман пулăттăм. Çак хушăрах пысăк яваплăх та. Вырăнти хастарсемпе нумай ĕç тăватпăр. Мероприятисене йĕркелеме, хатĕрленме тата ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама чылай вăхăт, вăй-хал кирлĕ. Хамăр ĕçсем пирки социаллă сетьсенче вуласан е куçа-куçăн тĕл пулсан çынсем ырă сăмах калаççĕ те — çакă хавхалантарать. Питĕрти чăвашсен культура обществи тĕрлĕ проектпа ĕçлет. Нумаях пулмасть чăвашсен йăлана кĕнĕ Кĕр сăри уявне ирттернĕ, пухăннисене наци апат-çимĕçĕпе сăйланă. Чăваш Енре çуралнă ӳнерçĕсен куравĕсене йĕркелесси те ырă йăлара. Сăмахран, çулла Александр Невский лаврин территорийĕнче Никита Бичурина халалланă пленэр иртнĕ. Çитес çулхи кăрлачра çак пленэрти ĕçсен куравне йĕркелесшĕн. Культура мероприятийĕсене Чăваш Енри артистсене йыхравлама тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çеçпĕл» тата «Çавал», Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕсене кĕтсе илнĕ. Ĕмĕтре — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне Питĕр хулине гастроле йыхравласси. Ачасен конкурсĕнчен пуçласа паттăрсене чысласси таран — Чи курăмлă проектсенчен пĕри — ачапăча ӳкерчĕкĕсен кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртекен «Чăваш Ен — Санкт-Петербург» конкурсĕ. Унта тĕрлĕ регионăн вун-вун çамрăкĕ хутшăнать. Йĕркелӳ комитечĕн председателĕ пулма мана суйланă, жюри председательне — Раççейĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх ӳнерçине Анатолий Рыбкина. Ĕçсем çуллен хутшăнса пыраççĕ. Ачасем пурнăç çине урăх куçпа пăхни, пурнăç хаклăхĕсене урăхла туйни тĕлĕнтерет. Конкурса Анатолий Рыбкин мастерскойĕнче пĕтĕмлететпĕр. Ĕçĕсене хаклама Санкт-Петербургри Илья Репин ячĕллĕ ӳнер академийĕн студенчĕсене явăçтаратпăр. Çĕнтерӳçĕсемпе финалистсен чыславĕ Санкт-Петербургпа Шупашкар хулисенче иртет. Ку проектпа чăнласах мăнаçланатпăр. 2012 çулта хамăр укçапа Пискарев мемориалĕн Мухтав аллейинче Ленинграда хӳтеленĕ чухне пуç хунă ентешсене халалласа асăну плити вырнаçтартăмăр. Организаци сайтĕнче «Мемориал» база кăтартăвĕсене тупма пулать. Унта Ленинград блокадине сирнĕ чухне çапăçусене хутшăннă, Чăваш Енре çуралса ӳснĕ салтаксем çинчен информаци пур — пĕтĕмпе 5 пин ытла ят. Хамăрăн паттăрсене манмастпăр тесшĕн. Ленинград çĕрĕнче пытарнă ентешĕмĕрĕн, чăвашран тухнă Совет Союзĕн Геройĕн Сергей Бутяковăн палăкĕ патĕнче час-часах пулатпăр. Общество хастарĕсем пулăшаççĕ — вĕсем, чăваш халăхне тата унăн йăлийĕркине юратакансем, йышлă. Ентешлĕхри çынсем тăтăш тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ йĕркелекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса кăçал Фаина Антонова, Алиса Шарпаева тата Виктория Смирнова хутшăнчĕç, сертификатсем илчĕç. Юлашки çулсенче вырăнти влаç органĕсемпе тачă хутшăнса ĕçленине палăртмалла. Санкт-Петербургри Нацисен çурчĕ пирĕн наци уявĕсене, Акатуя тата Атăл тăрăхĕнчи халăхсен фестивальне, пĕрле йĕркелет — ытти халăх çыннисене чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарма меллĕ, — пĕлтерчĕ Владимир Михайлович. Владимир Живов 2012 çултанпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн СанктПетербургри тата Ленинград облаçĕнчи представителĕ. Унăн яваплăхĕнче — регионсен хушшинчи суту-илӳ, экономика, культура çыхăнăвĕсене йĕркелесси. Юлашки çулсенче хутшăнусене çирĕплетес тĕллевпе Чăваш наци тата Раççей Этнографи музейĕсем, Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕпе Санкт-Петербург хулин тата Ленинград облаçĕн правительствисем килĕшӳсем тунă. Çавăн пекех Питĕрти Чăваш культура обществипе Раççей халăхĕсен ассамблейин Санкт-Петербург хулипе Ленинград облаçĕнчи уйрăмĕ, Санкт-Петербургри национальноçсен çурчĕ, темиçе муниципалитет, ытти тытăм çакăн йышши килĕшӳсене алă пуснă. Ытти региона часчасах тухса çӳреме май килмест пулин те чăвашсен пĕрлĕхĕ ку енĕпе кашни майпа усă курма тăрăшать. Пултарулăх коллективĕ Мускаври «Акатуйра», Шупашкарта, Тутар Республикинчи Сиктĕрмере пулнă. Çывăх вăхăтра вара Мускавсене Питĕрте иртекен чăваш уявне йыхравлĕç. «Санкт-Петербургри чăваш культурин пуласлăхне мĕнле куратăр?» — çак ыйтăва та Владимир Живов татăклăн хуравларĕ: — Пирĕн тĕп тĕллев — çурçĕр енчи тĕп хулара пурăнакан чăвашсен чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварасси. Хула çыннисене чăваш культурипе паллаштарас тĕлĕшпе чылай мероприяти йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть Атăл тăрăхĕнчи халăхсен фестивалĕ иртрĕ. Çакна калама хăятăп: чăваш халăхĕн представителĕсем сцена çинчи тумтирĕпе те, программипе те ыттисене тыткăнлама пултарчĕç. Хулари чăваш çамрăкĕсене те пулăшма тăрăшатпăр, опытпа паллаштаратпăр. Çак ĕçе Санкт-Петербургри чăваш культура обществин кураторĕ Виктория Смирнова ертсе пырать. Вăл Питĕрти Национальноçсен çурчĕн çамрăксен канашĕн председателĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать. Вĕсем социаллă сетьсенче ятарлă страница тытса пыраççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Питĕрте пурăнакан ентешсене мĕн сунас килет-ха? Эпир тĕнчери чи илемлĕ хуласенчен пĕринче пурăнатпăр. Санкт-Петербург Раççейĕн культура тĕп хули тесе ахальтен каламаççĕ-тĕр. Ку хулан историне, йăли-йĕркине, çитĕнĕвĕсене, малашнехи плансене вырăнта пурăнакансем тăваççĕ. Кунта пирĕн йăхташсем Никита Бичурин востоковед, Петр Егоров архитектор, карап ăсти Алексей Крылов тата паллă ытти çын ĕçлесе пурăннă. Паянхи кун та Чăваш Енĕн сумлă çыннисенчен чылайăшĕ Питĕр хулинче тĕпленнĕ. Вĕсен хушшинче — ăсчахсем, художниксем, искусство ĕçченĕсем, предпринимательсем, патшалăх çыннисем. Вĕсене тăван кĕтесе, Чăваш Ене, юратма сунас килет. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Раштав раштавра 50 çул тултармаллаччĕ...

Чăваш культурипе кăсăкланакансен хушшинче ун çинчен пĕлмен çын çук-тăр. Ятне илтмен пулсан та унăн пултарулăхĕпе паллашнах, мĕншĕн тесен чăваш эстрада çăлтăрĕсенчен чылайăшĕн репертуарĕнче Валерий Раштав сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем пур. Шăпах çак хушма ятпа халăх асĕнче çырăнса юлчĕ те Патăрьел тăрăхĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралса ӳснĕ Валерий Самойлов поэт. Пурăннă пулсан вăл раштавăн 5-мĕшĕнче 50 çулхи юбилейне паллă тăватчĕ. Шел, чире пула 2021 çулта унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ.

Валерий Раштав çуралнăранпа çур ĕмĕр çитнĕ ятпа раштавăн 6-мĕшĕнче Кӳкеçри «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейра астăвăм каçĕ иртрĕ. Ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче поэтпа пĕрле вĕреннисем йĕркеленĕ. Мероприятие «Хыпар» Издательство çуртĕнче чылай çул ĕçленĕ, илемлĕ сăвăсем шăрçалакан Ирина Иванова ертсе пычĕ. Вăл Валерий Алексеевич пултаруллă поэт çеç мар, ăста ӳнерçĕ те пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне вĕреннĕ вăхăтра спортпа та туслă пулнине аса илчĕ. Çавăн пекех ăна чун çирĕплĕхĕ, яланах ыррине шанни, йывăр вăхăтра çынна лăплантарма пĕлни уйăрса тăнă. Валерий Самойлов журналист профессине алла илнĕ. Студент чухнех «Тантăш» хаçатра, «Çилçунат» /каярах – «Самант»/, «Капкăн» журналсенче пичетленнĕ. Диплом ĕçĕ валли хатĕрленĕ калавсене ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах пултарулăхра вăл ялан шыравра пулнă. Унăн сăввисенче тăванлăх, патриотлăх туйăмĕсем тĕп вырăнта тăнă. Валерий Раштав — «Кушак çури», «Телей кайăкĕ: 2004-2018 çулсенчи хайлавсем», «Телей кайăкĕ: юрăсем», «Шухăша вĕçтереймĕн çилпе» кĕнекесен авторĕ. «Кушак çури» вара республикăри «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурсра çĕнтернĕ. Унăн сăввисемпе çырнă юрăсене Алексей Московский, Фарида, Алина Федорова, Валентина Кузнецова, Сергей Павлов, Андрей Думилин тата паллă ытти юрăç шăрантарать. Тĕл пулăва пухăннисем те илемлĕ йĕркесен янăравне итлесе киленме пултарчĕç. — Валерий Самойлов университетра вĕреннĕ чухне ушкăнсенче питĕ нумай студентчĕ. Эпĕ унăн ятне илтнĕ пулсан та хăйĕнпе çывăх калаçсах курман. Кайран эстрада артисчĕсем вăл çырнă сăвăсенчен хывнă юрăсене шăрантарма тытăнчĕç те унăн ятне пурте пĕлме пуçларăмăр ĕнтĕ, — палăртрĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕ Ирина Софронова. Вăл сăвăç пултарулăхне тишкернĕ, ку ĕçе малалла тăсмаллине палăртрĕ. Кĕнеке кăларасси пирки Валерий Раштав нихăçан та шухăшламан. Анчах пĕрле вĕреннисем унăн сăввисене пухса ăна парнепе савăнтарас тенĕ. Ку мĕнле пулса иртнине Валерий Алексеевичпа пĕрле вĕреннĕ Ирина Кузьмина аса илчĕ. Сăмах май, вăл халĕ Тутарстанра чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçатра ĕçлет. — Пĕррехинче манăн ĕçтешĕм Алексей Наумов юрра хывма лайăх сăвă тупмашкăн питĕ йывăр пулни çинчен каларĕ. Эпир Тутарстанра пурăнатпăр та — пире ку енчен кăткăсрах. Ĕçтешĕм умĕнче кăштах мăнаçланас килчĕ: «Манăн пур ун пек сăвăç», — терĕм. Унтан Валерăран хайлавĕсене ыйтса илтĕм. Унăн лайăх енĕсенчен çакна та асăнам: вăл пирĕнпе яланах çыхăнураччĕ. Алексей сăвăсене илсен савăнса кайрĕ: пĕрне вулать, теприне... «Хăшĕсене юрра хывма юрать-ши, ыйтса пăх-ха?» — терĕ. Валерăпа пĕрле суйласа илсен Алексей ĕçе пикенчĕ. Çакăн хыççăн вара эпир пĕрле вĕренекенсемпе канашласа Валерăн сăввисене пĕр кĕнекене пухса кăларас терĕмĕр. Ăна «суварçăсем» пĕр пуссăрах хатĕрлерĕç. Пысăках пулмарĕ вăл, анчах та сăввисем асăнмалăх юлччăр терĕмĕр. Поэтăн пултарулăхне эпĕ вулакан пек кăна хаклатăп. Сăвва вуласа тухнă хыççăн автор мĕн каласшăн пулнине словарьсăрах ăнлансан, эппин, маншăн ку сăвă пиçсе çитнĕ. Валера ансат сăмахпах тарăн шухăша пĕлтереетчĕ. Çавăнпа эпир тусăмăрпа пурте мăнаçланатпăр. Этем икĕ хут вилет теççĕ: пĕрре — чунĕ тухсан, тепре – ячĕ манăçсан. Чунĕ тухнă пулсан та Валера пирĕн хушăрах, эпир ăна манман, — терĕ Ирина. Валерий Раштавпа пĕрле вĕреннĕ Алина Моисеева та ун çинчен ыррине çеç астăвать. Шкулта ĕçленĕ май вăл уроксенче ачасене поэтăн пултарулăхĕпе час-часах паллаштарни çинчен каларĕ: «Чăнах та, юррисене пĕлеççĕ, кам çырнипе вара унччен кăсăкланман та. Çакăн пек уроксем хыççăн Валерий Раштав çинчен ытларах пĕлеççĕ, унăн юррисене уйăрса илеççĕ». Çавăн пекех пĕрле вĕреннисем вăл çав тери тирпейлĕ пулнине аса илчĕç: «Яланах шурă шăлаварпа çӳретчĕ, анчах нихăçан та ăна вараламастчĕ, çав тери типтерлĕччĕ. Унсăр пуçне ăста шӳтлетчĕ те». Тĕл пулăва Валерий Раштавăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем те хутшăнчĕç. «Вăл шкулта чухнех сăвă çыратчĕ, пуç ватмăшсем шухăшласа тупатчĕ, ӳкерме те ăста пулнă. Хаçат-журналта час-часах пичетленетчĕ. Унăн аллинчен гитара кайман, илемлĕ сасси халĕ те асрах», — терĕ поэтăн йăмăкĕ Валентина Алексеевна. Мероприяти вĕçĕнче вара Валерий Раштав хăйĕн кĕнекин презентацийĕ тĕлне çыртарнă видеопа паллашма май пулчĕ. «Манăн пурнăç аванах. Пĕтĕмпех лайăх. Паянхи каç эпĕ питĕ савăнатăп», — тет вăл видеора. Çак сăмахсене поэт астăвăм каçне пынисене каланă пекех туйăнчĕ… <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Сăвă çырни лăплантарать»

Унăн сăввисем пурнăçпа тачă çыхăннă. Шухăша та яраççĕ, хавхалантараççĕ те. Сăмахăм шĕкĕр хуламăрта пурăнакан Алевтина Алексеева [Аляшкина] çинчен. Аллăмра — Алевтина Анатольевнăн кăçал кун çути курнă «Манăн сăвăллă туйăмсем» кĕнеки. « — Сан сăввусем кама кирлĕши? Ларатăн вăхăт ирттерсе. Сана вăхăту шалккă мар-и? — мăшăр вăрçать: — Çывăр, — тесе», — çапла пуçланать кĕнеке.

«Художниксем выçă вилеççĕ…»

Апла пулин те Алевтина Алексеева мăшăрĕ кăмăлсăр пулнине уяман, çырнă та çырнă… Халĕ те çырать. Кам-ха вăл Алевтина Анатольевна? Çав тери уçă саслă, хĕвел пек çутă чиперкке Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Алманчăра çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарти 31-мĕш училищĕне сутуçа вĕренме кĕнĕ. Ашшĕ çавăнта ярасшăн пулнă-мĕн. «Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ ӳкерме питĕ юрататтăмччĕ. Анчах мана ӳнер енĕпе вĕренме ямарĕç. «Художниксем выçă вилеççĕ, сутуçа кай», — терĕ атте. Хăй вăхăтĕнче çакă тĕрĕс пулнă-тăр. Халĕ ĕнтĕ пурнăç кăшт урăхларах. Училищĕрен вĕренсе тухсан тĕп хулара юлтăм, апат-çимĕç лавккинче сутуçăра ĕçлеме пуçларăм. Халĕ те çав енĕпе вăй хуратăп. Хамăн суту-илӳ вырăнĕ те пур. Ĕçĕме, чăн та, питĕ кăмăллатăп. Ача чухне учитель те, сутуçă та пулатăп тесе шухăшланă. Сутуçă ĕçĕ мĕншĕн килĕшет тетĕр-и? Çынсемпе калаçма юрататăп. Пултарулăх тенĕрен, атте енчи тăвансем пурте юрлаççĕ. Атте Анатолий Никонович купăс каласа юрлатчĕ. Шел, 47 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Вăл колхозра ĕçленĕ. Маларах, çамрăк чухне, лесник пулнă. Ялта сумлă çынччĕ. Анне Людмила Рюриковна та колхозра тăрăшнă. Кăçал вăл 76 тултарчĕ. Пĕчченех пурăнать. Пирĕн çемьере 5 ача — виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Эпĕ — иккĕмĕшĕ. Аслă тете ялта аннерен инçех мар, юнашарах тĕпленнĕ — аннене тунсăх мар. Пĕрпĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Анне профессипе ветеринар. Ялта сумлă çын. Анчах вăл хăйĕн профессийĕпе ĕçлеймен. Пинициллинран аллерги пулнăран май килмен. Çывăх çыннăмăр колхозра вăй хунă. Выльăх чирлесен, сысна çăмартине касмалла пулсан ăна халĕ те чĕнеççĕ — çынна пулăшма васкать. «Аллу çăмăл», — теççĕ ăна пурте», — çапла пуçларĕ калаçăва Алевтина Анатольевна хăйĕнпе паллаштарма ыйтсан. Алевтина Алексеева шкулта вĕреннĕ чухне те, кайран та сăвă çырасси пирки пĕрре те шухăшламан. Маттур хĕрача ача чухне ĕмĕтленме, юмахсем, халапсем шухăшласа кăларма юратнă. Хастарскер шкулта йĕркелекен пур мероприятие те хутшăннă. Вăл редколлеги членĕ, хаçат художникĕ пулнă. Стена хаçачĕсем кăларнă. Пултаруллă хĕрачана мероприятисене ертсе пыма шаннă. «Сăвă çырас шухăш манăн 50 çула çитсен çуралчĕ. Пĕр класра вĕреннĕ, пĕр парта хушшинче ларнă тусăм юбилее чĕнчĕ. Шухăша кайрăм: «Мĕнле саламламалла-ши?» Сăмах каланипе кăна интереслĕ мар вĕт-ха. Пĕр класра вĕреннĕ хĕр Альбина Юратуна упăшки валли сăвă хайлама саккас панă — çавна вуласа тухрăм та: «Эпĕ те çырса пăхам-ха», — терĕм. Мĕн тетĕр — çыртăм та хутăм. Ăçта рифма пур, ăçта çук та пуль ĕнтĕ. Пĕрле ларнă, пĕрле вĕреннĕ тесе çырасах килчĕ… Шкулти вăхăта аса илтĕм... Сăввăм çынсене килĕшрĕ. Çырас кăмăлăм çуралчĕ. 2024 çул пирĕн класс ачисемшĕн юбилейлă пулчĕ. Çавăнпа пĕр класра вĕреннĕ кашни ача ячĕпе сăвă хайлама пуçларăм. Пĕр вуннă çыртăм. Эпир пĕлӳ çуртĕнчен пĕрле вун улттăн вĕренсе тухнă. Пĕчĕк чухне 22-ĕнччĕ. Унтан аннене, хамăр çемьене, пĕртăвансене, кукамая, асаттене халалласа çыртăм. Кашни праçник ячĕпе шăрçалама тăрăшнă: Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, çуркуннене... Сăвăсем хăйсемех çуралса пыратчĕç. 2025 çулта вара кĕнеке кăларма май килчĕ. Çулталăк çурă çырнă хыççăн вĕсем чылай пуçтарăнчĕç — 50-60 сăвва çитрĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ тĕле те сăвă çырăнчĕ. Ăна уявра вуласа патăм та — килĕштерчĕç. «Мĕншĕн кĕнеке кăлармастăн?» — терĕç. «Мĕн кăлармалăх пур вара кунта?» — тĕлĕнтĕм эпĕ. «Малтанлăха 30-40 сăвă пулсан та çитет», — терĕç юлташсем. Кăларса пăхма сĕнчĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче преподавательте ĕçлекен Алевтина Кириллова сăвăсене якатса редакцилерĕ те «Çĕнĕ вăхăт» типографие ярса пачĕ. Çавăнтан хавхаланса кайрăм», — пытармарĕ Алевтина Анатольевна. «Пахча пуçа кантарать» Унăн сăввисенче — çут çанталăк илемĕ, çамрăклăхпа юрату, туйăмсем. Каярах çырнисенче философиллĕ шухăшсем палăраççĕ. Мĕншĕн пурăнатпăр? Мĕншĕн килнĕ эпир çак çĕр çине? Автор çак ыйтусем тавра та шухăшлать. «Хаклăр пурнăçа» ятлине кăштах çĕнетрĕм. Кĕнекере пур вăл. Халĕ ăна тата хушса çыртăм. Ăсталăх тени пĕчĕккĕн хушăнса пырать-тĕр ĕнтĕ. Çĕнĕ, тин кăна «пиçсе» тухнă сăвăсене «Контактра» соцсетьре лартса пыратăп. Сăввăмсемпе интересленекен чылай. Вĕсем манăн сăвва чи малтан хаклаканнисем пулса тăраççĕ. Эпĕ çемьеллĕ. Мăшăрăм Алексей Геннадьевич Комсомольски округĕнчи Янкасси ялĕнчен. Вăл малтанах сăвăсене йышăнмарĕ. «Аташса ларатăн», — терĕ. Эпĕ ун çинчен те çыртăм. Вăл – манăн пĕрремĕш сăвă, кĕнекене уçсанах унпа паллашма пулать. «Санăн сăввусем кама кирлĕ?» — тесе ятлатчĕ. Халĕ йышăнать ĕнтĕ. Вăл хăй тĕллĕн ĕçлет. Атă-пушмак юсанă, çăраççисем тунă çĕрте тăрăшать. Пирĕн икĕ хĕр: Валерия тата Милена. Вĕсене халалланă сăвăсем те пур кĕнекере — вырăсла çырнăскерсем. Кĕçĕн шăллăм Вячеслав Аляшкин 2023 çулхи чӳк уйăхĕнче контракт çырса хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайрĕ. Вăл Новосибирскра пурăнатчĕ. Килĕнче арăмĕпе хирĕçнĕ те — контракта алă пуснă. Унăн 4 ача. «Ан кай», — тесе ӳкĕтлерĕмĕр. «Çук, каятăп», — сăмахĕнчен чакмарĕ вăл. Хăй шухăшланине пĕрех турĕ. 2024 çулхи ака уйăхĕнче çухалчĕ. Манăн вăл кайсанах чунра лăпкă марччĕ. Вăл – кĕçĕн шăллăм, ăна хам пăхса ӳстернĕ темелле. Эпĕ унран 7 çул аслăрах. Унăн пӳрнисене пĕчĕк чухне сысна чăмланăччĕ. Эпир ăна лартса хăварнă та хамăр вылянă-тăр ĕнтĕ. Акă ача кăшкăрса ячĕ. Юнлă пӳрнисем халĕ те куç умĕнче. Çухалчĕ вăл, ăна тупаймарĕç. Вăл аманнă. Ăна илсе тухайман пулĕ. Çапăçу пынипе кĕме çук тесе çырнăччĕ… Манăн ăна халалланă сăвă та пур. Сăвăсем пĕчĕккĕн пуçтарăнса пыраççĕ. 100 таран çырсан, тен, татах кĕнеке кăларăп. Сăвă çырни чуна лăплантарать. Кашни хайлавра тенĕ пек «вăрçă хăçан вĕçленет-ши?» тесе пăшăрханни сисĕнет. Халĕ Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтпе кĕтетпĕр. Вăрçă пĕттĕр! – çак ĕмĕтпе пурăнатпăр», — хавхаланса калаçрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.